Таркăн :: Хупахри тытăçу


— Ну, мĕн тăвăпăр? — терĕ Михайлов.

— Валтан эрехне ĕçсе ярар-ха, — тесе Янтул кĕтмен çĕртенех чăвашла калаçма тытăнче, кĕсйинчен пулăштух кĕленчине туртса кăларчĕ. — Куратăн-и? — тесе эрехне Михайлов сăмси умĕнче шăмпăр-шăмпăр тутарчĕ. — Ме, ĕç. Куна эпĕ пуринчен валтан илсе чикрĕм. Тĕрĕссипе каласан, хупаха килни пире ытла хаклах та лармарĕ пулĕ. Эп унта сахалтан та пĕр пилĕк-ултă тенкĕлĕх ватса хăвартăм. Е ытларах та-и. Атя, асăнмалăх усратăр ĕнтĕ ман çĕтĕк калпака.

— Унпа çеç çырлахмĕ-ха вăл, çыннине пит усал теççĕ.

— Темех тăвĕ. Ыранах эп хуларан тухса каятăп.

Михайлов пĕр çăвар сыпрĕ те кĕленчине каялла пачĕ. Пĕтĕм çан-çурăмĕ тăрăх кăмăллă ăшă сăрăлтатса кайнине сисрĕ вăл.

— Часрах каяр, Янтул пичче. Атту шăнса вилĕн.

— Эрех пур çинче-и? — терĕ Янтул. — Тăхта ĕнтĕ, эпир ку чĕмерене тата тепĕр кучченеç парса хăварар, чăвашсене лайăхрах астуса юлтăр.

Эрехне ĕçсе пĕтерсен вĕсем решеткеллĕ чӳречесем енне ашса тухрĕç те пăртак каялла чакрĕç. Вара Янтул пуш кĕленчипе тĕллесе-тĕллесе тăчĕ те пĕр кантăкĕнчен яра пачĕ. Чанкăр! тунă сасă янăраса кайрĕ. Вĕсем алла-аллăн тытăнчĕç те çыран çинелле çӳлелле тапса сикрĕç. Хупах куçран çухалчĕ.

Янтул хула урамне çитсе кĕрсен тин чарăнчĕ.

— Тăхта, — терĕ вăл пӳлĕнчĕклĕн сывласа, — кăштах шухăшласа пăхар. Çанталăкĕ шăпах мана килĕшекенни.

Вĕсем Атăл хĕрринчи урамра тăраççĕ. Атăл çинче çил-тăман урать. Пӳртсем те кĕрт ăшне путнă, пĕр-пĕрин çине ютшăнса пăхса лараççĕ. Пуçсем тăрринче тĕнче пĕтнĕ пек çил кĕрлет-ахăрать, алă тăратсан алла татса каяссăн туйăнать. Анчах юрĕ пĕртте сивĕ мар. Пите лекни ирĕлсе, ӳте кăтăклантарса юхса анать.

Янтул Атăл çинелле пăхса тăчĕ-тăчĕ те хаш сывласа ячĕ.

— Хитре мăнтарăн çанталăкĕ. Калпак пулнă пулсан çĕрĕпе тăма та хатĕр. — Унтан хупах хуçине аса илчĕ. — Ну, вăйлă та, эсрелĕ! — Вăл йĕпе сухалне çара аллипе тытса пăрчĕ. — Ман алла тĕреклĕ теççĕ. Тытса чăмăртасан эпĕ сан пӳрнӳсене пĕр çĕре çыпăçтарса лартма пултаратăп. Ак ку чăн-чăн упа хăраххи ĕнтĕ. Мана тытса çĕклерĕ те алăкран кушак çурине кăларса пенĕ пек кăларса çапрĕ. Сиссе те ĕлкĕреймерĕм, пăхатăп — хăлхара çил шăхăрсă пыратъ. Ăçталла пырса çапăнăп-ши ĕнтĕ тесе вĕçсе пыратăп... Ну, пулаççĕ те иккен çынсем! Мĕн çисе пухнă вăл ун чухлĕ вăй?

Михайлов хаяр Янтул савăнса калаçнинчен тĕлĕнсе тăрать. Мĕскер улăштарчĕ ăна сасартăк?

— Каяр, — терĕ Янтул утма хатĕрленсе. — Атту юр çине выртса канас киле пуçларĕ. Эреке пусать.

— Ăçта кайăпăр? — ыйтрĕ Михайлов.

— Сан патна ара. Кил çук халь ман. Ыран Чăвашалла тапатăп.

— Те уйрăлнă ĕнтĕ?

— Пăрахса тухрăм. Çитет тӳссе!

Вĕсем урам урлă утрĕç.

Михайлов хупаха мĕн сăлтавпа пынине аса илчĕ те кулса ячĕ.

— Ну, маннă пашалусем эпир.

— Эсе те темскер манса хăварнă тем? Атя, пуйтăр ĕнтĕ. Хăçан та пулин пырне ларĕ-ха.

— Çук, эпĕ япала мар, хам вунсаккăр тултарнине паллă тума манса кайнă.

— Лайăх паллă турăмăр-çке?

Михайлов, пăлан пек, урамри юр кĕрчĕ урлă çурса каçрĕ.

— Атя, ан юл манран.

■ Страницăсем: 1 2