Синкер :: Пӗрремӗш сыпӑк
Эй çав, вăхăчĕ çавнашкал асар-писерччĕ мар-и. Халĕ ĕнтĕ Ванькка аптрамасть, сывлăш çавăрса янă, хуçалăха йĕркелесе çитернĕ темелле. Йăмăкĕ Тарье те пĕве кĕчĕ, качча кайрĕ. Упăшки халлĕхе салтакра-ха, анчах вăрçă вăхăчĕ мар-çке, самани капла чиперех тăрсан, таврăнĕ. Çавна пула Тарье, чăн та, пиччĕшĕн килĕнчен уйрăлса тухман-ха. Анчах ку вăл Ваньккашăн пушшех лайăхрах... Çапла, пурнăç йĕркеленсех пырать темелле. Эппин, вĕренмелле те Телегинăн, тахçанхи ĕмĕте — агронома тухас ĕмĕте — пурнăçа кĕртмеллех. Çавă пулĕ-и, тен, чун уççи?
Тарье, малта пыраканскер, хуллен утакан пиччĕшпе Ольга Матвеевна енне темиçе те чăтăмсăррăн çаврăна-çаврăна пăхрĕ, юлашкинчен тӳсеймерĕ:
— Эп киле васкарах каям-ха, сирĕнпеле ирччен çитеес çук, — терĕ те вĕсене пĕчченех тăратса хăварчĕ.
Халĕ ĕнтĕ Ванькка шалтах аптăрарĕ. Чĕлхи вуçех çыхланчĕ унăн, алли-ури чăлханчĕ. Унашкалли пуласса сайра пулать, çапах теплерен пĕрре ăнсăртран Ольга Матвеевнăпа, ачалăхра çивĕтрен те турткаласа курнă Çăпата Улькипе, куçа-куçăн юлкаланă чухне вăл хăйне ялан çапла арпашуллă туять. Ахаль хĕр мар-çке Улька уншăн, мĕн астăвасса кăмăлланă, каярах чунран ĕмĕр хăпăтайми юратса пăрахнă пике. Анчах Улька чĕри çамрăкранах урăххи енне туртăнчĕ. Чĕрене вара хушнипе мар, ăс панипе те итлеттереймĕн... Çапла, Давид Никифоров вилнĕренпе ултă çул ĕнтĕ, çапах Улька никама та качча тухмарĕ, тухма шухăшламасть те пулас. Хăй вара, ял виçипе шутласан, ватă хĕр ĕнтĕ, ăна качча илес йĕкĕтсем тахçанах авланса пĕтнĕ, темиçешер ача ӳстереççĕ. Çитменнине, Улька педтехникум пĕтернĕ, пысăк пуçлăх, унашкаллисене вара чăваш хресченĕ çемьене кĕртесшĕнех мар: вĕреннĕ çынна хисеплессе хисеплет вăл, анчах, çав çын хресчен çемйинченех тухнине пĕле тăркач, хура ĕçре ăна шанмасть. Пĕр Ванькка çеç çаплипех авланман-ха, учительницăпа çемье йĕркелессинчен те вăл хăрас çук та çав...
Йăмăкĕ пăрахса кайнă хыççăн именнипе нимĕн калама пĕлмерĕ пулин те, Телегина хĕрпе юнашар çапла васкамасăр утмашкăн ырăран та ырă. Анчах, тем пек хуллен пырсан та, чи вăрăм çулăнне те вĕçне тухатăнах. Хĕвелтухăç шупкалма тытăннă тĕлелле Улька килĕ патне çитрĕç те калинкке умĕнче калаçса тăмасăрах уйрăлчĕç.
Килĕ ку, тĕрĕсрех каласан, Улька ашшĕн, Çăпата Матвин-ха. Çапла, пĕр тымартанах помидор та, пăрăç та ӳсет тесен, никам ĕненмĕ. Анчах, чăн сăмахăн суйи çук, ялти шкул пуçлăхĕ, таса чунлă Ольга Матвеевна та, вунтăххăрмĕш çулта чипер арăмĕн асамлă туртăмне пула пуçне çухатнă Веня та — унăн ачисем. Вĕсенчен аслăрах хĕр те пулнă Çăпата Матвин, Альтюк ятлăскер, Ванькка хĕреснашшĕн малтанхи юратăвĕ. Вăл та пурнăçне синкерлĕ вĕçлерĕ — Кашкăр Алюшне ирĕксĕртен качча тухнăскер, савнийĕ Хĕлимун Крапивин яппун вăрçинчен таврăнсан, хуняçи арманĕн пĕвине сиксе вилчĕ... Çапах Çăпата Матви пурнăç тăнăçлăхне çухатманччĕ, тĕрĕслĕхшĕн хытă тăратчĕ. Революцичченех-ха ялта ниме ушкăнĕ йĕркелерĕ вал. Ушкăна кĕнĕ хресченсем, пĕр-пĕрне пулăша-пулăша ĕçлесе, нушаллă çулсене ирттерсе ячĕç, Кашкăр Микули патне пуççапма каймарĕç. Лешĕншĕн çакă ют ампарти мула хăй валли илсе тухас самантра алăка сăлăп ярса питĕрнĕпе пĕрех пулчĕ. Çавăнпах вунулттăмĕш çулхи кĕркунне хăтине тĕрмене хуптарчĕ вăл, юрать часах февральти революци кĕрлесе иртрĕ те, Çăпата Матвине пăртакранах ирĕке кăларчĕç. Ывăлне Веняна йĕрлесе тытнă Крапивина та пĕртте çилленмест вăл, пĕтĕмпех, пĕтĕмпех ăнланаканскер. Ку ĕçе Ванькка та хутшăннине вара пĕлмест те-и, тен. Е пĕлет те-ши. Апла-и, капла-и те, Телегинпа питĕ туслă, хисеплет ăна, пурăна киле вăл унăн кĕрӳшĕ пуласса шанать курăнать. Ванькка та мĕн ачаран хисеплет старике. Вĕсем иккĕшĕ ĕнтĕ çирĕм иккĕмĕш çулта, Атăл тăрăхĕнче выçлăх пуçлансан, ниме ушкăнне тепре аса илчĕç те ăна çĕнĕрен пухрĕç. Экеçри хальхи ялхуçалăх юлташлăхĕ шăпах çавăнтанпа йĕркеленсе кайрĕ...
Аллă-утмăл хăлаç утсан, Телегин чарăнчĕ те, каялла çаврăнса, Матвисен виçĕмçул лартнă пысăках мар çĕнĕ пӳртне пĕрремĕш хут курнă пек чылайччен пăхса тăчĕ. Çапла, улшăнать пурăнăç, хуллен-ерипен пулин те, лайăххи еннех улшăнать. Çичĕ-сакăр çул каялла çеç-ха кам шутлама пултарнă Çăпата Матви кĕç-вĕç тӳнсе каяссипе хăратакан суккăр çуртран çакăн пек пӳрте куçма пултарасса. Ытти чухăнсем те, кăм ака тăрринче çурăм хĕртессине ĕçрен мала хуманнисем, пăртак пуç çĕклерĕç ĕнтĕ, вăй илчĕç. Чăнах, пурнăçра ырри пĕрчĕн-чĕптĕмĕн хушăнсах пырать. Анчах çавăншăн кăна пурнăç лайăхланать теме юрать-ши? Акă, Телегинăн тем кĕтмелле ӳлĕмре. Ара, çав тери вăйлă, хăюллă, маттур, çӳле вĕçет пулин те, йăха тăсайман ăмăрткайăк — усăллă кайăк мар. Тен, авланмалла та Ваньккан — ĕçĕ пĕттĕр. Ун çулĕнчи хĕрсем путлисем, паллах, пурте качча тухса пĕтнĕ те-ха, çамрăкраххисем пур-иç, тен, пĕри-пĕри унăн арăмĕ пулма килĕшĕ. Çемье чăмăртансан, ывăл çуралсан, хайхи Улька та манăçа тухса пырĕ... Шел, урăх хĕрсем патне чун пач туртмасть, мĕн тăвăн ун пек чухне...
Улатăра кайнă та килнĕ чухне пулса иртнине татах та татах аса илсе, çав вăхăтрах пуçа çавăракан шухăш-ĕмĕтпе айкашса выртса, Ванькка кăвак çутăлла кăна канăçсăр ыйхăпа тĕлĕрсе кайрĕ. Хайхи вăхăт нумай иртрĕ-и, сахал-и, сасартăк такам пӳрте янраттарсах кантăкран шаккани шартах сиктерсе вăратрĕ ăна. Ырă мара сиссе, Ванькка тумланса та тăмарĕ, утиял вырăнне витĕннĕ чаппанне уртрĕ те аялти кĕпе-йĕм вĕççĕнех чӳрече патне чупса пычĕ. Урамалла пăхрĕ те тĕлĕннипе тăпах чарăнчĕ. Ăна вăратаканни... Улька, Ольга Матвеевна иккен. Йĕрет хăй, çав вăхăтрах, кил хуçине хыпалантарса, татах та татах шаккать кантăка. Ванькка чӳрече куçне сулахаялла туртса уçрĕ те пуçне кăларчĕ.
— Мĕн пулчĕ? — хыпăнса ӳкрĕ çавăнтах.
— Пирĕн киле... хурахсем пырса тапăнчĕç, — лăпланма тăрăшса, аран-аран ăнлантарчĕ Ольга Матвеевна. — Юлташлăх укçине пĕр пус юлми илсе кайрĕç. Атте хирĕç тăчĕ те, ăна йăлт хĕнесе хăварчĕç...
Ялхуçалăх юлташлăхĕн халлĕхе уйрăм кантур çук та, укçа-тенке правлени казначейĕ Матви пичче хăй килĕнчех упратчĕ. Ăна ятарласа тимĕр ещĕк те туянса панăччĕ...
Тепĕр тесен, халĕ уни-куни шухăшласа тăмалли самант мар. Телегин кăвак гимнастеркине, хура пуставран çĕленĕ галифине, кирза аттине салтак чухнехилле вăр-вар тăхăнса ячĕ те çенĕк алăкне тул енчен питĕрмесĕрех урама сирпĕнсе тухрĕ, ĕнтĕ чылай аякка кайма ĕлкĕрнĕ Ольга Матвеевна хыççăн чупрĕ.
Ванькка пырса çитнĕ чухне Çăпата Матви арăмĕ татăлса йĕретчĕ. Кил хуçи хăй, тăн çухатнăскер, йывăç кравать çинче выртатчĕ. Маччаран çакнă çиччĕллĕ краççын лампи çутинче вăл темле хăрушшăн курăнать: пуçне çапса шăтарнă пулас та, юхса тăнă юн, кăлкан пек шурă çӳçе тăрмалантарса, тем анлăш кĕвелсе хытнă; сулахай алли кравать хĕрринчен лĕнчĕр усăннă; кĕпине тăршшĕпех çурса янă та, хырăмĕ çинче кăвакарнă вырăнсем палăраççĕ...
Телегин, пукан йăтса, кравать çумне пырса ларчĕ.
— Матви пичче, мĕн пулчĕ сирĕн кунта? Матви пичче, мĕн пулчĕ? — çине-çинех ыйтрĕ вăл, урăх нимĕн тума та, нимĕн калама та пĕлмесĕр.
Матви самантлăха тăна кĕчĕ, куç хĕррипе ăна аран-аран пăхса илчĕ.
— Пĕтрĕмĕр, Ванькка ачам, — йăвашшăн каларĕ вăл ăна çамрăк чухнехи ятпах. Ара, уншăн Телегин вунă çул каялла та ывăл вырăнĕнче пулнă, халĕ те çаплах... — Халăх тăрăшни йăлтах харама кайрĕ. — Мĕнпур укçана... ултçĕр тенкĕ... путсĕрсем туртса илчĕç. Каçар, ачам, эп те, çемье те хирĕç тăтăмăр, пурпĕр чараймарăмăр. Чылаййăнччĕ вĕсем, кашни вăйпитти, çитменнине, пурте пăшалпа...
Матви каллех тăн çухатрĕ, асаплăн йынăшма, ахлатма тытăнчĕ. Унăн сасси чĕрене çурать, хурахсене тарăхнипе шăла çырттарать. Анчах мĕн тăвăн, вĕсен хӳри вĕçĕ те курăнмасть ĕнтĕ. Тата ун шухăшĕ те мар халĕ.
— Ольга Матвеевна, аçуна пульницана леçмелле, тухтăр кана пулăшма пултарать ăна, — терĕ Телегин. — Эпĕ халех лаша кӳлсе килетĕп, эсир унччен хатĕрленĕр.
Матви арăмĕ, Ванькка пынă хыççăн йĕме чарăннăскер, мăшăрне çула пуçтарас тесе, ун-кун чупкала пуçларĕ. Ванькка та хыпаланчĕ, килкартине тухса лаша кӳлчĕ, çемçерех пултăр тесе, сарай маччинчен улăм антарса урапа çине хучĕ. Ара, йĕпреçри пульницана çитме Экеçрен çирĕм çухрăм ытла каймалла, хĕнесе шăмшакне ватса пĕтернĕ çынна вара кашни тăнкăр-танкăр кисренӳ пек туйăнать пулĕ. Ванькка, граждан вăрçинче пĕрре çеç мар аманнăскер, вилес пек йывăр чирлесе те курнăскер, çакна лайăх ăнланать.
Лав çине йăтса вырттарнă хыççăн Матви, те уçă сывлăша тухнăран, каллех самантлăха тăна кĕчĕ. Çавăнпа, кайран темле пулĕ тесе, Телегин кирлине тӳрех ыйтса пĕлме тăрăшрĕ.
— Матви пичче, кала-ха: хурахĕсене палласа юлаймарăн-и?
Ку питĕ кирлине ăнланса, Матви мĕнпур вăйне пухса хăйне хытарчĕ, мĕн асăрхаса юлнине пĕтĕмпех каласа кăтартрĕ:
— Çыннисем — ютран, Ванькка. Юланутсемпе килнĕ. Тӳрех пирĕн пата кĕчĕç-няк. Эппин, укçа ăçтине пĕлнĕ... Мана хĕненĕ чухне пĕри ăнсăртран утаманăн ятне персе ячĕ: «Калюк, вĕлермеллех-и ăна?» — тесе ыйтрĕ. Лешĕ вĕлерме хушмарĕ курăнать... Хăй, утаманĕ, сăран пиншак тăхăннă... Ия... Тахăшне тата Йысна теççĕ. Хурахсем хушшинче тутарсем пур, калаçнинчен паллă...
Эппин, Калюк-ха. Пулма пултарать. Ун пек-ши унăн чăн ячĕ, урăхла-ши — кам пĕлет. Анчах юлашки вăхăтра Калюк ятлă хураха унта та кунта асăнаççĕ. Вăл чăвашсем хушшинче çулларанпах иртĕхет ĕнтĕ. Халăхра Калюк ертсе пыракан вăрă-хурахсен эшкерĕ çинчен пĕринчен тепри хăрушăрах сăмах çӳрет. Ахальтен мар иккен... Леш Йысна текен çынни вара унăн тăванĕ-ши?..
— Эсĕ, Ольга Матвеевна, манпа пырса ан çӳре. Аçуна пульницана эпĕ пĕчченех леçĕп. Эс халех Шиков патне кай та мĕн пулса иртнине пĕтĕмпех каласа кăтарт. Вăл вулĕçтăвком членĕ, пулăшма тивĕç. Унтан иксĕр пĕр тăхтаса тăмасăр вулăса мар, тӳрех участока вĕçтерĕр, милицие евитлĕр. Малалла мĕн тумаллине милици хăех пĕлĕ.
Çапла каларĕ те Ванькка, тилхепене туртрĕ, хыпалансах пульницана çул тытрĕ.
Телегин çак старикшĕн вăл Улька ашшĕ е юлташлăх казначейĕ пулнăран кăна хыпса çунмасть. Матви вăл, каларăмăр ĕнтĕ, ялти хресченсен ушкăнла пурнăçне йĕркелесе ярас тĕлĕшпе Экеçре мĕн ĕлĕкрен пуринчен ытларах вăй хунă çын. Вăл пухнă ниме ушкăннех-ха Ванькка хĕреснашшĕ, большевика тухнă Крапивин, пысăка хунăччĕ, малашлăх палли тесе шутлатчĕ, ӳлĕм те çапла пурăнмашкăн революцичченех сĕннĕччĕ. Эппин, Матви пиччене упраса хăварайманни Совет влаçĕн ялти тăшманĕсене ытла хытă савăнтарĕччĕ. Кашкăр Микули ялта тахçантанпах çук та-ха, хураха тухнă ывăлне пулăшса тăнăшăн, Совет влаçне хирĕç тунă ытти ĕçсемшĕн ăна вунтăххăрмĕш çултах тытса кайрĕç, çапах унăн хӳрешкисем Экеçре халĕ те пур-ха. Çав çĕрме пуянсем ялхуçалăх юлташлăхне, ĕлĕк ниме ушкăнне Кашкăр Микули курайман пекех, тӳсме пултараймаççĕ, май килсен, ăна çунтарса, кĕлне çилпе вĕçтерсе ярĕччĕç. Мĕншĕн тесен, саманана кура, юлташлăх кулакăн туратти-çулçине кăна мар, тымарне те хăртать. Колхоз туса ярсан, тен, ялта кулака пĕтĕмпех пĕтерме пулĕччĕ... Çак çĕнĕ ĕçшĕн те, чăннипе, Матви пичче пуринчен ытларах çуннă. Çулĕпе ватă, сывлăхĕ япăх пулни кăна чăрмантарнă ăна. Çавăнпа ĕнтĕ вăл Телегина юлташлăх правленийĕн председательне суйлаттарчĕ. Хăй пĕрехмай калатчĕ: «Вĕрен, ачам, хăвăртрах вĕрен. Хресчен ĕçпе ялта халĕ санăн тытса пымалла. Пĕлӳсĕр вара колхоз тăваймăн, хамăр пек чухăнсене пуян-куштан танатинчен хăтараймăн», — тетчĕ. Акă, халĕ çак ытарайми ырă çын инкеке кĕрсе ӳкнĕ. Пулăшмаллах ăна, ах, пулăшмалла!
Анчах Телегин тем пек васкарĕ пулин те, лашана чуптармашкăн май çукки пĕтерчĕ. Е чуптарни те пулăшаймĕччĕ-ши... Пĕр сăмахпа, Çăпата Матвине пульницана илсе çитерессе çитерчĕ вăл, ирччен ун патĕнчен хăпмасăр ларчĕ. Çапах тухтăрсем те хĕне кайнă çынна нимпе пулăшаймарĕç. Хĕвел тухнă тĕлелле Матви сывлама пăрахрĕ...
Пульницара Лаптев гражданин вилни çинчен кирлĕ хут тутарсан, Телегин Çăпата Матвине каялла турттарса кайрĕ, çула май Хуралама, вулăс кантурне кĕртсе, ят хураттарса тухрĕ. Халĕ ĕнтĕ лашана чуптарма юрать темелле, лавçи çапах ăна хăваламарĕ. Вилнĕ çыннăн та суранĕ ыратассăн туйăнчĕ. Çавăнпа пĕрлех тата хуйха Лаптевсен килне хăвăрт çитерес килмерĕ. Матви пичче çемйине мĕн каламалли, мĕнлерех йăпатмалли, мĕнпе пулăшмалли çинчен пуç тавра çавăрттармашкăн та вăхăт кирлĕ...
Çакнашкал шухăшсем пăраланă хушăрах пуçа тата тепри пырса кĕчĕ: «Эппин, хурахсен утаманĕ Матвие хĕрхенчĕ иккен-ха, вĕлерме хушмарĕ... Ну, Калюк, сана-и, сан пеккисене-и!» Анчах шăмарнипе мĕнех тăвайăн ăна...
Телегин лавĕ Экеçе таврăниччен чылай маларах участокра милици отрядне тревогăпа çĕкленĕччĕ. Çула васкаса тухрĕ пулин те, отряд начальникĕ лайăх пĕлет: паллах, ку таранччен юланутлă вăрă-хурахсен йĕрĕ те юлман, вĕсене тытасси халĕ çиле сĕрекене çаклатассипе пĕрех...
Следователь Экеçре кунĕпех çӳрерĕ, хурахсем тунă путсĕр ĕçпе çыхăннă ыйтусене çынсенчен ыйта-ыйта пĕлчĕ. Анчах Лаптевсен çемйи те, ялти ытти çынсем те ăна пит тĕплех каласа кăтартаймарĕç. Ытла хăвăрт, ире хирĕç, килсе кайнипе хурахсене куракансем те пулман-мĕн.
Çапах та Экеçри пăлхану Калюкпа унăн хурахĕсем пырса кайнипе кăна вĕçленмерĕ. Тăватă-пилĕк кунтан яла каллех икĕ милиционер килсе çитрĕ. Шикки Ваççине чĕнсе тухрĕç те, унпа, вулăс представителĕпе, тӳрех Иван Телегин патне вĕçтерчĕç, çур сехетрен ăна ялтан тăрантас çине лартсах илсе кайрĕç. Аптăранă экеçсем кун пирки нимĕн калама пĕлмерĕç, çапах ку ĕçе ытларах Калюк хурахĕсен ĕçĕпе çыхăнтарма тăрăшрĕç. Ваньккан хăйĕн пуяс килнĕ-мĕн те вăл çав путсĕрсене йыхăрса илнĕ... Ял активисчĕсем халăха путлĕн нимĕн калаймарĕç. «Тахçанхишĕн, граждан вăрçи вăхăтĕнчишĕн лектерчĕç-няк ачана», — текелерĕ çеç Шикки Ваççи, милиционерсемпе темиçе сăмах перкелешсе илме ĕлкĕрнĕскер.
Кирек мĕнле пулсан та, кашниех çакна ăнланчĕ: ялхуçалăх юлташлăхĕн пуçлăхĕн Иван Степанович Телегинăн влаç умĕнче темле пысăк айăп пур. Унсăрăн чип-чипер ăслă-тăнлă влаç кĕç-вĕç тырă вырма тухас хĕрӳ кунсенче хресчене нихăçан та тытса каяс çук.
2
Шупашкар. 1927 çул. Июль уйăхĕн вĕçĕ. Вырсарникун. Виçĕмкун çеç-ха чĕреслетсе çумăр çурĕ, ун хыççăн та ĕнер çанталăк ăмăрччĕ, пăт-пат çумăр та ӳккелетчĕ, хĕвеланăçĕнчен катрам пĕлĕтсем капланса килнине кура çĕрле каллех чĕреслетсех ярасса та кĕтме пулатчĕ; паян ир вара пачах урăхла — хĕвел тухрĕ те, тĕксĕм пĕлĕтсем самантрах таçта кайса çухалчĕç, таврана çап-çутă сăн кĕчĕ, çил чарăнчĕ, тӳлек те ăшă кун пуçланчĕ. Чăнах, ăнланса пĕтереес çук утă уйăхĕн кăмăлне.
Введенски собор çывăхĕнчи урамра икĕ хваттерлĕ йывăç çуртра пурăнакан Крапивин, кĕçĕр ку уйăхра пĕрремĕш хут çывăрса тăраннăскер, сакăр сехет тĕлнелле тин тутлăн карăнса илчĕ те вырăн çинчен юлхавлăн тăчĕ, аялти кĕпе вĕççĕнех чӳрече патне пырса, ăна яри уçса ячĕ, нӳрĕ те уçă сывлăша кăкăр тулли сывларĕ.
Картишĕнче пӳртĕн тепĕр хваттерĕнче пурăнакан кӳршĕ, «Канаш» хаçатра ĕçлекен журналист, тăрмашать. Сăмавар чĕртет вăл, ăна атă кунчипе хупланă та, хăййа çулăм вăйлăрах хыпса илтĕр тесе, пикенсех вĕртерет. Акă, кăвайчĕ чиперех çунма тытăнчĕ курăнать те, арçын хайхи аттине илсе айккине пăрахрĕ, сăмавар çине Г саспалли пек кукăр мăрье тăхăнтартса лартрĕ.
— Салам, Филимон Петровчă! — уçă чӳречерен пăхса тăракан Крапивина асăрхаса, хавассăн саламларĕ кӳршĕ. — Тепĕр çур сехетрен икерчĕ çиме каçăр. Арăм яла кайнăччĕ те, йӳнĕ хакпах тулă çăнăхĕ туянса килнĕ, шеремет. Халĕ пикенсех кăмака вучахĕ умĕнче тăрмашать. Ак, сăмавар вĕреме те кĕрĕ... Шел, чейĕ фруктовый текенни кăна.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...