Ăсансем пулăшаççĕ
— Кукаçи, асатте! — чупса кĕчĕç пӳрте мăнукăмсем. — Пахчана темĕнле кайăксем вĕçсе килчĕç, вăтăртан та иртеççĕ.
— Пысăкраххисен тĕкĕсем симĕссĕн те кăваккăн çуталаççĕ, — тет Вадим.
— Пуç тӳпинче хĕрлĕ тĕпек пур, — пиччĕшне пӳлсех калать Павăл.
— Çĕр улми çулçине те тунине тăрăшсах сăхаççĕ, — васкаса сăмах хушать Наçтук.
— Ăçтан пĕлеççĕ-ха вĕсем сана, кукаçи? — ыйтать мăнуксенчен асли Натали. — Пирĕн пахча тĕлне мĕнле тупаççĕ?
— Çакăн пирки хам та тĕп-тĕрĕс калама-юптарма пултараймастăп. Анчах ĕмĕр тăршшĕпе сунара çӳресе çак кайăксене пĕрре те хур туман. Çавăнпа мана вĕсем ялан ырă çеç сунаççĕ.
Çапла пĕр çулхине вăрмана уттартăм.
Вăрман хĕрринче, пилешпе шăлан ӳснĕ тăрăхра, мана ăсансем кĕтсе илчĕç. Пуç çийĕн вĕçеççĕ-явăнаççĕ, хулпуççи çине пыра-пыра лараççĕ, хăлхаран тем кăлтăртатаççĕ: «Тунсăхларăмăр сансăр, ăçта çухалса çӳретĕн», — теççĕ ĕнтĕ.
— Пахчари çĕрулмине колорадо нăрри çисе ярать вĕт. Вĕсене яра кун пуçтарса ывăнатăп мар-и, — тетĕп хирĕç...
Тепĕр кун сарă питлĕ сар хĕвел хитре хыр çӳллĕш хăпарсанах вăтăр мăшăр ăсан пахчана вĕçсе килчĕ. Кайăксем малтан пĕве хĕрринчи йăмрасен тăррипе вĕçсе çаврăнчĕç те çĕр улми ани çине йĕтрелле «ӳкрĕç».
Ак кур та тĕлĕн! Çĕр улми çеçки çинчи колорадо нăррисемпе личинкисене каплаттарсах хыпма тытăнчĕç. Çăварĕсем тулчĕç пулмалла та уялла-вăрманалла вĕçтерчĕç. Кăштахран каялла таврăнчĕç. Çапла тăхăр хут хутларĕç вĕсем хĕвел ытла пĕçертме тытăниччен.
Кăнтăрла иртсен, каç енне, хĕвел анасси икĕ йăмра çӳллĕш юлсан, ăсансем каллех пахчана пуçтарăнчĕç. Ирхи пекех ĕçлерĕç.
Çавăнтанпа халь кашни çул ăсансем пахчара çĕр улми анине пăхса тăраççĕ. Йăрансем кĕркуннечченех симĕс лараççĕ. Çимĕç шултра çитĕнет, сысна çури пекки те пулать. Кăвак та хĕрлĕ улма — тата шултрарах.
— Сисетĕп-туятăп эсир манран мĕн ыйтасшăн пулнине, — тетĕп мăнукăмсене. — Эсир нăрă ăçтан тупăннине пĕлесшĕн. Кĕскен калăп.
Çĕр улмине халь çĕр çинчи нумай халăх лартса-туса илет, чылай çĕршывра вăл — тĕп апатсенчен пĕри. Малтан вăл Америка континентĕнче çеç ӳснĕ. Вун улттăмĕш ĕмĕртенпе «иккĕмĕш çăкăр» Европăри çурçĕрти çĕршывсенче те çитĕнет. I Петĕр патша вăхăтĕнчен тытăнса ăна Раççейре те лартса-туса илме тытăннă.
Тăраннине пĕлмен нăрăсене инçетри çимĕç тутлăрах пек туйăннă пулĕ çав. Темиçе тинĕс урлă каçса Америкăран пирĕн пата çитнĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...