Таната :: Хĕр кăмăлĕ
Савтепи ĕнине васкаса хăваласа таврăнчĕ те, такама кĕме чарас пек, часрах çил хапхине çаклатса лартрĕ, чупса кайса хыçалти алăкне кĕле хучĕ. Вара тин ассăн сывласа илчĕ, çенĕк умне пырса тăрса çӳçне тухйи айне юсаса кĕртрĕ. Урамалла пăхса кăштах шиклĕн кĕткелесе тăнă хыççăн Савтепи тенкисене майĕпен чăнкăртаттарса пӳрте утса кĕчĕ.
Ирхи тĕтĕмрен юлакан пылакрах шăршă, пĕчĕк чӳрече çутипе семленсе курăнакан сĕтелпе пукан, йывăç путмар, пысăк кăмака — çак тахçан хăнăхнă япаласем хĕр ачан çуйханнă чĕрине часах тăванла йăпатса пусарчĕç. Вăл тата тепре, халь ĕнтĕ вуçех урăх сăлтавпа, хашлатса сывларĕ те сĕтел пуçне пырса ларчĕ.
Ик-виçĕ эрне ĕнтĕ Савтепи кашни каçах тенĕ пек пĕр тĕлĕкпе аташать. Пăлтăра кĕрсе çитĕпе пуç çинченех пĕркенсе выртать те вăл уççăн та ирĕккĕн сывласа ярать. Куçне хупма ĕлкĕричченех унăн хăлхинче йывăç тăррисем шавлани, кӳлĕри вĕте хумсем çыран хĕррине пыра-пыра сĕртĕнни илтĕне пуçлать. Темшĕн тир тутине аса илтерсе пиçнĕ çырла шăрши кĕрет. Ыррăн-ыррăн кăтăклаççĕ ӳт-пĕве йывăç турачĕсем, ачаш çил, хĕвел ăшши...
Савтепи кӳлĕ хĕррине утса тухать пек. Çерем сăмсахĕ çине тăрса шывалла пăхать те вăл хайĕн хитре сăнĕпе юнашар шывра Ивука курать. Тĕрĕссипе Ивуках та мар пулас вăл ача. Çав пусма кĕпе-йĕм, чăнкă тăрăллă карттус, йăлтăркка çутă атă тăхăннă илемлĕ çамрăка курсан Савтепи яланах Ивука аса илсе тăнипе кăна вăл çапла туйăнать пулĕ.
Хĕре пилĕкĕнчен ыталаса каччă вăрманалла утать. Савтепи чĕри хăвăрттăн тапать, пуçĕ çаврăна-çаврăна килет. Хăйне ăçта илсе кайнине пĕлмест пулин те, вăл пĕр иккĕленмесĕр утать... Ăшĕнче кăна пĕр вăрттăн шухăш пекки çаврăнать: унта, малта, таçта вăрман леш енче, пысăк-пысăк хула пулмалла. Хулин варри тĕлĕнче, халь хăйсен пурăнакан евĕрлех, анчах унтан шутсăрах пысăкскер, пĕр пӳрт пулма кирлĕ. Унăн чӳречи те Савтеписенни пек мар-тăр ĕнтĕ, алăк пекех пысăк пуль, тата тухасса та вăл картиш енне мар, урамалла тухать пулĕ. Савтепи шухăшĕпе вăл пӳртри путмарĕ те, каска пуканĕ те, тĕнĕ шăтăкĕ те темле илемлĕрех, якарах пулассăн туйăнать.
Çамрăксем пӳрте пырса кĕреççĕ пек. Хăйсем хыççăн алăк шалтлатса хупăнсанах Савтепи сĕтел çинче вĕр çĕнĕ тупăк ларнине курать. Хĕр тарласа вăранса каять. Вара çиттине хăй çинчен сирсе пăрахать те чылай вăхăт хушши ним хускалмасăр пăлтăр маччинелле пăхса выртать. Пăртакран Каççан пичче тăрса ĕне суса кĕрет, çемçен-çемçен пускаласа çӳресе яшка çакса ярать.
Çенĕк алăкĕнчен вĕçсе кĕнĕ ирхи уçă çил питне пырса сĕртĕнсен тин Савтепи тепĕр хут çывăрса каять.
...Сĕтел пуçĕнче шухăша кайса ларакан хĕр кантăк умне куçса ларчĕ. Пĕр вăхăтрах тĕлĕнет те, шикленсе те илет Савтепи. Мĕне пĕлтерет-ши ку тĕлĕк? Тата мĕншĕн вăл пĕрмаях пĕр евĕрлĕ, пĕр çын çинчен? Ăна та калаймасть Савтепи: те вăл тĕлĕкне çывăрса кайсан курать, те çывăрмасăрах çапла аташса выртать. Тен, вăл тахçан Ухтиван е Ивук каланă сăмахсемпе кăна çапла антрашать пулĕ?
Савтепи çивĕтне сӳтсе ячĕ те çӳçне икке пайласа тĕпĕнчен хăю таткипе çыхса лартрĕ. (Хĕрсене икĕ çивĕт тума юрамасть, пĕлет ăна Савтĕпи, анчах ун пек йăласене пăхăнас килмест унăн.) Пулса çитнĕ сĕлĕ хăмăлĕ тĕслĕ шупкарах сарă çӳç кăкăр çине икĕ кĕлте пек усăнса анчĕ.
Çук, чĕре выртмасть! Савтепи кирек ăçта кайсан та, кирек мĕнле ĕçпе йăпансан та куçĕ умĕнчен çав усал тупăк сирĕлмест. Анчах чĕри, чее тарçи хуçине улталама тăрăшнă пек, çапах çав тĕлĕкри хитре йĕкĕт еннелле туртăнать, пуçран та çав Ивук калакан асамлă хулах туха пĕлмест.
Ивукăн аскăн та илĕртӳллĕ сăмахĕсене илтиччен Савтепи çурхи йăмра турачĕ пекех тĕлĕрсе пурăннă. Касса ларт эс ăна çуркунне кирек хăш тăпра çине — вăл часах папка кăларма тытăнатъ, тымар ярать... Илтнĕ Савтепи ял-ялсенче çынсем тарăхса калаçнине, тӳре-шарасене курайманнине, кĕперсем çĕмĕрнине, — хастарланса кайса хăй те кĕпер ватса килнĕ...
Ухтиван çинчен сайра пĕрре кăна аса илет халь Савтепи. Аса илсен те куçĕ умне унпа малтан тĕл пулнă каç çеç тухса тăрать. Кайран тĕл пулнисем, кайран калаçнисем, вăл таврăннăранпа ялта пулса иртнĕ ĕçсем пĕр аса илнипе кăна кăмăла пăсаççĕ.
Çенĕкре ура сассисем илтĕнеççĕ. Савтепи сиксе тăрса çӳçне хыçалалла яма кăна ĕлкĕрнĕччĕ, пӳрте Ивук кĕрсе тăчĕ. Пуçне тутăр пĕркерĕ те хĕр тăруках ни тухса кайма, ни каялла сак çине ларма аптраса вырăнтан та хускалмарĕ.
Упа çăмĕ тĕслĕ кĕпе тăхăннă Ивук Савтепие пилĕкĕнчен тытса путмар çине лартрĕ, хăй те унпа юнашар ларчĕ; вăл сăнаса-сăнаса хĕре куçĕнчен пăхрĕ.
«Ну, мĕнле пурăнатăн, Савтепи?»
«Çаплах, — терĕ те хĕр Ивукран аяккарах куçса ларма тăчĕ, анчах лешĕ пилĕкĕнчен хытă тытнипе пĕвĕпе кăна сулăнчĕ. — Кай-ха, ан тыт унашкалах».
«Итле-ха, Савтепи...»
«Яр тетĕп, Ивук», — шăппан, тăвăррăн пăшăлтатрĕ хĕр Ивук ытамĕнчен вĕçерĕнме хăтланса.
«Тăхта-ха, Савтепи... Итле... Эп санпа тахçанах калаçса татăласшăнччĕ».
«Халь мар, Ивук. Кайран... Ыран...»
«Çук, эпĕ урăх кĕтме пултараймастăп. Миçе каç çывăрман ĕнтĕ... Эпĕ сана качча илетĕп... Хулана куçăпăр»
«Ивук, чунăм, курма пултараççĕ. Атте килсе кĕрĕ».
«Каççан пичче халь кăна армантаччĕ-ха. Вăл ырансăр килмест... Эсĕ кăшт хĕрнерех куçса лар, ак кунта... Хитре хĕр эсе, Савтепи. Сана майралла тумлантарас пулсан никам та паллаяс çук... Эпĕ мĕн те илсе хутăм ĕнтĕ... Кĕпелĕх те илтĕм».
Хыçалалла тайăлнăçем тайăлса пыракан Савтепи чĕтресе, куçĕсене чармакласа Ивук çине пăхать. Пуçĕ çаврăннипе Ивук сасси таçта инçетре-инçетре пек илтĕнет, хăлхисенче темскер шавлать.
Ивук чĕрине сасартăк кĕвĕçӳ туйăмĕ касса кайрĕ. Ухтиванпа та çаплах пăшăлтатса, чĕтресе калаçнă-ши ку Савтепи е унпа çеç çапла хăтланать-ши?
«Эсĕ мĕн-и, Савтепи?.. Мана Ухтиван тесе йышăнмастăн-и?»
«Ухтиван?!» — терĕ те Савтепи Ивука тĕртсе ярса ури çине сиксе тăчĕ. Ĕмĕт çитменнипе тарăхса урса кайнă Ивук тытма хăтланса аллисене тăссан Савтепи пĕр самантрах пӳрт алăкне уçса ячĕ те çенĕкелле ярса пусрĕ.
«Ну, асту эп сана куншăн! — тесе йывăррăн сывласа Ивук каллех путмар çине кайса ларчĕ. — Çĕр хут асаплантарсан та пур пĕрех манăн пулатăн...»
«Мĕн, мĕн тетĕн?»
«Манăн пулатăн тетĕп», — терĕ те Ивук хĕр сăнĕ улшăннине кура кулнă пек турĕ.
«Мар-ха, эсĕ темле урăх сăмах каларăн», — ыйтрĕ Савтепи.
«Çитĕ ĕнтĕ сана, — текелесе Ивук та çенĕке тухрĕ, куçĕсене аяккалла тартса Савтепи çумне пырса тăчĕ. — Пăрах чĕрре кĕме. Хăвах айăплă эсĕ. Чăн ара. Текех çиллентеретĕн. Пур пĕрех ман юлташ пулатăн вĕт ĕнтĕ ху».
«Темешĕн тем шут, Çамашан çав шутах, тет».
«Кирек мĕнле шут пулсан та...»
«Курăпăр-ха...»
«Ним курмалли те çук. Çак кунсенче Каççан пиччене атте патне чĕнсе каятăп та... калаçса татăлччăр. Апла та итлемесен эп сирĕн пата текех ура та ярса пусмастăп».
«Мансах кайнă, — тесе Савтепи çенĕкри тенкел çинчен ӳпĕнтерсе хунă чĕрессине илчĕ. — Часрах ĕне суса тăкас пулать. Ĕнер шурлăхра çĕлен ĕмнĕ те... Майраслу инке киремете асăнма хушрĕ».
«Ну, мĕнле? Килес-и, килес мар-и?»
Картишне тухма тытăннă Савтепи алăк урати çинче чарăнса тăчĕ те каялла çаврăнмасăрах илтĕни-илтĕнми пăшăлтатрĕ:
«Килсе лар эппин кĕçер...»
Савтепи кайсан Ивук хыçалти алăкран хăмла картине тухрĕ, кӳлĕ хĕррине пырса карттусне юсаса тăхăнчĕ.
«Кĕçĕр-и? — терĕ вăл. — Ара, килмесĕр...»
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...