Хура çăкăр :: XXX. Çураçу
Нямаç ашшĕ хушнипе Куршанка кайса килчĕ. Кĕçтенюка вăл: «Хамăр хушăри тахçанхи вĕчĕлĕхе манăпăр ĕнтĕ, — терĕ, — ман асаттепе сан аçу хушшинчи хирĕçĕве урăхран асăнар мар, — терĕ, — ӳлĕмрен урăх тавлашасси пулмĕ», — терĕ. Кĕçтенюк, хăй ăшĕнче ун сăмахне пĕтĕмпех шанса каймарĕ пулсан та, йĕркешĕн тесе, Нямаçа тав турĕ, хĕпĕртем пек пулчĕ: «Малашнехи ырă ятăма мĕнпе тивĕçейĕп-ши?» — тесе ыйтрĕ.
Тивĕçес ĕçĕ, Нямаç сăмахĕ тăрăх, пысăках мар пекчĕ. Кĕçтенюкăн кунта пĕр-ик кунлăха кĕтӳ кĕтме урăх çынна кĕрĕшсе тытмалла пулать. Нямаç çавăншăн хăех тӳлеме те килĕшет-ха. Унăн вара пĕр ялтан тулли пичке тултарса килмелле пулать. «Мĕнле пичке вăл?» — тесе ыйтрĕ Кĕçтенюк, Нямаç ăна: «Шыв пички», — тесе ăнлантарчĕ. Ют ялтан? Пичкепе шыв тултарса килмелле пулать-и? Мĕне кирлĕ ун пек туни? Ялта шыв çук тейĕн...
Кĕçтенюк тĕлĕнсе, Нямаç сăмахне шанмасăр, енчен енне пăхкаласа илчĕ. Нямаç, нимĕн тăвайман енне, тӳррипе каласа пама тыгăнчĕ. Çулĕ типпе кайрĕ, çумăрсем çук, ял халăхĕ выçăхма пултарать. Ун пек ан пултăр тесен, ялти çынсен Улхашран пĕр-пĕр тĕттĕм çĕр шыв илсе килмелле те ăна ялти кӳлле килсе ямалла. Вара шыв типмест, çулленех çумăр пулать тесе ăнлантарчĕ Нямаç.
Сăмах мĕн çинчен пынине Кĕçтенюк тавçăртăм терĕ. Шухăшланă ĕçĕ тӳрре килессе шанмасть иккен вăл, çапах та: эпĕ хирĕçсе тăрас çук, кĕтĕве пăхма пурпĕрех çын шырамалла пулать, сăмахăма ыран татса калăп тесе, шантарса ячĕ Нямаçа. Тепер кун Кĕçтенюк пĕтĕмпе кутăна хыврĕ. Ун пек ĕçе килĕшсе, хисеплĕ ятăма ярам мар терĕ. Каларĕ те! Хисеплĕ ят тет... Темле вăрăм чĕлхе сивĕтме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ ăна...
Нямаç çакăн çинчен ашшĕне каласа пачĕ. Кантюк йăлт тарăхса кайрĕ. «Епле апла, — терĕ вăл ывăлне, — чĕлхӳ тӳрмен пулчĕ пуль, çынпа калаçма сăмах та, ăс та çитерейместĕн», — терĕ.
Анчах Нямаç ашшĕне тепĕр ята асăнсан, Кантюкăн сăн-пичĕ уçăлчĕ. Калаçасса вара хальхинче ывăлне шанмарĕ, хăй сăмах пĕтерме пулчĕ. Каçкӳлĕм вăл лавккине кĕчĕ, чĕлхемĕр уçăлтăр тесе, кĕсйине эрех чикрĕ, çур хăпарту илчĕ, пахчине кĕрсе ешĕл сухан татрĕ. Хăй таврăниччен кунта мĕн-мĕн туса ирттермеллине Нямаçа йĕркипе каласа хăварчĕ, арăмĕпе хĕрĕсене те пулăшма хушрĕ. Пĕр-пĕр çын килсе, Кантюкран ырă хыпар çитерсен, чĕнес тенĕ шанчăклă çынсене шăппăн кăна хăвăртрах пуçтарса, хатĕрленсе, хăй таврăнасса кĕтмелле. Мĕн тумаллине, çынна питех систермесĕр, васкавлăн тумалла. Ют куçсене кăтартмалла мар, ют хăлхасене илттермелле мар. Илтсен-пĕлсен, ĕç тăвасси чарăнма пултарать тесе хытарсах каларĕ вăл. Хĕвел анаспа Кантюк, хăйсен пахчи витĕр каçса, хирелле тухса утрĕ. Инçетри çеремре шевле вылять. Кантюка пĕр кĕтмен çĕртен кӳлĕ курăннă пек пулчĕ, кӳллĕн лутра çыранĕсем катари тавракурăм хĕррине халь-халь кĕрсе пытанас пек чĕтренсе мĕлтлетеççĕ. Кăнтăрла калама çук пăчăччĕ, каç еннелле сывлăш уçăлчĕ. Çĕнĕ Ыр патнелле тухакан сукмакпа утма аван, канлĕ. Васкамасăр утать Кантюк. Çулне мулкач тавраш ан таттăр тесе, татсан та асăрхас мар тесе вăл пуçне питех çĕклемесĕр пырать.
Типнĕ çеремре шĕвĕр сăмсаллă тыркассем пуçĕсене чанк тăратса унталла-кунталла пăхаççĕ те, çын иртсе пынине асăрхасан, шăтăкĕсене йăпăр-япăр тарса кĕрсе пытанаççĕ. Кантюк пăртак ларса канма шут тытрĕ. Ĕшенессе ĕшенменччĕ-ха вăл, çитес çĕре кăна тĕттĕмрех пулсан çитме шут тытрĕ. Ларса канна май ун пуçĕнче тĕрлĕ шухăш çаврăнчĕ. Тахçан авал çаканта хаяр вăрçă пулнă, тет, Ав — Тĕрĕк валĕ. Кăнтăрти чăваш çĕршывне вăл урлăшĕпех касса иртет. Çавна ал вăйĕпе халăх чавса тунă. Çырмари пĕр тарăн аслă çул тăрăх тăватшар лаша кӳлнĕ павускасемпе лавсем, çĕрне-кунне виçмесĕр, пĕр-пĕринчен ĕрĕхтерсе ирте-ирте çӳренĕ, вĕсен чăнкă пĕккисем курăнман. Салтаксен йышлă ушкăнĕсем çакăнта тăшманпа тытăçса хаяррăн çапăçнă. Халь унта тĕллĕн-паллăн çеç чул хӳмесем курăнкалаççĕ, вĕсем те пулин тăпрапа витĕннĕ, çеремпе пусăннă. Вăйлă çумăр çуса çырансене ахратсан çеç çĕр айĕнчен çĕрĕшнĕ пуç чашкисемпе авалхи йĕтресем, тĕрлĕ тимĕр татăкĕсем тупăнкалаççĕ. Халь кунта мĕскĕн сăвăрсем кăна, тарăн шăтăк чава-чава, çын куç тĕлне пуласран шикленсе пытанса пурăнаççĕ.
Хире выртма тухнă ачасем унта-кунта вут хучĕç. Кантюк ларнă çĕртен тăрса малалла утрĕ. Лупашкара, хăйĕн хирĕ патĕнче, унăн лашисем. Лашисем кунтах, Шинкĕлĕ çук. Кантюк пĕр тĕм патнерех çывхарчĕ, тăсăлса выртан Шинкĕле курах кайрĕ.
— Лашусем туртса кĕреççĕ тетĕп-çке? Ара. Мĕн çывăран?
— Ĕ?.. — мелсĕр хускалкаланса вăранчĕ Шинкĕл. Ури шăтăр-шатăр шатăртатрĕ. Хуçана курсан, тăрса ларчĕ, куçне аллипе шăлчĕ, пăхкаларĕ — лашисем пурте кунтах иккен.
— Мĕн вара?.. Çывăрсах кайнă мар-и эпĕ? — хăйне кам та пулин тавăрса калассăн пăхрĕ вăл Кантюка.
— Ăна хăвăнтан ыйтса пĕлмелле. Ара. — Мирлĕн каласа хучĕ Кантюк. Шинкĕл хальхинче хуçан уçă кăмăлне асăрхарĕ, куçĕ йăваш иккен, сасси те çемçе. Кантюк мар, пĕр-пĕр мĕскĕн çын килсе тăчĕ тейĕн.
— Кăнтăр çутипе çывăрни тем мар-ха вăл, Шинкĕл шăллăм. Ара. Çĕрле тесен, куçна ан хупнă пултăр, иккĕ пăхса, çиччĕ кур. Çавăн пек кирлĕ çав, — терĕ Кантюк, Шинкĕле йăпатса. — Кунта мĕн, лашасене çырткаламалăх курăк та çук пуль?
— Çавăн пирки санпа калаçса пăхасшăнччĕ çав, Кантюк папай. Çынсем, ав, Паскакалла каяççĕ, çапла-и? Унта курăк аван, тет, çавăнта каймалла мар-и?
— Çĕртме пĕтерĕпĕр те, унтан Паскака та кайма пулать, мĕншĕн каймалла мар?.. Эс, мĕн, кунта пĕччен кăна-им çак? — тĕм çумнерех пĕшкĕнсе ларчĕ Кантюк та.
— Пĕчченĕ-мĕнĕ, сана калам, халь ял халăхĕ кунта тухмасть. Пĕччен çав, йăлăхтарать те, мĕн тăвас ĕнтĕ?
— Ак тата! Нямаç калать, Шинкĕл пĕччен мар вăл тет. Кунта ăна эсĕр пĕркун хăна та туса янă пулнă иккен?
— Пĕркун-и? — асне илме тытăнчĕ Шинкĕл, — çапла, килнĕччĕ çав вăл. Эпĕр леш Туймет ачипе, Тухтарпаччĕ, — ятлама тытăнать иккен тесе, Шинкĕл кăштах пăшăрхана пуçларĕ, çапах та пĕр пуçланă сăмахĕнчен пăрăнмарĕ. — Тухтар вăл хăшпĕр каç килкелесе каятчĕ çав. Халь тем, пуç ыратать текелет, вăхăчĕпе хăй тĕллĕн мăкăртаткалать. Сана кăна калам, тек Шерккей хĕрне асăнать. Эп калатăп, пушали асăн ăна тетĕп, а тулĕккĕш пурпĕр çук ĕнтĕ вăл тетĕп.
— Ара. Çапла пулмасăр. Халь ĕнтĕ асăнсан та, асăнмасан та пурпĕрех... Урăх вăл сан патна килсе курмасть пуль çав?
— Кам? Туймет ачи-и?.. Ĕнер килмерĕ. Каçсенче тек вара кӳлĕ хĕрринче пуçне сĕнксе ларать. Çĕр çывăрмасть. Хăш чух арпашнă майлă та калаçа пуçларĕ. Вут хурсан, кĕçĕр те килет пуль-ха вăл. Тепĕр тесен, килни кирлех те мар, юлташа тесе кăна-çке эп.
Кантюк хайпе пĕрле илсе килнĕ япаласене кăлара пуçларĕ.
— Килти ĕçе пула, Нямаç килеймест ав паян. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç, хам та пулин килсе каяс терĕм... Ара. Вутна хур-ха эс, хур, çунтăр. Хирти вут çутине авалтанпах юрататăп.
— Тип çатăрка пурччĕ те, иртнĕ каç çунтарса пĕтертĕм ĕнтĕ ăна.
— Ав, лере, ана пуçĕнче, халь кăна куртăм, чикке лартмалли юпасем хатĕрленĕ, çĕмрĕк сӳре те пур унта, çавсене йăтса килес те вут хурас. Ара. Епле апла?
— Вĕсене эпĕ хам та куртăм та, — Кантюк шӳтлет тесе, Шинкĕл кулкаласа илчĕ, — Ытла хĕрӳ çунакан япаласем-çке вĕсем?
— Çавă лайăх та, шăллăм, аван çунаççĕ вĕсем, йăтса кил те тивертсе яр. Чик юписене эп татах хатĕрлеттерĕп. Хирте хăна пулнине нимĕн те çитес çук. Ара.
Шинкĕл Кантюка шансах пĕтермесĕр чăрр! пăхрĕ те, леш курăк çине çитĕ сарса çăкăр кăларсан, хуçа чăнласах ăна ĕç хушнине тавçăрчĕ, вара: «Эпĕ наччасра», — тесе, вут-шанкă пуçтарма чупса кайрĕ.
Кантюк, таçта кайма васканă пек, хăвăрт хатĕрленчĕ, Шинкĕл таврăнасса та вăл, чăтаймасăр кĕтсе, тĕттĕмелле тек пăхкаларĕ.
Шинкĕл хăйне вăрах кĕттермерĕ. Вăл сӳрене ватса вутă турĕ, чикĕ юписемпе пĕрле ытамласа килчĕ те вут хурас çĕре лап пăрахрĕ. Кантюк типĕ курăкпа хытхура çăлса пуçтарчĕ. Часах вут чĕртсе ячĕç. Йăлттам вут ачисем хăватлăн кĕрлесе çӳлелле хăпараççĕ. Шатăртатса çунать типĕ йывăç, хытхура тар пек хыпăнать.
— Ну, халь юлташна чĕнсе килме те вăхат çитрĕ пуль эппин сана?
— Кама? — куç чарса пăхрĕ Шинкĕл.
— Туймет ачи терĕн-çке?
— Э-э, ăна тетĕн-ха... Çук, чĕнме кирлĕ мар, кирлех пулсан, вут çуннине курсан, вăл хăех килет... Чим-ха, вăл ав, çавах пулас, кӳлĕ хĕрринчен васкамасăр хăпарнă пек куратăп.
— Санăн куç çамрăк çав. Эс витĕр куратăн, — Кантюк васкамасăр курка тултара пуçларĕ, — Эс шанчăклă çын, Шинкел шаллăм, — терĕ вăл, — сана кирек мĕнле ĕç те шанса пама пулать.
— Ак ĕнтĕ, — чĕлĕмне чĕртсе ячĕ Шинкĕл, — эрне иртрĕ пуль лашусене пăхма тытăнни, ун пек-кун пек айăплă сăмах илтессе кĕтместĕп-ха. Элле ман вырăна урăх çын тупрăр-и?.. Мана хамăн килти ĕçпе кăна аппаланма пит аванччĕ те.
— Сана тепĕр эрне те пулин тытас тетĕп çав, — майепе çеç сăмах тăсрĕ Кантюк. — Унтан вара пĕр-пĕр çын тупăпар-и... Мĕнле шухăшлан эс, çав Туймет ачипе калаçса пăхсан, килĕшме пултарать пуль вăл?
— Мĕнле ĕçе?
— Тарçа илес шутăм пур та çавна. Ара.
— Пĕлсех каймастăп та, а тулĕккĕш, мĕн ĕнтĕ, Кантюк папай сана калам, калаçса пăхнăшăн чĕлхе çĕтмест, теççĕ, чăвашсем. Тӳрĕ çын пек туйăнать мана. Элентей патĕнче ĕçлекелет-ха вăл та. Ачи мана пит килĕшет, ман хăраххăм.
— Çапах та хăйне калаçса пăхăпăр. Тен, килĕшĕ те.
Шинкĕл тинех Тухтара хуçа мĕншĕн чĕнесшен пулнине тĕшмĕртем пек пулчĕ.
Çын мĕлки çутă патнелле васкамасăр утса çывхарчĕ. Тухтар. Шăмшакĕ çинçерех унăн, вут çутипе çуталнă май, хăй çӳллĕ курăнать. Хура пиншакпа, тĕрĕллĕ кĕпе тăхăннă, шăлаварпа, çăнĕ çăпатапа, пиншакĕ айĕнчен пиçиххи ярапи курăнса тăрать. Кăтра çӳçĕ çамки çинелле лаппипе усанса аннă. Вут хĕррине çитрĕ те, хăй патне таврăннă пек, пĕр сăмах чĕнмесĕр кукленсе ларчĕ.
— Ну, шăллăм, куркаран аслă пулар мар, тав сана, — шăппăн каласа хучĕ Кантюк, аллинчи куркине Шинкĕле тăсса.
Шинкĕл: «Ерехмет», — терĕ те чарăнмасăрах ĕçсе ячĕ. Кантюк, куркана каялла илсе, сахăр пек шурă япала ячĕ:
— Тутлăрах пултăр, — терĕ вăл. Унтан: — Ку куркана Тухтара пар, — хушрĕ вăл Шинкĕле. Шинкĕл, Кăнтюк аллинчи куркана илсе, Тухтара сĕнчĕ.
— Ĕç, ĕç-ха пăртак, чĕрӳ патне пытăр...
— Шыв-и? — ыйтрĕ Тухтар.
— Шывран тутлăраххи. Ĕçсе пар хăвăртрах. Ак çыртмалли те кунтах. Сывлăш çавăрмасăр ĕçсе пар. Пуçу ан ыраттăр.
Чăмпах тултарнă куркана Тухтар тахçан ĕçме вĕреннĕ çын пек сывлăш, çавăрмасăр шалт туса ĕçрĕ. Кайран çеç вăл кăкăрне аллипе ярса тытрĕ, сывлăш çавăрчĕ, Щинкĕле хурлăхлăн пăхса илчĕ.
— Эрех-çке ку?
— Эрех пулмасăр? Шыв терĕн-им?.. Тăвăнăм, вăл сĕтрен лайăхрах япала, а тулĕккĕш ăна ĕçме пĕлмен çынсем пур...
— Э, астурăм Манюр папая, — кулам пек тукаларĕ Тухтар.
Кантюк, кăрт сиксе, каялла чакса тăчĕ.
— Çи-ха эс, Тухтар, çи, ак кунта хăпартупа сухан пур, шăрттан тăтăкĕ те. Ара.
Шинкĕл аллинчи шурă куркана илсе, Кантюк татах эрех ячĕ, ăна каллех, Шинкĕле тыттарса, Тухтара ĕçтерме систерчĕ. Анчах Тухтар хальхинче курка тытмарĕ, вăл апатланма пикенчĕ. Кантюк Тухтарăн хупăнас патне çитнĕ куçне асăрхарĕ те, Шинкĕле кăчăк туртса, пăшăлтатма тытăнчĕ. Вăл, тем, йывăрланнă пек пултăм терĕ, ĕçни мана юрамарĕ пуль терĕ, халех лаша утланса кайса тăрантас кӳлсе кил терĕ, Нямаçне, темшĕн-тĕр, хатĕрлентĕр терĕ, мĕне хатĕрленмеллинĕ вăл хăех пĕлет, тесе каласа ячĕ.
— Мана мĕн? Эп вăштик кăна. Чĕлĕм туртса пĕтериччен çаврăнса та килетĕп, — тĕрĕ те Шинкĕл лашасем патнелле васкаса кайрĕ.
Тухтар ытла час ӳсĕрĕлчĕ. Малтан вăл чавси çине тĕренчĕ, куç уçасшăн тăрмашрĕ, çапах та уçаймарĕ.
— Эс выртса кан-ха пăртак, выртса кан çакăнтах, — терĕ ăна Кантюк шăппăн.
— Шинкĕл тете, Шинкĕл тете... — мăкăртатса илчĕ Тухтар Кантюк ăна хăй тĕллен калаçма чармарĕ. — Мана йĕрлеççĕ вĕсем... Шинкĕл тете... Эс те куртăн-çке Нямаç тетене... Халь вăл пуртă йăтнă, — хĕрлĕпе туртăннă куçне йăлкăштарчĕ те Тухтар каллех хупрĕ, малалла калама тытăнчĕ: — Йыснапа Тимрук та пĕрле... Эпĕ мĕн?.. Эпĕ çын тивĕçне тытасшăнччĕ.. çав мĕскĕнсене çын пулма ӳкĕтлесшĕнччĕ... ырă ĕçсем тăвăпăр теттĕмĕр... Йысна мана: «Ылтăнăм», — терĕ. Акатуйĕнче Сайте аппа та çапла калатчĕ. Çук вăл халь... Çав ылтăна халь йысна илесшĕн.... Хăваларĕç мана, тытаймарĕç... Вилнĕ теççĕ ăна... Хăйсем манран пытараççĕ... Вăл килет, Селиме килетех... Эпĕ... — Тухтар шăпланчĕ.
«Лайăх ӳсĕрĕлсе кайрĕ-çке вăл капла, — шухăшласа илчĕ Кантюк, — лав киличченех канса выртсан лайăхчĕ, Нямаçа кунта килмешкĕн каласа ямалла марччĕ-ши. Çук, тепĕр тесен, вăл килменни лайăхрах-ха, лере хатĕрленсе тăма кирлĕ...»
Катари аслă çулпа тулли лавсем иртни сисĕнет. Пĕччен шăнкăравсем каçхи шăплăхра таçта çити янăраççĕ. Кантюк çавна пĕр вăхăт итлесе тăчă те, кăштах эрех тутанса, пуçне чикрĕ. Шлепки çуначĕ айĕнчен каçăр сăмси те кăтра кăвак сухалĕпе майăхĕ кăна курăнать. «Кĕçĕр çывăрмалла мар», — тесе канăçсăр шухăшлать хăй.
Шинкĕл, чăн та, часах çаврăнса çитрĕ. Тăрантас кӳлнĕ лашине вăл вут патнерех çывхартса чарчĕ. Кантюк ун умĕнче хăйне ӳсĕре хыврĕ.
— Эс... кайрăн та, акă эпĕр тата сыпрăмăр. Ан ӳпкелеш ĕнтĕ, Шинкĕл шăллăм, сан валли те эрех юлчĕ-ха унта... Пире, Тухтарпа иксĕмĕре, лартса, ырă кăмăлпа ăсатса ярах ĕнтĕ. Ара. Ахаль тумăп. Атя-ха, малтан Тухтара ларма пулăшар...
Тухтар çывăрать. Шинкĕл ăна вăратасшăнччĕ, Кантюк вăраттармарĕ, хăй майĕпе çывăрсан аванрах вăл, çĕклесе вырттарăпăр та майĕпен хамăрах киле çитĕпĕр терĕ.
— Тем мар, кирлех пулсан, хам та ăсатма пултаратăп, çапла-и?
— Çук, чăрмантарма юрамасть. Чим! — тем асне илнĕ пек пулчĕ Кантюк. — Эс лашасене тыт та халех яла ан...
— Ак ĕнтĕ!.. Пурне те-и?
— Пурне те... Ĕçсем пур-ха. Нямаçа парса хăварăн та, ху — килне кайăн.
— Мана мĕн. Эпĕ халех...
— Атя, халь Тухтара çĕклер.
Вĕсем иккĕшĕ, мĕкеçленсе, Тухтара тăрантас çине çĕклесе вырттарчĕç. Пуçелĕкне, çемçерех пултăр тесе, Кантюк тăрантас ларкăчĕнчен сăран минтер илчĕ, ăна Тухтарăн пуçĕ айне майлаштарса хучĕ.
— Ну, эпер кайрăмăр.
Лаша тапса сикрĕ,
Çунса пĕтмен вут салхуллăн шăранса юлчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...