Таркăн :: III
Салтакри малтанхи çулсенче Григорьев çут тĕнче мĕнле аслинчен тĕлĕнсе çӳренĕ. Пĕр кун утнă салтаксем, эрне утнă, уйăх та иртсе кайнă çул çинче. Чулхулапа Мускав тата темле-темле хуласем хыçа тăра-тăра юлнă. Тĕрĕссипе, пурте асăнакан Мускава салтаксем куç хӳрипе те курман. Вăл таçта сылтăмра юлчĕ тенĕ. Французсене унта выçă касăхтарнă-мĕн. Халĕ вĕсене пирĕн çарсем хĕвел анăçнелле хӳтерме тытăннă. Ваçукпа пĕрле утакан çамрăк салтаксене Хусан кĕпĕрнинче пуçтарнă пулнă. Чăвашсем те чылай колоннăра. Вĕсене пурне те Наполеон эшкерне хăвалакан ватă салтаксене пулăшма илсе каяççĕ. Куç умĕнчех çанталăк улшăнса пырать. Нумай та пулмасть-ха хура кĕркуннеччĕ, пылчăк салтак атти тĕпĕсене татса илес пек туртатчĕ, халĕ ав çĕр шăнса ларчĕ, юр вĕçтерет. Çанталăк çеç мар, таврари çĕр-шыв та, çурт-йĕр те, çынсен сăнĕ, вĕсен апат-çимĕçĕ, тумĕпе чĕлхи таранчченех кашни вырăнта хăйне майлă иккен.
Кайсан-кайсан таçта темĕн патне çитсе чарăнмалла пек туйăнать. Кирек мĕнле япалан та вĕçĕ пулма кирлĕ-çке. Çут тĕнчен те вĕçĕ-и, хĕрри-и — пулмаллах ĕнтĕ. Е ун урлă никам каçайми çӳллĕ ту пулĕ унта, е тĕпсĕр шăтăк. Колонна ăçталла та пулин пăрăннă чух йĕрке варринче пыракан Ваçук малалла ĕмĕтленсе пăхать, тен, вĕсен çул вĕçĕ ку? Урăх çук утмалли? Вĕсем каялла çаврăнаççĕ? Анчах çулĕ çаплах малалла, малалла, малалла тăсăлать.
Хырăмĕ çăтăр выçнипе Григорьев ялти пурнăçне аса илет. Ырлăхчĕ килте. Пĕрер тирĕк çăра яшка антарса çиен те — тутă эсĕ çур куна. Хĕлле апат хыççăн кăштах канса илме те пулать. Выльăх пуснă кунсенче какай шӳрпи пиçет хуранта, тултармăш пăсланса ларать сĕтел çинче. Мĕнле сипетлĕ шӳрни те, тултармăшĕ те. Мĕнле тутă тытаççĕ вĕсем. Ун пек рехетлĕнсе çимелли тата шăрттан кăна пуль чăвашăн.
Шултăра выльăх пулсан кӳршĕсемпе пĕрлешсе ĕçлеççĕ, пĕрлешсе апатланаççĕ. Сăра та пулать вăл кун тĕлне.
...Салтаксен колонни, виçшер-виçшер çыннăн, çул çинче тем тăршшĕ тăсăлнă. Григорьевăн икĕ енче икĕ ватă салтак. Пĕринне Бородино ялĕ çывăхĕнчи çапăçура пĕççине штыкпа чиксе çурнă пулнă. Теприне Смоленск патĕнче амантнă. Халĕ вĕсем лазаретра сывалнă хыççăн çамрăк салтаксемпе пĕрле строя таврăнаççĕ. Çав вăхăтрах вĕсене çамрăк-кĕрĕме «астуса пыма» та хушнă пулас, ватă салтаксем кашни ретрех пур.
Эрни-эрнипе утса такам та йăлăхĕ. Çавна пула кунсеренех, пĕр сăлтавсăрах тенĕ пек, салтаксем хушшинче мĕн те пулин сиксе тухать. Акă паян та тĕркĕшӳ хыпса илчĕ те пĕтĕм колоннăна хускатрĕ. Хальхинче пурне те хăй çине пăхтараканĕ пирĕн пĕлĕш пулчĕ-ха. Малтан Григорьева ура хурса ӳкерме тăнă-мĕн. Вăл хăй умĕнчи салтак çине сăмсипе пырса тăрăннă. Лешĕ мĕн пулнине ăнланса илмесĕр çаврăннă та пĕтĕм вăйĕпе Григорьева тĕксе янă..
Григорьев хăй хыçĕнчи салтака пырса çапăннă. Лешĕ теприне.
Прапорщикпа фельдфебель чупса çитнĕ çĕре Ваçукпа тепĕр салтак, вăл та чăваш çамрăкĕ, юр çинче выртнă, Григорьев сăмсинчен юн кайнă пулнă; ыттисем, тĕркĕшĕве хутшăннисем, нимĕн те курман-илтмен пек пулса тӳрленсе тăма ĕлкĕрнĕ. Тĕркĕшĕве хускатакансем ват «хăрпансем» пулнă-мĕн, çамрăксем калашле.
— Смирно! — юрпа витĕннĕ уйра кăшкăрса янă прапорщик. Колоннăна вăл унчченех чарнă пулнă-ха. — Мĕн пулчĕ сирĕн кунта? —те Григорьев мĕскĕнрех, шăл çеммирех курăннăран сиксе тăрса хăй вырăнне йышăннă Ваçукран ыйтнă офицер. — Вольно! — хушса хунă вăл.
— Пьют, — мăкăртатнă чăваш хуллен. Ваçук «бьют» — (салтаксем мана) хĕнеççĕ тесшĕн пулнă-мĕн те, унăм çемçен «пьют» — ĕçеççĕ — пулса тухнă.
— Илтместĕп, хытăрах кала! — пырне хыртарса кăшкăрнă Григорьевран та кĕçĕн прапорщик.
— Пьют! — тенĕ б саспаллине калайман Ваçук хыттăн.
— Каллех ĕçеççĕ иккен-ха! — Хăй чăваш çамрăкĕпе калаçнине туйса кăштах курнăçланма, салтакран кулма, кунта, уй варринче, хăйĕнчен асли çуккине кăтартма шутланă пулас прапорщик. — Камсем ĕçеççĕ-ха? Мĕн ĕçеççĕ? — тенĕ вăл йĕри-тавра такама шыранă пек пăхкаласа.
— Эрех ĕçеççĕ! — шӳте малалла тăснă пĕр салтак.
— Камсем ĕçеççĕ? — çаплах Ваçукран хăпман офицер.
— Пуппа майри! — илтĕннĕ салтаксем хушшинчен.
Пĕр-ик çĕр çынлă колонна, пĕр çын пек, кĕр! кулса янă.
— Халĕ эсĕ кала! — хушнă прапорщик Григорьева. — Пуппа майри мĕн тăваççĕ?
— Хăçан? — тенĕ чăваш ăнланмише персе. Юнлă питне вăл юрпа çуса тасатнă.
Салтаксем паçăрхинчен те хытăрах кулса янă.
— Малтан эсĕ урăхла каланăччĕ, — аса илтерме хăтланнă прапорщик, — çавна тепĕр хут кала.
Вăл, чăваш çамрăкĕ Ваçук, вырăсла начар пĕлнинчен офицер кулнине сиснĕ-ха, çав вăхăтрах салтаксем ăна усал сунманнине те ăнкарнă Григорьев. Нумаях та пулмасть-ха эпĕ пьют тенинчен кулчĕç, шухăшланă Ваçук, эппин, вăл сăмаха урăхларах каламалла?
— Пăют, — пĕлтернĕ Григорьев хăюллăн.
— Поют? (Юрлаççĕ?) — тĕлĕннĕ прапорщик. — Тепĕр тесен пуппа майри тĕрĕс те тăваççĕ пуль. Малтан вĕсем эрех ĕçеççĕ терĕмĕр. Халĕ юрлаççĕ иккен.
Салтаксем каçса кайсах кулнă. Унтан Григорьев тавра пуçтарăннă та ур-ра кăшкăрса ăна тӳпенелле çĕкленĕ. Шӳт тума пĕлнĕшĕн прапорщика та мухтанă.
Анчах йĕри-тавра пăхсан кулма мар, макăрмалла. Пĕтĕм çĕрте юрăхсăра тухнă вăрçă хатĕрĕсем, çĕмрĕк урапасем, лаша вилли, çĕр çумне лăпчăннă çын кĕлетки курăннă. Ялсем вырăнне юрпа витĕннĕ кăмакасем кăнтарса ларнă. Икĕ-виçĕ кун каялла çеç таракан франци çарĕсемпе вĕсене хăвалакан Раççей салтакĕсем иртсе кайнă кунтан. Григорьевăн сехри хăпса тухнă. Çакă-и-ха вăл вăрçă? — тенĕ мирлĕ чăваш çамрăкĕ тĕлĕнсе. Пĕр-икĕ уйăх хушшинче пĕр хуласемпе ялсем урлах тăватă çар — темиçе çĕр пин çын! — çапăçса иртнĕ. Франци çарĕсем малтан, Мускава çĕнсе илсе Раççее парăнтарас тесе, пирĕн çĕр-шыв варринелле талпăнса кĕнĕ. Илнĕ вĕсем Мускава (тĕрĕссипе — ирĕк панă вĕсене Мускава илме), анчах Раççее парăнтарайман французсем. Вăхăтлăха Мускава çухатни Раççее çухатнине пĕлтермест тенĕ вырăс çарĕн главнокомандующийĕ Михаил Илларионович Кутузов. Вырăс правительствин делегацийĕ пырса пуç çапасса кĕтсе пĕр уйăха яхăн ларнă Наполеон Мускав кремлĕнче. Ни делегаци пыман, ни çимелли паман тăшмансене. Хура кĕркунне çитсе тăнă. Хĕл сывлăшĕ сисĕнтернĕçем сисĕнтернĕ. Выçă касăхнă çичĕ ютăн нимĕнле пуласлăх та пулман кунта. Вĕсем килелле хускалнă. Каялла чакакан тăшмана пур енчен те сăхма тытăнаççĕ. Вязьма хули патĕнче, Красный ятлă ялта, Дорогобуж хулинче хытă çапăçнă вырăссемпе французсем. Тăшманăн кашнинчех халсăрланса чакма тивнĕ. Юлашкинчен вăл тармаллипех тарма тытăннă. Çула май мĕн куç тĕлне пулнă Раççей çĕрĕнче, мĕн ал айне лекнĕ — çунтарнă, çĕмĕркĕ, ишсе антарнă, сывлăша сиктернĕ, çынсене вĕлернĕ, вĕсен лашисене утлана-утлана тарнă.
Пĕр уйăх ытла ĕнтĕ французсем мĕн тупса çиме пултарнă, çавсемпе чунĕсене усракаланă. Мĕн тупма пулать çул çинче? Лаша виллисем. Юлнă пек ял çыннисенчен туртса илнĕ выльăх-чĕрлĕх. Вĕсене те пулин сайра хутра çех тирпейлесе пĕçерме май килнĕ, мĕншĕн тесен тăшман çарĕсене, пĕр утăм юлми тенĕ майлă, пирĕн çарсем тата хĕç-пăшалланнă хресченсем хăваланă. Ахаль хăваланипе çех те çырлахман-ха тарăхнă халăх, ӳлĕмрен пирĕн пата ан килччĕр тесе тăшман салтакĕсене ним шеллемесĕр пĕтернĕ. Тата чакнăçем шăнса, чирлесе, выçса вилекен французсем мĕн чухлĕ пулнă чӳхсе çитнĕ салтаксем хушшинче. Çĕршерĕн те пиншерĕн тыткăна парăннă вĕсем.
Вязьма хулинчен малалла, хĕвеланăçнелле тухса каяс умĕн Григорьев Ваçукпа ытти салтаксем утакан колонна ячĕпе Мускавран çакăн пек депеша (васкавлă çыру) пынă пулнă: вырăс çарĕн тăшмана хăвалакан тĕп вăйĕсене çитме васкамалла мар; пĕр куна — ик куна чарăнса çывăхра пурăнакан çынсене пулăшса хăварма тăрăшмалла; тавралăха тирпей кӳрес ĕçе те нумая тăсма юрамасть, çулла эпидеми1 сарăлма пултарать. Ку ĕнтĕ вăл пуринчен малтан çын виллисене пуçтарса пытармалла тенине пĕлтернĕ.
Çав кунах ĕç хатĕрĕсен обозĕ те вăрах кĕттермен. Григорьев Ваçук савăнсах аллине тимĕр кĕреçе тытнă. Ун çумĕнчи лутра вырăс çанталăкне кура паян-ыранах хĕл лармалла, уйăх каяллах пĕрремĕш юр курăннăччĕ-ха тесе йывăç кĕреçе суйласа илнĕ. Тыткалама та ансат вăл, çăмăлли те çăмăл. Ыттисем те çапла — кама мĕн килĕшет: кам пуртă, кам пăчкă, кам лум йăтнă. Ытларахăшĕ ял çыннисем-çке, алă çумне вăрçă хатĕрĕ мар, ĕç хатĕрĕ çыпăçарах парать.
Унтанпа вунă кун иртсе кайнă ĕнтĕ. Тулта чăн-чăн хĕлле. Сывлăш типĕ, сивĕ. Ватă салтаксем виç-тăват ушкăна пайланнă та ишĕлчĕк Дорогобуж хули йĕри-тавра çын виллисене пуçтарса çӳреççĕ. Çăва хĕррине икĕ тарăн шăтак алтса янтăланă, вилĕсене урапасемпе çавăнта турттара-турттара пырса вырăс салтакĕсене пĕр шăтăка, — кусем сахалтарах, — французсемпе вĕсен майлă çапăçнă поляксене теприне йăвантараççĕ. Тăшман салтакĕсенчен чылайăшĕ çара уран, çарамас. Вĕçен уринчи атă-пушмакпа çиелти тум-тир ытларах чĕррисене кирлĕ пулнă пуль ĕнтĕ, мĕн тăвăн.
Ытти ушкăнсем хула урамĕсенче, пӳрт-çурт таврашĕсенче чакаланаççĕ. Темĕн шаккани, катăртаттарса хырни, пăчкă сĕрни илтĕнет. Ĕç ку хуласенче пĕр-ик кунлăх мар, темиçе çуллăх. Çынсен чунĕнчи вăрçă суранĕсене сиплеме вара, тен, пĕр этем ĕмĕрĕ те çитмĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...