Хура çăкăр :: XXVII. Шăпа
«Тухтар!..»
— Э?
Кукленсе ларнă каччă енчен енне çаврăнса пăхкаларĕ — çывăхра пĕр чун та çук. Мал енче кӳлĕ, хыçалта пушă çерем. Тухтарăн ӳт-пĕвĕ сӳ-ӳ чĕтренсе илчĕ: ятранах чĕнчĕ-çке ăна.
Шăлтах Селиме сасси... Вăл чĕнмерĕ-ши ăна? Епле-ха апла?.. Тухтар пуçне сулкаларĕ: чĕннĕ пек кăна пулчĕ çав; таврара никам та çук, хăй кăна. Тухтар ура çине тăчĕ.
Анăçалла васкакан хĕрлĕ хĕвел паян нихçанхинчен пысăк курăнать. Хура вăрман тăррине вăл чĕр ылтăнпа çуса тасатнă. Хĕвел тĕлне пулакан мăнтăр пĕлĕт кăтрисене куçа йăмăхтармалла хĕретнĕ. Йăлтăр куççульпе карăннăн курăнаççĕ вĕсем. Çав йывăр пĕлĕтсем пĕр хĕвеле кăна мар, Тухтар чĕрине те хĕснĕçемĕн хĕсеççĕ, пиелеççĕ, пăвса илес пек пăчăркаççĕ.
Кӳлĕ хĕрринчи сăртра, пĕр аяккинче, хурлăхлă тĕм курăнать.. Ешĕл туйра ăна салхуллăн кăшăллать. Вилтăпри вăл, ун айĕнче Селиме выртать... Селиме!..
Пӳкле вилĕмпе вилнĕ хĕре масара чикмерĕç, хăй вилнĕ çĕртех пытарчĕç. Йышлăн пуçтарăннăччĕ халăх, пĕтĕм ял хăпса килнĕччĕ, Кантюк таврашĕнчен кăна никам та пулмарĕ. Элентей хăй аллипе тупăк турĕ, вилтăпри тавра пĕчĕк карта тытмашкăн тĕкме хатĕрлерĕ, Тухтара, йăлт аптраса ӳкнĕскере, юман юпа якаттарчĕ, ăна вĕретнĕ çу çинче ирнĕ çилĕмлĕ хăрăмпа сăрлаттарчĕ. Тухтарăн куçĕ хĕрелнĕччĕ, шыçса тăртаннăччĕ. Тупăкне витес умĕн вăл пĕр ăстăрккă ниçталла хускалмасăр, куçне мачлаттармасăр Селимене пăхса тăчĕ. Йĕмерĕ. Тумлам куççуль кăлармарĕ. Элле, ун йĕрес хăвачĕ юлманччĕ-ши...
Селиме виллине Мишша шывран кăларсан, Тухтар кам путнине палласа илчĕ те, ывăнса çитнĕ халпала, сыпăк-сыпăкăн кăшкăрса ячĕ. Унтан, нимĕн тăва пĕлмесĕр, куçĕ ăçталла пăхнă — çавăнталла васкавлăн ута пуçларĕ. Тен, чупсах кайрĕ пуль. Каярахпа çеç ăна ватă тимĕрçĕ Çĕнĕ Ыр йăламĕнче тупрĕ те, вăйпа тенĕ пек çавăтса, хăйсем патне ертсе таврăнчĕ.
Селимене пытарсан, халăх салхуллăн саланчĕ. Хĕрарăмсемпе хĕрсем таврари хире янăратса хурлăхлăн макăрчĕç. Селиме ашшĕ Шерккей те куççульсĕр куçне шăла-шăла ĕнĕрлерĕ. Тухтар çын умĕнче йĕмерĕ, каплана-каплана килен куççульне аран çăтса ĕлкĕрчĕ. Халăх кайса пĕтсен çеç вăл нӳрлĕ тăпра пуçĕнче хура юпа хĕррине тĕшĕрĕлсе анчĕ, ӳпне выртса, пĕтĕм тăвăлса çитнĕ ăшне кантарса макăрчĕ...
Пайтах вăхăт иртсен, ун патне Мишша пычĕ. Тухтар çаплах чарăна пĕлмесĕр ĕсĕклетчĕ-ха. Çамрăк тимĕрçĕ ăна ура çине асаппа тăратрĕ: «Айта, Тухтар, айта, юрамасть кун пек», — тесе йăпатрĕ вăл. Мишша ăна хулĕнчен çавăтса тытрĕ. Тухтар хирĕçмерĕ. Хăй ăçта кайнине чухлаймасăр, пĕр сăмах хушмасăр Мишшапа пĕрле танкăлтатса утрĕ. Тимĕрçĕсем патĕнче Тухтара та сĕтел хушшине лартрĕç пулмалла. Çирĕ-ши вăл, çиеймерĕ-ши, çавна астăваймасть вара хăй. Унтан тимĕрçĕсем патне Элентей пырса кĕчĕ. Вăл Тухтара шыранă иккен: апатланма пыма васкататчĕ.
Тата кама курчĕ-ха Тухтар çав кунхине? Тимĕрçĕ хĕрĕ те çавăнтахчĕ пулас. Тухтар унăн ятне те пĕлетчĕ-ха, анчах çав вăхăтра ăна асилесшĕн пулмарĕ. Палюк пурччĕ тата. Вăл алă парса тухса кайнине Тухтар лайăх астăвать. Сăмахĕсем халĕ те хăлхинче янăраççĕ пек: «Пуçна ан ус, йĕкĕт, — терĕ Палюк, — ĕмĕр сакки сарлака теççĕ пирĕннисем. Илтетне? Хăвна инкек пуснă чух арăслан пек паттăр пул», — терĕ вăл, Тухтара ик аллинчен юлташла хыттăн чăмăртаса. Тухтарпа Элентей тимĕрçĕсем патĕнчен çĕр варринче кăна тухса кайрĕç...
Эрне иртрĕ. Тухтарпа Мишша Селимен вилтăпри тавра тĕкме тытса çавăрчĕç, шăтăксем чавса хатĕрлерĕç. Тепĕр кунхине Элентей вăрмантан юманпа хурăн хунавĕ тиесе килчĕ, виççĕнлетсе вĕсем часах йывăç лартса пĕтерчĕç. Тухтар çамрăк юмансене хăй аллипе хăй лартрĕ, Мишшапа Элентей кӳлĕ тавра хурăн лартса тухрĕç. Ĕç пĕтерсен, Тухтар: «Эпĕ çакăнта канса илем-ха, кăштах тăрсан таврăнăп», — терĕ Элентей хăтине. Лешсем Мишшапа пĕрле кайрĕç, Тухтар кӳлĕ хĕрринче пĕчченех ларса юлчĕ.
Тĕкĕр пек курăнать çутă кӳлĕ. Вĕтĕ-вĕтĕ хумсем ун çийĕн ситрелсе пĕрле хутшăнаççĕ те, вара анăç хĕвелĕ кӳлĕре чӳхенме тытăнать. Хушăран вăл шывра, ылтăн çĕлен пек çул хывса, таçта кĕрсе пытанать, унтан каллех йăлкăшакан пулать. Кăвак çунатлă йĕп хӳресем сарă кӳкерчене сĕртĕнес пек вĕçе-вĕçе иртеççĕ. Канăçлă шăплăха нимĕн те хускатмасть. Тухтар хура юпана вăрахчен пăхса тăчĕ. Шăпах çав самантра вăл хăйне ятран чĕннĕ пек илтрĕ. «Ку сасă Селимен пулмарĕ-ши», — тесе кĕрĕпех шухăшларĕ те, ун пек пулма пултараймасса тавçăрса, ларнă çĕртен çĕкленчĕ.
Çук çав. Ана илтĕннĕ пек кăна туйăнчĕ çав. Селимене урăх хăçан та пулин, кам та пулин курас пур-и... Шурăмпуç килет шуралса — Селиме урăх килес çук; вĕçен кайăк, кĕрхи кунта вĕçсе кайса, çурхи кунпа вĕçсе килĕ — Селиме урăх килес çук; чăпар куккук чăтлăхра авăтса савăнĕ — Селиме урăх савăнас çук; сарă шăпчăк сассине шăратса юрлĕ — Селиме урăх юрлас çук; çурхи шывсем шавлĕç ташласа — Селиме урăх шавлас çук. Çук урăх ун сасси те, сăнĕ те. Чăн тӳпери çут çăлтăр пек çиçсе илчĕ те вăл пĕр тапхăр, ĕмĕрлĕхе сӳнсе те ларчĕ. Ачашлăн ӳкет иртнĕ кун çути Тухтар умне. Мĕн пурри куç умĕнчи çут тĕнче пек пысăкчĕ — кĕлленчĕ. Çав тĕнче самантра тенĕ пек шăранса пĕтрĕ, тĕттĕмленчĕ.
Селиме кун курнă чух, кирек мĕнле пулсан та, Тухтар телейлĕччĕ-ха. Ăна пула вăл пурнăç илемне чухлама вĕренчĕ, хăй таврашĕнчи çутçанталăкăн асамлă хăвачĕпе улшăнакан ӳсентăрана курнипе те вăл, тавçăрма хăнăхан пĕчĕк ача пек, хĕпĕртекен пулнăччĕ, чун хавалĕпе çĕкленнĕччĕ вăл, ĕнтĕ уншăн ура ярса пусас курăк та шелччĕ. Вăраннă шăпчăк ларакан турата куçран çухатас марччĕ тенĕ пек, пăхатчĕ вăл куçран хăйĕн савнине. Ĕнтĕ такам алли лартса ӳстернĕ ачаш туна та пурнăç илемне кӳрекен чечекĕн курăнатчĕ. Пĕркун, ав, ăна йыснăшĕ темле те хăртса пĕтерчĕ, йĕкĕт чĕри ун чух калама çук ырататчĕ: халь тесен, вăл çавна та йăлтах манма хатĕрччĕ — Селимен вăхăтсăр татăлнă кунçулĕпе çеç нимĕнле те кунăçасшăн мар, Тухтар чăтма çук пысăк хуйха ӳкрĕ. Мĕн юлчĕ ĕнтĕ халь уншăн, мĕн юлчĕ? Пĕртен-пĕр ăстăнри асăну, телейлĕ тĕлĕкре курăнан чун варлийĕн тĕтреллĕ сăнарĕ — вăл та пулин курăнас пулсан çеç — урăх нимĕн те çук, нимĕн те çук. Çак таса тăпра ӳлĕмрен ем-ешĕл çамрăк курăкпа витĕнĕ, хĕл варринче сивĕ юрпа пĕркенĕ — Тухтар ирĕн-каçăн киле-киле кайĕ. Çук, вăратас çук Селимене ĕмĕрхи ыйхăран. Мĕншĕн тавăрма çук-ши вăхăтсăр татăлнă кунçула? Селиме вара, Селиме чухлĕ Селиме те пулин ăна асне илмерĕ-шим... Йывăр шухăшсем Тухтара пăртаклăха та канăç памаççĕ, каччă йăлтах аптраса ӳкрĕ.
Ял çамрăкĕ вăйăра савăнать.
Акă пĕр вăхăта хĕрсен уçă сасси илтĕнет. Ытарма çук çамрăксен вăййи! Унта хĕрпе каччă çума-çумăн тăнă чух пĕр-пĕрне пĕлтерме хăяйман шухăш, сăвва пула, чĕлхе вĕçĕнчен уçăлать, савса тунсăхланă курнăçу вăхăт виçме мантарать, çунатлă ĕмĕтсем хĕрӳ чун хавалне ыр çын та телейлĕ пулма хĕтĕртеççĕ — çаксем пурте, пурте савăнăçлă вăйăра виçĕнсе-майлашăнса шăпах хăйсене кирлĕ вырăн тупаççĕ. Кулленхи асаппа терт те, çити-çитми пурнăç та, сăна васкатса улăштаракан шухăш та çакăн пек чух кăштах манăçать, чун йăвашланать, чĕре çемçелет...
Инçетрен илтĕнет хĕрупраç сăвви. Лăпланнă чăваш урамĕсене вăл сăпайлăн та чиперрĕн янăратать. Хĕрсе çĕкленнĕ çемĕ майĕпенрех илтĕнме тытăнать; çав вăхăтра, сăвă çеммипе тава кĕрсе тенĕ пек, сасартăк тепĕр сасă янăраса каять: арçын сасси. Кам юрлать кăна?.. Тухтар ыйхăран вăраннă пек пулса итле пуçлать, хăй унталла-кунталла пăхкалать, сисмен хушăрах сăрталла хăпарать. Юрă сăмахĕсем ян каяççĕ: «Алран кайми аки-сухи...» Кам юрлатăр ку юрра? Шинкĕл ĕнтĕ, выртма тухнă пулинех. Сасси хытăрах та хытăрах илтĕннинчен, вăл хăй патнелле васкамасăр пынине Тухтар тĕшмĕртсе илчĕ, хăй те ăна хирĕç утрĕ. Пурнăç пурпĕрех пырать иккен. Калаçса ăш пусармашкăн юлташ пурришĕн хĕпĕртем пек те пулчĕ Тухтар. Чĕрене хăйăрса кăларас пек хурлăхлăн тăсса юрлать çав Шинкĕл, кĕввине те хăйне май ăста улăштарма ăс çитерет, юн чуппине чарассăн туйăнать унăн юрри. Çав вăхăтрах инçетре сăвă калаççĕ. Сăмахĕсене уйăрса илме çук. Икĕ çемĕ пĕр-пĕринпе пит вырăнлă килĕшсе çыхăнни телейсĕр Селимене асăнса юрланă пек илтенет. Тухтар, утнă сĕртен чарăнса, йĕпеннĕ куçне шăлать, тепĕр çаврăм итлет. Шинкĕл юрри лăпланса пырать.. Ун вырăнне каллех сăвă калани янăрама тытăнать. Хальхинче ак сăвва каччăсем те хутшăнаççĕ.
Тухтар тата малалла утать.
Лашасем çеремре курăк суйлаççĕ. Малта пĕр мĕлке курăнса кайрĕ: шлепкепе вăл, чаппан уртса янă аллинче тимĕр тăлă чăнкăртатать. Çывăха çитсен, Шинкĕл хăех сăмах хускатрĕ:
— Кам пулчĕ-ха ку? Тухтар шăллăм, эсĕ-и?
Тухтар пуçне çĕклерĕ.
— Эпĕ-çке, Шинкĕл тете.
— Йĕкĕт пуçăпа мĕн туса çӳрен кунта çĕр варринче? Вăйăра пулмалла халь санăн.
— Ытла каçа юлтăм-ши вара?
Шинкĕл кăштах хĕрĕнкĕ, кăмăлĕ уçă чухне чĕлхи япшар. Тухтар ăна выртмара час-часах куркалатчĕ-ха. Шинкĕл кирек хăçан та пĕр-пĕр халап ярать е чăн пулнинех хăйне май юптарса кала-кала парать.
— Шинкĕл тете, эс кунта пĕчченех те, лашусем пайтах вара, — терĕ Тухтар.
— Хамăн тесе ан кала-ха, шăллăм.
— Куратăп-çке хăвăн маррине. Кантюк папайсен пуль ĕнтĕ?
— Саккăрăшĕ те вĕсен. Пăхкаласа çӳре тет. Урнашкасăр кăх пултăм кăçал тет, ахаль тумăп тет. Мана мĕн? Пĕр чĕрес вир кĕрпи парсан та, выç хырăмра утнаккăн шĕвет, çапла-и?.. Ларар-ха çакăнта. Пĕччен чĕлхем тем пек сăмахласса кĕтет. Тухтар шăллăм, эс те пулин мана юлташа тухми пултăн-çке. Пĕрле чухне пирĕн кирек хăçан та сăмах-юмах тупăнатчĕ, çапла-и? Эс те кĕтӳçре çӳренĕскер, эп те санран ытли мар. Эх, пурнă-ăç...
— Тĕрĕс, Шинкĕл тете, тĕрĕс.
Шинкĕл чаппанне курăк çине сарса пăрахрĕ. Кукленсе ларнă чух чĕркуççийĕсем шăт-шат шатăртатрĕç.
— Лар эс те çакăнта, ларса кан-ха пăртак, — хистерĕ Шинкĕл Тухтара. — Паян хам та кунта выртса тăмастăп-ха. Çĕртме сухине кайма лашасене иртерех илсе пыма хушрĕç. Акă ман кунта ăша кантармалли пур, куратна?.. — вăл çавăнтах кĕсйинчен пĕр кĕленче туртса кăларчĕ, хăй тата хутланарах ларчĕ. — Ай, ура сурать-çке, тупата. Ахлатмасăр сывлăш та тухмасть çав.
— Мĕн эс, — терĕ Тухтар, — хупа пĕрле шыв чиксе çӳрекен марччĕ-çке?
— Хе-хе, каларăн! Шинкĕл хăйне хăй улталаса çӳреме ухмах тетнем? Ку вăл, тăванăм, тăлăх каç йăпатмăшĕ. Пăвара пултăмăр. Нямаçпа пĕрле. Хăй вăл таçта хĕрсемпе ермешсе кайрĕ. Мана, сăмах ан çӳреттĕр тесе мар-и, çакна тыттарса хăварчĕ. Шинкĕле мĕн, вăл хăйне кура, йĕркине чухлать, ак халь шăпах сыпас вăхăтăм та çитрĕ.
Нямаç ятне илтсенех, Тухтарăн кăмăлĕ пăтрана пуçларĕ, вăл хăй çулĕпе килнелле утасшăн туртăнчĕ.
— Чим-ха, Тухтар шăллăм, лар юлташа. Çу каçĕ ытарма çук лайăх. Савăнар-ха иксĕмĕр, пирĕншĕн урăх савăнăç та çук. Çăлтăрсем кĕçĕр иртнĕ каçринчен те аяларах аннă пулмалла: мĕлтлетсе йăлкăшнине куратăн та, чун хĕпĕртет, пурăнни те ахаль мар пек. Сыпас та мар-и тумламшарăн?
— Эп сыпмастăп, Шинкĕл тете, хăвах сып, усса пытăр.
Тухтар, ытахальтен тенĕ пек, чаппан хĕррине кукленсе ларчĕ.
Каçĕ, чăнах та, лайăх çав: пăчă мар, сывлăш уçă, нӳрлĕрех те. Хăмăшлăхран пĕччен карăш авăтни илтĕнет.
Шинкĕл аллинчи кĕленчине çĕклерĕ те, хăрхăмлатнă турашăль пек шĕвĕр сухаллă пуçне каçăртса, эрех сыпрĕ. Пуçĕнчи шлепки хыçалалла хывăнса ӳкрĕ, сарлака кукша пуçĕ çу сĕрсе янă пек çуталчĕ. Çапла кăшт сыпнă хыççăн тутине чалăштарса сывлăш çавăрчĕ, сайра мăйăхне шăлкаласа илчĕ.
— Хăватлă та, мур илесшĕне, — терĕ вара. — Пыра çунтарсах анса кайрĕ... Чим-ха, манăн кунта çырткаламалли те пурччĕ пулас, — вăл кĕсйинчен лапчăнкаласа пĕтнĕ çăкăр сăмси кăларчĕ, шуратмасăр пĕçернĕ улмапа ешĕл сухан тупрĕ, ланчашка татăкĕпе чĕркенĕ тăварне çĕре сарса хучĕ. Çаксене курсан, Тухтарăн хăйĕн те çиесси килсе кайрĕ.
— Ăшăм лăштах пусăрăнчĕ, — терĕ Шинкĕл малалла. — Эрех, калама кирлĕ сана, чĕре имĕ вăл. Мурĕ вĕретме вĕреннĕ-и ăна, кам пĕлтĕр, а тулĕккĕш усси вара... э-э, тăванăм, йывăр шухăш пусать-и сана, нуша йĕртет-и, çак таса тумлама сыпсан, вăхăтлăха пĕтĕм инкек-синкек манăçать, тупата, чĕрене уçсах ярать. Çавă çав. Пурăнатпăр тетпĕр пурнăçа. Кулăш. Алапа Велюшĕ калать, маншăн та хĕвел пăхать тет. Хĕвелĕ вăл, сана калам, пуриншĕн те пăхать те, пурне те пĕр пек ăшăтмасть çав. Чун тарăхать, чĕрем çунать, аптранă енне кирлĕ-кирлĕ марпах ăшна пусаратăн. Акă сана эпĕ пĕр çаврăм юрласа парам, эс тăнласа итле. Чăвашăн юрри те хăй пек, тавçăруллă ăспа хывăннă. — Шинкĕл çамкине аллипе сăтăрса илчĕ, майĕпен çеç юрласа ячĕ:
Пыллăях та пыллă сăрисем пур,
Уль-тьуль —
Тьуль-тьуль...
Пыллăях та пыллă сăрисене
Уль-тьуль —
Тьуль-тьуль...
Чипер ĕçе пĕлмен, ай, çынсем пур.
Уль-тьуль —
Тьуль-тьуль...
Чипер ĕçе пĕлмен, ай, çынсене
Уль-тьуль —
Тьуль-тьуль...
Килĕсене кайма, ай, çулсем пур.
Уль-тьуль —
Тьуль-тьуль...
Юрласа пĕтерсен, вăл Тухтара пăхса илчĕ.
— Э? Мĕнле пек? Ăслă мар-и чăваш юрри? Кĕрекене кĕтмен çын пырса кĕрсен, куркипе хăна ту та аврипе тĕрт тени пулать вăл, шăллăм. Çавă çав. Юрласса, калам сана. Атăл леш енчи Сиктĕрме чăвашĕ Тилли старик юрланă, тет, ăна. Хам курман-илтмен те ăна, ăслă çынсем илтнĕ, çавсем мана вĕрентрĕç... Эх, Тухтар шăллăм, Шинкĕл тетӳ çичçĕр çитмĕл юрă пĕлет пуль те юрласса хирте кăна юрлать. Ăçта юрлатăр тата?.. Ме, Тухтар шăллăм, ырă сунса панă чух аврипе тĕртмеççĕ. Ак çырткаламалли те кунтах. Ырă кур!..
Каччă хальхинче те сыпасшăн марччĕ, анчах Шинкел çапла ӳкĕтлесе калани ăна, чăн та, тӳрре килессĕн туйăнчĕ. Тен, вăркасси пусăрăнĕ, хуйхи пăртак чакĕ, йывăр шухăшсем сирĕлĕç... «Кӳр-хă эппин», — терĕ вăра вăл, аллине Шинкĕл енне тăсса.
— Ме, ыр кур. Мана юрани сана та юрама кирлĕ.
Тухтар ик-виçĕ сыпкăм сыпсах чăнтăхса кайрĕ, кĕленчине каялла тăсрĕ. Хăватлă эрех ун ăшне çавăнтах вут хыптарнă пек пĕçертсе ячĕ.
— Эх, эс те çав! Ме, чĕре сурри ту.
Тухтар çăкăр татăкĕ хуçса илчĕ, улма шуратрĕ, ăна тăварпа пуçса çиме тытăнчĕ. Шинкĕл çав хушăра çатăрка пуçтарса килчĕ, вут чĕртсе ячĕ. Тавралăх сасартăк тĕттĕмленнĕ пек пулса тăчĕ.
— Вăт капла лайăх та. Çавă çав. Эрехĕ пирки çакна калам, — терĕ вăл, тата кăштах сыпса. — Чĕре имçамĕ терĕм-и? А мĕншĕн? Калам сана, апат витерме пулăшать, чир-чĕртен ăша тасатать, пуç çинчи нушана мантарать. А тулĕккĕш ăна ĕçе пĕлмен çынсем пур. Ав, хайхи юрă сăмахĕ камсене тивет! Илтрĕне? Эс çамрăк-ха, Манюр папай çинчен нимĕн те илтмен пуль.
— Кантюк папай ашшĕ пулнă-и-ха вăл? — ыйтрĕ Тухтар. — Хальхисен тĕпкĕчи тенине илтнĕ пек.
— Шăпах çавă. Лутакайскерччĕ. Кĕреш пек хулăн та лутраччĕ.
Ну, итле эппин. Пуян та пуян тетпĕр, епле пуйнине те пĕлетпĕр-çке. Ĕлĕкех пулнă-ха вăл. Манюр папай лаша вăрласа таврипе чапа тухнă. Ют витерен тăр-кăнтăр варринчен чи лайăх ăйăра çавăтса тухма пултарнă, теççĕ. Вăрă вăрах ĕнтĕ, телейĕ те хăйпе пĕрлех çӳренĕ курăнать. А тулĕккĕш телейĕн хăйĕн те пĕр тантăшĕ пур, пĕлнĕ пул çакна: телейрен инкек те уйрăлмасть.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...