Сикчевлӗ кун-ҫул :: Эпилок
Тăрнапуçĕнче хăватлă туй кĕрлесе иртнĕренпе çичĕ çул иртрĕ. Çинукпа Кирюк пурнăçĕнче пĕр кĕтмен сикчевлĕх сиксе тухрĕ — иккĕмĕш курсра вĕренме килсен вĕсем фарокологи факультетне хупнине пĕлчĕç. Арсен Ваганович пулăшнипе Çинука терапевтсен кафедринче, Кирюка — хирургсеннинче вĕренме çирĕплетрĕç. Юрать-ха вĕсене иккĕмĕш курсра вĕренме ирĕк пачĕç. Пĕр çул вĕренни харама каймарĕ.
Иккĕмĕш курсăн экзаменне парса тухнă хыççăн Çинук пилĕк тытнипе аптрарĕ. Ăна васкавлă пулушу машини ача çуратакан çурта самантрах çитерчĕ. Кирюк мăшăрне сыватмăша илсе кайнине хăй экзаменне парса тухсан çеç пĕлчĕ те унта васкарĕ. Автобусранах Мĕтри пиччĕшне шăнкăравларĕ. Юратупа тĕвĕленнĕ пĕчĕк чун Çинука пит тертлентермсĕр çут тĕнчене килнине çинçе саспа янравлăн пĕлтерчĕ. Кирюк больницана çитсенех вĕсен халь ывăл пуррине пĕлчĕ. Часах Мĕтри пиччĕшпе инкĕш те килсе çитрĕç. Савăнăçа палăртма сăмах тупаймаççĕ.
— Атте пулса тăтăн мар-и, кĕрӳ, э? — ытакласа илчĕ вăл Кирюка. — Тавтапуç сана ывăлшăн, Самайсемпе Хĕлипсен несĕлĕ çĕр çинче пĕтменни йывăрлăхсене пăхмасăр шанчăк кӳрет. Пилĕк кунтан Çинукпа ывăлне больницаран кăларчĕç. Çамрăк анне хăйне аванах туять, ачи те хăйсем пекех тăнăçлă, Палюк ятпа тухрĕ çĕнĕ чун пурнăç çулĕ çине. Тепĕр ирпе вĕсем хăйсен университетне çитрĕç. Тӳрех ректор пӳлĕмне кĕчĕç. Çак икĕ студента вăл лайх пĕлет: вĕсен пур предметпа та чи лайх паллăсем. Аслă шкула хĕрлĕ дипломпа вĕçлекенсем тесе шутлаççĕ вĕсем çинчен профессорсемпе доцентсем. Хăйсем мĕнле ыйтупа килнине пĕлсенех ректор вĕсене академилле отпуск ыйтса çырма хушрĕ. Кирюкпа Çинук иккĕш те ăна пиччĕш патĕнчех çырса килнĕ. Кирюк заяленине курсан ректор тĕлĕнерех:
— Эсĕ те-и?
— Эпĕ те, савнисенчен уйрăлмаççĕ, — татăклăн çирĕплетрĕ Кирюк хăй шухăшне. Ан пăшăрханăр, Павлуша утма тытăнсанах вĕренĕве таврăнатпăр. Ректор ыйтса çырнисем çине чару çук тесе алă пусрĕ те Çинук Павлушипе хăй кафедрине, Кирюк — хăйĕнне кайрĕ. Пур ĕçе те татсан кăнтăрла çитеспе Самаевсен çемйине Мĕтри пиччĕшĕ машинипе Тăрнапуçне çитерчĕ.
Пĕр çул иртсен Çинукпа Кирюк вĕренĕве малалла тăсса тăватă çултан университета хĕрлĕ дипломсемпе вĕлерĕç. Иккĕш те Шуршыв тĕп больницине ĕçлеме килчĕç: Çинук — терапевт, Кирюк хирурк пулса вăй хума тытăнчĕç. Çинук йывăрланнă çын.
— Кăна чипер çуратсан кăштах тăхтав тăватпăр пуль-ха? — кăсăкланать Кирюк.
— Сана пĕр пурнăç чечекех йăлăхтарчĕ-и? Манăн планкă пилĕк ача, улттă пулсан та пăсмасть. Аттепе аннерен купăста йăранĕсен хушшинчен йăмăкăма е шăллăма тупма тилмĕрни асран тухмасть…
Маюкпа Кавĕрле пĕрлешнĕренпе те çичĕ çул тулать. Маюк пĕрремĕш хут йывăрлансанах йĕкреш ача çуратрĕ — пĕри хĕр, тепри ывăл. Маюк куçăн мар вĕренсе Çинукпа Кирюкран кăштах маларах диплом илчĕ. Тăрнапуç шкулĕнче аслă классенче истори, чăваш чĕлхи урокĕсене илсе пырать. Кавĕрле те дипломлă специалист. Ун умĕнхи тĕп редактор тивĕçлĕ канăва кайсан яваплă вырăна Кавĕрлене çирĕплетрĕç. Пушă вăхăтсенче вăл Тăрнапуç ялĕн историне çырать. Тĕп редактор пулнă май районти хуçалăхсене çитет, çав шутра Кĕтнепуçне те. Кирюк туйĕнче каччă çумми пулнă Çерушпа çывăх туслашать. Халь ĕнтĕ вăл Çеруш мар — Сергей Михайлович. Ултă çул хушшинче вăл çине тăнипе анлă уйсенче салтак тӳми чечекĕ вырăнне сап-сарă тырпул çитĕнет. Вăй питти арçынсем çĕр çумнех лăпчăннă Тăрнапуçне Сергей Михайлович ӳкĕтленипе хăйсемех уралантармаллине ăнланса илеççĕ, бригада ĕçне кӳлĕнеççĕ. Кирюкпа Çинук та Çерушпа çывăх туслашаççĕ.
Ваççапа Верук лавккрах тăрмăшаççĕ. Кĕтернепе Элекçей ытла ватта кайнипе кил хушшинче кĕштĕртереççĕ. Вĕсен савăнăçĕ — Витюк ывăлĕ. Кăçал вăл пĕрремĕш класа каять. Вăл пĕлмест-ха Элексейпе Кĕтерне ашшĕ-амăш маррине. Çын çăварĕнчен илтсе чунне ан хуçтăр тесе вĕсем ывăлне тĕрĕссине хăйсемех каласа параççĕ. Тăнлă-пуçлă ача çакăн хыççăн Эдексейпе Кĕтернене тата та вăйлăрах юратма тытăнать. «Тĕрĕслĕхре — вăй», — тесе ахальтен каламаççĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...