Çавраҫил :: Вунтӑваттӑмӗш сыпăк
— Çук, атте, йăнăшатăн. Эсĕ мана мĕн хушса хăварнă, эпĕ çав саккунпа пурăннă. Йăлтах, пур тĕлĕшпе те Петĕр тетене канашланă. Мана ĕненмесен, унран ыйтса пĕл, — çирĕппĕн тавăрчĕ Сергей.
Петр Петрович тетĕшне кĕттермерĕ.
— Сергей тĕрĕс калать, —çирĕплетрĕ кил хуçи. — Анчах юлашки вăхăтра вăл кунта килсе çӳреме пăрахни тĕлĕнтерет мана.
— Вăхăт çук манăн, Петĕр тете. Тата канашламалли те çукрах. Аннене хирĕç тата мĕн шухăшласа кăларма пулĕ? Унăн хăйĕн саккун.
Сергей сăмахĕсем ашшĕ хăлхине те кĕчĕç, те пачах кĕмерĕç, вăл Петĕр еннелле çаврăнчĕ.
— Ман пирки Советра ним те каламарĕç-и?
— Каларĕç.
— Мĕн терĕç?
— Унăн пытарнă е тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем патне ăсатнă япаласем татах пулмалла-ха. Вĕсем пирки хăй таврăнсан калаçăпăр терĕç, —терĕ те Петĕр, тетĕшĕнчен çапла ыйтрĕ:— Кала-ха, Захар Петрович, манăн мĕн тумалла-ха ĕнтĕ халь? — Ик-виçĕ кун тӳс, Петр Петрович, кайран эпĕ сана хамах калăп, — тавăрчĕ тетĕшĕ.
Килте
Тавралăха каç ĕнтрĕкĕ çапсан, Сахар килне урампа мар, пахчасен хыçĕпе кайрĕ, картишне хыçалти алăкран пырса кĕчĕ. Чикан çапах та тахçантанпа çухалса пурăннă хуçине тӳрех палласа илчĕ, ун патне чупса пычĕ те, хӳрине выляткаласа, нăйкăша-нăйкăша, ун тăрăх сиккелеме пуçларĕ. Сахар ăна кĕсйинчен пĕремĕк кăларса хыптарчĕ, "мăйĕнчен шăлса ачашларĕ. Пӳрте кĕрсенех ăна ачисем сырса илчĕç. Атте килчĕ, атте килчĕ тесе, савăнăçлăн сиккелесе çуйхашрĕç. Сахар кашнинех пуçĕнчен ачашларĕ, пĕчĕккине, алла тытса, хăйĕнчен те çӳлерех çĕклерĕ, ăшă сăмахсемпе йăпатма тăрăшрĕ.
Тарье упăшки кĕнине курмăш пулчĕ, ун çине çаврăнса та пăхмарĕ, лавккана кĕмелли алăка шăкăл-шакăл питĕрсе илчĕ те пӳлĕмрен тухса та кайрĕ.
— Сергей, эс пĕчĕккисемпе кунта пул-ха. Эпĕ амăшĕпе кайса калаçам. Юрать-и? — ывăлĕ енне çаврăнчĕ ашшĕ.
— Юрать, атте.
Тарье кайри пӳртре пулмарĕ. Сахар картишне тухрĕ, лампа çутнă пĕчĕк пӳрт алăкне уçса пăхрĕ — тĕлĕнсе кайрĕ: арăмĕ аллине вĕрен тытнă та, унăн пĕр вĕçĕнчен йăлă туса тăрать. Хуçа сехĕрленсе ӳкрĕ.
— Тарье, мĕн тăватăн эсĕ?
— Курмастăн-им? Мăйкăç. Пĕр вĕçĕнчен сана çакатăп, тепринчен хам çакăнатăп. Кил, сан валли хатĕр. Тăхăн мăйна.
— Чим, Тарье, тем ан ухмахлан эсĕ. Йĕркеллĕ калаç, — теме çеç ĕлкĕрчĕ Сахар, Тарье çавăнтах:
— Эс Энтрее Паласран вĕренпе мĕнле мăйкăçласа туртса кăларнине курнăччĕ эп. Халĕ сана мăйкăçлатăп, — терĕ те, вĕрен вĕçне упăшки еннелле ывăтрĕ. Йăлă, чăнах та, шăп та лăп Сахар пуçĕнчен кĕрсе, мăйне çавăрса илчĕ. Тарье ăна çавăнтах карт! туртрĕ — упăшкине пăвса та лартрĕ. Тарье вĕрене тепĕр хут картлаттарса туртрĕ— Сахар чутах тӳнсе каймарĕ. Упăшки ăна-кăна тавçăрса иличчен, арăмĕ васкасах вĕренĕн тепĕр вĕçне мачча кашти çумне çапнă ункăран тирчĕ, ăна кăрăлтаттарса туртма пуçларĕ. Ак, тамаша, мĕнле пулчĕ-ха ку япала, ара, Тарье тĕпеле кайса тăнă та, вĕрене туртать те туртать. Сахарăн мăйкăçласа лартнă пуçĕ мачча каштинчен çапса лартнă ункăпа тĕлме-тĕл пулчĕ. Вĕрене тепĕр аршăн туртсан, унăн урисем урайĕнчен уйрăлаççĕ те, вăл сывлăшра çакăнса юлать, вара темиçе минутран чĕри те тапма чарăнать. — Сан пек анчăка пĕтернĕшĕн мана çылăх мар. Чуну тухсан, вĕрене йăлласа çыхап та, пĕтĕм ял халăхне пухап, хăй çакăнса вилнĕ теп. Унсăрăн эсĕ мана та, Сергее те вĕлерен. Сергейне шел мар хăть: санран та тискер. Э-э, тинех лекрĕн-и ман алла. Çылăхĕ мана мар, сана. — Тарье вĕрене карăнтарма пуçларĕ. Сахар мĕн пулса иртнине, хăй вилĕм умĕнче тăнине тин тавçăрса илчĕ. Вăл çийĕнчех атă кунчинчен çивĕч кинжалне туртса кăларчĕ те мăйĕнчен çаклатнă вĕрене çавăнтах касса татрĕ. Хăй, çутă кинжалне йăлкăштарса, мăйĕнчи мăйкăçпах арăмĕ çине ыткăнчĕ — Тарье, чĕтреве ерсе, çари çухăрса ячĕ, анчах хăйне çавăнтах алла илчĕ.
— Чик! Вĕлер! Эпĕ вара сана вĕлерес тесе мар, хăратас тесе çеçчĕ. — Тарье кĕпе тӳмисене вĕçертсе ячĕ те уçă кăкăрĕпе упăшки умне тăчĕ. — Ма чикместĕн? Чик! — тесе, икĕ утăм малалла ярса пусрĕ.
— Ме, эпĕ мар, эс чик мана, — тесе, Сахар аллинчи кинжалне арăмĕ еннелле тăсрĕ. Тарье ăна илмерĕ. Кинжал, вĕçĕпе ӳксе, урайне тăрăнса ларчĕ. Унăн пĕр енче Сахар, тепĕр енче — Тарье. Ĕмĕр пĕрле пурăннă мăшăра самана çави икĕ пая уйăрчĕ. Лере, пӳртре, саманан тепĕр пайĕ. Анчах мĕнле пулĕ-ши унăн малашнехи çулĕ, шăпи, ăраскалĕ?
Çĕрле пулчĕ. Халиччен тулăх пурнăçпа, чипер килĕштерсе пурăннă кил-йышпа унăн пысăк хуçалăхĕ кĕçĕр ;кунĕпе хаяр çапăçусем пынă хыççăн шăпланнă вăрçă хирне аса илтерчĕ. Пурте канаççĕ, ыран тата вирлĕрех çапăçасчĕ тесе, вăй пухаççĕ тейĕн. Тарье ачисемпе курницăра çывăрать. Сергей картишĕнчи выльăх пӳртĕнче кăтăш пулнă, Сахар кайри пӳртри йывăç кравать çине салтăнмасăрах выртнă та, ыйхă килменнипе, енчен енне çаврăнать. Акă вăл вырăнĕ çинчен асăрханса тăчĕ, кĕсйинчи электрохунарне тытса пăхрĕ, пĕр сасă тумасăр ерипен картишне тухрĕ, подвал алăкĕн çăрине уçса кĕчĕ, шалтан çаклатса, хунарĕпе çутатрĕ, алăк хыçĕнчи тимĕр кĕреçене илчĕ те тĕрлĕрен пичкесемпе ещĕксем хушшипе хĕсĕнсе, малалла иртрĕ, тепĕр енчи кĕтесе çитсен, чĕркуççи çине кукленсе ларчĕ. Хăй, сивĕ чирĕ силленĕ пек, сиксе чĕтрет. Хунар çутине умĕнчи тăпра çине ӳкерчĕ — унтан тинех Сахара чунĕ кĕнĕ пек пулчĕ, хунарне сулахай аллипе тытса, сылтăммипе тăпрана сиркелеме пуçларĕ вăл. «Тавах-та турра, йĕркеллех, иккен», — терĕ те Сахар ăшĕнче, хунарне ещĕк çине лартрĕ, кĕреçепе питĕ асăрханса чавма пуçларĕ. Анчах мĕн ку? Ку тĕлти тăпра тахçанах хытса-чулланса ларнăччĕ-çке, халĕ ав кăпăк пек çемçе. Сахар кĕреçине айккине тăратса хучĕ, çĕре чăмăрĕпе тĕртсе пăхрĕ — вăл паштах анса кайрĕ те чул татăкне перĕнчĕ. Сахар тăпрана кĕреçепе чавса кăларчĕ, аранах ун айĕнчи пысăк чула çĕклесе айккине хучĕ, шăтăкалла çутатса пăхрĕ те — унта пушă чӳлмек çеç ларать. Эппин, чăнах та, ылтăнне арăмĕ шыраса тупнă, унăн пĕр пайĕпе аллă пин кирпĕч сутăн илнĕ, Пăваран таварсем туянса килнĕ.
Сахар юнашар выртакан чул çине лак! ларчĕ те тăпраллă аллисемпе пуçне чăмăртаса: тытрĕ. «Пĕтерчĕ шуйттан хĕрарăмĕ, — тарăхса мăкăртатрĕ вăл. — Юлашкине таçта урăх çĕре пытарнă ĕнтĕ, анчах ăçтине вĕлерсен те каламĕ». Сахар пытарнă мул шăтăкне питĕрмесĕрех картишне тухрĕ, йытти умне çимеллисем пăрахса пачĕ, пуçĕнчен лăпкаса илчĕ, унтан пахча алăкне уçса, ăна тул енчен тĕкĕлесе хучĕ.
Тӳпере уйăх та, çăлтăрсем те çук. Таврара пăч-тĕттĕм. Кăштах тăрсан, çын куçĕ тĕттĕме те хăнăхать, çывăхри япаласене уйăракан пулать. Сахар йĕри-тавра пăхса илчĕ те пахчари ватă хурама патнелле утса кайрĕ. Çитрĕ. Пуçне каçăртса, çӳлелле пăхрĕ. Çирĕм метра яхăн ӳснĕ ватă хурама тăррине çакнă шăнкăрч вĕлли хăй вырăнĕнчех тăнине асăрхасан, чунĕ лăштăрах кайрĕ, хыттăн талтлатса тапакан чĕри кăштах лăпланнă пек пулчĕ. Вăл, çĕлĕкне хывса, хăй çине виçĕ хутчен хĕрес хучĕ, каялла çаврăнса, картишне кĕчĕ, тепре пырса йыттине ачашларĕ, унтан кайри пӳрте кĕрсе çывăрма выртрĕ.
Сахар вăраннă тĕле чылай çӳле хăпарнă хĕвел çути пахча енчи чӳречерен кĕрсе кăмака çине ӳкнĕ.
Вăл картишне тухрĕ. Кил хушшинче сурăхсем макăраççĕ, сыснасем нăриклетсе çухăраççĕ, картишĕнчи чăхсем мăйĕсене пăркаласа какаласа çӳреççĕ, чăпар| автанĕ, кил хуçине курсан, пĕсехине каçăртса, çуначĕсене çапса авăтса ячĕ. «Сергей апат паман-ши кусене паян?»— тесе, Сахар пĕчĕк пӳрт алăкне уçса кĕчĕ, анчах ывăлĕ курăнмарĕ. Пĕр хушă хăйĕнчен хăй тĕлĕнсе, шухăша кайса тăчĕ, каялла тухрĕ. Темшĕн вăл кунта халь хăйне пачах, кил хуçи пек мар, таçтан ютран килнĕ çын пек кăна туять.
Тарье паçăрах тăнă. Вăл Ольăпа Вовăна шкула ăсатма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Лавкка чӳречисем уçă.
Сахар пĕр хушă ним тума аптăраса тăчĕ. Хăй патне чупса пынă сăнчăрти Чикана пуçĕнчен ачашлакаласа илчĕ. Йытта йăпатмалăх та пулин çитерме кĕсйинче нимĕн те пулмарĕ. Чикан шăннă çĕр çинче ун тавра вăрăм хӳрине выляткаласа çӳрет. Тем каласшăн пек вăл хуçине, анчах калаймасть, — чĕлхи çук çав. Сахар тăватă çул каялла пулса иртнĕ пĕр пăтăрмаха аса илчĕ. Ун чух çак Чиканах, теме пула, картишне тухнă Вовăна çыртса илнĕччĕ, чĕрнисемпе чĕрмелесе, кĕпине çурса янăччĕ, ӳтне те шăйăрнăччĕ. Çакăншăн Сахар йыттине хытах тарăхнăччĕ, тепрехинче ыттисене те туласа тăкĕ, тем курса лармалли пулĕ тесе, Пăва хулине илсе кайса çĕтерсе хăварнăччĕ. Анчах Чикан тепĕр куннех киле персе çитнĕччĕ. Тепрехинче вăл ăна Хусана илсе кайса, унта аташтарса хăварчĕ. Хальхинче тирĕпе шăмми çеç юлнă йытă вунă кун иртсен таврăнчĕ. «Вăт йытă тăк йытă! Тепĕр чĕлхесĕр çын Хусанта аташса юлас пулсан, килме те пĕлес çук, ку, ав, çитрĕ», — тĕлĕннĕччĕ çавăн чухне Сахар. Вăл вара йыттине урăх тивмерĕ, килĕнчех усрарĕ, юратса пăрахрĕ.
Сахар выльăхсене апат-мĕн парас пирки шутламарĕ, кайри пӳрте кĕчĕ. Тарье кăмака умĕнче аппаланать. Алăк уçăлса хупăннине илтрĕ пулин те, вăл унталла; çаврăнса та пăхмарĕ.
— Тарье, калаçар-ха çын пек, — пуçларĕ Сахар, арăмĕ çывăхнерех пырса. Анчах ку мăрт та тумарĕ, сиввĕн кăна пăхса илчĕ. Упăшки çакна курчĕ-ха, çапах та хăйне ним пулман пекех лăпкă тытма тăрăшрĕ. — Ан хăра,1 нимĕн те тумастăп сана. Ăçта подвалри ылтăн?
Тарье упăшки енне вашт! çеç çаврăнса тăчĕ.
— Ак çакăнта! — терĕ те вăл, кĕпи аркине çĕклесе сылтăм аллипе лап кăна икĕ пĕç хушши варрине çапса кăтартрĕ, урăх пĕр сăмах шарламасăр алăкран тухса кайрĕ.
Сахар юпа пек шанк! хытса тăрса юлчĕ. Халĕ унăн çилли сасартăках асар-писеррĕн капланса вĕреме пуçларĕ, сывлăшĕ пӳлĕнсе килнипе кĕпи тӳмисене вĕçертсе ячĕ. Вăл çав самантрах картишне ыткăнса тухрĕ — арăмĕ путвала чупса кĕрсе кайнине курса юлчĕ. «Чим-ха, кăтартам эппин сана...»—терĕ те Сахар, алăк хăлăпĕнчен çакăнса тăракан çăрана хăпăл-хапăл ярса илчĕ, унпа путвала питĕрсе те хучĕ, хăй алкумне кĕрсе кайрĕ.
Кайри пӳртпе малти пӳрт хушшинче пысăк чăлан пур. Кунта, тем-тепĕр япала чыхса тултарнисĕр пуçне, хулăн хăмаран саваласа тунă пысăк лар та вырнаçтарнă. Вăл темиçе пӳлмеклĕ. Пӳлмекĕсене тĕрлĕрен çăнăхпа кĕрпе тултарса хунă. Хĕллесенче сыснапа сурăх тушкисем те çак чăлантах çакăнса тăраççĕ. Ыттисем кĕлетре упранаççĕ. Сахар кĕтесри ешĕкрен мăлатук, пилĕк-ултă пăта илчĕ те кайри пӳрте кĕчĕ. Кунта, пысăк кăмака умне, икĕ урай хăмине татса, путвала анса хăпарма тăваткăл алăк тунă. Çав алăк тĕлнех, аяла, чикмек таянтарса тăратнă. Алăкĕ тăпсаллă ункинчен тытса уçсан, вăл шăпах стена çумне таянать. Сахар çав тăпсаллă алăка самантрах урай урати çине пăтасемпе çапса лартрĕ. Путвала урăх çĕртен кĕме-тухма çук, ытти алăкĕсене питĕрсе илнĕ. Халĕ Тарье пĕр-пĕчченех унта юлчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...