Таркăн :: Савтепи


Пуп кил картийĕнчи хура пӳрте арçынсем пуçтарăнса ларнă. Миккипе Ильмук (Янтул) кунта. Каççан пичче. Янтула курма килнĕ Михапар. Вăхăт-вăхăт пӳрте хуçалла лаплаттарса пусса пуп майри кĕре-кĕре тухать. Кăштах итлекелесе тăрать те вăл çынсем çаплах Савтепи ятне асăннине илтсе хаш сывласа ярать, пĕчĕк сĕтел çине пиçнĕ çĕрулми тирĕкĕ е чăмпа кăвас лартса хăварать.

— Савтепене тупса килменшĕн çилленнĕ пирĕн пачăшкă, — терĕ вăл юлашкинчен кĕрсен. Савтепи ятне пуп майри Савтепе тет. — Лашуна сан киле хăваласа ямалла пулман, хĕре çуран çӳресе тупаяс çукки валтанах паллăччĕ тет пачăшкă. Çуран эс çич-сакăр яла çитрĕн пуль, юлан утпа çирĕм-вăтăр ялта пулăттăн.

— Эпĕ ута шеллерĕм, — терĕ таркăн.

— Лаши паттăр вăл пирĕн, аптрамĕччĕ, эсĕ йăшнă ав. Юрĕ, çывăрас умĕн вĕретнĕ сĕтпе пыл ĕçтерсе тарлатăпăр сана.

Ильмук-Янтул чăнах та чирлĕ сăнлă-мĕн. Шалта куçĕсем пушшех путса кĕнĕ ун. Пĕçертсе пăрахнипе хăй хĕремесленсе кайнă. Ăшĕнче пурĕ пĕр савăнăçлă: кантуртисем ертсе кайнă лаша тупăннă! Кил шутлĕ харсăр ут иккĕмĕш хут ĕнтĕ ют çын аллинчен хăтăлса таврăнать. Шел, виççĕмĕш хутĕнче пуçне хуратех пуль ĕнтĕ, айван.

Ильмук-Янтул тусĕсем те пĕлтĕртенпе чылай улшăннă. Каççан пичче ырханланса хуралса ларнă. Михапар шакăр шăмă. Çур çул хушшинче ун килĕнчен виçĕ виле тухнă-çке выçăпа.

Пуп майри тухса кайнăранпа нумай та вăхăт иртменччĕ, пӳрте Ухтиван вирхĕнсе пырса кĕчĕ. Çунса тăракан куçĕсемпе пĕрин çине паллама хăтланса пăхрĕ вăл, теприн умĕнчен иртсе карĕ. Ильмук-Янтул тĕлне çитрĕ те унпа юнашар тенкел çине ӳкнĕ пек лашт ларчĕ.

— Савтепи çинчен мĕн те пулин пĕлейрĕн-и, Ильмук пичи? Ăçта вăл? — Ухтиван сасартăк ыттисем еннелле çаврăнчĕ. — Э, каçарăр тархасшăн, эпĕ сывлăх сунма мантăм пулас. Аван-и!

— Аван темеллех мар çав, — Янтулран малтан сас пачĕ Микки. — Савтепие тупаймастпăр çаплах. Ятарласа шырама кайнă Ильмук та ун йĕрĕ çине ӳкеймен.

— Ан та кала, — терĕ кăна таркăн айăплăн.

— Этем йĕп мар-çке вăл, — паçăрхи сăмахне тепĕр хут каларĕ Ухтиван. — Ялтан тухса кайнă пулсан ăна кам та пулин курса юлмаллаччĕ пек. Эсĕр никама та курман тетĕр.

— Çын виç çĕрлĕн пурăннипе валтанах ăна никам та асăрхаман пуль çав. Те тăван ялне ашшĕ патне таврăнать хĕр, те ларма кайма тухнă вăл. Темиçе кун иртсен тин шырама тытăнтăмăр та, паянхи кунччен те уççи-хуппи çук-ха. — Кăна каллех Микки калаçса илчĕ.

— Эппин, эпĕ каям шырама, — ура çине сиксе тăчĕ Ухтиван.

— Эсĕ мĕн, пире шанмастăн-и? — ыйтрĕ Ильмук-Янтул. Шăнса пăсăлнипе унăн сасси те улшăннă-мĕн. — Таврара эпĕр Савтепие шыраман вырăн, çитсе курман пасар, ăйтса тĕпчемен çын хăвармарăмăр темелле. Усси ним чухлĕ те пулмарĕ-ха. Çын тĕлĕкре çеç курăнчĕ тейĕн пире.

— Хĕлле аташса кайса вилнĕ тесен... — теме тăнăччĕ Микки, Каççан пичче шурса карĕ, Ухтиван сак çине кутăн кайса ларчĕ.

— Тархасшăн мĕн-ха... çитер мар ун патнех, — йăлăнчĕ Савтепи ашшĕ. — Чи пурăнмалли çын вăл ман хĕр, ăнланăр çавна, хĕрхенĕр мана, пĕччен йăвăçа. Савтепи тупăнмасан маншăн та кун çук.

— Пиртен килес пулсан, Каççан пичче... — кăшт çеç макăрса ямарĕ Микки. — Татах шырар эппин. Тен, пирĕн ура пусман пĕр-пĕр ĕшне юлнă, эпĕр кĕрсе пăхман кĕтес пур унта.

— Пур ун пек кĕтес, — терĕ сасартăк хальччен сăмах чĕнмесĕр ларнă Михапар.

Пурте ун еннелле пăхрĕç.

— Ăçта вăл ун пек вырăн?

— Пур ун пекки, — терĕ Михапар тата тепĕр хут. — Анчах ун çинчен вахăт çитмесĕр калаçма юрамасть. Ни пуппа, ни ун майрипе, ни кӳршĕ çыннипе. Никампа та! Çур сăмах халăх хушшине тухсан та пĕтĕм ĕç харама каять.

— Этемле поплеме полтаратни эс пирĕнпе? — çилленме пуçларĕ Ильмук-Янтул. — Кала та ăна тӳррипе — сăмах пĕттĕр. Атту вăл юрамасть, ку юрамасть... Ăçта вăл, эпĕр шыраман кĕтес?

— Кантур айĕнче.

— Эс ларса тухнă потвалта-и?

— Шăп кăна çавăнта пăхман эсĕр.

— Ăна çулталăкне те ик-виçĕ хут кăна уçаççĕ-çке?

Тăватă çын тĕлĕнсе хытса карĕ. Кăшт тăна кĕрсен Каççан пичче тăма хăтланчĕ те — тăраймарĕ. Янтулпа Ухтиван алăк патнелле ыткăнчĕç.

— Халех кайса алăкне вататпăр.

— Кантурĕнче çын пур чухнех-и? — чарчĕ вĕсене Михапар. — Сире эпĕ Савтепи çав потвалта темерĕм-çке? Потвалне эсĕр уçса пăхман терĕм çеç. Çăрине ватса кĕрсен, унта нимĕн те çук пулсан, пире хамăра çав шăтăка хупса лартаççĕ.

— Вара мĕн тумалла эппин?

— Çăрин уççине тупмалла.

— Ку ĕçе эпĕ хам çине илетĕп, — пĕлтерчĕ Микки. — Ман карчăк кантур урайне çуса тăрать...

 

* * *

Çав каçах Микки Хветлепе калаçса татăлчĕ.

Малтанах хăраса ӳкрĕ-ха Хветле. Чипертен те чипер хĕр ăçтан тĕттĕм путвала кĕрсе лартăр терĕ. Хитре хĕре кам та пулин питĕрсе лартма пултарасси пирки вăл асне те илмен.

Микки килĕшнĕ пек турĕ унпа. Чăнах та çапла терĕ. Анчах шыраман вырăн юлман-çке ниçта. Çын сывлăм мар курăнми типсе ларма. Тĕтĕм те мар сывлăшра саланса çухалма. Ăçта та пулин пурах ĕнтĕ вăл çут тĕнчере. Тĕрĕслемен пĕр кĕтес те ан юлтăр тесе çех вĕсем путвала наччаслăха кĕрсе пăхасшăн. Кайран ӳкĕнмелле ан пултăр тесе кăна.

Вĕсем ăна çĕрле уçса пăхаççĕ те, çăраççине Хветле, ним пулман пекех, кантура хăй вырăнне кайса çакать.

Кăшт хăракаларĕ пулсан та Микки мăшăрĕ упăшки шухăшне хирĕçлемерĕ. Ивук сĕтелĕ пуçĕнче пысак çăраççи çакăнса тăнине Хветле темиçе те курнă-мĕн.

Микки кĕтнине, унпа пĕрлех Ухтиванпа Ильмук-Янтул, Каççан пиччепе Михапар кĕтнине тӳрре кăлараймарĕ ыр кăмăллă Хветле. Çук иккен çăраççи яланхи вырăнĕнче.

Тепĕр кун Микки, каç пулттипе арăмне пулăшмалла пек-мĕн пек — хăй кайрĕ кантура. Анчах вăл та тупаймарĕ путвал çăраççине.

Вара виçĕм кунхи виçĕ арçын, — Каççан пиччесĕр пуçне, вăл вырăнпах выртать терĕç, — тепре пуçтарăнса канашласа пăхрĕ.

— Мĕн тăвăпăр? — терĕ Микки айăпа кĕнĕн. — Çăраççи çук кантурта. Ăна эп карчăка шанмасăр йĕп шыранă пек шырарăм — ниçта та çук. Тен, ăна кантур йĕкехӳри, — пирĕн кунта Ивука çапла калаççĕ, — тен, çавă килне кайса хунă?

— Мĕн ухмахĕшĕн йăтса çӳретĕр вăл ăна килне çити? — çиллессĕн калаçрĕ Михапар. — Пытарса хурас тесен ăна кантурĕнче те таçта пытарма пулать. Вĕсен хăрах куçлă шуйттанне шанмастăп эпĕ. Вăл Шурча тăрăх лам-саса (сулланса) çӳренине эп темиçе те курнă.

— Ма çăвар тутине сая ярса ларас? — хутшăнчĕ калаçăва Ильмук-Янтул. — Çĕрле каям та ватам алăкне лумпа!

— Путвала хăвăн кĕрсе ларассу килет пулсан — тархасшăн... Путвал çăраççине тытма пултаракансем, эп пĕлнĕ тăрăх, икĕ çын: Ивукпа кулава. Кирлĕ вăхăтра унта Ивуксен тарçи Шахрун та хуçаланма пултарать. Эпир ăна та шута илĕпĕр. Пĕри вĕсенчен шухăшлать те — тепри ĕçне тăвать.

— Пупа та манас мар. Сана хуптараканни çавă пулнă вĕт-ха?

— Çапла. Анчах хальхинче хутшăнман вăл ку ĕçе. Савтепие, пирĕнсĕр пуçне, пуппа ун майри те шыраççĕ.

— Эс темĕн пĕлнĕ пекех калаçатăн, Михапар.

— Чĕлхен шăмми çук та, палкать вăл. Çавăнпа час-часах йăнăшатăп эп... Путвал çăраççине тыткалама пултаракансенчен Ивукпа пупа кăларсан, кулавапа Шахрун юлаççĕ. Кулавине эп хам çине илсе пăхам. — Çав самантра Михапар вулăс пуçлăхĕн майрине ăçта та пулин тĕл пулса çăраççи çинчен мĕнле ыйтса пĕлесси пирки шухăшласа ларчĕ. — Шахрунне кам çине хурăпăр?

— Яка Илле килне кĕрсе çăраççи шырасси, ненай, пулайĕ-ши пиртен? — иккĕленчĕ Микки.

— Ăна ĕнтĕ сан пĕр-пĕр ăслай тупас пулать, Микки тусăмăр. Кӳршипе калаçса татăлатăн-и унта, хĕрĕпе пĕр чĕлхе тупăн-и...

— Эсĕр мана пĕр-пĕр урăх ĕç хушăр, ку ĕçре пултараяс çук эп, — ӳкĕтлерĕ Микки. — Асат хуçнă çынна мана ни Яка Илле хĕрĕ итлес çук, ни вĕсен пус килĕпе пĕр чĕлхе тупаяс çук эпĕ. Киле час таврăнмасан карчăк та кăмăлсăр пулать. Тата хăрах куçлă хурахĕ те ытла хăрамалла: пĕрре çапса икĕ хут вĕлерĕ. Тен, Ухтивана хушса пăхар? Çамрăк вăл, вăйлă... Хăй те çав ялтан.

— Чăнах-çке, — савăнса ӳкрĕ Михапар. — Ыттисем те эпĕр сана вăй çитнĕ таран пулăшăпăр, Ухтиван. Анчах... валтан эпĕ кулава килĕ тавра шăршлакаласа çӳрем-ха. Çăраççи унта та тупăнмасан çех эпĕр шырав ĕçĕпе Шуркассине куçăпăр.

Михапар сĕнĕвĕпе Ухтиван пĕр сăмахсăрах килĕшрĕ.

 

* * *

Кантур картишĕнчен сассине юри улăштарса калаçни илтĕнет.

— Ильмук, теп, Ильмук.

— Ăçта эс? Кам эс?

— Эс унталла мар, кунталла пăх.

— Михапар мар-и?! Мĕн тăван эс кантурта?

— Хуллентерех эс. Чĕнсе килчĕç те, тăрап кĕтсе. Ерĕçсен кĕме калăпăр терĕç. Те манса карĕç, шĕвĕрĕлченсем.

— Хăçантанпа эс?

— Ирхĕнеренпех.

— Паллах, кунĕпе выçă ĕнтĕ. Ма пирĕн пата каçмарăн?

— Сирĕн пата кĕме юрамасть халь мана. Мĕншĕнне карян калăп.

Хура пӳрте чупса кĕчĕ те Янтул пĕр ташлама чĕлĕ çăкăр та пĕçернĕ сысна хăлхи тутăрпа чĕркесе илсе тухрĕ, ним калаçмасăр Михапара тыттарчĕ. Çиессе хăй çимест ĕнтĕ вăл, килне ачисем валли илсе каять.

Салакайăк тарçисене яшка çине выльăх вар-хырăмĕ те сысна урисемпе хăлхисене ярса пĕçерсе параççĕ. Ытти какайĕ сутма та хуçасем валли пĕçерме юлать.

— Мĕн тума чĕнтернĕ-ши вĕсем сана?

— Шутласа кăларнă пуль ĕнтĕ мĕн те пулин. Пуçлăхсем вĕт.

— Пуçлăхсем мар вĕсем, пуслăхсем. Халăха пусса тăракансем.

— Паян сире, Миккипе иксĕре, курмаллаччĕ ман. Ухтиван Шуркассинчеччĕ. Каççан пичче чирлĕ... Май килсен эпĕр çармăç ачи панче курнăçăпăр.

 

* * *

Каç пулас умĕн тин Михапара кантура чĕнсе кĕртрĕç. Ивук пысăк пӳлĕмре пĕчченех пулнă иккен, сĕтел хушшине хăнăхман çынла сарăлса ларнă та алăк патне кĕрсе тăнă этем еннелле чалăшшăн пăхса ларать. Этем еннеллех те мар-ха, ун аллинчи тĕрке çине пăхать. Ку тата мĕн илсе килчĕ-ши? Тен, каллех укçа? — шухăшлать тиек — Урăх мĕн патăр мĕскĕн чăваш? Ни ылтăн-кĕмĕл чăмăрккисем çук ун... Пурнаппăр теççĕ пуль çапах... тĕнчене çĕртсе.

Пĕр хушă пӳлĕмре шăп-шăпăрт пулать.

Ивук тӳрленсе ларать те аллине хур тĕкĕ тытать, çырма хатĕрленсе хут листине хăй умне шутарса хурать. Кулава таврăниччен тыттарасчĕ укçине Ивука, вăл çаплах шăпăр шăтăкĕнчен хăпаймасть, пулмас.

— Амма алăк панче тăран, Михапар пĕлĕш? Кунтарах ирт те, ĕç çинчен калаçса илер.

— Ларса тăма вăхăт çукрах çав. Килте ачасем выçă ман. Эп ирхĕнеренпех кунта.

«Вăл, пăлхавçă ывăлĕ пăлхавçă, кулатник, ӳпкелешсе калаçма хăять мар-и?! Эп ăна...»

— Мĕн вăл сан, аллунти? Пама исе килнĕ пулсан пар та чатрах, ĕç çине куçар.

— Э, çакă-и? Вăл памалли мар-ха. Урăх япала-ха вăл. — Тĕркине Михапар пеме хатĕрленнĕ майлă сулахайринчен сылтăм аллине илет.

«Ку, путсĕр, мана çапса ӳкерме чул йăтса кĕнĕ вĕт?! — сехри хăпса тухать Ивукăн сасартăк. — Куçĕ те ав мĕнле çунса тăрать. Эпех ăна, ухмах, хам çывăха килме хушрăм. Пĕр вулăсри тиек помощникне иртен-çӳренсем кăнтса хăварнă пек, пĕрре çамка урлă парĕ те чулпа... Пыр та тыт вĕсене карян. Тытни те ун чух тин мĕн усси. Çу-ук, чарас ăна халех».

Ивук сĕтел хушшинчен тухса алăк патнелле асăрханса утать, Михапар аллинчи тĕрке çинчен куçне илмест. Чулне хытă тытнипе пысăк алă чăтăмсăррăн чĕтреннĕн туйăнать ăна. Тиек Михапара перĕнсе иртсе ун аллине тăрук пăркăчласа тытать те «чулне» карт туртса илет. Анчах хытă япала вырăнне аллине çеп-çемçе япала лекнипе, ăнсăртран çĕлене тĕкĕннĕ евĕр, ăна аяккалла вăркăнтарать.

Ку вăл пĕтĕмпе пĕр самант хушшинче пулса иртет.

— Ку... мĕнччĕ санăн? — ыйтать Ивук тытăнчăклăн.

— Ача апачĕ, — тет тĕлĕннĕ Михапар. — Ăна эс ма туртса илсе петĕн?

— Салакайăк... пуп атте... Александр Петрович çăккăрĕ вăл, санăн мар! Сана вĕсем патне пырса çӳреме чарма хушать вăл пире, илтрĕн-и? — Ивук урайĕнче выртакан пиçнĕ сысна хăлхипе çăкăр чĕллине аттипе пусса лапчăтать те хăй вырăнне кĕрсе ларать. — Нельçа унта пыма! Кантур таврашĕнче те эп сана урăх курам мар. Ăнлантăн-и? Кунта явăнса çӳреме ниçта та тăвар сапса хуман. Начальниксен приказне итлемесен мĕн кĕтнине астумалла эсĕ. Толшна помнить. Понятно? — Халĕ — тасал кунтан!

— Э, тăхта, — чарчĕ Ивук алăк хăлăпне тытнă Михапара. — Пĕлтер хăвăн тусусене: ниçта та иккĕнтен ытла пуçтарăнмалла мар. Виççĕн е тăваттăн пĕрле курсан — хупса лартатпăр. Вăл бунтă тума каварлашнипе пĕр шутланать.

— Мĕн вăл — пунттă?

— Пăлхавăр. Халăх пăтранни. Вăрçă-харçă аппен.

 

Шăп кăна Ивук каланă чухлĕн пуçтарăнса ларнă вĕсем Хветле пӳрчĕн пăлтăрне: Михапар, Ильмук (Янтул), Микки, Миклай. Икĕ чăваш, пĕр вырăс, тепĕр çармăс. Тулта каç пулнă, çавăнпа вĕсем пĕр-пĕрин питне те курмаççĕ. Çулу çапнипе тĕттĕмре хĕлхем чăлт та чăлт сирпĕнет, ăвăпа чĕлĕм шăрши кĕрет.

Кантур путвалĕн çăраççине Михапар та тупайман иккен. Кулавасен килĕнче те çук тет вăл. Тахçантанпах курман тет ăна кулава мăшăрĕ.

— Тен, суять майра? — ват çынсен калаçăвне хутшăнма хăтланса пăхать Миклай, анчах Михапар ăна çийĕнчех пӳлсе хурать:

— Суеçтерекен йышши мар вăл, пĕлмесĕр ан калаç эс.

Микки те çапла шухăшлать-мĕн.

— Тӳрĕ кăмăллă хĕрарăм вăл, кулава мăшăрĕ. Шел, пурнăçĕ ăнсах каймарĕ пулас ун.

— Пире хамăра та такам шеллĕ-çке, пирĕн те пурнăç пыл та çу мар.

Ун вырăнне вĕсем туссем тĕлĕшпе пуян тет ку тĕлте автор. Икĕ чăваш, пĕр вырăс, тепĕр çармăс пĕр-пĕриншĕн нихçан та ют пулман. Вĕсем ялан пĕрне-пĕри ăнланма тăрăшаççĕ. Мĕн тумалла юнашар çынна ăнланас тесен? Пĕр чĕлхепе калаçмалла. Пĕр пек условисенче пурăнмалла. Пурте чухăнсем вĕсем.

Пуянпа чухăн çеç Салакайăк пуппа ун тăван пиччĕшĕ Микки пек,— пуппа ун тарçи, — пĕр чĕлхепе калаçсан та туссем пулма пултараймаççĕ.

— Кантур тиекне эс кантур тавра явăнни хăратать пулсан, Михапар, путвал çăраççине пушшех тупас пулать пирĕн, — калаçăва кирлĕ еннелле пăрать Ильмук (Янтул). — Путвалĕнче, тен, нимĕн те çук пуль — паллах, нимĕн те çук унта, — çапах уçса пăхмалла ăна. Чуна лăплантарма çеç те пулин уçса курмалла вăл тискер шăтăка.

— Эп ларса куртăм та унта, халь ăна аса илнипех çӳç-пуç вирелле тăрать. Кăшт çех пăчăхса вилмерĕм.

— Ман шухăшпа, вулăс кантурĕн путвалĕ Савтепие шырамалли çулсене пӳлсе хучĕ. Ăна уçса пăхиччен халь пирĕн ниçталла та çул çук.

— Çăраççи ăçти паллă, — терĕ Михапар. — Вăл Шуркассинче, Яка Илле килĕнче. Тен, эппин, унтах пулмасан та вĕсен аллинче вăл. Çавна лайăх пĕлетпĕр халь эпĕр. Кам кайса килĕ усламçă патне? Валтан пăхкалама çеç-ха. Çăраççи хăш тĕлтине курсан, тен, ăна пĕçертсе тухма май килĕ.

— Яка Илле килĕнчен-и?! Пĕр шăрпăк исе тухаймастăн унтан. Илли хăй сан юлашки кĕпӳне хывса юлĕ.

— Аппен, тен, пĕркун калаçнă пек, Ухтивана хутшăнтарса пăхар ку ĕçе. Чĕлхи çепĕç ун, хăй çамрăк. Яка Илле хĕрĕ те унпа туслашма хирĕç полас çок.

— Вăл хирĕç полмĕ те, халĕ вăл хурах Шахрун арăмĕ-çке. Шахрунĕ уншăн Ухтивана вĕлертĕр-и?

— Мĕн тăвăпăр аппен? Çапла çурма çулта чарăнса ларăпăр-и?

— Чарăнма та юрамасть!

— Тархасшăн хуллентерех калаçăр, — пăшăлтатрĕ пăлтăр алăкĕнче Сульха.

— Чăнах, — терĕ Михапар. — Пĕлтĕр те Шахрун итлесе тăнăччĕ.

— Шахрунне шалча кĕтет-ха ăна.

— Тен, Хуракасси пасарĕнче пĕр-пĕр тимĕрçĕпе поплесе пăхар? — шухăш пачĕ Микки. — Вĕсенчен хăш-пĕри питĕ пултаруллă теççĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3