Таркăн :: Ят шырани


Янтул арăмĕ Енчĕпек йывăр çын.

Кун мĕнле иртнине кура пулас ачи пирки Янтул темиçе тĕрлĕ те шухăшласа пăхать. Пĕрре вăл чăрмав пек кăна туйăнать. Çамрăк арăмĕпе мĕнле çыпăçса выртатчĕç вĕсем, халĕ ав ытлашши çаврăнкалама та юрамасть. Вырт вут сыппи пек. Тепĕр чухне вăл пулас ачине çилленмеллипех çилленет. Кур-ха эсĕ, хăçан çуралать-ха хăй, шĕвĕр, ашшĕне халех амăшĕ патĕнчен аяккалла тĕкет. Унтан мухтанать ачипе. Ун çинчен аса илсенех хăйне сăрт тăрринчи пек туять Янтул. Ана унта ывăлĕ тĕксе хăпартнă! Ачи пирки шухăшланипе Янтул хăйне те ача пек туять.

Пулас ачи ывăл пултăрччĕ тет вăл. Вара пĕр-пĕр ялта ята кĕрсе çурт-йĕр çавăрĕччĕ. Хулана, Чикмене, таврăнасси пирки сăмах та пулма пултараймасть. Çул çук ăна унта.

Кĕçĕр вĕсем, икĕ тарçă, арăмĕпе упăшки, ачи валли ят шырама пикеннĕ. Ыйхă татсах пăш-пăш-пăш туса выртаççĕ пăлтăрта. Хăйшĕн пулсан тĕшмĕш Янтул туман тиха пилĕкне хуçас çук та, арăмĕн кăмăлĕ-çке. Тупар та тупар ырă ят тет.

Аллине Янтул аякран Енчĕпĕк мăйĕ çине хунă, тепĕр аллипе ăна аялтан тĕрелесе тăрать. Ку вăл ыталанни шутланать. Иккĕшĕ те савăннă хăйсем. Çын патĕнчи тата тепĕр йывăр кун иртсе кайнă-çке. Малашне, тен, лайăх кунсем те килĕç. Ырри çуран çеç çӳресен те хăçан та пулин вăл та килсе çитĕ...

— Эрнюк, — тет Янтул тĕттĕмелле куçне чармакласа пăхса.

Енчĕпек пĕр кана шухăшласа выртать. Ят килĕшет пулмалла ăна, вăл урăх енчен иккĕленет.

— Хĕрача пулсан çапла та-ха, там ача пулĕ-çке вăл.

— Эрнюк хĕрача ячĕ-и?!

— Паллах, ара.

— Эппин, Ухванюк е Упанкка тейĕпĕр. Арçын ачана пырать вăл.

— Мĕнле «пырать»? — шăртланать Енчĕпек,— Ята ăна пĕр хурса пĕр улăштарма çук-çке. Вăл ĕмĕрлĕх япала. Хамăр ачана ма путсĕр ят хурас?

— Пĕлместĕн пулсан ан шарла, — тет Янтул арăмне хуллен, — Ăна юри начар ят хураççĕ. Вилесрен. Пĕр-пĕр Хаççан е Мĕхлюк. Хаймук та аптрамасть.

— Эс ху Хаймук.

— Итле эс. Вара ăна усал-тĕсел тивмест тет. «Э, ку ачан ячĕ те путсĕр те, хăй те çавнашкал ĕнтĕ, тивес мар» тесе калать тет. Тен, эппин, Шерехве хурар? Алтанкассинчи пĕр хуçан...

— Юрамасть. Пирĕн ялти Шерихве карчăка аса илтерет...

— Ку Шерихве мар, Шерехве. Арçын ячĕ. Хăлху...

— Пур пĕрех пĕр евĕрлĕ. Урăх ят туп.

— Ну, эппин, Шеппи тейĕпĕр. Ман пĕр пĕлĕш...

— Пĕлетĕп. Каланă эс. Юрамасть.

— Ма ан юратăр? Çынсене пит тараватчĕ тет ун ашшĕ. Апат лартмасăр никама та кăларса ямастчĕ тет.

— «Тет». Хăй çакăнса вилнĕ.

— Тĕрĕс тунă! Чир-чĕрпе килтисене йăлăхтариччен ху ирĕкӳпе лутра яла ăсан.

Çапла калать те Янтул шăп пулать. Сехри хăпнипе ун чĕри йĕп тăрăннă пек ыратса каять. Мĕнле чараксăр чĕлхе ун, турăçăм. Ма аса илтермеллеччĕ арăмне вăл çамрăкла вилмелли çинчен1?

Янтул сиксе тăрать те картишнелле вирхĕнет, вăхăт нумай та иртмест — сĕт чӳлмекки йăтса килет.

— Ме, ĕç сĕт, Енчĕпек. Сивĕнмен те вăл.

— Эс мĕн, нӳхрепрен илсе тухрăн-и?

— Тата ăçтан пултăр? Халь кайса сумарăм ĕнтĕ.

— Ĕçес килмест ман.

— Ĕç теççĕ сана! Атту пуç тăрăх яратăп.

— Ну, мĕн эс, Ильмук. Çĕр хута кам сĕт ĕçсе лартăр?

— Пирĕн хуçа сĕт çеç мар, апат та çиять çĕрле вăранса. Пăх-ха эс, мĕнле тĕреклĕ вăл.

— Эс мана та пуп пек самăртса ярасшăн-и?

— Эс халь те унран каях мар пуль? — тет те Янтул, вĕсем кулнă пекки тăваççĕ. Иккĕшĕ те çав самантра Енчĕпекĕн вăрттăн чирĕ пирки шухăшлаççĕ. Анчах калаçмаççĕ ун çинчен. Енчĕпек сĕт ĕçнĕ ятне тăвать. Янтул чӳлмекне нӳхрепе лартса килет.

Татăлнă калаçу çиппи вырăн çинче малалла тăсăлать

— Эсĕ туп-ха эппин хитре ят, — тет Янтул.

— Тархасшăн, — килĕшет Енчĕпек. — Шервустан...

— Мĕнле?! — тĕлĕннипе персе ярать Янтул. — Ун пек ят та пур-и тĕнчере?

— Пулмасăр. Эп ăна пĕррехинче пасарта илтрĕм.

— Хĕрарăм ячĕ пуль вăл, ун пек урăм-сурăмскер? Патша хĕрне хумалли ят. Пире ывăл кирлĕ.

— Пĕр пичĕ уйăх та тепри хĕвел-и? Юрать, эс каланă пек пултăр. Хуйхи санра, ĕçĕ манра.

— Ну, çакă вара... Чипер калаçнă çĕртех таçта кĕрсе карĕ.

— Хитре ят туп терĕн те ара.

Кăмăлне кăпăр-капăрах улăштарма пĕлмен Янтул чĕнмест. Вăл хуньăшне аса илет. Хĕрĕсене старик хитререн хитре ятсем парса пĕтернĕ — Енчĕпек, Емпике, Кĕмĕш, Мерчен... Пырса ан çулăх. Тата, çынсене кĕвĕçтермех, хĕрĕсем те пĕринчен пĕри чипер. Чухăн чăваш килĕ мар, чечек пахчи тейĕн. Анчах тумĕсем йăлтах хăйсем çинче. Юрать, пĕр хĕрне Янтул илчĕ, уншăн та йăмăкĕсем савăнчĕç пуль.

«Мĕн пирки хĕрача ячĕ каларĕ-ши вăл? — ăнланма тăрăшса шухăшласа выртрĕ Янтул. — Тен, мĕнле те пулин паллă пур? Пĕтрĕ пуç вара».

— Ĕне мĕн пăру тăвассине ват çынсем валтанах калаççĕ мар-и? — ыйтрĕ вăл арăмĕнчен пĕлмĕш пулса. Ăшĕнче хăйне вăрçса тăкрĕ: «Эй, шалатка çăвар, туратлă чĕлхе, кӳрентертĕм пуль ĕнтĕ карчăка», — терĕ. Çапла каларĕ те Енчĕпек мĕншĕн хĕрача çуратассине тавçăрса илчĕ. Ара, вĕсен йăхĕ çавнашкал-çке. Амăшĕ те хĕрсем çеç çуратнă. Э-хе-хе те çав...

Упăшки шухăшпа пуйса пăспа ватăлнине Енчĕпек сисмесĕрех юлчĕ. Кӳренме те шутламан вăл.

— Ват çынсем мар, ăна эпĕ те каласа паратăп, — терĕ. Ĕне хырăмĕ сулахая кайсан мăкăр пулать ĕнтĕ. Хырамĕ те унпа шĕвĕртерех курăнать. Çӳрессе те ĕне ытларах çӳрет...

Арăмĕ каланине итлесе пĕтермесĕрех Янтул кунта пăч «сунчĕ» те пӳртрине тăнла пуçларĕ. Урине сĕтĕрсе утнинченех паллă — кил хуçи вăраннă! Матăшкă çывăрнипе çывăрманнине терĕслесе Салакайăк (Шурча пупне Элексантăр «аттене» çавăн пек ят панă) малтан тĕпеле кайса шыв ĕçнĕ пекки турĕ.

Мĕн тĕрĕслемелли пур-ши матăшкине. Ăш анать теççĕ-ун е мĕн-и те, хăйĕн чирĕсĕр пуçне вăл урăх нимĕн те пĕлмест. Çавах пуп малтан кăшт уткаласа çаврăнчĕ. Тен апат шырарĕ пуль. Вара тытăнчĕ машăлтатса çиме...

Кулленех тенĕ пек çапла: пуп çĕрле тăра-тăра çиет. Пӳрт алăкĕ уçă та, Элексантăр «атте» темле сас тăвас мар тесен те пăлтăрта йăлтах илтсе выртать Янтул.

Апат-çимĕç пĕçерекен Хветле, тепĕр тарçă, ирхине катăлнă юр-варĕ çине сехĕрленсе пăхать. Те хĕртсуртсем çисе кайнă тет ĕнтĕ? А тен, Янтулсене шанмасть? Ав мĕнле пăхать вăл. Элексантăр «аттен» тăрайса каласчĕ ĕнтĕ — нимĕн те ан шухăшлăр, ăна эп çирĕм тесчĕ. Çук вĕт, ним курман-илтмен пек ларать.

Сăмахĕ чи малтан Хветлене лекме пултарать-çке. Çавăнпа вăл апат-çимĕçне пур енчен те хĕсет, хĕсет. Яшки тутлă мар пулать ун. Çăкăрĕ тачка...

Пупа юрас тесе çинĕ-çименех сĕтел хушшинчен тухать Янтул. Вара кунĕпе выçă касăлса çӳрет. Е выльăх валли пĕçернĕ çĕрулмие иле-иле хыпать. Кишĕр-çарăк çиет. Паллах, чи «сăслине», «тутлине» арăмне пыра-пыра тыттарать. Вăл канлĕ пурăнтăр тет. Атту хăваласа кăларĕç те, хура кĕркунне ăçта кайса кĕрес? Хĕле хирĕç тырă пулнă çул та ытлашши пыртан хăтăлма тăрăшаççĕ. Кăçал — выçлăх.

Тепĕр тесен, мĕн вăл хырăм выççи! Чăваша унпа тĕлĕнтерме йывăр. Вăл пурнăç тăршшĕпех çурма выçă. Кунта хырăм йышши мар çапăçу пырать-ха. Вĕсене Шурча пупĕ урăх енчен авса хурасшăн. Ашшĕ-амăшĕнчен, тăван-пĕтенрен, çуралнă тавралăхран уйăрасшăн. Чунĕсене сутăн илесшĕн.

Юрать Енчĕпек хăлхине пырса кĕмен-ха вăл сăмах тесе шухăшлать Янтул.

 
1 Енчĕпек кил-йышĕ йăхран йăха куçса пыракан ӳпке шыççип чирлĕ. Автор.