Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ. Ту енчи ҫӗр-шыв
Паянхи пекех лайăх астăвать-ха вăл, малтанхи хут вĕсене Карамыш паллаштарчĕ. Пĕррехинче вăл ăна Арск хулине илсе кайрĕ те хитре те именчĕк хĕрарăм çине кăтартса çапла каларĕ:
— Акă чăваш мăрса арăмĕ ларать. Вăл сана вилес пек юратса пăрахнă. Суймастăп ара, мана йăмăк систерчĕ, санпа паллашасшăн çунать тет вăл. Кăшт лутрарах ĕнтĕ, çапах та калаç-ха. Упăшки çук ун, хан тĕрминче вилнĕ, малайсем те çук. Ятне ан ман, ăна Чураппа тесе чĕнеççĕ…
Тукай паллашнă-паллашманах хĕрарăма хăй те чĕререн юратса пăрахрĕ. Килти арăмне вăл маннă пек пулчĕ, çамрăк чунĕ кунĕн-çĕрĕн Чураппа патне туртăнчĕ. Карамыш кулнине пăхмасăр вал пушă вăхăтсенче юлан утпа ялан Арск хулине çӳрерĕ.
Тепĕр икĕ эрнерен савнисем пĕр-пĕринсĕр кунпа çĕр каçайми пулса çитрĕç. Вара ашшĕ хăйне хытă вăрçассине пĕле тăркачах Тукай авланса ячĕ. Иккĕмĕш арăма — Чураппана яла илсе таврăнсан Тукайăн малтанхи арăмĕ Ухтепи, упăшки килнĕ çĕре чĕчĕ ачи ĕмĕртме пуçланăскер, кайри пӳрте пурăнма куçрĕ, тепрер уйăхран ун валли ял вĕçĕнче пĕчĕкрех кăна çурт туса лартрĕç.
Карамыш хăй паллаштарнă хĕрарăма çын арăмĕ пулсан тин хаклама пикенчĕ. Нумай çул хушши ĕнтĕ вăл май килнĕ чух вĕсем патне чей ĕçме кĕре-кĕре тухать, «чăваш чĕкеçне» кашнинче тенĕ пекех парнесем тыттарать. «Тукай тусăм, аллах умĕнче калатăп, сан арăмна хан курас пулсан ăна хăйĕн гаремĕнче чи хитре чечек вырăнĕнче тытса усрамалла», — терĕ вăл пĕррехинче. Тахçанах асăрханă ĕнтĕ Тукай, мăрса хăй те ун арăмĕ çине çуллă куçсемпе пăхать, çавăнпа темиçе çул каярах мăшăрне Карамышпа сыхланарах калаç, темскер сана курсанах сĕлеки юхма пуçлать унăн тесе асăрхаттарчĕ.
— Тем тума кирлĕ вăл мана, сĕлекеллĕскер! — кулчĕ арăмĕ ун чухне. — Мана унран парне ытларах илсе пултăр. Инди халачĕ паратăп тесе мухтанать-ха, тепрехинче çавна илтересчĕ манăн ăна!
Мĕн каласси пур, хăюлăхĕ çителĕклĕ ĕнтĕ Тукай арăмĕн. Вăл, шĕкĕр хулара пурăнса курнăскер тата тутарла тап-таса калаçаканскер, Хусан хăнисенчен ним чухлĕ те именсе тăмасть, пур çĕре те арçынпа тан хутшăнать. суту-илӳ ĕçĕнче вара упăшкинчен те ирттерет. Пĕр япала çеç кăмăла каймасть Тукая арăмĕ хăйне мĕнле тыткаланинче: вăл тĕрлĕ мăрсасене упăшки килте çук чухне те йышăнать. Карамыш пеккисем вара ун патне тăван патне кĕнĕ пекех кĕреççĕ.
«Хальхинче Карамышăн яла кĕме вăхăчĕ тупăнман ĕнтĕ, — вĕçрĕ пуçра шухăш. — Ку пит аван-ха. Пахчана çӳреме вĕренсен качака хуçинчен те хăрами пулать. Ку — качакаран та усал. Çын килĕнче хуçа пек саркаланса çӳрет».
Юлан утсем укăлча хапхинчен кĕнĕ вăхăтра ялта çур çĕр çитнине систерсе автансем авăтатчĕç. Çынсен пуç тăрринчен урам урлă тăмана лапăстатса вĕçсе каçрĕ. Хуçа килне таврăннине сиссе пулас, çывăхрах йытă вĕрсе ячĕ.
Çултан чылай пăрăнса кĕмелле пулсан та темиçе юлан ут Тукая хапха патне çитичченех ăсатрĕ. Тукай вĕсене сывлăх сунчĕ, унтан лаша çинчен анса чĕлпĕрне хăйĕнпе пĕрле пынă тарçине тыттарчĕ те пусма тăрăх чупса хăпарса кĕçĕн алăка виçĕ хутчен шаккарĕ.
— Халех! — терĕ хĕрарăм сасси шалтан, — халех, Тукайăм!
Уçăлнă алăкран васкаса кĕрсе Тукай тĕттĕмре арăмне шыраса тупрĕ, ăна ыталаса чуп турĕ те пĕчĕк ачана йăтнă пек йăтса пӳртелле кĕчĕ.
— Эсĕ, тусăм, пĕр хăрамасăр уçатăн. Кам иккенне те ыйтмастăн.
— Ара, мĕн ыйтмалли пур? Ун пек пĕр эсĕ çеç кĕмсĕртеттерме пултаратăн. Эп çурта ишетĕн тесе…
— Апла тепринче майĕпентерех шаккăп. Юрĕ-и?
— Майпентерех шакка çав, сехрене хăпартса ан çӳре. Эпĕ ахаль те питĕ хăракан пултăм. Хапхана ялан çын шаккать, ялан çын шаккать. — Чураппа «кăшт тăхта-ха» тенĕ пек алă сулчĕ те çамрăк хĕр пек çăмăллăн тĕп сакайне сикрĕ. Унтан вăл кăкшăм тулли сим пыл ăсса тухрĕ.
— Каллех кĕчĕç-и? — терĕ Тукай ун аллинчи кăкшăма тытса.
— Карамыш кĕрсе тухрĕ.
— Карамыш тетĕн?
— Çавă.
Тукай сăнран тĕксĕмленчĕ. Вăл ура айĕнче явкаланакан пысăк та çăмламас кушака хыттăн тапса ячĕ те сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ. Халиччен вăл сим пыла ялан арăмĕ аллинчен йывăç алтăрпа ĕçекенччĕ, çавăнпа та упăшки сим пыла кăкшăм çăварĕнченех лĕрĕплеттернине курсан, Чураппа аллине шартах çапрĕ.
— Ан тĕлĕнтер, Тукай! Мĕн хăтланатăн эсĕ?
— Пыр типсе кайрĕ, — кăкшăма сĕтел çине лартрĕ Тукай.
— Ак эс каллех кăмăлсăр таврăнтăн, — ун çумне пырса йăпшăнчĕ арăмĕ. — Çӳретĕн тĕнче тăрăх эрни-эрнипе; те вилнĕ эс, те чĕрĕ — нимле хыпар-хăнар та çук. Эпĕ пур — кунта çĕрĕ-çĕрĕпе пĕр чĕптĕм ыйхă çывăраймастăп. Пурнăç ытла та канăçсăрланчĕ, упăшкасем ялан вăрçăра та вăрçăра…
Çапла калаçса вăл сĕтел çине çимелли пырса хучĕ, тепĕр кăкшăм сим пыл ăсса тухса упăшкине сăйлама пикенчĕ.
— Ĕç, ĕç, эс килессине пĕлсе кăна юри хам турăм. Тĕп сакайне те паян кăна антарнăччĕ-ха.
— Çитет, — терĕ упăшки мăйăхне шăлкаласа. Вăл сĕтел хушшинчен тухрĕ те питпе алăк еннелле çаврăнса чăваш йăлипе турра кĕл турĕ.
Арăмĕ ăна та асăрхамасăр хăвармарĕ.
— Эс каллех хамăр тĕнпе пурăнма тытăннă, — терĕ вăл куларах. — Çапла кĕл тунине Булат Ширин е сеид курасчĕ. Вĕрентĕччĕç вара пӳлĕхçе пуç çапма. Пăх-ха эс ăна, мăхамет тĕнне йышăннă, хăй çавах чăвашла кĕл тăвать.
— Эп чăваш, мана чăваш турри каçарать.
— Чăваш турри каçарĕ те, Хусан ханĕ каçармĕ.
— Юрĕ-çке, — кăмăлсăррăн алă сулчĕ Тукай. — Аллах умĕнче эпир санпа иксĕмĕр пĕр пекех айăплă, ху та корана тытма манса кайрăн пулас. Ун çинчен калаçар мар, эс мана Хусан хăнисем мĕн çинчен юмахланине тĕплĕрех каласа кăтарт.
— Карамыш калать, Магмет-Эминь вилес пек выртать тет. Хан нумаях пурăнаймасть пулмалла. Турăçăм, сан валли каллех инкек тупăнать.
— Мĕнле инкек?
— Ара, хан вилсен çĕнĕрен ярлăк илме тивет.
— Ку тĕрĕс. Каллех Хусана кайма лекет. Тата мĕн çĕнни пур?
— Урăх нимĕн те шарламарĕ. Кăшт апат çырткаларĕ те тухса кайрĕ. Сана салам каласа хăварчĕ.
— Унсăрăн мĕнле пултăр-ха? — терĕ Тукай. — Юлашки вăхăтра Карамыш саламĕсемпе кăна пурăна пуçларăмăр ĕнтĕ. Тамаша!..
Арăмĕ ăна каласа пĕтерме памарĕ.
— Эс Карамыш çинчен ун пек усал ан шухăшла, ку вăл ăна мар, мана шанманни пулать! Эпĕ ăна миçе çул пĕлетĕп ĕнтĕ, вăл хăйне йĕркеллĕ тытать. Тем тесен те мана кăшт савăнтарса хăварать. Итлесе ларнă чух кулса вилмелле вара. Вăл кĕмесен эпĕ уйăхра пĕрре те этемле кулса курас çук.
— Асту, кайран йĕмелле ан пултăр. Эпĕ çавăнтан хăратăп, — терĕ упăшки.
— Мĕншĕн ун пек калатăн, Тукай? Чим, мĕншĕн ун пек калатăн?
— Кăмăла каймасть мана ун кулли. Вĕсем лашисене ялан кунталла пăрни те кăмăла каймасть. Сан вырăнта пулсан эпĕ хапхана питĕрсе илмелле те «упăшка килте çук» тесе çеç лармалла.
— Ара, ман мĕн тăвас-ха? Вĕсем манран ыйтса та тăмаççĕ, хапхана хăйсемех уçса кĕреççĕ. Çапăçас-им ман вĕсемпе?
— Парнисене те ирĕксĕр параççĕ-и?
— Ах, Тукай, эс пурăннăçемĕн куштанланса пыратăн, мана пачах юратма пăрахрăн курăнать. Ну, парнисене мана хисеплесе параççĕ тейĕпĕр. Мĕнех вара? Мĕн усалли пултăр парне панинче? Ку вăл хĕвел тухăçĕнчи халăхсен тахçанхи йăли. Сана та парнесем параççĕ-çке. Эсĕ вĕсене мĕншĕн йышăнатăн?
— Вăл урăхла парне, эпĕ — арçын, — майĕпен çеç тавăрчĕ Тукай.
— Эп — хĕрарăм! — вĕриленчĕ Чураппа. — Тата ахаль хĕрарăм та мар, турхан арăмĕ. Миçе хут каланă сана кун пирки, ăнланма вăхăт ĕнтĕ çакна… Тепĕр тесен мĕне кирлĕ вĕсен парни? Мĕне кирлĕ вĕсем хăйсем? Эпĕ пĕр Тукая çеç юрататăп. — Чураппа упăшкине мăйĕнчен çупăрласа илчĕ те ăна тутинчен, питĕнчен, çамкинчен чуп тума тытăнчĕ. — Вĕсем ушкăнĕпе ман Тукай чĕрне хурине тăмаççĕ. Çапла мар-и, чунăмçăм?
— Пĕлместĕп ĕнтĕ, — арăмĕпе тавлашасшăн пулмарĕ Тукай.
— Парне тесен, ăна ман упăшкам хăй те илсе килме пултарать. Ун кĕсйинче, паллах, ман валли чаплă парне пур…
Çапла каларĕ те Чураппа Тукайăн кăмака хыçне хывса çакнă тумтирĕ патне чупса кайрĕ, пилĕкне пĕрсе çĕлетнĕ сăхман кĕсйинчен кула-кула темле çыхă туртса кăларчĕ.
— Тĕрĕс каламастăп-и вара эп, Тукай?
— Каçар, эп ун пирки мансах кайнă, — хыпăнса ӳкнĕ пек пулчĕ упăшки. — Илнĕччĕ çав сан валли…
— Ан суй, ан суй! — терĕ арăмĕ. — Эс манман. Эс мана çилленнĕ! Хам тупман пулсан кăна эс ырансăр та памастăнччĕ!
— Урасмет кĕрсе тухмарĕ-и? — сăмаха урăх çĕрелле пăрасшăн пулчĕ Тукай.
— Кĕрсе тухрĕ. Икĕ хутчен те пулчĕ.
— Мĕн тет?
— Туй пирки сăмах хускатрĕ, — хĕр ачи çывăракан пӳлĕм еннелле кăтартса пăшăлтатрĕ Чураппа.
— Эс мĕн терĕн?
— Сан шухăшна пĕле тăркач мĕн калам-ха эпĕ? Хăйне ӳкĕтле терĕм.
— Вăл Нухратпа пупленĕ-и вара?
— Ман шутпа, пуплемен: юрату çинчен сăмахлама тытăнсанах Нухрат ун патĕнчен пăрăнса каять. Тем, нимле туйăм та çук пулас унăн.
Арăмĕпе упăшки хăйсен вун ултта кайнă хĕр ачи пирки нумайччен пăшăлтатрĕç. Вĕсен калаçма сăлтавĕ çук мар çав: Урасмет мĕн çуркуннеренпе ĕнтĕ Нухрата çураçасшăн çӳрет. Чураппапа Тукай ку ĕçре çав тери çине тăракан качча ним тавăрса калама пĕлмеççĕ. Чураппа шучĕпе, Урасмет Нухратшăн питĕ лайăх мăшăр, вăл пулас арăмĕшĕн чунне пама хатĕр имĕш, Тукай вара ку тĕлĕшпе кăштах иккĕленерех тăрать. Çу каçиччен темиçе хут тавлашнă пулин те, вĕсем юратнă хĕрне Урасмета качча парассипе парас марри çинчен пĕр-пĕрин хушшинче сăмах татаймарĕç-ха.
Кĕçĕрхи калаçу та нимĕн те памарĕ. Упăшки шухăшĕ пĕрре те улшăнманнине сиссе Чураппа Урасмет ятне тек пĕрре те асăнмарĕ. Вăл пачах урăххи çинчен — Тукай Сăр таврашĕнче çӳренĕ хушăра килте темиçе сурăх вилни, хуçа çуккине кура ăна тарçăсем итлеми пулни, Атăл хĕрринче такам пĕр кимме вăрласа кайни çинчен калама тытăнчĕ.
— Ывăл мĕнле, сывах-и? — пӳлчĕ ку кичем калаçăва упăшки.
— Сывă пулмасăр, мĕн пултăр ăна? Анчах пĕрре те килте лармасть. Кăнтăрла ялан Атăл çинче, çĕрле амăшĕ патĕнче. Ман куçа курăнманни темиçе кун ĕнтĕ. Лашасене мĕнле пăхнине те тĕрĕслемест. Ху çуккипе вăрçма та хăратăп. Ама çури каланине кам хăлхана чиктĕр? Санăн ăна хăвпа илсе çӳреме тытăнмалла мар-и, Тукай? Çапăçура-мĕнте ашшĕне пулăшнă пулĕччĕ…
— Çапăçу унран ниçта та тармĕ, — терĕ Тукай. — Кăшт ирĕк пурнăçпа пурăнса куртăр тетĕп-çке. Çамрăк-ха вăл, çивĕч хĕç айне чикме иртерех ăна. Ĕлкĕрĕ…
— Çамрăкĕ-масарĕ, вун саккăрта ĕнтĕ. Кĕрешнĕ чух пĕччен виçĕ çынна çĕнтерет теççĕ. Çар ĕçне вĕренме вăхăт.
Тукай хăйĕн арăмĕпе тавлашмарĕ. Анчах чунĕпе сисрĕ: Чураппа ун ывăлĕ пирки те хăйне евĕр шутлать. Миçе çул пĕрле пурăнать вăл Чураппапа, унпа пĕрле мĕн чухлĕ савăнăçлă вăхăт, мĕн чухлĕ инкеклĕ кун пурăнса ирттернĕ, иккĕшĕнчен пулнă хĕр ачана вун ултта çити пăхса ӳстернĕ, пурнăç юратусăр та пулман темелле, çапах та вĕсем ку таранччен чун-чĕре, шухăш-кăмăл тĕлĕшĕнчен пĕр пек çынсем пулса тăраймарĕç. Кăна туйса тăма асап, кун пек çынна юратма питĕ йывăр. Анчах Тукай Чураппана çамрăк чухнехи евĕрлех хытă юратать-çке. Чылай енĕпе унпа килĕшмест, чылай енĕпе ăна шанса та пĕтереймест, анчах юратать. Кирек ăçта кайсассăн та, ун чунĕ çакăнталлах туртать. Акă вăл киле, çак эреветлĕ-теветлĕ, хĕр пек пит-куçлă, çинçе пилĕклĕ, чăмăртасан хул хушшине вырнаçакан хĕрарăм патне çитрĕ те, чун-чĕре йăлт лăпланчĕ, халĕ Тукая çут тĕнчере нимĕн те кирлĕ мар.
7. Хусан хăнисем
Тукай каçхине кирек хăш вăхăтра çывăрма выртсан та ирхине ирех тăма вĕреннĕ. Паян та вăл хĕвелпе пĕрлех тăчĕ те хăйĕн сакăл ураллă, хушка пуçлă Асаматне пăхма тухрĕ. Асамачĕ витере çуккине курсан тĕлĕнсех кайрĕ. Кам утланса тухма пултарнă ĕшенсе таврăннă урхамаха? Тарçăсенчен пĕр-пĕр айванĕ чухламасăр лава кӳлмен-и ăна?
Куç тĕлне пулнă пĕрремĕш тарçах вăл тем те пĕр каласа ятласа тăкрĕ. Ку тарçă Иштерек ывăлĕ Ахтупай пулчĕ. Хуçа вăрçнине Ахтупай пуçа чиксе тивĕçлĕн итлесе тăчĕ, вăл чарăнсан тин лăпкăн кăна:
— Асамата Нухрат утланса тухса кайрĕ, — тесе ăнлантарчĕ.
— Нухрат? Вăл мĕн ухмахланать тата? Хăçан вĕреннĕ вăл юлан утпа çӳреме? Ак тамаша!
Ахтупай туйрĕ: юлан утпа хăйĕн хĕрĕ кайрĕ тесенех Тукай питĕнче савăнăç палли çиçсе илчĕ, Нухрат юлан утпа çӳреме вĕренни çинчен илтни хуçана самаях хаваслантарчĕ пулас. Йĕкĕт, Тукайпа тĕл пулу шыранăскер, кун пек хаклă саманта сая яма пултараймарĕ.
— Тукай мăрса, — терĕ вăл çĕлĕкне пусарах лартса, — эпĕ тиха илнĕшĕн ĕçлесе татрăм ĕнтĕ. Ырантан мана киле кайма ирĕк паратăн пуль?
— Ĕçлесе татрăн апла? — каччăн тĕреклĕ кĕлетки çине тинкеререх пăхса илчĕ хуçа.
— Тата икĕ эрне ĕçлерĕм. Атте мана хуçа килте çук чух пăртак пулăшкала терĕ те…
— Юрĕ, аçупа калаçса пăхăп. Манăн сана хам патран яма май килмест пулĕ, эсĕ лаша пăхма ӳлĕмрен те кирлĕ пулатăн.
Ахтупай хĕрелсе кайса ăна хирĕçлеме тăчĕ, анчах çав вăхăтра хапха уçăлчĕ те, урамран юлан утпа Нухрат кĕнине курса, Тукай ăна хирĕç утрĕ.
— Эсĕ Асамата ан илнĕ пул, — хĕр ачине хăтăрнă пек каларĕ вăл. — Пĕр-пĕр çĕре каймалла пулсан манăн çапла пушă витене хуралласа тăрас-им?
— Манăн хăш лашине утланса тухас-ха, атте? — ут çинчен тӳрех ун умне сиксе анчĕ Нухрат.
— Аçу килĕнче сан валли лаша пĕтрĕ-им?
— Мана ыттисем кирлĕ мар. Асамат кирлĕ. Ыттисем суха тума çеç юрăхлă.
— Хăçантанпа вара эс лаша тиркеме пĕлекен улшуç пулса тăтăн? Утпа çӳренине нихçан та курманччĕ-çке? — хăй тĕлĕннине пытармарĕ Тукай.
— Вĕрентĕм. Ав Ахтупай вĕрентрĕ.
— Ку питĕ аван.
— Хĕр ача лашапа çӳреме вĕреннинче мĕн аванни пултăр унта?
— Аван, аван. Вăрманти усал çул тăрăх çатан урапапа асапланса пыриччен йĕнер çинче сиккелесе пыма темиçе хут лайăхрах.
Нухратăн утпа çӳренĕрен анис пек хĕрелсе кайнă пичĕ çине ашшĕ киленсе пăхрĕ. Мĕн каласси пур, Нухрат юлашки вăхăтра пиçнĕ çырла пек илемленсе çитрĕ. Вăл пĕвĕпе амăшĕнчен нумай çӳллĕрех, хулран та амăшĕнчен сарлакарах-тăр, анчах ылтăн евĕр сарă тĕксĕм çӳçĕ вара амăшĕнни пекех юри кăтралатнăн явкаланса тăрать. Кăвак куçĕсем пысăк та уяр çанталăкри тӳпе евĕр таса. Çийĕнчи кĕске сăхманпа уринчи çемçе атă ăна арçын ача пек кăтартаççĕ.
Нухрат ашшĕ хăйне сăнаса пăхнине асăрхаса кулса ячĕ, сăран аттине аллинчи хăва хуллипе çатлаттарчĕ те:
— Атте, пар мана яланлăхах хăвăн Асаматна, питĕ çăмăл унпа çӳреме! — терĕ.
— Вăл эп çӳрекен лаша-çке, хĕрĕм, мĕнле парас-ха ăна? — хуравларĕ ашшĕ. Унтан хĕрĕ патĕнчен пăрăнса кайма тăнă çĕртен çаврăнчĕ те каласа хучĕ. — Тăхта, эпĕ сан валли Шупашкар пасарĕнчен çил çунатлă урхамах илсе килетĕп.
— Çук, атте, мана çын илни кирлĕ мар, эп хам суйласа илетĕп, — пуçне сулчĕ Нухрат.
— Улшуç пулма пултаратăн тăк пасара ху пыр, — терĕ Тукай. Унтан вăл Асамат çине йăлт! çеç сиксе утланчĕ те хапхана уçмаллине пĕлтерсе аллине малалла тăсрĕ.
…Шупашкар пасарне каясси çинчен каçхине сĕтел хушшинче пĕтĕм кил-йышпа сăмах татнă пулин те ирхине Нухратпа ашшĕ çула тухма ĕлкĕреймерĕç. Тукай валли вăл кун пасарта çӳрессинчен кирлĕрех ĕçсем тупăнчĕç. Шăп кăна тарçăсене утсем йĕнерлеме хушас тенĕ вăхăтра мăрса пӳрчĕ умне икĕ юлан ут сиккипе çитсе чарăнчĕç. Чӳречерен пăхсах палларĕ ку юлан утсене Тукай — Булат Ширин тарçисем. Пĕрре куç хупса иличчен вĕсене хирĕç чупса тухрĕ.
— Исадра сана пысăк карачи кĕтет, — хĕçпе касса татнă евĕр, хăвăрт каларĕ тарçăсенчен пĕри.
— Халăх нумай-и унта? — вăл пĕччен маррине пĕлсе ыйтрĕ Тукай.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...