Атăл шывĕ юха тăрать :: Аслă Атăл çинче
Атăл, Атăл, нихçан та ан ватăл,
Пирĕн халăхшăн пул эс атте...
"Атăл-атте" сăвăран.
Аслă Атăл тăрăх анаталла виçĕ карап анать. Малта çар карапĕ, хыçалтисем иккĕшĕ — суту-илӳ карапĕсем. Çар карапĕ хăйне евĕрлĕ, вăрăм майлă хураçи пек, малта унăн таран та пур. Унпа вăл тăшман карапне шăтарса путарма пултарать.
Çар карапĕ çинче лайăх кăралланнă эккелсем пине яхăн. Вĕсем малалла та, шыва май çырансене те çивчĕ куçĕсемпе пăхса-сăнасах пыраççĕ.
Суту-илӳ карапĕсем çинче — хаклă йышши таварсем. Пăлхарсем вĕсене кăнтăрти çĕрсене ăсатаççĕ. Кунта хаклă йышши тирсем те, çурçĕрти тинĕссенче пурăнакан моржсен питĕ хаклă шăммисем те, пички-пичкипе пыл, сăра, тем чухлĕ хăмла. Ку карапсем çинче те кăраллă эккелсем пур. Анчах вĕсем сахалăн. Нумайăн пулни кирлĕ те мар. Ара, вĕсен сыхлав çар карапĕ пур-çке.
Çар карапĕ çинче, мал енче иккĕн: Аксупай — карпуç тата ватă элчĕ Айтукан. Аксупайăн тĕп тĕллĕвĕ — çак карапсене сыхласси, çитес çĕре çитме май туса парасси. Атăлçи Пăлхарстан патши ăна пысăк ĕç хушнă: карапсене хазарсем пăхса тăракан çĕрсем витĕр кăларса Хура тинĕсе илсе çитермелле, вара ун урлă каçса Кустантина çитмелле. Ватă элчĕ Айтукан вара Кустантина çитсе, Императорпа калаçмалла.
— Пăлхарсем ĕлĕк византисемпе туслă пулнă, — каласа парать Айтукан хăйпе юнашар тăракан карпуçа. — Анчах юлашки çулсенче пирĕн хушша хазарсем шăтарса кĕчĕç те пире византисенчен уйăрчĕç.
— Хазарсем пирĕнпе пĕр юнлă, пĕр чĕлхеллĕ халăхах-çке-ха, — тĕлĕнчĕ те тарăхрĕ карпуç. — Мĕншĕн пирĕнпе çапăçаççĕ-ха вĕсем?.. Пирĕн пачах урăхла пулмалла. Пĕр-пĕрне пулăшса пурăнмалла. Тăшмансене хирĕç пĕрле çапăçмалла.
— Çук çав, апла пулса пымасть, — хурлăхлăн каларĕ ватă Айтукан. — Ку вăл тахçанах икçĕр аллă çул каялла пулнă. Халĕ хазарсем йышăнса тăракан çĕрсем çинче пирĕн ламтайсем пурăннă. Пысăк патшалăх тытса тăнă вĕсем. Ăна Аслă Пăлхарстан тенĕ. Шĕкĕр хули вĕсен Хăнакур пулнă. Патши — Купрат, пирĕн патшан, Алмасăн, мăн аслашшĕ. Унăн пилĕк ывăл пулнă: Питпуян, Кăтра-паттăр, Альших, Кĕпер тата Аспарух. Çавăн чухне хазарсем пирĕн ламтайсем çине тапăннă. Çавăн чухне вара Купрат патша хазарсене ним юлми çĕмĕрсе тăкнă. "Ĕмĕрне те пăлхарсемпе çапăçмастпăр!" тесе сăмах панă ун чухне хазарсем. Анчах пирĕн халăхăн телейĕ пулман пуль çав. Çак чаплă çĕнтерӳ хыççăн Купрат нумай пурăнайман, йывăр чирлесе вилнĕ. Купрат ывăлĕсем ун чухне ашшĕпе пĕрле пулман. Çавăнпа усă курса, хазарсем Купрат патша тытса тăнă çĕрсем çине тапăнма тытăннă. Чи вăйлă пăлхар йăхĕсем Купрат патшан кĕçĕн ывăлĕ Аспарух ертсе пынипе Тăнай шывĕ тăрăхне кайнă пулнă. Унччен маларах Кăтра-паттăр таватă таманпа Атăл тăрăхне хăпарнă. Кăтра-паттăр шăллĕ Альших анăçалла кайнă, вĕсен шăллĕ Кĕпер Паннонире1 пулнă. Аслă Пăлхарстан çĕрĕ çинче вара Купрат патшан аслă ывăлĕ Питпуян çеç пулнă. Темиçе питĕ хаяр çапăçу пулнă. Анчах хазарсем çĕнтернĕ çав. Питпуянăн вара Кавказ тăвĕсен хушшинелле чакмалла пулса тухнă. Аслă Пăлхарстан тĕп хулине те хазарсем туртса илнĕ.
— Мĕншĕн-ха пăлхарсем хăйсен пĕтĕм текĕрчĕсене пĕрле пухса хазарсене çĕмĕрсе тăкман? — тарăхнăн каларĕ Аксупай. — Аспарух çарĕсене те, Кăтра-паттăр çарĕсене те Питпуян çарĕсемпе пĕрле пухмалла пулнă та...
— Эпĕ те çапла шухăшлатăп та çав, — хурланнăн каларĕ Айтукан. — Византипе те çыхăну татăлнă. Халĕ, акă, май пулсан, çав çыхăнăва çĕнĕрен йĕркелесе ярăпăр-ха. Хазарсем кăна тытса ан чарччăр... Византипе килĕшӳ тусассăн, акă, Тăнай çинчи хамăр тăвансем патне те çитĕпĕр.
— Çапла, — килĕшрĕ унпа карпуç, — Эпир, пăлхарсем, пурте пĕртăвансем. Пирĕн пĕр-пĕрне пулăшмалла, пĕрле пулма тăрăшмалла. Пĕрле пулсан кăна эпир вăйлă... Тăхта-ха, тăхта, мĕскер унта малта? Хазарсен киммисем мар-и?..
Аксупай, калаçу çинчен манса, шыв юххи май малалла тинкерчĕ. Чăнах та, пăлхарсен карапĕсем еннелле, Атăлăн сылтăм енчен темиçе пысăк мар кимĕ ишсе тухма тытăнчĕç.
— Хахайт! — кăшкăрса ячĕ карпуçĕ. — Хахайт! Тăшман киммисем!..
Карап çинчи эккелсем, карпуç сассине илтсе, аялтан çӳле чупа-чупа тухма тытăнчĕç. Хыçалти карапсене систерсе, тӳпенелле çунакан çĕмрен вĕçсе хăпарчĕ. Ăна курса, унти эккелсем те çапăçăва хатĕрлене пуçларĕç.
— Тӳрех çапăçу пуçлас марччĕ-ха, — асăрхаттарса каларĕ Айтукан. — Эпир епле пулсан та элчĕсем. Ытти кăрап çинчисем те усал çынсем мар, сутăçсем. Пире тивмелле мар вĕсем. Хазарсем пулсассăн та.
— Эй, хазарсене вĕсене пĕлсе пĕтерес çук, — тарăхса каларĕ карпуç. — Вĕсемшĕн нимĕнле сăваплăх та çук. Эй, ертелей! — хăй патне чĕнсе илчĕ эккелсен çарпусне. — Çапăçăва хатĕрленĕр!
Чакăркки2 хыттăн кăшкăртни илтенчĕ. Эккелсем, уххисене тытса, карап хӳми хыçне тăчĕç.
— Камсем? — хыттăн кăшкăрни илтĕнчĕ çав вăхăтра кимĕсем çинчен.
— Элчĕсем! — хуравларĕ Айтукан. — Византине каятпăр. Алмас патша хушнипе.
— Малалла кайма чаратпăр! — кăшкăрчĕç кимĕ çинчен.
— Çыран хĕррине тăрăр!
Çав хушăрах сăрт хыçĕнчен тата темиçе кимĕ ишсе тухрĕ. Халь ĕнтĕ хазарсен киммисем пăлхарсен карапĕсене пур енчен те хупăрласа илчĕç. Пур кимми çинче те эккелсем, вĕсем хăйсен уххисене карăнтарнă, халь тесен халь пеме хатĕр.
— Пăлхарсемпе хазарсем хушшинче килĕшӳ пур! — хыттăн кăшкăрчĕ Аксупай. — Мĕншĕн пире малалла кайма чаратăр?
— Пăлхар йыттисем! — кăшкăрни илтĕнчĕ кимĕ çинчен.
— Тата калаçса тăратăр-и-ха? Çыран хĕррине тăрăр, тенĕ сире! Халех! Малалла кайма чаратпăр!..
Аксупай ăнланчĕ: калаçса килĕштерме çук кунта, çыран хĕррине тăни те çăлăнăç мар, хазарсем карапсене тытса илеççĕ... Пĕртен-пĕр çул — малалла кайни.
— Çыран хĕррине! — хушрĕç кимĕ çинчисем! — Часрах! Часрах!
Çавăнтах темиçе кимĕ çинчен пăлхар карапĕсем еннелле вуншар çĕмрен вĕçсе килчĕ. Юрать-ха, пурте пĕшкĕнсе ĕлкĕрчĕç.
— Перĕр! — тарăхнипе кăшкăрса яче Аксупай. — Перĕр! — тепре хушрĕ вăл хăй эккелĕсене.
Çавăнтах карапсем çинчен çĕршер çĕмрен кимĕсем çинелле вĕçсе кайрĕç.
Хаяр та юнлă çапăçу пуçланчĕ. Пăлхар карапĕсем пысăк, çаврăнусăр. Хазарсен киммисем вара чарлансем пек пĕрре-пĕр çĕрте, тепре — тепĕр çĕрте. Эккелсем аманса кăшкăрни илтĕнчĕ. Сасартăк хазарсен пĕр кимми енчен пăлхарсен карапĕсем еннелле вут чĕлхи сирпĕнчĕ.
"Грексен вучĕ! — ăнланса илчĕ карпуç. — Авă мĕн пирки ытла хастарланса кайнă иккен хазарсем, Византисемпе туслашса, вĕсен вучĕпе усă курма та вĕреннĕ иккен..."
Аксупай ертелее чĕнсе илчĕ те грексен вутĕнчен асăрханмаллине каларĕ. Çавăнтах чакăркки питĕ хыттăн кăшкăртса ячĕ. Ку вăл карпуç асăрхануллăрах пулма хушнине пĕлтерет.
Çав хушăра çапăçу вăйлăланнăçемĕн вăйлăланса пычĕ. Пăлхарсем хазарсен темиçе киммине шыва путарчĕç. Вуншар хазар çынни шывра чăмпăлтатать. Çав хушăрах грексен вучĕ тĕрлĕ çĕрте ытларах та ытларах ялкăша-ялкăша илме тытăнчĕ. Çакна пăхмасăрах эккелсем уххисенчен хазарсене печĕç те пĕчĕç. Атăлăн сылтăм çыранĕнчен перекен хазарсем хăйсене пăлхарсем пенине чăтаймарĕç, чулсем хыçне пытанчĕç. Вĕсен киммисем те чака-чака кая пуçларĕç.
— Утăрья! — сасартăк илтĕнсе кайрĕ çав хушăра Атăлăн сулахай çыранĕнчен.
"Таçтан килсе тухнă пăлхарсен текĕрчĕ пире пулăшма килет-и?" — тĕлĕнчĕ çакна илтсен карпуç. Хазарсем те вăрçа кĕнĕ чухне çак сăмахах кăшкăрма пултарасса вăл асне те илмерĕ.
Çук çав, кусем пăлхарсем пулмарĕç. Кусем хазарсен çав енне пытанса ларнă çарĕ пулчĕ. Пăлхарсем пур вăйне пухса Атăлăн сылтăм çыранĕнчен тапăнакансемпе çапăçнă хушăра вĕсем систермесĕр тепĕр енчен пырса тапăннă та пăлхарсен виçĕ карапне те грексен вучĕпе çунтарма тытăннă.
— Асăрханăр! — хыттăн кăшкăрчĕ те карпуç хăйĕн эккелĕсен пĕр пайне вут сӳнтерме, тепĕр пайне сулахайран тапăнакансене пере-пере ӳкерме ячĕ. Анчах çав хушăра хыçалти карапсем çине хазарсем сике-сике хăпара пуçларĕç. Çавăнтах икĕ карап та пур енчен те ялкăша-ялкăша çунма тытăнчĕç.
Сутăçсемпе вĕсен карапĕсене упраса хăварайманнине ăнланчĕ карпуç. Халĕ ĕнтĕ унăн пĕртен-пĕр тĕллев — çар карапне упраса хăвармалла.
— Хамăр карапа упрас пулать! — хыттăн кăшкăрчĕ вăл. — Хазарсен киммисене çывăха ан ярăр!.. Харăссăн перĕр!.. Грексен вутĕнчен сыхланмалла пирĕн!..
Анчах Атăлăн икĕ çыранĕнчен те çĕнĕрен те çĕнĕ кимĕсем тапа-тапа тухрĕç. Вĕсем çинче туп-тулли тĕкĕрçсем3, чи пĕчĕк киммисем çинче грексен вучĕпе çунтарма пĕлекенсем.
Пăлхар эккелĕсем карапăн пур енне те тăрса тухнă. Харăссăн-харăссăн переççĕ вĕсем. Хазарсем шыва ӳкеççĕ те ӳкеççĕ. Темиçе кимми йăванса та путрĕ. Анчах пăлхарсен çунакан карапĕ патне çаплах тĕрлĕ енчен çĕнĕрен те çĕнĕ кимĕсем вĕçтере-вĕçтере пычĕç. Кимĕсем çинчен вĕçĕ-хĕррисĕр карап енне печĕç. Карап çинчен перекенсен шучĕ вара чакнăçемĕн чакса пычĕç. Çав хушăра çак карап çинче те тĕрлĕ çĕрте грексен вучĕпе чĕртнĕ пушар ӳснĕçемĕн ӳссе пычĕ. Акă ĕнтĕ, карап çинче тăма та çук. Эккелсен вара çунса вилес мар тесе ирĕксĕрех шыва сикмелле пулчĕ.
Атăлта тем чухлĕ çын шапăлтатма тытăнчĕ — палхарсем те, хазарсем те.
Пуринчен те юлашкинчен, аллине анкар тытса, Атăла карпуç сикрĕ...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...