Таната :: Шыв хĕрринче
Çур сехет пек иртсен «кантуртисем» улăха шыв хĕррине анаççĕ. Ивук ват çирĕк сулхăнне кĕрсе ларать. Çерем çинче тĕрлĕ ăпăр-тапăр сапаланса выртать: улăм шлепке, пушă витре, вăлта хулли. Ивук савăнăçлăн шăхăркаласа шыв леш еннелле пăхать, ларнă çĕртех, ташланă чухнехи пек, урисене хуçлаткалать. Эхер те вăл çакăнта ташлама е юрлама пĕлес пулсан сиксе тăрса такама тĕлĕнтерсе пăрахнă пулĕччĕ.
Уçă сывлăша тухнипе тиек те савăннă, вăл та пулă тытма манса кайсах симĕс улăх варрипе шăнкăртатса юхакан шыв çине, кăтра хăва тĕмесем çине пăхать.
Шыв çинче тăрă тӳпе кантăк пек ванса чĕлтĕртетсе тăрать.
«Эсĕ çаплах яла йăрккатăн-и-ха, Иван?»
«Халĕ питех çӳреми пултăм ĕнтĕ, — тет Ивук анасласа. — Чипер хĕрсем кунта та нумай».
«Савтепи мĕнле?»
«Унпа ĕç татнă эпĕ...»
«Нивушле... алла илеймерĕн?» — савăнса Ивук çумнерех куçать тиек.
«Эпĕ-и? — текелесе Ивук çирĕк çумне таянса ларать. — Курнă-и эсĕ мана пĕрре тытăннă ĕçе вĕçне çитерменнине?»
Тиекĕн шатра пичĕ çинче пĕр вăхăтрах тарăхни, ăмсанни, ӳкĕнни палăрать.
«Ара, ху малтан парăнасшăнах мар теттĕнччĕ те...»
«Кăштах чееленме тиврĕ, Антун тусăм. Хăтана кайнă пекки турăмăр. Унсăр ăçта вĕсемпе!»
«Шел, хĕрĕ пит хитре. Хам пулсан эпĕ ăна каччах илнĕ пулăттăм».
«Ара, ил, ма илместĕн? Халь вăл мана кирлĕ мар вĕт».
Тиек хĕрелсе каять.
«Ман арăм пур-çке, — текелет вăл. — Тата мĕн... çын юлашки...»
«Таçта пур-ха вăл юлашки марри», — тет Ивук. Юлташĕ хăйне тĕксе каланине сиссе тиек нимĕн те шарламасть.
«Вăл мана та пĕтĕмĕшпех лекмен çав, — тет Ивук юлташĕпе килĕштерме шутласа. — Ман алла кĕриччен унпа Ухтиван çӳренĕ».
«Чăнах-и?... Хăшĕ вăл Ухтиван текенни?»
«Леш, тарса çӳрекенни».
«Ăна купăс калама ăста тетчĕç. Пĕрре анне вăл каланине илтнĕ те— тĕлĕнсех кайнă. Сана авлантарнă чух ятне хурсах çавна чĕнсе килетпĕр тетчĕ».
«Пустуй япала. Ун пек эпĕ хам та калама пултаратăп».
«Тепле-çке? Кун çинчен ытла та пурте калаçатчĕç çав. Пĕтĕм вулăс пĕлет».
«Тупнă калаçмалли. Этемми чипертерех пулсан — татахчĕ хăть. Шăрчăк пекех кутăн».
«Сăнран та хитре тетчĕç ăна, ачам».
«Ун вырăнне кăмăлĕ путсĕр. Кирек ăçта та сăмсипе хăйăрма пăхатчĕ, чĕрре кĕретчĕ. Тухса тарман пулсан çакланатчĕ-ха та серепене».
«Кантуртисем», тапăра хуса аннă качакасем пек, пĕр самант шăпланса шыв çине пăхса лараççĕ.
Пулă хыпмасть.
«Ёнер Иван Петрович патĕнче хăнара пултăм, — тет тиек пăртакран тутисене шăлкаласа. — Ну, пуйса кайнă та вара! Мĕн кăна çук ун килĕнче! Кĕмĕл сăмавар, тĕкĕр, сăрлаттарнă урай, лаши, ĕни... Хăй икĕ çул каялла пĕр пиншак вĕççĕн килсе кĕчĕ...»
«Мĕн тăвас тетĕн — пуçлăх!»
«Ĕçтерессе те ĕçтерчĕ вара хăй. Тăнран тухичченех пехлерĕмĕр. Вăрансан пăхап та — хĕрарăм çӳçĕ! Ӳсĕрпе Иван Петрович арăмĕ çумне кĕрсе выртнă тесе. Ыталаса пăхрăм та — сĕлĕ миххи пек...»
«Пуп-и?»
«Тата кам пултăр».
«Хам та çапла шутларам çав. Ăçта унта лешĕн çумне кĕрсе выртма. Ытла чаплă вăл».
«Ма, ӳсĕрпе пулма та пултарать... Кирилл Петрович каласа пачĕ. Пĕррехинче темĕнле ĕçкĕре çĕрле урайĕнче вăрантăм тет. Аллине тăсрăм тет — хĕрарăм лекрĕ тет. Ну, ку ман арăм пулĕ-ха тесе шутласа пĕрре выляса илтĕм тет хайхискер. Тепре вăрансан тытса пăхап тет те — тепĕр енче те ӳт тет. Ну, ку ик хĕрарăмран пĕри ман арăмах пуль-ха, тен, шăп çаках ман мăшăр, ăна та кăмăл тумасăр хăварас мар тесе шутларăм тет. Вара ăна та кăмăл тунă. Ирхине тăрсан пăхап тет те — арăмĕ темиçе çын урлă аякра пĕр паттăр ытамĕнче выртать тет. Çапла вара ăна та кăмăлсăр хăварман пулмалла тет».
«Хăй çумĕнчисем камсем пулнă?»
«Хĕрарăмсем ара, кам пултăр. Ирхине иккĕше те куçĕсене аяккалла тартаççĕ тет».
«Куçĕсене тартаççё вĕсем, к... çех тартмаççĕ... Ĕнер хам та аван пехленĕ, — тесе хавхаланса каласа кăтартма тытăнать Ивук. — Анаткас старасти патне пырса кĕтĕм те хур тытса пустартăм, шăрттан ăшалаттартăм. Карчăкки нӳхрепе кĕрсе пыллă сăра илсе тухрĕ... Кайнă чухне мăк сухалĕ мана пĕр лашапа кăна ăсатасшăн. «Лашасем саланса пĕтнĕ, тиек хоспотин, тархасшăн ан ятлăр» тет. Кĕсьере темĕнле хут татăкĕсем выртатчĕç, çавсене кăларса ывăтрăм та алăк патнелле ярса пусрăм. Манăн çак хутсене тепĕр çур сехетрен кантура илсе çитермелле. Çак самантрах тройка тупса памасан айăпĕ санра пулать тетĕп хайхискер. (Кăрчами самаях пуç патне пынă пулас çав.) Стараста макăра-макăра урайĕнчи хутсене пуçтарма тытăнчĕ. «Тархасшăн ан пĕтер, ачасем вĕтĕ...» тет... Эпĕ ялтан тухса пĕр çур çухрăм пек те каяйманччĕ, хыçалтан тройка хăваласа çитрĕ. «Турă пул, тиек хоспотин, тархасшăн лар тăрантас çине» тесе йăлăнать хайхи старик. Хут татăкĕсене те пĕри юлмиччен пуçтарса килнĕ... Çăмарта пиçнĕ хушăра вулăса çитерсе ячĕ...»
«Эсĕ апла тиеке тухрăн иккен», — ирĕксĕртереххĕн йĕплесе илет тиек.
Ивук шарламасть.
«Лашисене ăçтан тупнă вара этемми?» — ыйтать тиек.
«Çĕртме тунă çĕртен кайса тăвăрнă, — тет Ивук. — Шел, тăрантасĕ çине васкарах лартăм. Кăштах юнтарса тăмаллаччĕ-мĕн те...»
«Пултаратăн эсĕ. Эп пулсан ниепле те аса илес çук ĕнтĕ унашкал хăратма».
«Çапла вĕрентес пулать вĕсене...»
Ял енчен такам çинçе сасăпа кăшкăрни илтĕнет:
«Антун пичче-э-э! Хут илсе килчĕ-ĕç!... Часра-ах!»
Тиек эхлеткелесе ури çине тăрать.
«Пымастăн-и эсĕ те, Иван?»
«Ларатăп-ха кăштах...»
«Укçана кăларса ӳкермĕн-и?» — тет тиек шӳт тунă пек, анчах шӳчĕ тухмасть.
Вăл ялалла сĕнккет.
Ивук шыв хĕрринче пĕчченех. Вăхăтран вăхăта вăл шывран шĕшлĕ аври пек кутамас пулăсем турта-турта кăларать. Вара, йăпăлккаскерсене, хӳри патнерехрен тытса пуçĕпе йывăç çумне тĕкет те витрене пăрахать.
Çанталăка сулхăн çапнă. Кăнтăрла иртсенех шăрăх пусăрăннинче те, вĕçен кайăксем кăшкăрнинче те кĕркунне çывхарни сисĕнет. Хăва çулçи тăррисем, тăм илнĕ пек, хĕреле пуçланă.
Ял енчен ура сассисем илтĕнеççĕ. Ивук каялла çаврăнса пăхать те хыпаланса япалисене пуçтарма тытăнать, улăм шлепкине чалăшшăн пуç тăррине лартса ярать. Анчах хай вырăнтан та хускалмасть-ха.
«Атя, ларса пăхам, мĕн калăн», — тет унăн сăнĕ.
Килекенни — Савтепи...
Иккĕшин хушши тăват-пилĕк утăм пек юлсан Савтепи иккĕленсе чарăнса тăрать. Вăл çинçе катан пир кĕпепе, тухьяпа, тăхăр пушăт çăпатипе. Ал тунисенче — çутă сулăсем. Çйнçе пилĕкне Савтепи сăран пиççи çыхса лартнă: çӳллĕ кăкăрĕсем çинче — кĕмĕл тенкĕсем. Вăл пуçне кăшт пĕкнĕ, аллисене ярт усса янă.
Хитре хĕрĕн пичĕ çинче вăл хăйпе хăй кĕрешни, вăтанни, ĕшенни палăрать. Савтепи çак самантра каялла çаврăнса кайма та хатĕр пулас, кайма пултараймасть, малалла утма — шалтăрах хал пĕтсе ларнă...
Хĕр пуçне çĕклет те Ивук çине пăхмасăр ватă çирĕк патне утса пырать. Пысăк куçĕ унăн путса кĕнĕ, сăнĕ тĕксĕмленсе хуралса ларнă, мăкăрăларах тăракан пĕчĕк тути куштăркаса çуркаланса пĕтнĕ.
Хăй çапах та хитре, ай хитре...
Вăл Ивук хăйне хирĕç сиксе тăрасса, ыталаса илсе пĕр-пĕр ачаш сăмах каласса кĕтет.
Пĕр çаманта Ивук чăн та аптра юлать. Мĕн ухмахланмалли, тепĕр тесен! Савтепи пек хитре хĕр кашни ялтах мар-çке ĕнтĕ. Хула тум-тирри тăхăнтарсан...
Ивук Савтепи хăйне асаплантарнисене аса илет те, тăма тытăннăскер, каялла вырнаçса ларать. «Вăл пурĕ пĕрех ман алăра-иç...»
«Ман патаччĕ-и эсе?.. Э?..»
Савтепи пуçне усса йывăç çумне таянать.
«Мĕн?»
«Эпĕ...» — тет те Савтепи кулма хăтланнă пек туса çамки çинчи çӳç пайăркине тухйи айнелле чикет. Пичĕ тăрăх унăн куççуль тумламĕсем шăпăртатса анаççĕ.
Ивук кĕсйинчен шурă тутăр кăларса сăмсине шăлать. «Шел, Антун кайса ĕлкĕрчĕ», — тет вăл хăй ăшĕнче.
Çавтепи, курăнман эрешмен картине илсе пăрахнă евĕр, аллипе питне сăтăркаласа илет.
«Паçа калаçса çӳрет... Ивук вăл хĕре пурĕ пĕр качча илмест тесе калать тет...»
«Вара мĕскер уншăн?»
«Ялта ыттисем те кула пуçларĕç...»
«Мĕн тăвас-ха манăн ăна? Çынсене калаçма чарма çук-çке? Халăх çăваре хапха...»
«Ху та пыми пултăн».
«Вăхăт çук...»
Савтепи çаврăнса тăчĕ те хăюллăнах Ивук куçĕнчен пăхрĕ.
«Итле-ха, Ивук, эсĕ пĕркун сана курмасăр пĕр сехет те пурăнма пултараймастăп теттĕнччĕ-çке? Халĕ эрни-эрнипе пырса лекместĕн».
«Халĕ ялта Ухтиван çук».
Савтепи, тĕлĕннĕ пек, Ивук çине чăр! пăхса илчĕ.
«Ухтиван?.. Ăçтан... Ухтиван? Мĕншĕн?»
«Ара, эсĕ унăн юлашки-ха та».
Хăй сăмахĕнчен хăй хăраса ӳксе Ивук сиксе тăчĕ те Савтепине аллинчен тытрĕ.
«Тарăхнипе эп ăна... эс ан çиллен... Ивук та Ивук тесе тăрать. Эп халĕ те... Мĕн мар вĕт... сана тиркесе мар... Иван Ильич тесе чĕн эсĕ мана. Атту ырă мар. Кунта та килсе ан çӳре. Хăçан та пулин эп хамах пырăп».
«Тепĕр эрнерен.... пĕрлешĕпĕр тенĕччĕ-çке эсĕ?»
Ивук кулса ячĕ те витри çине ларчĕ.
«Ăна ан асăн ĕнтĕ эсĕ. Вăл май килмесле япала. Шухăшла эсĕ: эпĕ вĕреннĕ çын, вырăсла калаçатăп. Мана Шупашкарта та паллаççĕ. Эсĕ... хăвах пĕлетĕн. Май килмест».
«Вĕрентсен эпĕ те вĕренĕп».
Савтепи курăк çине ларчĕ. Ивук сăмахĕсене пĕр самантрах тем каласа аяла тăвас çын пек, вăл куçне илмесĕр ун çине савăнса пăхса ларать.
«Эсĕ темскер савăннă пек, Савтепи...», — тет юлашкинчен Ивук аптраса.
«Эпĕ-и? — тесе Савтели витре çумне пырса ларать. Вăл кăштах чарăнса тăрать те ассăн сывласа илсе пуçне Ивук чĕркуççийĕ сине хурать. Ак кĕçех вăл хăйĕн вăрттăн сăмахне калать. Вара Ивукăн çилленни те хывăх пекех вĕçсе кайĕ. — Эпĕ-и? Аттене паян туя хатĕрленме систерес тетĕп».
«Туя? Кам туйне?»
«Хамăр туя, Ива-ан Ильич».
«Эсĕ ухмаха ермен пулĕ те, Савтепи? Мĕскер ихĕлтетсе ларатăн кунта?»
Хитре Савтепи çаплах кулкаласа, кушак пек, Ивук урисене сĕртĕнкелет.
«Эпĕ сан юлашки сăмаххусене илтмерĕм те, Иву...н Ильич. Пĕрмаях хам çинчен шухăшлатăп. Тата — сан çинчен. Яланах сана курас килет. Ялта чух чун тухас пекех тарăхса çитнĕччĕ. Сана куртăм та йăлтах манса карăм... Атя, вăрçах, хытăрах вăрç, пăрахса çеç ан кай».
Ивук тĕлĕнсе, аптраса ятлаçма та манса каять.
«Нимĕн те ăнланмастăп. Мĕскер хăтланатăн вара эсĕ, Савтепи? Мĕн савăнтарчĕ сана тăрук?»
Хĕр тӳрленсе ларать те, пĕчĕк ача вăрттăн хыпар пĕлтернĕ пек, пăшăлтатса калаçма тытăнать:
«Суйрăм эпĕ сана паçăр, Иван Ильич. Аттене туя хатĕрленме хушап тесе суйрăм эпĕ. Ăна эпĕ иртнĕ эрнерех каласа хунă. Кӳренчĕ те — вăл нимех те мар. Итлет вăл мана».
«Темскер лĕпĕртетсе ларать. Мĕнле туй? Мĕнле вăрттăн хыпар? Каларăм вĕт эп сана — качча илме пултараймастăп тесе».
Савтепи ӳсĕр çыннăнни пек тĕтре карса илнĕ куçĕсемпе Ивук çине пăхса илет те каллех мăкăртатма тытăнать:
«Эсĕ шӳт тăватăн. Пĕлеп эп сана. Сан кăмăлупа... Эпĕ аттене те çаплах каларăм... Пĕччен чух кăна ырă мар. Сана куртăм та —савăннипе пуç çаврăнса карĕ. Кăшт çеç ӳкмерĕм. Эсĕ пӳрнепе кăчăк туртсан эпĕ тĕнче хĕрне те пыма хатĕр. Пĕркун эсĕ пĕрер çултан, тен, хулана куçăпăр терĕн. Ун чухне эпĕ хăраса ӳкнĕччĕ. Халĕ кирек ăçта та кайма пултаратăп, хăть — Атăл леш енне...»
Хăйне пуçĕнчен атăпа тĕксе ӳкерсен тин Савтепи калаçма чарăнса ыратакан вырăна тытать. Унăн шурă катан пир кĕпи Ивук атти çумĕнче тикĕтпе вараланса хуралса пĕтнĕ, тухйи чалăшса ларнă. Вăл çаплах шанмасăр Ивук çине пăхать. («Тен, вăл вылять пулĕ?»)
«Çаплах ĕнтĕ... — тет вăл ним калама аптраса, Ивук чан-чăнах çилленнине, хăйне юратманнине ĕненме мар, ун çинчен шухăшланипех чĕтреме тытăнса. Вăл çĕртех тухйине юсаса ларать, çӳçне тирпейлет. — Çаплах ĕнтĕ...»
«Йыт ами... — мăкăртатать Ивук шăл витĕр, япалисене пуçтарса.— Те эрех ĕçсе килнĕ... Тьфу, усал. Çыпăçрĕ сухăр пек...»
Ивук васкаса утма тытăнсан тин Савтепи сиксе тăрса ăна хăваласа çитет.
«Тăр-ха кăштах, Иван Ильич. Тăхта-ха ĕнтĕ пăртак... Эпĕ мĕн вĕт... Йывăр çын вĕт! Иван Ильич тетĕп!..»
Çук, Савтепин халиччен шанса тăнă вăрттăн сăмахĕ те нимĕн те пулăшмасть. Ивук çаврăнса пăхмасăр кантуралла утать. Кĕçех ак унăн улăм шлепки те хăвасем тĕллипе курăнми пулать.
Хăй кĕпи теслĕ пулса кайнă Савтепи сулăнса-сулăнса тăрать те çĕре кайса ӳкет.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...