Çавраҫил :: Вуннӑмӗш сыпăк
— Тавах сире, Михаил Степанчă, — терĕ те хĕр, пӳлĕмрен тухрĕ.
Каллех пуху
Çав тĕлĕнтермĕш мыскара хыççăн иккĕмĕш кунне комсомолецсем черетсĕр пухăва пуçтарăнчĕç. Кунта ялти пур комсомолец та, ытти çамрăксем те килнĕ.
Пухăва Мария Федотовна учительница уçрĕ.
— Килмеллисем пурте килчĕç ĕнтĕ, юлташсем. Пĕр Осип Озеров кăна çук. Ун патне чĕнме çын ятăмăр та, амăшĕ ывăлĕ вунă тенкĕ укçа ыйтса илсе кутамккапах таçта тухса кайрĕ тесе каланă. Ăçта, мĕн ĕçпе кайни паллă мар. Пирĕн паянхи ыйту шăпах Осип Озеров пирки пăхса тухассиччĕ те, мĕн шутлатăр: унсăрăнах ирттеретпĕр-и пухăва е вăл таврăнасса кĕтетпĕр? — тесе, учительница комсомолецсем çине пăхса илчĕ. Паласкас йĕкĕчĕ Çтаппан сиксе тăчĕ.
— Озеров Уçăп текех яла килсе курăнас çук. Пухăва унсăрах ирттерме сĕнеп, — тесе пĕлтерчĕ вăл хăй шухăшне.
— Матвей Александрович, калăр-ха, панă-и эсир ăна мĕнле те пулин справка? — ыйтрĕ вăрăм хура çӳçлĕ йĕкĕт.
— Ял Совечĕ ăна нимĕнле хут та паман, — тавăрчĕ Казаков.
— Апла Уçăп таврăнать. Документсăр ăçта кайтăр вăл? Тен, пухăва хăй киличчен ирттермелле те мар, — хирĕçлерĕ çав йĕкĕтех.
— Çук, пухăва ирттермеллех. Озерова секретарьтен те, комсомолтан та кăларса пăрахмалла. Вăл пирĕн пĕтĕм ячейкăна ял халăхĕ умĕнче намăс кăтартрĕ. Паянхи пухура ун вырăнне çĕнĕ секретарь суйласа хăвармалла, — хăй сăмахĕ çинче çирĕп тăчĕ Çтаппан.
Пухăва Осип Озеровсăрах ирттерме йышăнчĕç. Хура çӳçлĕ йĕкĕтсĕр пуçне, пурте çав сĕнӳшĕн сасăларĕç.
Пуху шавлă иртрĕ. Комсомол ячейкин секретарĕ пулнă Озеров никампа канашламасăр тунă ĕçе пурте тарăхса сивлерĕç, ăна комсомол ретĕнчен кăларма йышăнчĕç, ячейка секретарĕ пулма Мария Федотовна учительницăна, унăн заместителĕ пулма Степан Мышкина суйласа хăварчĕç. Павăла çирĕп выговор, Гурие выговор пачĕç.
Юлашкинчен сăмах каллех чиркӳ пирки пуçланчĕ. Казаковпа Степанов малтан çамрăксен шухăшне пĕлесшĕн пулчĕç.
— Чиркӳ халĕ пушах ларать. Унтан хуралçă курнă «вун ик мăйракаллă шурă шуйттана» та хуçи хăй килне илсе таврăннă. Малашне мĕн тумалла унта? — калаçăва пуçларĕ Çтаппан кӳрши Хивархи.
— Эпĕ, юлташсем, ку мыскара хыççăн пирĕн чиркӳре нимĕнле пуп та ĕçлеме килĕшес çук тесе шутлатăп.
— Кун пирки пĕлмен пупа ярса парсан? —пӳлчĕ тепри.
— Вăл та тепĕр куннех пăрахса каять, — илтĕнчĕ хыçалти ретрен сасă.
— Вара чиркӳ, çавăн пысăкăш çурт, пушах лартăр-и? Пирĕн, ав, пысăк пухусем ирттерме те, халăха спектакльсем лартса пама та этем йĕркеллĕ вырăн çук. Спектакльсем кăтартнă чух халăх пичкери пулă пек чыхланса тулать... Пушă лартмалла мар чиркӳ çуртне. Клуб уçмалла унта,'— пĕтĕмлетрĕ хăйĕн шухăшне çинçешке вăрăм йĕкĕт.
Тухса калаçакансем татах пулчĕç-ха. Пурте чиркӳ çуртĕнче клуб уçас шухăша ырларĕç. Юлашкинчен Отепанов сăмах илчĕ.
— Эпĕ виçĕмкун каçах сире ăнлантарнăччĕ, юлташсем, чиркĕве хупас пулсан, кунта прихутри çынсем çурри ытла килĕшни кирлĕ. Халĕ, ак, комсомол ячейкин çĕнĕ секретарĕпе унăн заместителĕ, сирĕн хушăран агитаторсем уйăрса, урамсем тăрăх çирĕплетеççĕ. Турра ĕненекенсемпе питĕ асăрхануллă пулма ыйтатăп. Осип Озеров никампа та калаçса килĕштермесĕр хăй тĕллĕн аташнине те çынсене уççăн ăнлантарса парăр. Кил хуçипе мăшăрĕ мĕнле шухăшпа сывланине хăвăр лайăх пĕлсе ĕненнĕ хыççăн тин вĕсене алă пусса пама сĕнĕр, — терĕ вăл.
— Вăл çапла пулĕ те, çапах та мана хамăр урама мар, урăххине ярăр, — терĕ пĕри, ура çине тăрса.
— Хăратăн-и?
— Епле-ха тата? Кайран акă хамăр касри вăрăм чĕлхесем анне патне пуçтарăнĕç те ятлама пуçлĕç. Пур унта пĕри. Вăл аннене халех çапла каланă: «Эсĕ ача мар, шуйттан çурине çуратнă», —тенĕ.
— Мана, Мария Федотовна, хамăрăн Паласкас урамнех çирĕплетĕр, — ним иккĕленмесĕр пĕлтерчĕ Хрестук.
Кун йĕркинче пăхман çĕртенех вара кĕçĕрхи пухура, агитаторсене икшерĕн е виçшерĕн уйăрса, урамсем çирĕплетсе пачĕç, вĕсенче пурăнакансен списокне тума та çавсенех хушрĕç.
Пуху çакăнпа вĕçленчĕ. Анчах пурте саланмарĕç. Мария Федотовнăпа Çтаппан тата Хрестук хавхалантарнипе, йĕкĕтсем пĕр самантрах парттăсене алкумне кăларчĕç — класс пушах тăрса юлчĕ.
— Çăварни-тăк, çăварни пултăр. Вăл тĕн уявĕ мар, çуркунне пуçланнине пĕлтерекен хаваслă уяв. Çтаппан, тыт купăсна, савăнтар ял яш-кĕрĕмне. — Мария Федотовна, комсомолецсен çĕнĕ секретарĕ, Мышкин хуткупăсне тăсса ярсанах урай варрине тухрĕ те, аллисене çупса, кукленсе, урисене малалла ывăтса, вăйлă кăна ташласа пачĕ, юлашкинчен Хрестук умне пырса тапăртатса тăчĕ, кăштах пуçне тайса, икĕ аллине те ун еннелле тăсса, ташлама сĕнчĕ.
Йĕкĕтсенчен кунашкал ташлакансем пур-ха ялта, анчах хĕрсем кунашкал тĕлĕнтермĕш ташланине халиччен никам та курман. Ара, ялти хĕр хăйĕн икĕ аркăллă вăрăм та шалпар кĕпипе кукленсе ташлама тăрсан, вăл çавăнтах урай варринче çыхланса ӳкнĕ пулĕччĕ. Вăт кулăш-тăк кулăш пулĕччĕ вара.
Чылайччен ташласа та юрласа савăнчĕç çамрăксем. Юлашкинчен класа шăлса тасатрĕç, парттăсене вырăнне кĕртсе лартрĕç. Вара тин килĕсене саланчĕç.
Пуху хыççăн икĕ эрне иртрĕ. Хальхинче коммунистсемпе комсомолецсен уçă пухăвĕ пулса иртрĕ. Тепĕр кунне чиркӳ тăрринчи хĕресе антарчĕç. Ун вырăнĕнче хĕрлĕ ялав вĕлкĕшме пуçларĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...