Таната :: Канăçсăр чун
Тĕрлĕ çын тĕнчере тĕрлĕ пурăнать. Хура япала кирек камшăн та хура пулмалла пек ĕнтĕ. Анчах хăш-пĕрисем хăйсен шухăшне пĕлтериччен, çав хура япалана хура тесе каличчен малтан ялти ятлă çынсем çине пăхса илеççĕ: мĕн шухăшлать-ши кун пирки Якя Илле? Стараста? Чăлах Эрнюк? Вĕсем хуринех шурă е симĕс тесен ку çын та çаплах калать. Калать çеç те мар, куçĕсене тăтăшах Яка Илле, стараста, Чăлах Эрнюк çинелле ывăтса санпа хĕрсе кайсах тавлашма пултарать, чĕрре кĕрсе, шăрчăкланса сана усал сăмахсем каласа пĕтерет. Ĕненместĕн пулсан, имĕш, Илле пиччерен е Чăлах Эрнюкран ыйт. Лешсем хура тесен ку çын та тепĕр майлă çаврăнса ӳкет: «Чăнах та хура иккен!»
Кун пек çынсем çил хăш еннелле хытăрах вĕрет, çавăнталла тайăлаççĕ. Пурнăçĕ те вĕсен ăннăçемĕн ăнса пырать. Вăйлă юхăма май кайма ансат, çын хӳттинче пурăнма шанчăклă. Хăвăн шухăшна тӳррипех каласан, ху пуçупа пурăнма тытăнсан — йăнăшасси те инçе мар.
Ухтиванăн мĕн пĕчĕкренех шухăшĕ те, чĕлхи çине килнĕ сăмахĕ те пĕрре пулнă. Ăс-пуç тĕлĕшĕнчен юрлă çыннăн яланах пĕр юрă тейĕç вулакансем. Çук, уншăн мар вăл. Ăс-пуç енчен илсен Ухтивана эпир пĕртте катăк çын тесшĕн мар. Вăл хăйне çут çанталăк мĕнле çуратса янă, çавăн пек пулнă. Чееленме те йăпăлтатма, усă пултăр тесе тĕрлĕ кукăр-макăрсем тума пĕлмен, кашни самантра кирлĕ еннелле сулăнакан пакша хӳрин шĕвĕ «дипломатине» ним чухлĕ те ăнкартман Ухтиван. Вăл тӳррипе каснă.
Ивук «пурăнма пĕлекен» çамрăк пулнă, Ухтиван чӳхенсе тăракан ирхи ейӳ шыв пулнă. Тикĕс çĕрте ун пек шыв тӳлеккĕн юхать, шарлаксем çинче — сиксе çаврăнать, çул çинче чăрмав тĕл пулсан вăйĕ çитсен сирсе ывăтать...
Пурнăçра Ивук та, Ухтиван та йăнăшма пултараççĕ. Ивук йăнăшĕсем çав «пурăнма пĕлекен» çын «пурăнма» вĕренсех çитейменнинчен, çын тивĕçлĕхне çухатса пĕтерейменнинчен килекен кăлтăксем. Ухтиван йăнăшĕсем — атнă лаша хусканăвĕсем. Вăл мĕн чухлĕ тӳрленсе тăма хăтланать, çавăн чухлĕ ытларах çыхланса ӳкет...
Ухтиван мĕн хăй астăвассах çиес килнипе аптранă. Ирхине те, кăнтăрла та, килте ларнă чухне те, ачасемпе урамра вылянă çĕрте те ăна хырăм выççи канăç паман. Хырăм выçсан — çимелле-çке-ха. Ывăнсан çын ларса канать, ыйхă килсен выртса çывăрать, хырăм выçсан мĕншĕн çимелле мар?
«Çăкăр пĕтрĕ, — тенĕ амăшĕ. — Çăкăр çук, ачам... Кĕçех ак яшка çакса яратăп».
Хĕл варнелле вĕсен çăкăрĕ пĕтнĕ. Пуçланса кайнă вара çăмах. Çитменнине, çăмахĕ те йӳçĕ, çӳпĕллĕскер пулнă, кашни çăтмассерен пыра хырса анса кайнă. Ухтиван ăна юратман, ятне те çӳпĕлли тесе панă.
«Пĕçер-ха, анне, леш çӳпĕллине», — тенĕ вăл урамран чупса кĕрсе.
Ӳсе киле Ухтиванăн уçă кăмăлĕ çапа пĕлмен çын аллинчи пушă пек пулса тăнă.
Çитмен пурнăç, куштансен мăшкăлĕ, хăй çынсем пек пурăнма пĕлменни Ухтиванăн кăмăлне пăснă, шухăшне арпаштарса янă. Мĕн тусан лайăх? Мĕн тусан начар? Мĕнле пурăнмалла? Ухтиван пĕлмен. Пăтранчăк шухăшĕсенчен, çĕр тĕрлĕ туйăмран, татăлса пыракан ĕмĕтсенчен вара пĕр паллă туйăм — тарăху туйăмĕ чăмăртана пуçланă.
Пĕлместĕп, тен, пурăна киле Ухтиван та, Ивук пек, «пурăнма вĕренĕ», йĕркене кĕрĕ, лăпланса çитĕ. Калама хĕн. Тӳррипе — ун пек пуласса ĕненесех те килмест, меншĕн тесен вăл çынсенчен сайра пĕри кăна ватăлмалăх кунне çитет, хăй вилĕмĕпе вилет. Икĕ шалçа хушшине карăнтарнă пăявăн икĕ «çул»: е вăл шалçине туртса кăларать, е хăй татăлса каять.
Ухтиван ашшĕне юратнă, хĕрхеннĕ ăна. Пулăшасшăн пулнă — пулăшма вăй çитмен. Калаçма пĕр чĕлхе тупайман.
...Ухтиванпа ашшĕ вăрмантан таврăнаççĕ. Урапа çине вĕлле хурса çыхнă. Кашни лакăм тĕлĕнчех вĕлле кĕтесси Ухтиван чĕркуççине лексе ыраттарать. Кăшт çеç маларах куçса лармалла ĕнтĕ. Вара вĕлли те лекмĕччĕ, шухăшласа пыма та авантарах пулĕччĕ. Çук, Ухтиван асăрхамасть ăна.
Шăлтăр-шăлтăр-шăлтăр илтĕнет каçхи сывлăшра урапа сасси. Шăлтăр-шăлтăр-шăлтăр...
Те калаçать вăл, те такамран тăрăхласа пырать.
Вĕçсĕр шухăша кайнă пек, лаша та пуçне уснă. Урисене майĕпен те халсăррăн иле-иле пусса вăл тĕттĕм уй варрипе танккаса пырать.
Вĕçсĕр уй, вĕçсĕр тĕттĕмлĕх, вĕçсĕр çул. Паян та çавăн пек, ыран та, тепĕр кун та. Чуна, чĕрене, пĕтĕм кĕлеткене темĕнле йывăр япала пусса илнĕ, тĕтре карса лартнă. Ăçта-ши вăл мăнтарăн хăй еннелле туртакан вут куçĕ, тĕнчене çутатса тăракан кăвак хуппи?
Пĕр Яриле старик кăна хăй «çиппине» çаплах веçертмест.
«Кĕçех ак хурт-хăмăр хуçисем пулса кайăпăр», — тет вăл.
Хăйĕн икĕ вĕлле хурт, вĕсем те пулин — упа «телейĕ».
«Пурнăç вăл йăпăлтан пулă пекех, — тет вăл шăппăн ывăлĕ çине пăхмасăр. — Ăрăскала алла çавăрса илме Яка Илленни пек пысăк чеелĕх, çаврăнăçулăх кирлĕ. Ĕлĕк вăл та пирĕн пек çынахчĕ. Халь ав — хăвах куратăн. Вĕрен вăт».
Тĕттĕм уйра путене сасси илтĕнет, тусан шăрши кĕрет. Каçхи шăплăха пăсма именнĕ пек, ялта майĕпен те хурлăхлăн юрă янăрама пуçлать.
«Ыран вăрмана тата икĕ вĕлле кайса çакăпăр, — мăкăртатать старик хăй тĕллĕн. Ывăлĕ калаçăва хутшăнманни ăна пĕр вăхăтрах шиклентерет те, савăнтарать те. Унчченхи пек уççăнах хирĕç калаçиччен, ан тив, чĕнмесĕр пытăр. Тен, хăçан та пулин хăй те ашшĕ пекех шухăшлама вĕренĕ. — Ыран тата икĕ вĕлле кайса çакăпăр. Вĕсене те хурт пырса кĕрсен пилĕк вĕллене çитет хайхи... Ик-виçĕ, çултан, тен, хурт-хăмăрпах ураланма пултарăпăр. Ку вăл, ачам, таса ĕç, çынна кӳрентермелли мар. Вăрмана йывăç тăрне пушă вĕллесем кайса çакма кăна ан ӳркен. Ĕç вăхăтĕнче уйрăлса тухса тăракан çăвăр хуртсем пайтах пулаççĕ. Хăшĕ те пулин пырса кĕрет-кĕретех...»
«Çитĕ, атте».
Шăлтăр, шăлтăр, шăлтăр илтĕнет уйра урапа сасси.
«Пилĕк вĕлле, — шухăшлать Ухтиван хăй ăшĕнче ыраттаракан вĕлле кĕтессине аллипе тытса. — Унтан мĕскер? Малалла мĕн, пилĕк вĕллене çитерсен? Ăна та шанма çук-ха».
Шăлтар, шăлтăр, шăлтăр... Шăлтăр, шăлтăр, шăлтăр... Пуç çине вĕтĕ чул тăкăнса тăнă пек, хăлхара вĕçсĕрех пĕр кĕвĕ янăрать. Ашшĕ сасси таçта аякра-аякра...
«Ну, пилĕк вĕлле пултăр? Унтан — улттă... вара мĕскер? Хурт çеç мар-çке пурнăçра...»
Çук, ашшĕне ниепле те пĕр чĕлхе тупаймасть Ухтиван. Яланах хуртсем, вĕлле... вĕлле, хуртсем. Ирхине те çав калаçу, каçхине те, çĕрле те. Ухтиван купăс тытса ларсан Яриле çав тери хĕрхенсе пахать ывăлĕ çине, темле шутсăр кирлĕ япалана, пурнăç тупсăмне, пурнăç «çиппине» ăнланман çын çине пăхнă пек шеллесе пăхать. Хăйĕн шухăшне уççăн калама именсе, хăйпе хăй калаçнă пек, тытăнать вара мăкăртатма. Мăкăр, мăкăр, мăкăр. Вĕçсĕрех хуртсем, вĕлле, пуйса каясси... Хăйĕн — карти витĕр çил вĕрет, пӳлмисенче шăши ӳксе пуçне çурмалла.
Эх, ĕмĕт çав, ĕмĕт... Пăчăрăн пырши тухать тет, хăй çаплах малалла ĕмĕтленет. Кустăрма еверлех-ши вара этем тени те? Шăлтăртатса пырать-пырать те пурнăç çулĕпе çĕрсе пĕр-пĕр лакăма тӳнсе каять. Савăнăç ăçта? Савăнаçа кам пытарса хунă?
Ухтиван ыраттаракан вĕллене вăйпа тĕксе хыçаларах шутарать те çĕре сиксе анать. Çук, пулмасть капла пурăнса, пулма кирлĕ ăçта та пулин... уçăрах сывлăш... Этем — çĕр хурчĕ те, пăчăр та мар.
Вăл ялти калаçусене аса илет. Пасара кайса çӳрекенсем, Атăл çинче ĕçлекенсем пĕрне-пĕри темĕнле хăюллă Григорьев салтак çинчен кала-кала параççĕ. Вĕсен сăмахне ĕненсен Григорьев пĕр вăхăтрах Орининра та, Муркашра та, Тутаркасра та... пур çĕрте те. Ăçта та пулсан шăв-шав илтĕнет — Григорьев ятне асăнаççĕ. Кантуртисене хăратаканĕ — Григорьев. Халăх ĕçĕпе хулана кайса çӳрекенĕ те каллех çавă.
«Кам-ши вăл — ун пек хăюлла çын?»
Хыçалта та сĕрмен урапа сасси чĕриклетет. Çанталăк пăчă, тăвăр. Тӳпен пĕр хĕрринче çиçĕм йăлтăртата-йăлтăртата илет, ал арманĕ çавăрнă пек, аслати кăлтăртатать.
«Кам-ши вăл Григорьев? Курса калаçма çук-ши унпа пĕрре?»
* * *
Савтепи те илтнĕ иккен Григорьев çинчен, чăваш çынниех тет вăл, анчах хăйне курман.
«Ăна патша та пĕлет теççĕ. Пĕр ачи унăн Питĕр хулинче пурăнать тет».
«Ăçтан илтнĕ вара эс вăл сăмахсене?»
«Пасарта сӳтрелеççĕ, — терĕ те Савтепи чарăнса тăчĕ. Вăл Ухтиванпа калаçма çыварнă çĕртен тăрса тухнă та, хăйĕнчен çамрăк ӳтпе тутлă вырăн шăрши кĕрет. — Ну, чипер кай. Атту кĕçех атте вăранĕ».
«Ну, çакă вара. Пĕрмай «кай»...
«Кил тесе чĕнме вăхăт çитеймен-ха, йĕкĕт. Чим-ха, мĕншĕн эсĕ кĕресшĕн мар çав кантура ĕçлеме? Унта шалу та нумай тӳлеççĕ тет!..»
«Эсĕ ватнă кĕпер çинчен ӳксе ĕнсене хуçасран хăратăп, Савтепи. Манăн кăштах пурăнас килет-ха, çынсем ӳксе аманнине курас килет».
«Ненай, ӳкĕçех-ши вара вăл кантуртисем хăçан та пулин? Эпĕ шанми те пултăм ĕнтĕ».
«Ӳкме кирлĕ, Савтепи... Халăх кăмăлĕ çапла».
Ухтиван Каççанăн хыçалти алăкĕнчен тухрĕ те уялла утрĕ. Çумăр умĕнхи çанталăк çаплах тăвăнса, хускалмасăр тăрать-ха. Аякра-аякра аслати кăлтăртатни кăна таçта вăрттăн хăват пуçтарăннине, пусарса тăракан йывăрлăха сирсе пăрахма хатĕрленнине систерет.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...