Таната :: Вăрман халапĕ
Вăхăт ĕнтĕ — çурçĕр тĕлĕ. Пăч тĕттĕм кĕрхи каç. Вăрман.
Кăшт çил хускалсанах таврари курăнман йывăçсем ассăн сывласа илеççĕ, çынсене хĕл çывхарни çинчен хыпар-ланă пек, уçланка юлашки çулçисене ӳкереççĕ. Инçетре, ирĕкре кĕрхи Атăл кашлать, чăвăш ялĕсенче çурçĕр автанĕсем шарлаттарса авăтаççĕ, пĕчĕк уçланкăра лăпкă та тӳлек. Пĕр хĕрринче кăвайт çунать. Вут чĕлхисем çӳлелле сикеççĕ, татăлса кайма хăтланса унталла-кунталла пăркаланаççĕ. Çатăрка пăрахсан кăвайт çинчен кĕлти-кĕлтипе хĕлхем тĕрлеттерсе сирпĕнет. Ташлакан çутă çывăхри пур япаласене те чун кĕртнĕ. Тĕттĕмрен пĕрре йăшăлтатакан кукăр турат, тепре çара çерçи çунатти вĕлтлетни курăнать.
Вут кутĕнче — виççĕн. Аякран пăхсан çак ăнсартран тĕл пулнă çынсене пĕр кил-йыш теме пулать. Чи ватти, шухаша кайса вут çине пăхса лараканни — аслашшĕ, кил пуçĕ. Çамрăкраххи, тунката çинче чĕлем туртса лараканни, шĕвĕр вĕçлĕ хура мăйăхли — унăн ывалĕ. Чи çамрăкки вара, типĕ çулçă купи çинче выртаканни — ывăлĕн ывăлĕ.
Çук, пĕр килтен мар вĕсем...
Старикки вăрăм сăхман та çаралса пĕтне мулкач тир çĕлĕкĕ тăхăннă, урисенче шур тăлапа кĕске питлĕ чăваш çăпатисем. Вăл кăвак сухаллă та сарлака куç харшиллĕ, хытанка. Пурнăçри тĕркĕшӳсемпе васкаварлă ĕçсем мĕне тăнине старик лайăх ăнланса илнĕ пулмалла: хусканăвĕсем унăн лăпкă, танлă...
Иккĕмĕш çынни вырăсла тумланнă. Кивĕ пулсан та ун уринче атă пекки, çĕтĕкрех пулин те çийĕнче пиншакла кĕске сăхман. Вăл вутран ик-виçĕ утăм аякра çурма тĕттĕмре хăрăк йывăç çинче чĕлĕм туртса ларать.
Виççĕмĕш çынни — Ухтиван...
Сăмах «пине çитнĕ». Уçланкă хĕрринче тĕттĕмре ура сассисем илтĕнеççĕ. Такам çывăхрах нăшăк-нăшăк ĕсĕклесе макăрать, пуртă тăршшипе йывăçсене таккаса илет. Уçланкă тавра çапла пĕр-икĕ хут утса çаврăнсан этем, лутра та типшĕмскер, хуллен вут патнелле çывхарать те шикленсе пушă аллине ăшăтма тăсать. Тепринче унăн пуртă. Вăл çара уран, çара пуçăн, ярханах. Çӳçĕ те, сухалĕ те йеркесĕр тăрмаланса тăраççĕ. Темскер ыйтма е сас-чĕв итлеме хатĕрленнĕ пек, çăварне карнă. Çутта тухнă чухнех куçне-пуçне чармакласа старик çине пăхнăскер, вăл çаплах унталла тинкерсе пăхса тăрать. Вут патне тăснă алли сыпă таран лĕнчерт çĕрелле усăннă, пуçĕ чĕтрет.
«Э-э... сĕ перн... Унепипе Патиреке ко... корман-и? — тет те çын темшĕн питне-куçне пĕркелентерсе ĕсĕклесе илет. — Вăлсам çырла татма килнĕ», — тесе вăл хирĕç каласса кĕтмесĕрех вăрманалла çаврăнса утать.
Йывăç çинче лараканни чĕлĕмне ĕмсе пăхать. Чĕлĕмĕ унăн сӳннĕ пулас, тĕтĕм тухни курăнмасть, анчах çын пур пĕрех вырăнтан хускалмасть.
«Мĕнле этем пулчĕ ку?»
«Ухмаха ернĕ çын, — тет вут патĕнчи старик, паçархи пекех çутталла пăхса. — Вăл тахçантанпах ачисене шыраса çӳрет... Кашмаш çынни, Ильмушка ятлăскер. Илтмен-и?»
«Çок, илтмен».
«Пĕр уйăх хушшинче тĕтĕмĕ сӳнсе ларнă. Мĕн тери пултаруллă çынччĕ теççĕ пĕлекенсем».
«Пĕр-пер инкек полнă поль ĕнтĕ».
Старик хускалса йĕри-тавра пăхкаласа илет те вут çине типĕ турат пăрахать.
Ăна ял куштанĕсем пĕтернĕ. Вăл темиçе çул хушши Шупашкарта хуçа патĕнче ĕçлесе пурăннă тет. Пăртак укçа пекки те тукаланă пуль ĕнтĕ. Килне таврăнсан савăннă май сăра туса ĕçнĕ. Ӳсĕр çын мухтанма юратать. Ĕлĕк хăйне тарăхтарнă старастана курсан Ильмушка та вĕçме шухăш тытнă.
«Эс мана ытлашши хырçă тӳлеттерсе пĕтереп терĕн пуль те, çук, пĕтереймерĕн. Акă çак енчĕке куртăн-и? Çĕр тенкĕ укçа унта!»
Çав самантра чăн та ырă пек туйнă-тăр хăйне Ильмушка: ĕмĕр сехре хăпартса çӳренĕ стараста халь ун умĕнче... чĕтресе мар пулсан та, ниçталла мар пулса тăнă.
Вăл йăпăлтатма хăтланса пăхнă, Ильмушка ăна аяккалла сирĕлме хушнă. Лешĕ ĕçтерме ыйтнă, ку ăна пĕр алтăр сивĕ шыв ăсса тухса панă.
Шалтан шала... Эрне те иртмен, Ильмушка патне кантуртан хырçă ыйтма персе çитнĕ. Ку тӳлесе янă. Тепĕр эрнерен тата тепре. Ильмушка пуçне хыçкаласа ăна та тӳленĕ. Унтан темĕнле штраф персе çитнĕ. Ĕлĕк ашшĕ татайман туимккене аса илнĕ. Лашине, ĕнине, сурăхесене илсе кайса сутнă.
Пĕр-ик уйăхран Ильмушкана çап-çара тăратса хăварнă. Тӳлейми пулсан вырттара-вырттара хĕнене. «Тӳле, сăнăн пулма кирлĕ укçа!» Ильмушка тӳлеймесăр ялтан тухса тарсан тӳресем унăн ик ачипе арăмне хурал пӳртне хупса лартнă. Çĕрле Ильмушка вĕсене кăларнă та çак утара илсе килнĕ».
«Çакăнтах-и?» — тесе Ухтиван ӳпне май çаврăнса выртать те пысăк куçĕсемпе тĕттĕмелле пăхать.
«Шăп кăна çак вырăна... Инкек нихçан та пĕччен килмест тет. Пĕррехинче Ильмушка ачисем çырла татма кайнă пулнă. Кайнă та — килмен. Икĕ эрнерен тин вĕсен виллисене шыраса тупнă. Пĕр юман хăвăлне кĕрсе хĕсĕнсе ларнă тет те — ни каялла, ни малалла тухайман... Ашшĕ халь кашни каçах çапла вăрман тăрăх ĕсĕклесе çӳрет, ачисене шырать».
Хура уссиллĕ этем чĕлĕмне хыпать те леше çӳнменнине кура аллине лашт чĕркуççи çине хурать. Ку çынна темĕнле шухăш канăç памасть пулас. Ухтиван паçăрхи çын кайнă еннелле пăхать. Вăрманта типнĕ çулçăсем чăштăртатаççĕ, йывăçсем хушшипе уçă çил юхать, вĕркелет. Старик тăрать те теттĕмелле утса каять. Таçта алăк уçса хупни илтĕнет, кушак макăрать. Старик вут патне кайнă çĕртен мар, тепĕр енчен çаврăнать. Ухтиван пуçĕ вĕçне çулçă тултарнă хутаç ӳкет.
«Айху килет пуль, ачам, çывăр выртса. Кĕçех çутăлас енне каять...»
«Çук-ха, ăйăх килмест, мучи. Кăштах тăрам...»
«Кирек мĕн ту эппин. Ыран та ĕçех каяс çук».
Хура мăйăхли сасартăк вут патне куçса ларать те чĕлĕмне чĕртет.
«Кала-ха, старик, тĕрĕс-и вăл çав Пăкача çинчен çӳрекен юмахсем? Калаçаççĕ те калаçаççĕ çынсем. Ĕнер пĕрне мырьă сутса тăнă çĕртенех пасарта становой тытса карĕ. Хам та кăшт çеç серепее çакланмарăм».
«Мĕн калаçнă вара çынни?»
«Пăкача вилмен тет. Кĕçех ак пуянсене тепĕр хут силлеме тытăнаççĕ тет».
«Ун пек калаçакансене ăçтан хупса пĕтерĕн? Эпĕ те илтнĕ ăна... Пăкача çынни Вăрманкасра пĕр кĕтӳçе пулăшма та хăтланнă та, пулăшăвĕ урăх çынна лекнĕ...»
«Тăхта-ха, кам пулнă-ши Вăрманкас çынĕ? Унти çынсене эпĕ лайăх паллатăп».
«Серентее астăватăн-и?»
«Пĕлтер вилнине-и? Астумасăр ара. Ăна орăхла Вăрăм Серен тесе чĕнетчĕç. Мĕн эпĕ астăвассах вăл кĕтӳ кĕтнĕ».
«Вăт çав кĕтӳç патне хирте пĕррехинче Чулхула вырăсе Ивашка пырса тăчĕ тет».
«Иваашка?! — терĕ те Ухтиван сасартăк яшт тăрса ларчĕ. — Ăна эпĕ те пĕлетĕп! Нивушлĕ вăл Пăкача çынни пулнă?»
«Итле эсĕ, — тесе старик малалла калама тытăнчĕ. — Пырса тăчĕ тет те Серентейрен ыйтрĕ тет:
«Мĕнле эсĕ пĕрмаях кĕтӳ кĕтетĕн? Пĕлтĕр те, виçĕм çул та кĕтӳ патĕнче курнăччĕ эпĕ сана».
Лешĕ калать:
«Çитерейместĕп нимле майпа та, çемье пысăк», — тет.
«Эсĕ ăçталла пурăнатан? Хăш урамра?» — тесе ыйтса пĕлет Ивашка.
Кĕтӳç йăлтах каласа парать.
«Аялти урамра, ял хĕрринче пурăнатăп», — тет.
«Ну, юрать, эпĕ сана пĕр-пĕр пулăшăп», — тет те вырăс хăй çулĕпе утать.
Тĕлĕннĕ кĕтӳç вăл çын кам иккенне те ыйтмасть.
Хайхискер, кĕр пулатъ, хĕл те ларать, кĕтӳç кĕтсе пурăнать-пурăнать, никам та ăна пулăшакан çук. Çур енне кайсан çимелли тăнчах пĕтсе çитет те, Серентей хăйĕн çуртне тепĕр çынпа улăштарать, пӳрчĕ çине сĕтев илет. Ку çурт хуçин ячĕ Улача Селенĕ пулнă.
Селенсем кĕтӳç çуртне куçаççĕ, хăйсен начартарах çуртне кĕтӳçе параççĕ.
Пурăнсан-пурăнсан пĕр ирхине Селен арăмĕ чӳрече çинче темĕнле кăкшăм ларнине курать. Пăхать — хăйĕн кăкшамĕ мар. Пырса уçать те — йăлтăр курăнса каять, Илсе пăхать — пĕр кăкшăм тулли ылтан ларать тет.
Ку укçана çав Чулхула вырăсĕ кĕтӳç валли лартса хăварнă пулнă.
Çавăн хыççăн Улача Селенĕ элес-мелес пуйса кайнă...»
Сывламасăр тенĕ пек итлесе выртнă Ухтиван тăрса ларать.
«Кĕтӳçне панă-ши пăртак та пулин?»
«Парать — кĕтсех тăр, — тет хура мăйăхли чĕлĕмĕ çинчен аса илсе. Вăл ăна васкаса чĕртсе ярать те тарăхса тĕтĕмне çӳлелле вĕрет.— Çор пос та паман. Пама мар, вăл хăва çынсен тирне сӳсе илĕ. Пĕр тарçине выçă вĕлерчĕ. Теприн коçне чиксе шăтарнă...»
«Ильмушкана та тĕп турĕ», — тет старик.
Ухтиван тĕлĕнсе кайнă:
«Ильмушкана çав Улача Селенĕ пĕтернĕ-и? Ара, темле стараста темерĕр-и варă?»
«Халь вăл старастара çĕмĕрттерет. Аçтаха пекех усалланса кайнă. Мĕн тăвас тенĕ — çавна тăвать. Пĕтĕм пуçлăх унăн хурăнташĕ. Халăхран пуçтарнă укçа та çурри ытла ун кĕсйине кĕрсе пырать».
Вут патне тĕттĕмрен Ильмушка кăштăртаттарса тухать. Пурттине вăл таçта хурса хăварнă. Кăкăре çине селеки юхса аннă.
«Çăккăр... пар», — тет те вăл аллине старик еннелле тăсать. Вут патĕнче урăх никам та çук пек, Ильмушка ыттисем çине паçăр та, халĕ те пăхмасть.
Старик сăхман кĕсйинчен çăкăр самсипе пĕр татăк шăрттан кăларса тыттарать.
«Çапса пăрахмалла вăл Улача Селенне! — тет Ухтиван Ильмушка кайсан. — Мĕнле чăтса пурăнаççĕ ун пек сĕлĕхе?.. Миçе çынна макăртнă вăл».
«Тулать ак вĕсен шалчи», — тет старик ытарлăн.
«Мĕнле çын пулнă вăл вырасĕ, мучи?»
«Леш, Пăкача çынни-и? Мĕнле калас сана... Пĕр утмăлсенче пулĕ, Тĕреклĕ. Пирĕнле перкелешет.»
«Сĕрме купăс каламасть-и?»
«Тĕрĕс, купăс та калатъ. Ăçта курнă вара эс ăна?» — тесе старик Ухтиван çине сăнаса пăхрĕ. Çамрăк савăнса кулса ячĕ:
«Вăл пирĕн ялта та пурăннă. Пĕчеккĕ чухне мана купăс калама вĕрентнĕччĕ... Кайран ăна тĕрмене тытса кайнă тет. Тен, ку урăх çын пуль — эсĕ пĕлекенни?»
Калаçăва хура мăйăхли хутшăнать:
«Мĕн эсĕ ăна тĕрмере вилнĕ пуль тетĕн-и? Вилми ара... Пăкача çыннишĕн пулсан тĕрмене хопни те, урама кăларса яни те — пĕр пекех».
«Мĕншĕн ун пек?»
«Çапла вăт... Атту, вăлсене тахунчах вĕлерсе пĕтермелле».
Ухтиван юмах итленĕ пек итлесе ларать. Вăл кăштах çăварне карса аллисемпе чĕркуççийĕ çине тĕреннĕ те кĕлеткипе малалла ӳпĕннĕ.
«Тăхта-ха, ăçтан паллă Ивашка Пукача çынни пулни?»
«А чухăнсене пулăшни мĕн? Кам пулăштăр урăх, — Пăкача çынни пулмасăр?»
«Улача Селенĕ чухăн мар-çке?»
«Вăл — йăнăш пулнă».
Пăртак чĕнмесĕр ларнă хыççăн, Ухтиван ыйтăвне ответленĕ пек, старик калаçма тытăнать:
«Ун йышши мар пулать тепĕр чухне. Мана атте каласа панăччĕ. Тепте ялне ĕлĕк пĕр çын пырса кĕчĕ тет. Ку этем те вырăс пулнă, те чăваш — эп ăна астăваймастăп. Ĕçĕ тăрăх пăхсан — вырăс мар-и тетĕп... Пырса кĕнĕ те ялти чи начар пурăнакансене пулăшма тытăннă. Чиркӳсене çаратнă, пуянсен пурлăхĕсене турта-турта илнĕ те йăлтах чухăн çынсене валеçсе панă.
Пĕррехинче Хветька Урпашри Илмекке Иванĕн хупахне кĕнĕ те ылтăн укçа пуль тесе пĕр кĕсье пăхăр йăтса тухса кайнă. Хăй ĕçсе ӳсĕрелнĕ. Укçине хваттер хуçине парса хăварать те хайхискер Йăнăма çитсе пĕр арпалăха кĕрсе йăванса каять.
Кăна такам асархаса тăнă пулмалла...
Хупах хуçи кĕçех шав-шав тапратать, тӳресене систерет, пунеттейсене кайса чĕнет те, ушкăнпа арпалăха хупăрласа илеççĕ. Алăкне уçса шала кĕме тытăнаççĕ кăиа, Хветька тепер енчен тухса тарать. Çынсем ăна хаваласа пӳлсе илеççĕ, Хветька сасартăк куçран пач çухалать те арпалăхăн тепĕр енче сиксе тухать. Çынсем унталла лапăстатаççĕ, хупăрласа илеççĕ. Тытма аллисене тăссанах Хветька каллех куçран çухалать...
Ывăнса çитсен Урпаш çынни Уçтим аптранă енне арпалăха кĕрсе пăхать. Хветька унта çывăра парать тет, ниçта тухма та шутламан тет.
Ăна вара яла илсе аннă та хĕнеме тытăннă. Чукмарсемпе, патакпа. Хветька кулса çеç тăрать тет.
«Эсир мана мар, юман каскана хĕнетĕр», — тесе калать тет.
Çынсем пăхаççĕ те — вĕсен аллинче чăн та юман каска тет. Çапса аллисене ыраттарса пĕтереççĕ...
Хупса лартаççĕ тĕрмене.
«Манăн халех тухас-и е ыйхă тăраниччен çывăрас-и?» — тесе ыйтать тет.
«Тухса пăх-ха эппин?» — теççĕ ăна.
Мăн çăраççиех шăнкăрт вĕçерĕнсе ӳкет те, Хветька тула утса тухать.
Ăна икĕ çăраççипе питĕрсе лартаççĕ.
«Çăраççипе питĕриччен эсир ман алăка çиппе çыхса хăварăр, вăл маншăн тимĕртен кансĕртерех», — тет Хветька.
Вăл тухса каять.
Нумай çулсем иртсен тин, акă пирĕн ачасем астăвасса, ăна тепре тытаççĕ те Шупашкара илсе каяççĕ.
«Ну, паян эп вилмелле, ман вилĕм çитрĕ», — тесе каларĕ тет Хветька салтаксене.
Лешсем ыйтаççĕ:
«Мĕншĕн?» — теççĕ.
«Халь ман вырăна юлакансем нумай, — тет Хветька. — Кашни ялтах манăн помощниксем пур тет. Эпĕ ĕнтĕ пурăнса йăлăхрăм, мĕншĕн тесен тĕнчере икçĕр çул ытла пурăнатăп», — тет.
Тӳресем ăна персе вĕлермелле тăваççĕ. Анчах переççĕ-переççĕ, пĕр пуля та тивмест тет.
Вара Хветька: «Эсир мана пăшалпа, тар-тăруппа мар, кĕрĕк çумĕнчи йĕс тӳмепе перĕр. Эпĕ хĕресе аяккалла тытăп та, эсир ун вырăнĕнчен перĕр» тесе каларĕ тет.
Ăна çапла персе вĕлереççĕ.
Хветька гипназист пулнă тет. Унăн ывăлĕсемпе помощникĕсем те гипназист тет».
«Мĕскер вăл гипназист, мучи?»
«Ну, мĕн эппин... ăрăмçă пекки, куç пăвакан...»
«Эсĕ ху курса калаçнă-и вĕсемпе?»
Старик мĕн каласса кĕтсе хура мăйăхли чĕлĕмне кĕсйине чикет, пиншакла сăхманĕн тӳмисене тĕрĕслесе тытса пăхать, ура çине тăрать.
«Вĕсене такам та курнă, — тет старик каллех ытарлăн. — Халь кашни ялта тенĕ пекех Пăкача çыннисем çӳреççĕ. Пур çĕрте те халăх кăмăлсăр...»
«Ĕлек çак вырăнсенче те вăрçă пулнă темеççи?»
«Пăкача çарне кунта Çĕрпӳрен Орининри Михапар ятлă çын ертсе килнĕ пулнă. Ку вăрманĕ ун чухне Хуракасси патне çитетчĕ тет. Муркаш шывĕ тăрăхĕнче иртсе çӳремелле мар шурлăх та вăрман пулнă. Упасем тăп-тăр кăнтăр кунĕнчех яла пырса кĕретчĕç тет. Пăкача çыннисем килсе çитсенех Шурча, Хуракасси, Оринин чăвашĕсем çĕкленнĕ, пухусем туса кама пĕтермелли çинчен калаçса татăлнă... Мана атте каласа паратчĕ: Пăкача салтакĕсем хушшинче таçтан ютран килнĕ чăвашсем те пурччĕ тет. Сăмахĕсене çуррине ăнланаймастăмăр тет...»
«Пăкачи хăй те килнĕ-ши кунта?»
«Çук, вăл килнине каламаççĕ. Унăн çарне кунта хусахсем ертсе пыратчĕç тет. Килнĕ кунах вĕсем чăвашсене тăвар валеçсе панă. Вара пĕрлешсе кайса кантур çуртне çунтарса янă, тӳре-шарасене çакса вĕлернĕ. Пупĕсене çынсем такан патне илсе çитеричченех çапа-çапа пăрахрĕç тет... Кĕтерне патша салтакĕсем хĕссе киле пуçласан пăлхава çĕкленнĕ халăх çак вăрмана пуçтарăннă та йĕри-тавра çĕр алтса çаврăннă. Салтаксем пырса кĕме хăтлансанах чăвашсем вĕсене ухăсемпе суккăрлататчĕç тет. Апат-çимĕç вăрмана çĕрле ялсенчен пыра-пыра панă».
«Нумай тăни вĕсем унта?»
«Ытла нумаях тытăнса тăрайман çав. Патша салтакĕсем вăрманне пур енчен те вут тĕртсе çунтара пуçланă. Вăрмантисем сӳнтерсе тăраççĕ тет, салтакĕсем — каллех чĕртеççĕ. Пĕр эрне хушшинче вăрмантан хура тункатасем кăна тăрса юлчĕç тет. Нумайăшĕ вара çавăнтах çунса кайнă, çапах салтаксене парăнман».
Хура мăйăхли кайма хатĕрленет.
«Тăмастăн-и çутăличчен? — тесе старик те çĕкленет. — Çĕрле çӳремĕ кăмăллах мар пек...»
«Мĕншĕн?.. Вурăсамран хăрама манăн ылтăн çук вĕт. Пулсан та укçая çумра тытмăттăм, куршака хурса путарса лартнă пулăттăм... Ну, кала, старик, мĕн тумалла?»
«Мĕн пирки?»
«Яла каллех кантур йыттисем пычĕç. Мукаçи кĕлетне тырă пуçтараççĕ. Çуккисенне выльăхĕсене турта-турта илеççĕ те хăйсене ĕçлеме исе каяççĕ. Манăн хĕре те таçта ăсатасшăн».
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...