Сиплĕ çăлкуç шывĕ


Çуллахи ăшă лăпкă каç. Тӳпере пин-пин çăлтăр йăлтăртатать, куç хĕснĕнех туйăнать. Эпĕ ешĕл курăк çине выртнă та çăлтăрсене куç илмесĕр сăнатăп, вĕсен хăйне евĕр ташшипе киленетĕп. Авă Алтăр çăлтăр курăнать. Ирĕксĕрех асанне каланă сăмахсем аса килеççĕ.

 

Алтăр çăлтăр — çич çăлтăр.

Çиччĕшĕ те çут çăлтăр.

 

Кайăк çулĕ те пур акă.

Анчах, тем, çăлтăр ӳкмест пулĕ-çке.

Чăнах, çăлтăр ӳкет. Çук, çук. Çутă çывхарнăçем çывхарать. Ку — карап! НЛО тенине илтнĕ-ха эпĕ. Çавă-ши? Хăрушă. Çав хушăрах карап ăçталла кайнине те пĕлес килет. Курăк хушшинчен пуçа çĕклесе пăхатăп: тĕрлĕ тĕслĕ çутатакан карап улăха анса ларчĕ. Тарăн курăк хушшипе йăпшăнса çывăхнерех пыма шутларăм.

Хăранипе тăр-тăр чĕтретĕп хам, анчах ку вырăнтан тарас шухăш пуçра та çук.

Карапĕ кӳлепипе турилкке евĕр, тавраллах — çавра чӳречесем. Чӳречисенчен çутă ӳкет, анчах шалта хускану курăнмасть.

Алăк пĕр сассăр уçăлчĕ. Çĕре çын теес — çын мар, чĕр чун теес — чĕрчун мар, темĕнле япала анчĕ. Куçа илмесĕр сăнатăп: пирĕн планета çине килнĕскерĕн çӳллĕшĕ виçĕ метр енне, хытанка, пуçĕ груша евĕр, пĕр питĕ пысăк куçлă, пысăк туталлă, сăмса вырăнĕнче икĕ шăтăк. Икĕ алă, икĕ ура пур, пӳрни — виççĕ. Хăлхи çук, пуç тӳпекинче икĕ антенна евĕр япала пур.

Çĕр çине ансанах кĕтмен хăна енчен енне пуçне çавăрса пăхрĕ, унтан çĕр шăршине тарăннăн сывланă евĕр кăкри хăпара-хăпара илчĕ. Вăл малалла утса кайрĕ, аллина кĕленче евĕр япала тытнă хăй. Чарăнчĕ, пĕшкĕнчĕ — темĕскер ĕçлет.

Мĕн тăвать-ши тесе малалла йăпшăнса шуса кайрăм. Урăх планета çинчен килнĕскер сасă илтрĕ пулас, йăшт кăна сиксе тăчĕ те тӳрех ман еннелле тинкерсе пăхма тытăнчĕ.

— Кам унта? Ан пытан, тух, — илтĕнчĕ çинçе, вăрăм туна сĕрленĕ евĕр сасă. Хăй çав хушăрах пăшал туртса кăларчĕ.

Хăратăп пулсан та ешĕл курăк хушшинчен тухрăм. Кĕтмен хăна пĕр хушă ман çине пăхса тачĕ, эпĕ хăранине тата хĕç-пăшалсăр пулнине кура: «Эсĕ мĕн ятлă? Ан хăра. Эпĕ саншăн тăшман мар», — терĕ.

— Эпĕ Çумкка ятлă, — терĕм чĕтре-чĕтре.

— Эпĕ Танкур ятлă. Çумкка, ан хăра. Эпĕ усал шухашлă мар. Мана, çыннăм, таса çăлкуç шывĕ питĕ кирлĕ, — терĕ урăх планетăран килнĕскер.

Танкур алăри кĕленчине çĕклесе кăтартрĕ. Чăнах та, кĕленчене çурри таран çăл куç шывĕ тултарнă вăл.

— Эсĕ мĕнле планетăран килнĕ? Çăлкуç шывĕ сана мĕн тума кирлĕ? — хăра-хăра ыйтрăм эпĕ.

— Эпĕ Çĕр çине Парнеп ятлă планетăран çитрĕм. Пирĕн планета çинчен хальлĕхе çынсем пĕлмеççĕ-ха. Вăл Çĕртен питĕ аякра. Караппа эпĕ çĕр çине çирĕм тăватă талăк хушши килетĕп, хамăрăн вăхăт çине куçарсан ку сакăр талăкпа танлашать. Эсĕ, Çумкка, манран ан хăра. Кил çывăхарах, — чĕнчĕ мана Танкур.

Эпĕ пĕтĕм хăюлăха пухса Танкур патне пытăм.

— Маттур. Хăюллă ача эсĕ, — терĕ хăна. — Çумкка, манăн атте питĕ чирлĕ. Ăна сиплеме Çĕр çинчи çăлкуç шывĕ кирлĕ. Çак сăлтавпа çитрĕм-ха эпĕ сирĕн планета çине. Кĕленчери шыв аттене, сирĕн вăхăтпа танлаштарсан, çур çуллăха çитĕ. Мана сиплĕ шыва парса яма хирĕç мар-и эсĕ?

— Çук. Хирĕç мар, — терĕм.

— Тавах. Эсир, Çĕр çыннисем, таса та сиплĕ шыва упрама пĕлместĕр. Çакă мана питĕ пăшăрхантарать. Çăлкуç шывĕ — Парнеп çинче пурăнакансемшĕн чи хаклă эмел. Упрăр сиплĕ çăл куç шывне, — терĕ Турнеп мана çурăмран лăпкаса.

Автан сассипе вăранса кайрăм. Пăхатăп: хамăн пулĕмри вырăн çинче выртатăп.

Мĕнле-ха апла? Эпĕ карап курни, Турнеппа паллашни тĕлĕк пулнă-ши? Васкаса ура çине тăтăм та чӳречерен тинкерсе улăх еннелле пăхрăм. Янкăр уяр çанталăк. Хĕвел хайĕн пайăркисене çĕр çине сапалама ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.

Çăлкуç патне çитсе килес-ха тесе килтен чупса тухрăм. Ешĕл улăха пĕр самантра чупса çитрĕм. Чăн пулнă-ши, çук-ши тесе тавраллах тинкеретĕп. Нимĕнле улшăну та çук, пĕтĕмпех унчченхи пекех. Манăн кăмăл хуçăлчĕ. Сиплĕ шыва ĕçес тесе çăлкуç патне пытăм та шалт тĕлĕнтĕм.

Шыв çинче чечексемпе «тавах» тесе çырнă.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-12-01 22:22:03):

Калав килĕшрĕ. Чĕлхе енчен кăшт кăлтăксем пурри çеç пăсать. Пуçламăшĕ питĕ чаплă, варрине çырнă вăхăтра «муза» текенни тарнă-ши? — вăтамрах пулса тухнă. Вĕçне çырнă тĕле «музи» таврăннă курăнать — чĕлхи каллех илемленсе кайнă.

Тен, вырăн лекмесĕр те юлать пулĕ — анчах та ку калав лайăххисен шутĕнче.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: