Кайăк тусĕ :: 35. Юлашки çапăçу
Арçынсем сунара тухса кайнă чух Чĕкеç аллисене те пулин салтма тилмĕрчĕ.
— Çук, хĕрĕм, — терĕ ашшĕ, — эсĕ пирĕн çине кашкăрла пăхма пуçларăн пулсан сана касмăкра тытни шанчăклăрах.
Чунĕ тăвăнса çитнипе Чĕкеç ĕсĕклесех йĕрсе ячĕ. Унтан сасси çĕтиччен çухăрчĕ, анчах никам та пырса пулăшмарĕ. Аптăранипе пăява туртса татас тесе аллисене пăркаласа та пăхрĕ — çук, усси пулмарĕ, сӳс кантра çемçе ӳте касса ашлантарчĕ çеç. Ним тума та çук, ирĕксĕрех шăпланса выртма лекрĕ. Ирхи апат вăхăчĕ иртсен тин тахăшĕ кантăкран пырса шаккарĕ.
— Килте пур-и? — илтĕнчĕ тултан хĕрарăм сасси.
— Пур-ха, пур! — хĕпĕртерĕ Чĕкеç. — Хĕветуç инке хăвăртрах кĕр-ха пӳрте.
— Кĕрсе тăма вăхăт çук. Эпĕ халăх хăвалатăп. Клуба пырăр. Унта пуху пулать, — пулеметпа пенĕ пек шатăртаттарчĕ Хĕветуç тени.
— Çапах та кĕр-ха. Пулăш мана, вилетĕп. Килте пĕр чун та çук. Тархасшăн, кĕрсемччĕ! — кĕç-вĕç йĕрсе ярас пек тилмĕрчĕ Чĕкеç.
— Мĕн хăямачĕ пулнă тата? — тарăхса мăкăртатрĕ инке. — Юрĕ, кĕрем пулĕ эппин...
Тепĕр çур сехетрен Чĕкеç сунар станцине хашкаса чупса пычĕ.
— Виктор Николаевич таврăнчĕ-и? — ыйтрĕ вăл Улюн инкерен.
— Ĕнер Мускавран таврăнсанах вăрмана кайрĕ те килеймерĕ-ха. Вăл сана кирлĕччĕ-им? — ыйтрĕ техничка.
Çакна илтсен хĕрĕн чĕри йĕппе йĕпленĕ пек ыратса кайрĕ. «Тем тесен те ку ырра марах, — терĕ вăл ăшра. — Ахальтен вăрманта çĕр каçман ĕнтĕ. Хмельнов йышшисенчен ăçтан чĕррĕн хăтăлан?..»
— Егерьсем ăçта?
— Кĕрӳ Ленăна пульницана илсе кайрĕ. Тăрна Иванĕ ирех Тараева шырама вăрмана тухса вĕçтерчĕ.
Чĕкеç урăх ним те шарламарĕ, сунар станцийĕнчен тухса клуба чупрĕ. Унта пур енчен те халăх пухăнать. Никам çине пăхмасăр Чĕкеç тӳрех Казакова патне кĕчĕ те браконьерсем пăши тытма кайнипе Тараев вăрмантан ĕнертенпе таврăнманни çинчен пĕр сывлăшпа каласа пачĕ.
Хмельнов Виктора вĕлерме хатĕрленнине пĕлсен Ольга та сехĕрленсе ӳкрĕ. Çавăнпа вăл çи-пуçне тирпейлесе пĕтермесĕрех сцена çине чупса тухрĕ.
— Юлташсем! — уçă сасăпа кăшкăрчĕ Казакова. — Шăпланăр-ха! Комсомолецсем, пурте васкаса йĕлтĕр çине! Çĕркаç Барановпа Урнашкин тата вĕсен çĕнĕ тусĕ Хмельнов, тĕрмерен таврăннă хурах, пăши тытма кайнă. Вĕсем Тараева та вĕлерме хатĕрленнĕ тет. Виктор Николаевич ĕнертенпех киле таврăнман. Пирĕн пурин те вăрмана тухса каймалла. Чĕкеç вĕсем хăш вырăна кайнине пĕлет, хăвăртрах чупар ун хыççăн.
Тăруках пĕтĕм клуб кĕрлесе кайрĕ.
— Тахçанах тĕп тумалла çав мурсене! — терĕ уçă сасă.
— Ĕмĕртенпех халăха намăс кăтартса пурăнаççĕ. Колхозниксем ырми-канми ĕçленĕ чух Шатра Михалапа унăн тусĕсем халăх ĕçне харама яраççĕ. Ялтан хăваласа ямалла вĕсене! — тарăхса кăшкăрчĕ тепĕр хура сухаллă çын.
— Улкаш çыннин ятне çĕртсе çӳрет. Çемйи-мĕнĕпе, ĕлĕк хунĕде хунямăшне Çĕпĕре янă пек, ялтан хăваласа ямалла вĕсене!
— Пур халăхпа кайса тытар çав вăрă-хурахсене! — янăраса кайрĕç сасăсем.
Çамрăксем йĕлтĕр çине тăрса уй урлах Хыр çырми еннелле чупрĕç. Браконьерсене тытма вăтăр çынран ытла тухрĕç. Пурте тарăхса, нисĕпсĕр вăрасене вăрçса чупаççĕ. Шăпах Хыр çырми уя юхса тухнă вырăнта вĕсем Шатра Михалапа Мишере хирĕç пулчĕç. Браконьерсем малтанах тарма пăхрĕç, анчах хăйсене пур енчен те хăвăрт çавăрса илнине курса лашана чарчĕç.
— Пăши тытрăр-и? — хаяррăн ыйтрĕ малта чупса пынă Пракух.
— Пăши-качки хăямата-ха. Вăрманта пысăк инкек пулса тухрĕ, — сехĕрленсе каларĕ Баранов. — Эпир врач патне васкатпăр.
— Тата мĕн турăр? — ашшĕ çине сехĕрленсе пăхса ыйтрĕ Чĕкеç.
— Хмельнов Тараева персе пăрахрĕ. Эсир хăвăртрах чупăр пирĕн йĕрпе. Тен, Хĕритунне тытма пулĕ. Вăл чугун çул станцийĕ еннелле çеç тарма пултарать. Эпир тухтăр илсе пырăпăр, Тараев аманнă çеç пулсан ăна çăлма тăрăшăпăр.
Комсомолецсем Мишерпе Барановран пăшалĕсене туртса илчĕç те вăрмана чупса кĕчĕç. Çуна çине ларнă Михалапа Мишер мăн çул патнелле чуптарчĕç. Çырма хĕрне Чĕкеç кăна тăрса юлчĕ. Виктора вĕлернĕ тенине илтсенех унăн урисем лаштăр хуçланчĕç. Хăй çине никам та пăхманнине курса Чĕкеç юр çине лаплатсах ларчĕ.
«Ма эпĕ ĕнер килтен çарамасах тухса чупмарăм-ши? Çапла тунă пулсан Тараев та чĕрĕ юлнă пулĕччĕ. Халĕ мĕн туса пурăнас манăн? Пуçăма ăçта кайса чикес? Тараева вĕлернине пĕлсен ĕлĕкренпех хамăра курайман çынсем хыпсах çăтĕç. Мĕншĕн ăна çăлма ăс çитереймерĕм-ши эп? Ах, пĕтрĕ-çке пуçăм!» — тесе пĕтĕм кĕлеткипе чĕтресе сасăпах йĕрсе ячĕ хĕр. Унăн куçĕнчен çутă шăрçа пек куççуль тумламĕсем тăкăнаççĕ. Шăнса кӳтме пуçласан тин вăл ура çине тăчĕ те çамрăксем кайса çухалнă йĕрпе вăрмана пырса кĕчĕ: «Ĕмĕрлĕхех çĕр айне выртиччен тепре те пулин курса юлас ăна», — шухашларĕ вăл.
Анчах ĕшнере никам та курăнмарĕ. Тирне сӳсе тирпейленĕ пăши патĕнчен кăна ик-виçĕ чакак вĕçсе хăпарчĕç те çывăхри йывăç тăрне кайса ларса чакăлтатма тытăнчĕç.
Хĕр, сунарçă йăлипе, юр çинчи йĕрсене пăхса кунта мĕн пулса иртнине вула пуçларĕ.
«Ак çак вырăнта Тараева персе вĕлернĕ, — терĕ вăл халăх нумай тапăртатнă вырăнта юн тумламĕсем курсан. — Унтан ăна комсомолецсем Кӳлхĕрри Улкаш енне çĕклесе кайнă. Пытариччен хĕрлĕ хăмач сарнă тупăка хурса клуба вырттарас терĕç пулĕ. Халăх унпа сывпуллашма çӳрĕ, пире унта та кĕртмĕç. Савнă Викторăм, юлашки хут та курса юлаймарăм-çке сана...»
Киле таврăннă чух вăл çул тăршшĕпех малалла мĕнле пурăнасси çинчен шухăшласа пычĕ. Ытла та ăнмарĕ-çке унăн пурнăçĕ. Çамрăк ĕмĕрĕ çумăрлă çанталăк пекех тĕксĕм пулчĕ. Ытти ачасене ашшĕ-амăшĕ ачашласа пуçран шăлатчĕ, ыталаса чуп тăватчĕ. Чĕкеçĕн мĕн пĕчĕкренех усал сăмахпа вăрçни-ятлаçнине илтсе, патак çисе ӳсмелле пулчĕ. Çапах та Тараева персе вĕлернĕ тенине илтиччен пурнăç улшăнас шанчăк пурччĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл та сӳнчĕ. Килес кунсем иртнисенчен те тĕксĕмрех пулĕç. Кунта юлсан пурте ăна çутă ĕмĕт сарăмсăр татăлни çинчен аса илтерĕ. Уя тухсан та, вăрмана пырса кĕрсен те, кӳлĕ хĕррине ансан та ун куçĕ умне Виктор сăнарĕ тухса тăрĕ. Тăван тавралăха вăл Чĕкеç пекех юрататчĕ-çке, ăна ăçтан манан? Çавăнпа Улкашран каймасан уншăн макăрсах çутă куçĕсем вăхăтсăр сӳнĕç. Каймалла, халех тухса каймалла кунтан...
Çак шухăшпа таврăнчĕ вăл тăван килне. Ашшĕ кутник сакки çинче аçам пĕркенсе выртать, амăшĕ тĕпел кукринче темĕскер шакăртаттарать.
— Мĕн чĕнместĕн? Чĕлхӳне çăтрăн-им? Шалчу тулчĕ ĕнтĕ. Ман пурнăçа пĕтертĕн, пĕртен-пĕр хĕрне вăрă-хурах аллине парасшăн çунтăн. Ытти çынсем пек пилĕк ыратиччен пĕкĕрĕлсе ĕçлемесĕр ырă курса пурăнма ĕмĕтлентĕн, ятлă çынсем каланине хăлхана та чикмерĕн. Акă халĕ çын ылханĕ çитрĕ-çитрех, тĕрме çулĕ çине тухрăн. Хатĕрлен, кĕçех тытма килĕç. Кала, кĕпе-йĕм таврашĕ миçе мăшăр чикес, çимелли мĕн чул хурас? — упăшки çине пăхмасăр ыйтрĕ Çинук.
Ытти чух çапла каланăшăн Баранов арăмне вĕлерес пек хĕненĕ пулĕччĕ, халĕ шăпăрт та шарламарĕ, вырăнтан та тапранмарĕ.
— Атте, тавăрса пар мана хам ĕçлесе илнĕ укçана, — терĕ Чĕкеç.
Укçа тенине илтсен Михала пуçне çĕклерĕ.
— Мĕн тума кирлĕ сана укçа? — хыпаланса ӳкрĕ вăл.
— Килтен тухса каятăп, — лăпкăн хуравларĕ хĕрĕ.
— Мĕншĕн?
— Намăс курас килмест. Çын вĕлерекен хĕрĕ тесе куç уçма памĕç. Çитĕ. Пайтах тӳсрĕм. Тек пĕр самантлăха та юлмастăп кунта.
— Каях! Иксĕр те тухса кайăр! Тасалăр! Акă çăраççи, арча уçăр та мĕн чул кирлĕ, çавăн чухлĕ укçа илĕр! — тесе Михала çăраççи çыххине çĕре вăркăнтарчĕ.
Кун пекки нихçан та пулманччĕ-ха. Арча уççине Михала куç шăрçинчен те ытларах сыхлаканччĕ. Халĕ пĕрремĕш хут ăна хĕрĕпе арăмне шанса пачĕ. Лешсене ку хытă тĕлĕнтерчĕ. Анчах арча хупăлчине уçсан вĕсем тата ытларах тĕлĕнчĕç: лайăх тирпейлесе хунă укçа пачкисем унта перекет кассинчи пекех нумай. Çĕр тенкĕлĕххисем те, алшар тенкĕлĕххисемпе червонецсем те туллиех. Сунара çӳреме пуçланăранпа Чĕкеç икĕ пин тенкĕлĕх тир сутнăччĕ. Халĕ çав укçана кĕрĕк кĕсйине чикрĕ те алăк патнелле утрĕ.
— Хĕрĕм, ăçта каяс тетĕн? — йĕрсе ячĕ амăшĕ.
— Маншăн ан хумхан, анне! — лăплантарчĕ хĕрĕ. — Çитес çĕре çитсе вырнаçсанах сана та хам патăма чĕнĕп. Кĕтсех тăр!..
Урама тухсан пĕр тапхăр ăçта каясси çинчен шухăшласа тăчĕ Чĕкеç. Унтан Тараев сĕтелĕ çинче унăн сăн ӳкерчĕкĕ тăнине аса илчĕ те çавна илме тесе сунар станцине пырса кĕчĕ.
— Ырă каç пултăр, Улюн инке! — ăшшăн саламларĕ вăл техничкăна. — Çакăнта пурăннă çынсем çеç мана этем вырăнне хурса хисепленĕччĕ. Çавăнпа вăрăм çула тухиччен юлашки хут кĕрсе сывпуллашас терĕм.
— Ара, каçа хирĕç ăçта каяс тетĕн? — тĕлĕнчĕ карчăк. — Тĕттĕмре çĕтсе кайма та, усал çынсен мăшкăлĕ пулма та хăрамалла.
— Ăçта каяссине хам та пĕлместĕп. Тĕнче аслă, ăçта та пулин ман валли вырăн тупăнĕ-ха.
— Турă çырлах! Мĕн калаçатăн эсĕ? Ăçта каяссине пĕлмесĕр килтен тухаççĕ-и?
— Эх, Улюн инке, маншăн пурпĕрех. Пуçăм пĕтрĕ ĕнтĕ. Асăнмалăх сирĕн патран пĕр япала илсе каясшăнччĕ. Юрать-и? — шăппăн ыйтрĕ хĕр.
— Мĕнле япала?
— Тараевăн портретне. Вăл унăн сĕтелĕ çинче тăнăччĕ.
— Чипер калаç! Çын япалине хуçинчен ыйтмасăр параççĕ-и? Сăн ӳкерчĕк питех кирлĕ пулсан ăна Виктор Николаевичран ыйт.
— Улюн инке, эсĕ манран мăшкăллатăн пулĕ. Вилнĕ çынран мĕнле ыйтас-ха?
— Вăл вилнĕ тесе кам каларĕ? Каялла çаврăнса пăхха, алăкра кам кулса тăрать? — шалти пӳлĕм енне кăтартрĕ Улюн инке.
Чĕкеç çаврăнса пăхрĕ те сехĕрленсе ик-виçĕ утăм чакрĕ. Унта чăнахах Тараев ăшшăн пăхса сассăр кулса тăрать-мĕн.
— Айтур-тур! Хăват туни мар-ши ку? — шалтах аптраса ӳкрĕ хĕр. — Эсир пире чĕрĕ чух та тем те пĕр кăтартрăр, вилсен те çаплах тĕлĕнтерес тетĕр-и?
— Хăват та, фокус туни те мар, Чĕкеçĕм, — саспах кулса ячĕ Виктор. — Эпĕ чăнахах чĕррĕн юлтăм. Ĕненместĕн пулсан тытса хыпаласа пăх!
— Виктор Николаевич! Чунăмçăм! — тесе кăшкăрса ячĕ те Чĕкеç чăкăт пек шурса кайнă питне арçын кăкăрĕ çине пырса пытарчĕ. — Калăр-ха, епле пулса тухрĕ ку?
Чăнах та, мĕнле пулса тухнă-ха ку?
Сулахай айăкĕ тӳсме çук ыратса кайсан Тараев пĕр тапхăр тăн пĕлми выртрĕ. Анчах кĕçех ун хăлхине çын калаçни пырса кĕчĕ.
— Эпĕ пăши çеç тытнă, çавăнпа мана штраф кăна тӳлеттерĕç. Тараева эсĕ вĕлертĕн, уншăн сана явап тыттарĕç, — терĕ Баранов.
«Вĕсен сассисене илтетĕп пулсан эпĕ вилмен-ха, — шухăшларĕ Виктор. — Анчах хам вилменнине вăхăтчен палăртас мар, унсăрăн вĕсем тепре персе пăрахма та пултараççĕ. Кăкăр малтанхи пекех ыратми пулчĕ, çăмăл кăна суранлантăм пулмалла. Апла çапăçмасăр парăнмăпăр-ха».
— Этем мар эсĕ, Баранов, хăравçă куян çеç! — тарăхса каларĕ Хмельнов. — Шухăшласа пăх-ха: ăна эпир вĕлернине кам курнă? Хамăр пурте пĕр чĕлхеллĕ пулсан пире никам та айăпламĕ. Айта вăрман ăшне шаларах илсе кайса юр айне пытарăпăр та çуркуннеччен нимпе те тупаймĕç. Çуркунне хĕвел пĕçертнипе çĕрсе кайĕ. Вара шăмми-шаккипе тумтирне тупсан-тусан хĕлле вăрманта çĕтсе кайнă та шăнса вилнĕ тейĕç. Хамăрăн çеç шăла çыртма пĕлес пулать. Куратăн-и, ним шикленмелли те çук.
— Мĕн тăвас тетĕн, çавна ту. Сана эпир шыва ямăпăр, анчах айăпна йышăнма та пултараймастпăр. Эсĕ вĕлертĕн, эсех кайса пытар!
Çак сăмахсем хыççăн йĕлтĕр сасси инçетелле кайса çухалчĕ.
— Сволочь! — çĕре лачлаттарса сурчĕ Хмельнов. Унтан Тараев патне утса пычĕ.
Куç хăрпăкĕсем хушшипе Виктор хăйĕн питĕнчен çур метрта кăвак çăматăллă урасем тăнине курчĕ. Унтан çӳлелле пăхрĕ те Хмельнов пăшалне çурăм хыçне çакма хăтланнипе каялла каçăрăлса тăнине асăрхарĕ. Вара татăклă самант çитнине туйса тайкаланса тăракан çынна икĕ уринчен харăсах туртрĕ. Тепĕр самантра улăп пек пысăк çын месерле ӳкрĕ. Тараев ура çине сиксе тăчĕ.
Хмельнов пуçне çĕклеме пусласанах Виктор ăна сылтăм чышкипе тăнлав тымарĕ тапнă çĕртен чышрĕ, сулахай аллипе унăн сăмсине çапса çĕмĕрчĕ. Хмельнов çамкинчен пуртă тӳртĕшпе çапнă вăкăр пек анкă-минкĕленсе пуçне силлекелерĕ. Виктор ăна тата икĕ хутчен чышрĕ. Çакăн хыççăн тин чĕркуçленсе тăракан çын пуçне юр ăшне чиксе тăсăлса выртрĕ.
Тараев тĕрме çынни хăйне улталама пултарассине сиссе сумкинчен капрон кантра кăларчĕ те тăшманăн аллисене каялла туртса çыхрĕ. Çак вăхăтра вăл татах сулахай аякĕ сурса ыратнине туйрĕ.
«Хытах суранлантăм пулĕ, — шухăшларĕ Виктор сăран курткине хывса. — Ăçтан тивнĕ-ши?»
Курткăн сулахай енче икĕ шăтăк пур, пĕрне пуç пӳрне, теприне, хыçаларахрине, пĕчĕк ача чышки кĕмелле. «Чăмăр пульăпа пенĕ пулмалла», — иртрĕ ун пуçĕнче. Кĕпе аркине çĕклесен вăл чĕрепе тĕлме-тĕлех хул хушши айĕнче ал лаппи пысăкăш юнăхнă вырăн хăмăрланса тăнине курчĕ. Ăна сĕртĕнмелле мар хытă ыратать. «Пуля, пилĕк сантиметр сылтăмарах лекнĕ пулсан шăпах чĕрене шăтарса тухмаллаччĕ. Анатоми мĕнне чухлать, мур илесшĕ, çынна вĕлерес тесен ăçтан тĕллесе пемеллине пĕлет. Анчах аллисем çирĕпех пулманни хупланă», — терĕ Тараев.
Çак вăхăтра юр çинче выртакан çын ăнрашса илчĕ, унтан пуçне ерипен çĕклерĕ те пăшал тытса тăракан Виктор çине чунтан кураймасăр пăхрĕ.
— Эсĕ мĕн тăвас тетĕн? — ыйтрĕ вăл ура çине тăрса.
— Санпа малтан хĕллехи вăрман тăрăх уçăлса çӳрес, кайран яла илсе пырас пулĕ тетĕп, пурте курччăр, — хуравларĕ Тараев.
— Салт алăсене. Тупата туршăн, кунтан ĕмĕрлĕхех тухса каятăп халех. Мана эсĕ те, Улкаш çыннисем те урăх нихçан та курмĕç. Тĕрмере ларнă çын сăмах тытма пĕлет. Халиччен эпĕ нихçан та никама та тархасламан. Паян пĕрремĕш хут сана тархаслатăп: яр манаирĕке!
— Ан лĕпĕртет кирлĕ мара! Йĕлтĕрӳ çине тăр та эпĕ кăтартнă çĕрелле пĕр турткалашмасăр ут, — йĕлтĕрĕсене ун ури патне пăрахса каларĕ Тараев.
— Ах, вăт мĕнле иккен, — тесе Хмельнов аллисене туртса çыхнă кантрана татасшăн мекĕрленсе туртăнчĕ. Çук, капрона часах татаймăн.
— Утах, вăхăта сая ярса ан тăр. Эсĕ шанчăклă алăра, ирĕке часах тухаймăн.
Куна Хмельнов аванах сисрĕ, çапах та вăл тепĕр ултав тума шухăшларĕ: йĕлтĕр тăхăннă пек пулса кăшт пĕшкĕнчĕ те Тараева питĕнчен хăй пуçĕпе тĕкме пăхрĕ, анчах унăн çара пуçĕ Виктор питне мар, хăвăрт тăснă пăшал кутне çеç çапăнчĕ.
— Ан аппалан, хам тĕрмере ларса курман пулсан та ун йышши чеелĕхсене пĕлетĕп. Эсĕ така мар, пуçупа урăх ан сĕк, — мăшкăлласа каларĕ Виктор.
Вара тинех Хмельнов çăлăнăç çуккине сиссе пуçне усрĕ те Тараев кăтартнă çĕрелле турткалашса тăмасăр утрĕ.
Çур çухрăм кайсан вĕсене çамрăксем хуса çитрĕç. Тараев чĕррине курсан комсомолецсем ăна ура! кăшкăрса саламларĕç. Ольга тек чăтса тăраймарĕ, унччен хытă хумханнăскер, Виктора мăйĕнчен ыталарĕ те йĕрсе ячĕ.
— Шатра Михала сана Хмельнов персе вĕлерчĕ терĕ-çке, епле чĕрĕ юлтăн? — ыйтрĕ вăл кăшт лăплансан.
— Ак çак упăте те, этем те мар чĕр чунран ыйт, вăл каласа парĕ, — Хĕритун çине кăтартса каларĕ Виктор.
Пурте пуçне чиксе тăракан хурах çине пăхрĕç те чи ирсĕр чĕр чуна курнă пек йĕрĕнчĕç. Хмельновăн пичĕ, ахаль те нĕрсĕрскер, юнпа вараланса шыçăннă пирки тата ытларах нĕрсĕрленсе кайнă.
— Питĕ лайăх капăрлатнă эсĕ унăн портретне, — кула-кула каларĕ пăшал тытса тăракан Пракух.
— Сире Шатра Михала чĕнсе пуçтарчĕ-и? — ыйтрĕ Виктор.
— Вăл мар, унăн хĕрĕ Чĕкеç, — хуравларĕ Ольга.
— Чĕкеç хăй ăçта тата?
Комсомолецсем йĕри-тавралла пăхкаларĕç те хăйсем хушшинче Чĕкеç çуккине курса пурте ытла та тĕлĕнчĕç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...