Таната :: Серепе
«Кулава хушмасть-çке»
«Ан итле эсĕ тăшман сăмахне».
«Ташман? — терĕ те хĕрарăм хăех каласа хучĕ — Çапла çав, ташман. Салакайăкĕ те тăшман... Пĕр кун пурăнмăтăм эпĕ вĕсемпе».
«Ма пурăнатăн эппин? Сана çыхса лартман-çке вĕсем çумне?»
«Мĕн тăвас-ха манăн? Эпĕ ним ĕçлеме те пĕлместĕп».
«Пуçа килсен — пушмак тăхăннă тет», — терĕ Михапар ытарлăн.
Пĕр хушă чĕнмесĕр тăчĕç. Хĕрарăм ассăн сывласа илчĕ те каялла çаврăнса пăхрĕ. Тул çутăлать пулас, алăкри пĕчĕк шăтăк кăваккăн палăра пуçларĕ.
«Упăшку мĕнле лекрĕ вара касамата?» — ыйтрĕ Михапар.
Хĕрарăм тепре йывăррăн сывласа илчĕ.
«Мана пула пуçне çирĕ. Сăр çинчен таврăнсан пĕр уйăхран пирĕн хушăри ĕçсене сисе пуçларĕ, — терĕ вăл тĕлĕкре калаçнă пек темле ĕшенчĕклĕн, ыйхăллăн — Вара ĕçсе супнă та пристава кăшт кăна çăла ярса вĕлермен».
* * *
Кăвак çутăлла путвалăн икĕ алăкĕ те шанкăртатса уçăлчĕ те Михапар кантур картишне тухса тăчĕ. Утма тытăнсанах вăл сулăнса кайса хӳме çумне пырса çапăнчĕ. Унтан тӳрленсе тăчĕ, чĕнмесĕр тăракан Салакайăк еннелле пăхрĕ.
«Эсĕ мана парăнтарасшăнччĕ-и? Çук, парăнтараймастăн эсĕ пире!» — тесе йăл кулса илчĕ те килнелле утрĕ.
Шухăшсем
Collaborazione tra scuola e famiglia —...
Why overspend on paid advertising? Our A...
Unlock more targeted leads with our AI! ...
Zivjo! Izboljsaj svojo organizacijo z ...
Παραδοσιακό παστίτσιο στο https://www....
Tip pre kazdeho, kto chce viac efektiv...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...