Таркăн :: Аптранă кăвакал
Хыçалта çынсем шавланине илтсе Янтул каçхи вăрманалла чупать.
* * *
Енчĕпек нӳхреп çинче тĕлĕк курса выртать. Вăл йывăç иккен. Ӳссе лараканни. Мĕнле йывăçне астумасть хĕр. Те ăвăс ĕнтĕ пĕр-пĕр, те тирек. Йывăç. Унран вăй тапса тăнине çеç лайăх астăвать вăл. Вулли тăрăх сĕткен чупать пек ниçта кайса кĕрейми. Хăрах хăлхипе Енчепек пахчара шăпчăк юрланине итлет, тепринпе хăйĕн ăшне тăнлать. Унта çĕнĕ турат — çĕнĕ пурнăç тĕвĕленет пек. Ăна çавна астума хушнă.
«Мĕнле-ха ентĕ капла, эпĕ Ильмука шырама тухса каясшăнччĕ-çке?» — тесе ӳкĕнсе ларать пек хĕр-йывăç çил çинче тăр пĕччен. Аялта çынсем иртеççĕ пек таттисĕр. Вĕсем хушшинче Енчĕпек хăйĕн йăмăкĕсене те курать.
«Мерчен! Емпике! Ăçта каятăр? — тесе кăшкăрса ярать те вăл — вăранса куçне чалт! уçать, савăнса тĕттĕмелле тинкерет. Алли-урине хускатса пăхать — хускалаççĕ! Ĕçре ывăнни çеç иртсе кайман-ха. Шăпчăк та чăннипех юрлать пахчара. Кашни çуркуннех килет вăл кунта. Таçта хăмла хушшинче пулас ун йăви.
Хĕр шухăша путать. Ма йывăç пулнă пек вăл? Чирлессе пĕлтермест-ши ку ăнкайсăр тĕлĕк? Юлашки вăхăтра çиме анмасть ун. Симĕс яшка шăрши тăнипе ăшĕ пăтранать. Е çук апат асне килсе хуплантарать. Тăварлă пулăпа ешĕл сухана вăл кунне виççĕ çиме хатĕр, пулли виç эрнере пĕрре астивмелĕх çук. Тутарсем сутса çӳрекенччĕ тепĕр чухне пулă, халĕ курăнмаççĕ вĕсем темшĕн. Хĕрарăм йăли те пулмарĕ Енчĕпекĕн ку уйăхра. Килмерĕç «хăнисем». Пĕтĕм ăш-чиккинче темĕн пулса иртет ун, темĕн улшăнать унта, сисет хĕр. Анчах мĕн пулнине вăл хăй те пĕлмест. Çие юлнă теме — арçын çумне пĕрре-иккĕ пырса лекнипех апла пулмалла мар пек туйăнать ăна. Теприсем пĕрлешсен ик-виçĕ çултан тин ача çуратаççĕ. Йăмăкĕсемпе калаçма вăтанать Енчĕпек. Ильмук çех ăна сăмахсăрах ăнланĕччĕ тет вăл.
Ильмук пăрахса кайнишĕн йăлтах хăйне айăплать хĕр. Кам хăваласа ячĕ ăна кантура? Енчĕпек. Кам ăна качча пыма килĕшмесĕр тарăхтарчĕ? Каллех Енчĕпек. Çавăнпа урса çитнĕ вăл, кантурти пĕр çынна вĕлерсе хăварнă. Ял халăхĕ савăнчĕ вара уншăн! Çапла хăраткаласа тăмалла-ха вĕсене терĕç.
Ильмук çухалнăранпа икĕ хут килсе ухтарчĕç ĕнтĕ Элентей старик килне вулăсран, кашнинчех таркăн ăçта теççĕ. Иккĕмĕш хутĕнче çĕрле килсе кĕчĕç, пахчари йăрансене таптаса пĕтерчĕç, выльăхсене урама кăларса ячĕç. Ăçтан пĕлен çын ăçтине? Тухса кайрĕ те çĕтрĕ. Тен, хăйне те çапса пăрахнă? — тет те Енчĕпек пĕтĕм кĕлеткипе чĕтресе илет. Ильмук тĕлне пĕлес пулсан та шарламĕччĕç вĕсем. Çитес кунсенче хĕр таврари ялсенче пĕлкелесе çӳресшĕн-ха, тен, мĕн те пулин илтĕнĕ тет. Ăна тупсан мĕн тăвасси пирки çех шухăшласа пăхман-ха вăл.
Хыçалти алăк чĕррик! туса уçăлчĕ те сасартăк — Енчĕпекĕн сехри хăпса тухрĕ. Каллех вулăс аçтахисем килчĕç терĕ вăл. Пĕр кана сывламасăр итлесе выртрĕ — нимле сас-чĕв илтĕнмерĕ. Тăрса алăк питĕркĕчне тĕрĕслерĕ — кĕле хунипех. Алăк хушăкĕнчен пăхрĕ те хĕр малтанлăха куçĕ алчăраса кайнине çеç туйрĕ. Кĕмĕл каç-мĕн тулта. Кил картинче пĕтĕм çӳп-çап таранччен курăнать. Кун пек тĕлĕнмелле çĕр усал ĕç пулмалла мар пек-çке тесе шухăшлама та ĕлкĕрменччĕ пуль Енчĕпек — лупас айнелле пăхрĕ те — нӳхреп çи алăкне шăнкăр-шанкăр уçса ячĕ. Каска пуканĕ çинче шуранка питлĕ Ильмук чĕлĕм туртса ларать. Чупса кайса ыталаса илесшĕнччĕ ăна сар пике — вăтанчĕ! Улшăннă саспа чĕнчĕ çеç вăл арçынна.
— Ильмук, эсех-и ку? Ай турух!
Лешĕ васкамасăр чĕлĕмне сӳнтерчĕ те нӳхреп çи патне иккĕленсе утса пычĕ, тултанах аллине тăсрĕ.
— Аван-и, Енчĕпек? Мĕнле пурăнатăр?
— Пурăнкалатпăр çапла, — терĕ хĕр. — Кĕрсе лар кунта. — Ăна вăл хăй патне чĕннинчен ытла картиш варринчи çынна кам та пулин курасран шикленсе каларĕ.
Çывăхра урăх çын пуласран Янтул та хăрать-мĕн.
— Такам çине пырса кĕмĕп-и? — терĕ вăл сых ятне.
— Пĕчченех эпĕ. Йăмăксем хăшĕ хĕр-тусĕсем панче, хăшĕ çенĕкре. Атте выртмара.
Янтул тĕттĕмре мĕлке пек çеç палăракан Енчĕпекрен иртсе нӳхреп çи урайне хутланса ларчĕ.
— Ну, тĕлĕкçĕ эпĕ, — арçын хăйне пырса ыталасса кĕтнĕ хĕр сасартăк хыпăнса ӳкрĕ. — Санăн ăш хыпнă ĕнтĕ. Халех сĕт илсе тухса ĕçтерĕп... Икĕ сурăхпа эпир качака улăштарса илтĕмĕр, çавă сутарать. — Калаçнă май Енчĕпек урайĕнчи нӳхреп алăкне çĕклесе уçрĕ те юр çинчен сĕт чӳлмеккине пĕшкĕнсе илчĕ. — Ме акă ĕç, сивĕнсе те çитмен-ха.
Янтул тутанса та пăхмарĕ.
— Çук. Кирлĕ мар.
— Тен, çиессу килетчĕ сан? Мĕн те пулин илсе тухса парам-и?
— Ăçтан, пӳртрен-и? Ыран çийĕп. Вырăн сарса пар эс мана.
— Вырт ав ман вырăн çине. Эп йăмăксем патне кĕрĕп...
— Ан кай, пирĕн калаçмалли пур... Мана эс урайне çеç пĕр-пĕр тум-тир татки пăрахса пар, эп тусанлă.
— Пулин ара, кĕпе-йĕм çăвасси йывăр-им.
Ильмук чĕнменнине кура Енчĕпек урайне вырăн майлаштарчĕ. Ларнă çĕртех аттине хыврĕ те арçын урайне тăсăлса выртрĕ. Тем калама тăнăччĕ вăл... лăпсăр çыварса кайрĕ. Пĕр сехет иртрĕ-ши çапла, ытларах-и, яшт çекленчĕ те кăшт çеç Ĕнчĕпеке перĕнмерĕ. Хĕр пĕшкенсе ун çине пăхса тăрать-мĕн. Тулта кăвак çутă килет пулас.
— Эс мĕн?... — терĕ те Янтул ырă марланса каялла вырăнĕ çине ӳкрĕ.
Енчĕпек тӳрленсе тăчĕ.
— Туртăннă эс, — терĕ вăл шеллесе.
Янтул ăна илтмен пекех ирттерсе ячĕ.
— Шыв çук-и сан?
— Халех ăсса килетĕп...
— Тăхта-ха, Енчĕпек. Эп килнине ял çыннисене пĕлтермелле те мар пуль. Кантур хăлхине пырса кĕрĕ...
— Кăштах пурăнан пуль-ха?
— Килсе тытса кайччăр-и?
Енчĕпек чĕреспе шыв ăсса килчĕ. Янтул ĕçрĕ, çăвăнчĕ.
— Лайăх кунта сирĕн, — терĕ вăл ăмсанса.
— Мĕн енчен лайăх-ши?
— Ара, килте эсир. Пурте пĕрле. Ниçта та каймалла мар сирĕн. Пурăн та пурăн ватăлса виличчен. Тырă акса ту. Выльăх ĕрчет. Хам кунта чух темшĕн асăрхаман эп çавăн ырлăхне. Вилнĕ ĕне сĕчĕ тутлăччĕ тесе тĕрĕсех калаççĕ-мĕн.
— Ма, чăнах та аван пирĕн патра. Пурăнма пулать...
— Пурăнма пулать çеç мар, ырă кунта! Эс ытти вырăнсенче пулса курман та — пĕлместĕн. Сирĕнни пек тивлетлĕ кĕтес таврара пĕрре... Çав инкек пулман пулсан-и? Вырăнтан та тапранмастăм эп. Халиччен, тен, пĕрлешсе те пăрахăттăмăр.
Енчĕпек алăк янаххи çумне кайса тăчĕ те хаш! сывласа ячĕ, чĕнмерĕ.
— Пĕрлешĕттĕмĕр çав! — хăйĕн сăмахне хăй çирĕплетрĕ Янтул. — Мĕнле те пулин çавăрăттăм-çавăрăттăмах эп сана. Халĕ ак иксĕмĕр ик еннелле уйрăлса кайрăмăр. Эс кунта, эп таçта. Пĕлĕтпе çĕр хушшинче. Курас килсен те часах курма çук: хушшăмăрсем пит инçе. Виçĕм кун тухнăскер, кĕçĕр тин çитрĕм ав. Икĕ кун утма тиврĕ.
Янтул хĕр хăйне пырса шеллессе е сăмахпа та пулин йăпатасса кĕтнĕччĕ пулас, анчах лешĕ вырăнтан та хускалмарĕ, çăварне те уçмарĕ. Кĕткелесе ларчĕ-ларчĕ те Янтул кĕрп! хыпса илчĕ.
— Эс ма пит мăнăланса кайнă, Енчĕпек? Тен, пуян каччă тупнă эс? Ан хăра, чăрмантармăп эп сире.
— Ĕç эпĕ мăнăланнинче мар, урăххинче, — терĕ хĕр улшăннă сасăпа.
Хăйне мĕн енчен те пулин тиркессе малтанах кĕтсе тăнă Янтулăн куçĕ-пуçĕ хуралса килчĕ.
— Паллăх ара, — терĕ вăл. — Эп юрăхсăр çын-çке. Çитменнине ватă, чухăн. Кам ухмахĕ качча тухтăр пирĕн пек çара çерçие?.. Эпĕ ăна ачалла ĕмĕтленсе çӳреп, çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрмасăр утап. Çынсем ман пирки çиччĕ выртса пĕрре тĕлленмеççĕ.
Енчĕпек йăлтах курăнать ĕнтĕ — питне ик аллипе хупланă та, çинçескер, туртăшса макăрса тăрать. Янтул шăпланчĕ те хĕре пырса ыталарĕ.
— Мĕн пулчĕ, йăмăкăм? Каçар тархасшăн, эп пĕрмай хампа супап. Тен, эп çук чух тем пулнă сирĕн?.. Кантуртине эп ăнсăртран кăнтнă, ĕнен эсĕ, вĕлерес мар тенĕ çĕртен...
Енчĕпек ĕсĕклесе Янтул çумне тĕршĕнчĕ.
— Уншăн никам та хурламасть сана, — терĕ вăл куççуль витĕр. —Кантур йыттисене пĕтĕм ял кураймасть. Çавă кирлĕ вĕсене!.. Анчах кусем мар-ха унта чăрмантараканни. Кусем вĕсем ним те мар, ним те мар! Çур пуса, чĕрĕк пуса та тăмаççĕ вĕсем!
— Мĕн çур пуса та тăмасть?
— Пурте пĕрле те, уйрăмшарăн та. Йăлтах çĕрти çӳпĕ. Кил-çурта çĕнĕрен çавăрма пулать. Хурăнташ-тăван та тупăнать, пуç çех сывă пултăр...
— Тăхта-ха... Ăнланмастăп эп сана.
— Эс ватă тесен эпĕ те çамрăк мар. Ыттине эс мĕскĕне персе калаçан. Эс лайăх çын... Эс ылтăн çын! Никам та тиркемест сана. Ĕç унта мар, Ильмук. Хăрушши урăххинче... пирĕн чирте. Çавна нимĕнпе çĕнтерме çук.
Тахçантанпа темсĕлсе пурăннă хĕре ыталаса тытнă та Янтул вăл чĕтренине çеç туять. Енчĕпек тем ĕнентересшĕн ăна, эппин, юратать вăл Янтула. Хĕре йăтса илчĕ те вăл сарлака путмар çине урлă вырттарчĕ. Лешĕ малтан, тĕлĕннĕ пек, шăмми-шаккине хытаркаласа та пăхрĕ те çавăнтах лĕпĕш кайрĕ, мĕшĕлтетсе тăракан арçынна часрах хăй çумне туртрĕ...
Вĕсем путмар çинче лараççĕ. Янтул куçĕнчен пăхма вăтанса Енчĕпек пуçне уснă.
— Чим-ха, эс темле чир пирки асăнмарăн-и? — ыйтать Янтул. —Ăна эс манран хăпас тесе каланă, çапла-и?
— Çапла пултăр эппин, — тет Енчĕпек ĕшенчĕклĕн.
— Çук, тарса хăтăлаймастăн эс манран. Никама та памастăп эп сана.
— Кирлĕ те мар эп никама та.
— Мана кирлĕ! Çитмест-им вăл?
— Тĕрĕссине пĕлсен эсĕ те пăрахса таратăн.
— Мĕн-ха вăл — тĕрĕсси?
— Икĕ хут калама тытăнса та итлесе пĕтермерĕн эсĕ мана.
— Хальхинче вырăнтан та хускалмастăп. Кала, итлетĕп.
Енчĕпек тӳрленсе ларчĕ, Янтул çине чăркăшса пахса илчĕ.
— Эп... чирлĕ çын, — терĕ вăл çиллессĕн.
— Илтрĕм-ха ăна. Малалла мĕн?
— Эпĕ çех те мар, йăмăксем те ман пек.
— Ку çĕнĕ сăмах ак. Мĕн ыратать-ха çан?
— Çак самантра-и? Нимĕн те ыратмасть.
— Эппин, сывă эс?
— Вăрттăн чир вăл. Йăхран йăха куçса пыраканни. Анне енчен. Атте сывă пирĕн. Виçĕ сыпăк çапла тӳнсе пĕтнĕ теççĕ. Кукамай хĕрĕхре çĕре кĕнĕ пулнă. Анне вăтăр улттăра вилчĕ. Халĕ пире черет çитнĕ. Никам та калаçмасть пирĕн килте ун пирки. Анчах пурте асра тытатпăр ăна...
Янтул унчченхи хваттер хуçи арăмĕн сăмахĕсене аса илчĕ. Çакăнпа хăратма тăчĕ пуль-çке вăл Янтула.
— Ăçтан палăрать вал — хĕнĕ?
— Çиеле тухма ăна пĕчĕк сăлтав çех кирлĕ. Шăнатăн-и унта, уру йĕпенет-и те — ӳслĕк пуçланса каять... Çын типсе хăрса ларать...
Янтулăн çилли тулса килчĕ. Çĕр те пĕр инкек çумне тата ку çитменччĕ иккен-ха. Пӳлĕхçĕм, ăçтан тупăнать пĕр çын тĕлне çавăн чул асап-хĕн-хур! Такам сыхласа тăрса юриех çынсене тĕрĕслет тейĕн. Инкек çине синкек, чăрмав, йывăрлăх ярса тăрать. Нумайччен чăтайĕç-ши тет пуль. Ак куна куртăн-и? — терĕ те Янтул курăнман тăшманĕ еннелле чышкине кăтартрĕ.
Вăл Енчĕпеке ыталаса тытрĕ.
— Нимĕн те ан хăра, тусăм. Нимле чирĕ те парăнмăпăр эпир. Санпа эпир вăйлă çынсем. Савакан ĕне туянса парăп эп сире. Кашни кун ăшă сĕт ĕçĕпĕр.
— Итле-ха, ăнлан эсĕ... Сана лайăх мăшăр кирлĕ. Вăрăм ĕмĕрлĕ хĕрарăм, кил пăхакан...
— Çук кил-çурта мĕн пăхмалли ăна?
— Эс пĕр çул хушшинче кил-çурт çавăрма пултаран. Пĕр-пĕр ĕçчен арăм туп та...
— Тупнă эпĕ! Сан пек вăр-варри, лайăххи, хитри ялĕпе те çук сирĕн. Мĕн унта ялĕпе çеç, таврара çук! Тĕнчере çук! Эп таçта та пулса курнă, пĕлетĕп! Чирсем, вилессисем çинчен текех пĕр сăмах та асăнар мар. Пурте вилмелле, нимле улпут та, чее çын та халиччен ик ĕмĕр пурăнса курайман. Вилĕме улталайман. Начар çын тесе темиçешер хут вилекенсем те çук. Вăхăт çитсен кĕтсен-кĕтмесен те вăл пĕрре килет-килетех. Унччен ĕçлĕпĕр, савăнăпăр, пĕрне-пĕри пулăшăпăр, юрать-и, Енчĕпек?
Хĕре çапла йăпатма тăрăшрĕ Янтул. Анчах хăй уншăн çунмасăр пĕр кун та ирттереймерĕ. Чăх çăмартине асăрханса тыткаланă пек усрарĕ ăна...
Çĕрле вĕсем, паянтан ĕнтĕ арăмĕпе упăшки, ялтан тухса кайрĕç. Аппăшĕпе-йыснăшĕпе пĕрле Кĕмĕш те пырасшăнччĕ те, ашшĕ чарчĕ. Малтан хăйсем кайса вырнаçчăр-ха терĕ. Тулта уйăхлă каçчĕ. Ăсатма тухнă çинçе хĕрача аяккалла утакансене пахча хыçĕнче тахçанччен алă сулса макăрса тăчĕ. Ĕнчĕпекпе Янтулăн та чĕрисем савăнăçлă марччĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...