Хура çăкăр :: XIX. Каçхи сасă
Кĕрекери çынсем мĕн тĕттĕмлениччен савăнчĕç. Шерккей, ахаль чухне тĕк тăнă çĕртенех мăртăхаканскер, халь пуринчен савăнăçлă пек курăнать, чĕлхи-çăварĕ те йăлт уçăлса кайрĕ.
Урамра юрланă сасă тата йышлăрах илтĕне пуçларĕ. Катаччи юррипе пĕрле ĕçкĕрен таврăнакансен юррисем хутшăнчĕç. Такам Шерккее те «тавси» туса иртрĕ. Шерккей, çавна палласшăн пулса, тĕксĕм чӳречерен карăнса пăхрĕ — курăнсах каймасть, паллаймарĕ. Шăнкăрав сасси вĕçĕмсĕр тенĕ пек пĕр евĕр чăнкăртатакан пулнăччĕ, каç тĕлне сайралчĕ. Ют ялсенчен килнĕ çынсем — хăшĕсем хăна пулма ялтах чарăнчĕç, хăшĕсем килĕсене тухса кайрĕç. Тимрук та хăйсен çӳренне картишне кĕртсе тăварчĕ, ăна витене хупрĕ, тинĕлле утă пачĕ, пӳрте кĕчĕ.
— Ну, катаччи чупса таврăнтăр-и, ачам?.. Ильяс ăçта? — ыйтрĕ ашшĕ.
— Ильяс кӳрше чарăнчĕ пуль. Эпĕ Хемитсем патне кайса килем-ха, — терĕ Тимрук.
— Кайса килех, ара, — терĕ ашшĕ, — ĕнтĕ, ачам, лашана паян хăвах пăхăн-ха...
Тимрук тухса кайрĕ.
Тĕттĕм пулчĕ. Кӳршĕрен тупса килнĕ пиллĕк лампи лăпкă пӳртре йăваш çутатать. Кил хуçи ăна çунакан машина тет. Вăрăм-вăрăм мĕлкесем урайĕнчен пуçласа маччана çити тăсăлаççĕ. Кăмака айĕнчи шăрчăксем чарăна пĕлмесĕр чĕриклетеççĕ. Чăваш ялĕнчи пĕчĕк пӳрте авалхи йĕркех кĕрсе вырнаçнă темелле — çыннисем çемçен кăна калаçатчĕç. Сасартăк алăк яри уçăлса кайрĕ, кĕрĕк каптăрмисене вĕçертнĕ Элентей килсе кĕчĕ.
— Э-э, кур-ха! Шăллăм темерĕн, шăллăм темерĕн, шăпах çакăн пек ырă вăхăтра килсе кĕтĕн-çке! — хĕпĕртесе çĕкленчĕ Шерккей ларнă çĕртен. — Каларăм-çке, ман пата килмесен чуну чăтаймĕ тесе. Э?
Элентей тем пăшăхнă, тара ӳкнĕ, сывласса та пашкаса сывлать. Сĕтел хушшинче камсем ларнине пăхса, пĕр вăхăт куç чарса тăчĕ, унтан, шултран яра-яра пусса, маларах иртрĕ. Шерккей тĕлне çитсе чарăнчĕ. Çăра куç харшийĕ чĕтренкелесе мĕлтлетет, тути хăрах енчен канăçсăр туртăна-туртăна кĕрет, хăй çаплах калас тенĕ сăмахне уçса калаймасăр аптраса тăрать.
— Ывăлсем, — терĕ Сайте, тултарнă сăра куркине Элентее сĕнсе. — Тавтапуçах сана тĕп çуртна килсе хисеп тунăшăн. Ятлаçмăпăр, тав тунă куркаран писер мар, кил-ха, ĕçсе пар.
Элентей хăйне панă куркана тытмасăр енчен енне пăхкаласа илчĕ те:
— Ăçта Селиме? — тесе хыттăн кăшкăрса пăрахрĕ.
Ырра пĕлтермерĕ унăн сасси. Сĕтел хушшинчи çынсем пурте ура çине тăчĕç.
— Чимĕр-ха, — терĕ Кантюк, çемçе те тулли аллисене кăштах çӳлелле çĕклетсе. — Ăçта пулччăр ĕнтĕ паян кун çамрăксем, ваттисемпе пĕрле пӳртре пăчăхса лараймĕç çав. Ара. Тем пăшăрханмаллиех çук-тăр-ха, таврăнĕç... Тетӳ патне килтĕн пулсан, ларасчĕ ĕнтĕ пăртак ыр курса. Сăвапĕнчен урăх ним те пулас çук.
— Савăнма вăхăт мар çав, Кантюк папай...
— Акă тата! Çăварнире кам савăнмасть?
— Чим-ха, ывăлсем, мĕншĕн çавăн пек хăратнă майлă калаçатăн? — пăшăрхана пуçларĕ Сайте те.
— Кăшкăрнине илтрĕм, инке. Селиме сассиех терĕм. Тахăш ялсем. Тимĕр кăвак лашапа. Ялтан тухсан, çил пек вĕçтерчĕç. Лашам питех мар. Тытаймарăм.
Сайте аллинчи чаплашка урайне ӳкрĕ, сăри тăкăнчĕ, хăй те ӳкессĕнех сулăнса кайрĕ, упăшки ăна аран тытса ĕлкĕрчĕ.
— Мĕн пулчĕ сана, Сайте? — ыйтрĕ вăл чĕтренсе тухакан сассипе.
— Нимĕн те пулман... Çĕркĕ каç куç хупмасăр ирттертĕм, çавăнпа пуль...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...