Хура çăкăр :: ХХХIII. Ашшĕн каламан сăмахĕ
— Лашасем ăçта? — ыйтрĕ Шерккей çăрăлтатнă сасăпа.
— Пĕри тете патĕнче, — терĕ Тимрук, — ĕнене, ав, йĕтем хĕррине кăкартăмăр. Тепĕр лашана тупаймарăмăр.
— Çунса вилнĕ вăл витерех. Тем пек кăларасшăн тăрăшнă. Кăларайман. Хам ĕлкĕреймерĕм. Çуннă.
— Çунчĕ иккен, вăл та çунчĕ иккен.
— Лаши пит аванччĕ. Ну, ĕнĕре те хамăр пата илсе кайăр. Ильяс, илтетне? Унта сăвĕç ăна. Кайран кĕтĕве ямалла.
Тимрукпа Ильяс иккĕшĕ те пăрăнчĕç.
— Атя, — терĕ Элентей. — Хамăр пата каяр. Çăвăнăпăр. Çырткалăпăр. Кунта килĕпĕр.
— Юрĕ, пĕрле кайăпăр. Ах, лашам...
Вĕсем урам варрипе кулянса та ӳкĕнсе, тăванла сăмахласа васкамасăр утрĕç.
— Тете, — сăмах хушрĕ Элентей. — Çакăн пек йывăр сехетре сан хутна кĕрсе, пулăшас кăмăлăм пур. Лашу пĕри пĕтрĕ, тырру çунса кайрĕ. Кăлараймарăмăр. Пĕрчĕ те. Ан хăра. Хам пулăшăп, Кăнтюк патне кайса пуç ан çап. Никама та ан йăлăн.
— Ерехмет, шăллăм, ĕрехмет.
— Йăлăнăсси, ыйткалăсси килĕшмест пире. Илтетне? Кĕлĕм вĕçне юлмăпăр. Тыррине сана пĕр виçĕ михĕ парăп. Ĕнӳ сĕтсĕр, сутса ярăн. Ална çавăр-ха.
— Ĕрехмет, шăллăм, ĕрехмет...
Вĕсем Элентей патне çитнĕ çĕре Тимрук çӳрене ешĕл курăк панăччĕ. Несихва Элентейсен ĕнине сăватчĕ. Элентей пусăран шыв ăсса кăларчĕ, кĕпине хывса пăрахрĕ те, шыва енчен енне вĕрсе-сирпĕтсе, шавлăн çăвăнчĕ, васкамасăр шăлăнчĕ. Хĕвелпе пиçĕхнĕ ĕнси пăхăр пек йăлтăртатать. Шерккей те çăвăнасшăн пулчĕ.
— Чим-ха, тете, — йĕтĕн питшăллине хулпуççинчен çакса ячĕ. — Çӳçне иртсе ярам. Хампик! — чӳрече еннелле пăхса кăшкăрчĕ вăл, — хачăпа алшăлли илсе тух-ха!.. — Мĕн капла? Çын ĕренки çук. Çӳрен, çăмне илсе пĕтермен така пек.
— Шаллăм, ху пĕлетĕн, ху пĕлетĕн.
Хампик пӳртрен сурăх çăмне илмелли пысăк хачă илсе тухрĕ те ашшĕне тыттарчĕ. Элентей Шерккее вутă çурмалли пукан çине лартрĕ, тĕллĕн-паллăн юлнă таса мар çӳçне касма тытанчĕ. Васкарĕ вăл, кĕтӳ хăвалама ĕлкĕрнĕ Несихва пӳрте улма çиме кĕмешкĕн чĕнчĕ.
— Ну, ăстаçă мар. Тикĕс касаймарăм пулсан та, сарăпламĕ. Сухална та касса ярас-и? Хăрăхнă турашăль пек... Курăнна-курăннă, çамрăкрах курăн.
— Çын тем калĕ, çын тем калĕ, — именчĕклĕн мăкартатрĕ Шерккей.
— Çын мĕн каласса каланă ĕнтĕ. Вăтанса ан çӳре. Шерпикене те ху яхăнна ан яр.
Иĕп пек тирĕнчĕç самахсем.
— Ан асăнтар-ха, шăллăм, шăллăм, ан асăнтар. Мĕн çав кирлĕ мара?..
Аслăк айĕнчен пĕр ула пăру тухрĕ. Пусă кутĕнчи валашка патне пычĕ те васкамасăр шыв ĕçрĕ, унтан, хӳрине çӳлелле тăратса, картиш тавра чупма тытăнчĕ.
— Акă, тете, сана пулăшас майпа, çак тынана парас тетĕп. Ĕне пулать.
— Мĕн? Мĕн калаçатăн çапла? Шăллăм, ху та чухрах пурăнатăн-ха.
— Чухрах-и, мĕн-и — кĕлĕмçĕ мар. Сана та кĕлĕмçĕ пулма сунмастăп. Илтрĕне? Эс мăштах пул. Паракантан ил, çапакантан тар, Пĕртăвансем эпĕр. Картăна çавăрăн. Тынана хам çавăтса пырăп.
Элентей Шерккейĕн сухалне, мăйăхне те иртсе ячĕ.
Шерккей йăлтах улшăнса кайрĕ: ватă мар иккен-ха вăл, вăйĕ те, тапса тимĕр татас пек. Кун пек чухне çыннăн ятлă ĕмĕтпе пурăнас килет. Темĕн мар пĕрех хут, çунса кайнă пулсан та. Йывăрпа та пулин ураланĕ-ха.
Шерккей çăвăнчĕ. Аллисем ырататчĕç пулмалла унăн, вăхăчĕпе шăлне хĕссе чăткаларĕ, ахлатмарĕ, ыратнине палăртмарĕ. «Епле-ха вăл?» — шухăшларĕ шăллĕ, ăна шыв ярса тăнă май.
— Ну, шăлăнам мар, çаплипех типĕп...
— Каларăн! Ме. Лайăхрах шăлăн!
Несихва вĕсене апатланма тепер хут та чĕнчĕ. Тимрукпа Ильяс çисе тăраннăччĕ ĕнтĕ. Ашшĕсем кĕнĕ çĕре вĕсем пӳртрен тухса кайрĕç.
Çĕрулми, çамрăк пулсан та, кĕрпекленсе пиçнĕ, чăмăрла улма сĕвĕннĕ тĕлте кĕмĕл пĕрчи пек вĕтĕ кăтрашкасемпе йăлтăртатать. Техĕмлĕ пиçнĕ, Выçăхнă Шерккей ăна тăварпа пусать те çисе тăранас çук пек васкаса хыпать. Апатланнă хушăра Элентей те, Несихва та Шерккей хутне чунтан кĕрсе калаçрĕç. Хуçалăхра нимен те юлманнине пĕлсен, Несихва вĕсене халлĕхе хăйсем патĕнчех пурăнма сĕнчĕ. Элентей ун пирки урăхла шухăшламан та иккен: тăванĕ патĕнче пулмасăр ăçта каймалла тата унăн?
— Ĕнтĕ иртен кунра урлă калаçнă сăмахсем те пулнă пуль. Иртнĕ çилĕ хыççăн каймăпăр, тете. Калатăп-çке, çав Кантюксемпе урăх ан çыхлан. Мĕн усă панă пекки йăлтах кутăнла çаврăнса тухрĕ.
— Тĕп турĕç вĕсем мана, тĕп турĕç... Çунакан мащини те, тепĕр тесен, вĕсенехчĕ-çке?.. Ырă кăмăлпа паман курăнать çав.
— Палюк каларĕ. Ĕмĕр çилли çитет-ха вĕсене терĕ. Курăн терĕ. Палюк — ăслă çын. Леш, Сантăр Палюкĕ. Йăнăшмасть. Ĕçпе кайрĕ-ха вăл. Час таврăнать. Вăл каланă пек пулать.
— Тек вĕчĕхсе çӳрени пирĕн çынна килĕшсех каймасть те-ха çав, Чаткас Палюкне асăнтăн-и эс?
— Çавă. Лайăх çын вăл, тете. Чĕмпĕре кайрĕç-ха Тухтарпа. Пульницана кĕртсе хăварать.
Шерккей урама Элентей тухасса кĕтсе тăмарĕ, килнелле пĕчченех утрĕ. Хăлхинчен çаплах пушар шавĕ кая пĕлмерĕ: хуралтă шатăртатни, çурчĕ ишĕлни, асăхнă вут вĕçĕмсĕр кашлани, айĕн-çийĕн хĕвĕшекен халăх шапăлтатни çаплах янăраса тăчĕ; куçĕ умĕнче те темле вăрăм-вăрăм хĕлхемсем — çуннă улăм пĕрчисемччĕ-ши — таçта çӳле вĕçсе хăпараççĕ те татăлса-тĕпренсе васкамасăр анаççĕ. «Тата ăçта та пулин вут тухман-и?» Шерккей енчен енне канăçсăр пăхкалать — çук иккен. Вăл хăйĕн хуп-хура çурт вырăнне çитсе чарăнать. Ăшă пăс йăсăрланса хăпарать. Хăма купи патĕнче такам лартса хăварнă тулли витре пур. Хăйсен витриех-çке? Çуртра пĕртен-пĕр юлнă япалашăн Шерккей калама çук хавасланчĕ. Çак йывăç витрепе ун арăмĕ Сайте шыв ăснă, Селиме алли те тивнĕ çак витрен сӳспе явнă хăлăпне... Кам илсе тухма ĕлкĕрнĕ-ши ăна пӳртрен? Чим-ха, ӳлĕм Шерккей çав витрепе хăй кăна шыв асма çӳрĕ, урăх никама та шанса памĕ. Çав витрери шыва пăхрĕ те хăй сăнне курах кайрĕ: йăлтах улшăннă иккен вăл, палламалла та мар — çара янах, çӳçне картлă-картлă каснă, хĕсерех тытнă тути кулмасть пулсан та, темĕне виртленĕ пек, темĕне пула хальте халь кулса ярассăн курăнать. Питçăмарти, ĕлĕкхинчен пăхсан, кăштах путса кĕнĕ иккен те, тепĕр тесен, вăл та темĕнех мар-ха, çĕрĕпе куç хупманнипе те кăштах пĕрĕннĕ пуль. Тулли шăшийĕсем сиксе тăраççĕ. Вăйлă-ха вăл, паттăр вăй-хăватлă. Ватă та мар. Çунса кайнă-и?.. Вăл каллех хăйĕн çунса вилнĕ чăххисене Шерпике пуçтарса çӳренине асне илчĕ те чăтаймасăр тепре кулса ячĕ. Вăл та юрĕ. Нимĕн тăвайман енне мар, вăл хайне шаннипе инкеклĕ шăпипе пĕр сăмах тавлашмасăр килĕшет. Пурнăçне çĕнĕрен тума тытăнмалла. Йăлт çĕнĕрен!
Этемшĕн чи кансĕрри вăл — шанчăк сӳнни. Шанчăк çук чухне çыннăн урлă выртана тăрăх çавăрас килмест, иртен кунра нимĕн те илĕртмест, сăхлантармасть, ватăлнă ĕмĕтсем те тӳрре килеймен тĕлĕк кăна пулса юлать. Шанчăк çукки вăл пĕтĕм ĕçлес екке вăта çĕртен татать. Ун пек чухне умра курасси çук: йывăр хуйхă чуна кулянтармасть, ăш вăркани вĕтĕннĕ чĕре çуне шăратаймасть, куç тулли савăнăç та савăнăç мар. Иртен кун йăлăхтарать, нимĕн çиллентермест, хĕтĕртмест, шухăшлаттармасть. Чĕре тĕввинче ĕмĕр капланса шыçăннă çилĕ те хирĕçес çук хăватне туйса парăнать. Пĕртен-пĕр ĕмĕт те хырăм тутине тытасси çеç пулса юлать. Кайран ун пек çын хăçан та пулин кун çути курасса кĕтми те пулать. Кун хыççăн кун, уйăх иртет, çулсем хăйсен тĕллĕн васкаççĕ. Вăхăт пуриншĕн те илем кĕртесшĕн тăрăшмасть-çке, пасса, ватăлтарма тесен — чăтăмне çитерет. Шанчăк пур чухне, — çын çапла-çке, — хăвачĕ çитмесен, хевтипе те пулин пикенсе ĕçлет, тăрмашать, талпăнса малалла та малалла туртăнать, хăй ĕмĕчĕн тупсăмне çитересшĕнех пулать. Халăхăмăр та çавăн пек мар-и? Тахçан сĕм-авалра — унтан вара миçе черетлĕ ĕмĕрсем вĕçе-вĕçĕн иртнĕ-ши! — çичĕ ют пусмăрĕнче кун курмасăр тарăхса пурăннă пулсан та, вырăс халăхĕ çăлнине пула, чăваш хăй пайтине çухатман, чĕлхине те, йăлине те, ĕçченлĕхне те, таса та çивĕч ăсне те хатарлăн усранă, упранă, малашне вара çавсене усраса çеç мар, чунтан пикенсе хăй кунçулне ӳстерме те амалантарма çунатланса ĕмĕтленет. Шанчăкĕ пуртан!
Шерккейĕн шанчăкĕ сӳнмест-ха. Вăл витре умне пĕшкĕннĕ çĕртен çĕкленчĕ, кăкăрне сарарах тытрĕ, канăçлăн сывлăш çавăрчĕ, сивĕне пуçланă кĕл çинче пĕчченçиех чакаланма тытăнчĕ. Пӳрт пулнă вырăнта кӳршĕри йытăсем пуçтарăннăччĕ. Шерккей вĕсене хăваласа ячĕ. Пиçнĕ улма çинĕ пулнă иккен вĕсем. Тĕпсакайĕнче унăн кăштах улма юлнăччĕ, халь кĕлпе те тăпрапа витĕннĕ, çапах та пиçнĕ, тытса шурат та çи, шуратмасан та — сӳре шăлĕ мар — хырăмран шăтарса тухас çук...
Акă Шерккей пĕр пăта тупрĕ. Вăл ăна аллипе тытса пăхрĕ, шăлкаларĕ. Çак пăтапа çуртра мĕн те пулин тыттарнă пулнă ĕнтĕ, хăма тытса тăнă-ши вăл е тĕпелте чӳрече хашакĕ сиккеленетчĕ, калăм умĕн Шерккей ăна тул енчен шăпах çакăн пек пăтапа çапса хунăччĕ — çав пăта мар-ши ку?
Аллине тытнă пăтана ăçта çапнине пĕлес пек тем асне илме хăтланчĕ вăл, анчах ниепле те астăваймарĕ. Пăтине вара тĕрлĕ май çавăркаласа пăхрĕ, хăрах ал тупанĕ çине хурса пуç пӳрнипе шăпах вăта çĕртен пусрĕ. Пăта лăчăрах авăнса кĕчĕ. Тимĕр пăта та вута чăтмасть те, мĕн чăттăр? Мĕн чăттăр-и, Шерккей чăтать. Ура тасма шутламасть вăл... Çунăхнă сийсем пилĕкĕнчен хăйпăк-хăйпăкăн ӳкрĕç, тимĕр пăта патăрт хуçăлчĕ. Çук çав! Ун пек пăта кунта нумай тупăнĕ те, усси пулмĕ вĕсен. Пĕтĕмпе кĕлленсе пĕтнĕ. Ав, кĕлет пулнă вырăнта, ирхи çил кĕле вистесе тасатнă çĕрте, хăрах аяккинче темĕн чухлĕ пăта выртать, шупкалнă вĕсем. Кантюк тарçи Урнашка кӳрсе панăччĕ ăна, халь вăл та юрăхсăр, ним тума та кирлĕ мар. Ырра пымарĕ иккен Кантюксем мĕн пани, пĕтĕмпе харама кайрĕ, харама...
Хирĕçри Пикмăрса килчĕ. Шерип килчĕ. Шерккей хутне кĕрес ĕмĕтпе, вĕсем ăна лăплантарма пăхрĕç, йăпатма тăрăшрĕç. Çуннă-çуннах, тинех нимĕн тума та çук. Йывăр пулсан та, пурăнас пулать пурнăçа. Мĕн йăпатса аппаланмалла? Шерккейĕн пурăнас ĕмĕт пур, шанчăк пур. Çавă мĕне тăрать!
Пикмăрсапа Шерип аллисене кĕреçе тытрĕç, Вĕсем кĕлленнĕ çурт вырăнне шăлса тикĕслеççĕ, йĕркеллĕрех тăвасшăн. Кивĕ хăмапа та пулин карта тытса çавăрмалла: пахчана выльăх тавраш ан кĕрейтĕр.
Элентейпе Тимрук, Ильяс çитрĕç. Кăнтăрлаччен ĕçлесе çурт вырăнне вĕсем хăмапа пӳлсе тухрĕç. Унтан Элентей тимĕр кĕреçе тытрĕ те тĕпсакай пулнă çĕрте тăрăшса чава пуçларĕ.
— Тикĕслесе, тикĕслесе кăна тухăпăр. Мĕн пикенсех чавмалли пур?
Элентей кĕреçи çине тĕрĕнчĕ.
— Тетеçĕм, пĕлессӳ килет пулсан, кунта ман кĕреçе кĕмен вырăн та юлман пуль.
Шерккей вăл мĕншĕн çапла каланине çийĕнчех тĕшмĕртеймерĕ.
— Илтрĕне? — тепĕр хут сăмах хушрĕ Элентей. — Чавман кĕтес юлман тетĕп.
— Мĕншĕн?
— Мĕншĕн тетĕн? Айван пулман-и? Атте мулне шыраса.
— Тупрăн-и?
— Ха! Тупса пăх-ха унта. Алă хытти тупрăм.
Шерккей тахçан хăйĕн тĕпсакайне чавса пĕтернине тинех асне илчĕ. Ачисене йывăра илме пăхнăччĕ. Элентей чавнă пулнă иккен. Ун чухне вăл Шерккее систермен те. Халь ун пирки асăнтармасан та юрать ĕнтĕ Элентее. Чавса пăх, чавса пăх, тăпрапа тăм тĕпне çитеймĕне...
Пĕр шухăшласан, Шерккейĕн çакăнта çĕрпӳрт чавма та пулатчĕ ĕнтĕ. Анчах пĕр кунлăха та ик кунлăха тумалла мар-çке: килйышĕ пысăк мар Шерккейĕн. Вăл пахчари мунчаран пӳрт çавăрма шухăш тытрĕ. Ыранах вăл Тимрука Сантăр патне ярать, мăк тиесе килтĕр, вĕсем, Элентейпе иккĕш, мунчине пĕр кӳлĕмре салтĕç. Купаласа хăпартма пĕр кун хушшинчех ĕлкĕреççĕ.
Тепĕр каç та çывхарчĕ. Пушара пула никамăн та çывăрса пулмарĕ. Тимрукпа Ильяс Элентейсем патне кайрĕç. Шерккей кунтах юлчĕ, вăл мунчи çĕрĕшмен-ши тесе кайса пăхрĕ, аллине пуртă илчĕ те тĕк тăнă çĕртен тенĕ пек мунчи пăлтăрĕн хăмине сӳтрĕ. Пĕренисем хăрăмлă. Ĕнтĕ саваласан çĕнĕ пекех пулĕ, саваласа якатмасăр хăпартмĕ-ха. Урай хăми, шет, кусем те юранă пулĕччĕç. Аяккинчисем çĕрĕшнĕ кăштах, хăшне-пĕрне улăштармалла пулать, Шерккей пĕр хăми хыççăн тепĕрне хăйпăта-хăйпăта илет те хăмисерен пĕрне çĕклесе ирĕк çĕререх купаласа хурать. Мунчана кĕрес алăк айĕнчи хăмана иккĕш-виççĕшне урлăшпа пĕрлештерсе çапнă. Кăна Шерккейĕн ашшĕ çапла тĕплĕ витнĕ ĕнтĕ. Хăтланнă-çке, тупата, ан авăнтăр, ан чĕриклеттĕр тенĕ-ши?.. Шерккей ăна пуртăпа хайăрса илесшĕнччĕ, вăрăм шпиль пăта парăнмасть, вара вăл аллине кĕпе çакмалли кашта илчĕ те çавăнпа пикенсе хайăрма тытăнчĕ. Хăми шалтлатса çурăлса кайрĕ. Алăк пулнă иккен, тăпси те пĕтĕмпе тутăхса çийĕннĕ. Аялта темле çĕрĕшнĕ кăвак çитĕ курăнчĕ. Шерккей çав кăвак çитте аллинчи каштипе сирчĕ, ун айĕнче хуралса тăпраланнă улăм пулчĕ. Шерккей çавна та сирчĕ. Сасартăк унăн кашти темле хытă япалана каплатса тиврĕ. Чул пуль ĕнтĕ. Мĕне кирлĕ пулнă-ши кунта чул хума, мунча чулĕ ытлашши пулнă-ши, вырнаçтарса пĕтереймен-тĕр. Шерккей çав улăма аллипе сирчĕ, тĕпĕнче ăна темле тăват кĕтеслĕ япала çакланчĕ. Шерккей куç чалăртрĕ: мунча алăкĕ айĕнчен пысăках та мар, пĕр тимĕр арча туртса кăларчĕ. Акă сана, мĕнлескер пулчĕ ку? Шерккей ăна çĕклесе силлесе пăхрĕ, унтан икĕ аллипе хулăнламас кĕске пӳрнисемпе çав арчана хыпкăчланă пек ярса тытрĕ те: «Ах, аттеçĕм! Сывă чух калама ĕлкĕреймен сăмахă тинех çитрĕ-çке!..» тесе кăшкăрса ячĕ, хăй çавăнтах арчи çине тĕшĕрĕлсе ӳкрĕ. Мăшăр куçĕнчен чĕркĕмĕл пек вĕри куççуль пĕтĕм кунçулĕнче хăй астăвасса пĕрремеш хут пит-куçне те чун-варне çунтарса илес пек йăрăлтатса анчĕ...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...