Таната :: Кантурта
Малти стена çинче патша сăнĕ. Пĕренисем хушшинче мăк пайăркисем, таракансем... Пĕр кĕтесре укçа арчи ларать. Ăна тимĕр кăшăлпа тыттарнă. Чӳрече патĕнче — сĕтел, вăрăм пукансем. Сĕтел çинче — хур тĕкĕ, чернильница, хут татăкĕсем.
Шăп кăнтăр тĕлĕ. Кантурта шăнасем сĕрлеççĕ, икĕ чӳречерен те хĕвел кĕрет. Алăкне уçса пăрахнă пулин те пӳлĕмре çав тери пăчă, тăвăр. Анчах «кантуртисем» — шатра питлĕ çамрăк тиекпе унăн помощникĕ Ивук хăнт та тумаççĕ. Ивук алăк патĕнчи шыв катки çумне урайне таянса ларнă та пуçне ывăс çине хунă. Вăл ярханах, хăрах атти уринчен çурма таран хывăнса чалăшса ларнă, тепри алăк патĕнче выртать. Унпа вĕсем кантура килсе кĕнĕ чăхха е йыт-качкана пенĕ пулас.
Тиек вăрăм тенкел çине выртнă.
Пайтах вăхăт хушши пӳртре пĕр сас-чĕв те илтĕнмест. Шатра питлĕ тиекĕн ури тата Ивукăн хывăнма пуçланă атти хускалкаланипе кăна вĕсем çывăрманнине пĕлме пулать.
«Да-с! — тет сасартăк тиек хĕвел еннелле çурăмĕпе çаврăнса выртса. Ун ури сĕтеле тĕкĕннипе çинçешке чернил кĕленчи урайне персе анса кĕтеселле кусса каять. — Да-с! Çитет кун пек пурнăçпа пурăнса. Куçса каятăп кунтан. Тупата туршăн куçатăп...»
«Конешнă... — текелет Ивук, тиек ниçта та каяс çуккине тахçанах пĕлекенскер. — Каймасăр ара... Сан пек пулсан эп хам та...»
«Каятăп пăрахса... Хаклама пĕлмеççĕ кунта. Шупашкарта мана такам та уйăхне сакăр тенкĕ парать. Сиксех параççĕ».
Ку вăл тиекен кулленхи юрри. Килĕнче арăмĕпе килĕштерейменнипе вăл пĕрмаях кăмăлсăр çӳрет, анчах унпа ятлаçма хăрать. (Арăме — кулава еркĕнĕ пулнă.) Хăйĕн тарăхăвне Антун Акрамов эрех ăшне путарма тăрăшать, аллине кăшт укçа пырса кĕрселех вăрттăн кĕтесе кайса эрех пехлесе тултарать. Халь акă тиек Ивукран та хăра пуçларĕ. Чее унăн помощникĕ, сисет Антун. Çав тери чее. Аслисемпе калаçма пĕлет. (Калаçмасть вăл, тилĕ пек шăлать.) Укçи нумай. Ивук тиек вырăнне йышăнма хатĕрленет теççĕ, тĕрĕсех те пулĕ çав.
Япăх, япăх. Çитменнине тата мухмăр касать Антуна. Пуçне юсама Ивук кивçен парса пулăшаканччĕ, паян вăл та шарламасть.
Куçассисем-мĕнсем çинчен сăмах тапрансан Ивук яланах май çаптарать.
«Сакăр тенкĕ-и? Памасăр... Ăнланакан пуçлăх ытларах та хĕрхенмест».
Тиек мухтанса та пулин хăйне йăпатасшăн.
«Ман пек хитре çыракан Шупашкарта та ик-виç çын кăна...»
Кантурта пăчă. Анчах тиексем çенĕке е нӳхреп çине тухса выртма ӳркенсе вырăнтан та хускалмаççĕ. Калаçас та, шухăшлас та килмест. Чĕмсĕрлĕх ытла ан пустăр тесе кăна Ивук хирĕç чĕнет:
«Ун чухлех пур-ши вара, ненай... Санăн пуринчен ытла М хитре тухать. «Милăслă господинăмăр Мирон Михайлович...»
«Иван Клементьевича та килĕшнĕ тет эп çырни...»
«Нивушле ăна та килĕшнĕ?»
«Кирилл Петрович каларĕ. Хам пата илесчĕ ман ăна тесе калать тет».
«Ха эсĕ...»
«Çапла».
Калаçу çыхăнмасть. Ытла чее кăмăллă пулнăшăн, эрех ĕçменшĕн, пуçлăхсене юрама пĕлнĕшĕн тиекĕн Ивука ятлас килет, анчах чĕрре кĕме нимĕнле сăлтав та çук. Сисет вăл — тепрер çултан Ивук çапла май шăла-шăлах ăна вырăнтан кăларса ярать ĕнтĕ.
«Мĕн мана кунта?.. — текелет те тиек ним калама аптраса тăрса ларать. — Мĕн çухатнă эпĕ кунта!.. Пурăн упа пек...»
«Эпĕ те тĕлĕнетĕп».
Тиек аллисемпе тĕренкелесе каллех тенкел çине выртать.
Кантурта шăп. Стенасем çинче таракансем чăштăртаттарни тата çенĕкре чăхсем утни кăна пӳртри йывăр шăплăха кăшт пăсать. Ивук тăмасăрах тепĕр аттине хывса илсе çенĕкелле перет. Чăхсем картишнелле тухса сирпĕнеççĕ.
«Мĕнле, — ыйтать чылайран писарь Ивук еннелле ыихăллă питне пăрса, — пур-и сирĕн ялта... леш... мĕнсем?»
«Йăпанмалли-и?»
«Хĕрсем пур-и?»
«Эс авланнă-çке?»
«Арăм пирки эсĕ те пулин ан асăн-ха, ача».
«Ăçта çук пуль хĕрсем? — тет те Ивук катка хĕррине шуса анса урайне выртать. — Таçта та пур хĕр тенĕ япала. Хуть те пуслăхпа тие».
Тиекен тăртаннă пичĕ çинче ĕненменни палăрать:
«Апла мар пуль те ĕнтĕ. Пуслăхпа терĕ... Сана ĕненсен... Эс тем те калăн».
«Ара, пырса кур эсĕ. Калап-иç тем чухлех тесе... Куç хĕссе илетĕн те — пулчĕ те».
«Нивушлĕ куç хĕснипех?»
«Куç хĕснипех пулмасăр!..»
«Кирек хăшне те-и?»
«Хăшĕ кăмăла каять — çавна. Хуть те улпут майри пултăр».
Тиек тăрса ларать.
«Чăваш хĕрĕсем аплах пулакан марччĕ-çке. Хулара ĕнтĕ чăн та... майĕ пур. Укçа пулсан...»
«Укçапа мĕн вăл... Укçапа ăна такам та пултаратъ. Эс ахаль çавăрма пĕл вĕсене... Куç хĕссе».
Тиек ним калама аптраса пĕр вăхăт чĕнмесĕр ларать.
«Куç хĕссе... — текелет вăл пăртакран, — эс тем те калăн. Куç хĕснипех çавăра пуçласан... Ĕнен-ха сана...»
«Чăн калатăп».
«Ак турă те?»
«Тьфу, ухмах!..»
«Мĕнле майпа, эппин?»
«Акă кур, — тет те Ивук сасартăк сиксе тăрса сĕтел хушшине кĕрсе ларать.
Çенĕкре такам хăюсăррăн ӳсĕркелени илтĕнет. Кăшт тăрсан алăкран чĕтресе тăракан пуç курăнать.
«Юрать-ши кĕме?»
Ивук аллине хур тĕкĕ тытнă та тăрăшсах темскер çырнă пек туса ларать. Никам та чĕнменнине кура пуç курăнми пулать. Çенĕкре каллех ӳсĕрнĕ сасă, унтан урай хăмисем чериклетни илтĕнет.
Пĕр пилĕк-ултă минутран тин Ивук пуçне хут çинчен илсе стена çумне таянать:
«Кам унта?»
«Вăл эпĕ-ха та...»
«Кам — эсĕ?»
«Калăп Иванĕ текĕнни-ха эпĕ...»
«Вара ма кĕместĕн?»
«Юрамасть пулĕ тетĕп. Пирĕн урисем те...»
«Кĕр!»
Çенĕк урайне тата пăртак чăкăртаттаркаласа тăнă хыççăн шыв катки патне лапсăркка пуçлă та пĕчĕк сухаллă ватă чăваш кĕрсе тăрать. Пичĕ çинче, вăл кĕç-веç кĕрслеттерсе аçа çапасса кĕтнĕ чухнехи пек, шиклĕх туйăмĕ хытса ларнă. Чăтрекен аллисемпе старик çăм шлепкине сулахай хул хушшине хĕстерет те йĕм кĕсйинчен пĕр тенкĕлĕх кĕмĕл укçа туртса кăларать.
«Сана мĕн?..»
«Эп леш... мĕн пиркиччĕ... Лаша вилнĕшĕн штраф пама килсеттĕм те».
«Кӳр кунта укçуна».
Старик урайнелле пăхкаласа укçине сĕтел кĕтессине пырса хурать те каллех вырăнне кайса тăрать.
«Юрать-ши ĕнтĕ кайма?»
«Тăхта эсĕ. Вут хыпман пулĕ вĕт килте?.. Çуне леçме ыран хĕрӳ килтĕр... Каях ĕнтĕ».
Старик тухса кайсан тĕлĕнсе пăхса ларакан тиек Ивук патне утса пырать.
«Ку мĕнле хырçă?»
«Нимĕн те ăнланмарăн-и? — Ивук ахăлтатса кулса ярать. — Эх, эс те çав... Старикĕн вун çичĕ çулхи хĕрĕ пур, пĕлессӳ килет тĕк...»
«Вара?»
«Вăт çав хĕршĕн тӳлет те ĕнтĕ старик».
«Лаши вилнĕшĕн темерĕн-и халĕ çеç?»
«Лаши вăл — сăлтав... Шырасан — темле сăлтав та тупма пулать ăна».
«Нимĕн те ăнланмастăп...»
«Сĕрĕм тивмен пулĕ сана паян? Старикĕн хĕрĕ парăнасшăн мар, акă мĕн...»
«Ан кала?!»
Тĕлĕнсе кайнă тиек пĕççине шарт çапать:
«Ара, мĕнле аса илмен вара эп ăна халиччен! Капла, чăн та, темле хĕре те парăнтарма пулать иккен».
«То-тă çав. Вĕрен вăт...»
«Хĕветлене кайса чĕнсе килес мар-и?»
«Мĕн тума?»
«Манăн пуç çурăлса тухать. Хуракассине кайса килтĕр».
«Укçа тупрăн-им?»
«Старик парса хăварчĕ-çке сана?»
«Э, ăна халех мар-ха. Атя пулă тытма кайса килетпĕр. Кайран мĕнле пулĕ унта».
«Çак шăрăхра-и?»
«Каç еннелле сулăннă ĕнтĕ, ан хăра».
«Кайса пăхар та...»
Ивук хăрах ури çинче сиккелесе аттине тăхăнать. Пушă банка тупса вĕсем пахчана ăман чавма тухаççĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...