Хура çăкăр :: XVIII. Харсăр алăсем
Вăрман ĕçĕ çаплах ăнса пырасса Шерккей кĕтменччĕ. Çурт лартас тесен, нуши сахал мар ĕнтĕ, чăнласах та. Вăрманне илни лайăх-ха вăл, халь ăна касмалла, турттарса кăлармалла. Пĕлекенскере çав ĕçе тăвасси йывăр мар пуль, çын туман ĕç мар-ха, анчах Шерккей ун пек-кун пек ĕçпе хальччен тертленсе курманччĕ. Вăрманĕ унăн питех инçе мар: Улатăр çулĕпе кайсан, Пысăк Хырлăхра.
Аслă çулпа икĕ вăрăмкка урапа пырать. Анаталла май лашисем пĕр канăçсăр юртаççĕ. Кашни урапа çине икшерĕн ларнă: малта Шерккей Тимрукпа, кайри урапа çинче Шерккее пулăшма пыракан Пикмăрсапа Аттилля йăкăначĕ. Иккĕшĕ те пĕр кас çыннисем.
Çулçă сарăхма ĕлкĕреймен-ха. Вăрман аякран кăн-кăвак курăнать. Вырăнĕ-вырăнĕпе, Хайпăла хыçĕнчен пуçласа мĕн Патирек енне çитичченех, вăрман хĕрлĕн палăрать, унта яхтă вăрманĕ. Тимрук пĕррехинче çав вăрман хĕррине путек сырăшĕ валли çапă касма кайнăччĕ.
Усалук тарçи — Вăрăм Сантăр — вăрман хĕрринчи пĕчĕк çуртра пурăнать. Шерккей ун патне çитсе чарăнчĕ. Сантăр ăна, Усалукпа калаçса татăлнă тăрăх, тилянккă кăтартмалла. Вăрăм Сантăр хăй тенĕ çынпа калаçма тарават иккен, Шерккее вăл тахçан палланă çын пек кĕтсе илчĕ, ыттисене те хăй патне кĕрсе тухма сĕнчĕ. Пĕчĕк чугунпа чей вĕретсе пачĕ, çăкăр касрĕ, хуппипех пĕçернĕ çĕрулми лартрĕ, Сантăр кунта пĕр-пĕччен пурăнать иккен, çемйи ялта. Вăл çӳллĕ çын, урисем тăсмака, утасса талпăнса утать, вăрăм аллисене çурма авăнчăкрах тытать — халь-халь мĕнле те пулин шатраллă çамкине лаппипе тенĕ пек куç харши пуснă та, арпалăхран тинкерсе пăхнă пек хура куçĕ çеç йăлтăртатса пăхать.
— Миçе пăчкăпа килтĕр-ха? — тӳрех ĕç çинчен сăмах хускатрĕ Сантăр.
Шерккейĕн икĕ пăчкă. Сахалтарах çав. Кĕр вăхăчĕ шанчăклă мар, йĕпе-сапа пуçланас пур, ĕçне вăраха ямасан юрĕччĕ. Сантăр кунта вăрман ĕçлекенсенчен пĕр-икĕ çын хăй те тупма пултарĕччĕ, енчен Шерккей пĕрер пăт çăнăх-и унта, кĕрпе-и — ирттерейсен. Виçĕ пăчкăпа ĕçлесен, пĕтĕм тилянккине виçĕ кун хушшинчех тасатма пулать иккен; Шерккей, ав, виçĕ эрнере те ĕçлесе пĕтереймĕпĕр тесе пăшăрханатчĕ; виççи виçĕ кун пулмасан та, эрне хушшинчех пĕтерме пулать пулсан, ăçта каймасть пĕр-икĕ пăт кĕрпе? Ырă канаш панăшăн ĕрехмет тесе тав турĕ вăл Сантăра.
Сантăр тепĕр çын кăна тупса килчĕ. Çынни ирçе пулмалла, Сантăр пекех паттăрскер, сарлака, вăйлă пек курăнать, пĕлнĕ-пĕлмен сăмахсемпе чăвашла та перкелешет.
Хисеплĕ вăхăчĕсене вăраха ямасăр, вĕсем ушкăнĕпех аслă çулпа вăрмана тухрĕç. Ушкăна Сантăр хăй ертсе кайрĕ. Уçланкă урлă вĕсем тӳрĕ каçрĕç, унтан курăк пуснă çулпа вăрманалла пăрăнса кĕчĕç.
Хĕрлĕ пĕсехеллĕ улатакка, шĕкĕ хурчĕ шыраса, йывăçран йывăçа шаккаса çӳрет. Çерçи хурчăки — сунарçă — аялтанах сăнă пек вĕçсе иртет те, çулçă хушшине кĕрсе, куçран çухалать. Çурта пек йăрăс яхтăсем тӳп-тӳррĕн тăраççĕ. Тăррисенче çеç, çу кунĕнче хĕвел хĕртесрен, хĕлле сивĕ тивесрен сыхланнă пек, пуçĕсене чăвашла çавра çĕлĕк лартса янăн курăнаççĕ. Ешĕл çĕлĕкĕсем кăтра вĕсен, йăрăм-йăрăм, ука ярапа аннă пек, сарă кăрккисем çакăнса тăраççĕ, Çамрăк чăрăшсем ешĕл тухъя тăхăннă евĕр илемлĕ. Вырăнĕ-вырăнĕпе мăй таран хăях, аяккисенче тĕммĕн-тĕммĕн хĕрлĕ шăлан палăрать, çырли хĕп-хĕрлĕ пиçсе çитнĕ. Шаларах кайнăçемĕн чăтлăх пуçланать, чăрăшпа яхта хушшинче чечен хурăн курăнать, вăл шурă шупăрне ури тупанне çити пĕрсе лартнă сарпике пек, лăпкă çил унăн ешĕл çӳçне васкамасăр турать. Акă пĕр пĕчĕк çавра кӳлĕ хĕрринче ватă вĕрене авăнса аннă, хуçăк тăрăллă турачĕ çӳлелле кармашнă, йывăççи хăй вара халь-халь шыва выртса çăвăнассăн туйăнать; вăл çакăнта çитсе чарăннă та кăштах канса илмĕ чавсаланса выртнă тейĕн. Сăртрарах, уçă çĕрте, черченкĕ ăвăс тĕллĕн-паллăн ӳсет. Хулăн мар вăл, çинçешке, тĕсĕ те ытти йывăçсенни пек мар, пăспа, пасарнă пек, имшеркке турачĕ те çара, сайра çулçи çилсĕр-мĕнсĕр чухне те силлене-силлене илет.
Вăрман касма пыракансем сăрт урлă каçрĕç, мăклă шур хырсине чарăнчĕç.
— Акă, сан вăрману çакă пулать ĕнтĕ, — аллисене сарса кăтартрĕ Сантăр. — Урăх кайма та кирлĕ мар. Лашасене çакăнта тăваратпăр та ĕçе тытăнатпăр.
— Çак-и? Çаках-и? — Шерккей калама çук хĕпĕртесе ӳкрĕ. Куçĕ çупа çăвăннă пек йăлкăша пуçларĕ, ĕçшĕн тунсăхланă алли-ури сăрăлтатнă пек пулчĕ.
— Çакă. Пĕтĕм тилянккипех сан вăрману.
Туратсăр яхтăсем, пăхсан çĕлĕк ӳкмелле, çӳллĕ. Йывăçĕ яштака та шултра, пурте пĕр евĕрлĕ — пĕрне тепринчен ытармалла мар. Шерккей савăнса пăхкалать: «Кунта пĕтĕмпех пĕрене кăна пулать-няк, кашталăх та çук-им вара, этсемĕрин?..» — Акă пур-çке, мĕн кирли пурте пур, леререх, айлăмра, çамрăк чăрăш ӳсет, кашталăх касасса юри кĕтет тейĕн.
Сантăр тилянккă ăçтан пуçланнине кайса пăхрĕ, хĕрринчи йывăçа пуртă сăмсипе паллă туса хăварчĕ, унтан ирĕкрех вырăналла иртрĕ те, пĕр яхта йывăçне, çӳлтен аяла çити пăхса, чылайччен тинкерсе тăчĕ.
— Шерккей пĕлĕшĕм, — терĕ вăл, çав йывăçран куçне илмесĕр, — халиччен эс вăрман касса курнă ĕнтĕ, çапла-и?
— Э?.. Мĕн-и, эпĕ-и? — хулпуççине çĕклентерсе илчĕ Шер-ккей. — Ахаль, эп платник ĕçĕпе хам пĕлнĕ пек кăшт тăрмашкалатăп та, вăрман, вăрман кăларса курман çав халиччен, — тунмасăр каларĕ Шерккей.
— Ну, апла эппин, халиччен вăрман кăларса курман пулсан, санăн кунта ман сăмаха итлес пулать, килĕшрĕмĕр-и?
— Сăмахсăрах, ара, сăмахсăрах!
— Малтан çакна касăпăр, йăвантарма кунталла меллĕрех пулать, — терĕ Сантăр.
— Ахаль, кĕллине-мĕнне тумалла марччĕ пуль, çурт кĕллине? — тем манса хăварас марччĕ тенĕ пек хыпаланса ӳкрĕ Шерккей.
— Ун пек тĕшмĕш йĕркине пĕлместĕп вара, — кулкаларĕ Сантăр, — ху пĕлнĕ пек хăтлан... Ну, тепĕр тесен, кам çăмăл алăллă, çавăн чи малтан касмалла пуль...
— Алли вăл Тимрукăнах çăмăл-çăмăл пулма кирлĕччĕ... Кĕллине тăвас-ха, — тем хăй тĕллĕн мăкăртатса илчĕ Шерккей пĕр хушă, унтан, шăхăша кайса, хушса хучĕ: — Çак пулас çуртра Тимрук манран ытларах пурăнмалла, вăл кастăрах малтан.
— Тимрук пулсан — Тимрук пултăр, — терĕ Сантăр, Шерккей аллинчи пăчка илсе. — Манăн хамăн та аллăм йывăр мар. Тимрук, кил, тыт пăчка.
Тимрук ун-кун пăхкаласа илчĕ, пуçĕнчи хĕсĕк сăмсаллă карттусне пусарах лартрĕ, аллисене сурса сăтăркаларĕ те пăчка аврине ярса тытрĕ. Касма меллех мар пулсан та, шăхăрса янăрать пăчкă, сухăрлă кĕрпе енчен енне вăркăшса сирпенет. Яштака яхтă ӳпĕне пуçларĕ.
— Кунталла пăрăнăр! — кăшкăрса ячĕ Сантăр, пăчкине каснă çĕртен хăвăрт вĕçертсе. Çынсем пурте вăл каланă еннелле пăрăнса тăчĕç; каснă йывăç васкамасăр ытти йывăç хушшипе çĕрелле тӳнчĕ, ун сасси вăрмана таçта çити янăратрĕ.
— Çакăн пек касăпăр та, — терĕ Сантăр, ыттисен енне пахса.
Вăрман касакансем йывăç хыççăн йывăç тӳнтерме тытăнчĕç. Каснине-пĕр, тирпейлĕн иртсе-тасатса, пĕренелетсе пычĕç. Кăнтăрла сулăнсан, çакăнтах вут хурса улма пăрахрĕç. Апат, типĕлле пулсан та, пит лайăх анчĕ. Каç тĕлне, ĕç ăнса пынине пула, Шерккей, вăрман хĕрринчи ялти хупаха çитсе, пĕр пулăштух эрех те илсе килчĕ. Каçхине уçланкă хĕрринчи айлăмра, турат та çатăрка пуçтарса, вут хучĕç, вут хĕррине ларса эрехпе йăпаннă хушăра вĕсен чĕлхе-çăвар япшарланчĕ. Кашни хăй шухăшĕпе-хуйхипе пурăнать. Шерккей кăçал пӳрт лартатех иккен-ха; Аттилля Йăкăначĕн те пӳрчĕ тайăлнă, пĕр-пĕр вăйлă çил-тăвăл тӳнтерсе ярасран, йăтăнтарса антарасран Йăкăнатăн хăйĕн те, арăмĕн те каçсерен чунĕсем çук, тепле чăтса ирттермелле пулать ĕнтĕ, хăçанччен иккенне те калама кансĕр; Пикмăрса тесен, уншăн темĕн мар, çу кунĕнче тата та çĕрпӳрт чавма пултарать.
— Шерккей пĕлĕшĕм, — терĕ Сантăр, яра куна ĕçленĕ хушăра мĕн-мĕн асăрхани çинчен сăмах хушнă май, — Тимрук ывăлу пит килĕшрĕ вара. Эпĕр унпа мĕн ир пуçласа каçчен пĕрле ĕçлерĕмĕр. Маншăн тесен, вăрман ĕçĕ — хампа пĕртăван, эп вăрманта çуралнă, вăрмантах ĕмĕрĕм те иртĕ, çапах та пилĕкĕм канăç ыйтать, вăл пур — пĕрре ларса канар тесе асăнтармарĕ, ĕшеннине палăртинччĕ хăть, ярăнса кăна ĕçлет вĕт, ами.
— Ачам, хăйне кура, пултарма кирлĕччĕ-ха, пултарма кирлĕччĕ, — терĕ Шерккей те, уçăлнă кăмăлне пытармасăр.
— Калаçасса та епле ăс çитерсе калаçать, — сăмахне каллех тăсрĕ Сантăр. — Çак вăрмана касса пĕтерсен, пӳртпех пӳрт лартма пулать, тет, ами. Малтанласах вăл мĕншĕн çапла каланине тавçăрса илеймерĕм, а вăл иккен, ав, мĕншĕн çапла калать: санăн, Шерккей, кунта сахалтан та виçĕ пӳрт хăпартма йывăç тухать. Çитрĕ-и? Вăрманпах пуйма пулать. Сисрĕн-и? Ывăлу епле тĕрĕс шухăшлать?
Тимрук, хăйне çаплах мухтанипе вăтанса, ларнă çĕртен тăчĕ те лашасене пăхма васкарĕ. Эрехпе самай хĕрнĕ çынсем улма çиеççĕ, Сайте пĕçерсе янă çамрăк автана вăтăра-вăтăра пайлаççĕ.
— Çĕнĕ пӳрте кĕретĕн иккен-ха, Шерккей шăллăм, — сăмах хушрĕ Аттилля Йăкăначĕ.
— Кĕресчĕ тетĕп те-ха, кĕресчĕ тетĕп.
— Эпĕр пур — пӳрт лартма мар, ниçтан çăкăр умне тухаймастпăр.
— Ăçтан вăл пире пурсăмăра та çăкăр умне тухма! — аллине сулчĕ Пикмăрса. — Кантюксем, ав, кăçал çур пахча кăлат туса лартрĕç. Сана вĕсем кĕлте-улăм та парас çук-çке. Хамăрăн тесен, пуçа хупласан хыç курăнать, çапла мар-и, Шерккей хирĕçлĕм?
Шерккей ларнă çĕртен мелсĕр пăркаланса илчĕ, Пикмăрсана кăмăлсăрланнă пекрех пăхрĕ.
— Пăрахăç çĕре кăкласа ĕçе кĕртрĕ-çке вăл, ĕçе кĕртрĕ.
— Хм, пăрахăç çĕр! Санпа мана темшĕн кăштах уйăрса памарĕç çав çĕре, ĕçе кĕртеймен пулăттăмăр тетне? Тупата, кĕреçепе чавса та пулин пĕр виçĕ хăлаç вир акнă пулăттăмăр. Кĕркунне кĕрпе çуртарса пăтă кăна çимелле пулатчĕ.
— Çапла тетпĕр çав та, — ирĕксĕртен тенĕ пек каласа хучĕ Шерккей. Кантюк пирки сивĕ калаçтарасшăн мар вăл.
— Çуркунне вăл çĕре халăх хушшинче шăпа ярса валеçмелле. Çаккунсăр хăтланма никама та юрамасть, — куçне хупкаласа уçрĕ Йăкăнат.
— Кантюк тӳпине саккунĕ пур пуль çав. Капкайпа Шăрттансем, ав, уеса çитиччен хут çӳретнĕ, тет те, тем, тӳррине тупса пĕтереймерĕç курăнать.
— Капкайĕ ăçта кармашать-ши тата? Мăштах пурăннă чух ларасчĕ-çке кутне хĕссе, кутне хĕссе.
— Капкай çын мар-и вара, Шерккей шăллăм?.. Çапла тетпĕр çав пурсăмăр та. Çав çĕре шăпа ярса валеçтересси пĕччен те иккĕн тумалли ĕç мар ĕнтĕ, ял халăхĕпе килĕшсе тумалла ăна, — терĕ Йăкăнат.
Пурте салхуллăн шăпланчĕç. Кăштах тăрсан Пикмăрса паçăр купаланă вĕр-çĕнĕ пĕрене çине хапсăннă кăмăлпа пăхса илчĕ те аллине тăсрĕ.
— Капла эс, Шерккей хирĕçлĕм, пӳрт лартма кăна мар, çурт çавăрма та пултаратăн, — терĕ вăл.
— Çурт çавăрма тетĕр-ха, — çăтăртатса çунакан вут çинелле Шерккей тепĕр çĕклем çапă пăрахрĕ, унтан хăй вырăнне пырса ларчĕ, — вăл мĕнле калас, малашнехи ĕмĕт-ха ĕнтĕ, халь, акă, халь, умра мĕн пурришĕн ĕрехмет. Çакна чипер турттарса кăларсан, купаласа лартайсан, витсе ăшне те кĕрейсен, кĕрейсен — пирĕн тата мĕн кĕтмелли пур-ха питех? Маншăн пулсан çитет те пуль?.. Ме-ха, Сантăр тусăм, çак юлашки куркана шалт ĕçсе пар тата...
Нӳрлĕ сулхăн. Уçланка тĕтре çăралса аннă. Шурă лăм витĕр çывăхри вут çути те сикчĕлсе курăнать. Тимрук пит сыхланса пускалать пулин те, йĕм пĕççине йĕп-йĕпе тăвать. Лашасем хăях хушшинчи çемçе курăка суйласа, кăмăрт-кăмăрт тутарса çиеççĕ. «Çав Сантăр тетен сăмахĕнче темле тĕрĕслĕх пур», — тесе шухăшлать Тимрук. «Усалука ялта çĕрме пуян та темеççĕ, пуянлăхĕ çапах та пурин куç умĕнче. Вăл çĕрпе тăрмашмасть, вăрманпах ĕç çавăрать. Мĕншĕн ун ашшĕ те çавăн пек майпа кăшт тытăнса пăхмасть-ши? Тимрук хăй пулсан ĕнтĕ çак вăрмана кăларса пĕтĕмпе хăма çуртарĕччĕ те пасартан пасара çитсе сутса укçа тăвĕччĕ. Çав укçапах, тейĕпĕр, тата виç тилянкка туян. Укçа — вăй... Атте çав йĕркене пĕлсех çитереймест-шим вара?»
Шухăш хыççăн шухăш пĕтĕрĕнет Тимрукăн çамрăк пуçĕнче, пĕтĕрĕнет те тăпăлать, вара вĕçĕ-хĕрри курăнмасăр çухалать. Çав шухăшсен вĕçне-хĕрне çитсе пулĕ-ши хăçан та пулин?..
Тилянккăри вăрмана пĕр эрне хушшинче пĕтĕмпех ĕçе кĕртсе пĕтерчĕç. Касса хатĕрленĕ пĕренесене Сантăр ӳпли умне кăларчĕç. Вĕсене вăрласран-мĕнрен пăшăрханмалли çук кунта. Киле турттарас тесен, хĕл çулĕпе меллĕрех ĕнтĕ, ял халăхĕпе пĕр хут ниме туса ирттерсен, урам урлăшне пӳлмелĕх вăрман кăларма пулать. Вуттине тесен, — сивĕтсен, вăл та кирлĕ-çке, — Шерккей, пĕрмай килнĕ чух, ăна халех пĕр виçĕ çуллăх хатĕрлесе хурĕччĕ, — Тимрукпа Селиме хăйсем те çуна çулĕ ӳкиччен самай турттарма ĕлкĕреççĕ.
Пикмăрсапа Йăкăнат хăйсен лавĕсене турат тиесе паçăрах ялалла уттарчĕç. Шерккейпе Тимрук пĕрене шутла-шутла самай вăхăт ирттерчĕç те лешсенчен кая юлчĕç. Вĕсем каç пуласпа çеç вăрăмккине икĕ пĕрене тиесе вăрмантан тухрĕç. Çĕлен пек авкаланса, çуталса выртать кĕрхи якатнă çул. Шерккей çӳренĕ, ярăнса утнă май, пуçне çăмăллăн уха-уха илет, уншăн тулли лав та тулли мар тейĕн. Сăрта хăпарнă çĕрте, малта, тепĕр лав курăнчĕ; Шерккей лаши, кая юлма хăнăхманскер, талпăнса утма тытăнчĕ те, ик-виçĕ ана пӳ кайсанах, малтине хуса çитрĕ. Шерккей, хăйсен умĕнче кам лаши иккенне пĕлесшĕн пулса, куçне шăлкаласа пăхрĕ, — Элентейĕн пулчĕ кайрĕ. Ентĕ кирек мĕнле пулсан та, Шерккейĕн çак самантра Элентейпе калаçас кăмăлĕ çукчĕ-ха, вăл тилхепине хăрах енне карт туртрĕ, çӳренĕ васкаса утма тытăнчĕ. Шерккей пуçне аялалла чикрĕ. Элентей лашипе Тухтар пырать иккен. Тухтар иртсе каякансене, ырă сунса, тем каларĕ, анчах ăна хирĕç Тимрук çеç пуçне çăмăллăн сĕлтсе илчĕ. Çапла, пĕр сăмах каламасăрах, вĕсем Тухтартан мала иртсе кайрĕç.
Шерккее çакăн пек чухне Тухтар çукки пит сисĕнет те, тинех нимĕн те тума çук. Енчен Тухтар халь вĕсемпе пĕрле пулнă пулсан-и, Шерккей таçти ирçене кĕрпе сĕнместчĕ те, халь, ак, калаçса татăлнă, памаллах пулать. Тухтарăн аллисем ытла çыпăçуллă, пӳрт лартнă çĕрте мĕн кăна туман пулĕччĕ вăл... Епле вĕсен Селимепе çавăн майлă инкек çаврăнса тухрĕ-ха, çавна Шерккей ниепле те ăнкарса илеймест... «Юрĕ ĕнтĕ, мĕн курассинчен иртме çук», — шухăшларĕ вăл. Тухтара куç тĕлне ан пул тесе пĕрре каланă, — халь уншăн ӳкĕнме те кирлĕ мар.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...