Вĕре çĕлен :: Пике


Аслă яла Лапсара

Тăр çуллахи кунсенче

Çынсем шăрăх вăхăтра

Ăçтан кирлĕ килеççĕ.

 

Килеççĕ те каяççĕ

Каллех хăйсен çулĕпе.

- «Кăлăхах мĕн çӳрени

Пулчĕ», - теççĕ хуйхипе.

 

- «Пĕтнĕ чаплă Ăраман,

Икçĕр çулхи тухатмăш,

Калле киле Лапсартан

Нимĕнсĕрех каймалла

 

Пулчĕ», - теççĕ чăвашсем.

- «Пĕчĕк лутра пӳртĕнче

Ларать хитре хухĕм хер,

Хале унăн вырăнче

Пике ятлă хӳхĕм хĕр.

 

Мĕне кирлĕ ун хитри?

Пире пултăрччĕ чĕлхи

Виттĕр касса татакан,

Шывран вут-хĕм кăларакан.

 

Ăраман хĕрĕ пулсан та -

Çук, ку хуман Ăрамана!

Ашшĕн пекех вăй-хăват

 

Ăçта кунăн сăмахра?

Чĕлхепе мул пуçтарма

Ăçтан ку хĕр пултарас?

Çук, кунăн сăн-пуçĕ çеç

 

Ăс вырăнне çутăлать!

Ку Ăраман тавраш мар,

Ку темĕнле йăваш хер», -

Тесе халап ваклаççĕ.

* * *

Чăнах, ялăн херринче

Теттĕм пӳртре хĕр ларать,

Хĕр ларать те ĕç тăвать,

Пурçăнпала тер тĕрлст.

 

Тĕтĕм шăрши пӳртĕнче

Ĕлекхи пекех тапать,

Ĕлĕкхи пекех çутă

Маччаран анчах анать.

 

Пуçĕ татах хăй ĕçлет:

Кунĕпеле шухăшлать.

Çынсем ун патне килсе

Чăрмантарса каяççĕ,

Ăраман çинчен ыйтса

Тем шухăша яраççĕ.

 

- «Ăраман хĕрĕ эпĕ хам,

Нумай пулмасть вилчĕ вăл,

Мĕншĕн сире кирлĕ вăл?»

Тĕт сарă хер пурне те.-

Тухатмăш патне ырă сын

Çурес çук çав ĕçĕпе.

Унăн патне усал сын

Çӳрет хаяр çиллипе.

 

Хăй кӳрĕшне пĕтерме

Май шыракан çӳрет çав,

Усал сывлăш ертнипе

Улталанса çӳрет шав.

 

Анчах халĕ Лапсарта

Тухатмăша тупас çук.

Унăн шăршлă пӳртĕнчĕ

Вайлă чĕлхе янрас çук.

 

Хутран-ситрен юрласа

Унта Пике ĕç тăвать:

Чĕлхеç пăхăр укçипе

Илнĕ çиппе тер тăвать.

 

Çутă самки айĕнче

Пĕрмай шухăш пăтранать,

Унăн çамрăк черинче

Вĕри юнĕ хускалать.

 

«Мĕншĕн ара аннене

Астумастăп нимĕн те?

Мĕншĕн эпĕ аттерен

Ыйтса юлман ун çинчен?

 

Атте мĕнле вилĕмпе

Вилнине те эпĕ халь

Астумастăп лайăххăн:

Ăçта-ши ăс ман пуçăн?

Пытарма кайнă çертен

Таврăннине астăвап,

Урăх манăн пуçăмра

Юлайман çав нимĕн те.

 

Атте сухаллине те

Тĕлĕкри пек анчах çав

Ас тăватăп эпĕ халь», -

Тесе сар хĕр шухăшлать.

 

Çутă хурçă йĕппипĕ

Вăш чикет те, вăш туртать:

Шур пир çине тĕр тăвать,

Ăраман кам пулнине

 

Вăл катари çынсенчен

Илтнипе анчах пĕлет.

Тага пӳртĕнчен сисет.

- «Пер çĕр аллă çул ĕлĕк

 

Ăраманăн хĕр вилнĕ,

Унтан кайран арăмран

Урăх хĕр ун çуралман:

Ăçтан пулас ку хĕрĕн

 

Шуйттан туса памасан?» -

Тесе ялта пуплени

Хитре хĕре ирĕксĕр

Ярать тарăн шухăша.

 

«Атте, вăйлă пулнăскер,

Хăй вилнипеле мана

Пурăнмашкăн чĕртмен-ши?» -

Тесе ларать сарă хĕр. -

 

«Пытарасса пытарчĕç,

Ăна шăтăках чикрĕç, -

Анчах ăçта вырăнĕ?

Хăй телте ун шăтăкĕ?» -

Иккёленет вал каллех.

 

Темле чипер пулсан та,

Çынсем ăна тиркеççĕ,

Ăна каçпа выляма

Пĕртте хĕрсем чĕнмеççĕ.

 

Çавăнпа та сарă хĕр

Хĕрсемпеле хутшăнмасть,

Çавăнпа та пурнăçра

 

Нумайăшне ăнланмасть,

Çавăнпа та шухăшпа

Анчах кунне ирттерет.

 

Ашшĕ çинчен анчах мар

Вăл кунепе шухăшлать;

Ашшĕнчен те ытларах

Пĕр ачана асăнать:

 

«Мĕншĕн-ши вăл кăнтăрла

Килсе пăхмасть пĕрре те?

Инçех мар-çке пурăнать

Юнашарти пускилте.

 

Пӳрт пит начар, çавăнпа

Вал ун сăнне курас мар

Тесе килмест кăнтăрла.

«Илеп, илеп», - теет те, -

Илмесен мĕн тăвас пур

 

Ман тăлăхăн унпала?» -

Тесе пирĕн хухĕм хĕр

Шухăшласа шуралать. -

«Илессине илĕ те,

 

Тимкка сăмах тытĕ-ха;

Ăçтан тупас парнелĕх

Вĕсен ăрăвĕ валли?»

-Тет хер хăйĕн ăшĕнче.

 

Тимкка лайăх, маттурскер,

Пуян çыннăн ывăлĕ,

Анчах вăл Пике çинчен

Тĕлĕкре те тĕлленмест

 

Вĕри çĕлен каçсерен

Вĕçсе килет хĕр патне,

Тимкка тĕслĕ тумланса.