Таксист
Мĕншĕн пурнăç çавăн пек ăнланмалла мар йывăр-ши? Телейлĕ пулас тенĕ чухне мĕскершĕн тĕрлĕрен чăрмав килсе тухать-ши? Пĕтĕм пуласлăх, малашнехи телейлĕ пурнăç картсенчен ăсталанă пӳрт евĕр арканать. Мĕншĕн çапла?
Çавнашкал шухăшсем арпашăнса-пăтрашăнса пĕтнĕ çăмха çиппи евĕр явăнчĕç Костьăн пуçĕнче. Сарă хĕвел сенкер тӳперен хула урамĕсем çине мăнаçлăн тинкерет. Кăпăшка шурă пĕлĕтсем минутсерен улшăнса тӳпе тăрăх шăваççĕ. Вăштăр-вăштăр çил ура айĕнчи çӳп-çапа вырăнтан вырăна куçарать, тустарать. Вĕçен кайăксем ырă кунпа киленсе савăнăçлăн чĕвĕлтетеççĕ.
Пурте вĕт аванччĕ ун чухне. Костя, çитĕннĕ каччă, илĕртӳллĕ шанăçсемпе туллискер, шофера вĕренетчĕ. Каçхине юлташĕсемпе юханшыв хĕррине пухăнса тем вăхăтчен уçăлса çӳретчĕç. Хăш чухне шуçăм та килетчĕ. Çапла пĕр каçхине тăр пĕччен шыв хĕрринче утакан хĕре асăрхарĕ вăл. Хĕр сăн-пичĕ çинче темĕнле салхулăх-и, кӳренӳ-и палăрнăн туйăнчĕ.
Тепĕр чух, тен, асăрхаман та пулĕччĕ-и, çавăн йышши самантсем пĕрре çеç мар пулнă, хальхинче вара... Хальхинче темĕн чарчĕ, çула пӳлчĕ. Костя кашни çынна, чĕрчуна пултарнă таран пулăшма хатĕрскер, пике патне утрĕ. Умĕнче стена пулсан та витĕр тухма хатĕрччĕ пуль. Паллах, хĕрпе паллашас шухăш та çуралчĕ.
Пике çинчи сенкертен те сенкер кĕпе Костьăн пуçĕнче тӳрех «Царевна-Лебедь» картинăна аса илтерчĕ. Ара, çав репродукци пӳлĕмре стена çинче çакăнса тăрать-çке, кашни минутрах куç тĕлне пулать.
– Ырă каç пултăр, чиперккеçĕм.
– Ырă çеç,– ĕшеннĕн илтĕнчĕ унăн çепĕç те ăшă сасси.
– Сирĕнпе пĕрле утсан хирĕçлеместĕр-и? Темшĕн эсир мана хуйхăллăн курăнатăр,– малалла вакларĕ сăмаха Костя.
– Хирĕçлеместĕп, енчен те хăвăра йĕркеллĕ тытсан. Ыттине вара çывăха илме кирлĕ мар. Эсир вара кам пулатăр? Психолог мар-тăр? – ыйтуллăн пăхрĕ пике Костя çине хăйĕн тинĕс тĕслĕ симĕс-кăвак куçĕсемпе.
Унăн ытарма çук илемлĕ куçĕсем Костьăн чĕринче темĕнле çепĕç, хальлĕхе ăнланмалла мар туйăм çуратрĕç.
– Каçару ыйтатăп, – чăнласах каласшăнччĕ вăл. Анчах вылянчăклăн тухрĕ. – Ман çийĕнчех пĕлтермеллеччĕ: Костя.
– Одессăран мар пулĕ?
– Çук. Хусантан, – каччă хула çывăхĕнчи ялтан тесе каласан сăмах вăраха тăсăлать, нимĕнле çĕнĕлĕх те уçас çук тесе шутларĕ. – Эсир мĕн ятлă?
– Настя.
– Питĕ илемлĕ ят, Настя.
Костя пикепе калаçнă хушăра юлташĕсенчен самаях тăрса юлнă. Çапах çакă ăна кулянтармарĕ. Инкек-синкек тухас пулсан хăйне те, пикене те хӳтĕлеме вăй-хăват çитет. Алла-аллăн тытăнса Костьăпа пике вăрахчен калаçса тăчĕç. Костя унăн вĕри аллисене туйрĕ. Акă Настя сехечĕ çине пăхрĕ:
– Костя, тархасшăн, каçар та, анчах манăн вунă сехетре килте пулмалла. Килтисем пăшăрханма пултараççĕ. Мана питĕ кăмăллă пулчĕ сирĕнпе калаçма. Чун та уçăлчĕ...
– Пăшăрханма сăлтав çук, чĕкеçĕм, – Костя тӳрем енне тинкерчĕ. Кунта утнă май, çул çинче такси тăнине асăрханăччĕ вăл.
– Настя, кăшт çеç кĕт. Эпĕ часах, – хăвăрттăн тӳрем енне çул тытрĕ çамрăк арçын.
Пике нимĕн те тавçăрма ĕлкĕреймерĕ. Умне çăмăл машина çитсе те тăчĕ. Салонран тухса Костя алăка уçрĕ:
– Карета сирĕн, Настя.
– Костя, мĕншĕн çав териех тăкакланатăн?
– Маншăн вăл чыс кăна.
Шӳтлĕн калаçса хыçалти ларкăчсем çине вырнаçрĕç вĕсем. Настя хăй адресне каларĕ, унтан Костьăна мобильлĕ телефонĕн номерне пĕлтерчĕ. Фара çутинче çул хĕрринчи тĕмсем мĕлтлетеççĕ, симĕс çулçăсем йăлтăртатса илеççĕ те тĕттĕмре çухалаççĕ. Костя Настьăна пилĕкĕнчен ыталаса пит çăмартинчен çепĕççĕн чуп турĕ.
Вăрах вăхăт иртмерĕ. Водитель вĕсем енне çаврăнчĕ.
– Çакăнта, – çирĕплетрĕ Настя унăн куçĕнчи ыйтăва вуласа.
– Ыран каçхине çак вăхăтрах тĕл пулатпăр-и? – хăюсăррăн ыйтрĕ каччă.
– Юрать. Шăнкăравласа калаçса татăлăпăр, – йăл кулнă май хĕрĕн пит çăмартисем илĕртӳллĕн путрĕç.
– Ырă каç пултăр, Настя,– каччă пытармарĕ хăй савăнăçне.
Каялла кайнă чух Костя хăюсăр пулнăшăн хăйне пĕрре мар ӳпкелерĕ.
– Сирĕн тантăшăр питĕ чипер,– ун шухăшне татрĕ шофер.
– Килĕшетĕп,– çирĕплетрĕ Костя.
Тепĕр кунран вĕсем тĕл пулма тытăнчĕç. Пĕрре кафене, тепре аттракциона çӳрерĕç. «Манăн пирĕшти» тесе чĕнетчĕ хĕре Костя.
Эрне хыççăн эрне иртрĕ. Кĕçех кĕр çитрĕ, симĕс çулçăсене ылтăнпа пĕветрĕ. Кун тăршшĕ те самаях чакрĕ, каçхине ултă-çичĕ сехетре тĕттĕмленет те çĕр каçа çаврăнать. Акă ĕнтĕ кĕтнĕ кун. Çамрăк чĕресен пĕрлешĕвне çирĕплетсе ятсăр пӳрнисем çинче венчет çĕррисем йăлтăртатаççĕ. Хăнасем чăтăмсăррăн: «Йӳçĕ! Йӳçĕ!»– кăшкăраççĕ...
Костя ĕçе вырнаçрĕ. Каннă кунсенче таксист пулса ĕçлерĕ. Кулăшла та, анчах икĕ кун хушшинче уйăх шалăвне илсе таврăнатчĕ вăл. Кăштахран Костя çĕнĕ «Форд» туянчĕ. Пурте йĕркеллĕ пыратчĕ унăн пурнăçĕнче: арăм, çурт, ĕç, машина, часах пĕчĕкки çуралмалла. Пурте çителĕклĕ. Çавнашкал самантра мĕн те пулин пуласса кĕтсех тăр...
Костя ĕç кунне вĕçлетчĕ ĕнтĕ, кая юлнă арçын хула çывăхĕнчи яла леçсе хăварма ыйтрĕ. Çулне лайăх пĕлнĕрен, вăл килĕшрĕ. Çĕнĕ иномарка каçхи тĕттĕме çăмăллăнах сирет. Арçын ларкăч çине вырнаçсанах ыйха путрĕ, салона эрех шăрши сарăлчĕ. Яла çитсен Костя ăна тĕрткелесе вăратрĕ. Арçын виç çĕр тенкĕ кăларса пачĕ те пуçне каллех усрĕ. Ирĕксĕрех сигнал памалла пулчĕ. Акă çамрăк ача килсе тухрĕ. Çийĕнчех ăнланса ыйтрĕ:
– Çул укçине тӳлерĕ-и?
– Тӳлерĕ, – хуравларĕ Костя.
... Ăçтан, мĕнле сехметпе килсе тухрĕ чиперкке çак çул çине – пĕлме çук. Фара çути ун илĕртӳллĕ, вăрăм урисене, шурă блузкине, йăлтăртатакан сарă çӳçне çутатрĕ. Пике алă сулчĕ.
Çул вăрăм, кичем тата çак вăхăтра машина килсе тухасси те паллă мар, Костя чарăнчĕ.
Хĕр машина умĕнчен иртсе, Костя патне пĕшкĕнчĕ. Тарăн декольтеллĕ блузкинчен курăнакан тулли кăкăрĕсем куçа илĕртрĕç.
– Хулана çитиччен илетĕн-и?
– Вырнаç.
Хыçала мар, çума ларчĕ хĕр. Костя çине те илĕртсе, те шухăшне пĕлес шутпа пăхрĕ.
Кĕрхи хура тӳпере, пĕлĕтсем хушшинчен уйăх тинкерет, çăлтăрсем мĕлтлетеççĕ.
– Ыйтма юрать-и? – сăмах хускатрĕ пике.
– Юрать.
– Манăн çумра укçа çук, анчах киле çитсенех тӳлетĕп. Килĕшетĕн-и?
– Килĕшетĕп.
Татах та калаçасшăнччĕ вăл, анчах Костьăн кăмăлĕ çуккине туйса шăпланчĕ. Мĕншĕн иккенне пике тавçăраймарĕ. Кăмăл çукран мар, икĕ хирĕçле туйăм кĕрешрĕç арçын чĕринче: парăнмалла е çук? Арăмне халиччен улталаман, хальхинче те иккĕленчĕ. Акă хула çутисем палăрчĕç умра.
– Хăш урам?– куçа çул çинчен илмесĕрех ыйтрĕ вăл.
– Кошевой урамĕ, çирĕм пĕрмĕш çурт, иккĕмĕш подъезд,– çав-çавах пĕр шухăшсăр хуравларĕ пике.
Хулана кĕрсен машина сулахая пăрăнчĕ. Икĕ-виçĕ кварталтан палăртнă урама çитрĕç. Хăвăртлăха чакарса Костя çурт кĕтесне сăнарĕ. Картише кĕрсен, иккĕмĕш подъезд тĕлне чарăнчĕ.
– Çитрĕмĕр.
– Кĕтсе тăратăн-и?
– Паллах.
– Тен, чей е кофе ывăнни çинчен?
– Хирĕçлеместĕп.
Машинăран тухрĕç. Подъездра картлашкасем çинче пике туфлийĕн кĕллисем параппан çапнăн таклатрĕç. Костя пикене виççĕмĕш хутра хуса çитрĕ. Çăраççине кăларса хĕр алăка уçрĕ. Сăмсана тӳрех хаклă йышши духи шăрши пырса çапрĕ.
– Чей е кофе? – каллех ыйтрĕ пике.
– Кофе.
– Часах, хальлĕхе иртсе вырнаç,– пике арçын çумĕпе иртсе пĕççипе сĕртĕнчĕ.
Костя диван çине ларчĕ, сĕтел çинчи журнала алла илчĕ. Акă пике икĕ курка йăтса кĕчĕ, арçын çумне ларчĕ. Костьăн çӳçне перĕнсе: «Сан çӳçӳ кăвакара пуçланă», – тесе пăшăлтатрĕ.
Чăтаймарĕ арçын, çаврăнса хĕре ыталарĕ, тутисемпе тутисене тупрĕ...
Ир енне тин тухса кайрĕ Костя. Настьăна мĕн каласа улталамалли çинчен çул тăршшĕпех шутласа пычĕ. Киле çитсенех арăмĕ çĕркаç куç та хупманнине асăрхарĕ. «Ман çинчен шухăшланă ĕнтĕ, пăшăрханнă, кĕтнĕ. Эпĕ вара теприн ытамĕнче килентĕм»,– ӳпкелерĕ хăйне Костя.
– Салам, Настя.
– Салам. Мĕскер пулчĕ?
– Тусăн машини çĕмрĕлчĕ, ирĕксĕрех ун çыннисене леçме тӳр килчĕ,– ултавĕ чĕлхе вĕçĕнчен хăй тĕллĕнех вĕçрĕ.
– Канатăн- и? – Настя пĕтĕмпех шанчĕ.
– Кăштах,– хирĕç чĕнчĕ Костя.
Икĕ кун та иртмерĕ, Костьăн телефонĕ çине çыру килчĕ: «Чунăм, тĕл пулатпăр-и?» Костя интересленсе шăнкăравларĕ:
– Чунăм, итлетĕп,– çепĕç сасă çăл шывĕ евĕр юхать.
– Кам эсир?– ăнланмарĕ вăл.
– Астăватăн-и, виçмине пĕр пикене çул çинче лартрăн?– чăтăмлăхне çухатса чĕнчĕ пике.
– Аса илтĕм. Салам, Света.
– Вара?..
– Хальлĕхе калаймастăп. Каçарах шăнкăравлăп...
– Килĕшетĕп.
Этем тени пĕр-пĕр килпетсĕр ĕç пурнăçласан малтан кăна шикленет. Никам та сисмесен вара ун евĕр утăм тепре тăвать. Темшĕн вăрттăнлăх хăçан та пулсан уçăласси пач асран тухать. Арăмĕ, тен, каярах сисрĕ те пулĕ. Пĕрре тĕксе те хучĕ. Анчах тытман вăрă вăрă мар теççĕ. Костя чĕре патне те илмерĕ Настьăн сăмахне. Çав-çавах ĕçлесе, икĕ çĕре те ĕлкĕрсе пычĕ. Хăйне валли те укçа-тенкĕ чĕпĕтсе юлатчĕ.
Кун пек пурăнакансенчен пĕри хăçан та пулсан чăтăмлăха çухатассине çеç пуçа илмерĕ вăл. Темшĕн ĕнтĕ çав роль нумай чухне еркĕне, иккĕмĕш вырăнта пулма килĕшменскере, лекет. Çемьере те Костя арăмĕ хăйĕнчен сивĕннине туйрĕ.
Пĕррехинче каçхине ĕçрен таврăнсан мăшăрĕ килте çуккине асăрхарĕ. Кичем те пушă туйăнчĕ хваттерте. Малтанлăха вăл ăна-кăна шутламарĕ, анчах çурçĕр çитеспе пăшăрханма тытăнчĕ. Настьăн амăшĕ патне шăнкăравларĕ.
– Ырă каç пултăр... – пуçланăччĕ вăл.
– Таврăнтăн-им?
– Настя, чĕкеçĕм, пирĕштийĕм, эсĕ-и?
– Эпĕ. Эсĕ вара пачах урăххине илтесшĕнччĕ-и?
– Мĕн çинчен эсĕ?
– Костя, мана ухмах вырăнне ан хур. Эпĕ капла та вăрах тӳсрĕм.
– Нимĕн те ăнланмастăп,– тӳрре тухма пăхрĕ вăл.
Урăх сăмах пулмарĕ. Настя телефон кĕпçине пăрахрĕ.
... Кантăкран ватă вĕрене хĕрелнĕ çулçисемпе вылярĕ. Ăнланма та çук: те кĕр айăплă пулчĕ, те Костьăн ултавĕнче пулчĕ чăн сăлтав...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...