Чăвашсен çăлтăр ушкăнĕ
Тĕнче тавра янраç халь шавлă
Пин-пин чăваш сăмахĕсем.
«Тав», «сав», «салам» — сасси янташăн,
«Тав», «сав», «шолом», «çăл» — тет еврей.
«Ӳнер», «хисеп», «сăра», «пар», «супăнь» —
Çак сăмахсем перс чĕлхинчен.
«Иртыш-шарлав» — иртет шыв (юхăм) —
Ăнлав-сăмах китаецсен.
Каçхи пике — Каспи — пур тинĕс.
Казбек — пит тĕттĕм ту. Каç пек.
Пур шыв Самар. Ӳсет хулийĕ.
Саратов — Сарă ту — чăн пек.
Ют çĕрсенче чăваш ят панă
Япалине ĕмĕрлĕхе.
Çав ятсене ялан чыслаççĕ,
Усă курса, тĕп халăхсем.
Ӳкерчĕкле çыру чăвашăн
Çухалнă темшĕн пурнăçра.
Ӳкерчĕксем туса çыраççĕ
Паян та кӳршĕ Китайра.
Букварь сăпки чăвашăн — Чĕмпĕр.
Çырулăха чĕртме кунта
Çуралнă Яковлевăн ĕмĕт,
Чăваш шкулне тертпе уçсан.
Нумай ача килсе вĕреннĕ
Пурнăçлама çак ăслăха.
Пуçарăва пурте ĕненнĕ
(Сарса яма çырулăха).
Патша тарçи Илья Ульянов
Пĕлӳ сарать чăваш енче
Шутланă халь — тăват çĕр аллă
Шкул лартнă, уçнă ялсенче.
Университет мухтавлă, чаплă,
Çиçсе ларать Шупашкарта.
Çамрăксене унта пуçтарнă
Алла илме ăслăлăха.
Халь Чĕмпĕртен кунта куçарнă
Ăслăлăхсен тĕпчев ĕçне.
Яковлева чул палăк лартнă
Кермен çумне — малти енне.
Ăсчахĕсем курма хăтланнă
Çĕр капашне ăс-хакăлпа.
Нумай хутчен виçме пуçланă
Тĕнче тавра хастарлăхпа.
Хастаррисен пурах-ха шучĕ,
Халь уйрăмах палăртмалла:
Фалеспа Пифагор ăс хунă,
Ку тĕлĕшпе тав Ньютона.
Çав енĕпех Бессель ĕçленĕ,
Хейфорд та тивĕç хисепе.
Изотов ăслăха çĕклерĕ
Вĕçне çитерчĕ виçеве.
Изотова пурте пĕлеççĕ,
Вĕсем туссем Хусанкайпа.
Малтан вăл Чĕмпĕрте вĕреннĕ.
Чăваш шкулне унта уçсан.
Наукăри Корнилов доктор
Пĕлӳ туяннă Чĕмпĕрте.
Мухтав, Васильев — ват профессор,
Ăста вăрманçă çĕн çĕрте.
Шупашкарта пĕлӳ пуçланчĕ
Сироткинран, Егоровран.
Кĕнекесем нумай кăларчĕç
Пĕлӳ сарма — тавах Турра!
Йăхташ Никольский никĕслерĕ
Чăваш валли «Хыпар» хаçат.
Университетра ĕçлерĕ —
Профессор. Паллă Хусанта.
Çак хаçатра пичетленеççĕ
Хастарлă Çеçпĕл сăввисем.
Вăл Теччĕре ун чух вĕреннĕ
Учительсен тĕпчев ĕçне.
Никольский пек чунтан тишкерчĕç
Халь çамрăксем ăслăлăха.
Доктор таран вара çĕкленчĕç,
Андреев та, Михайлов та.
Нумай чĕлхе çине куçарнă
Халь чăвашсен сăввисене.
Хусан вулать Джалилъ тăлмачăн
Иванов çырнă «Нарспине».
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...