Хура çăкăр :: XVI. Ял çывăрмасть
Тухтар иккен, Пикмăрса ун сассине çĕр сасăран уйăрса илме пултарать. Енчен кунта Тухтар пулсан, эппин, тем иккĕленмелли çук. Пикмăрсан ăш вăркани лăплана пуçларĕ.
Пӳртре шăв-шав çĕкленчĕ. Пикмăрса ăна итлесе тăмарĕ, картишне хӳме хушшипе кĕчĕ те çĕнĕ пусма тăрăх хăпарчĕ, кĕçĕн алăк уçăлчĕ. Ăна хирĕç Тухтар тухрĕ. Çавăнтах пӳртрен тухнă çынсем те курăнса кайрĕç. Пикмăрсана алăран çавăтса шала кĕртрĕç.
— Эс мĕн? Крыльцаран кĕрес вырăнне кайри алăкран çӳретĕн? — кулкаласа ыйтрĕ Тухтар.
— Йăнăшрăм пулчĕ...
— Атте килчĕ!
— Атте килчĕ!..
Пӳрт тулли çын. Темĕн чухлĕ хĕрсем, каччăсем, вăйçи те сĕрме купăспа, тĕрлĕ тĕслĕ тутăр тытнă çамрăксем — туй халăхĕ-ши кунта, никрутсем-ши?..
Пĕри пӳрте кĕнĕ-кĕменех Пикмăрсана мăйĕнчен уртăнчĕ, ыталаса илчĕ, чарăна пĕлмесĕр йĕме тытăнчĕ. Мĕнлескер пулчĕ ку? Пикмăрсан йĕпеннĕ куçĕ пĕртен-пĕр Тухтара кăна курать.
— Таврăнтăм, атьсем... ак таврăнтăм...
Марине кунтах, Уття та пур.. Мăйĕнчен ăна арăмĕ уртăннă иккен.
— Эрнеслу, эсĕ-и, эс-и, Эрнеслу!..
— Ах, тупата, кам пултăр тата?..
— Ну, ну, чарăн ĕнтĕ нăшăклатма!
Пикмăрсан хăйĕн те сасси тытăннă, сăмахĕсене çăтса ярас пек калать. Вăл маларах иртрĕ те йĕри-тавра пăхса илчĕ.
— Сывлăхăрсем мĕнле?
— Пит аван пурăнатпăр-çке!
Пикмăрсана пурте пыра-пыра ал тытаççĕ.
— Кам патĕнче эпĕр, калăр-ха мана?
— Салтăн, салтăн, атте, хамăр килте-çке!
— Эрнеслу! Тухтар!..
— Ак ĕнтĕ
— Ял халăхĕпе çурт лартса патăмăр-çке сана, Пикмăрса тете. Мĕнле, килĕшет-и?
Çак сăмаха чăтаймаи Пикмăрсан куççулĕ шăпăртатсă анчĕ. Вăл тенкел çине ларасшăн пулчĕ, унтан тăчĕ, тепре ларса пăхрĕ, каллех тăчĕ.
Улаха килнĕ хĕрсем тумлана пуçларĕç, турахупĕсемпе кĕнчелисене тытрĕç, кайма хатĕрленчĕç.
— Чĕкеç, — терĕ Тухтар, — кала хăтана, халех кунта килтĕр... — Хакиме, эс Имет тетене пĕлтер, çула май-çке сана. Тата Шинкĕл тетене систересчĕ...
— Ăна хам кайса чĕнсе килĕп.
Марине, çăмăлскер, тумлана та пуçларĕ.
— Пĕрле кайса килĕр, — терĕ ăна Эркке.
— Салтăнсах салтăнмалла пулчĕ-им ĕнтĕ капла? — савăнса кулкаларĕ Пикмăрса, çĕтĕлнĕ сăхманне хывса. — Ак ĕнтĕ, тупата, пĕр тумлам сыпмасăрах ӳсĕрĕлсе кайрăм-çке.
— Çывăх çынсене курнипе вăл.
— Унпа кăна-и, Тухтар?
— Лар, Пикмăрса тете, лар. Малтан хамăн каласа парас пуль çав сана йĕркипе.
Тухтар ăна ял халăхĕпе пĕрле çак пӳрте лартса пани çинчен каларĕ. Халăх çак ĕçре кам мĕнпе пултарнă, çавăнпа пулăшнă иккен: хăшĕ укçан панă, хăшĕ тыррăн, пăтă кăна пулсан та, ăна та илсе килсе панă. Хистемесĕр, камăн мĕнле кăмăл тесе. Пикмăрсана ялтан лартса кайсан тепĕр кунхине, çур ял халăхĕ платникре ĕçлет тейĕн çав, — пурте çурт тума пуçтарăннă, вĕсенчен хăшĕ-пĕри алла пуртă тытса пӳрт пĕрени картса курманнисем те пулнă, вĕсем те ĕçлĕпĕр тесе пынă. Вара пĕр уйăх та иртмен — пура пураса, мăкласа хăпартнă, тăррине витсе пĕтериччен шалти ĕçсене те майлаштарса тăнă.
— Начар ĕçленĕ тесе ан тиркеш. Кашни пĕренене мĕнле вырнаçтарнине Савантей тете хăй пăхса тăчĕ.
Тухтар сăмахĕ ялти чи ăста платник çинчен пулчĕ.
— Мĕн калама ĕнтĕ, мĕн калама, — йĕпеннĕ куçне шăлкаласа илчĕ Пикмăрса. — Çакăн пек пысăк ĕçшĕн кама мĕнпе тав тумалла, пĕлсе те пĕтерес çук. Пирĕн пек çынна та пурнăç сунакан ырă чун ĕмĕр телейлĕ пултăрах.
— Халь ак, эс таврăниччен тесе, шураппа ял хĕрĕсене улаха ячĕ.
— Хĕрĕсем вĕсем ларччăрах-ха...
Салтак ачисем те кунтах. Тухтарпа Пикмăрса калаçнине вĕсем пĕр пӳлмесĕр итлесе тăчĕç.
Элентейпе Имет килсе кĕчĕç. Вĕсем виç витреллĕ сăра пички çĕкленĕ. Телейлĕ кил хуçине ырă сывлăх сунчĕç.
— Мĕн эсĕр, ман пек ристана хăна тăвасшăн-нм? — кулкаласа ыйтрĕ Пикмăрса. — Хамăр хăна тумалла пулать те-ха...
— Кайран. Ĕнсӳ çине çу хывсан.
— Пурсăмăр та сан пек ристансем эпĕр, — терĕ Имет. — Инке, пысăкрах алтăрна пар-ха кунта.
— Алтăрĕ пирĕн... — пуçне сулкаларĕ кил хуçи мăшăрĕ, — çук çав-ха алтăрĕ. Акă чей курки парам та, юрать пуль ĕçме?
— Юхса тухмасан, пит аван.
Кил хуçи мăшăрĕ Имете чăлт-шурă курка тыттарчĕ, хăй кăмака патне кайрĕ.
— Кăмаку мĕнле? Чипер туртать-и, шураппа? — ыйтрĕ Элентей.
— Ара ĕнтĕ, эс тусан та лайăх туртмасан, мĕнле вăл? Хутса ярсан, часах тухать.
— Çавăн пек кирлĕ. Вунулттăмĕш кăмака пулчĕ ку. Хам тунисенчен.
— Ăсталансах çитнĕ çав.
Имет курка тултарчĕ, хуçине тав туса, малтан хăй сыпрĕ, Пикмăрсана чăмпах тултарса ĕçтерчĕ. Кăпăклă сăри халь пуçтарнă хăйма пек. Унтан Элентейпе Тухтара, салтак ачисене ĕçтерсе тухрĕ.
Чĕннĕ çынсем çĕр варринчех пуçтарăна пуçларĕç. Такам пĕри эрех чиксе килмешкĕн те ăс çитернĕ. Ял çыннисем, Пикмăрсапа та салтак ачисемпе калаçса ларса, вăхăт виçине мансах кайрĕç.
Тĕрлĕрен хыпар-хăнар. Страшниксем теме пула старăстă патне куллен тенĕ пек килкелесе çӳреççĕ. Юрать-ха, Элюккана вăл-ку ял халăхĕ майлă мар пулсан, санпа иккĕ те калаçса тăмĕç тесе систерсе хунă та, халь вăл вăхăтра чĕлхине çыртма пĕлет. Иртнĕ эрнере тимĕрçĕ Мишшана тытса кайнă пулнă иккен те, паян вăл та таврăнчĕ, тет.
— Эппин, ăна та кунта чĕнтермеллеччĕ, — терĕ Имет.
— Ĕнтĕ унпа ыран та курнăçса калаçма пулать.
Хирĕçри Шерккей, ав, ытларах пуясшăн тапăçланать иккен-ха. Утламăш халăхĕн катари хирĕ Пасна лапне тухать, унтан вара улпут хирĕ пуçланать. Ваттисем астăвасса вăл та Утламăш хирĕ пулнă, унтан улпут, темле судсемпе-мĕнсемпе явăçса, хăй çаварса илнĕ. Утламăш халăхне хĕссе кăларнă. Халăхран ĕç çӳретме пĕлекен ăста çын тупăнман, çаплах унăн хирĕ пулса юлнă вара. Çав улпут халь, хирĕпе çурт-йĕрне пĕтĕмпе сутса, Чĕмпĕрелле таптарасшăн, тет. Кунти халăхпа пурăнмашкăн урăх май çук тесе, йывăра илет, тет. Шерккей çавăн хирне çурчĕ-мĕнĕпе туянасшăн имĕш. Улпутах тухса каясшăн. Ĕçне кăларайĕ-ши, кăлараймĕ-ши — калама йывăр, çавăнтан инçе мар пурăнакан тутарсем улпут çĕрне никама та суттармастпăр тесе калаçаççĕ, тет. Вĕсен çыннисем утламăшсемпе те калаçса пăхасшăн пулнă имĕш, халĕрех вăл-ку урăх илтĕнмест-ха.
— Шерккейĕ-мĕнĕ пуçхĕрлех чикеленсе кайтăр-ха, — терĕ Имет, — пирĕн хамăрăн пĕр-пĕр çавăнта кайса килес пулсан...
— Хам кайса килĕп, унталла çитмелли çăмăлăм пур, — терĕ Тухтар.
Тĕрмере те халь урăхла вăхăт пуçланчĕ, теççĕ. Çынсене, патшалăха хирĕç пырса, революци тăватăр тесе айăплаççĕ имĕш. Мĕн чухлĕ çын хупăнман-ши, кашни иртен кун çĕнĕрен те çĕнĕ ушкăн пырса кăна тăрать, хупса та пĕтерме çук пуль вĕсене. Камсем-и? Таврара сахал-и Пикмăрса пек çынсем? Пикмăрса мĕн-ха вăл, ăна вăрман вăрланă тесе кăна айăплама пăхнă. Ыттисене унпа патшана хирĕç тăратăн тесе айăплаççĕ, ав мĕнле!..
Апла иккен. Çук, çук, самана пĕтĕмпе пăтрашăнса кайрĕ. Патша мăнахвис кăларнă, тет, ав. Çав мăнахвис тăрăх ӳлĕм халăх пурнăçĕ майлашăнмалла теççĕ те, çынсем вăл хыпара та шансах каймаççĕ иккен.
— Тĕрмере те сас-хура илтĕнчĕ çавăн пирки, — терĕ Пикмăрса. — Иртнĕ хĕл, ав, Питĕрпурта патша хăй патне çăкăр ыйтма пынă çынсене темĕн чухлĕн пере-пере пăрахнă, тет...
— Аплах-ши? Йышлă пулнă-ши çыннисем? — ыйтрĕ Шинкĕл.
— Йышлă пулнă çав. Чăн хулари пĕтĕм аслă урама халăх хăпса тухнă пултăр-ха? Утламăш тетнем?
— Ай, епле шел. Патшах пенĕ-шим вара?
— Тухтар каласа пачĕ-çке пире? Çавă ĕнтĕ вăл. Патша хăй перессе пемен пуль те, вăл хушнипе салтакĕсем пенĕ ĕнтĕ.
— Ак, атьсем, эсир те салтака каятăр, — терĕ Тухтар, — астăвăр, пире ылханмалла ан пултăр, пăшалăра хамăр пек халăх еннелле ан тĕллĕр...
Шăпах çав самантра тул енче, чӳрече патĕнче, ура сасси илтĕннĕ пек туйăнчĕ. Тухтар салтак ачисене куç хĕсрĕ. Лешсем тахăш вăхăтра пӳртрен вирхĕнсе тухма ĕлкĕрчĕç-тĕр. Кăштах тăрсан, пĕр пĕчĕк çынна çухинчен çавăрса тытса сĕтĕрсе те кĕчĕç.
— Ан тĕккелешĕр-ха ытла, хамах кĕретĕп-çке — йынăшса йăлăнчĕ çăрăлти сасă.
— Мĕншĕн тарса каясшăнччĕ эппин?..
— Кукуç-и? Мăранах та мар-ши?
— Кукуç! Ак каçхи кайăк...
— Халь кăна «качча кайнăскер». Мĕн эс, çамрăк арăмна пăрахса, çĕр варринче услапланса çӳретĕн?
— Шерпике хăваласа кăларнă, тет, ăна!..
— Хăваласа кăларман та-ха, — тӳрре тухма пăхрĕ Кукуç — Урампа иртсе пыраттăм. Пăхатăп: мĕн кунта çап-çутă тетĕп: хуçи таврăннă иккен. Чипер пурăнатна, Пикмăрса тете? — хыткан аллине тăсрĕ Кукуç.
Пикмăрса ăна алă парса хаваслантармарĕ, вăл хăй умĕнче Кукуç тăнине асăрхамана хыврĕ. Кукуçăн хуралса пĕтнĕ алли çапла кăнтарса тăснипех хытнăн туйăнчĕ. Вара вăл ăна васкамасăр туртса илчĕ.
— Кур-ха эс çак пĕтме маннă чуна, — терĕ Имет. — Алă тăсать! Вăтанасси те юлман иккен, ӳкĕнме те ăс çитереймест. Çын те ĕнтĕ ăна çакăн хыççăн.
— Имет, чим-ха, — сăмах хушрĕ Элентей, кăшт маларах иртсе. — Питне кĕççе çĕленĕ вăл. Тахçанах.
— Калăр-ха, тархасшăн, мĕншĕн мана çаплах хăрататăр? — йĕрсе ярас пек каласа хучĕ Кукуç. — Сирĕн умăрта эп нимĕнпе те айăпа кĕмен-çке?
— Хăртса мар. Вĕшле йытă эс!
— Илтетеп те-ха сана, Элентей...
— Илтетне? Итле эппин. Кала, Шыçмак Ваçилейне вăрман пирки кам юла юпса пĕлтерчĕ?
— Эпĕ тетне? Кала, Элентей, эпĕ тетне? Ăçтан кăна сан киревсĕр чĕлхӳ çакăн пек усал сăмах туртса кăларать-ши? Ах, тупата-а! — шăлне çыртса ватас пек хĕсрĕ Кукуç. — Сан пек хаяр ултавçă Утламăш пуçланнăранпа та ял халăхĕ пĕрре курман пуль, шырасан та урăх тупас çук. Ман пек таса... çынна... элеке хывса... ятăма ярасшăн... хăйсем ав мĕнле, у-у!.. — лĕрр йĕрсе ячĕ Кукуç.
— Таса çын!.. Ха-ха-ха!.. Таса çын-и? Витĕр курăнатна? Ха-ха-ха!..
Кукуç сăмсипе турткаларĕ, нăшăклатма чарăнчĕ.
— Кулать! Куç умĕнче кулать!.. Çут хĕвел сӳнтĕр эппин ман тĕлĕме, енчен эп ç-çта та пулин çавăн пек хыпар сарма пултарнă пулсан!.. Пикмăрса тете! — Кукуç ун еннелле çаврăнса тăчĕ. — Хĕвелпе хĕрĕнсе уйăхпа кулянам та сан умăнта тупа тăватăп. Умри çăкăртан юлам сана çаплах хаяр суннă пулсан. Пытарăнас шăтăкăм ӳпне йăтăнса антăр! Элентей ав епле намăса пĕлмесĕр элеклет ман пирки...
Халиччен шăпах тăнă салтак ачисем çав мĕскĕне чăнласах хĕрхене пуçларĕç. Вăл çавăн пекех тупа тăвать иккен те ăçтан ăйăпла пултăр? Мĕншĕн ăна Элентей çаплах хытă калать-ши? Кулса-ши, курайманнипе-ши?
— Ун пек элекçе çак куна çитсе те урăх курман, — терĕ Кукуç каллех, куçне-пуçне вылятса. Пӳртри çынсем хăйне хĕрхенессе, хутне кĕрессе ĕмĕтленчĕ вăл.
— Йĕркеллĕ калаç, — татса хучĕ вара ăна Пикмăрса, унтан шăппăн çеç: — Хурал пӳртĕнче чухне камран укçа йăлăнса аптратрăн? Мĕншĕн? Мана асăрхамасть терĕн пуль. Е манса кайма ĕлкĕртĕне?
Кукуç вăхăтлăха шăпланчĕ. Тавăрса калама чĕлхи витмерĕ пулас унăн. Мурĕ пĕлсе çитертĕр, çав самантра хурал пӳртĕнчех пулчĕ-шим Пикмăрса? Аптрасах çитрĕ. Мăран Кукуç пуçне шăлкаласа илчĕ, кăштах сывлăш çавăрчĕ.
— Элентее пĕлсе çитрĕм-ха ĕнтĕ, — терĕ вăл. — Вăл чăх çăмартинче те шăмă татăкĕ шырать. Мана пурсăр та пĕр майлă пулни телĕнтерет. Мана тĕп тăвасшăн тăрăшсах тăрăшатăр иккен. Акă хăвăр пурсăр та пĕр майлă, ман хута кĕрекен çук тетĕр пуль çав ĕнтĕ...
— Хӳтлĕх шыратăн. Астуса илетне? — çине тăрса ыйтрĕ Элентей. — Хурал пӳрчĕ умĕпе иртсе пыраттăм. Леш страшниксен йытти малтан манпа сăмахласшăн пулчĕ. Шыçмака эп хамăр яла кĕмешкĕн çулне мантăр тесе пĕрре тăхăнтартса ятăм. Пăрăнса ĕлкĕрчĕ. Питех майлă тивеймерĕ курăнать. Утламăшран тухса таратчĕ. Эс, йытă, ăна хăваласа çитрĕн. Тепĕр кун Пикмăрса тетене тытса кайрĕç.
— Суятăн эс! — кăшкăрса пăрахрĕ Кукуç, куçне-пуçне шăлкаларĕ хăй. — Курман эс мана, курма та пултарайман. Эп ун чухне килте çукчĕ. Эпĕ Шыçмак Ваçилейне курман Хĕрлĕ Пылчăкри Хилимкка куккисем патне икерчĕ çиме кайнăччĕ. Суятăн эс, Элентей!
Кукуç пĕрчĕ палан чухлĕ те хĕрелмерĕ. Элентей ун çине пăхса илче те тутине пăркаларĕ.
— Ытла çĕкленесшĕн хăтланатăн-çке, Мăран? Эпĕ суятăп иккен. Ялта та пулман тет. Кăсăк-çке. Эпĕ суятăп, вăл суймасть! — пуçне енчен енне сулкаларĕ Элентей. — Шураппа! Кил-ха кунтарах. Сирĕн сысна чикекен вăрăм çĕçĕ пулас пулатчĕ. Пар-ха кунта.
Кукуç пĕр кĕтмен çĕртен чĕтреве ӳкрĕ. Çынсем малалла мĕн пуласса шутласа пăшăрханчĕç. Элентей çак мĕскĕн çынна чиксе пăрахатăп тесе хăратма тытăнмĕ-ши? Çынна ун пек тарăхтарма кирлĕ марччĕ ĕнтĕ...
— Çĕçĕпе хăтланмасан та юратчĕ, — каласа хучĕ Пикмăрса.
— Пар-ха, пар, шураппа. Иккĕленсе ан тăр.
Кил хуçи арăмĕ вăрăм та çивĕч çеçĕ илсе пырса Элентее тыттарчĕ. Вăрăм çĕçĕ лампа çутинче йăлтăр-ялтăр йăлкăшса илчĕ.
— Хĕç пек, — çивĕчĕшне пӳрне вĕççĕн сăтăркаласа пăхрĕ Элентей. Хăй вăл ним чухлĕ те васкамарĕ. Сĕтел сунтăхĕнчен пĕчĕк турам çăкăр касса илчĕ, ăна çурмалла пайласа, пĕр турамне çăварне хыпрĕ, тепĕр турамне çĕçĕ вĕçне тăрăнтарчĕ те каçăрăларах тăнă Кукуçа тăсрĕ.
— Ме. Çи çакна.
— М-мĕн? Мĕншĕн?
— Тупа тăвасшăн-çке эс.
— Ара ĕнтĕ, хĕвел темерĕм-и? Çăкăр темерĕм-и?
— Эс çут хĕвеле ан кансĕрле. Вăл сансăр та сӳнмест. Çăкăра та ан асăн. Санран аслăрах вăл. Санăн ӳлĕм кун курассу çак турамран килет. Ме, çи тенĕ сана! — хистерĕ Элентей.
Пăшăрханса ӳкнĕ Кукуç нимĕн тăва пĕлмерĕ. Вăл сак çине сĕвенсе ларчĕ, алăк енне пăхса илчĕ.
— Çи ĕнтĕ, мĕн кĕттеретĕн тата? — хушрĕ Имет те.
Кукуç, чĕптĕм чухлĕ хавасланмасăр, çăварне каркаларĕ. Шăлĕсем йăлт сарăхса та хуралса пĕтнĕ. Элентей тăснă çĕçĕ вĕçĕнчи çăкăр турамне хăш енчен хыпма меллĕрех тенĕ пек пăхкаларĕ, унтан темшĕн хулне хĕссе илчĕ, кĕтмен çĕртен ĕнтĕркенĕ пек çӳçенчĕ, аллипе сулчĕ.
— Калатăп-çке ĕнтĕ...
— Калатăн та-ха.
— Эс айăплă маррине кам пĕлмест? Пĕлетпĕр-çке ĕнтĕ. Хып та çăтса яр, — ыр кăмăллăн лĕкĕртетрĕ Имет. Кукуç ларнă çĕртен яшт сиксе тăчĕ.
— Çиместĕп ăна эпĕ... Хыпмастăп, тупата, калатăп сире... — мăкăртатса каялла чакрĕ вăл.
— Кала эппин калас тенĕ сăмахна!
— Каларăм çав... — тути ейĕлчĕ Кукуçăн. Хĕрелнĕ куçне мăч-мăч хупкаласа уçрĕ вăл. — Эп ăна страшник пуль тесе... пĕрене Пикмăрса патĕнче терĕм... Каларăм çав... кирек те мĕн тăвăр ĕнтĕ мана...
Пӳртри çынсем малтан ахлатса илчĕç, шăпланчĕç, унтан пĕр харăс тенĕ пек ахăлтатса кулса ячĕç. Кукуç пĕр самантра алăк патнелле туртăнчĕ. Тен, вăл тухса та каятчĕ пуль, юрать-ха, лере салтак ачисем речĕпе шанчăклăн тăрса тухнă, унăн иртес çулне пӳлсе хучĕç.
— Э-э, каплах тухса каяймастăн-ха эс...
— Ну! Тата кала!
— Тăвансем... эп ăна каласшăн та марччĕ. Страшник пулĕ терĕм те хăрарăм, каласа патăм çав вара, — урăх тунса тăрса ĕçĕ тухманнине тавçăрса илчĕ Кукуç. — Ытлашшине никам пирки те каламан. Вăрман ăçта иккенне кăна каласа кăтартрăм... Урăх нихçан та страшник йышшисемпе курнăçмастăп...
— Шыçмак сана чĕлхӳнтен туртрĕ пуль?
— Аплах мар та...
— Ăçтан пĕлтĕн эс вăрмана кам патне кăларнине?
— Вара ĕнтĕ куçлă-пуçлă çын мар-им эпĕ? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Кукуç.
Çынсем пурте ун еннелле çаврăнчĕç. Çĕнĕ хыпар илтнĕнех туйăнчĕ пулмалла вĕсене: куçлă-пуçлă çын мар-им-ха тет. Чăн та, çак мĕскĕн пĕчĕк çыннăн, çак пĕкĕнсе-кукăрăлса кĕнĕ çыннăн та куçĕ пур, пуçĕ те вырăнĕнчех. Мĕн тесен те, катемпи мар, пăхмашкăн чăн çынах темелле.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...