Хура çăкăр :: VII. Çĕнĕ пуян
— Ĕнтĕ мĕн чухлĕ парас-ши сире? — кулкаласа ыйтрĕ вăл.
— Ху пĕлетĕн пуль.
— Çиекен пĕлмест, туракан пĕлет, çапла тетре, çапла-и?.. Ик эрне ĕçлерĕр-ха ман патăмра. Хирĕçмерĕр, кутăнлашмарăр, сире ыр кăмăлтан тӳлес шутăм пур-ха манăн. Акă вуншар тенкĕ парас тетĕп..,
— Вăхăтлăха пуль, хуçа?
— Вăхăтлăха пуль темелле çав ĕнтĕ, ик эрне ĕçлерĕр, тата виç кунтан пĕтерĕр тесе шухăшлатăп, ун пек тăкака чăтма та пулĕ.
— Чим, хуçа, — терĕ сарлака хул-çурăмлиех. — Сан патăнта эпĕр çĕрне-кунне хисеплеместпĕр. Çакăн пек çурт вырăнне пĕр хăлаç тарăнăш чавмалла пулсан, икçĕр тенкĕрен кая илместпĕр эпĕр. Кунта ик хăлаç тарăнăш чавмалла, тепĕр. Пурсăмăра тăватçĕр аллăпа килĕшме пулĕ, укçине хамăр хушăра валеçĕпĕр.
— Ай, тупата! — кăшкăрса ячĕ Шерккей. — Çак тĕп урайне эп ялйыша тытнă пулсан-и? Çĕр аллă тенкĕрен ытла ирттерес çукчĕ. Сире, хăй, аякран килнĕ тесе, икçĕрĕпĕх парас ĕмĕтĕм пур.
— Çтаппан, çынсене чĕнтерсе кăлар-ха çавантан, — терĕ сарлака хул-çурăмли. — Пурсăмăр та пĕрле пуçтарăнар. — Унтан кил хуçи еннелле çаврăнчĕ. — Юрĕ, хуçа, мĕн ĕçленипе çитĕ пире. Пурсăмăра та паянах расчут парăн та, килелле кайăпăр. Кунта сирĕн ялйышăр та çителĕклĕ, укçасăр та килсе чавма пултарĕç...
Шерккее ку сăмах килĕшмерĕ. Кунта мĕнле ĕç пынине тăван ялйышне пĕлтересшĕн мар-çке вăл. Мĕн тумалла пулать эппин капла?
— Эс те пулин пĕр-пĕр канаш пар ĕнтĕ, Энтюк тусăм, — айккинелле çаврăнса йăлăнчĕ Шерккей.
— Мĕнле канаш парăп сана? Çынтан кулма кирлĕ мар. Вĕсем санран ытлашши ыйтмаççĕ, тĕнче хакĕпе килĕшмесен, вĕсене килне кайма меллĕ.
Ыттисем те пуçтарăнчĕç. Кăштах сывлăш çавăрма май килнĕшĕн хавасланнă пек курăнаççĕ вĕсем. Алли-урисем хуралнă пăшăхнă çамкинчен тарне шăлаççĕ. Сарлака хул-çурăмли вĕсене çак ĕçшĕн хуçа мĕн чухлĕ тӳлессине пĕлтерчĕ. Лешсем ахăлтатса кулма тытăнчĕç. Унтан кулма чарăнчĕç, Энтюк енне пăхса ӳпкелĕшме пикенчĕç.
— Хуçа пире мăшкăлласшăн-çке?
— Хакне мĕншĕн малтанах калаçса татăлман?
— Кунта пурсăмăр та эс каланипе килтĕмĕр...
— Çитет, халех киле каятпăр!
Шерккĕйĕн сасартăк аялти тути чĕтренсе илчĕ. Е вĕсем чăнласах килĕсене кайма шут тытсан? Пуçăннă ĕçе çаплах пăрахса хăварсан?.. Ун пек тума юрамасть. Энтюк та вĕсемпе пĕрлех пăрахса кайма пултарĕ. Хакĕ, чăн, сахал пек те мар-ха, ытти çĕрте те çавăн пек тесе, ăна Энтюк хăех каламанччĕ-и? Ăçтан тупса килтĕр вара вăл йӳн хакпа ĕçлекен çынсене? Хулне хĕскелесе, Шерккей вăхăтлăха шухăша кайрĕ. Йĕркеллĕ çынах-ха вăл, капла вара, ĕçлекенсем пăрахсан, ун ячĕ каять-çке, урăххисене ăçтан тупса килĕ. Килĕшсен тата...
— Эс мĕнле шухăшлан, Энтюк тусăм?
— Каларăм-çке, çавăн пек хакпа килĕшме пулать тесе, — шăппăн сăмах хушрĕ Энтюк. — Çын тивĕçне хăртма юрамасть. Сана та, хуçа, ун пек пулма сунмастăп.
— Юрĕ эппин, юрĕ, — тинех кунăçа пуçларĕ Шерккей. — Килĕшес сăмахран пăрăнмăп, — пурнăçĕнче вăл хăй хытлăхĕшĕн халăх умĕнче пĕрремĕш хут вăтанчĕ пулмалла. — Тăватçĕр аллă тенкĕ тетĕр пулсан, çапла пултăр, ĕçĕре кăна тĕплĕрех тума тăрăшăр... Ха-халлĕхе сире пĕр аллă тенкĕ парам та, ыттине ĕç туса пĕтерсен.
— Капла килĕшме те пулĕ, — терĕ сарлака хул-çурăмли. Шерккей каллех енчĕкне туртса кăларчĕ. Сарлака хул-çурăмлине аллă тенкĕ шутласа тыттарчĕ, юлташĕсем хушшинче валеçме сенчĕ.
— Ну, халь ларса апатланма та вăхăт пуль, — терĕ хуçа. Вăл Энтюк патне çывхарчĕ.
— Чĕлхем пӳклерех иккен-ха манăн. Ăна-кăна хамăр хушă-ра йăмтарăпăр ĕнтĕ. Юрĕ-и, Энтюк тусăм?
— Мĕн асăнасси унта, — аллипе сулчĕ Энтюк, хуçапа юнашар картишĕн тепĕр хĕрринчи сĕтел патнелле утса. Энтюкăн кăмăлĕ çапах та йывăрланчĕ. «Ăçтан çыхланса кайрăм-ха ку çынпа?» — тесе ӳкĕнчĕ вăл хăй ăшĕнче. Шухăшне çапах та Шерккее пĕлтересшĕн пулмарĕ.
Шерккей те шухăшсăр мар. Çуртне вăл чиперех тутарасшан-ха. Çурчĕ лайăх пултăр, тет те, хакĕшĕн хăй евĕр туптăшать. Энтюк шăпах Шерккейĕн çак енне тӳрĕ ăнкарса илчĕ. Шерккей çын хыçĕпе тына илесшĕн. Энтюк кам вара кунта? Вăл хăй пурнăçĕнче хăйне мар, кашни çынна ырă кăтартма ĕмĕтленнĕскер, çынна савăнтарса хавас кӳме тăрăшаканскер, çак чăваш патĕнче тарçă вырăнне вăй хурать-им-ха? Лайăх çын тĕлне пултăм пуль тесе шутланăччĕ Шерккей пирки, çавăнпа кăна килĕшрĕ те кунта ĕçлеме. Шерккей, ав, кутăнлашма пăхать. Вăрттăн пуян вăл. Кирпĕч савăтне тунă çĕре виççĕр тенкĕ яхăн укçа тăккаларĕ, халь çав тăкака виçĕ уйăх хушшинче ним мар тавăрать.
Ирхине апатланнă чух Маюк ĕçлекенсене пултран яшки пĕçерсе парăп тенĕччĕ. Пултран яшки мар иккен — карта кăмпипе хушнă йӳç кăшкар шӳрпи. Пултран халь ватăла пуçланă, йӳç кăшкар яшки пит аван.
Маюк, çамрăк çын пулсан та, ашшĕ пекех пултаруллă çын, ĕçлессе тĕплĕ ĕçлет, тирпейлĕхĕ çитет, сăнĕ-пичĕ кĕрнеклĕ. Шерккей ун еннелле пăхкаласа илчĕ, хăйпе юнашар утакан Энтюка сăмах хушса хучĕ:
— Хăталлă та пулмăпăр-и-ха пĕрле, хурăнташланăпăр тетĕп-çке...
Энтюк ун сăмахне тавçăраймарĕ.
— Ара, манăн каччă пур, санăн хĕр ӳсет, — терĕ Шерккей.
— Э, эс ав мĕн пирки иккен. Ача-ха вăл манăн.
— Пурсăмăр та ача пулнă, пурсăмăр та. Ыран-паян теместĕп-çке, пыра-киле шухăшламалла пултăр. Пит килĕштерессĕн туйăнаççĕ мана иккĕшĕ.
— Кашни чечекĕн хăйĕн вăхăчĕ, — хавассăр каласа хучĕ Энтюк.
— Хам та çавнах калатăп.
Ĕçлекен çынсем çывхара пуçларĕç. Сулхăн шывпа васкавлăн çăвăнса, вĕсем сарлака та вăрăм сĕтел тавра ларса тухрĕç. Маюк вĕсене йӳç кăшкар шӳрпи антара-антара пачĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...