Кайăк тусĕ :: 13. Тепĕр çĕнтерӳ
Лесхоз директорĕ Алтухов, çĕр çулхи юман пек кĕреш çын, хăй кабинетне кĕнĕ çамрăк çын Тараев пулнине пĕлсен питĕ хавасланчĕ.
— Тахçанах илтнĕччĕ сирĕн çинчен, кунта килессе те кĕтсех тăнă темелле. Камран тетĕр-и? Э-э, тусăм, çут тĕнче сывлăшпа кăна мар, сăмахпа та тулать теççĕ. Хир сыснисемпе хир качакисене выçса вилесрен хăтарнине те пĕлетĕп, пăшисемпе мулкачсем валли вăрман тăрăхчуллă тăвар хурса тухнине те курнă. Тепĕр тесен, эпир хамăр та сунарçăсем пекех, чăваш вăрманĕсенче кайăк-кĕшĕк ĕрчетме тăрăшатпăр. Ку енчен пăхсан, сунар хуçалăхĕпе лесхоз пĕр ĕçех тăваççĕ темелле. Апла пулсан, лесниксемпе егерьсен алла-аллăн тытăнса утас пулать. Вăл-ку юрĕ-ха, ун çинчен кайран та сăмахлăпăр. Манăн сире курнипех чун савăнчĕ. Мĕнле çын-ши çав кайăк тусĕ тенĕччĕ, халĕ аванах пĕлтĕм ĕнтĕ, — пулеметпа шатăртаттарнă евĕр пĕрре чарăнмасăр тенĕ пек каларĕ Алтухов. — Мала иртсе ларăр.
— Эсир темле, эпĕ вара сире курсан чăннипех хытă хаваслантăм. Кунта киличчен сирĕн вырăнта сăвăр кăмпи пек шӳсе кайнă бюрократ ларать пулĕ тесе шикленнĕччĕ, унпа юн тăксах çапăçма та хатĕрленнĕччĕ. Халĕ, вăрманти чĕр чунсем çинчен хăвăр та пирĕн евĕрлех шухăшланине пĕлсен, тем пекех савăнатăп. Кунта эпĕ сире курас тесе кăна мар, пĕр ĕç тума ĕмĕтленсе килтĕм.
— Ăна пурнăçласси манран килет пулсан ĕç тухрĕ тесе шутлама пултаратăр. Мĕнле ĕç вăл?
— Эпир тискер кайăксене тăрантарма ремизăсем тăвас тетпĕр. Сирĕн «Сахалинская гречиха» текен курăк кăкĕсем нумай тенине илтсеччĕ. Сунар хуçалăхне валли уйăрса памăр-ши?
— Пур, пур. Ана вăрманта ĕçлекенсем вăрман ухлĕмĕ теççĕ. Сире миçе кăк кирлĕ?
— Хакĕнчен килет. Сунар хуçалăхĕ пуян организаци мар, ытлашши нумаях тӳлес çук.
— Патшалăх вăрманне лартатăр пулсан укçасăрах парăпăр.
— Урăх ăçта лартас-ха, паллах, пăшисемпе хир качакисем çӳренĕ çĕре, патшалăх вăрманне лартатпăр. Укçасăрах паратăр пулсан вунă пин кăк илме пултаратпăр.
— Питĕ аван. Май уйăхĕн малтанхи эрнинче килессе кĕтетпĕр, хатĕрленсех тăрăр. Хăш вырăна лартассине палăртайман пулĕ-ха, халех инженера чĕнсе ремиза тума вырăн хатĕрлĕпĕр.
— Вырăнне тупасса тупнă та, сирĕнпе калаçса татăлас терĕмĕр. 77-мĕшпе 78-мĕш кварталсем хушшинче Вăрăм хăртнă текен пысăк уçланкă пур. Çав таврара пăшисемпе хир качакисем уйрăммăнах йышлă пурăнаççĕ. Шăпах ремиза тума майлă вырăн. Эсир хирĕç мар пулсан унта эпир вăрман ухлĕмĕсĕр пуçне топинамбурпа çĕр улми лартас тетпĕр. Сĕлĕпе çурхи тулă та акма пулать.
Алтухов вăрман планне сĕтел çине сарса хучĕ. Ун аллинчи çурма хĕрлĕ, çурма кăвак кăранташ Атăр çырми хĕррине тухакан симĕс сăрăпа сăрламасăр хаварнă пушă вырăн тĕлне çитсе чарăнсанах чĕтренчĕ. Пĕр самантрах директорăн сăнĕ тĕксĕмленсе кайрĕ, тата çăмламас куç харшийĕсем çӳлелле хирĕннипе сарлака çамки картланчĕ.
— Çук, ку хăртнă пирки ан та калаçăр, — такам илтесрен хăранă пек шăппăн каларĕ Алтухов. — Ана сунар хуçалăхне пама май килмест. Кашни çулах унта судья утă çулать. Ăна сире панине пĕлсен вăл мана ыранах тĕрмене хупать, — шӳт тăванçи пулчĕ Алтухов.
— Çав териех усал-и вăл? — кулса ыйтрĕ Тараев.
— Э-э! Эсир пирĕн судьяна пĕлместĕр-ха, пĕлмелле те ан пултăрччĕ. Эсрелтен те тискер хĕрарăм. Унăн ури çине ăнсăртран кăна пуссан та çут тĕнче курасси пулмарĕ вара. Хушамачĕ кăна мĕне тăрать. Су-тя-ги-на! Сире ун çаранне париччен хам анкартие парам.
— Апла пулсан 79-мĕш кварталти Кукăр хăртнă текен вырăна парăр.
— Унта райисполкомпа райком лашисем валли утă çулаççĕ, ăна та пама юрамасть. Эпĕ сире патшалăх. вăрманĕпе Улкашри колхоз вăрманĕ хушшинчи чикĕ тăрăх тăсăлакан уçланкăна пама пултаратăп. Акă план çине пăхăр. Питĕ лайăх çĕр, мĕнпурĕ ултă гектара яхăн. Хăвăр пурăнакан ялтан икĕ çухрăмра çеç. Килĕшетĕр-и?
— Тавтапуç! Сĕнсе парсан та кирлĕ мар. Унта виçĕ Улкаш кĕтӳ кĕртет. Выльăх-чĕрлĕх валли ремиза тăвасси вăл пирĕн ĕç мар. Сунар хуçалăхне вĕçен кайăксемпе ирĕкри тискер кайăксем кăна кăсăклантараççĕ. Лесниксемпе егерьсем алла-аллăн тытăнса малалла утчăр тесен пире Вăрăм хăртнах парас пулать.
Алтухов Виктор çине пĕр ăстрăм шăтарас пек пăхса тăчĕ. Унтан аллипе сулчĕ.
— Э-э! Çамрăк çын, эсир кутăнлашма ăста иккен. Пурăнан пурнăçра вăл та кирлĕ. Кăртăш çын тахçантанпах ман кăмăла каятчĕ. Юрĕ, эпĕ хирĕç мар. Райисполком председателĕ килĕшсен паянтан пуçласа Вăрăм хăртнă хăвăрăн тесе шутлăр, — терĕ Алтухов.
Райисполком председателĕ патне кĕресси çăмăл пулмарĕ, хими пулăшнипе сар хĕр шутне кĕнĕ секретарь çине икĕ сехете яхăн пăхса ларма лекрĕ. Вăл та усăсăр пулчĕ. Председатель Вăрăм хăртна судьяран туртса илсе сунар хуçалăхне парасси çинчен илтесшĕн те пулмарĕ. Тараевпа калаçнă чух вăл хăйне хăй пĕчĕк ачапа калаçса йăпаннă чухнехи пек тытрĕ. Ку ĕнтĕ ăна пачах хисеплеменнине пĕлтерчĕ пулмалла. Хытă тарăхнă сунарçă тӳрех райкома тухса чупрĕ.
Райком секретарĕпе Тараев учета тăнă чух паллашнăччĕ. Кăштах кăвакара пуçланă çӳçне сылтăм енне тирпейлĕ тураса хунă тапчăмрах сăн-сăпатлă çын кăмăла кайнăччĕ. Халĕ çав çын хĕремесленсе пырса кĕнĕ çамрăка çийĕнчех палласа илеймерĕ.
— Яснов юлташ, — саламланă хыççăн тӳрех ĕç çинчен кала пуçларĕ Виктор, — хам партучета тăнă чух эсир сунар хуçалăхне пулăшу кирлĕ пулсан тӳрех хăвăр пата пыма хушрăр. Акă ĕнтĕ манăн сире çав сăлтавпа чăрмантармалла дулчĕ.
Тараев хăй мĕн çăмăлпа райкома пынине йĕркипе каласа пачĕ. Райком секретарьне хăйшĕн мар, тусĕсемшĕн те мар, ирĕкри чĕр чунсемшĕн çав тери хĕрӳллĕ тăракан çын кăмăла кайрĕ, вăл район çĕрĕ çине кĕрекен вăрмансенче тискер кайăксем йышлă ĕрчетесшĕн çунакан кăвар чĕреллĕ качча çак ĕçре пулăшма шухăшларĕ. «Ытти пуçлăхсем те хăйсене шанса панă ĕçре çак çамрăк çын пек тимлĕ ĕçлесен пирĕн район тахçанах малти вырăна тухмаллаччĕ. Çĕнĕ ĕç пуçаракана яланах пулăшмалла», — шухăшларĕ вăл телефон трубкине тытса.
— Вишневский юлташ... Сергей, ман пата сунар хуçалăх начальникĕ килчĕ. Вăл район пуçлăхĕсем хăйне ырă ĕç тума чăрмантараççĕ тет. Вăхăт пулсан кил-ха кунта, калаçмаллисем пур, — терĕ Яснов.
Вунă минут та иртмерĕ пулĕ, райком секретарĕ патне Вишневскийпе Алтухов тата темле палламан хĕрарăм кĕчĕç. Хĕрĕх çултан иртмен пулин те утмăл çулхи хĕрарăм пек курăнакан çын судья пуласса Тараев пуçа та илменччĕ. Типĕтнĕ кăмпа пек пĕркеленнĕ пичĕ, хăма пек тип-тикĕс кăкăрĕ çине пирус тĕпĕнчен тăкăннă кĕл, йĕкĕрлĕ кукăль пек тăрлавсăр шĕлепке айĕнчен усăнса тăракан арпашăннă çӳç пайăркисем, йăмăх хĕрлĕ лакпа сăрланă вăрăм чĕрнисем айĕнчи хура йĕрсем çак хĕрарăм тирпейсĕр çын иккенне пĕлтереççĕ.
— Пирĕн районти судья Сутягина юлташ, паллашăр, — терĕ Яснов. — Сунар хуçалăх начальникĕ Тараев Виктор Николаевич.
— Илтессе илтнĕ те паянччен палламанччĕ, — терĕ Виктор хыткан та çуллă алла тытса.
— Мĕн илтнĕччĕ ман çинчен? — сарă шăлĕсене тăрук йĕрсе ыйтрĕ Сутягина. — Ырлаççĕ-и е хурлаççĕ? Юратакансем нумай-и?
— Судья хĕр мар-çке, ăна кам юратĕ? — кулса каларĕ Виктор.
— Эпĕ те хĕр пулнă, — хуçкаланчĕ Сутягина.«Чăнах-и?» — тесе ыйтас килнĕччĕ Тараевăн, ват çынтан кулни аван маррине пĕлни чарчĕ.
— Юлташсем, сире эпĕ сунар хуçалăх начальникĕ ыйтнипе чăрмантартăм. Петр Петрович, каласа парăрха, сунарçăсене Вăрăм хăртнă чăнахах кирлĕ-и? — ыйтрĕ райком секретарĕ.
Алтухов Вăрăм хăртнă ремиза тума аванни çинчен каларĕ. Ун хыççăн сăмах Вишневский илчĕ.
— Тĕлĕнетĕп, ытти çынсем тума хушнă ĕçрен те пăрăнма тăрăшаççĕ. Ку пур, ĕç çук çĕртен хăйне валли ĕç шухăшласа кăларать. Хăвăрах пĕлетĕр ĕнтĕ, сунара ĕçсĕр аптăраса çӳрекен çынсем тухаççĕ. Вĕсемшĕн пирĕн, районти организацисен, хĕсĕнмелле килет. Çук, ман шутпа, малашне те пире хамăр ĕçсене тума ан чăрмантарччăр тесен Тараев юлташа тӳрех татса каламалла: нимле ремиза та кирлĕ мар пирĕн районта, нимĕнле çаран та памастпăр сире, — тесе пĕтерчĕ Вишневский хăйĕн сăмахне.
— Виктор Николаевич, эсир мĕн калас тетĕр? — ыйтрĕ Яснов.
— Мана Вишневский юлташ Совет влаçĕ çут çанталăка пур çĕрте те çине тăрсах пуянлатма хушнине халĕ те ăнланманни тĕлĕнтерет, — терĕ Тараев. Çаксăмахсене илтсен райком секретарĕ ăна хаваслантарас тенĕ пек, ун çине пăхса ыттисем сисмелле мар вăрттăн куç хĕсрĕ. — «Уй-хир тыр-пул патăр, вăрман — вут-шанкăпа хăма-пĕрене», — малалла каларĕ Тараев. — Ку пачах тĕрĕс мар. Вăрман вăл — вут-шанкă шаршанĕ кăна мар, вăрман вăл — çĕршыв илемĕ çеç те мар, пирĕн вăрмансем халăха хаклă йышши тир те, тутлă аш-какай та темĕн чухлех параççĕ. Ăна тĕнче çине тĕксĕм куçлăх витĕр пăхакансем кăна асăрхамаççĕ. Вишневский юлташ, Улкашри сунар хуçалăхне кĕрекен вăрманта паянхи кун çĕр алă пăши пурăнать тенине илтнĕ-и эсир? Ку — сахалран та икĕ пин те ик çĕр пăт чи паха аш. Браконьерсене сиенсĕрлетсен тата тискер кайăксене тăранса пурăнма ремизăсем хатĕрлесен çитес виç-тăватă çул хушшинче çав пăшисеншутне сахалран та пилĕк хут ӳстерме пулать. Вăрăм хăртнăра ремизăсем тăвасси вăл пуçламăшĕ кăна-ха. Çав ĕçе лесниксене, çывăхри колхозниксене, пĕтĕм халăха хутшăнтармалла. Вара сирĕн район кашни çулах патшалăха утмăл-çитмĕл тонна ытларах аш-какай парса тăрĕ. Çак пархатарлă ĕçе сунарçăсем пуçлĕç те, пĕтĕм халăх хавасланса туса пырĕ. Çавăнпа та эпĕ хальлĕхе пире Вăрăм хăртнă текен вырăна пама ыйтатăп. Çăва тухсан сире пурне те çав хăртнă патне хăнана чĕнетĕп. Ун чух Сутягина юлташăн ырхан лашине те аран-аран тăрантарса пурăннă çаран çинче мĕн чухлĕ илемлĕ кайăк-кĕшĕкпе тискер кайăксем савăнса пурăннине хăвăр куçăрсемпех курăр.
Тараев пукан сине ларчĕ. Унăн хĕрӳллĕ сăмахне итленĕ арçынсен куçĕ умĕнчен çатăрмас мăйракаллă пăшисем, шурă кутлă хир качакисем, вăрăм хăлхаллă мулкачсем, хаяррăн хартлатакан хир сыснисем чупса иртеççĕ, виçĕ метр çӳллĕш вăрман ухлĕмĕн чăтлăхĕнче шăпчăксемпе вĕлтрен тăррисем тата хура кайăксемпе илен кайăксем илемлĕ юрăсем шăрантараççĕ, вăрман варринче кашласа ларакан сĕлĕ ани çине йăм хура ăсан аçисем анса лараççĕ. Сутягина куçĕ умне кăна нимле сăнар та тухмарĕ.
— Никама та памастăп хам çарана, — татса каларĕ вăл.
— Ыттисем мĕн шухăшлаççĕ? — ыйтрĕ Яснов. Пĕри те сăмах хушмарĕ. — Вăрăм хăртнăри çĕрпе сунар хуçалăхĕ усă курни вырăнлăрах пуласси каламасăрах паллă. Петр Петрович Сутягина юлташа çаран çулма урăх вырăн тупса парĕ. Тараев юлташ хамăр районраçĕнĕ çын, ун пуçарăвне пирĕн пĕр сăмахсăрах пахаламалла. Урăхла шухăшлакансем пур-и?
— Илтĕр, эппин, ара, илтĕрех, — аллипе сулчĕ Вишневский.
— Сутягина юлташа çарансăр хăвармăпăр, — хушса хучĕ Алтухов.
Арçынсем райком секретарĕпе сывпуллашса кабинетран тухрĕç.
Вишневский райкомран Тараевпа пĕрле тухрĕ.
— Сутягинăран шикленместĕн-и? — ыйтрĕ Вишневский.
— Судран саккуна хирĕç пыракансем кăна хăраççĕ, эпĕ вара саккуна пăхăнма юратакан çын, çавăнпа Сутягинăран хаяртарах Фемидăран та шикленессĕм çук. Çитменнине, эпĕ пурăнакан районта Совет влаçĕн пуçлăхĕ пулса тискерлĕхе курайман Вишневский юлташ ĕçлет, вăл пире кăх пулма памĕ-ха, — ăна тĕртсе каларĕ Тараев.
— Аçтан тупрăр çавăн пек йĕплĕ чĕлхене? — кулса ячĕ Вишневский. — Юрĕ ĕнтĕ, ытлах ан çилленĕр мана. Пысăк ĕç инçетрен çеç курăнать теççĕ. Эпĕ çывăхра тăнă пирки эсир мĕн тума хатĕрленнине вăхăтра асăрхаймарăм пулмалла. Малашне ăна райком секретарĕ кăтартмасăрах асăрхама тăрăшăп. Сывă пулăр!
— Улкаш таврашне пырса çитсен пирĕн пата хăнана кĕме ан манăр, — терĕ Тараев унран уйрăлнă чух.
Çак ĕçе тунă хыççăн сунар хуçалăхĕпе унта ĕçлекен çынсен авторитечĕ сисĕнмеллех çĕкленчĕ. Çавăнпа-тăр, Виктор хăма çурма пĕренесем ыйтсан райплан турткаланса тăмасăрах сунар хуçалăхне вунă кубометр йывăç памалла турĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...