Хура çăкăр :: I. Канăçсăр ир
Пĕлĕтлĕ çанталăка пула тул çутăлни палăрмарĕ, — Утламăшра çавна чи малтан автансем систерчĕç. Çинçе те уçă сасăллă автан — кĕпер хĕрринче пурăнакан Шемпер Хĕветĕрĕн пулмалла — пĕтĕм Турикас урамне янăратса ячĕ. Ун хыççăн ыттисем авăтма тытăнчĕç.
Сывлăш тĕлĕнмелле таса, сипетлĕ. Пӳрт-çурт хăйĕн пĕчĕк чӳречисемпе ирхи урамалла хаваслăн пăхать. Кил картишĕнче вăхăт-вăхăт выльăх макăрни илтĕне-илтĕне каять. Çулçă сарса тикĕсленнĕ йывăçсем, пархатарлă сывлăмпа çăвăннă хыççăн çăмăллăн вăшлатса иртекен çилпе шăлăнса тасалнă та йăлтăркка ешĕл курăнаççĕ. Темле йывăç та ӳсет çĕр çинче, пурин валли те вырăн çитет темелле: хăшĕ пахчара саркаланса савăнать, хăшĕ çурт умĕнче юри тăратнă хурал пек ларать, ял урлă каçакан тарăн çырмара та йăмрасем таçта çӳле кармашаççĕ. Çырма варринче çеç, лутра карлăклă кĕпер тĕлĕнче, иртен-çӳрен валли ятарласа çавра хапха касса хăварнă пек, уçлăх юлнă. Çав патвар йăмрасем çырмана пĕтĕмпе хупăрласа илнĕ, хĕвел çути аяла кăнтăр варринче те хĕсĕнсе кăна сăрхăнать. Унтах пĕчĕк йăмра кати сырса илнĕ. Черченке туни-турачĕ вĕсен пăнтăхса пасарнăн курăнать. Çинçешке вăрăм турачĕсем, тĕттĕмри чĕрĕ сулхăна пула, çулçине те чипер сарса ĕлкĕреймен, вăхăтсăрах сарăхтарса янă: хăшпĕр туна тăрринче çеç пĕрер те икшер çулçă тăкăнаймасăр юлнă та, вĕсем кивелсе кĕçеленнĕ ярапа пек усăна-усăна аннă. Çӳлте тесен, урăхла тĕнче, — çăра çулçă хĕвелĕн пирвайхи çутипе йăлкăшса кĕренленет. Хура курак йышлă ушкăнĕ, пĕр чарăнмасăр тенĕ пек, яла янăратать.
Çырма тĕпĕнче шывĕ сахал, çуркунне çеç вăл пĕр вăхăта пĕтĕм Утламăша илтĕнмелле кĕрлесе юхать, унтан майĕпен шăнкăртатма тытăнать. Çырма, ял çумĕнчи çереме тухсан, Хырла шывне йӳпленсе кĕрет, — çав вырăна утламăшсем «Йĕрĕх лапе» теççĕ. Лапăра ама курăкпа сысна курăкĕ ӳсет. Çыранĕ чăнкă мар пулин те, ун çамкинче курăк çук. Ял ачи-пăчи унта, тусан пек хĕрлĕ тăпра çинче, кĕçĕн калăм иртсен тепĕр кун, телей валеçнĕ кун, тĕрлĕ шăрçа, нухрат укçи, хурт куççисем тупать, чей курки катăкĕ пуçтарать. Ялта ирĕк çӳрен йыт-качка час-часах курăнкалать, кунта йĕрĕхе асăнса пăрахнă икерчĕ, капăртма, юсман тупăнкалать. Кăшт çӳлерех Кĕрекаç çеремĕ пуçланать.
Йĕрĕх лапĕнче мĕн ачаран выляма юратнă Тимрук паян та кунта çитсе курмасăр ирттермерĕ. Каçхине вăл Тарăнвар йăлăмне выртма кайнăччĕ; ирпе, килне таврăннă чух, Йĕрĕх лапĕпе каçма шутларĕ. Çакăнтан ăна килне çитме çывăхрах, тавра çулпа çаврăниччен вашмăк çыран хĕррипе анать те çырма урлă каçать, унтан тăкăрлăка çити çеç улăхмалла: вĕсен çурчĕ шăпах тăкăрлăк хĕрринче ларать.
Тимрук паян юлташĕсенчен иртерех таврăнать. Ашшĕ ăна пасара кайăпăр тенĕччĕ. Пасара каймалла тесен, Тимрука урăх нимĕн те кирлĕ мар, уншăн пасар курса çӳресси темĕне тăрать. Кăçал вăл ашшĕпе икĕ хут та пасара кайса килчĕ. Ашшĕ, чăн ĕнтĕ, унта ăна темĕн илсе памарĕ — тепĕр тесен, питех мĕн кирлĕ вара Тимрука?..
Çапла шухăшласа пынă вăхăтра Тимрук йĕрĕх лапĕнче икĕ йытă харкашса тулашнине курах кайрĕ. Йыттисем иккĕшĕ те кашкăр пек, пысăк, хăмăр, пĕри «тăватă куçлă». Тимрук çав «тăватă куçли» камăн иккенне те пĕлет; ял старости Элюкка йытти вăл, çăмĕ йăм-йăм йăсланса тăрать; тепри вара — те Яхвиссен, те Çĕнĕ касри Велитсен, йăптăхне тăкса пĕтерейменскер. Йытăсем пĕр-пĕрин çине сике-сике ӳкеççĕ те, шăлпа шăллăн çыртăшса, çăмха пек йăваланаççĕ. Унтан, пĕр-пĕринчен тепле майпа хăтăлса, вăхăтлăха сывлăш çавăраççĕ, хире-хирĕç пăхаççĕ, сăмси тирне пĕрĕнтерсе, шăлĕсене шаккаса хăрăлтатаççĕ.
Юратать Тимрук çакăн пеккине пăхса тăма. Йытă тулашни, кушак çапăçни, така сĕкĕшни ăна чăтма çук илĕртет. Хальхинче те вăл, йытă тулашнине курсан, лашине туртса чарчĕ. «Хăшĕ çĕнтерет, хăшĕ паттăра тухать?» — тесе вĕчĕрхенчĕ хăй. Пĕрре Элюкка йытти лешне хĕсĕрлет, тепре лешĕ Элюккасенне парăнтарать.
Акă йăптăхне тăкса пĕтереймен йытă ваштах сиксе ӳкрĕ те теприн хăлхине çыртса çурса ячĕ, анчах «тăват куçли» те ăна мăйĕнчен çатăрласа çыртрĕ, вара çавăнтах вĕсем иккĕшĕ те кăлтăрмачă пек çĕрелле пĕтĕрĕнсе ӳкрĕç; Элюкка йытти сасартăк çиеле тухрĕ, хăй çапах тепĕрне вĕçертмерĕ, кайри ури вĕççĕн чĕвен тăрса çĕкленчĕ, пуçне çиллес сулкаларĕ, унтан, пĕтĕм вăйĕпе туртăнса, лешне ывăтса ячĕ. Йăптăхне тăкса пĕтерейменни таврана янăратса йынăшма тытăнчĕ, çырма урлă тапса сиксе, тепĕр çыран еннелле тарса ӳкрĕ. «Велитсен иккен!» — тесе пăхса юлчĕ Тимрук.
Çурăк хăлхалли лешĕн хыççăн чупмарĕ. Вăл лӳпперрĕн силленкелерĕ те, çывăхри тĕмеске патне пырса, пĕр шăмă татăкĕ хыпрĕ, вара, ăна çĕклесе, çырма тăрăх васкамасăр лĕмсĕртетрĕ. «Авă мĕншĕн тулашрĕç иккен вĕсем...» — хăй тĕллĕн тĕшмĕртрĕ Тимрук, çӳрен лашине хускатса.
Тимрук таврăнасса ашшĕ крыльцаран тухсах кĕтсе тăрать-мĕн.
— Эс, мĕскер, мĕскер васкамасăр çӳретĕн çак? — хăтăрса илчĕ вăл ывăлне. Сăмахсене, хăй сисмесĕрех, икшер хут калама юратать вăл.
— Йытă тулашнине пăхса тăтăм, атте, — çĕкленнĕ кăмăлне пытармасăр каласа хучĕ ачи. — Ну, тулашрĕç те! Тĕлĕнсе каймалла... Мыскара çав! Элюкка тетесен йытти Велит тетесенне çурса тăкрĕ те...
— Çурсах тăкрĕ-и?
— Çурсах тăкаймарĕ те, — ытлашширех каланипе вăтаннă Тимрук пуçне сулкаларĕ, — мăйĕнчи тирне татса пăрахрĕ çав.
Тимрук лаши çинчен анчĕ, ăна çавăтса, хапха патнелле иртрĕ.
— Саншăн ялан мыскара! Тек мыскара! Кӳл лашана. Час тухса кайăпăр.
Шерккей пĕрмай крыльцаран çӳрет. Халь те вăл крыльцаранах, алăкне шартлаттарса хупса, пӳрте кĕчĕ. Сайте тĕпсакайĕнчен турăх илсе тухатчĕ.
— Мĕн мурĕ кунта тĕпсакайне йăлт чавса пĕтернĕ? — ыйтрĕ вăл упăшкинчен, чӳлмекне урай хĕррине лартса.
— Ăçта? Мĕнле тĕпсакайне? — тĕлĕнчĕ Шерккей, чӳлмекне сĕтел çине куçарса.
— Кунта, ара, пĕтĕмпе айăн-çийĕн çавăрса пĕтернĕ.
Шерккей куç чарса пăрахрĕ. Арăмĕн сăмахне ĕненмесĕр, хăй те тĕпсакайнелле пĕшкĕнчĕ. Тĕттĕмре ăна нимĕн те курăнмарĕ. Шерккей кăмака картлашкинчен хăйă илчĕ те çулу шаккаса вĕрсе тивертрĕ, вара арăмĕ патне пырса кукленчĕ, аялалла пăхрĕ. Нӳрлĕ тăпрана, чăн та, пĕтĕмпе чавса тухнă, аялта кăна мар, çĕрулми хунă çĕрте те тĕллĕн-тĕллĕн тăпра купаланни курăнчĕ.
— Улма çук-çке пирĕн?! — кăшкăрса ячĕ Шерккей. Сайте çĕрулми пурри-çуккине асăрхайман та-мĕн. Вăл чикмек тăрăх хăвăртрах каялла анчĕ, çĕрулми пӳлмине пырса пăхрĕ.
Çĕрулмийĕ вĕсен нуман марччĕ, çĕннине тухма çапах та çитмелле пекчĕ.
— Пур. Кунта, — пĕлтерчĕ Сайте, пуçĕнчи пушаннă явлăкне юсаса.
Шерккей те, аллине хăйă тытса, тĕпсакайне анчĕ. Вăл, хăйне хăй çеç шанакан хуçалла, пур кĕтесе те сăнаса пăхса тухрĕ. Çарран çӳренĕ йĕр пайтах иккен...
Хулпуççине майсăр хĕстеркелесе, чылайччен тĕлĕнсе тăчĕ Шерккей.
— Улмана суйламалла пулать ĕнтĕ, — терĕ Сайте.
— Ăна суйлăпăр-ха, паянах суйлăпăр. Мана кунта, тем, чавса пĕтерни пăшăрхантарать. Епле чавса пĕтернĕ... Ĕнер çукчĕ-и?
— Ĕнер эп кĕрсе те пăхман. Тете патне кайса килтĕм-çке?
— Тен, ачасем хăтланнă пуль, пăсара тавраш шыраса, — терĕ Шерккей, каялла улăхнă май.
Ун хыççăн арăмĕ те хăпарчĕ.
— Чĕнсе кĕр-ха атьсене, çапла иртĕхме кăтартам вĕсене.
Сайте пăлтăралла тухрĕ. Вăл тутлăн çывăракан Селимене унтан Ильяса вăратрĕ. Лаша кӳлсе пĕтернĕ Тимрука та пӳрте кĕме чĕнчĕ.
Ачисем, килсе кĕрсенех, ашшĕ аллинче çиччĕлетсе явнă пиçиххине асăрхарĕç. Ырра мар ĕнтĕ ку. Ашшĕ вĕсене сайра хутра кăна çапкалать те, анчах çапнă чух тӳссе кăна тăр, çапах та пĕр сас-чӳ ан кăлар.
— Ну, шă-пăр-лан-сем, — терĕ Шерккей, сассине хăпартмасăр сăмахсене тăсарах каласа, хăй çавăнтах сĕтел умĕнчи сăран минтерлĕ пуканĕ çине меллĕн кĕрсе ларчĕ. — Ĕнер кам сиртен тĕпсакайне, тĕпсакайне аннă?
Ачисем пĕр-пĕрне кăн-кан пăхкаласа илчĕç, ним калама аптрарĕç. Пĕр Селиме çеç çăмăллăн ӳсĕркелерĕ те ашшĕ умне пырса тăчĕ.
— Эп аннăччĕ ĕнер ирхине, — терĕ вăл.
Шерккей ыттисем мĕн каласса кĕтрĕ. Селиме ун пекех хăтланас çук-ха. Ильясĕ те, пĕчĕкскер, тĕпсакайне хăй тĕллен анаймĕ, — Тимрукпа пĕрле пулсан кăна. Тимрукне шансах пĕтерме çук, ашкăнкалама юратать. Иртнĕ уйăхра-и-ха вăл, Элентейпе пĕрле, пĕтĕм лупасайне чавса пĕтернĕччĕ.
— Пулман яппин? Кам чавса пĕтернĕ тата тĕпсакайне? — каллех ыйтрĕ Шерккей.
— Тĕпсакайне? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Селиме.
— Тĕпсакайне тетĕп çав. Айăн-çийĕн чавса пĕтернĕ.
— Çук,— терĕ Селиме. — Ĕнер чиперехчĕ.
Ытти ачисем хальхасçăн тĕпсакайне анса та курман иккен.
— Эп вăрманта чух Тухтар килсе каймарĕ-и?
— Çук, атте, — тере Селиме лăпкăн.— Вăл виçĕмкунтанпа та пирĕн пата килсе курман. Эпир хамăр та таçта пăрахса кайман, пахчарах улма çумланă.
Шерккей ларнă çĕртен тăчĕ, пиçиххине каллех пилĕкне çыхса ячĕ. Кĕпи вăрăм ун — чĕркуççи таран, йĕмĕ кĕске, хĕвелпе хăмăрланнă ура тунисем пакăлчакран та çӳлерех çара. Шерккей кăшăллă кастарнă хура çӳçне аллисемпе якаткаласа илчĕ, сарă мăйăхне шĕвĕр пӳрнипе шăлкаларĕ. «Пăсара тавраш чавнă тесен... Тен, ĕнер те мар пулĕ, унчченех, иртнĕ эрнесенчех чавнă пуль. Тен, Тимруках хăтланнă пуль, халь, хăранипе, пĕр сăмах та каламасть... Пурпĕрех ним тума та çук ĕнтĕ, улмана суйламаллах пулать...»
— Каятпăр-и, атте? Лаша паçăрах хатĕр, — хутшăнчĕ Тимрук.
— Çук, ачам, ку пасара каймастпăр, тепринче куç курĕ. Тăвар лашана. Тăвар... Пурсăр та, тĕпсакайне анса, улма суйлăр. Селиме вир пăхма кайтăр. Илтетне, Селиме?.. Тухтара чĕнтересчĕ, амăш, ут валли çулса килмелле-çке...
Шерккей çаплах пăшăрханчĕ, сĕтел сине лартнă турăха та тутанса пăхасшăн пулмарĕ. Ăна кура Сайте те пăшăрханать. Анчах хăйсем пăшăрханнине вĕсем пĕрне-пĕри палăртасшăн мар.
Тухтара чĕнме Сайте Ильяса ячĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...