Таната :: «Пĕр ялсем»
Лаша çулĕ хĕрринех анакан вăрман сăмсахĕнче Ухтиван умне сасартăк Ивукпа Шахрун тухса тăчĕç. Сăнран вĕсем иккĕшĕ те самаях хĕрĕнкĕ. Ивук аллинче вăрманта касса якатнă чĕрĕ патак. Питне салтнă вăл. Çамки çинче те сулахай пит çăмартинче çапса кăвакартнă йĕрсем.
Ухтиван хăвăрт йĕри-тавралла пăхса илет. Малта курăнакан яла çитме пĕр-икĕ çухрăм, халь тухнă ял та унтан çывăхах мар. Хирте ниçта пĕр чĕрĕ чун çук.
Хĕвел анайман-ха.
Ивукпа Шахрун Ухтиванăн икĕ айккинче çул çинче тăраççĕ. Аллисене тăссанах...
Ухтиван кăштах хирелле чакать те ана хĕррине утса тухать.
«Эй, чарăн-ха канма...»
Ухтиван тата темиçе утăм тăвать.
«Чарăн тетĕп канма! Илтетĕн-и?»
Тарма — усăсăр, мĕншĕн тесен çумра, ĕнсе хыçĕнчех — çилĕпе кĕвĕлсе сывлани илтĕнет.
Ухтиван каялла çаврăнса тăрать.
Çыртма хатĕрленнĕ йытă пек, Ивук çунтарасла кураймасăр пăхать. Унăн печĕк куçĕсем халь пушшех пĕчĕкленсе ларнă, хĕрелсе кайнă.
Чĕмсĕр Шахрун Ухтиван хыçне кайса тăрать.
Ивук кулма хăтланать те ыратнипе питне сулахай аллипе тытать.
«Ăçта васкатăн, Ухтиван? Тен, кăштах ларса канăпăр, калаçкалăпăр... Пĕр ялсем вĕт».
Ухтиван ченмест.
«Ма калаçмастăн? Е ытлашши пуйса кайрăн-и?.. Тен, эпир те санпа пĕрлех пырас тейĕпĕр, э? Ак кунтарах, йывăçсем айнерех, кĕрсе пăртак канар та...»
«Эп ывăнман», — тет Ухтиван кĕскен, утма хăтланса.
Анчах кирек ăçталла пăрăнсан та ун çулне Ивук пӳлет.
«Мĕншĕн пире пăрахса хăварасшăн эсĕ, хамăр ялсем? Эпир хăйне сума суса кăнтăрларанпа кĕтсе ларатпăр, вăл пур... сăмах та хушасшăн мар. Аван мар ун пек, пĕртте аван мар... Эпир санпа юлташсем вĕт-ха, пĕрле çитĕннĕ, пĕрле пурăннă темелле. Э?»
Ухтиван та кулнă евĕр тăвать.
«Эсĕ ытла нумай калаçатăн... Пăрăн-ха çул çинчен, манăн васкамалла».
«Э, çук, — тет Ивук Ухтиван ури çинех кĕрсе кайма хăтланса, — тăхта ĕнтĕ, пĕр курнă пек чух та калаçмасан...»
«Мĕскер кирлĕ вара сире?»
«Каласа патăн-и ял халăхне?»
«Мĕн каламаллаччĕ?»
Халиччен юри-мари ейкеленсе калаçнă Ивук хуллен-хулленех чăркăшма тытăнать:
«Пĕлмиш пулать тата!.. Ара, вăрмантине!»
«Каласа патăм», — тет Ухтиван.
Ивук пĕр утăм каялла чакать те темĕнле аялтан хирĕнсе Ухтивана сăмсинчен чышкăпа тĕкет. Янах тăрăх юн шĕпĕртетсе юхса анать.
«Ак сана уншăн... кучченеç».
Хирĕç «çапма тăнă Ухтиванăн аллине хыçалтан Шахрун пăчăртаса тытать.
«Хуллентерех эсĕ, ачам, хуллентерех. Лăпкăрах пул...»
Ивук Ухтивана тепре питĕнчен туртса çапать.
«Ак ку сана — ялти парăмсемшĕн!»
Юн тумламĕсем янаха кĕçĕттерсе кăкар тăрах чупса анса çĕре ӳкеççĕ. Ура айĕнчи сивĕ тусан кашни тумлам ӳкмессеренех кăлтăр çавра пĕрчĕсем пула-пула ларать. Шăнса хытнă чухнехи пек, ăш чĕтрет, хăлха янăрать.
Çук, хăйне мĕнле хытарсан та, шалне çыртса тӳссе ирттерес тесессĕн те тӳсме çук! Умра — ташман тăрать! Çул çинче çаплах никам та курăнмасть. Алăсене хыçалалла хирсе тытнă...
Ухтиван Ивука тӳп-тӳррĕн куçран пăхать.
«Ну, мĕнле, кăмăлу тулчĕ-и ĕнтĕ?»
«Ман кăмăл сан виллӳ тăсăлса тухсан çырлахать», — тет те Ивук патаккипе çине-çинех Ухтивана пуçĕнчен, хăлха чиккинчен çапать.
«Ку сана — пур çĕре те сăмсуна чикнĕшĕн. Халăха пăтратнăшăн! Пуçна çĕкленĕшĕн!»
«Лапкă пурăнма пĕлменшĕн».
Сулахай хăлха лап хупланса ларать, хул тăрăх юн птăртатса тумлать, юхать. Шахрун Ухтивана хăй çумнех пăчăртаса тытнă, каялла тапма мар, хускалма та çук.
Ухтиванăн куçĕ хурала-хурала килет, чĕри тапма чараннă пек пулать.
«Сире хăвăра та кĕçех çапса пăрахаççĕ ак. Ытла нумаях ашкăнаймăр, харам пырсем!»
«Илтетĕн-и, Шахрун? Сĕтĕренчĕк кĕлĕмçĕ пире харам пырсем тет... Эп сана ку сăмахшăн!»
Хăй патне сиксе ӳкнĕ Ивука Ухтиван пĕç кăкăнчен аяккалла тапса ывăтать. Чăнкă тăрăллă карттус çул çине ӳкет, Ивук ана хĕррине кайса çапăнать. Унтан Ухтиван кăштах пĕкĕрĕлет те пуçĕпе каялла Шахруна сăмсинчен шачлаттарать.
Лешĕ аллисене вĕçертсе çĕре авăнса анать, ахлатса сăмсине ярса тытать.
Ухтиван тармасть. Вăл аллисене çĕклеме тăрать — çĕклеймест, утма хăтланса пăхать те ик-виçе утăмранах çĕре персе анать.
Халь ĕнтĕ вăрман сăмсахĕнчи çул хĕрринче виçĕ уйрăм кĕлетке курăнать. Пĕри Ивук. Вăл хăмăл çине хăяккăн кайса ӳкнĕ те кĕç-вĕç сиксе тăрас пек йашăлтатса ахлатса выртать. Патакки те аллинчех. Унран виç-тăватă утăмра, шăп кăна урапа çулĕн варринче, Шахрун курпунне кăларса ларать.
Ухтиван çула урлă йăваннă. Суха туса халтан кайнă çын пек, вăл аллисене ик еннелле сарса хунă та тӳпенелле иăхса выртать. Тĕксĕм çырă çӳçĕ — çул тусанĕ çинче. Пуçĕнчен инçех те мар — Мариç ашшĕн кивĕ çĕлекĕ. Сылтăм уринчи çăпати пуçĕ тухса кайнă та, çĕтĕк тăла витĕр ури пӳрни куранса тăрать.
Ивук чăнах та пуринчен малтан тăрать. Тăнсăр пулнă Ухтиван енне шикленсе пăхса вăл патаккипе аякран карттусне çаклатса туртса илет те çурма ункă пек çул туса Шахрун патне утса пырать.
«Мĕн турĕ вăл сана, Шахрун?»
«Сăмсана пĕтерчĕ...», — тет лешĕ пуçне çĕклемесĕр.
«Эсĕ те çав... Хăй тытса тăрап тет. Вĕлерттереттĕнччĕ вĕт çынна».
Те макăрать, те сăмсине туртать Шахрун, темĕскер нăшăклатнă евĕр илтенет. Ивук хуллен Ухтиван патне утса пырать, итлекелесе тăрать. Вара патаккине çĕклет те тăнсăр выртакан çынна пуçĕ урлă çапать. Патак вĕçĕ темĕнле майсăр пулса çĕре перĕнет. Хăйĕн аллине ыраттарнипе тарăхнă Ивук урса кайса Ухтивана хĕнеме тытăнатъ. Патак пĕрре кăкăртан, тепре алăран, уринчĕй, пуçĕнчен лекет. Ухтиван ахлатса хăяккăн çаврăнса ӳкет, тăма хăтланса аллипе çĕртен тĕренет. Сăхманĕпе шур йĕмĕ унăн нӳрĕ тусанпа вараланса пĕтнĕ, пит-куçĕ чĕп-чĕрĕ юн... Тăвăр йĕмпе çӳхе сăхман витĕр ырхан келетке курăнать.
«Пĕт, пĕт! Усал, шуйттан!»
Хăйне Шахрун пырса тытсан çеç вăл патаккине пăрахать те çамкине аллипе шăлса илет:
«Çӳре çав шуйттана пула асапланса! Чорт!.. Вăл пулман пулсан халь эп Шурчара çемçе тӳшек çинче çывăрса выртмаллаччĕ».
«Ан нăйкăш! Ĕлкĕрĕн-ха çывăрса. Эс ытла асăрханмасăр хăтлана пуçларăн, Ивук. Çынсем килсе лекме пултараççĕ».
«Атя эппин вăрмана сĕтĕрсе кĕретпĕр».
«Кил, тыт пуçĕнчен».
«Мĕн тума? — тет те Ивук вăрманалла çаврăнса утать. — Мĕн, çавна та пĕччен йăтаймастăн-и?»
Шахрун Ухтивана йывăçем хушшине туртса кĕрет.
Хĕвел аннă ĕнтĕ. Каçхи тӳпе тĕксĕмленсе çитет, шăналăкпа пĕркеннĕ пек, кĕрхи уй тĕслĕ ула-чăла пĕлĕтсемпе витĕнет. Те юр, те çумăр çăвать, пит çине нӳрĕ пĕрчĕсем ӳкеççĕ.
Ивукпа Шахрун йывăç çумне таянса ларнă. Вĕсене хирĕç çĕрте Ухтиван выртать.
«Халь ĕнтĕ сан туйна тăватпăр, — тет Ивук шăнса кӳтнипе пиншаккин çухи ăшнелле хутланса. — Паçа сăра тума ăста... Каçунккă илетпĕр, сурăх тытса пусатпăр. Пĕрре сĕм ӳсĕрличчен ĕçетĕп-ха».
Шахрун чĕнмест.
«Атту кун пек пурнăç мана йăлăхтарса çитерчĕ — тет Ивук. —Пĕрне йĕрлесе çӳре, теприне тытса ăсат... Ни ларса канма çук...»
«Куна çаплах пăрахса хăваратпăр-и?»
«Тепле-çке... Чĕрĕлсе тăмĕ-ши вăл?»
«Вилменскер, чĕрĕлсе тăмасăр. Вĕлерĕн эс ăна часах...»
Ивук тăнн итлесе тăрать те Шахрун çумнерех тĕршĕнсе ларать. Сурăх кĕтĕвĕ килнĕ пек, вăрманта типĕ çулçăсем чăштăртатаççĕ. Таçта çилпе хăрăк турат çĕре татăлса анать.
«Хай айăплă, — текелесе Ивук аллисене хире-хирĕç пиншак çанни ăшне чикет. — Ĕçлес те ĕçлес тарçăра лăпкăн... Кутăн çынна хăçан та пулин такăнтараççех çав».
Шахрун кĕсйинче тем хыпашласа шыракаласа пăхать те ури çине тăрать.
«Пĕр-пĕр... пăяв çук-и санăн, Ивук? Пиççи те юрать».
Ивук çӳçĕ чăшăл çӳлелле тăрать. Шахрун пăяв мĕн валли ыйтнине пĕлет пулин те хăрушă ĕçе курас мар тесе вăл çаплах ăнланмише перет.
«Пăяв? Мĕн тума кирлĕ сана пăяв?»
«Ну, пур-и санăн, çук-и?»
«Тен, хăех вилĕ? — тесе чĕтрене ернĕ Ивук та ури çине тăрать. — Çапла хĕнесен те вилмесен... Чĕрĕ юлсан та халь ĕнтĕ вăл яла пымасть...»
«Чĕррĕн хăварма юрамасть! — тет Шахрун татăклăн. — Хамăр çинчен ытла та нумай пĕлекен пулса çитрĕ. Каласа парсан...»
«Кам ĕнентĕр ăна?»
«Халăх ĕненет!»
«Эппин, эс ăна ху пĕччен, Шахрун... Эпĕ мĕне тухап... çул çине. Паçăр патак ӳксе юлчĕ».
Ивук тĕттĕмре аллисене мала тăсса шиклене-шикленех çул хĕрринелле утать. Хыçалта кĕç-вĕç çын шари çухăрса ярассăн туйăнать, чĕри хăраса хĕсĕнет.
Сылтăм аллине хăйĕн пиçиххине тытса йывăçсем айĕнче Шахрун упаленсе çӳрет. Вăл Ухтиван выртакан çĕре пырса хыпашласа пăхать, йĕри-тавра çаврăнать, каллех çав йывăç айне пырать. Ухтиван ниçта та çук. Сасартăк тарласа чăм шыва ӳкнĕ Шахрун ура çине сиксе тăрать те такам çапасран хăранă пек пуçне чиксе йывăç хӳттине йăпшăнать.
Ивук хыпăнса каялла чупса пырать.
«Шахрун, ăçта эсĕ?»
«Хуллентерех!.. Мĕн пулчĕ?»
«Çынсем килеççĕ!..»
«Çынсем?!.»
Ухтиван кайса чĕнсе килнĕ тет хăй ăшĕнче Шахрун.
«Вилчĕ-и вăл?»
«Вĕлерĕн час... Тарнă вăл».
Пуçĕнчен çапнă пек, Ивук лĕштĕрех çĕре ларать. Шахрун хăйне пăрахса тарнине илтсен çеç вăл тăрать те хыçалтан вăрманалла вирхĕнет. Кашни йывăç хыçĕнчех ăна Ухтиван пуртă тытса кĕтсе тăнă пек туйăнать. Çӳçе йăшăлтатать, ут-тир чĕпĕткелесе илет. Пĕтрĕм, лекрĕм, çаклантăм, ак пуçран хаплаттараççĕ тесе чупакан Ивук йывăçа пырса çапăнать те çĕре тĕшĕрĕлсе анать.
«Шахрун-н!»
Сехри хăпнипе урмăшса кайнă сасса хирĕç никам та чĕнмест. Таçта аякра кăна, мулкач сикнĕ пек, çулçă чăштăртатать. Анчах хăш енче вăл — ăна ниепле те уйăрса илме çук. Кĕçех акă вăл та илтĕнми пулать.
«Шахрун тетĕп, шуйтта-ан!..»
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...