Кайăк тусĕ :: 20. Кашкăр йăви


Хĕллехи сунар вăхăтĕнче тарса хăтăлнă кашкăр ами çуркунне сунарçăсене канăç пами пулчĕ. Юр ирĕле пуçлас умĕн вăл Улкаш вăрманĕнчен пачах çухалчĕ. «Çăвăрлас умĕн аçа çури шырама кайрĕ», — чунтан хĕпĕртесе шухăшланăччĕ ун чух Шатра Михала. Чăнах та, тепĕр икĕ эрнерен вăл сунар хуçалăхĕнчи вăрмана каллех таврăнчĕ. Анчах халĕ пĕччен мар, тепĕр кашкăрпа çӳреме пуçларĕ вăл. Пылчăк çинче мăшăрлăн утакан икĕ кашкăра вăрман çулĕпе çӳрекенсем темиçе хут та курнă. Май уйăхĕн малтанхи кунĕсенчен пуçласа сунарçăсем кашкăр амин йĕрне татах куçран çухатрĕç, вăрманта ватă аçа йĕррисем кăна курăнакан пулчĕç. Ку ĕнтĕ кашкăр ами йăвара çурисемпе пĕрле выртнине пĕлтерчĕ. Вара пысăк преми илме ĕмĕтленекенсем кашкăр йĕнни шырама тытăнчĕç.

Кашкăр çурисене тытма пуринчен ытла Шатра Михалапа Тараев хытă тăрăшрĕç. Баранова кашни çурашăн пилĕк çĕршер тенкĕ укçа илесси вăрман тăрăх ывăна пĕлмесĕр чуптарнă, Тараев кашкăрсене выльăх-чĕрлĕхпе ирĕкри ырă чĕр чунсене пĕтернĕшĕн курайман. Çакă кăна мар-ха, кашкăр йăви шырама ăна тепĕр сăлтав хĕтĕртнĕ: кашкăр амине хĕлле тытнă пулсан, патшалăхăн сунарçăсене пилĕк çĕр тенкĕ çеç памаллаччĕ, халĕ унăн кашни çуришĕн çавăн чухлĕ тӳлемелле. Баранов кашкăр çурисене çулăхни патшалăх шучĕпе пуйма шутланипе пĕрех. Нимпе те ăна преми памалла мар. Унсăрăн Шатра Михала йышшисем кашкăр амине нихçан та тытми пулĕç. Çавăнпа та Виктор кану çинчен мансах вăрман тăрăх çӳре пуçларĕ.

Кашкăр йĕнни тупасси çăмăл ĕç маррине сунарçăсем питĕ аван пĕлеççĕ. Тискер кайăксем хушшинче хăй йăвине кашкăр пек ăста пытарма пĕлекенни урăх çук та пулĕ. Ана шыраса тупас тесен вăрмана питĕ аван пĕлмелле. Баранова Тараевран чылай çăмăлрах пулнă, мĕншĕн тесен Улкаш вăрманне вăл тăван кил-çуртне пĕлнĕ пекех пĕлсе тăнă. Виктор вара хĕлле чипер пĕлнĕ вырăнсене те çăва тухнăранпа паллами пулчĕ. Юр кайнăранпа хĕлле курăнман çулсем, лачакасем, шыв-шурсем тухса тулчĕç, çав хушăрах хĕлле темиçе хут утса çӳренĕ çулсем çăва тухнăранпа пачах çухалчĕç. Хĕлле çаралса юлнă йывăçсем витĕр таçта инçетри япаласем те лайăх курăнаççĕ, çулла çулçă сарнă йывăçсем тĕнчене симĕс чаршав карнă пекех хупласа тăнă пирки тепĕр чухне вунă утăмра тăракан япалана та асăрхамасăр иртсе каятăн. Çаксем пурте Викторшăн пысăк чăрмав пулса тăчĕç.

Кашкăр йĕнни яланах питĕ улах вырăнта, çу каçичченех ĕçмелли шыв пур çĕрте пулаканччĕ. Ана ĕнтĕ Шатра Михала та, Виктор та аван пĕлнĕ. Анчах çавăн пек вырăнсем Улкаш вăрманĕнче ăçта иккенне Баранов пĕлнĕ, Тараев пачах пĕлмен. Çавăнпа Михала кашкăр йăва тума юрăхлă вырăнсене çеç тĕрĕслесе çӳренĕ, Викторăн мĕнпур вăрмана ухтарса тухма лекет. Апла тăвас пулсан ăна кашкăр çурисем вăрăм курăк ăшне чупса пытанма пуçличчен юлнă икĕ уйăх çитес çук. Мĕнле майпа вăрмана пĕр уйăхра ухтарса тухма ĕлкĕрес? «План тумалла, — шухăшларĕ Тараев. — Мĕнпур вăрмана карттă çинче пайласа тухас та кашни пайне хăш кун пырса тĕрĕслемеллине палăртас. Унсăрăн эпĕ пĕр вырăнта виç-тăватă хут пулма пултаратăп, тепĕр вырăна пĕрре те çитсе тĕрĕслеймĕп, унсăрăн хамах йывăр пулать, карттине халех тумалла».

Çак шухăшпа вăл Улкаш вăрманĕн карттине уçса хучĕ те тĕплĕн пăхса тухнă хыççăн вăтăр пая уйăрчĕ. Вĕсенчен вунă пайĕнче кашкăр йĕнни пулас çукки карттă çине пăхсах паллă пулчĕ: унта шыв таврашĕ те çук тата кашни кунах вăрман касакансем шавласа çӳреççĕ. Çирĕм пайне вара тĕрĕслемеллех. Ку ĕнтĕ ун ĕçне пĕр енчен йывăрлатать, тепĕр енчен, вăрмана ухтарса тухни Шатра Михала пек тĕллĕн-тĕллĕн çеç тĕрĕслесе çӳренинчен нумай шанчăклăрах. «Пăтă çиес тесен пăри акма ан ӳркен теççĕ. Эпĕ ӳркенсе тăракан йышши мар», — шухăшларĕ Тараев.

Кашкăр йĕнни шырама Баранов маларах пуçларĕ. Хăйпе пĕрле вăл Чĕкеçе те илсе тухатчĕ. Тепĕр чух Чĕкеçĕ хăй тĕллĕн те шыраса çӳретчĕ. Пĕр эрне хушшинче вĕсем шанчăклă вырăнсене пурне те тĕрĕслесе тухрĕç, анчах пылчăк çинче курнă кашкăр аçи йĕррисĕр пуçне хăйсене кирлине урăх ним те тупаймарĕç. Ку Шатра Михалана калама çук хытă тарăхтарчĕ. Вара вăл кашни кунах каçа хирĕç чĕр чунсене пытарса усракан вăрмана киревсĕр сăмахсемпе ятласа, хытă ылханса таврăнакан пулчĕ.

Тараев хăй тунă плана пурнăçлама кăшт каярах пуçларĕ. Вăрманта çулçă сарăлса çитрĕ, курăк вăрăмланчĕ. Ку ăна кашкăр йĕрне пылчăк çинче кăна мар, сывлăмлă курăк çинче те йĕрлеме май пачĕ. Шырама палăртнă вырăнсенче кашкăр йĕнни тупăнманшăн Виктор вăрмана ылханман, ырланă çеç. Вăл сĕм вăрман ирĕкри чĕр чунсене хӳтĕленине ĕлĕкех пĕлнĕ. Унсăрăн пăши, хир сысни е ытти хаклă йышши тискер кайăк тахçанах пĕтмеллеччĕ. Вăрмана пула çеç сыхланса юлнă вĕсем. Çапла çамрăк сунарçăпа сĕм вăрман кунсерен туслашса пынă: вăрман этем умне хăйĕн вăрттăнлăхне майĕпен уçа-уçа пынă; çын унăн иксĕлми пуянлăхне курса ăна тата ытларах юратакан пулнă...

Виктор хăйĕн планне пурнăçлама тытăннăранпа çирĕм кун иртрĕ. Малтанах вăл кашни каçах киле таврăнатчĕ, каярахран, каллĕ-маллĕ çӳреме вăхăт ытла нумай пĕтнине сиссе, вăрмантан кун сиктерсе тухакан пулчĕ. Вăл лесник пӳртĕнче е ӳплере çĕр каçрĕ. Çирĕм пĕрремĕш кунне унăн Атăр çырми хыçĕпе сарăлса выртакан айлăм варринчи пĕр-пĕччен тĕмескене тĕрĕслемелле пулчĕ. Кунта вăл хĕлле темиçе те килсе кайнăччĕ. Сăрчĕ çинче ватă йывăçсем ӳсетчĕç, тавралла вара вĕтлĕх вăрман, хăртнă пек çара вырăнсем, тĕл-тĕл тарăн юр ăшĕнчен хăмăш тăррисем курăнкалатчĕç. Çавăнпа çывăхри вăрмансенче лачака таврашĕ çителĕклине ун чухнех сиснĕччĕ вăл. Халĕ, тăрхала сăрт патне кайма тухсан, унта шурлăх кăна мар, йӳçсе тăракан кăвас чусти пек лачака та темĕн чухлех иккенни палăрчĕ. Виктор карттăпа компас çине пăхса пур енчен те азимут илсе çывхарма пăхрĕ, анчах хăйне кирлĕ сăрт патне нимпе те çитеймерĕ. Хĕвел аннă чух вăл пĕр типĕрех лаптăк тупрĕ те вут чĕртсе чей вĕретме çакрĕ тата чăрăш лăссисенчен ӳпле турĕ. Хытă ĕшеннипе ытти чухнехи пек каçхи апат хыççăн тулли уйăх ӳкернĕ илемлĕ сăнсемпе йăпанса лармарĕ, ӳплене кĕрсе выртрĕ те пĕр самантрах туйми çывăрса кайрĕ. Ир ăна çывăхрах куккук авăтни ăшă ыйхăран вăратрĕ.

— Куккук! Эпĕ тата миçе çул пурăнатăп, çавăн чухлĕ авăт, — терĕ вăл авалхи йăлапа.

Чăпар кайăк турткалашса тăмарĕ, умлă-хыçлă пилĕк хут авăтрĕ.

— Тавтапуç! — сасăпах кăшкăрчĕ Виктор кулкаласа. — Пурăнма пĕлсен пилĕк çул хушшинче те пайтах ырă ĕç тума пулĕ. — Унтан вăл ӳплерен упаленсе тухрĕ. Хĕвел тин çеç çĕклене пуçланă. Пĕтĕм вăрмана кайăк юрри тулнă. Пуринчен ытла сар кайăк шăхăрса кăларнă«иу-уу-ук» тенĕ пек илемлĕ сасăпа вĕлтрен тăррин тĕлĕнмелле хитре юрри ун кăмăлне кайрĕ. Таçта, сулахай енче, шапасем кваклатаççĕ — унта кӳлĕ пулмалла. Çил çук пирки сывлăмпа йĕпеннĕ çулçăсем хускалмаççĕ, çӳллĕ йывăç тăррисем те силленмеççĕ. Тараев тĕнче илемĕпе савăнса кĕвĕ шăхăрма пуçларĕ. Вут чĕртсе чейнике çакрĕ, унтан пит-куçне çуса апата ларчĕ. Çав вăхăтра ун пуçĕ урлă умлăн-хыçлăнах икĕ çăхан, виçĕ ула курак тата темиçе чакак пĕр еннеллех вĕçсе иртрĕç. Кĕçех вĕсем кайса çухалнă енчен хура çăхансем краклатнипе ула кураксем кранклатни илтĕнчĕ. Çав сасăсем пĕр вырăнтах янăраççĕ. Унта çăткăн кайăксем йышлăн пухăннă пулмалла.

Сунарçă сĕм вăрманта çăхансем пĕр вырăнта мĕншĕн пухăнса кранклатнине лайăх пĕлет. Виктор та çав кайăксем пĕр-пĕр пысăк чĕр чун вилли тупса ĕçкĕ-çикĕ пуçланине аван чухларĕ; çавăнпа вăл апат çисе тăранмасăрах сасăсем илтĕннĕ еннелле утрĕ.

Вăрăм курăк çинчи сывлăм хĕрлĕ, сарă, кăвак, симĕс шăрçасем пек йăлтăртатать. Пăхма питĕ илемлĕ, анчах утма питех мар. Çур сехет сывлăмлă курăка ашса пынă хыççăн Тараев пилĕк таранах исленчĕ. Ура айĕнче пылчăк лачăртатма пăрахни тата пусмассерен шыв пăкăртатми пулни çеç ăна хăпартлантарчĕ. Шурлăх сисĕнмесĕрех хыçа юлнă-мĕн, умра типĕ вăрман. Кунта утма та çăмăл, курăк та лутра. Тĕл-тĕл çеç шăмакка кĕпçисем курăнкалаççĕ.

Çĕр каçнă вырăнтан тухнăранпа çур сехет те иртмерĕ пулĕ, Тараев куçа савăнтаракан илемлĕ хурăнлăхра пĕр пĕчĕк ĕшне тĕл пулчĕ. Вăл çак вырăна çывхарсан ĕшнерен çăхансемпе ула кураксем сывлăша çĕкленчĕç. Çерем çинче хĕп-хĕрлĕ аш купи ăшĕнчен аяк пĕрчисемпе туна шăммисем кăнтарса тăни курăнчĕ. Ку вилнĕ пăши кĕлетки пулчĕ. Вĕçен кайăксем çавăн чухлĕ аша пĕр-икĕ кун хушшинчех çисе ярас çук, кунта тăватă ураллă çăткăнсем те пулнă ĕнтĕ. Чăнах та, Виктор пăши вилли патĕнче кашкăр йĕрри курчĕ. Аш ытла çĕрме ĕлкĕрейменнинчен пăши икĕ кунран ытла выртманнине пĕлме пулать. Сунарçă тавралла çаврăнса пăхрĕ. Сывлăм ӳкнипе курăк сăрăрах тĕслĕ пулса кайнă. Лачака еннелле тӳрĕ йăран евĕр тăсăлакан йĕр çеç сип-симĕс курăнса выртать. Паллах, пăши ашне çĕрĕпе çинĕ кашкăр йĕрĕ ĕнтĕ ку. Ăçта каять-ши вăл? Çурисем пытанса выртнă çĕре мар-ши? Çурисене чĕчĕ ĕмĕртнĕ чух кашкăр ами йăваран тухакан марччĕ. Çав вăхăтра ăна кашкăр аçи тăрантарса пурăнать. Вăл йăва çывăхĕнчи чăтлăхра кун каçать те тĕттĕм пулсан сунара тухать. Унăн тупăшĕ пысăк чĕр чун пулсан, вăл чĕрĕ аша икĕ пăта яхăн çиет те ирхине йăва патне пырса çав аша каялла хăсса кăларать. Кашкăр ами ун чух çав хăсăкпа тăранса пурăнать. Çурисем чупкалама пуçласан вĕсене ашшĕпе амăшĕ аш çитере пуçлаççĕ. Вара вĕсем каçсерен сунара иккĕш пĕрле тухакан пулаççĕ, ирпе килне таврăнса иккĕшĕ те хырăмĕсене тултарнă аша хăсаççĕ. Çакна пĕлекен сунарçăсем: «Кашкăрсем хăйсен ачи-пăчине курсанах хăсма тапратаççĕ», — тесе шӳтлеççĕ.

Тараев сывлăм çине юлнă йĕрпе васкаса утрĕ. Хĕвел хытă хĕрте пуçласан сывлăм типет, ун чух кашкăр йăвине тупасси хĕнрех. Курăк çинчи йĕр Виктора шывлă лачакана тепĕр хут илсе кĕчĕ. Кунта аванах палăракан шывлă сукмак пур. Тискер кайăксем утса çӳресе тунă ĕнтĕ ăна. Икĕ çухрăма яхăн кайсан шывлă сукмак пĕлтĕрхи хăмăш патне çитрĕ те виçĕ енне юпленчĕ. Икĕ сукмакĕ тăп-тăрă шывпа тулнă, виççĕмĕшĕ, сылтăмалла пăрăнаканĕ, пăтранчăк шывпа тулнă. Унта халĕ те шурă кăпăксем курăнаççĕ. Кашкăр пăтратса хăварнă ĕнтĕ çав шыва. Чăнах та, Тараева вăл хĕлле курнă улăм ури евĕрлĕ сăрт патне илсе тухрĕ. Шыв хĕрринчи нӳрĕ хăйăр çинче кашкăр йĕрĕсем нумай. Сăнаса пăхнă хыççăн Виктор йĕрсем пурте пĕр пек маррине асăрхарĕ. Шултра йĕрпе юнашарах тăрхаларах те пĕчĕкрех йĕр курăнать. Ку ĕнтĕ шыв ĕçме çӳрекен кашкăр амин йĕрĕ пулчĕ пулмалла.

Тараев пăшалне çĕклеме çеç хатĕрленнĕччĕ, пĕр пысăк чăрăш патĕнчен кашкăр сиксе тухрĕ те куç хупса иличчен сăртăн тепĕр енне кайса çухалчĕ. Этем çывхарса килнине малтанах сиснĕ пулас, мур илесшĕ. Виктор пăшал пеме те ĕлкĕреймерĕ.

Пысăк чăрăш патĕнче çемçе хăйăр купаланса тăни курăнчĕ. Виктор унта утса пычĕ те чăрăш ларнă вырăнтан аяларах аслă шăтăк ани курчĕ. Ăна кăшт анлăлатсан унта этем те çăмăллăнах хырăмпа шуса кĕмелле. Шăтăкĕ çăл пек аялалла мар, сăрт тӳпинелле кайнă пирки унта çутă кĕмест. Виктор ун тарăнăшне виçес тесе шалча пек çинçе ăвăса касрĕ те туртасенчен иртсе ун вĕçне шăтăка чикрĕ. Кашкăр йăви тарăн пулмарĕ, пĕр виçĕ метра яхăн çеç. Шалтан анчăк çури нăйкăшнă пек сасă илтĕнчĕ. Ку ĕнтĕ Тараевшăн чи илемлĕ кĕвĕ пекех туйăнчĕ. Нумай шыранă япалана тупнипе вăл калама çук хытă савăнчĕ.

«Варанов, — терĕ вăл хăй ăшĕнче, — çак çурасене тупса пуйма ĕмĕтленнипе хĕлле кашкăр амине ирĕке ятăн. Сансăр пуçне кашкăр йăвине никам та тупаймĕ терĕн пулĕ. Çук, тусăм, тĕнчере санран ăста сунарçăсем те сахал мар. Халĕ, тупăш ман алла лекнине пĕлсен, пайтах кĕвĕçĕн-ха. Чавса çывăх та çыртма çук теççĕ. Эсĕ те кашкăр амине хĕлле кăлăхах тытмарăм тесе ӳпкелешĕн. Çапла тумалла пирĕн браконьерсене. Вĕсем тупăш ан илччĕр, яланах тăкак тӳсчĕр. Вара тин вĕсем, хăйсен ирсĕр ĕçĕ усă паманнине кура, йĕркене кĕрĕç».

Тараев хăйăрлă сăрта тĕплĕн сăнаса тухрĕ. Кашкăр йăвинчен тухакан урăх шăтăк çук. Пурăшпа тилĕ ăслăрах, вĕсен шăтăкĕнчен тухмалли çулсем темиçе те. Çурасене алла çаклатасси халь йывăр мар ĕнтĕ, анчах ватă кашкăрĕсене мĕнле тытас? Чĕррĕн юлсан вĕсем сăтăр тума пăрахас çук. Вĕсене те пĕтермеллех. Кашкăр ами çынран хăраса тарсан та йăви патне пурпĕрех тепре таврăнать тенине Виктор ватă сунарçăсенчрн темиçе хут та илтнĕччĕ. Çак кашкăр ами те кунта килмеллех. Апла пулсан, сунарçăн лайăх пытанса, вăл таврăнасса кĕтсе лармалла.

Чăваш çĕршывĕнче караппăл йышши пысăк ăмăрт кайăк пурăнмасть. Тилĕпе кашкăра сывлăшран тапăнакан тăшман çук пирки вĕсем çӳлелле пăхма юратмаççĕ, çĕр çинчи тăшманĕсенчен сыхланса çеç аялалла пăхса çӳреççĕ. Виктор кашкăр амине улталас тесе йывăç тăрне хăпарса ларма шутларĕ. Шăтăкран вун сакăр утăмра пĕр ватă ăвăс тайăлса ларать. Çĕртен сакăр метр çӳллĕшĕнче йывăç юпленет. Кунтан шурлăх варринчи сăрт ал тупанĕ çине хунă хăяр пекех аван курăнать. Кашкăр çынна систермесĕр нимпе те йăви патне çывхараяс çук. Çавна пĕлнĕрен Виктор ăвăс юпленнĕ вырăна пытанса ларчĕ. «Каланча тăрне улăхнă пожарник пекех», — кулса шухăшларĕ сунарçă.

Кашкăр ами хăравçăскер пулнăран Тараевăн «каланча» çинче ултă сехет ытла пĕр хускалмасăр тавралла тинкерсе ларма лекрĕ. Çан-çурăм сурса ыратнипе вăл темиçе хутчен çĕре анасшăн пулчĕ, анчах Шатра Михалана хытăрах тарăхтарас килни кăна çав ăвăс юп пинче тытса тăчĕ ăна. Çитменнине, хырăм выçни хытă аптăратрĕ. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе пыра хăсăк капланса килет. Пĕр тĕпренчĕк çăкăр çук. Пĕр кунлăх каяс пулсан çичĕ кунлăх çăкăр ил тесе ахаль каламан çав авалхи чăвашсем. Викторăн çав ăслă сăмаха асра тытмаллаччĕ. Юлашкинчен, хĕвел каçалла сулăнсан, кашкăр ами сунарçа «хĕрхенчĕ» пулмалла, вăл шурлăхри вăрăм курăк тăррисене силлентерсе сăрт патнелле çывхарни курăнчĕ. Вун-вун икĕ утăм кайсанах чарăнса тăрса шăплăха нумайччен итлет, сывлăша сăмсипе туртса шăршлать. Çапла сыхланса пынипе вăл виç çĕр метра çур сехетрен кая мар утрĕ. Сăрт патне çитсен те тӳрех йăви патне пымарĕ, малтан шыв хĕррипе утса çаврăнчĕ. Утрав çинче тăшман «çуккине» пĕлсен тин вăл çурăм çинчи шултра çăмне вирелле тăратса вут сыппи евĕр йывăр хӳрине сĕтĕрсе, шап-шурă шĕвĕр шăлĕсене йĕрсе шăтăкĕ патне вунă утăма яхăн çывхарчĕ те татах чарăнса тăчĕ. Çак вăхăтра пăшал икĕ хутчен кĕрслетрĕ. Кашкăр çӳлелле сикрĕ те çĕре ӳксе пĕр вырăнта йăваланма тапратрĕ. Тараев пăшалне тепре авăрласа печĕ. Вара тин тискер кайăк лăпланса выртрĕ.

«Хĕлле вăл пĕччен тарса хăтăлнăччĕ, — шухăшларĕ Виктор вилнĕ кашкăр патне пырса. — Пĕтĕ юлнă кашкăр ами тепĕр пĕччен çӳрекен аçана тупса мăшăрланчĕ. Ку ăна çурисене çитĕнтерме пулăшать ĕнтĕ. Вăл кунтан инçех каяс çук, çавăнпа вăл пăшал сассине илтрĕ пулмалла. Апла пулсан, кĕтсе ларни вырăнлă пулас çук. Тĕттĕм пуличчен çурисене шăтăкран туртса кăларас».

Сунарçă пуртăпа шăтăк анине чавса аслатрĕ те хырăмпа шуса кĕчĕ. Шăтăк тĕпĕнче, типĕ çулçăпа хăрнă курăк çинче, самаях пысăкланнă çурасем выртаççĕ. Вĕсем ухмах-ха, хăйсем патне тăшман кĕнине тĕшмĕртеймерĕç. Тараев патне пырса ачашлана пуçларĕç. Хăйсем, выçса хăрăннăран пулас, йытă çурисем пекех нăйкăшаççĕ. Виктор вĕсене рюкзака тултарчĕ. Мĕнпурĕ сакăр çура. Сакăр çура — сакăр кашкăр. Вĕсем ирĕкре çитĕннĕ пулсан мĕн чухлĕ сăтăр тăвĕччĕç хуçалăха.

Сыпмассерен турам кĕмест тенĕ пек, кашкăр аçине кĕтни кăлăхах пулчĕ. Хĕвел ансанах тӳпене хура пĕлĕтсем карса илчĕç, çур çĕр тĕлĕнче çумăр чашлаттарма тапратрĕ. Пăч тĕттĕм, йĕп чиксен те куç курмасть. Тен, кашкăр аçи йăви патне пырса тĕрĕсленĕ те пулĕ, Виктор ним те кураймарĕ. Çапах та вăл тул çутăлсан тата тăватă сехет ларчĕ. Кашкăр аçи курăнмарĕ. Вара Виктор вилнĕ кашкăр тирне сӳсе илчĕ те татти-сыпписĕр мăйăклатакан çурасене çĕклесе килелле утрĕ.

■ Страницăсем: 1 2