Таркăн :: Çил-тăманлă каç


Янтул çĕрле тухса тарчĕ полици участокĕнчен. Хăйне мĕншĕн тытса хупнине пĕлмерĕ вал. Пĕлсе тăрас та темерĕ. Ирхинеччен кĕтсе тĕрме тĕпне кĕрсе лариччен çĕр хута вăл чăваш хушшине çитсе ӳкет. Шыра та туп ăна унта. Кирлех пулсан ятне те улăштарать Янтул. Пĕр-пĕр... Хаймук пулса тăрать те — такам эс. Леш ханттарĕсене, хăйне тытса килекенĕсене, куркаланă вăл, чухлать. Пурте упа йăхĕнчен вĕсем. Ни вăйпа, ни калаçса ĕнентерме çук вĕсене.

Алăкне темиçе хут та ватса тухнине Янтул кĕнĕ чухнех асăрхарĕ. Кашнинчех питĕркĕçне тăпăлтара-тăпăлтара кăларнă. Ӳсĕрсен ĕçĕ ĕнтĕ. Кайран пĕли-пĕлми алăпа савăлсемпе хытарнă. Çĕр те пĕр хут ватнă алăка ма çĕр те иккĕмĕш хут ватас мар? Тĕттĕм пуласса кĕтсе илчĕ те вăл пĕррех алăк çине выртрĕ — шăкăр-шакăр çех коридора тухса ӳкрĕ. Унтан сиксе тăчĕ те картишнелле ыткăнчĕ. Питне-куçне çил-тăман лĕп çапрĕ. Чуххăмăн утсах пахчасем хыçне тухрĕ вăл, пĕр вĕрлĕке хуçса илсе туя турĕ. Ăçталла каймалли паллă-ха. Çул хыттинчен çех пăрăнма юрамасть. Ик енче маяк та пулма кирлĕ.

Чăваш хушшинче пурнăçне мĕнле майлаштарĕ-ши Янтул? Унăн халь пĕртен-пĕр çулĕ çавăнталла. Вулăс правленине вырăна кĕрет пуль ĕнтĕ вăл. Ун пĕлĕвĕпе, ун почеркĕпе ăна туртса илсех вулăс тиекне лартмалла. Чикмере, уезд хулинче, Янтула пĕррехинче вырăн сĕннĕ пулнă та, вулăс кантурне мĕнле ан илччĕр ăна? Пырса ĕçе пăсса çӳреме Янтулăн карчăкĕ пулмасть унта.

 

...Вăл уй варрипе уксахласа пырать. Йăнкăшт, йăнкăшт пусать. Утнăçем ури-алли хĕрсе каясса кĕтет. Усал-тĕселтен пулĕхçĕ хăтартăр та, ку ахăр самана-çанталăк чарăнмассах тапранчĕ-ши кăçал? Çул синкерĕпе çул хаярне Янтул пĕр-пĕр яла çитсен чӳклĕ ĕнтĕ, халь вăл нимĕн те илсе тухман. Унччен тукмак çăварне çех çакланас марччĕ тет вăл хăй ăшĕнче. Кун пек çанталăкра вĕсем юр ашма ӳркенсе çул тăрăх сулланса çӳреççĕ. Тукмаксене нихçан та усал туман Янтул. Çитменне чирлĕ вăл, ватă. Янтул юри мĕскĕне перет. Унăн пĕтĕм шăм-шакĕ сурать, сулахай ури сыппи чикет, сулахай хулне хускатма çук. Ăшĕнче те тем пулса иртет-çке, пĕрмай тула каяс килтерет. Ларма тăрсан чĕркуççййĕсем лăнк хутланаççĕ те, вăл юр çине тĕшĕрĕлсе анать. Тукмаксем выçă тесен, Янтул та ĕнер кăнтăрларанпах апат çимен. Чей ĕçнине шутлама кирлĕ мар, вăл хырăма çех выçтарма пĕлет.

Ун арăмĕ, ухмах, кунне темиçе хут чей лĕрккет. Янтулшăн пулсан сăрапа эрех сывă пулччăр. Вĕсем уншăн пурнăç та, пăрнăç та. Çавсен «ырлăхĕпе», хăй çамрăк чух, хуçан ватă хĕрĕпе çывăрнă вăл. Çавсене пулах, айван, авланма килĕшнĕ.

Кайран та çавах: ӳсĕрле çех арăмĕ патне пынă Янтул. Урăлла унран пăрăнса çӳренĕ. Çавна пĕлсен карчăкĕ нихçан та ĕçме чарман ăна. Тархасшăн. Икĕ тĕрлĕ ĕмĕт пулнă-мĕн унăн: пĕр енчен — Янтула ытларах хăй çумĕнче тытасси, тепĕр енчен — ăна хăйпе тан ватăлтарасси. Вара Янтул хăйĕн çамрăклăхĕпе мухтанма чарăнĕ тенĕ пуль ĕнтĕ вăл.

Пĕрне-пĕри юратмасăр пурăнсах икĕ ача çуратса çитĕнтернĕ вĕсем.

Э, тепĕр тесен, ытла юратманах та мар пуль ĕнтĕ, никам çук чухне ма суяс? Пĕвĕ-сийĕ, кĕлетки-çурăмĕ халĕ те аптрасах каймасть карчăкĕн. Кирлĕ вăхăтра ачашланма та чухланă вăл. Пĕрне-пĕри пăхăнасшăн пулман вĕсем, хирĕçĕвĕн сăлтавĕсенчен пĕри çавăнта.

Кунта тӳпем вырăн та, çанталăк урать кăна. Кутсăр-пуçсăр çил-тăман çавăрттарать, пĕтĕрĕнет, асать — тĕнче пĕтсе килет тейĕн. Юрать-ха, ытла сивех мар. Чипер тум-тирпе вуçех те аптрас çук. Янтул кĕрĕкĕ тахçанхиех те, çĕтĕкĕсенчен çил вĕрет. Кăçатти те шăтăк ав, ури кĕлисем пĕлми пулса ларнă. Çĕлĕкĕн те пулин хăрах хăлхи çех, иçмасса.

Тум-тир çук мар Янтулăн. Кантура вырăна кĕрĕп тесе вăл туллатнă кĕрĕк пекки те, тĕпне сăран хуртарнă кăçат та туянса хунă пулнă. Кил таврашĕнче кив кирĕкпе юрĕ тенĕ. Анчах службăна кĕреймен, халь тин ĕнтĕ кĕресси те пулас çук пуль, тум-тирне кашта çинче çакăнса тăнă çĕртех кĕве касса пĕтернĕ. Ачисемпе те çавсене пулах хирĕлет вăл. Лешсем ашшĕ тум-тирне сĕтĕресшĕн, амăшĕ те ачисем майлă. Янтул кас-пус памасть. Хăвăр ĕçлесе илĕр тет.

Тум-тирне шеллесе тăмĕччĕ вăл, ачисем хăйне юратманнине курать те пама тăснă аллине каялла туртса илет... Мĕн тесе суйнă-ши ун карчăкĕ кантурти услапсене? Тен, ун сăмахĕпе пыманччĕ йыт çиесшĕ полицейскисем, хăйсем тĕллĕн карăнса çӳреççĕ? Укçа кирлĕ вĕсене? Ак çакна куратăр-и? — тесе Янтул туйине çĕклет те тăман варкăшĕ çапнипе айккинелле танкăлтатса каять. Эппин, çил çула урлă вĕрет-ха. Вăл унталла çаврăнса пăхать — куçне те уçма çук. Тĕпĕр еннелле пăрăнать — кунта та çавах. Виççĕмĕш енчи çил-тăвăл хумĕ ăна сывлаймиех туса хурать, питне, тăм сĕрнĕ пек, йĕпе юрпа лаплаттарса хуплать.

Пĕтрĕ пуçах, капла мĕнле утмалла? Янтул çĕре пĕшкĕнсе питне аллипе шăлса илет. Анчах куçне уçма ĕлкĕреймест — каллех юр хупласа лартать. Кирек ăçталла пăхсан та, чыхăнтарать, чыхăнтарать ăна юр, ниçта кайса кĕме çук. Çил кĕрĕк аркине татса илесле лăскатъ, Янтула хăйне унталла-кунталла хăвалать. Пĕр-пĕр хӳтлĕхе кĕрсе ларса чĕлĕм туртасчĕ — йĕри-тавра шакла уй.

Ара, мĕн туса тăрать вăл хир варринче? Каймалла-çке ун. Утмалла. Часрах çул çине тухмалла...

Янтул пĕр авăк шухăшласа пăхать. Хăш енчеччĕ-ха çул? Вăл унччен çул çинчеччĕ пулсан. Айккинелле нумай та килменччĕ-ха. Темиçе утăм çеç турĕ. Ик-виç еннелле тĕрĕслес те...

Çил Янтула каялла тĕксе ячĕ, малалла ӳпĕнтерчĕ. Алли типнĕ хыт хура тунине ярса тытрĕ. Э, ана йăранĕ пуль-çке ку. Çул çине тухма урăх еннелле утмалла...

Вăл каялла çаврăнчĕ те утрĕ, утрĕ хир варрипе. Ашрĕ, ашрĕ юр. Ку кĕрхи суха пусси мар-и-ха, юр витĕр мăкăль-шакăльсем лекеççĕ. Çул паçăр тăнă вырăналлах юлчĕ пулас-ха. Янтул çавăнта таврăнать те тепĕр еннелле кайса пăхать. Унтан тăваттăмĕш ен те пур-ха.

Анчах ни çулне, ни паçăрхи хыт хура тĕмĕсене тупаймарĕ вăл. Хăй чăм шыва ӳкрĕ. Утма май çук. Тулать çил-тăвăл. Тăллать. Юр айне тăвать. Пĕтĕм çĕр питĕнчи юр сывлăша çĕкленнĕ тейĕн.

Тен, Янтул вăхăтлăха каялла хулана таврăнĕ? Тепрер каçлăха. Çывăрма каллех Михайлов патне кĕрес. Ачи полицире службăра тăрать те-ха, пур пĕр хамăр çын вăл, кăмăллă йĕкĕт, сутас çук. Çиллентерсен те çилленмерĕ ав. Тăман чарăнсан тухса утать Янтул...

Вăл миçе сехет çул çинче? Пĕр иккĕсем-и? Сехетне ик-виç çухрăм тунă пултăр. Апла вăл хуларан инçе те мар? Тăват-пилĕк çухрăма хырăмпа шуса та çитме пулать. Ăçталла шумаллине çеç пĕлмелле... Малаллине — хăй çултан аташса кайнине — шарламасть-ха Янтул.

Çакăнта сасартăк кашкăр сиксе тухсан? Ăмрипе пĕрре çех пырса çапĕ. Ыратакан аллипе те пĕччен кашкăра парăнмĕ-ха Янтул. Ыратнине те манса каятăн ун пек чухне. Темиçе енчен пĕр харăс тапăнсан? Иртнĕ хĕлле вăрманти çул çинчен пĕр çын виллине тупса кĕрсе пытарчĕç те, кăçат ăшĕнчи урисемпе алсиш ăшĕнчи аллисем çеç тĕрĕс юлнăччĕ мĕскĕнĕн. Пăшалĕ те пулнă хăйĕн. Пĕр çĕр чалăш пек аяккарах выртать тет. Шăпа тухрĕ пулсан пăшалпа та ним тăваймăн çав.

Те утать Янтул, те чупать, талкăшса пырать çил-тăман витĕр. Ăçта каять вăл? Таçта. Пĕр-пĕр çурт хӳттине. Яла. Е хулана-и. Хăшĕ тĕл пулать — çавăнта. Чупать, чупать те вăл тап чарăнса тăрать. Çурчĕ... ялĕ... хули шăп кăна тепĕр енче юлчĕç пулсан? «Тен, çав эп тăнă вырăнтан инçе те марччĕ вĕсем?» Янтул палт çаврăнать те каялла ыткăнать. Ӳкет те сике-сике тăрать. Сывлăшĕ пӳлĕнсен çĕре канăçлăн тăсăлса выртать. Кăштах канса илме. Юр мамăк минтер пек çемçе, тӳшек пек ăшă. Ăшă çеç те мар-ха, вĕри. Пит çине тăкăнакан юр çав самантрах шыв пулса юхса анать. Тăма мар, хускалас та килмест Янтулăн. Çийĕнчи тум-тирри чунне тăвăрлатать пек унне.

...Чим-ха, хăçан пулчĕ-ха вăл? Тăватăм çул-и? Е виçĕм çулччĕ-ши? Хула çывăхĕнчех пĕр ыйткалакан шăнса вилнĕччĕ. Тата пăртак çех утмалла пулнă хăйĕн хула урамне çитсе кĕме. Çур ана пӳ чухлĕ те çук пуль. Вăтăр градуслă сивĕре çĕтĕк сăхманне йӳле янă вăл, хутаççине пуçĕ айне хунă. Выртнă та вара кăчăр пулнă.

Ăна та пăчă пек туйăннă ĕнтĕ. Шăнса вилекен çыннăн чун тарĕ тухать тет иккен. Ыйхи килсе хуплантарать тет.

 

Хăйне пусахласах ура çине тăнă та Янтул хир тăрăх сĕнксе пырать. Мĕкĕлтетсе утать, утать те каялла çаврăнать... Тепĕр еннелле пăрăнать. Хĕреслĕ «çул» хывать. Усĕр çын пек халь вăл. Тайкаланать... Кĕçех ӳкет те ак — тăраймасть те.

Сехри хăпнипе Янтулăн ыйхи янк уçăлать. Ма вăл, авăн ашакан ут пек, пĕр вырăнта çавранкаласа çӳрет? Кунта нимĕн те çуккине паçăрах пĕлет-çке вăл? Хăнăхнă лаптăкран кайма хăрать-ши? Каç пулнăранпа виç-тăват сехет те иртмен пуль-ха. Хăçан çурçĕр çитĕ. Тул çутăличчен тата мĕн чул кĕтмелле. Янтул чăтсан чăтĕ тепрер сехет... Ну, иккĕ тейĕпĕр. Ăçта та пулин çитес тесен унăн тӳп-тӳрĕ çеç каймалла. Малтан мала. Унсăр — пĕтет вăл.

Çапла шухăшлама ĕлкĕреймест Янтул, ури айĕнчи çĕр йăшăлл хускалать те, вăл таçта шуса анса каять. Утă капанĕ çинче ларакан çын капанĕпе пĕрле тӳннĕ пек, çемçен кайса çапăнать, юр ăшне пашт кĕрсе ӳкет. Хăлхине сасартăк шăплăх хупласа хурать.

Юр çине мĕнле тухса выртнине астумасть Янтул. Тапаçланнă пуль ĕнтĕ йытăлла. Вилес килмест-çке çыннăн. Чĕринче савăнăç хыпса илнине çеç нихçан манас çук вăл. Янтул çыран тăрринче! Çавăнта хĕвсе лартнă юр санне ишсе антарчĕ вăл. Атăл çыранĕ ку. Апла Чикме те юнашарах...

Иртерех савăннă-мĕн чăваш. Çыран хырçине улăхатăп тесе темиçе утăм тăвать те вăл стена пек чăнкă çыран умне пырса тăрать. Аллине шăн тăпра лекет. Ури айĕнче те çĕр. Туйипе çӳлелле кармашать — çыран хĕррине туйи те çитмест.

Вăл çĕртен тытса пырса малалла, унтан каялла ик-виç утăм туса пăхать. Пур çĕрте те яка стена. Хăш-пĕр тĕлте çыранăн çӳл хĕрри карттус сăмси пек тухса тăрать. Ниçтан улăхмалли çук кунта.

Ним курмасăр, ним шухăшлама пĕлмесĕр аяккалла утма тăрать те Янтул, хăй хăраса кĕтнĕ пекех, тепĕр «стенана» çапăнса ӳкет, питне шăйăрса ыраттарать. Мĕнле серепене çакланчĕ вăл? Неушлĕ... Малаллине Янтул хăй ăшĕнче те калама хăймасть. Атăл çыранĕ мар ку, çавă çеç паллă.

«Тухмалла марччĕ кĕçĕр», — вăранать ун ăшĕнче ӳкĕнĕçлĕ шухăш. Такампа вăрçнă пек, Янтуд сасартăк тарăхса каять. Мĕншĕн тухмалла марччĕ? Ма çынна пĕрмаях мĕн те пулин чăрмантарать? Ура хурать? Кĕçĕр çил-тăман тейĕпĕр. Ыран тата мĕн те пулин тупăнĕччĕ. Çул çинче те çавах ав: нимĕн курăнмасть, илтĕнмест... Юр... Тĕрĕс-и вăл, çынна пĕрмай çапла лăскани?

Çĕртине, çӳлтине хускатса пурне те вăрçас, çапас, çурас, чунне кантарас килет Янтулăн, анчах шикленет вăл. Чĕлхе çине килни пуç çине те килме пултарасран хăрать. Киремет тытса хутлатасшĕ тейĕн те, чăн та, киремет тытса хутлатсан мĕн каласси пур?

Вăл çӳçенсе илсе çыран хӳттинелле тĕршĕнет, тăпра çине ларать, айне алсине хывса хурать, аллисене çанни ăшне хире-хирĕç чикет. Май пур чухне ма канас мар? Ăшă кунта. Улах. Тăман лăпланиччен тăхтама та юрать васкамаллиех çук ун. Арăмĕнчен хăтăлчĕ вăл. Тĕрме те хăратмасть ăна текех.

Хăйне çапла йăпатма тăрăшсан та, ăшĕнче пĕртте канлĕ мар Янтул. Çӳлте, пуç тăрринче, çанталăк кĕрленине итленĕ май хула çывăхĕнчи çырмаçатрасемпе путăк-шăтăксене аса илет вăл. Вĕсенчен хăшĕ пулма пултарĕ ку упа йĕнни? Кун пек чăнкă çыранлă тип çырмасем пуррине астумасть-çке Янтул? Вăл пĕлекен варсемпе лупашкасенчен мăн çын мар, ача тухса тарĕ. Неушлĕ ку?..

Тĕрме тума чул турттарнă çул пулнă тетчĕç ăна. Тулли лавпа Атăл çыранĕпе пынă чух лавне сасартăк çĕр çăтса янă пулнă. Çынни, лаши, урапи — пĕтĕмпех кĕрлесе анса кайса пĕр самантра çĕрпе хупланса ларнă. Çĕр питне йĕтем пысăкăш шăтăк тăрса юлнă.

Те вилекен çынни пĕр-пĕр тухатмăш пулнă ĕнтĕ, шăтăк тавра карта тытса çавăрнă пулсан та кашни çулах вăл хăй çинчен аса илтерсе тăрать: парне ыйтать. Е этем, е выльăх кайса вилет унта. Иртнĕ хĕлле çеç-ха тăватă ача шăнса вилнĕччĕ. Выляса, вĕренпе шăтăка аннă та вĕсем, вĕренĕ салтăнса ӳкнĕ пулмалла: тухайман...

«Халĕ ак мана черет çитрĕ», — тесе ларать ывăннă Янтул. Анчах вăл хăй сăмахне хăй ĕненмест. Тĕрĕс, тыткăна лекнисене ку ылханлă шăтăк халиччен пĕрне те аллинчен вĕçертмен. Никам та чĕррĕн тухайман унтан. Пур пĕрех ку «йĕрке» Янтула тивмест. Çынсем тухман пулсан вăл тухать. Кун пĕтмен-ха унăн. Халтан кайнă шăм-шакĕ витĕрех вăл вăй тапса тăнине сисет. Çак ӳт-пӳпе, çак сывлăхпа вилсе выртмалла-и унăн? Йĕркеллĕ пурăнса курмасăрах пĕтмелле-и? Э, çук, килĕшмест унпа Янтул. Парăнмасть вăл. Кăшт канса илет те ак... Чакаланма ун туя пур...

Аллисене хĕвне чиксе типĕтрĕ те вăл чĕлĕмне тултарчĕ, çулупа çапса ăввине тивертрĕ, ăна чĕлĕм ăшне хурса пӳрнипе пусрĕ. Тĕтĕмне пĕрре-иккĕ ĕмсе илнипех хырăм выççийĕ те иртрĕ пек, ăшĕ те вăркама чарăнчĕ. Ăвă шăрши пек лайăххи нимĕн те çук уншăн тĕнчере.

Тахăш вăхăтра кăтăш пулнă-çке вăл, шăтăк хĕррипе асăрханса утса пырать пек. Шăтăкĕ туртать ăна хăй еннелле. Янтул тайăлать тепĕр еннелле. Анчах аяккалла пăрахса каяймасть — тухатнă шăтăк ямасть ăна хăй панчен. Пĕрре çеç йăнăш ярса пусать вăл — шăтăк тĕпнелле вирхĕнсе анса каять, сăмсипе тăпра çине нăчăк! тăрăнать. Ыйхи янк уçăлать. Вăл умĕнчи юр çине ӳпĕннĕ-мĕн, питне юр хупласа лартнă. Сиксе тăрать Янтул, пăхать, тĕрĕссипе каласан, итлет —çанталăк шăп! Çил кĕрлемест, тăман тамалнă, пит çине пĕр юр пĕрчи ӳкмест. Апла вăл кăтăш пулнипе çеç мар, самаях ыйхă туртнă. Уйăх та хăпарнă пулас, тавралăх шупкалнă.

Çывăрса йăлтах ĕнтĕркесе çитнĕ Янтул. Кашни хускалмассерен вăл хăйĕн ӳтне йĕпе кĕпе-тум-тир лекнине туйса тăрать. Эппин, часрах тухса тармалла ун кунтан. Сĕвекрех енне тупмалла та çӳле чакаланса хăпармалла.

...Пĕр çын çӳллĕш пек улăхнăччĕ-ши вăл, çук-и, таçтан юр кашти лаштăр! ишĕлсе анчĕ те Янтула çĕре çапса ӳкерчĕ. Янтул тепре хăпарма хăтланса пăхрĕ — каллех ӳкрĕ, шăн çĕр çумне çапăнса пуçне ыраттарчĕ. Хăй пур пĕр вилесле савăнчĕ, ниçта кайса кĕрейми тапăртатрĕ, сиккелерĕ, кăшкăрчĕ. Урра! Ур-ра! Ку вупкăн шăтăк мар, темĕнле тип çырма кăна. Янтул кăшт çеç ун хĕрринчен тытса ĕлкĕреймерĕ. Эппин, ку тĕлтен тухма хăтланса асапланма та кирлĕ мар, çырми тăрăх çеç утмалла. Ăçта та пулин тухать ĕнтĕ вăл, тип çырма вăрăма тăсăлма пултараймасть.

 

Тул çутăлас умĕн Янтул пĕр пахчана çитсе кĕчĕ. Çырма пуçне вĕрлĕк картапа пӳлсе хунă. Янтул ун урлă каçас тесе вĕрлĕк çине выртрĕ те çĕрелле лашт усăнчĕ. Выртсан-выртсан пахча енне шуса анчĕ. Унтан тăчĕ те картишнелле тайкаланса утрĕ...