Хура çăкăр :: II. Ял мыскарисем
Ушкăнлă ĕç хăвăрт та тухăçлă пырать. Тăпри çемçе, ĕçĕ пĕлмен ĕç мар, иккĕн шăтăк алтаççĕ, иккĕн юпа лартаççĕ, вĕрлĕкпе хăма тиесе килнĕ Иçливан ачисем те Шерккей патнех ĕçлеме юлчĕç. Элентей çеç каярах çитрĕ, килĕнче вăл кăмакине пăснă иккен.
— Ара, чиперччĕ-çке кăмаку, мĕншĕн пăсрăн тата? — ыйтрĕ Шерккей.
— Чиперччĕ. Çавăнпа пăсрăм.
— Чипер япалана пăсни килĕшмест вăл, шăллăм.
— Пăсрăм çав. Хамах тăватăп. Пĕлесшĕн. Мĕнле тунине. Пăснă чух ăна мĕнле уставласа тунине пăхма пулать. Вĕренетĕн. Пĕлнĕ алĕç пултăр. Римисла. Ак санах камака кирлĕ. Çынна куçран пăхасси çук. Хам тăвăп. Тăкакĕ пулмĕ.
Шанмасăр пăхкаласа илчĕ Шерккей. Шăллĕ унăн темĕн те туртса кăларĕ. Кăмака тума вĕренесшĕн имĕш. Римисла тет. Укçа кутăн кĕрессе кĕтет пуль.
Шерккей хăй тĕллĕн кăна кулкаласа илчĕ. Элентей сăмахне ыттисем те илтрĕç, вĕсем те ăна лайăх пĕлеççĕ. Кулмарĕç. Элентей кĕпи çаннине тĕллĕн-паллăн тăм çыпăçкаланă,
— Таçтан шухăш тытнă-ха эс çакăн пек ĕçпе, çавăн пек ĕçпе аппаланма? Менти папай ăста кăмакаçă-çке, еккӳне питех яратăн пулсан, çав та сана вĕрентнĕ пулĕччĕ.
— Йăлăнтăм. Кайса йăлăнтăм. Юри. Пĕр чара пăрçа çăнăхĕ сĕнтĕм. Вĕрентнĕшĕн тесе. Ватта хывать. Куçăм курмасть тет. Тинех аллăм та çаврăнмасть тет. Сăмахне хам пек ăнлантăм. Ун аллинчи чĕлле туртса илме пăхатăп имĕш. Юрамасть. Хам касман çăкăрăн чĕлли йӳçĕ. Ют чĕлĕ çăвара йӳçĕтет. Ăшăмра çиллентĕм. Çиллентĕм те таврăнсанах хам çуртри ытлаван кăмакана пăсрăм. Маткам ятлаçать. Атьсем йĕкĕлтеççĕ, мăртăхаççĕ. Эп пур — кăмака пăсатăп. Вĕренетĕп.
— Ыр ĕмĕтне пӳлĕх çитертĕр. Эппин, сана кунта чĕнтермелле те марччĕ пуль?
— Каларăн! Лашана кĕртсе кăкарма хӳттӳ çук. Анкартинче усраймăн. Каçчен сан патăнта ĕçлетĕп. Ыран кăмака тăватăп. Пырса кур.
Элентей пикенсех хăма çапса пыма тытăнчĕ.
— Кун пек çӳллĕ карта тытмашкăн, тете, ай-яй, хăват кирлĕ.
— Чух пултăр тетĕп çав ĕнтĕ, шăллăм, чух пултăр тетĕп. Кăçал тыррăм пуçтарăнасса кĕтетĕп-çке. Шанчăк чунăма канăç кӳрет.
— Аван карта пулатъ, Пăва хуçисенни пек.
— Аванне аван пулать те-ха... Çакна туса пĕтернĕ çĕре... — темле сăмах хушасшăнччĕ Иçливансен аслă ывăлĕ. Вара калас сăмахĕнчен вăтанчĕ те шăпланчĕ.
— Ăшчик йăпатмалăх-и? — лĕкĕртетрĕ тепри.
— Ăна эп хам та асра тытатăп-ха, асра тытатăп, — сăмах мĕн пирки вакланнине тĕшмĕртсе илчĕ Шерккей — Хатĕр кĕрчеме çук та... — терĕ вара, вăхăтсăр пĕркелене пуçланă ĕнсине хыçкаласа.
— Шӳтлесе çеç сăмах хушассăм пур та, пире мĕн, Нямаç лавккинчи те юрать пире.
— Вăл-и? Вăл пире пит юранă пулĕччĕ, ха-ха-ха!..
— Юрĕ эппин, хирĕçлĕм. Кунта мĕн тумаллине хамăр тĕллĕнех ăс çитерĕпĕр те, элле кайса килетне?
Шерккей лавккана тухса утрĕ.
Нямаç, чăн та, лавккинче çукчĕ. Ăна Мăрса Пиктимĕрĕ Тьуппи патне ертсе кайрĕ терĕç. Шерккейĕн анаталла анмалла пулчĕ.
Лутра та тĕксем пӳртре çын нумай, ларма-тăма вырăн çук. Хăватлă тапак тĕтĕмĕ сывлас сывлăша питĕрет, куçа касса йӳçĕтет, алăка яри уçнă пулин те, тăкăскă шăршă тасала пĕлмест. Шерккей çитсе кĕнĕ маях чыхăнкаласа илчĕ, пӳртри халăха ырă сывлăх сунчĕ. Анчах ун еннелле пĕри çаврăнса пăхин! Камсем-ши вара кунта?
Шерккей маларах иртрĕ. Сĕтел тавра йĕркипе ларса тухнă: сад пахчаçи Питрав Ванюкĕпе хурт-хăмăр ăсти Мăрса Пиктимĕрĕ. Вĕсемпе юнашар — Нямаç. Кĕтесре Куймăр Эппелюкĕ — ыттисем пек тăн-тăн пурăнаймасан та, картла выляма пăхать иккен-ха вăл тесе тĕлĕнчĕ Шерккей. Унтан вара Лявашка Куракĕпе Черченке Илюк, кусем ĕнтĕ иккĕшĕ те ял куштанĕсем темелле. Алапа Велюшĕ те кунтах, вăл тĕттĕм кĕтесе хĕсĕнсе ларнă. Пурте «хăйсем» пуçтарăннă, — Алапа Велюшне шута илмесен, ыттисен енчĕкĕсем ырханах та мар пуль-ха, — каçса кайса картла çапаççĕ. Халь çеç килсе кĕнĕ кăптăрмăш Шерккее ăçтан асăрхама пултарччăр вĕсем! Кӳршĕре вăйлă вут тухнă тесен те, пĕри хăй ларнă вырăнтан хăнк та сикес çук, — кĕрлеççĕ те ахăрашаççĕ.
— Вакки кирлĕ пулсан, хама калăр, кĕсъе тулли кĕмĕл те пăхăр илсе килтĕм.
Нямаç сасси. Кăн-кăвак тĕтĕм витĕр сăнĕ-пичĕ те палăрсах каймасть хăйĕн.
Шерккей ун патнерех иртрĕ, хăлхинчен кăнă пăшăлтатса, хăй мĕншĕн килнине пĕлтерчĕ. Лешĕ, пуçне сĕлтсе, аллинчи картне кăтартрĕ. Ирĕксĕрех кĕтсе тăмалла пулать иккен-ха. Шерккей пĕлмест картла выляма, вĕренес ĕмĕчĕ те çук, ахальтен çеç йăпанса пăхать. Кулăшла пек туйăнать ăна çаксен вăййи. Ăсран кайăн çав, ăçтан çаплах ăсталанса çитрĕç-ши картла выляма! Алапа Велюшĕ, таçта тĕнчере çӳрĕсе, мăшăр аттине хывса, çав карта илсе килнĕ тет, ятлă улпутсемпе выляса, эрне хушши ăшне пĕр турам антармасăр вăйине вĕренсе ларнă тет. Пулĕ çав ара. Халь, ав, Утламăшсем те мĕнле вĕренсе çитнĕ. Велюшне хăйне выляттармаççĕ те.
Панк тытмашкăн Питрав Ванюкне черет çитрĕ. Ванюк сар мăйăхне шăлкалать, аялти тутине чĕлхипе çуласа йĕпетет, суркалам пек туса, куçне хĕсет, шĕвĕр янахне каçăртса, юлташĕсем енне пăхать. Сулахай питçăмарти хăйĕн темĕнпе чиксе шăтарнă пек пăт шăтăк. Ванюк кăвак шăлавар кĕсйинчен кĕмĕлпе пăхăр кăларса сĕтел çине хучĕ те аллинчи картне хăвăрт-хăвăрт арпаштарчĕ. Куçĕ хăйĕн ирхи çăлтăр пек йăлкăшса çуталчĕ.
— Ме, Куймăр, кас, — терĕ вăл. — Сан телейсĕр шăпу мана кирек хăçан та телей кӳрекенччĕ-ха.
Ванюкăн шӳтлесе каланă сăмахĕ Эппелюк кăмăлне хăварчĕ. Эппелюк паян икĕ çаврăм умлă-хыçлă выляса ячĕ. Вăл, мĕншĕн Ванюкпа юнашар лартăм-ши тесе, халь те пулин ӳкĕнет. Акă татах-та чунĕ кĕленмен çĕртен унăн чи малтан карт касмалла.
— «Кусăр верх» туса выляр-и? — йĕкĕлтенĕ пек ыйтрĕ Ванюк, Эппелюка тинкерсе пăхса.
Эппелюкăн куçĕ витĕрех кăтартмасть. Хутланарах ларнине пула кĕске мăйĕ те палăрмасть, ытла мĕскĕннĕн курăнать вăл, арпашнă çӳçне те шăлкаласа якатман.
— Ахаль йĕркепех выляр-ха, Ванюк, — халь-халь йĕрсе ярас пек йăлăнса сăмах хушрĕ вăл. Йĕпенсе хĕрелнĕ куçĕ уçăла-уçăла хупăнать.
«Эппелюка кунта та шăхăртаççĕ пулас», — ăшĕнче кăна шухăшласа илчĕ Шерккей. Картла вылянине вăл тата пикенерех пăхма тытăнчĕ.
— Ю-у-рĕ, апла та килĕшĕпĕр, — каласа хучĕ вара Ванюк. — Хальхинче сире пурсăра та чи лайăх картсем парса тухатăп, хама партанĕ те юрать, — каллех Эппелюк енне пуç сĕлтсе илчĕ вăл.
— Э-э, Ванюк, чим-ха, чим-ха, — пуçне кăшт çĕклерĕ Эппелюк. — Картна тепĕр хут касмалла. Партанне пĕрмай хăвна ан хăвар-ха, унпа эс паçăр та манран выляса илтĕн.
— Ах, Куймăр, кутăн та иккен эс, ами. Ăçтан кăна санпа арăму чăтса пурăнать?.. Ме, кас эппин, тепĕр хут.
— Выляр-ха пăртак...
— Миçене каян? — Ванюк ун умне карт хучĕ, ыттисене те парса тухрĕ.
Эппелюк хăй умĕнчи карт çине шанмасăр пăхса тăчĕ. Çичĕ пуçлă çĕлен пек туйăнчĕ вăл ăна, Ĕнтĕ выляма тытăннă, ăна алла илмесен юрамасть. Эппелюк çав карта сыхлана-сыхлана тытрĕ те, тепĕр аллипе хупласа, васкамасăр шутарса пăхма тытăнчĕ. Шурнă пит-куçне кăштах сăн кĕре пуçларĕ, тути ейĕлчĕ, кулкалам пек турĕ.
— Виç сума каяс пуль, ача... Ванюк... итле-ха, хавăн картна кăтартма пултаратна мана?
— Сана-и? Саншăн, ами, çунан вута сикме хатĕр. Ак, кур-ха, манăн пĕтемпе те хвалькă кăна, — çиччĕллĕ картне кăтартрĕ Ванюк.
Эппелюк хыçĕнче Аçтăрхан Селимĕ тăрать. Шăртла хура сухалне пĕрмай сăтăркалать хăй. Ĕнтĕ тем пек Эппелюк хутне кĕрĕччĕ те, вăййине ăстах пĕлмест. Çапах сăмах хушмасăр чăтса тăраймарĕ:
— Кĕрӳ, мĕн аппаланан çав виçĕ сумпа? Кай пĕтĕмпе!
— Хăта, элле кайса пăхам-и? — Эппелюк васкамасăр çаврăнса пăхрĕ хăтăш енне. — Шухăшла-ха хăвах.
— Эп шухăшлатăп та... Енчен вăл хвальки çумне вуннăллине илсен?
— Ун пек пулсан, хысна шутне кĕрет. Тепĕр карт илме юрамасть.
— Çук, çук, урăхран карт илме пултараймасть вăл! — иккĕн-виççĕн кăшкăрашрĕç хыçалтан. Ванюк шăп вунçиччĕ çити илнĕ тейĕнех.
— Каям пĕреххут çуррине, — Ванюка куçран пăхрĕ Эппелюк, — Илес картăма кăларса хур эппин, çакăнта.
Маларах панă карчĕ Эппелюк аллинче тӳнтер выртать. Ванюк çавăн çине тепĕр карт хучĕ. Пĕр-пĕринпе витĕннĕ картсене Эппелюк куç патнерех çывхартрĕ, вăрттăн пăханçи пулчĕ. Хăрах енчи питçăмартинче шăнăрĕ туртăна-туртăна илчĕ, пӳрни вĕттĕн-вĕттĕн чĕтреве ӳкрĕ, хăй тата ытларах хутланса ларчĕ. Эппелюка такам та хĕрхенмеллеччĕ пуль çак самантра. Картне çапла васкамасăр шутарса пăхрĕ те вăл, çилпе çеçкеленнĕ тути хуллен çеç ейĕлчĕ, çӳл ретĕнчи сарăхнă шăлĕсем кивелнĕ хуртпуççи мăййи пек курăнса кайрĕç, Эппелюк кулкалама пăхрĕ, унтан майĕпен çеç:
— Манăн килчĕ... — тесе хучĕ.
— Ачко!
— Çаплах-и? Çирĕм пĕррех-и? Ак тамаша! — пӳртрисем пĕр харăс шапăлтатма тытăнчĕç.
— Каларăм-çке, пĕтĕмпе каймаллаччĕ тесе.
— Каларăн та, хăтаçăм, итлемерĕм пулчĕ. Канашна эс тĕрĕсех патăн. Санах итлемеллеччĕ иккен те... Çук ĕнтĕ.
— Сана, Куймăр, урăхран картăма кăтартмастăп, — кулкаласа укçа шутларĕ Ванюк. — Çĕрме пуян патне шуйттан мул туртать, тет, çавăн пек ăнать хăйĕн, вăл пур — çаплах та кутăнлашса тăрать, Куймăр темерĕн, — шăхăрса каланăн илтĕнет Ванюкăн сасси. Хальхинче вăл Нямаçпа выляма тытăнчĕ.
— Эс тата миçене каян?
— Пĕтĕмпе!
— Ак тата. Нямаç! Вылямалах хăвар ĕнтĕ пăртак.
— Чим-ха, Ванюк, панку ӳстĕр тетĕп-çке?
Эппелюка пĕри чавсинчен кăлт-кăлт тĕкет. Пăхса тăма кансĕрленĕшĕн кăмăлĕ юлнă Эппелюк хăйне тĕкнĕ еннелле хавасланмасăр çаврăнса пăхать: кĕçĕн хĕрачи иккен, Синерук, сана кĕте-кĕте яшка та сивĕнсе кайрĕ, тет.
Кĕлеме явлăкпа хĕреслетсе çыхнă чашăкне Синерук ашшĕне тăсса пачĕ. Пĕр çаврăм выляса тухиччен вăхăт пур-ха, илсе килнĕ яшкана сыпкалама ĕлкĕрет Эппелюк. Тăм чашăкне вăл сĕтел кĕтессине тирпейлĕн лартрĕ, хĕрне кăчăк туртса хăлхинчен кăна çапла пĕлтерчĕ:
— Кала аннӳне, пăшăрханса ан тăтăр. Çаплах ăнса пырсан тунтикун пасарĕнче пушмак пăру туянăпăр. Сан валли, хĕрĕм пĕр мăшăр çĕн çăпата илĕпĕр.
Хĕпĕртенĕ Синерук куçне хупкаласа илчĕ, сăмах чĕнмерĕ. Эппелюк вара Селим енне çаврăнчĕ.
— Хăтаçăм, эс те ыр курсамччĕ çак пăслă яшкапа.
— Рехмет, кĕрӳçĕм, пĕр кашăк та çиессĕм çук, çăвартан курăнать. Эс, мĕн тата, килĕнтен апатланмасăрах тухрăнам?
— Хмм... — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Эппелюк, — ĕнер, кăнтăрла сулăнсаччĕ-и çав, çапла пулас, выляма тытăнтăмăр та хĕрсе кайрăмăр, çавăнтан вара чарăнман-ха. Тăваттăн вылярăмăр. Нямаçпа Курак мĕн унта! Вĕсем паян кăна тытăнчĕç. Çĕр çывăрмасăр вылярăмăр.
— Ĕçлеттĕр те иккен, патька. Çывăрассăр та килмест пуль çав?
— Каккуй унта! Асра та çук, пĕрре куç хупăнин. Çĕркаç тата ак мĕнле пулса тăчĕ...
Эппелюк тем каласа кăтартасшăн пулчĕ те, лешĕ ăна çийĕнчех пӳлчĕ:
— И-и, кĕрӳ, чим-ха эс, чим-ха, Капла сана кĕтни те тарам иккен. Каçкӳлĕм те килĕнте пулмастăн пуль?
— Паян-и? Паян пулатăп, хăта. Кĕтӳ антарнă вăхăталла. Сан патна хамах кĕрсе тухăп-и, тен...
Нямаç выляса ячĕ. Халăх çавăншăн хĕпĕртесе ӳкнĕ пек шавлăн кулчĕ.
Шерккейĕн кунта çаплах тытăнса тăмашкăн вăхăчĕ çук. Нямаçа наччаслăха чĕнĕп те тухса кайăпăр тенĕччĕ вăл. Нямаç пушанаймасть ав, капла вара унăн ирексĕрех пăхса тăмалла пулчĕ. Вăл татах йăпанса тăма шут тытрĕ.
Сĕтел çине пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех укçа пуçтарăнать. Хальхинче Лявашка Куракĕ выляса ячĕ. Кĕмĕл вырăнне хут укçа кăларса хучĕ. Хăпартланнă Питрав Ванюкĕ чăл-чал пăхкаласа кăна ларать. Илюка черет çитрĕ.
— Черченке, татах вылятна?
— Вылясчĕ тетĕп те... — Илюк пĕрре Ванюка, тепре Пиктимĕре паха-пăха илчĕ.
— Вылять вăл, вылять! — сăмах хушрĕ Мăрса Пиктимĕрĕ.
— Укçу çук ĕнтĕ санăн.
— Укçи вăл, калам сана, Ванюк, çуккине çуках та-ха, хунчăкампа калаçса пăхас мар-и тетĕп... Хунчăкам, элле мана пĕр пăт ырашна парса тăрăна? Паянах виçсе килсе тавăрнă пулăттăм, — тет вал хăйпе юнашар ларакан сайра та пĕчĕк сухалла Мăтьăрккана.
— Парас пуль ара. Ырçа тĕпĕнче ман пулма кирлĕччĕ-ха, килĕшрĕ лешĕ.
— Ну, Ванюк, пар, эппин, картна. Пĕр пăт хакĕпе каятăп.
Илюкпа выляма кăмăллă. Вăййи ăнсă пынă чух вăл ача пек хĕпĕртесе кулать, выляса ярсан та, татăлса кулянмасть, уншăн вăййи вăйă пултăр. Хальхинче вăл кĕтесле илнĕ пĕр пăт ырашне выляса ячĕ-ха, тавăрас шанчăкне пурпĕрех çухатмасть.
Черет Пиктимĕре çитрĕ.
— Панку хушăнсах пырать иккен-ха, — терĕ Пиктимĕр, аллинчи картне пăхкаласа. — Ĕнтĕ мĕн чухле каяс-ши манăн?
— Хăвăнне ху пĕлетĕн, Мăтьăркка, чармастăп, — терĕ Ванюк. — Иксĕмĕртен пĕри, кирек мĕнле пулсан та, ăнтарма кирлĕ.
— Эп ăнтарни сана савăнтарас çук-ха, пĕлетпĕр ăна, — унтан Пиктимĕр хăй тĕллĕн сăмахлам пек турĕ: — Çапларах иккен-ха пирĕн хăватсем. Элле, мĕн пулать те, мĕн килет теер-и...
Ун аллинчи картне Илюк пăхса илчĕ.
— Чим-ха, хунчăкам, пĕрле каяр мар-и, амутьке? — йăнкăлтатрĕ вăл. — Мĕн калăн эс, э? Мĕн калăн? Элле, пăт çурă пултăр-и, хунчăкам? Пăт çурă пултăр-и?.. Тараси ман кĕлетрех, виçĕттĕм те парăттăм. Мĕн калăн эс? Пăт çурă пултăр тетĕп-çке...
— Пултăрах пăт çура.
Илюк пĕрле выляс тени Пиктимĕре сăхлантарчĕ.
— Аплах пулсан, иккĕнлетсе пĕтĕмпех кайса пăхар мар-и, хунчăкам, илтетне?
— Пĕрле тетĕн. Пая кĕрсе ĕнтĕ. Килĕшес, пĕтĕмпех каятпăр! — сăмах татрĕ Пиктимĕр.
Илюк сывлăшне лăштах çавăрчĕ.
Ванюкăн ахаль те сăмси вăрăм, маларах ӳпĕнсе ларнă май сăмси ытларах та вăрăмланнăн курăнать, пăхкаласса вара — караппăл евĕр куç чалăртать, çивĕч, витĕмлĕ. Пиктимĕрĕн татса каланă сăмахне илтсен, вăл аллине суркалам пек турĕ, хулне хĕссе илчĕ, сывлăшне çавăрса, иккĕмĕш карт тыттарчĕ.
— Мана çитет, выля! — терĕ Пиктимĕр.
— Иксĕр вылятăр та хальхинче, ăнтарсах ăнтартăр пулмалла, пĕрер картран ирттересшĕн те мар. Çирĕм патнеллех çывхартрăрам?
— Витĕр курăнмасть пуль-çке, пĕлнĕ пек каласа хутăн? — лĕкĕртетрĕ Илюк.
Ванюк хăй валли пĕр карт кăларса çапрĕ, унтан тепĕрне хуçса хучĕ: улттăлли те чечек. Ак мур илесшĕ, мĕнле, вырăнсăр килсе тухмĕ-ши, капла пулсан пит аван пек те-ха. Вăл чи малтан илнĕ картне те уçса хучĕ — улттăлли иккен. Вунпиллĕке кăна çитрĕ. Мăшкăл-çке çакăн чухлĕ укçа пуçтарнă хыççăн йăлт выляса ярсан. Мăрса Пиктимĕрĕпе Илюк ав куçкĕрет хавасланса лараççĕ, выляса илчĕçех-шим? Пĕтĕм панк тасалать вара. Сĕтел тавра пуçтарăннă çынсем Ванюка çисе ярас пек тинкереççĕ. Хăйне ăна ăшă та пулать, вĕри те. Мĕн пулать те мĕн килет тесе, Ванюк тепĕр картне васкамасăр шутарса кăларчĕ те çавăрса çапрĕ — саккăрли пулчĕ кайрĕ! Пĕтрĕ, эх, пĕтрĕ-çке пĕр çаврăм тăрăшса, ĕмĕтленсе, пăшăрханса пуçтарнă панк. Шавлăн сывласа илчĕ Ванюк. Хăйне ăна ыттисем те шавлăн сывланăн туйăнчĕ. Пиктимĕрпе Илюк çеç хаваслăн кулкаласа лĕкĕртетеççĕ.
— Хунчăкам, — терĕ Илюк, — çур пăтне сана сĕтел хушшинче ларсах тавăртăм-ха. Ыттине пая кĕресчĕ...
— Миçеччĕ сирĕн? — ыйтрĕ Ванюк.
— Пирĕн-и? Пирĕн... пĕтĕмпе те вунвиççĕ кăна, — картне кăларса хучĕ Пиктимĕр.
Пăхса тăракансем ахăлтатса кулса ячĕç. Ванюк та пĕрле кулчĕ, аллинчи картне Эппелюка тыттарчĕ.
— Патшасем пек ларатăр хăвăр иксĕр те. Сахалтан та вунсаккăра çитрĕç иккен кăсем тетĕп.
— Çавăн пек пулать çав хăш чухне, — сĕтел çинчи укçана пĕтĕмпе хăй патнелле шутарчĕ Мăрса Пиктимĕрĕ. — Ак сана, Мăтьăркка те...
Вăйă малалла пырать.
Шерккей татах Нямаçпа сăмахласа илчĕ:
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...