Таркăн :: Хитре хĕрĕн чап каять
Михапар ашшĕ ватă Михапар та çав хĕл çĕре кĕнĕ. Хăйне выçах вĕлерчĕ тет халь ун пирки Янтул тусĕ Михапар. Малтан старик Янтул илсе пыракан çăкăр таткисене çими пулнă. Çамрăксем чĕре сури туччăр, вĕсен пурăнмалла тесе калатчĕ тет. Унтан яшка та сыпми пулчĕ тет.
Çулĕ те старикĕн самай пулнă ĕнтĕ: сакăрвуннă урлă каçнăччĕ тет.
Кантур айĕнче выçă ларса тухса пупа çĕнтернĕ ун ывăлĕ Михапар халь хăйĕнчен хăй вăтанать. Манра ыйткалакан чунĕ пур пулĕ тет. Хĕл кунĕнче ялта ниçтан нимĕн татса илме çуккипе, Янтула вăл куç пек кĕтет. Çын аллинчискер, лешĕ час-часах ерçеймест çав. Килес пулсан та, ыйхине татса çеç килме пултарать. Нихçан та пуш алăпа çӳремест вăл: е пĕрер хутаç çăкăр татки е çăмах пĕçермелĕх те пулин çăнăх хĕстерсе пырать. Михапар ачисем мĕнле хĕпĕртеççĕ Янтула курсан! Ильмук пичче те Ильмук пичче теççĕ.
Çанталăк тискер сивĕ тăнипе сунара та çӳреймест Михапар. Тум-тир япăххи пĕрре, хырăм выççи хăйне.
Çуркунне енне умлă-хыçлах тата икĕ хĕрачине кайса пытарать Михапар.
Хăнăхнă çыру ĕçĕпе ларĕччĕ Янтул-Ильмук — май çук. Савăнса кĕнеке тытса вуласчĕ — юрамасть. Пуп патĕнче пĕр кун тăмĕччĕ — ăçта кайăн хĕл кунĕнче? Халь ĕнтĕ пушшех хӳри хĕсĕнчĕ Янтулăн: Енчĕпек çăмăлланчĕ. Иккĕнтен сасартăк тăваттăн пулса тăчĕç вĕсем. Çамрăк арăм йĕкĕреш çуратса пăчĕ. Çитменне иккĕшĕ те хĕр пулчĕç. Вĕсемпе чăрмав çеç хутшăннине пĕлнипе юратмасть ачисене Янтул. Ахаль те сывах мар амăшне вĕсем емсех пĕтерĕç. Юрать-ха, Хветле Енчĕпеке ирĕн-каçăн ăшă сĕт ĕçтерет вăрттăн. Вăрçа-вăрçа ĕçтерет. Килĕштермен ĕçре пурăнма тивнĕшĕн ӳпкелешме мар, унтан хăваласа ярасран хăрамалла халь. Пуппа йăпăлтатса юмахламалла пуль те ĕнтĕ, ун пек пултараймасть Янтул. Пуп çурт лартса парасси пирки калаçни те суя сăмах çеç пулчĕ ав. Хунькассине кайса пулăшасчĕ, мĕнпе пулăшайăп эп вĕсене?
Тăршшĕпе çапла пăтранать, çĕтĕлет, иккĕленет Янтул. Ун пек чухне унпа калаçиччен калаçманни. Лашасем патне тухсан тин пĕр вăхăта лăпланать таркăн. Хыркăчласа тасатать вĕсене, çилхисене тимĕр турапа турать. Вупăр явса кăтралатнисене çеç тивмест. Кастарнă ула ут, Янтула тав тунă пек, çемçе тутипе ун хулне тĕксе илет те, çапла, çапла тенĕ майлă, пуçне темиçе хут ухать.
Хайпе хăй тарăхса çӳрени çитменччĕ Янтула, пуп килне тата тепĕр чун пырса хутшăнчĕ: Савтепи. Пурăнасса вăл çармăс çыннин çемйипе пĕрле Хветле пӳртĕнчех пурăнать-ха. Тĕрĕссипе, çавăнта пурăннă пек шутланать, анчах çывăрма сайра çеç таврăнать унта. Темле майпа пуп майри пуçне çавăрма пултарнă Савтепи. (Унне çеç те мар та, ыттисем пирки каярахпа калăпăр.) Савтепи урампа хăпарнине курсанах крыльца çинче ăна кĕтсе ларакан йывăр кĕлеткеллĕ Марфа Ефимовнăна чун кĕрет: вăл тăрса хĕре хирĕç утать. Ăна килне ертсе кĕрсе пӳрт тăрăх кускаласа çӳреме тытăнать — хăй аллипех сĕтел çине апат-çимĕç кăларса лартать, хĕре сăйлать. Вара калаçу тапранса каять. Сăмах пĕтме мар, хĕрнĕçем хĕрсе пырать. Калаçаççĕ, кулаççĕ, тепĕр чух макăрса та илеççĕ — ун пекки те пулкалать. Анчах мĕн çинчен калаçаççĕ вĕсем, мĕнрен кулаççĕ, ма макăраççĕ — никам та пĕлмест.
Хветле пуп майрипе Савтепи туслашнăçемĕн вĕсенчен пăрăнарах тыта пуçларĕ хăйне. Çармăс йĕкĕчĕн арăмĕ Сульха та Савтепи хăйсенчен писнишĕн савăнать кăна пулас. Лешĕ çывăрма та час-часах матăшкă патне юлать. Пĕтĕм арçынна куçран пăхтаракан хĕре мĕнле хĕрарăмăн хăй çывăхĕнче тытас килтĕр? Марфа Ефимовна çеç ăна-кăна туйманни, хĕре юратса пăрахни — ăнланмалла мар япала пек туйăнать. Тен, пуп майри Савтепире хăйĕн çамрăклăхне курать? Е унăн хăйĕн çавăн пек хĕр пулнă та — вилнĕ вăл? Ку шухăша çирĕплетекен палăрăмсем те пур.
Арçынсене илсен, хитре хĕр хăйсен çывăхĕнче сывлăша варкăштарса явăнса çӳрени вĕсене савăнтарать кăна. Хĕрĕ ку, Савтепи, çитменне, хитре çеç те мар, ытарма çук чипер, селĕм, капăр, ĕлккен, пĕрре чăр! пăхса илнипе такам кăмăлне хускатмалла. Хăйĕн хĕрлĕхĕпе, пĕвĕ-сийĕ илемлипе арçынсене астарас мар тенĕ çĕртех астарать вăл.
Хыт кукар Салакайăк та Савтепие сим пылпа сăйлама хатĕр, хăйсем панчен çех ан кайтăр. Хĕр пыман кун уншăн эрне пек тăсăлать. Савтепие курнăранпа пуп ыйхине çухатнă. Чиркӳре служба пĕтнĕ-пĕтмен килне макăлтатса таврăнать вăл. Карчăкне хĕр валли чи лайăх какай ăшалама хушать. Хăйĕн такана хырăмне сарлака пиççипе туртса çыхать. Çĕрле Савтепи лампăна вĕрсе сӳнтерсе выртма хатĕрленнине Салакайăк, тĕттĕм витĕр тем курас пек, куçне-пуçне чармакласа пăхать. Çывăхрах çамрăк ут шăршине туйса çĕрĕпе антăхса выртать пуп. Турăçăм, мĕншĕн çакăнта ача чирлĕ тесе-и унта, мĕн-и, кам та пулин матăшкăна чĕнсе каяс мар тесе тĕмсĕлет. Хĕр ăна хăйне юратса пăрахнă пекех туйăнать. Ма ан юраттăр? Тĕттĕм чăваш хĕрĕшĕн пуян пуп ырлăх çеç вăл. Матăшкă вилес çын.
Çак мыскарасем пуçланнăранпа пĕр уйăх иртрĕ-ши, ытларах-ши, арçынсене тепре тĕлĕнтерсе пăрахрĕ Савтепи. Марфа Ефимовна ăна çамрăк майра тумĕ парнеленĕ-мĕн те, Савтепи хăйне урама майралла тумланса тухса кăтартрĕ. Хăтлă çынна темĕн те килĕшет иккен. Майра тумĕ чăвашли чухлех çук пулсан та кунпа та чипер Савтепи. Сăнĕ-пичĕ пиçсе çитнĕ çырла пек унăн, куçĕсем çиçеççĕ кăна, кĕлетки яштак. Çавăнпа çăтă хĕрлĕ кофтине те тиркеместĕн, кĕске юбки те юри çапла çĕленĕ пек туйăнать.
Тытăнчĕç вара таврари хуçасем пуп майри патне хăтана яма. Сĕтел çине сăра лакăмĕ туха-туха ларать.
— Кил, матăшкă, кĕрекене, тыт сим пыл куркине.
— Мĕн сăлтавпа ку ĕçкĕ?
— Хĕрне калаçма килтĕмĕр.
— Ман усрав хĕр çеç вăл. Валтан ашшĕпе поплĕр.
— Кампа, Каççан пиччепе-и? — тет Каççанран икĕ хут аслă хур сухал. — Поплянă унпа.
— Мĕн терĕ?
— Хĕрĕ патне киле кĕртесшĕн вăл. Эпĕр ун йышшисем мар. Пирĕн хамăр кил те аптрамасть.
— Аппен, Савтепирен хăйĕнчен ăйтас, — сĕнет пуп майри.
— Хĕртен мĕн ăйтмалли пур? — хирĕçлеççĕ евчĕсем. — Пире тиркес çок вăл.
Ыйтаççĕ, калаçтараççĕ. Савтепи шат та пат хирĕç кастарать: эпĕ ниçта та, никама та каймастăп тет.
Танлантарса тăрать, хăйĕн хакне ӳстересшĕн теççĕ килнисем. Пĕр-пĕринпе канашласа пăхаççĕ те хăйсем те хĕрпе килĕшеççĕ. Кун пек кине кил илемĕшĕн çеç те усрама юрать, ан тив ĕнтĕ, хăтне кура хакĕ пултăр теççĕ. Хулăм укçине ӳстерме пулаççĕ, каччине мухтаççĕ...
Çук, Савтепи ним каласан та кунăçасшăн мар. Яхăнне те ямасть.
Кусем тухса кайма ĕлкĕреймеççĕ, теприсем... виççĕмĕшсем... пиллĕкмĕшсем килсе кĕреççĕ.
Хăтана килнисен кăмăлне ним каласа сивĕтме пĕлменнипе Савтепи юлашкинчен тӳррипех персе ярать: эп качча кайнă тет.
Лешсем алчăраса кăн-кан пăхаççĕ те пуп майри кулса ларнине кура ĕненмеççĕ ку сăмаха. Эппин, упăшку ăçта теççĕ. Упăшкаллă çын сан пек хитре те чамăр пулма пултараймасть, вăл часах тухса ӳкет теççĕ.
Вулăс тиекĕ Ивук çав хушăра мĕн-мĕн хăтланса пĕтнине, мĕн-мĕн тӳссе ирттернине никам та шутласа кăларас çук пуль. Пуп картишне çĕнĕ тăрантас пырса кĕнине курмассерен хĕрелсе-шурса каять вăл, хăтисене пăсма хăтланса çӳрет, анчах ытла тарăхнипе, кĕвĕçнипе, намăсланса пĕтнипе, шăвăç чуманпа тăрса юласран хăранипе мăк-мак тукалать те йĕркеллĕ нимĕн те калаçаймасть. Тепре авса лартас пулсан вăл чăрсăр Савтепие — пуриншĕн те тавăрĕччĕ ăна! Курăр-ха эсĕр, малтан хăй çыпăçаканскер, халĕ тем парсан та килĕшмест. Парăнмастъ хĕр, хуть те вил эс. Хăйне хырăмĕнчен тапнине каçарма пултараймасть пуль, усал.
Аптранă енне Ивук хăйне пулăшма хăрах куçлă тарçине Шахруна ертсе килнĕ-мĕн, лешĕ кун каçа Савтепи умĕнчен темиçе хут сăмах чĕнмесĕр ирте-ирте каять. Хĕр кашнинчех çӳçенсе тăрса юлать. Хăтана килнисен киле таврăннă чухне е урхалăхĕ татăлать е урапа тĕнĕлĕ хуçăлса анать, чип-чипер ут сасартăк уксахлама тытăнать. Чарăнса тĕпчесе пăхаççĕ те — урхалăхне çуррине ытла такам касса хуни, урапа тĕнĕлне пăчкăпа сĕрни, лаша чĕрнине пăта çапса лартни палăрать. Кам ĕçĕ вăл — пĕлмеççĕ.
Кашни хăйне майлă, хăй пултарнă пек пурăнать иккен çут тĕнчере. Пĕри пурнăçне мĕнле те пулин сыпăнтарса пыма тăрăшать: хĕлле — çăва тухса ӳкесчĕ тесе ĕмĕтлĕнет; çулла — хĕл каçмалăх тырă туса илесчĕ тесе тăрмашать. Сыпăнать пурнăçĕ — татăлса каять, сыпăнать — татăлать. Вилет çын — чĕрĕлсе тăрать, вилет — чĕрĕлет. Ялан вăл пурпа çук хушшинче. Пурнăçпа вилĕм аллинче. Пурнăç тараси çинче. Урăх мĕн те пулин çинчен шухăшлама, тырă пучахĕсĕр пуçне мĕн те пулин урăххине курма унăн вăй-хал та, кăмăл та çук.
Теприсен телей ытларах-ши е вĕсен турри çывăхра-ши — тырри те чиперех çитĕнет, ĕне ырри те вĕсем çулсеренех туса ирттереççĕ. Пурăнаççĕ çапла, аптрамаççĕ.
Темле çын та пур çĕр ĕçлекенсем хушшинче. Çын ĕçне савăнса тăвакана çеç сайра куратăн. Çавăн пеккисенчен пĕри Шурчара çармăс çамрăкĕ Миклай пулчĕ курăнать. Пĕрмай çынсем патĕнче вăл. Кăçат пусса парать, кăçат саплать, çĕвĕ çĕлет, выльăх касать, выльăх пусать... Мĕн хушан — çавна тăвать. Сăмах акса çӳресрен хăрамасçĕ унран: чĕмсĕр вăл. Чăвашла та нумаях пĕлмест пулас. Хирĕç хуравламасăр тăма май килмен чухне çеç илтетĕн ун сассине. Унта та пулин кĕскен кăна: «пур», «çук», «ийя». Каçалапа килне йăл-йăл-йăл кулса таврăнать Миклай;
— Тата паян мĕн савăнтарчĕ сана? — ыйтать кунĕпе пĕччен ларса тунсăхланă Сульха кĕвĕçсе. Хăй вăл çынсем валли çип арлать.
— Кĕçат, — тет Миклай шухăшласа. — Пусрăм. Хитре!
— Кам валли?
— Ятне ăйтман. Арçын.
— Ют çын валли пуснă кĕçатшăн мĕн савăнмалли пур?
Миклай чĕнмест. Ун пек чухне «ăнланмаççĕ» вĕсем пĕрне-пĕри.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...