Тутимĕр :: ÐиллÄкмÄÑ Ð°ÐºÑ
Хĕрккем, чĕре тĕпренчĕкĕ,
Кушаккупа чуна ан ил.
Xĕркке
Ăна хĕрхенмелле, атте.
Пĕр çуннă куçĕ вырăнне
Хĕп-хĕрлĕ шăтăк тăрса юлнă.
(Макăрать.)
Иван пырса тăрать, Хĕркене ачашлать.
Иван
Хĕрккеçĕм, ан йĕр.
(Кĕсйинчен пĕр ывăç мăйăр кăларса парать.)
Мăйăр кат!
Катма пĕр чул та хатĕрех,
Выртать вăл умăнта. Ме, тыт.
(Чул илсе парать.)
Кунта пĕр шăтăк тупрăм эпĕ.
Ĕçчен арлан тăп-тутă мăйăр
Пухса тултарнă, пăт та пур-тăр.
Тяпук пичче, ху ачуна
Питех пĕлсе ят панă эсĕ.
Чăнах, Ахах
(Ахаха мăйăр парать.)
Салтаксене йĕрленĕ хыççăн
Хăвна кантар, шăлна ĕçлет.
Тяпук
Кушак сывалĕ, аннĕре
Пĕртте аса илместĕр-и?
Ахах
Сана хĕрхеннипе анчах
Калассăмах килместчĕ ман.
Тяпук
Кала, ачамçăм, ан пытар.
Ахах
Хĕркке те, эп те — иксĕмĕр —
Пӳрт вырăнне ухтартăмăр,
Кĕл хушшинчен пĕр сулă çеç Кăлартăмăр. Вăл ĕлĕкрех
Аннемĕр аллинче чухне
Çап-çутăччĕ.
Тяпук
Ку кĕмĕл сулă
Чăнах та манăн арăмăн.
Ăна эп мăшăр тусăма
Вăл çамрăк хӳхĕм хĕр чухне
Çурхи çĕрле шыв хĕрринче
Тыттарнăччĕ. Вĕр-çĕнĕ уйăх
Тăратчĕ кăмĕл сулă пек,
Пăхатчĕ пирĕн çинеле.
Ман арăм çуннă кăварта,
Сулли çеç юлнă асăнма,
Куççуль те тăктарма, Иван.
Xĕркке
Атте, ан макăр. Çук, анне
Çунман. Кукка патне хăналăх
Вăл кайнă. Эрпике аппа
Хăй курнă, аннепе калаçнă.
Ха, йĕкĕр мăйăр! Пĕр тĕшши
Тутли сана, Иван пичче.
(Пама тăрать, пăшал хаплатни
илтĕнет.)
Иван
Кайран, Хĕркке. Пĕр хурçă мăйăр
Ярам-ха салтаксем çине.
(Тупă патне чупса пырать, перет.)
Тяпук хăранипе чул çинчен якăлт йăванса каять, ачасем çĕре выртаççĕ.
Тепре перем-ха.
(Перет. Хĕркке патне пырса тăрать.)
Xĕркке
Йĕкĕр мăйăр
Çитертĕн-и салтаксене?
Иван
Çитертĕм, йăмăкăм.
(Пăшал сассисем кĕрлеççĕ.)
Ахах
Персен те,
Вилсе пĕтмен-и салтаксем?
Тяпук
(пуç çĕклесе)
Пĕрне пулин те халĕ ман
Тытса павасчĕ арăмшăн.
Ытарайми ман мăшăрăм
Сулли çеç юлнă макăртма,
Ман чунăма кĕллентерме.
(Аллинчи сулла Ивана кăтартать, ун çине куççулĕ витĕр пăхать.)
Xĕркке
Унта, мĕн, Эрпике аппа
Хĕçпе касать-и?
Тяпук
Эрпике
Арçын чĕреллĕ, теветкел.
Ун чунĕ вутпуççи пекех
Çунса тăрать пĕр канăçсăр
Хĕркке
Ăна курас килет.
(Сиксе илет те ыткăнать.)
Ахах
Ан кай!
(Вирхĕнсе чупать.)
Иван
Ача-пăчан хăрушлăха
Курас килет.
(Чупса каять.)
Тяпук
Ача-пăчашăн
Вăй-шайлă пукане вăййи те,
Чĕр юнлă вăрçă та — пĕрех.
(Тупă умне пырса тăрать, ăна
хыпашласа илет.)
Эх, акăш-макăш пысăк тупă
Пулинччĕ халăх аллинче,
Ун етрисем çитсе ӳкинччĕç
Шур чуллă Питĕр хулинче!
(Сулă çине пăхса илет те ăна хĕвне чикет.)
Халăх килсе тухать. Малта, Тимĕрккĕпе Туйтирек хушшинче, Кăрлик утать,
Кăрлик
Эсир салтаксене вĕлертĕр
Касса-персе, мана анчах
Хăвартар сăхăм пек пĕччен.
Тимĕркке
Салтаксене майра патша
Кунта хăй янă çапăçма.
Сана кам янă, сутăнчăк?
Кăрлик
Эсир ман шăммăма хуçса
Куласшăн-и, кайран мана
Пусашăн-и, ман чĕлхене
Касашăн-и?
Тимĕркке
Ахаль анчах
Çăп-çăмăл кăнтăпăр сана.
Усал шăршу, усал йĕррӳ
Ан юлтăр пирĕн çĕр çинче.
Тяпук
Чăваш-çке вăл.
Туйтирек
Апла, эппин,
Эпир ăна, чăваш тесе,
Ĕнсе çине йăтса лартар-и?
Çӳрер-и унăн айăнче?
Пире пурне те пĕтĕмпех,
Тяпук пичче, сана хăвна та
Ачусене
(Ачисем çине кăтартать)
Вĕлерттерме
Салтаксене ертсе килсен те,
Пуян мăрса ачамккине
Пуçран шăлса çеç каçарма
Эс тилмĕрсе таратăн-и,
Тяпук пичче?
Тяпук
Ман пуçăм...
Пĕр шухăш тĕрĕссĕн лармасть:
Çапах та хамăр чăваша
Епле-ха хамăр алăпа
Пĕтерĕпĕр?
Пĕр пăлхавçă
Хайлу сан çук-и?
Хăй Карликне хăтарнăшăн
Пуян Мăрса сана, Тяпук,
Эрех ĕçтермĕ-ши?
Тепри
Асту
Сана çеç мар, сан арăмна та
Тытса пăрахĕ вăл вутта.
Тяпук
Пĕр çуннă арăм кĕлĕнчен
Нихçан та пулмĕ тепер арăм.
Иван
Кам эсĕ, тусăм, брат Тябук?
Тяпук
Чăваш, ара.
Иван
Патша салтакĕ
Вăл вырăс тейĕпĕр, анчах
Пĕлет-и вал Тяпук пичче
Пăлхавçă иккенне?
Тяпук
Пĕлмест.
Иван
Пĕлмен-илтмен вăл сан ятна та.
Кăрлик-и е ытти чăваш,
Пĕр сутăнчăк анчах пĕлтернĕ
Офицера. Приказ пулсан,
Салтак вут тĕртнĕ сан çурта.
Çунтарнă санăн арăмна.
Мĕн эсĕ вырăса анчах
Вĕлерĕн-и?
Тутимĕр халăх хушшине пырса кĕрет.
Тутимĕр
Пасар-и ку?
Эсир миçе черкке эрехшĕн
Cутса ярасшăн Кăрлике,
Салтаксене калла парасшăн?
Пăлхав пуçланнă хыççăнах
Ăçта çӳрерĕн эс, Кăрлик?
Ма чупрăн Якунькка патне?
Пĕр сас
Вăрман çунать.
Тепĕр сас
Салтак эшкерĕ
Вут янă пирĕн вăрмана.
Тутимĕр
Персе пăрахăр йĕксеке!
(Каять.)
Кăрлик Тяпук умне ӳкет, çĕре пуçĕпе çапать.
Кăрлик
Мана йӳп кӳр, Тяпук пичче,
Çăл манăн çамрăк пурнăçа
Хăрушă вилĕм ункинчен.
Сана нихçан та эпĕ манмăп,
Кĕлленнĕ çурт-йĕр вырăнне
Лартса хăпартăп сан валли
Хăма хапхаллă çĕнĕ çурт.
Тяпук
Сана çăлма ман вăйăм çук,
Чĕре хĕрхенмелле çемçе
Пулсан та...
Кăрлик
Тутимĕре кала,
Тархасшăн, тилмĕр.
Тяпук
Çук, ачам.
Кăрлик Тяпука уринчен ярса тытма тăрать. Тяпукпа ачисем каялла чакаççĕ.
Тимĕркке
Йĕрсен те, чул çыртсан та — вилĕм!
Суя та сутăнчăк чуна
Нихçан та пирĕн халăхăн
Ан пултăр каçару кĕперĕ.
Тимĕрккепе Туйтирек уласа макăракан Кăрлике сĕтĕрсе кăяççĕ.
Xĕркке
Ăна вĕлерĕç-и, атте?
Тяпук
Усал чуна кăнтсан, ачамçăм,
Пурне те килĕ савăнăç.
Çынсем çеç мар, тавра тĕнче те
Сасартăк хĕпĕртĕ. Итле!
Пăшал сасси кĕрлесе каять.
Хĕркке
Вĕлерчĕç-и?
Ахах
Вĕлерччĕрех!
Яла вут тĕртнĕ чух Кăрлик
Ахвитсерпе пĕрле çӳретчĕ.
Xĕркке
Чăнах та Кăрлике персе
Пăрахнă хыççăн çут тĕнче
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...