Синкер :: Вуннӑмӗш сыпӑк
— Ара, çав тери кирлĕ хыпарсем илсе килтĕн эсĕ, тусăм! — субординаци тенине мансах вăйлăн çупăрларĕ ăна Демин. Унăн çаврака пичĕ халĕ, тупата, хĕвел пек çиçет. — Мĕн кирлине пĕтĕмпех пĕлсе килтĕн. Санпа сăра ĕçсех, апат çисех сăмах вакласа тăраймасть ĕнтĕ вăл.
Демин лăплансан, Крапивин тĕлпулăва кайнă милиционертан татах ыйтрĕ:
— Телегин малашнехи пирки нимĕн те каламарĕ-и?
— Эпĕ ăçта каясса пĕлместĕп. Çывăхри пасара тухма тăрăшăп. Пасарсене çӳрĕр терĕ çеç, — пĕлтерчĕ милиционер.
— Ăнланмалла-а, — тăстарчĕ, малалла мĕн тумалли çинчен тем шухăшласа, Крапивин. — Ну, юлташсем, эсир кайса канма пултаратăр. Тавах сире. Эпир Деминпа чайная кайса апат çырткалăпăр, унтан тепĕртак пуç ватса пăхăпăр.
Демин тем каласшăнччĕ, анчах милиционерсем тухса кайиччен шарламарĕ, унтан тин:
— Филимон Петрович, тен, сирĕн халĕ çын куçĕ умĕнче питех çӳремелле мар, э? — терĕ асăрхануллăн. — Атьăр, ман пата кайса апатланар. Эпĕ юнашарах пурăнатăп, урама та тухмалла мар, картишпех çитме пулать пирĕн пата.
«Мĕнех, вырăнлă асăрхаттару, йышăнас пулать, — ăшĕнче килĕшрĕ Крапивин. — Йĕпреçе НКВДран пай начальник килни, çитменнине, чылай пурăнни, паллах, вăрă-хурахсене сисчĕвлентерме пултарать».
Апат вăхăтĕнче вĕсем Телегин калама ĕлкĕрнĕ сăмахсене тепĕр хут тĕплĕн тишкерсе тухрĕç. Мĕнех, пĕтĕмпех ăнланмалла пек. Анчах пĕр япала кăна шухăшлаттарать: ăçта каяççĕ-ши хурахсем? Унашкалли вĕсен — çĕмĕрттерсе çӳренĕ хыççăн пĕр-ик эрнелĕхе е ытлараха та çухаласси — унччен те пулкаланă-ха. Çапах хальхинче Телегин çав вырăна пĕлмеллех, мĕншĕн тесен вăл халĕ хăй те хурахсемпе пĕрле çӳрет. Вăт хăш пасара тухĕ-ши вăл? Эппин, Калюков ăçта кайса çухаласса чуххăм та пулин тавçăрса илмеллех. Унсăрăн... чăвашра пасар нумай, пур çĕре те связнойсем яраймăн.
— Ман шутпа, Филимон Петрович, Йĕпреç пасарнех, пирĕн патах килет вăл, — пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Демин. — Апат-çимĕçе вĕсем кунта туянчĕç. Апла-тăк таçта çак енчех чарăнса тăраççĕ вĕсем. Ахăртнех, вăрманта. Аяккарах каяс-тăк, апат-çимĕç хутаçĕсене таçта çити сĕтĕрсе çӳремелле. Ытла куçа тăрăнакан япаласем-çке вĕсем. Çывăхрахри пасарта пурне те туянма пулать-çке. Чăваш пасарĕсенче, эпĕ сăнанă тăрăх, пуринче те пĕр евĕрлĕ япаласемпе çимĕçсем сутаççĕ. Хакĕсем те нумай уйрăлса тăмаççĕ...
— Сан шутупа, Тарас Дементьевич, манăн та килĕшес килет, — терĕ Крапивин, куларах тата хушса хучĕ: — Анчах ĕненес килмест.
— Мĕншĕ-ĕн? — кӳреннĕ пек пулчĕ Демин.
— Мĕншĕн тесен ху авланнă, арăмна вара ку таранччен те илсе килмен-ха. Унашкал арçынсем ултавçăсем пулакан, э...
Демин тăчĕ те пĕчĕк пӳлĕмре кĕтесрен кĕтесе уткалама пуçларĕ, анчах хăна умĕнче çапла пăлханса кайни килĕшӳллĕ маррине ăнланчĕ те вырăнне пырса ларчĕ.
— Хваттер çук, — терĕ вара айăплăн. — Пĕртен-пĕр çак пӳлĕм кăна халлĕхе. Манăн ача та пур-çке, ăçтан вырнаçăпăр кунта — вунă-вуникĕ тăваткал метр лаптăкăш пӳлĕме, ăна та пулин çăварĕпе коридора тухакан каланккă плити самай пĕчĕклетнĕскере, — алăпа сулса кăтартрĕ Демин. — Çук, кермен парасса кĕтместĕп эпĕ, çемьене кунтан пăртак та пулин пысăкрах пӳлĕме те куçарса килмешкĕн килĕшмелле...
Хваттер тĕлĕшпе, чăнах та, районсенче йывăр, кăна Крапивин аван пĕлет.
— Райĕçтăвком председателĕн заместителĕпе калаçса пăхăп сан пирки, — чăнласах шантарчĕ Крапивин, куçне хĕссе, шӳтлерех хушса хучĕ: — Тахçантанпах туслă эпир унпа, тен, çавна шута илсе, пулăшĕ.
Çитес пасарччен ку тăрăхра нимех те улшăнас çуккине пĕлекен Крапивин тепĕр кунне кӳршĕри Вăрнара тухса кайрĕ. Вăл унта хăй хушса хăварнă ĕçсене Варламовпа Васильев тата ыттисем еплерех пурнăçланине тĕрĕслесшĕн пулчĕ. Тата, паллах, тепĕр пысăк ĕç те хушăнчĕ. Эппин, Оглоблин хушаматлă милиционер — Калюков çынни-ха... Халĕ ĕнтĕ Утара темиçе те пыра-пыра кайнă утамана милици çыннисем тытма мар, курса та юлайманнинчен нимĕн тĕлĕнмелли те çук. Хă, мур этемми, çав хураха сутăннă иккен. Ну, путсĕр-тĕк путсĕ-ĕр...
«Çапах ытлашши хĕрсе кайма юрамасть, — лăплантарчĕ хăйне Крапивин. — Тен, тӳрех тăрă шыв çине кăлармалла мар ăна? Тен, хамăр вăл сутăнчăк иккенне пĕлнипе Калюкова тытмашкăн усă курмалла? Шухăшлас пулать кун пирки, ла-айăх шухăшлас пулать».
Çул пылчăкланнине пула лаша хытă каяймасть. Нӳрĕ те уçă сывлăш шăмшака тӳлеклĕх кĕртет. Тăрантас лĕнчĕр-ленчĕр тайкаланса-сулăнса пынă май, темшĕн, ĕç çинчен, çав çĕр çăтман вăрă-хурахсем çинчен шухăшлас та килмест. Вĕсем çеç-и, саботажникссм, çын вĕлерекенсем, çаратакансем, хĕрарăмсене пусмăрлакансем, кĕсъе вăррисем, урам пуçтахĕсем мĕн чухлĕ тата... Камсене кăна курмасть-ши Крапивин, камсемпе кăна çыхланма тивмест-ши ăна. Çакă-ши ĕнтĕ унăн революци хыççăнхи тивлечĕ? Çакнашкал ĕç çинчен ĕмĕтленнĕ-им вăл патшапа мул хуçисен влаçне, каярах — киввине каялла тавăрма ăнтăлакансене хирĕç пурнăçа шеллемесĕр кĕрешнĕ чухне? Эх, мĕн тери ăмсанать вăл халĕ Петр Никифорович Никифорова! Промышленность хули тăвасшăн вăл Йĕпреçрен. Колхоз йĕркелесшĕн Экеçри ялхуçалăх юлташлăхĕнчен. Мĕн тетĕр эсир, пулаççех вĕсем, пулаççех! Нимĕнле нэп та, нимĕнле буржуй та, нимĕнле «шурă шăмă» та, нимĕнле Калюков та чараймĕç çĕнĕ пурнăçа малалла ыткăнмашкăн. Çакна Крапивин çирĕп ĕненет. Унсăрăн мĕн пурăнни? Унсăрăн... Анчах мĕншĕн-ха çав çĕнĕ пурнăçа Никифоровăн, Телегинăн, Шипковăн кăна тумалла? Мĕншĕн Крапивинăн мар? Тупата, ялан пуçлăхра ларас ĕмĕтпе шухăшламасть вăл çапла, çук, пачах та уншăн мар. Халь тесен халь Экеçе таврăнĕччĕ вăл, Совет влаçне ахаль хресчен ĕçĕпе те пулин пулăшĕччĕ, общество каяшĕсемпе кĕрешсе вăя пĕтериччен. Тен, хресчен пӳртĕнчех пĕр-пĕр ырă кăмăллă хĕрарăмпа телей тупĕччĕ...
«Чим, — чарчĕ хăйне Крапивин, — чим, тăванăм, мĕн аташатăн эсĕ, мĕн калаçатăн кирлĕ мара. Калюкова пĕтермесен, ăна вĕслетекенсене тĕп тумасан, эсĕ сухапуç тытнинчен мĕн усси. Чăт, Хĕлимун, чăт. Ывăннă эсĕ, çавăнпа аташатăн. Вăхăт çитĕ, эсĕ те чипер этеме тивĕç ĕçпех пурăнма тытăнăн, ан васкат шăпуна...»
Вăрнара пырса кĕнĕ чухне Крапивин чунĕнче вăл-ку тĕлĕшпе нимĕнле иккĕленӳ те çукчĕ ĕнтĕ. Мĕн-мĕн тумаллине те вăл çул çинчех шухăшласа хучĕ. Çавăнпа милици начальникĕ патне кĕрсен, ăна хăй Оглоблин çинчен мĕн пĕлнине тӳрех хыпарларĕ.
— Ах, путсĕр, сутăнчăк! — тарăхрĕ лешĕ. — Эпĕ ăна халех арестлеме хушатăп!
— Ан васка, — чарчĕ Крапивин. — Луччă ăна кунта чĕнтер. Калăпăр, Октябрь уявĕ умĕн тумалли ĕçсем пирки инструктаж илмешкĕн... Çынни, ман шутпа, хамăра кирлĕ пулма пултарать, çавăнпа, асту, халлĕхе никам та нимĕн ан систĕр.
Уравăша унчченех, вулăс центрĕ пулнă май, телефон кĕртнĕччĕ ĕнтĕ, çавăнпа Орлоблина «инструктаж» пирки часах пĕлтерчĕç. Ун хыççăн Крапивин, участок милиционерĕ çитиччен вăхăт пуррипе усă курса, Варламовпа Васильева чĕнтерчĕ.
— Ну, юлташсем, мĕн-мĕн тума ĕлкĕртĕр эсир эпĕ çук чухне? — терĕ вĕсене сывлăх суннă май.
Милиционерсем черетпе пурин çинчен те тĕплĕн каласа кăтартрĕç.
Варламов Утара иккĕ кайса килнĕ, ял çыннисем хыпарланă тăрăх, унта Калюков татах пырса кайнине пĕлнĕ. Çитменнине, утаман пĕччен кăна та мар-мĕн, ушкăнпах çӳренĕ. Кăтра Машук кӳршисем пĕррехинче унăн килĕнче çĕр варринчех темле арçынсем юрла-юрла шавланине илтнĕ те, хăранă пулин те, пĕччен хĕрарăм патне камсем килнипе кăсăкланнă-кăсăкланнах. Чăн та, милицие е ял Советне евитлемен вĕсем, кайран-малтан хурахсем тем тăвасран хăранă. Çапах сăнама та пăрахман. Вара хурахсем хушшинче Калюков пулнине, вăл çур çĕр çитеспе килне каçнине, кĕтмен хăнасем ялтан тепĕр кун çĕрлене хирĕç кăна кайнине пĕлнĕ. Унччен тата, Калюк Антунĕ килне каçиччен, пĕр хурахĕ юланутпа таçта тухса вĕçтернине те, Машук патне пĕрремĕш çĕр кӳршĕ ялтан такам пырса кайнине те пĕлнĕ.
— Кудрявцевăна та, Калюков арăмне те тивмерĕр пулĕ? — ыйтрĕ Крапивин.
— Сирĕнпе канашламасăр тĕкĕнес темерĕмĕр, — пĕлтерчĕ милици начальникĕ. — Вĕсем таçта тухса тарас çук-ха, ытти пирки вара тĕплĕнрех шухăшламалла.
— Тĕрĕс тунă, — ырларĕ Крапивин. — Васильев, сана итлетпĕр.
Ку тата, налук агенчĕ пек пулса, Уравăша кайса килнĕ, ял Советĕнче исполнительпе Крюков Ефремпа темиçе те калаçнă. Лешĕ Калюкова пула аппăшĕ нушана та намăса кĕрсе ӳкнĕшĕн çав тери пăшăрханать иккен, ăна инкекрен хăтарас тесе тем тума хатĕр, çавăнпа вăрă-хурахсене тытмашкăн пултарнă таран пулăшма пулнă.
— Аван, — терĕ милиционерсем каласа пĕтерсен Крапивин. — Аван. Ыран ир саккăрта ман пата çĕнĕ задани илме килĕр.
Тепĕртакран, шăпах каланă вăхăта — кăнтăрла иртни икĕ сехет тĕлне, Уравăшран Оглоблин килсе çитрĕ. Юланутпа çул çӳрекенскер, йĕнер çинче кăна ларса пынипе, çумăртан юпăнчăпа витĕннĕ пулин те, ĕнтĕркесе кайнă хăй.
Çапах пуçлăхсем умĕнче самăр кӳлепине кура мар вăр-вар пулма тăрăшать, хăй килни çинчен тин хĕсмете кĕнĕ салтак пекех уççăн та янăравлан пĕлтерчĕ.
— Питĕ аван, — терĕ ăна Крапивин лăпкăн. — Халĕ, Оглоблин гражданин, пиçиххине вĕçертĕр те капурĕ-револьверĕ-мĕнĕпех сĕтел çине хурăр.
Оглоблин, хĕсĕк куçне пушшех хĕссе, чăйл-чал пăхса илчĕ, милици начальникĕ аллине уçă капур çинче тытса тăнине асăрхарĕ, вара пиçиххипе портупея хуллен вĕçертсе, сĕтел çине хучĕ. Тепĕр тесен, хирĕç тăрас шухăш пурпĕрех çукчĕ унăн. Начальник Оглоблин япалисене пуçтарса илчĕ, сунтăха чикрĕ те айккинерех кайса тăчĕ. Вăл пӳлĕмре хăйĕнчен аслăраххи пур чухне калаçăва хутшăнас мар терĕ курăнать.
— Халĕ калăр-ха, Оглоблин гражданин, Калюковпа юлашки хут хăçан тĕл пулнă эсир? — лăпкăн, пите лăпкăн ыйтрĕ Крапивин.
— Мĕнле... Ка... Калюковпа? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Оглоблин, самантрах чĕтреве ерсе. — Юлташлăх прсдседателĕпе Семен Иванчпа-и? Е ашшĕпе?
Ун сăмахне Крапивин илтмерĕ те тейĕн.
— Миçе тенкĕлле сутăнтăр ăна? — çаплах лăпкăн ыйтрĕ вăл.
— Ара, мĕн... мĕн калаçатăр эсир, угрозыск начальникĕ юлташ? — пач çухалса кайрĕ Оглоблин.
— Эсир Калюкова сутăннăранпа вăрă-хурахсен эшкерĕ мĕн чухлĕ тискер ĕç тунă, çавна шутласа пăхнă-и? — терĕ малалла Крапивин. Оглоблин ĕнтĕ сарлака пичĕ çинче çерçи çăмарти пысăкăш кăна курăнакан çăварне епле уçнă çаплипех хытса тăнине курса, хушса хучĕ: — Шутласа пăхма тивет. Мĕншĕн тесен çав ĕçсемшĕн сирĕн те хурахсемпе танах явап тытмалла. Ман шутпа, тӳпĕр пĕчĕк пулас çук...
Оглоблин пичĕ сарăлса-сарăлса пычĕ, тути йĕрĕле пуçларĕ, хăй пĕтĕм кĕлеткипе чĕтреме тытăнчĕ. Сасартăк тулли кӳлепипе лашт! анса ларчĕ чĕркуççи çине. Вăл туннинчен усă пулас çуккине ăнланса илчĕ ĕнтĕ.
— Юлташсем, тархасшăн, ан пĕтерĕр! — хăранипе çинçелсе кайнă сассипе кăшкăрса ячĕ вăл. — Юлташсем, ăнланăр, унсăрăн мана вăл... Калюков... ним мар вĕлеретчĕ. Манăн çемье пысăк: арăм, виçĕ ача, ватă анне... Хăрарăм, каçарăр, ăна тытма тăрăшмарăм. Анчах эпĕ Совет влаçне нимĕнле сиен те кӳмен. Пĕр чĕптĕм те! Ĕненĕр, тархасшăн. Çаратман, çын вĕлерме те çӳремен вĕсемпе, çӳрессĕм те çук. Епле хăятăр ман пирки çапла усал шухăшламашкăн!
— Тăр! — ку таранччен сăмах хушманскер, кăшкăрса пăрахмасăр тӳсеймерĕ милици пайĕн начальникĕ. — Тăр, путсĕр çын! Çапла, эсĕ вĕлермен, çаратман. Анчах эсĕ çын вĕлерекенсене, çаратакансене, пусмăрлакансене чарма тивĕç çын. Çавăнпа тытса тăрать сана пирĕн патшалăх. Эс вара... хурахсене пулăшатăн. Калюкова курсан та, ăна тытса чарма тăрăшман эсĕ. Вăт, çавăнпа вăрă-хурахсен утаманне сутăннăранпа вĕсем мĕн чухлĕ усал ĕç тунă, çавăншăн пĕтĕмпех эс айăплă. Хăвăн тивĕçне кура, тӳпӳ те санăн ахаль çынна тивекеннинчен чылай пысăкрах та йывăртарах пулĕ. Ăнланмалла-и?
Оглоблин хирĕç нимĕн те хуравлаймарĕ, майĕпен тăчĕ, аллисене хыçалалла тытрĕ, пуçне усса, аслисем малалла мĕн каласса кĕтрĕ.
— Халĕ тимлĕ итлĕр, Оглоблин гражданин, — терĕ вара Крапивин. — Тӳрех калатпăр, сире хуть те мĕнле пулсан та айăплаççех. Анчах çав айăплав виçи пĕтĕмпех хăвăртан килет...
Оглоблин ăнланса пуçне сулчĕ, пуклак сăмсине нăшлаттарса илчĕ, куçне мăч-мăч тутаркаларĕ. Ахăртнех, унăн пуçĕнче тем тĕрлĕ шухăш та явăнчĕ, вăл вĕсен вĕçне-хĕрне тухма тăрăшрĕ курăнать. Çавăнпа Крапивин ăна васкатмарĕ.
— Эпĕ айăпа йышăнатăп, — терĕ юлашкинчен Оглоблин. — Ăна пăртак та пулин çăмăллатас тесе, мĕн кирлине пĕтĕмпех тума хатĕр.
— Юрĕ, ĕненĕпĕр, — килĕшрĕ Крапивин. — Халĕ эсир юнашар пӳлĕме кайăр та, хăвăр Калюков эшкерĕпе хăçан, мĕн тĕллевпе çыхланса кайнине, вăрă-хурахсене епле пулăшса тăнине, вĕсем уншăн сире епле тав тунине, мĕн чухлĕ тӳленине тата ыттине те пĕтĕмпех-пĕтĕмпех çырса хатĕрлĕр. Эпир çав хута вуласа тухăпăр та сире ĕненме юранипе юраманнине татса парăпăр. Астăвăр, эпир сирĕн çыхăнăвăр çинчен нумай пĕлетпĕр, çавăнпа суйма ан хăтланăр. Тĕрĕс мар çырсан е пытарса хăварма тăрăшсан, хăвăра кăна сиен тăватăр.
Оглоблин килĕшсе пуçне сулчĕ, юнашар пӳлĕме тухма тăчĕ.
— Тăхта, — чарчĕ ăна милици начальникĕ, — асту, тарма ан хăтлан. Кунтан, паллах, тараймăн, эпĕ каяраххи пирки калатăп... Пурĕпĕр тытатпăр. Ав, Калюковăн та юлашки кунсем юлчĕç... Çемйӳ пирки шухăшла тата. Вăл санăн, чăнах та, пĕчĕк мар, ачусем те вĕт-шакăр кăна-ха. Араму каллех йывăр çын марччĕ-и-ха? Тăваттăмĕш ача кĕтетĕр вĕт эсир, э. Асту... Ну, кай, хутпа ручка сĕтел çинчех унта...
Оглоблин пуçне сулчĕ те, хăйне каллех чĕнсе илессе кĕтнĕн, иккĕленерех тухса кайрĕ.
— Тармĕ-и? — ыйтрĕ Крапивин начальникрен. — Вара пирĕн пĕтĕм операцие путлантарса лартма пултарать.
— Тарас çук, — шанчăклăн каларĕ начальник. — Çынни шутсăр хăравçă, таркăн хурах пурнăçĕпе пурăнаяс çук. Тата... ют арăмсене кăмăллать те, çапах çемйине пăрахаймĕ. Хуçалăх çынни вăл, куркуль. Тепĕр тесен, çырса патăр-ха, ун хыççăн курăнĕ: шанмалла-и ăна, çук-и.
Çыру ĕçĕпе Оглоблин самаях муталанса ларчĕ. Те чунĕнчи иккĕленӳ кансĕрлерĕ ăна, те хутла чаплах пĕлейменни. Тен, вăл та, ку та пулĕ. Çапах тепĕр икĕ сехетрен вăл шултăра саспаллисемпе çырса тултарнă темиçе хут листи илсе килчĕ. Крапивинпа милици пайĕн начальникĕ вĕсене черетпе вуласа тухрĕç. Сăмакун час-часах юхтаракан Кудрявцева Мария гражданкăпа айăпа кĕни, çавна май хăине Калюков алла çавăрса илнинчен пуçласа паян милйцие чĕнсе килнĕ таран пĕтĕмпех тĕплĕн çырса панăн туйăнчĕ Оглоблин.
— Укçине эпĕ мĕн чухлĕ илнĕ — пĕтĕмпех тавăрса паратăп, килтех тытатăп, расхутласа пĕтермен, — пуçлăхсем хăй çине пăхнине хăйне май ăнланса, пĕлтерчĕ Оглоблин.
— Юрать, — килĕшрĕ Крапивин. — Эппин, тимлĕ итле. Санăн акă мĕн тумалла пулать... Кĕçех пирĕн Калюков арăмне, Александра Калюковăна хирĕç следстви пуçарма тивет. Хурахсем Утар ялне килсе çӳренине пĕлтерменшĕн. Тен, вăхăтлăха хупса лартма та тивĕ. Санăн задача: Кăтра Машук урлă — ăна эпир халлĕхе юриех тĕкĕнмĕпĕр — хăйĕн кил-çуртне, хуçалăхне пăхса тăмашкăн Калюкова арăмĕн шăллĕне Ехреме шанма сĕнмелле. Ку кăна мар, вĕсене туслаштарма тăрăшмалла. Тата, паллах, Калюков е унăн тусĕсем пырас-тăк, ун çинчен пире тӳрех пĕлтермелле.
— Çапла та-ха, — терĕ иккĕленерех Оглоблин. — Ехрем вăл Калюкова кăмăлламасть пек. Тен, кураймасть те...
— Ун пирки ан пăшăрхан, каланине ту, — хушрĕ Крапивин.
— Сире пĕлтересси те... Калюкпа тĕл пулсан, телефон патне чупаймăн. Вăл янă çын пырсан та, ун умĕнчех епле кайăн ял Советне...
— Сирĕн яла налук ĕçĕпе Васильев агент час-часах çӳрет. Ĕçĕ нумай унăн, çавăнпа çак тапхăрта чылай пурăнĕ унта. Çавна хваттере вырнаçтар, сана çынсем итлеççĕ. Хыпарсене пĕр-пĕрне мĕнле пĕлтересси пирки хăвăр калаçса татăлăр... Асту, Оглоблин, сана йывăр ĕçех хушмарăмăр эпир, çапах ăна тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлани шăпуна чылай çăмăллатма пултарать. Енчен пире каллех сутсан, хăвах ăнланма тивĕç, каçару пулмĕ. Калюкова та, унăн тусĕсемпе хӳрешкисене те эпир пурĕпĕр тытатпăр, кун пирки ан иккĕлен. Унччен сиен ытларах ан кӳччĕр тетпĕр кăна...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...