Кайăк тусĕ :: 1. Малтанхи тĕлпулу


— Сирĕн анма вăхăт çитрĕ-им? — ыйтрĕ унран сĕтел хушшинче пирус туртса ларакан типшĕм питлĕ çын.

— Тепĕр сехетрен, — кĕскен тавăрчĕ çамрăк пассажир.

— Институтран вĕренсе тухнă хыççăн питĕ пархатарлă çĕршыва янă сире. Çирĕм çул ĕлĕкрех эпĕ хамта çак вăрмансенче пайтах пăшал çакса çӳренĕ. Астăватăп, пĕррехинче станцирен вунă çухрăмрах виçĕ упа тытрăмăр. Мулкач, пакша, сăсар, тилĕ тата вĕçен кайăксем пирки каламастăп та. Вĕсем хăйсем сунарçă хыççăн çӳренĕ темелле. Пăшисем те питĕ йышлăччĕ. Халĕ ĕнтĕ ун пек мар, кайăк-кĕшĕк чаксах пырать. Чĕр чун тĕнчи çулсерен чухăнланать. Çут çанталăк хамăра халалласа панă пурлăха упрама пĕлместпĕр! — хаш! хуйхăрса илчĕ типшĕм питли.

— Ну, пуçларĕ ĕнтĕ! — мăкăртатрĕ çӳлти вырăн çинче хырăмне каçăртса выртакан кӳпшек питлĕ çын. — Хăçан анăн-ши эсĕ çав ырхан лаша çинчен? Вăхăчĕ урăх ĕнтĕ. Тек пире ирĕкре пурăнакан чĕр чунсем кирлĕ мар. Химипе биологи тата улăпла утакан техника этемлĕхе çут çанталăк тыткăнĕнчен хăтарчĕç. Пире халĕ чĕр чун тĕнчисĕрех тутă пулма та, яка çи-пуçпа çӳреме те анлă çул уçăлчĕ. Аш-какая тискер кайăк мар, килте пурăнакан выльăх-чĕрлĕх парать, атă-пушмакпа кĕрĕк таврашĕ çĕлетме те тир мар, хими завочĕсенчетунă çĕнĕ материалсем лайăхрах. Ирĕкре пурăнакан чĕр чунсем пĕтсе пыраççĕ пулсан пĕтчĕрех! Вĕсене сыхлама та, упрама та кирлĕ мар. Тискер кайăксене ĕрчеме пулăшас тени вăл электролампочкăсене сӳнтерсе тепĕр хут хăйă çутма пуçлар тенипе пĕрех.

— Чунсăр химик, — хытă хумханса каларĕ типшĕм питли, — кайăк-кĕшĕк пулмасан тыр-пул та, вăрманти йывăçсем те тахçанах типсе хăрмалла. Вĕçен кайăксем вĕсене тĕрлĕ хурт-кăпшанкă çисе хăртассинчен хăтарса пурăнаççĕ. Пĕр мăшăр хир чăххи çу каçичченвиçĕ гектар çинчи тыр-пула хурт-кăпшанкă çисе ярассинчен упраса хăварать, пĕр ула такка çĕр гектар çинчи вăрмана шĕкĕсенчен тасатать. Ытти ырă кайăксем те халăх хуçалăхĕшĕн тем пекех усăллă. Вĕсем пулмасан эпир тахçанах вут-шанкăсăр, çăкăрсăр, аш-какайсăр тăрса юлмалла.

— Ĕлĕк çапла пулнă, халĕ вара пĕтĕмпех урăхла. Наркăмаш çăнăхĕ тиенĕ пĕр самолет хурт-кăпшанкăпĕтерес тĕлĕшпе темиçе çĕр пин кайăкран ирттерет. Аш-какая та колхоз витисенчи сыснасем пин хут ытларах параççĕ. Ыранхи этеме вĕçен кайăксем те, тискер кайăксем те кирлĕ пулмĕç. Ăна мĕн кирлине пĕтĕмпех хими туса парĕ, — мăнаçлăн каларĕ çӳлти вырăн çинчи кӳпшек питлĕ çын.

— Ан шарла, айван чун! Шăпчăк сасси илтĕнмесен вăрман маншăн вăрман та мар, эпĕ унта нихçан каяс çук, — хĕрсе кайрĕ кайăк юратаканни. — Кайăк кăвакалĕ пулмасан пăшалăма тахçанах çапса хуçмалла. Пулă хыпмасан канмалли куна та шыв хĕрринче ларса ирттерес çук!

— Тупнă мĕншĕн пăшăрханмалли! — парăнасшăн пулмарĕ çӳлте выртаканĕ. — Ĕç хыççăн канма çӳрекен вăрмана радиоприемниксемпе магнитофонсем лартса тухĕç. Вĕсем шăпчăк юррисене чăн-чăн чĕрĕ шăпчăксенчен темиçе хут лайăхрах янăратĕç. Сунарçăсемте пăшалпа кайăксене мар, хăвăрт вĕçсе иртекен турилккесене персе чунĕсене кантарĕç. Стендовăй спортсмен тахçанах çапла тăвать. Пулă тытассине те урăх спортпа улăштарĕç. Халĕ спиннингистсем йăлтăрккине шыва мар, тип çĕр çинче тĕл тивертме ывăтса ăмăртаççĕ. Кĕçех шыв çăвăнма, кимĕпе ишме тата карапсем çӳретме кăна кирлĕ пулĕ. Пулă тытас ĕçе манĕç,химиксем тунă концентратсем çтерлĕкрен те, çумкаран та, селедкăпа ытти пулăсенчен те тутлăрах пулĕç.Эсир кун пирки мĕнле шутлатăр, çамрăк çын?

— Эпĕ химик мар, çут тĕнчене юратакан сунар çынни çеç. Çавăнпа кăкăрта чĕре тапма чарăничченех кайăк-кĕшĕке пĕтерме хăтланакансемпе мĕнпур вăя хурса кĕрешме ĕмĕтленетĕп. Магнитофонсемпе радиоприемниксем клубсемпе хваттерсенче янăраса ларччăр,вăрманта кайăк юрлани килĕшет. Катапульт вăркăнтарнă турилккесене те кайăк тытма вĕренес текен çынсем кăна персе аркатчăр. Çут тĕнчере этем валли те, ирĕкре пурăнакан чĕр чун валли те вырăн çителĕклĕ. Вĕсем пурте тивĕçлипе ĕрчеччĕр, — терĕ те çамрăкçын чăматанне шатлаттарса хупрĕ.

Пăравус вăрăммăн шăхăртни илтĕнчĕ. Чӳречерен икĕ хутлă çуртсем, завод трубисем курăнчĕç. Çамрăк çын типшĕм питлĕ çынран ал тытса уйрăлчĕ, кӳпшек питли енне пуçĕпе çеç сулчĕ.

— Сывă пулăр! Çитес çĕре чипер çитĕр, — терĕ вăл куперен тухнă чух.

— Кун-çулăр телейлĕ пултăр! — терĕ сĕтел хушшинче ларса юлнă çын. Унтан месерле выртакан юлташĕ çине ӳпкевлĕн пăхрĕ.

Икĕ чăматан çĕкленĕ çамрăк çын перрон çине анса тăчĕ. Çине вăл кăвак каракуль çухаллă çемçе сăран куртка тăхăннă, пуçĕнче цигейка çĕлек, уринче пăлан тирĕнчен тунă унти. Мăйне куçлă-куçлă хĕрлĕ кăвак çемçе çăм шарф çыхнă. Кăшт тăрхаларах сăн-пичĕ илемлĕ, анлă кăкăрĕпе сарлака хулпуççийĕсем унăн вăтам пĕвне ытла та кĕрнеклĕ кăтартаççĕ. Вăл пысăк чакăр куçĕпе унталла-кунталла такама шыранă пек пăхкаларĕ. Пуйăс çинчен аннă çынсене тăванĕсем ыталаççĕ, ларса каякансене те ăшшăн ăсатаççĕ. Ун патне çеç никам та пымарĕ. Вара вăл япалисене çĕклерĕ те лавсем тăракан çĕрелле утрĕ.

Çак çынна хулари пек капăр тумланнăран мар, унăн кĕрнеклĕ кĕлеткипе илемлĕ çутă сăнĕнчен те мар, сăмахпа тăруках калама йывăр паллă пуртан темиçе çĕр çын хушшинче те çăмăллăнах уйăрса илме пулать. Ăна кам та пулин тинкеререх сăнанă пулсан унăн куçĕсем çын çине хăюллăн пăхма мĕн ачаранах хăнăхнине, йăм хура çӳçлĕ те сарлака çамкаллă пуçĕнче пурне те тĕпчесе пĕлме тăрăшакан вичкĕн ăс пуррине, вĕркĕч пек анса хăпаракан кăкăрĕнче спорта юратакан çын чĕри кăна мар, пурнăç çулĕ çинче тухса тăракан чăрмавсемпе йывăрлăхсене яланах çĕнтересшĕн кĕрешме çителĕклех ирĕк те, ĕмĕт те, вăй-хăват та тапса тăнине туйнă пулĕччĕ.

— Улкашран килнĕ лава курман-и эсир кунта? — сăпайлăн ыйтрĕ вăл.

— Авă çав юр айне пулнă лашапа Улкаш çынни килнĕччĕ пулас, — терĕ пĕр вырăнта тăпăртатса урине ăшăтма тăрăшакан çын. — Хăй вăл станци çуртне ăшăнма кайрĕ.

— Ăна тупма пулĕ-ши?

— Тупма йывăр пулас çук. Пичĕ унăн ытти çынсен пек мар, шатраллă, качака сухалĕ те шăрчăк çиппинчен тунă пек хĕп-хĕрлĕ. Шăшин пек пĕчĕк куçĕсем яланах такамран тарса хăтăлма тăрăшнă евĕр енчен енне йăкăл-йăкăл сиккелесе тăраççĕ. Акă вăл хăех кунталла таплаттарса килет, — аллипе станци çуртĕнчен тухнă Шатра Михала çине кăтартса каларĕ тăпăртатса тăракан çын.

— Хĕрлĕ сухал, — кăшкăрчĕ пĕр хĕрарăм, — хăвăртрах йăрхалан! Курмастăн-им, сана кунта кĕтеççĕ!

— Такама кирлĕ пултăм ĕнтĕ? — чăматансем патĕнче тăракан каччă çине пăхса ыйтрĕ Баранов.

— Эсир Кӳлхĕрри Улкашран-и? — ыйтрĕ çамрăк çын.

— Çук, эпĕ Аслă Улкашран.

— Мана хирĕç яман-и сире?

— Кунта хам ĕçпе килнĕччĕ. Сирĕн Кӳлхĕрри Улкаша каймаллаччĕ-им?

— Çавăнта çитес тенĕччĕ. Унтан килнĕ лав таврашне курман-и эсир?

— Улкаш таврашĕнчен мансăр пуçне паян никам та килменччĕ-ха. Пырасах тетĕр пулсан лартса кайма пултаратăп.

— Тавтапуç. Эпĕ сире ахаль тумăп.

— Ахаль ала тавра та çаврăнман теççĕ.

— Мĕн чул тӳлемелле вара?

— Нумай мар. Çĕр тенкĕпе çырлахма пулĕ.

— Кунта лав çав териех хаклă-и?

— Э-э! Çĕр тенкĕ укçа-и вăл? Лаша тупса тăкакланнине кăларма та çитмест. Пурне те сĕрмелле: председательне те, бригадирне те, аслă конюхне те. Унсăр лаша çинчен ан та асăн, — нăйкăшрĕ Шатра Михала.

— Апла пулсан кайăпăр. Каçчен çитĕпĕр-и унта?

— Каясси кайăпăр та... укçине малтан парăр.

— Мейĕр, тытăр. Эпĕ улталакан çын мар.

— Вăл çапла та-ха, анчах ют çын ăшĕ кĕрĕк çанни мар, ăна тавăрса пăхаймăн теççĕ. Çулĕ вăрăм, тĕттĕм пуличчен çитеймĕпĕр. Ну-у! Канса ывăнтăн пулĕ, юрттар майĕпен! — шăнса чĕтрекен лашана пушăпа çаптарса каларĕ лавçă.

«Юрне те шăлса тасатмарĕ лаша çурăмĕ çинчен. Вăт шанса пар ун йышши çынна выльăха», — шухăшларĕ хула çынни.

Шина çапнă çуна тупанĕсем юр çинче нăтăртатса шăваççĕ. Шăнса кӳтнĕ лаша, те хăвăртрах ăшăнас тесе, те киле çитме васкаса, уçăмлă юрта пуçларĕ. Кĕçех станци урамĕсем хыçа юлчĕç. Хуплă çуна çурта пек тӳрĕ хырсем хушшипе выртакан ансăр çул тăрăх сĕм вăрмана шалтан шала кĕрсе пычĕ.

— Эсир вăтам шкула ĕçлеме килетĕр пулĕ-ха? — ыйтрĕ лавçă. — Сире тахçанах кĕтетчĕç унта.

— Камсем? — тĕлĕннине палăртмасăр ыйтрĕ каччă.

— Директор мар ĕнтĕ, ытти вĕрентекенсем.

«Хам камне пĕлтерес мар-ха куна, тепĕр чух палламан çын умĕнче сӳпĕлтетме юратакан çынсем пулкалаççĕ. Çавăн йышши мар-и-ха манăн лавçă?» — шухăшларĕ каччă.

— Директор мĕншĕн кĕтмест-ши мана?

— Çитсен курăр ак, — ытарлă каларĕ Баранов. — Сирĕнтен маларах завуч пулса ĕçленĕ Кошкин текен çынпа икĕ çул хирĕçсе пурăнчĕ вăл. Юлашкинчен çĕнтерчĕ çĕнтерчех. Кошкина ĕçрен кăларса çапрĕç, ун вырăнне ак сире янă. Тĕлĕнмелле. Тепĕр тесен, Урнашкинĕ хамăр çын ĕнтĕ вăл.

— Мĕнле Урнашкин? Эсир директор хĕрарăм темерĕр-и?

— Урнашкин вăл директор упăшки, хăйне Анна Васильевна тесе чĕнеççĕ.

— Кама? — тăнланаймарĕ çамрăк çын.

— Ну, директорне. Упăшкине Осип Осипч тетпĕр.

— Вăл та учитель-и?

— Çук, вăл сунар хуçалăхĕнче обьездчикра ĕçлет.

— А-а!..

— Çапла çав, пирĕн патра сунар хуçалăхĕ те пур. Кашни пысăк ялтах егерь. Çавсем вырăнти сунарçăсене кун кăтартмаççĕ. Шалтах аптăраса çитрĕмĕр. Ĕлĕк пурнăç кал-калччĕ, пăшал çак та вăрмана тесен вăрмана тух, кӳлĕ хĕрне тесен — кӳлĕ хĕрне. Халĕ апла мар. Сунар срокĕ... йĕрки...тьфу! Сунар хуçалăх начальникне сĕрмесен кӳлĕре пулă сĕрме те, вăрманта кайăк тытма та ан шутла.

— Мĕнпе сĕретĕр ăна?

— Пулла-и? — куçне вылянтарса, ăна сăнаса пăхса ыйтрĕ лавçă.

— Çук, начальника.

— Аншарли сыптарсан питех шарламасть. Анчах аншарлин те хакĕ пур-çке...

— Кайăк-кĕшĕкĕ йышлă-и тата?

— Пулли те, кайăк-кĕшĕкĕ те чаксах пырать. Сĕреке-тетел хакне кăларма та хĕн. Эсир пулăçă-сунарçă мар пулĕ-ха, ăна-кăна чухлас çук. Пирĕншĕн, кайăкçăсемшĕн, çак йĕрке вара мăйран мăка çĕçĕпе каснăпа пĕрех.

Кӳлхĕрри Улкаша вĕсем тĕттĕм пулсан тин çитрĕç. Анлă урам ик енĕпе те чус хăми, шифер, черепица тата хĕç тимĕр витнĕ хӳхĕм пӳртсем виçшер-тăватшар чӳречисене ялтăртаттарса лараççĕ. Сĕм вăрман ялăн пĕр енчен анкарти вĕçнех çитет. Çурçĕр енче кӳлĕ пулмалла, айлăмра хăмăш тĕмисем çаврака карта пек хуралса курăнаççĕ.

— Çирĕм çухрăм пĕрле килтĕмĕр, пĕр-пĕрин ятне ыйтса пĕлеймерĕмĕр. Кам пĕлет, тен, пурăнан пурнăçра пĕрре çеç мар хирĕç пулма лекĕ, — терĕ хула çынни.

— Мана мĕн... Вăл çаплах та пулĕ, — килĕшрĕ лавçă. — Эпĕ хут çинче Баранов Михаил Трофимч шутланатăп, ял çыннисем Шатра Михала тĕсе кӳрентереççĕ.

— Эпĕ — Тараев, Виктор Николаевич.

— Сире шкул патĕнче антарса хăварас-и?

— Çук, унта мар, сунар станци патне çитерĕр.

— Мĕн тума? — тĕлĕнчĕ Баранов.

— Мана кунта сунар хуçалăхĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме ячĕç...

Çак хыпара илтсен Шатра Михала пуçран тукмакпа çапнă пекех пĕкĕрĕлсе ларчĕ. «Ак сана! — шухăшларĕ вăл. — Хуларан килнĕ çынсем ухмахрах пулаканччĕ. Ку çамрăклах манран та чеерех. Кирлĕ мара нумай сӳпĕлтетсе пытăм, хăямат пуçна!..»

■ Страницăсем: 1 2