Кайăк тусĕ :: 8. Каçхи çапăçу
Хăй ĕмĕрĕнче Капитонов савăнса та, хуйхăрса та курнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухнă çулах ăна çара илчĕç. Çур çул ытларах вăл хĕрлĕ салтак мундирне тăхăнса çӳрерĕ, унтан ăна сержант ятне пачĕç. Шăпах çак вăхăтра вăрçă пуçланчĕ. Вара Максим Максимович фронта тухса кайрĕ. Икĕ эрне хушши пынă юнлă çапăçура вĕсен ротинче пĕр командир та юлмарĕ, сержантсенчен те ик-виçĕ çын çеç стройра тăратчĕ. Капитоновăн рота командирĕ вырăнне тăмалла пулчĕ. Ун чух калама çук йывăр килчĕ: вĕсен полкне нимĕçсем пур енчен те çавăрса илнĕччĕ. Полк командирĕ хушнипе тăшман ункине лекнĕ çар чаçĕсем ротăн-ротăн пайланчĕç те Смоленск вăрманĕ тăрăх саланса кайрĕç. Пĕр уйăх хушши тăшман патрулĕсемпе çапăçса чакнă хыççăн Капитонов роти Ржев хули çывăхĕнчи фронт линийĕ урлă каçса хамăр çарпа пĕрлешрĕ. Ротăна çăлнăшăн тата нумай çапăçусенче хăйĕн пултарулăхне аван кăтартнă тесе Капитонова аслă лейтенант ятне пачĕç тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăларĕç. Анчах çамрăк командирăн офицер тумтирĕпе те нумай çӳремелле пулмарĕ. Волоколамск хули патĕнче пулса иртнĕ хĕрӳллĕ çапăçура ăна мина ванчăкĕ пырса тиврĕ те, тăн пĕлми пулнă аслă лейтенант тăшман тыткăнне лекрĕ. Малтанах ăна лагерьти госпитале вырнаçтарчĕç, унтан тыткăна лекнĕ хĕрлĕ салтаксемпе командирсем хушшинче фашистсене хирĕç вăрттăн агитацилеме пуçланăшăн гестапо арестлерĕ. Çур çул ăна пĕр тĕрмерен тепĕр тĕрмене куçарса çӳретрĕç. Пĕрре допрос вăхăтĕнче следователь вăл çара кайиччен сунарçă пулнине пĕлчĕ те тӳрех хăйĕн Хĕвел тухăç Пруссири фольваркĕнчи сунар хуçалăхĕнче егерьте ĕçлеме куçарчĕ. Вăл вара çавăнта ĕçлеме тытăнчĕ.
Нимĕç улпучĕ патĕнче ĕçленĕ чух Капитонов Тăван çĕршыва пулăшасси çинчен манман. Сунар хуçалăхĕнче çирĕп йĕрке пулманнипе усă курса вăл тыткăнран тарнă вырăс салтакĕсене пухма пуçларĕ. Кĕске вăхăтрах унăн отрядĕнче салтаксен шучĕ утмăл çынран иртрĕ. Вара вĕсем нимĕç юнкерĕн çуртне тапăнса унти çар хатĕрĕсене туртса илчĕç те Литвари партизансемпе пĕрлешрĕç. 1944 çулта Совет Çарĕ Литвана пырса кĕрсен Капитонов ертсе пыракан партизансем пурте çапăçакан çара куçрĕç. Вăрçă пĕтнĕ чух Капитонов Маньчжурире пулчĕ, унтан ăна киле ячĕç. Анчах савăнмалла пулмарĕ ун чух: амăшĕ иртнĕ кĕркунне вилнĕ, çамрăк арăмĕ упăшки таврăнасса шанмасăр тепре качча кайнă терĕç. Максим Максимч пĕр-пĕччен тăрса юлчĕ.
Çав вăхăтра Улкаш вăрманĕнче сунар хуçалăхĕ усрĕç. Хуçалăх начальникне малтанах отставкăна тухнă полковника лартрĕç. Вăл тӳрех Максим Максимча аслă егерьте ĕçлеме илчĕ. Çак икĕ çын пуçарнипе хуçалăха кĕрекен вăрмансемпе уйсенчи тискер кайăксемпе сунар кайăкĕсене шута илчĕç, вырăнти браконьерсене иртĕхме чарма тытăнчĕç, кашкăрсемпе тата ытти çăткăн чĕр чунсемпе кĕрешӳ пуçларĕç. Анчах полковник нумаях ĕçлеймерĕ, чĕре чирĕпе асапланса вилчĕ. Ун выррăнне ĕçме юратакан Лупашкина лартсан сунар ĕçĕ япăхма пуçларĕ. Чи малтанах вăл аслă егере сăлтавсăрах кӳрентерме тытăнчĕ. Кирек мĕн тăвас тесен те вăл Капитонова: «Ку сана нимĕç улпучĕ тытакан сунар хуçалăхĕ мар, кунта коммунистсем ĕçлеççĕ», — тесе лаплаттаратчĕ. Майĕпен вăл пуçарнă ырă йăласем пăрахăçа тухса пычĕç, васкаса тумалли ĕçсем вăрăма кайрĕç. Пуринчен ытла инçетрен илсе килнĕ тискер кайăксене пăхманни хытă кӳрентерчĕ Максим Максимча. Ун çинчен вăл сунарçăсен советне çыру та çырса янăччĕ. Çав хута Кипринский аслă охотовед тĕрĕслерĕ. Тĕрĕссипе каласан, тĕрĕслес вырăнне пĕр эрне ытларах Лупашкинпа пĕрле урăлмасăр ĕçрĕ. Вара хир сыснисемпе хир качакисене тăрантарма илсе килнĕ утăпа çĕр улмине Лупашкин вырăнсăр салатса пурăннине пытарчĕç. Капитонова чăкăлтăш тесе выговор памалла турĕç. Иртнĕ кĕркунне сунарçăсем темиçе хут жалоба çырсан тин Лупашкина вырăнтан кăларма лекрĕ, анчах сунар хуçалăх начальникне çапах Капитонова кĕртмерĕç. Мускавран институт пĕтерсе килнĕ çамрăк Тараева ячĕç. Çакна пĕлсен Максим Максимч кăмăлсăр пулнăччĕ. Вăл çамрăк пуçлăх сăмахĕсене малтанах ятне туса çеç итлекелерĕ. Наянова ĕçе тухманшăн вырăнтан кăларса çапсан тин Максим Максимч Тараев çине урăхла пăхма пуçларĕ. Хир сыснисемпе хир качакисене çине тăрсах шыраса тупса тăрантарма тытăнни аслă егерь чĕринчи пăр катăкне пĕтĕмпех ирĕлтерсе ячĕ. Вăл çамрăк пуçлăх сăмаха вырăнсăр çаптарманнине, ĕçе чăннипех юратса тунине сисрĕ те ăна хисепле пуçларĕ. Аслă шкултан вĕренсе тухнă ăстасем час-часах сахал вĕреннĕ çынсене хисеплемесĕр хăйсене мăнаçлă тытаканччĕ. Тараев апла пулмарĕ. Вăл Максим Максимчран кăна мар, ĕçе мĕнле тусан аванрах пулассине тепĕр чухне Улюн инкерен те ыйтнине курсан Капитонов пĕтĕмпех улшăнчĕ. Унăн сунар хуçалăхĕнче пĕтĕм вăя хурса ĕçлес килекен пулчĕ. Çавăнпа Тараев обходсемпе паллашма кайсан вăл хушнине кăна мар, хăй пуçарса та чылай ĕçсем турĕ.
Сунар станцине Виктор виçĕ кунтан тин таврăнчĕ.
— Мĕн те пулин çĕнни пур-и? — ыйтрĕ вăл аслă егерьтен.
— Хир сыснисемпе хир качакисем эпир пырса хунă паранкăпа утта çиме пуçларĕç. Виçĕм кун чуллă тăвар пырса хутăмăр, ăна та качакасем çулама тытăннă. Йывăçсем çумне çакнă милĕксене пĕр каçрах çисе янă. Паян тата вунă милĕк кайса çакрăм, — рапорт панă пек каларĕ аслă егерь.
— Питĕ аван. Савăнăçлă хыпар пĕлтернĕшĕн чунтанах тав тăватăп. Конюха кĕме юрăхлă çын тупăнмарĕ-и?
— Çынни вăл пурри пур, анчах эсĕ тем калăн? Мĕскер тейĕн-ши?
— Эпĕ мĕн каласси паллах. Кунти çынсене эсĕ манран лайăхрах пĕлетĕн, сан кăмăлна каять пулсан ăна хĕпĕртесех ĕçе илме килĕшĕп.
— Ку çынна эсĕ те аван пĕлетĕн.
— Ара кам-ха вăл?
— Улюн инке хĕрĕ — Лена.
Çакна илтсен Тараев темшĕн çĕрелле пăхса тăчĕ. Ăна курсан аслă егерь сăмахне малалла тăсрĕ.
— Ман шутпа, вăл сунар хуçалăхĕнче ĕçлеме юрăхлă пек туйăнать. Валентин ĕлĕк те лаша пăхманпа пĕрех, Лупашкинпа ямшăк вырăнне ларса çӳренĕ кăна. Лашасене ун вырăнне амăшĕпе йăмăкĕ пăхнă. Эсĕ ямшăкпа çӳреме питех килĕштермен пек туйăнать, пире, егерьсене, вăл пачах кирлĕ мар. Çитменнине, Лена лаша пăхма çеç мар, çул çӳреме те аван пĕлет.
— Вăл çапли çапла та, конюх ĕçĕ — хĕр ĕçĕ мар-çке.
— Колхозра ултă конюх, вĕсенчен асли çеç арçын. Кашни хĕрарăм унта вуншар ытла лаша пăхать. Пирĕн конюхăн икĕ лаша кăна пăхмалла.
— Килĕшетĕп. Паянах заявлени çырса патăр, — терĕ Тараев.
Çапла Лена пиччĕш вырăнне конюха кĕчĕ.
Эрне кун Тараев тискер кайăксене тăрантармалли вырăна çитсе пăхма шухăшларĕ. Вара тул çутăлсанах йĕлтĕр çине тăчĕ те вăрмана тухса кайрĕ. Каç хăрпăк юр çунăччĕ. Халĕ самаях сивĕтнĕ пирки йĕлтĕрсем аван шăваççĕ. Ирхи апат вăхăтĕнче Виктор Паланов сторожкине çитрĕ. Павăл ăна пылпа чей ĕçтерчĕ. Тарланă пирки Тараевăн лесник патĕнче пĕр сехет ытларах лармалла пулчĕ, çавăнпа вăл хир качакисемпе хир сыснисене апат панă вырăна вун пĕр сехетре тин çитрĕ. Утă çакнă йывăçсем патĕнче те, çĕр улми сапаланса выртнă çĕрте те йĕкĕр чĕрнеллĕ йĕрсем кĕтӳ тапăрта тăнă çĕрти пекех йышлă. Пĕр хуçăлса ӳкнĕ ăвăс вулли патĕнче хир качакисемсĕр пуçне пăшисем те тапăртатнă. Аслă егерь унта чуллă тăвар хунă-мĕн, тискер кайăксем çав тăвара çуласа тăнă.
Тискер кайăк йĕррисемсĕр пуçне Тараева çав вырăнтан такам йĕлтĕрпе иртсе кайни те кăсăклантарчĕ. Йĕлтĕрçĕсем иккĕн пулнăран Тараев кунтан лесник иртсе çӳременнине сисрĕ. (Лесник пĕччен çӳрекенччĕ.) Мĕн тума килнĕ-ха кунта йĕлтĕрçĕсем? Вĕсем тискер кайăксене тăрантарнă вырăнсене пурне те пырса пăхнă. Кама кирлĕ пулнă çапла туни? Тараев тăрук тăватăм кун хăйпе пĕрле ларса пынă Чĕкеçе аса илчĕ. Браконьерсем çак вырăна тухма шутламаççĕ-ши? Çавна пĕлес тесе Тараев йĕлтĕр йĕррипе сыхланкаласа чупрĕ. Каç юр çунă пирки йĕлтĕрçĕсем паян ир çеç иртсе кайнине çăмăллăнах пĕлме пулчĕ. Çĕнĕ йĕрпе Виктор çичĕ квартал урлă каçрĕ. Пĕр тип çырмана çитсен йĕлтĕрçĕсем уйрăлнă: пĕри сулахаялла пăрăннă, тепри çырма тăрăх тăвалла кайнă. Виктор сумкăран вăрман планне кăларса хăй тăнă вырăна тупрĕ те çырма тăрăх кайни Сĕреткассинелле çул тытнине пĕлчĕ. Тепри Аслă Улкаш енне кайнă. Çак юлашки йĕлтĕрçĕ хыççăн кайса пăхма шухăшларĕ Тараев. Кĕçех палламан йĕлтĕрçĕ вăрмантан тухнă та мăн çул патнелле кайнă. Тараев та çак йĕрпех мăн çул çине тухрĕ. Кунта çын йĕлтĕрне хывнă, анчах çул çине тухас умĕн сулахай енне пăрăннинчен вăл Аслă Улкаша кайни аванах палăрчĕ. Чăнах та, ял патне çитесси çур çухрăм юлсан вăл татах йĕлтĕр çине тăнă та тӳрех пĕр анкартине кĕрсе кайнă. Çак анкарти Шатра Михалан пулнине пĕлме йывăр пулмарĕ. Виктор унăн çуртне пĕлет ĕнтĕ.
«Тип çырма тăрăх кайни Мишер йĕрри пулчĕ пулĕ, — шухăшларĕ Тараев. — Вĕсем Шатра Михалапа иккĕшĕ хир сыснисене тытма хатĕрленни паллах, ун пирки иккĕленессĕм çук, хăш каç тухассине çеç пĕлмелле. Анчах мĕнле майпа? Ун çинчен вĕсем çынсене калас çук, каласан та, пире никам та пĕлтерес çук. Хамăрăн вĕсем тунă планăн тупсăмне тупмалла. Ирсĕр ĕçе тума хăраман çын çук çак тĕнчере, браконьерсем те вăрттăн сунара тухма хăраççĕ. Паллах, вĕсен егерьсенчен шикленмелле. Апла пулсан вĕсем сунара эпир вăрмана кайман кун тухма тăрăшмалла. Хăçан пулать çавăн пек кун? Сăнаса пăхăпăр-ха».
Хĕвел ансан тин Виктор сунар станцине пырса кĕчĕ. Унта ăна Капитоновпа Урнашкин кĕтсе ларнă.
— Эпир сана шырама каймалла пулĕ терĕмĕр, ытла нумайлăха çухалтăн, — терĕ Урнашкин.
— Чăнах, Виктор Николаевич, сана мĕн те пулин чарса тăмарĕ-и вăрманта? — ыйтрĕ Максим Максимч.
Тараев малтанах хăйĕн шухăшне егерьсене пĕлтерес тесе шутланăччĕ, халĕ тăруках урăхла шухăшлама пуçларĕ. «Браконьерсем те пирĕн хыççăн çӳреме пултараççĕ, вĕсен те эпир мĕн тума хатĕрленнине пĕлес килетех. Пĕр çын пĕлни — пĕр çын пуçĕнче, виç çын пĕлни — çĕр çын пуçĕнче тесе ахальтен каламан пулĕ. Вăхăт çитсен пурте пĕлĕç-ха».
— Эпĕ çут çанталăка юратнине хăвăрах пĕлетĕр. Паян вăрман курса çӳрерĕм, çавăнпа кунта кая юлса килтĕм, — ăнлантарса пачĕ Тараев.
— Вăл аван-ха. Виктор Николаевич, ялти интеллигенци ыран клуба пухăнать. Унта малтан концерт пекки, кайран кино кăтартаççĕ. Сана та чĕнме хушрĕç, — пĕлтерчĕ Урнашкин.
«Кунтан лайăх вăхăт нихçан та тупаяс çук Шатра Михалапа унăн тусĕсем. Акă вĕсен планĕн тупсăмĕ», — вĕçсе иртрĕ шухăш Виктор пуçĕнче.
— Кам хушрĕ-ши? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Виктор.
— Лариса пырса каларĕ.
— Ну, Лариса чĕнет пулсан ăçтан пымасăр чăтăн, пыратăп. Эсĕ те каятăн пулĕ-ха, Максим Максимч?
— Ялта кинопа кĕнекесем çеç чуна уçаççĕ. Çитменнине, ыран «Эльба çинче тĕл пулни» ятлă кино кăтартмалла теççĕ. Кайса курас тенĕччĕ ĕç тупăнмасан.
— Канмалли кун умĕн мĕн ĕçĕ пултăр. Пурте клуба кайăпăр. Кунта Улюн инке юлсан та юрать.
— Апла пулсан малтан пирĕн пата пухăнăпăр. Пичке тĕпне те пушатмалла тетчĕ арăм. Клуба каяс умĕн шăпах çав ĕçе тума ĕлкĕрĕпĕр. Сире эпир каçхине пилĕк сехетре кĕтетпĕр, — хăнана чĕнчĕ Урнашкин.
— Икĕ хутчен харăсах хăнана пыни питех мар та-ха, ним тума та çук, пырас пулĕ. Максим Максимч, эсĕ епле шухăшлатăн?
— Эсĕ ăçта каятăн, эпĕ те çавăнта, — килĕшрĕ аслă егерь.
— Апла сана канма чăрмантарас мар пулĕ, эпĕ кайса ырă хыпара арăма пĕлтерем. Сывă пулăр! — тесе Урнашкин Капитоновпа Тараева алă пачĕ те пӳртрен тухса кайрĕ.
— Максим Максимч, шахматла выляр мар-и? — ыйтрĕ Тараев. — Улюн инке çырткаламалли хатĕрличчен шăпах пĕр парти выляса пĕтерĕпĕр.
— Хаваслансах килĕшетĕп. Манăн ерçӳллĕ вăхăт, хăвах пĕлетĕн, темĕн чухлех. Шахматла вылянă чух вăхăт иртни сисĕнмест.
Вĕсем шахмат фигурисене куçарма тытăннипе шухăша кайса шăпланчĕç. Тепĕр çур сехетрен тин Тараев кĕтмен çĕртен хăйĕн корольне тӳнтерчĕ те сĕтел хушшинчен тухрĕ.
— Пуç ĕçлемест, парăнатăп, — терĕ вăл. — Максим Максимч, эсĕ хир сыснисене тăрантарнă çĕрте ют çын йĕрри пуррине асăрхаман-и? — ытахальтен ыйтнă пек пулса анасларĕ Виктор.
— Йĕлтĕр йĕрри курнăччĕ.
— Хăçан? — Капитонов енне варт! çаврăнчĕ Тараев.
— Çĕр улми пырса пăрахсан тепĕр кунне. Ĕнер те унтан йĕлтĕрçĕ иртнĕччĕ пулас, паян та пур-им?
Виктор аслă егерь ыйтнине хирĕç хуравламарĕ.
— Кам йĕрри пулĕ тетĕн ăна? — ыйтрĕ вăл.
— Лесник пулĕ тетĕп. Урăх кам пултăр. Сунарçă таврашĕ халĕ вăрмана тухмасть, хĕллехи сунар сезонĕ иртнине пурте пĕлеççĕ.
— Эпĕ те çаплах шухăшлатăп, — татах анасласа каларĕ Тараев.
— Э-э! Эсĕ хытă ĕшеннĕ иккен, ларнă çĕртех çывăратăн. Юрĕ, тек чăрмантармăп. Сывă пул, Виктор Николаевич.
Çак самантра Виктор тем аса илнĕ пек пулчĕ, унтан çапла каларĕ.
— Максим Максимч, пĕр самантлăха тăхта-ха, — терĕ вăл кĕсйинчен укçа кăларса. — Сана чăрмантарасси те... Урнашкин патне яланах пушă алăпа кĕме аван мар. Ыран хамăн васкавлă ĕç пур, çавăнпа пӳртрен каçчен тухса пулмĕ. Çак укçана Осип Осипча кĕрсе памăн-ши? Эрех илтĕр пĕрех хут.
— Юрĕ, ыран ирех кайса парăп. Иртнишĕн пире тӳлеттерчĕ. Вăл енчен илсен, Урнашкинсем çемйипех çавнашкал, пуçлăхсене çеç укçасăр ĕçтереççĕ, — хĕрхӳн кулса каларĕ Капитонов.
— Апла пулсан ыран мар, кĕçĕрех кĕрсе памăн-ши? Арăмне мар, Осип Осипчне хăйне алăранах тыттарсан аванччĕ, — тилмĕрнĕ пек пулчĕ Виктор.
— Кĕçĕр те кайса пама пулать. Килĕнчех пулĕ-ха, халех каям эппин ун патне. Сывă пул!
— Сывă пул! Чăрмантарнăшăн каçару ыйтатăп. Ĕç хушрĕ тесе ан ятла, юлташла çеç ыйтрăм.
— Мĕн чăрманни пур унта, эпĕ хаваслансах кĕртсе парăп. Арăмне мар, Урнашкинне хăйне алăран тыттарăп.
— Тавтапуç! Тепĕр чух эпĕ та саншăн пĕр-пĕр ĕçе хаваслансах тăвăп. Сывă пул!
Аслă егерь тухса кайсанах Улюн инке каçхи апат илсе кĕчĕ те, Виктор сăнĕнчен ыйхă тĕсĕ çав самантрах çухалчĕ.
— Лена килтех-и? — ыйтрĕ Тараев.
— Кунтах ларать-ха, чĕнес-и?
— Чĕнме кирлĕ мар. Ыран ăна тул çутăлас умĕн Алтăша лаша кӳлсе кайма хушас тенĕччĕ. Хăла лашине кӳлтĕр. Кăнтăрлаччен вăл Тевенешева кунта илсе килтĕр. Анчах ун çинчен никама та ан калăр. Пĕр вăрттăн ĕç тумалла пирĕн, çавăнпа тул çутăличчен ялтан тухса каяс пулать.
— Юрĕ, калăп, — терĕ Улюн инке Тараев мĕнле ĕç тăвассине пĕлнĕ пек шăппăн...
Çак эрнере Чĕкеç ăшĕнче тăвăл тухса иртрĕ темелле. Хăй ĕмĕрĕнче ăна пĕрремĕш хут апат анманни тата ыйхă вĕçни аптратрĕ. Сĕреткассинче çуна çинчен анса юлнăранпа Виктор ячĕ пуçран туха пĕлмерĕ. «Сунар хуçалăхĕнче ĕçлекенсем эпир вăрттăн сунара тухма хатĕрленнине сиснĕ пулмалла, — шухăшларĕ вăл. Кун пирки унăн халех ашшĕне каласа парас килчĕ. — Эпир Мишерпе туслă пурăнни çинчен те ăна такам каласа панă. Ку юрĕччĕ-ха, туслă пурăнакан çынсем тĕнчере нумай, çав ир эпĕ Мишер патне кайнине вăл ăçтан пĕлнĕ-ши? Тухатмăш мар-çке, çын ăшне кĕрсе кураяс çук, ман шухăша епле пĕлчĕ-ши? Мишерпе хир сыснисене тытас пирки каварлашнине те, çав сунарта эпĕ пулассине те пĕлнĕ. Çавăнпа хăй çулĕ çине тухассинчен сыхланма хушрĕ», — терĕ вăл хăй ăшĕнче.
«Чăнах та, халăх хушшинче эпир кашкăрла пурăнатпăр ĕнтĕ. Пурте пире кураймаççĕ, пиртен пурте хăраççĕ. Чĕр кашкăрсем! Мĕншĕн хисеплес пире? Эпир кама ыр тунă? Çук, ыр тăвас вырăнне хур тунă. Халĕ çынсем аттепе аннене кураймаççĕ, вĕсем ватăлса вилсен мана хыпсах çăтĕç. Килте ларнă чух та, яла тухсан та пĕр ăшă сăмах илтмен, никам ăшă куçпа пăхнине курман. Пурте темĕнле йĕксĕкрен тарнă пек аякран пăрăнса иртме тăрăшаççĕ. Пурнăç-и ку? Виктор çеç сăнăма та ырларĕ, хама сиен кӳме пултаракан ĕç тăвассинчен те асăрханма хушрĕ».
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...