Çавраҫил :: Пиллӗкмӗш сыпӑк
— Эсĕ, Кăркăс абзы, мĕншĕн кĕрешме ирĕк патăн? — тет пĕри уяв пуçлăхне.
— Эпĕ мар-çке, хăйсем килĕшрĕç, — ăнлантарать Киргизов.
— Эсĕ каламан пулсан, Кирам кĕрешместчĕ.
— Энтрей тĕрĕс кĕрешмерĕ!
— Ара çав. Кĕпесĕр пулсан, чĕн пиçиххи çыхмалла.
— Çĕрĕк йĕм çăрхинчен мĕнле-ха тытса кĕрешетĕн? Пĕр мăнтăркка тутар хăй пилĕкĕнчен чĕн пиçиххи салтса илчĕ, Энтрей патне пычĕ.
— Ме, çых. Кĕреш тепĕр хут, — терĕ вăл.
Ик-виçĕ тутар çав çирĕп пиçиххие илсе, Энтрей пилĕкĕнчен çыхса та ячĕç.
— Кирам, çавăрса çап çак чухăнкан тункăска, —терĕ сурăх вăрри Сабир, Энтрее малалла тĕртсе.
— Эпĕ хăть тĕне кĕнĕ-ха. Эсĕ ав, тĕне кĕмен сысна пекех калаçан, — тавăрчĕ Энтрей.
— Кам сысна? Эпĕ сысна-и? —Сабир ура хучĕ, тепри вирлĕ кăна тĕксе ячĕ те, Энтрей сирпĕнсе кайрĕ, çăрхи татăлса кăвак пир йĕмĕ чĕркуççи таран анса ларчĕ. Кĕрешнине курма пынă чăваш хĕрарăмĕсем тепĕр майлă çаврăнса тăчĕç, хăшĕсем аллисемпе пичĕсене хупларĕç. Энтрей пĕр самантлăха çухалса кайрĕ. Вăл пĕр аллипе çĕлĕкне пусрĕ, тепринпе йĕмне хăпартма тăчĕ, анчах хăпартса çитереймерĕ — тепĕр сурăх вăрри, Ахматша, ыткăнса пычĕ те, тем хушăра Энтрей йĕмне хывса та илчĕ. Уяв паттăрĕ амăшĕ мĕнле çуратнă — çапла тăрса юлчĕ.
Пĕр самантрах Иăкăнатпа Хивархи сиксе тухрĕç. Çтаппан та юлмарĕ. Вĕсем ĕнтĕ тутарсемпе пĕрре кăна çапăçман. Пĕри — пĕрне, тепри тепĕрне ярса илчĕç.
— Юлташсем, хамăр ялтах хамăра мăшкăллаттармалла-и? — терĕ те Йăкăнат, пĕрре çапсах Ахматшана ывтăнтарса ячĕ. Хивархи Сабире карланкинчен ярса илчĕ. Çтаппанпа тепĕр тутарĕ çерем çине çыхланса ӳкрĕç. Çак самантра кукша Антун ашшĕне кĕпипе йĕмне пырса пачĕ.
Çак пăтăрмаха Петр Петрович айккинчен сăнаса тăчĕ. Чĕмпĕр хулинчен хаклă хакпа туяннă урхамахĕ мала тухнипе вăл паян çав тери савăннă. Унăн пысăк хура хăмăр куçĕсем хура куç харшисем айĕпе кăмăллăн пăхаççĕ. Вăл паян ним çинчен те шутламасть. Хăй çине чиперкке хусах арăмсем ăмсанса пăхнине аван чухлать. Петр Петрович вĕсемпе мĕнле калаçмаллине те лайăх пĕлет. Уйрăмах ăна граждăн вăрçинче пуç хунă Элекçей арăмĕ Ашок хытă килĕшет. Чăнах, килĕшмелĕх пур çав вăл. Çамрăк, пĕвĕ-сийĕ чипер. Ача тума та ĕлкĕреймен. Качча тухса арăм ятне илнĕ ĕнтĕ, пĕр çавă çеç. Урамра-мĕнре Петĕре тĕл пулсан, вăл, вăтананçи пулса, пуçне чикнĕ пек тăвать, хăй çав хушăрах, тĕм хура куçĕсемпе ун çине тем кĕтнĕ пек тĕмсĕлсе пăхса, чуна хускатмалла ăшшăн йăлкăшса кулать. Петĕр ун пек чух аптраса ӳкмест. «Асту, Анюк, пĕр-пĕр улах кĕтесре сана чăмăртаса илетĕп-ха акă», — тет те, хусах арăм çине чăрр! тĕллесе пăхать. «Темĕн çав, пулмасть пуль чăмăртасси», —тесе, йăл! кулса илет те тăлăх арăм малалла утса каять.
Анюк паян та çине-çинех Петĕр еннелле куç хӳрипе сăнаса пăхать. Каçхине унăн хунямăшĕпе хуняшшĕ ĕçке каяççĕ. Çакна систерес килет унăн Петĕре. Анчах мĕнле пĕлтермеллине çеç пĕлмест.
Чăвашсемпе тутарсем хирĕçме-тавлашма пуçласан, Петр Петрович çывăхарах пырса тăчĕ, таçтан вун-вун икĕ çул каялла пулса иртнĕ тискер ĕçе аса илчĕ.
Ун чухне вăл Сахар тетĕшĕпе пĕрле Хусана кайнăччĕ, унта ĕмĕрĕнче курман тĕлĕнмелле чаплă та çав тери хурлăхлă сабантуй курнăччĕ.
Тутар сабантуйĕнче ĕмĕрте те чăвашсем çĕнтерсе паттăра тухни пулман. Ун пек чăрсăр чăваш тупăнас-мĕн пулсан, тутарсем ăна пурпĕрех сабантуйра кĕрешессинчен пăрса хăварнă. Çав çулхине вара, Петĕр тетĕшĕпе пĕрле Хусана кайнă çул, пĕр тĕлĕнтермĕш чăваш тупăннă-тупăннах иккен. Вăл Лăпкă океан флотĕнче матрос пулнă. 1904 çулта японецсемпе çапăçнă, кайрантарах чăваш хресченĕсен пăлхавне ертсе пынă, улпут-хуçасен çурт-йĕрĕсене кĕлпе вĕçтернĕ, юлашкинчен хăй те каторгăна лекнĕ. Çапах та унта нумаях асапланман вăл — темле майпа тарма пултарнă пултарнах. Реакци çулĕсенче урăх çын докуменчĕсемпе пурăннă, анчах улăпăнни пек вăйне ниçта хума пĕлмен. Пĕр-икĕ эрне хушшинчех вăл, сабантуйсенче кĕрешсе, темиçе хутчен паттăра тухать те, кĕçех унăн чапĕ таврана сарăлать. Пăва хулинче сабантуй пулас умĕн тутарсем ăна хăйсем патне чĕнсе илеççĕ, хăна тăваççĕ, уяв кунĕнче пирĕн патра ан кĕреш тесе ӳкĕтлеççĕ. Матрос вĕсемпе килĕшмест, килет, Пăва хулинче те паттăра тухать. Ун çинчен Хусан тутарĕсем патне те хыпар çитет. Лешсем ăна хăйсем патне чĕнсе чаплă хăна тăваççĕ, анчах асăрхаттараççĕ: «Сабантуйĕнче кĕрешсе паттăра юлсан, эсĕ халăх умĕнче пĕр лаша илĕн, анчах тăван килне, çуралнă çĕршывна çитейместĕн. Эпир сана вĕлеретпĕр», — теççĕ. Чăваш хăраса ӳкмест: «Манăн кил те, тăван çĕршыв та çук», —тесе кăна хурать.
Çавăн чухне Петĕр çав питĕ вăйлă, шиксĕр чăваш Хусан сабантуйĕнче халиччен чапа тухнă мĕнпур тутарсене çĕнтерсе паттăра тухнине курнăччĕ. Кайран вара, тепĕр кунне ун виллине тип çырмара тупнă тенине илтнĕччĕ.
Чăвашсемпе тутарсем хытах хирĕçме пуçланăччĕ, анчах ĕç шала кĕрсе кайма ĕлкĕреймерĕ: Казаковпа Степанов килнине курсан, Петр Петрович та çухалса каймарĕ, ункă варрине утса кĕчĕ те лăплантарса калаçрĕ.
— Чипер, лайăх пуçланнă уява пăсас мар, тăвансем. Паттăр парни çитмесен, уншăн хам тӳлетĕп, — тесе, вăл пĕрре Энтрей, тепре Кирам çине пăхса илчĕ. Çав хушăрах Анюк хăй çине тилмĕрнĕ пек тĕмсĕлсе тинкернине те асăрхарĕ, çамрăк хĕрарăм хăйне тем каласшăн пулнине тавçăрчĕ, çынсенчен уйрăлса, ун еннелле утса кайрĕ. Анюк, çакна курсан, килне васканă пек турĕ, Петĕр çывăхĕнчен иртсе кайнă чухне: «Çĕрле эпĕ пĕчченех пулатăп», —тесе хăварчĕ.
Сăмавара паттăра юлнă Кирама пачĕç.
Пушар
Ваттисемпе авланнисем, ушкăншарăн пуçтарăнса, Яшмари тăванĕсем патне хăнана салансан, пилĕк-ултă ял çамрăкĕсем улăхах юлчĕç. Вĕсем, ашшĕ-амăшĕсем кайса пĕтсен, ака уявне хăйсем пек палăртаççĕ. Малтан кашни ял çамрăкĕсем уйрăмшарăн пĕр çĕре пухăнаççĕ. Халĕ ĕнтĕ вĕсем пĕр-пĕринпе вăй виçсе мар, юрласа-ташласа ăмăртаççĕ. Хĕрсем хăйсен уçă та янравлă сассипе, йĕкĕтсем — ташăпа.
Ешĕл улăхра — пилĕк-ултă ушкăн. Чăваш Яшми çамрăкĕсем Палас тăрăхĕнче мĕн авалтанпах хăйсен ĕçченлĕхĕпе те, илемлĕ ташши-юррипе те ырă ят илнĕ. Ахальтен мар пулĕ кӳршĕ ялсем Яшма пикисене кин тума тăрăшнă, яшмасем вара вĕсене хăйсен ялĕнчех хăварма тăрăшнă. Çавна пула тепĕр ялпа ял хушшинче хирĕçӳсем те пулкаланă. Пĕр çулĕнче çапла паллă купăсçă Элӳçĕн хĕрĕ Арланкасси йĕкĕтне качча тухма сăмах татнă пулнă. Хайхи йĕкĕт хĕллехи шартлама сивĕ каç, ăна илсе кайма тесе, юлташĕпе пĕрле икĕ лаша кӳлнĕ хыçлă çунапа Чăваш Яшмине килнĕ. Лашисене картишне кĕртсе тăратсан, хапхине малтан сăлăп хурса питĕрсе илнĕ. Пулас кĕрӳшĕ Элӳçе эрех ĕçтерсе ӳсĕртнĕ, унтан хĕрне картишне илсе тухнă та — лере лашисем те, çуни те пулман. Ялти яш-кĕрĕмсем пулас кĕрӳпе юлташне, чаппанпа хупласа, тăнсăр пуличчен хĕненĕ, юлашкинчен иккĕшне те картиш урлă юр ăшне ывăтса хăварнă. Çакăн хыççăн кӳршĕ ялсем Яшмана хĕр калаçма çӳреме хăракан пулнă.
Яшма пикисем кӳлĕ хĕррине карталанса тăчĕç. Чăн та çав пĕри тепринчен чипер вĕсем. Унтах Хрестук та пур. Вăл хăй ĕмĕрĕнче чи пуçласа паян вăйă картине тăнă. Сăнĕ-пичĕпе вăл ыттисенчен пуринчен те хитререх. Тумĕпе те юсавлă. Йăлтăртатса тăракан çап-çутă калуш тăхăннă хĕр кунта пурĕ те виççĕн-тăваттăн кăна. Хай патĕнчен Сергей иртсе пынă чухне вăтанчĕ пулин те, вăл пуçне усмарĕ, йĕкĕт çине ăшшăн пăхса, кулса кăна илчĕ.
Пĕтĕм ял йĕкĕчĕ тенĕ пекех Иванпа Сергей тавра явăнать. Пĕри пуян çын ачи, тепри — хăркăм. Çапах та çамрăксем вĕсене иккĕшне те пĕр пекех кăмăллаççĕ, пĕр танах хисеплеççĕ.
Мăйĕнчен пурçăн тутăр çакса янă, аллине хуткупăс тытнă Иван пĕртте халĕ тарçă пек курăнмасть, пăхсан, ялти чи сумлă çын ывăлĕ теме пулать ăна. Вăл, паянхи уяв паттăрĕ, тутăрне хулпуççи урлă ывăтса, сарă çӳçне тӳрлетсе илчĕ, унтан хут купăсне тăсса ячĕ. Хĕрсем тăруках юрă пуçламарĕç-ха. Иртнĕ çулсенче вăйă пуçласа каланă чипер Марук кăçал çăварни эрнинче качча тухрĕ те халĕ вăл çамрăксенчен уйрăлчĕ ĕнтĕ. Хрестук Сергей çинелле пăхрĕ. Çав самантрах иккĕшĕн куçĕсем тĕл пулчĕç. «Нуккă, тытăнса пăх-ха Хрестук, ан вăтанса тăр», —сĕнчĕç Сергей куçĕсем. «Пултарайăп-ши? Намăс курмăп-ши?»—иккĕленчĕç хĕрĕн куçĕсем. «Çук, эпĕ пĕлетĕп сан сассу мĕнлине. Шăпчăкран та шăпчăк эсĕ, чунăмçăм», — хавхалантарчĕç каччăн куçĕсем. Сергей пуçне сĕлтрĕ— Хрестук сăн-пичĕ самантрах хĕвел пек çиçсе çуталчĕ. Вăл вара кĕрнеклĕн тӳрленсе тăчĕ те уçă, янравлă, çав хушăрах чуна çупăрласа ачашлакан илемлĕ сасăпа вăйă кĕвви пуçласа ячĕ.
ХРЕСТУК:
Хура варта хур пусрăм,
Вăрă тесе ан калăр.
ПУРТЕ:
Вăй пуçласа каларăм,
Шухă тесе ан шутлăр.
ХРЕСТУК:
Çирĕтлĕ шывĕ тарăн шыв,
Чи тарăнни пилĕкрен.
ПУРТЕ:
Пирĕн ял хĕрĕ сарă хĕр,
Сарă çӳçĕ пилĕкрен.
ХРЕСТУК:
Утмăл хăлаç тилхепе
— Варри пурçăн, вĕç ука.
ПУРТЕ:
Пирĕн ялăн хĕрĕсен
Пилĕк çинçе, куç хура.
Улăхри çавра кӳлĕн тепĕр енче—Кавал çамрăкĕсем. Вĕсен те Яшмасенчен юлас килмест. Кунта йĕкĕтсем те хĕрĕсемпе пĕр картаранах тытăннă, çавăнпа вĕсен юрри пушшех инçене янăраса сарăлать. Юрласса та вĕсем хăйсене хурăм, урăхла кĕвĕпе юрлаççĕ.
ХĔРСЕМ:
Пухăнтăмăр, тантăшсем,
Ирхи сĕтĕн хăйми пек.
ПУРТЕ:
Саланăпăр, пĕтĕпĕр,
Вĕçен кайăк чĕппи пек.
ХĔРСЕМ:
Ай-хай пахчи илемлĕ
Шур купăста пур чухне.
ПУРТЕ:
Ай-хай вăйă илемлĕ
Пур-пур тантăш пур чухне.
ХĔРСЕМ:
Тĕкме тытнă пахчана
Кавал пахчи тееççĕ.
Хĕр чухнехи пурнăçа
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...