Таната :: Турăпа çӳреме тухни
Ир такăнсан — каçчен теççĕ. Аслăк çинче ăна Миккн пырса хупларĕ. Чиркӳрен васкаса тухса килне çитнĕччĕ — хăнасем кайнă пулчĕç. Сыснасене апат пама хушас тесе Миккие шырарĕ — вăл та ӳсĕрĕлсе йăванма ĕлкернĕ.
Тарăхнă Салакайăк апата ларчĕ, анчах кунта та чăрмантарчĕç. Темиçе кашăк сыпсанах çенĕк алăкĕ уçăлса кайрĕ те, пӳрте икĕ чăваш кĕрсе тăчĕç. Сулхăн пулма чӳрече хупписене хупланă, çавăнпа килнĕ çынсене Салакайăк çийĕнчех палласа та илеймерĕ.
«Апат тутлă пултăр», — терĕ те килнисенчен пĕри тĕпелелле иртсе чӳрече хушăкĕнчен ӳкекен çутă тĕлне, тăрăхла сак çине, пĕр чĕрес çăмарта пырса лартрĕ.
Çыннине курсан Александр Петровичăн кăмăле тата ытларах пăсăлчĕ. Сĕтел хушшине вăл ларас çуккине пĕле тăркачах Салакайăк хăйпе юнашар сак çине кăтартрĕ. (Сĕтел умĕнчи хыçлă пукан çине Александр Петровичсен никам та лармасть — вăл чи аслă хуçа — турă вырăнĕ.)
«Кил, ларăр абада... Мигабар».
Алăк патĕнче темĕн пăшăлтатса илчĕç. Пĕри тухса кайрĕ.
«Эпир ĕçпеччĕ, — терĕ Михапар текенни, пуп сăмахне илтмен пекех. — Ват çынсем уя турăпа тухасшăн. Выçă юлатпăр, тырăсем пĕтеççĕ. Çветтуй вута шывĕ саптарасшăн...»
Салакайăк сĕтел хушшинчен тухма çеç тăнăччĕ, пӳрте матăшкă хыпаланса кĕчĕ. (Самăр кĕлеткеллĕ Марфа Ефимовна кăшт та пулин ырханланасчĕ тесе яланах васкаса утма тăрăшать.) Çынсене хăна тума юратаканскер, Михапара курсан вăл ăна тӳрех аллинчен ярса илчĕ:
«Хунему савать пулĕ, шăп кăна апат тĕлне килсе çитрĕн. Ирт-ха тĕпелелле, ăшă кукăль астивсе пăх».
«Тавтапуç, эпĕ тутă, ан чăрман, матăшкă, — терĕ Михапар хăйĕн аллине Марфа Ефимовнăн çемçе аллинчен вĕçертсе. — Халь анчах сĕтел хушшинчен тухса килтĕм».
«Ара ĕнтĕ... Мĕнле вăл апат çимелле мар тет? Кунта вăтанатăн пулсан эппин лаçа хатĕрлесе парам».
«Çук, çук, матăшкă, çиместĕп, ан çиллен. Пирĕн сăмах пурччĕ-ха...»
«Çапла, вĕсем ĕçпе килнĕ, — терĕ Салакайăк та. — Уя турăшсемпе тухасшăн».
«Ыран-и?»
«Хăçан тухашшăн эсир? — ыйтрĕ Салакайăк Михапар патнелле утса пырса. — Кун ытла нумай пулчĕ ĕнтĕ паян».
«Паянах тухасчĕ теççĕ».
«Каçчен ĕлкĕретпĕр».
«Юрĕ эппин. Эп халех...»
Салакайăк хатĕрленме тытăнчĕ. Хăй самăрринчен вăтанакан Марфа Ефимовна сулахай аллипе тулли кăкăрĕсене хуплама тăрăшса сак çинчи чĕресе çенĕке илсе тухрĕ.
* * *
Тырă пуссинчи çеремлĕ çулпа халăх утать. Пуçсем çинче сăрă тусан йăсăрланать. Тусан пĕлĕче чиркӳ çӳллĕшне çĕкленсе çумăр пĕлĕчĕ пек чăмăртаннă та аякранах хуп-хуран курăнса тăрать. Вăл шумасть, çухалмасть, темле пуç-урасăр пысăк чĕрчун пек, хуллен çеç пĕр выранта йăшăлтатса çаврăнкалать. Çынсем çывхарса килеççĕ, иртсе каяççĕ, тусан пĕлĕчĕ çаплах тӳпере çакăнса тăрать-ха.
Уйра типĕ, вĕри. Хĕрсе çитнĕ сывлăш куçа кĕрет, шăл хушшинче кăчăртатать, кăкăра касать. Çул çинчи шăнăр курăке тахçанах ĕнсе, хăрса ларнă. Анасем çинчи чĕлтĕрти тырра та, çул хĕрринчи армути, хыт хура, пиçен, анра çарăк тунисене те тусан пусса лартнă, ниçта пĕр ешĕл тес курăнмасть. Ура айĕнчи çĕр кĕл пек йăштăркка, вĕри.
Уя ватти-вĕтти — пĕтĕм ял халăхĕ тухнă. Çул ансăрланнă çĕрте çынсен юхăмĕ çырма пек кукăр-макăрланса тем тăршшĕ тăсăлса каять, сарлакарах çĕрте пĕр çĕре пухăнать. Анасем çине никам та пусмасть. Çынсем шăппăн, чĕнмесĕр утаççĕ. Хутран-ситрен çеç ача йĕрсе ярать, такам пурне те илтĕнмелле ассăн сывласа илет. Турра кĕл тума мар, çын пытарма каяççĕ тейĕн çав.
Александр Петрович хăй те ассăн сывласа илет те çамкине ал тӳрчĕпе шăлать. Виç-тăват утăмра малта турăшсем йăтса пыраççĕ. Пурте халтан кайса çитнĕ ĕнтĕ. Çаврăнасчĕ те ялалла утасчĕ — юрамасть, темĕнле хăват туртнă пек, юхăм çаплах малалла, тусанпа ăрша карса илнĕ сăрă карри ăшнелле шăвать.
Сĕтел лартнă тĕлте Салакайăкпа тияккăн тусанпа чыхăнса васкаса кĕлĕ мăкăртатаççĕ. «Элексантăр атте» тăват еннелле хĕрес хывать, мĕлкепе малтан халăх çине, унтан уялла шыв сирпĕтет. Вăл тахçанах ăшша пиçнĕ ентĕ; пуçĕ хĕссе ыратать, куçĕ хурала-хурала килет. Килти нӳхрепри сивĕ кăвас халь ăна ĕçсе тăранайми тутлă пулассăн туйăнать. Сыснасем те типсе вилеççĕ пуль ĕнтĕ!
Салакайăк мĕн ялтан тухнăранпах хăй çывăхĕнче утакан Михапар çине тарăхса пăхать. Мĕн кйрлĕ ăна? Мĕншен вăл, кăкарса янă пекех, паян унран пĕр утăм та хăпмасть?
Михапар хĕрĕхсенчен çеç иртнĕ пулас-ха, çӳллĕ, сарлака хул-çурăмлă та тăрăхларах питлĕ. Çӳçĕ — йăмăх хура, мăкланса тăракан çаврака сухалĕпе мăйăхĕ вара темшĕн тĕксĕм сарă. Нумайранпа халăх çине тухса çӳремен матăшкă ăна хитре тенĕрен Александр Петрович юриех сăнаса пăхать Михапар çине. Пичĕ шатра, тутине, çапăçма юратакан çын пек, тăп хĕстерсе тытнă. Мĕн тăвăн ĕнтĕ: хĕрарăм куçĕ-çке. Вĕсемшĕн пулсан вăй пултăр, вара вĕсем куçсăр çынна та хитре теме хатĕр.
Юнашарах тияккăн йывăррăн мăшăлтатса сывлать. Михапар шăппăн утать.
Çук, нихçан та килĕштермен ăна Александр Петрович. Сăнĕнче те, Михапар хăйне çынсем хушшинче мĕнле тыткаланинче те, ял халăхĕ ун çине мĕнле пăхнинче тс палăракан хăюлăхĕшĕн, Михапар яланах савăнăçлă çӳренĕшĕн, хăй (Салакайăк) лутра та кутамас, Михапар вара яштака та илемлĕ пулнăшан юратмасть. (Тĕрĕссипе каласан, Михапарăн кăмăллă сăнне пичĕ çинчи вĕтĕ чечче йĕрĕсем те пăсмаççĕ, тутине тăп тытса тăни те ăна хаяр пек кăтартмасть, куна Александр Петрович хăй те курать. Анчах ăшри сивĕ туйăма çĕнтерме çук.)
Михапарсем тахçантанпах пăлхавçăсем пулнă. Михапарăн аслашшĕ — вăл та Михапарах — ĕлĕк ку тăрăхра Пугачев çыннисене ертсе çӳренĕ, пупсене çакма пулăшнă. Ăна халăх умĕнче темиçе хут хулăпа çаптарни те, касамат та авайман. Тăхăр вунналла çитнĕ ватă Михапар, Çĕпĕртен хăрах куçпа таврăннăскер, халь те-ха пуçне каçăртса утса çӳрет, пупа курсан нихçан та сывлăх сунмасть, чиркĕве те ура ярса пусмасть.
Унăн мăнукĕ нумай енчен аслашшĕне хывнă. Аслашшĕ пекех, ытлашши пуç тайма юратмасть, ун пекех вăйлă, ĕçчен. Хĕлле те, ашшĕ пекех, мăйкăчпа та танатапа вăрмана кайăка чупать.
Ватă Михапарăн пĕр ывăл та пĕр хĕр пулнă, ун мăнукĕн вара халех — сакăр ача, арăмĕн татах çийĕнче пур. Иккĕмĕш ачи çеç вĕсен ывăл пулнă, ыттисем пурте хĕрсемччĕ-ха, виçĕм çул çурални тепре ывăл пулнă терĕç. Ăна Михапар арăмĕ таçта хăнана кайсан çуратнă, унтах тĕне кĕртсе килнĕ.
«Ристан» Михапарăн тăванĕ Михапар хăйĕн пĕрремĕш ывăлне те Михапар ятах панă. Кунпа вăл мĕн каласшăн пулни сăмахсăрах паллă ĕнтĕ!
Салакайăк тусан ларичченех тусан тĕслĕ пулса кайнă питсене, теме чĕререн шанса е тилмĕрсе пăхакан куçсене курать те тĕлĕнет. Мĕн хускатрĕ ку халăха? Турăпа çӳреме тухас тесен халиччен Салакайăк малтан вулăс правленине кайса калаçаканччĕ, вĕсенчен пулăшу ыйтаканччĕ. Вара, кантур хушсан тин, ирĕксĕрех — халăхĕ килĕшекенччĕ. Кусем халь ак хăйсем пырса чĕнчĕç. Çук-ши кунта мĕнле те пулин ултав?
Салакайăк çынсем еннелле тинкерсе пăхать те пĕр пит те курмасть. Пĕтĕмпех — çурăмсем, çăмлă ĕнсесем, лапсăркка пуçсем.
Юлашки хут чарăнса тăчĕç. Кунтан ĕнтĕ ялалла пăрăнмалла. Çынсем асăнччăр тесе Александр Петрович уйрăммăнах тăрăшса кĕл турĕ.
Турăшсем çĕкленĕ çынсем çул юппинчен темшĕн ялалла мар, сасартăк вăрман еннелле çул тытрĕç. Пĕри парăнса утрĕ, тепри, виççĕмĕшĕ. Вара, малтан калаçса татăлнă пекех, пĕтем халăх вĕсен хыççăн хускалчĕ.
Киле çитесси çинчен ĕмĕтленсе пыракан «Элексантăр атте» чĕри лаштах турĕ.
«Мĕн тăвать? — тесе Александр Петрович аяккалла утакан çынсем çине кăтартрĕ. — Кăçта кайма? Киле каяс».
Михапар йăл кулса илчĕ те тусанпа вараланнă питне аллипе шăлчĕ.
«Кунтан инçе мар ĕнтĕ, пачăшкă. Каялла эпир сана утпа ăсатăпăр».
«Ма каять вурмана? Уй тавра çаврынза питри ведь?»
«Унта пирĕн ыраш пусси, пачăшкă. Халăх çавна кĕл тутарасшăн. Инкек пулчĕ...»
«Милле инге?»
«Инке мар, инкек. Çĕре вăрласа кайнă пирĕнне».
Салакайăк ялсем тăрăх сĕтĕрĕнсе çӳрекен ӳсĕр мишавайсене аса илчĕ. Вĕсем такам çĕрне те касса илсе пама хатĕр, укçупа эрехне çеç ан шелле. «Ĕçне» пĕтерсенех хăйсем ялтан тухса шăвăнаççĕ. Икĕ кӳршĕ ял хушшинче вара çапăçу пуçланса каять. Пĕр çын ĕçне тепĕр чухне ĕмĕр тăршшĕпе татаймаççĕ. Кантур хутшăнать, округ хутшăнать... пуп хутшăнать. Пĕрисем пĕрин майлă, теприсем тепĕр ялшăн тăрăшаççĕ. Юлашкинчен икĕ ялĕ те çаралса юлать, темиçе çын касамата кайса ларать. Чи çывăх хурăнташсем тăшмансем пулса тăраççĕ.
Пулă тытма кирек хăçан та пăтранчăк шывра ансатрах. Çаванпа «çĕр вăрланă» тенине илтсенех Александр Петровичăн ывăнни те таçта кайса кĕчĕ.
«Çĕр варланă?!»
«Çĕре вăрланă, — терĕ Михапар тепĕр хут. — Кĕл тутарса пăхас тетпĕр. Халăх çапла калать».
«Касса татнă-и çĕрне? Урих яла парнă-и? Уна хут çырмалла... Кандура бильдерес».
Хăюлла Михапар сăнĕнче сасартăк хăраса ӳкни палăрчĕ.
«Çук, çук, мĕн мар... кантура ан пĕлтер, пачăшкă. Юрамасть. Çĕре касса илмен, вăрласа кайнă. Усал çынсем хăтланнă... Кĕл тумалла... Выçă юлатпăр атту».
«Çĕр вăрланă, анчах никам та касса илмен». Турттарса кайнă-и апла ăна? Кантуртисене те пĕлтерме юрамасть, Аптраса ӳкнĕ пуп тияккăн çине кăнн! пăхре те ăна халăхпа пĕрле утма хушрĕ.
Михапар уççăн калама хăраса çаплах пуçне хыçкаласа тăрать-ха, темскер ăнлантарма хăтланать. Салакайăк ыйтнăçем вăл тата ытларах арпашăнса кайрĕ. Вĕсем калаçнине аякранах итлесе тăнă вунă-вуникĕ çын йĕри-тавра хупăрласа илчĕç.
«Атя ĕнтĕ, пачăшкă!»
«Халиччен кĕл туни шута кĕмест. Çав пусса çитмелле».
Хăйне чике тăршше лартнине тинех туйса илчĕ Александр Петрович. Пĕчĕк ачана улталанă пекех улталарĕç ăна! Çак пĕтĕм мыскарана Çĕньял халăхĕ турра ĕненсе мар, çав вăрман сăмсахне çитес йӳтĕмпе тунă ĕнтĕ. Мĕскер пур-ши апла унта? Тепĕр тесен, пупăн халăх кăмăлне хăварма та юрамасть.
Салакайăк килĕшрĕ.
Вăрман хĕррине кĕшĕлтетсе пуçтарăнчĕç. Темиçе утăмрах — çырма. Ыраш кунта самаях çӳллĕ, парка кĕпçеллĕ, куçа илĕртсе кĕç-вĕçех пуçах кăларас пек кашласа ларать. Анасем çинче çын йĕрĕсем палăраççĕ, темиçе çĕрте кĕреçепе чавса илнĕ хура вырăн курăнать. (Александр Петрович кайран ятарласах суса тухрĕ — çичĕ çĕртен чавса илнĕ.)
Пăчăхса çитнĕ, тусанпа хуралнă çынсем чи малтан шыв хĕррине пымалла пекчĕ ĕнтĕ, анчах унталла никам та ура ярса пусмарĕ, çаврăнса та пăхмарĕ! Ват çынсем асăрханса анасем çине кĕчĕç, такам чава-чава илне шăтăксем йĕри-тавра чĕркуçленсе ларчĕç. Александр Петрович тĕлĕнсе тем ыйтасшăнччĕ, анчах стариксем куççульпех макăрнине, çул çине тăрса юлнисем сывламасар вĕсем çине пăхса тăнине курчĕ те тияккăна васкамасăр кĕл тума хушрĕ. (Чăвашсем вырăсла пĕлмеççĕ пулсан та сăмахсене пат татса кĕл тунине юратаççĕ. Васкаса мăкăртатни, юрланă пек кĕл туни, вĕсене юри-мари хăтланнă пек, улталанă пек туйăнать.)
Кĕлĕ пĕтсен стариксем каллех анасем çине чĕркуçленсе ларчĕç те хăйсен кĕллине пăшăлтатма тытăнчĕç.
Вырăсла-чăвашла пăтрашăнса Александр Петрович та сăмах каларĕ. Турă хушнă пек пурăнсан пире нимле усал та, нимле хаяр çын та сиен кӳме пултараймасть терĕ вăл. Турра мансан ăса кĕртес, хăй çинчен аса илтерес тесе турă пире инкек ярать-мĕн.
Чăвашсем хăйсен вĕçсĕр шухăшне шухăшласа тăнă май тӳлеккĕн: çаплă, çапла, пачăшкă, текелерĕç те ялалла пăрăнса утрĕç. Александр Петрович вĕсем çине пăхмасăрах туйрĕ: вăл каланă пĕр сăмаха та ĕненмерĕç чăвашсем.
Яла таврăнна чух халăх шухăш-кăмăлне Михапар каласа пачĕ.
«Эх, пачăшкă, ухмах эсĕ, — терĕ вăл лăпкăн. (Пуç çинче капланса тăнă йывăр хăрушлăх унăн кăштах сирĕлнĕ пулас.) Калаçура хăйне «ухмах» тенĕшĕн Салакайăк çилленмест. Чăваш чĕлхинчи «ухмах» сăмах вырăссенни пек тӳрккес те, çиллес те мар, темле çемçерех, йăвашрах, ăшăрах илтенет: вăл пуринчен ытла айван тенине пĕлтерет: — Эсĕ, ялта ӳснĕ пулсан та, чăвашсемпе хутшăнман, вĕсен йăлисене пĕлместĕн. Итле, эçĕ! Манăн иккĕмĕш хĕр çуралнă çулхине те пирĕн çĕре вăрласа кайнăччĕ. Юрать, çийĕнчех сиссе йĕр тăрăх кайрăмăр та çĕре каялла вăрласа килтĕмĕр. Халь ак виççĕмĕш çул ĕнтĕ таврара тырă пулмасть. Мĕншĕн пулмасть? — терĕ те Михапар Салакайăка куçĕнчен чăр! пăхрĕ. Вара хăех каласа хучĕ. — Усал çынсем çавăн пек хăтланнишĕнех пулмасть! Чиркĕве сахал çӳретĕр, турра мантăр тетĕн эсĕ. Ĕлĕкрех пирĕн чиркӳсем те çукчĕ, турă çинчен те пĕлмен эпир, тырă çапах йăтăнса пулнă. Халĕ чиркĕве çурени те, турра кĕл туни те пулăшмасть. Тырă — çук, выльăх апачĕ — çук... Вырт та вил».
«Тухта-ха, милле вурлаççĕ уна, çĕрне? Мин-мин туваççĕ?»
Урапа çумĕнчи Михапар чылайччен сăмах чĕнмесĕр пычĕ. Кустăрмасем çаврăннă май çул çине йăштăркка тусан тăкăнса пырать. Йăптăхне тăкман пĕчĕк хăла ут пуçне уснă, хӳрине лăшт уснă, урисене çемçен лăп-лăп-лăп пусать, — мамăк çинче утать тейĕн. Сывлама йывăр.
Çынсен пĕр ушкăнĕ яла çитсе кĕнĕ ĕнтĕ.
Михапар, пуп еннелле пăхмасăрах кĕскен:
«Мĕне кирлĕ вăл сана?» — терĕ те васкасарах утма тытăнчĕ.
Салакайăк урапа çинче хускалса илчĕ.
«Ара, мин тума... пĕлме, тухта...»
«Çук, кирлĕ мар вăл сана, — тесе пат татса хучĕ Михапар. — Çырма юрамасть ун пирки, кантура пĕлтерме юрамасть, тӳресем тăрăх çӳреме те юрамасть».
«Эп пилмелле-çке...»
Михапар чĕнмерĕ. Хытăрах утма тытăнса вăл кĕçех лавран иртсе кайрĕ, темиçе минутран вара кая юлнă çынсен ушкăнне çитсе хутшăнчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...