Çавраҫил :: Вуниккӗмӗш сыпăк
Петĕр, тепĕр тенкел илсе, Сергее хирĕç вырнаçса ларчĕ.
— Тавай, Сергей, иксĕмĕр пĕрле шухăшлар. Эсĕ тавçăруллă пулаканччĕ, — тесе, Петĕр икĕ аллине те Сергей хулпуççийĕсем çине хучĕ. — Советра Сахар тетене философ теççĕ иккен. Тете вăл чăнах та тепĕр начар философран ирттерет.
— Кам, мĕнле çын вăл философ? — пӳлчĕ Сергей.
— Вăл-и? Чăвашла каласан, ăна хăй тĕллĕн пысăк шухăшсем шухăшлама пултаракан çын темелле. Пĕр сăмахпа ăна «шухăшлавçă» теме те пулать пуль. Вăт, эсĕ, Сергей, философ ывăлĕ, аннӳ лавкка уçма ан пултартăр тесен, мĕн шухăшласа кăларма пултаратăн?
— Эсĕ, Петĕр тете, ан кул-ха манран. Апла тесен, эсĕ хăв та философ шăллĕ пулатăн-çке.
Ку сăмахсене илтсен, Петĕр ăшшăн кулса илчĕ.
— Малтанах çапла тумалла пуль.
— Мĕнле? — васкатрĕ Сергей.
— Лавккана питĕрнĕ çăраççине урăххипе улăштармалла.
— Уççине анне хăйпе пĕрле илсе кайрĕ-çке. Урăх уçă çук.
— Апла ку вариант прахăçланать. Çăрана пăсма юрамасть: советсем çăрана çĕмĕрсе кĕмеççĕ. Итле-ха, Сергей, акă мĕнле ту: алăк çине тепĕр питĕрмелли çапса ларт та, ăна тата пысăкрах çăрапа питĕрсе ил. Аннӳне çапла каласа ăнлантар: «Ку çăрапа лавккана советсем питĕрсе илчĕç, халĕ ĕнтĕ лавккана урам енчен хуçи те, эпир те кĕрейместпĕр терĕç советрисем», — те.
Сергей васкавлăн сиксе тăчĕ.
— Ку чăнах та кăсăк шухăш. Анчах хамăр япаласемпе питĕрсе илсен, вĕсене анне паллама пултарать-çке? — тетĕшĕ çине пăхрĕ вăл.
— Кусене эпĕ сана хам килтен парса ярăп. Айта, лаçа тухар-ха.
Тухрĕç. Сергей куçĕсем тӳрех Ивана курчĕç. Вăл пысăк вите çумне çакнă ункăран кăкарнă урхамаха тасатать.
— Иван Иваныч, курмастăн-им, тусу-юлташу килчĕ! — кăшкăрчĕ хуçа.
Иван юлташĕ патне чупса пычĕ, алă пачĕ. Петĕр, йĕкĕтсене калаçма чăрмантарас мар тесе, лаçа кĕрсе кайрĕ, Сергее мĕн кирлĕ япаласене тупса хатĕрлерĕ, вĕсене кивĕ пусма татăкĕпе чĕркерĕ.
Иванпа Сергей кашни каç тенĕ пек урамра тĕл пулаççĕ, ют урамсене те пĕрле çӳреççĕ. Çавăнпа вĕсен халĕ калаçмалли çĕнни нимех те çук. Килĕнче мĕнле лару-тăру иккенни çинчен Сергей нихçан та, никама та çур сăмах шарламасть.
Сахар ывăлĕ, Петĕр тетĕшĕ панă çыхха илсе, килне таврăнчĕ, часах мĕн кирлине шпиль пăтасемпе çапса лартрĕ, унтан, пысăк çăра çакса, питĕрсе илчĕ, уççине, сăмса тутрипе чĕркесе, шăлавар кĕсйине чикрĕ.
Икĕ çăра
Тарье тиевлĕ лавпа хапха умне çĕрле çитсе чарăнчĕ. Пăвари хуçасене вăл Сахарпа Сергей чирлесе ӳкрĕç, çавăнпа хамăн килмелле пулчĕ тесе суйнă.
Хапхана уçакан пулмарĕ. Çул çинче самай ĕшеннĕ хĕрарăм хăех кĕрсе уçрĕ. Лаши, яланхи йăлипе, тĕнĕлĕсене хапха юписене тивертмесĕрех картишне кĕрсе кайрĕ.
Пăртак каннă хыççăн, Тарье лавккари лампăна çутрĕ, вара урапа çинчи ещĕксене тӳрех унта çĕклерĕ.
Тарье ир-ирех тăрса ĕнине сурĕ. Урамра хĕрарăмсемпе выльăх-чĕрлĕх сассисем илтĕнме пуçласан, Мирун çирĕм сурăх та тăватă сыснине, ĕнипе пăрушне кĕтĕве хăвалас ячĕ. Амăшĕ çурт ăш-чиккине тирпейлерĕ, кайри пӳртĕнче апат хатĕрлерĕ. Ачисем тăрса çăвăннă хыççăн пурне те сĕтел хушшине лартса çитерчĕ, икшер печени парса, чей ĕçтерчĕ.
— Халĕ ĕнтĕ выляма кайăр, — терĕ вăл ачисене, хăй, лавккине уçма тесе, урама тухрĕ. Алăкĕ çинче икĕ çăра çакăнса тăнине курсан, Тарье чутах лаплатса ӳкмерĕ— хăрах аллипе крыльца карлăкĕнчен тытма ĕлкĕрчĕ. Çапла вăл, пĕр хускалмасăр, чылайччен тăчĕ. Ун пуçĕнче тем тĕрлĕ шухăш та вĕçе-вĕçе иртет. «Мĕне пĕлтерет ку япала?.. Кам хăтланма пултарнă?.. Пĕри-пĕри, Сахар çуккине пĕлсе, юри мăшкăллас темен-ши? Сергей ăçта-ха тата?.. Тур çырлахах... Тĕнче мăшкăлĕ вĕт ку? Хам лавккана хам уçса кĕрейместĕп... Мĕн тумалла-ха ĕнтĕ капла?.. Çынсем асăрхасан тата мĕн калĕç?.. Лавкка алăкĕ çинче икĕ çăра çакăнса тăни ĕмĕрне пулман...» Унăн чĕри ыратса кайрĕ, хăвăрт-хăвăрт тапма пуçларĕ. «Кам, камăн ирсĕр ĕçĕ ку?..»—тесе пăшăлтатса, Тарье крыльцаран анчĕ, ерипен картишне кĕрсе кайрĕ. Пуçне хурт пăхмалли сетка, сылтăм аллине тĕтĕм вĕртермелли вĕркĕч тытнă Сергее асăрхасан, ăна чун кĕнĕ пекех пулчĕ.
— Сергей, кил-ха кунта.
— Мĕн каласшăн, анне? — амăшĕ патне çывхарса ыйтрĕ ывăлĕ.
— Эсĕ ĕнер килтех пулнă-и?
— Килтех-çке. Каçкӳлĕм Ольăпа Ульăна та, Вовăна та пахча çимĕçсене сапма Паласран шыв çĕклеттертĕм. Хам та çĕклерĕм.
— Ку вăл юрĕ-ха. Анчах мĕншĕн пирĕн лавкка алăкĕ çинче икĕ çăра? Çавă тĕлĕнтерет мана.
— Советрисем килчĕç. Тĕрĕслеме килтĕмĕр терĕç. Уçă аннере, вăл паян та, ыран та пулмасть терĕм те — кĕреймерĕç. Вара, тимĕрçĕ лаççине кайса, тем-тепĕр тутарса килчĕç. Вĕсене çапса лартрĕç те питĕрсе илчĕç. «Капла тул енчен хуçи те, çынсем те, эпир те кĕрейместпĕр» терĕç те, каялла çаврăнса кайрĕç, — ăнлантарчĕ ывăлĕ.
Тарье шухăша кайса тăчĕ.
— Капла советсем пире урама та кăлармĕç, — тесе хучĕ вăл пăртакран.
— Урам вăл халăхăн. Унта тухма чарас çук. Эпĕ пахчана тухам-ха, — тесе, Сергей каялла çаврăнчĕ.
— Чим, тăхта, тата мĕн терĕç?
— Урăх нимĕн те каламарĕç, — пуçне çавăрса каларĕ ывăлĕ.
— Аçу çинчен те, ман çинчен те ыйтмарĕç-и?
— Ыйтмарĕç, — кĕскен тавăрчĕ Сергей. Хăй, амăшĕ ĕненнĕшĕн ăшĕнче самаях хĕпĕртерĕ.
— Эсĕ капла мар, аннӳпе калаçнă пек калаç манпа! Халĕ пӳрте кĕр те йĕркеллĕ тумланса тух.
— Анне, ку тата мĕн тума?
— Каймалли пур.
— Ăçта?
— Инçе мар.
— Миçе каламалла сана, анне. Эпĕ килтен ниçта та тухмастăп. Атте мĕн хушнине пăсма пултараймастăп, — терĕ те Сергей, пахчаналла уттарчĕ. Амăшĕ ăна хыçалтан пăхса тăрса юлчĕ. «Мĕн тăвам? Энтрее каласа пăхсан мĕнле-ши, килĕшĕ-ши? Çук, тем парсан та килĕшес çук вăл... Петĕр ывăлсен тарçипе кайсан аван пулмалла та — темĕн çав...»— аптăраса тăчĕ Тарье.
Аллă пин кирпĕч
Тарье, мĕн пулать те мĕн килет тенĕ пек, пӳрте кĕрсе арчине уçрĕ, лайăх çи-пуç тăхăнчĕ, унтан, ачисене ним каламасăрах, пахчасем урлă Петĕр килĕ еннелле утрĕ. Варук кинĕ ăна аван кĕтсе илчĕ, шăкăл-шăкăл калаçса, пӳрте ертсе кĕчĕ. Хаçат вуласа ларакан Петĕр, инкĕшне асăрхасан, çавăнтах сиксе тăчĕ те: «Э, инке-çке! Килех, кил. Тĕпелерех иртсе лар», — текелесе, Тарьене курницана çавăтса кĕчĕ. Диван, трюмо, кĕнеке шкапĕ, çаврака сĕтел, сылтăмра — çывăрмалли пӳлĕме кĕмелли алăк. Ана шерепеллĕ тĕттĕм сенкер бархатпа карса хунă, урайне талккăшпех чечеклĕ пысăк палас сарнă.
— Варук, сĕтел хатĕрлемелле пулĕ. Инке килчĕ-çке! — алхапăллăн калаçрĕ кил хуçи.
— Чăрманма кирлĕ мар, ывăлсем. Эпĕ наччаслăха çеç. Пĕр ĕç пурччĕ те... — Тарье диван çине иртсе ларчĕ.
— Мĕнччĕ-ши тата?
— Мĕнĕ-качки... Шухăшласа пăхрăм та, Сахара кĕтсен, çу та иртсе кайĕ терĕм. Тата те килес çын-ха вăл, те çук. Унăн пурттипе аври хăйпе пĕрлех. Кăмакасем кивелчĕç. Кăçал çĕнĕрен купалаттармасан, хĕл кунĕнче ишĕлсе анма та пултарĕç. Нĕркече кирпĕч савăтне кайса килесшĕн те...
— Тĕрĕс çав. Çулла тумалли ĕçе хĕллене хăвармалла мар ĕнтĕ, — инкĕшĕпе килĕшем пек турĕ Петĕр.
— Ямшăк пекки çук-ха ман. Хĕрарăм пуççăн пĕччен аван мар.
— Мĕнле çук? Сергей тата? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Петĕр.
— Вăл шарт та март. «Ниçта та силленсе çӳреместĕп. Вăхăт та çук», —тесе хучĕ те, каласа итлеттер-ха хальхи ача-пăчана. Халĕ, ак, сан пата йăлăнма килтĕм, ывăлсем. Ивана манпа ямшăка ямăн-ши тетĕп. Лаши те, тăрантасĕ те хамăнах пулать, — терĕ вăл.
— Çук-ха, инке, апла мар. Хам урхамахпах, хам тăрантаспах каятăн. Ăйăра çула кӳлменни чылай пулатчĕ. Кăшт уçăлтармалла ăна.
Петĕр, картишнелли чӳречине уçса, Ивана пӳрте кĕме чĕнчĕ.
— Инке килчĕ-ха акă. Нĕркече çитсе килесшĕн, — терĕ Петĕр.
— Юрать. Халех, — тесе, Иван хăвăрт тухса кайрĕ. Тепĕр темиçе минутранах Петĕр хапхинчен таврара чапа тухнă урхамах ташласа тухрĕ.
Каçалапа Иван каялла персе те çитрĕ, хуçине çапла каласа пачĕ:
— Пĕлетĕр-и, Петр Петрович, Сахар Петровчăн арăмĕ заводран аллă пин кирпĕч илме калаçса татăлчĕ. Сасаткине те парсах хăварчĕ. Хуçа мăкăрич аса илтерсен, Тарье ним сăмахсăрах: «Ман шутпа, четвĕрт тухать», —терĕ те, уншăн та укçа тӳлерĕ. Хуçи вара сĕтел çине пĕр четвĕрт кăларса лартса, виçĕ стакана эрех тултарчĕ. Тарье инке хăй ĕçмерĕ. Кирпĕч завочĕн хуçипе иксĕмĕрех пĕрер стакан тĕплерĕмĕр. Вăл мана Тарье инкен ывăлĕ вырăнне йышăнчĕ пулмалла... Завод хуçипе Тарье инке, тепĕр пӳлĕме тухса, тата тем-тем калаçрĕç. Кăна илтеймерĕм.
Иван тухса кайсан, Петĕр чылайччен пӳлĕм тăрăх уткаласа çӳрерĕ. «Аллă пин кирпĕч... Тетесĕр-пуçсăрах мĕн тума шут тытнă вăл? Кунта кăмака мар, тем урăххи пур... Ун чухлĕ кирпĕч уес кантурĕ пек çурт лартма та çитмелле... Тĕлĕнмелле хĕрарăм вăл пирĕн инке...»—шухăшларĕ Петр Петрович.
Пĕрремĕш лавсем
Тарье Нĕркече кайса килнĕ хыççăн шăп та лăп виçĕ кун иртсен, Захар Петрович Озеров умне вунă лав çитсе чарăнчĕ. Туран мар, Тутар Яшми ялĕ витĕр Палас урлă каçса килчĕç. Кашни лавĕ çинех хĕп-хĕрлĕ кирпĕч тиенĕ. Алла уйрăм илсе чăпăркка аврипе шаккасан, вĕсем чукун пек янăраса тăраççĕ.
Хăнасене хирĕç Тарье хăй тухрĕ, кирпĕчсене ăçта пушатса купаламалли вырăна кăтартрĕ. Ĕçе пĕтерсен, пурне те кайри пӳрте илсе кĕчĕ. Сĕтел çине икĕ çавра çăкăр, пулăсем хурса пачĕ. Завод хуçин управляющине икĕ пулăштух эрех тыттарчĕ те:
— Хуçалан. Еçтер, çитер. Тепре хăçан килетĕр? — терĕ.
— Ыран мар тепĕр кунне çак вăхăтра, — пĕлтерчĕ управляющи.
Çак тĕлĕнтермĕш япалана вăрттăн пăхса тăнă Сергей никам куçĕ умне те курăнмарĕ, пахчасем урлă Петĕр тетĕшĕ патне васкарĕ.
Лавçăсем кайсан, Вова амăшĕ патне пычĕ.
— Анне, анне, мĕн тума ку кирпĕч? Кам валли?
— Сана валли, ывăлăм, сана валли.
— Мана? Мĕн тăвап эпĕ унпа? —тĕлĕнчĕ Вова.
— Аçу сире йывăç çуртра усрарĕ. Эпĕ вара сире чул çурт лартса паратăп. Пăва хулинчи купцасем пеккине. Ăнлантăна?
— Çук, ăнланмарăм. Атте пулмасан, мĕн тумалла ун пек çуртпа?
— Килет вăл аçу, килет. Хăй килнĕ çĕре хулари пек çурт лартма хушса хăварчĕ.
— Нимĕн те хушман вăл сана. Суян эс.
— Пĕчĕк-ха эс, Вова. Ăнланмастăн. Атя пахчана. Сергей тетӳ патне.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...