Шурă акăш çулĕ :: Чăваш çĕршывĕ
Ушкăн вара тата малалла куçса пычĕ. Акă умра пысăках мар, анчах тарăн, чи пахи вара — тăрна куçĕ пек тăрă шывлă юханшыв курăнчĕ. Айккинерех икĕ арçын ача шак тĕрĕслеççĕ.
— Ну мĕнле, пулă пур-и? — кăсăкланчĕ йĕрлевçĕ. Тĕрĕссипе кунта, уçă çĕрте унăн пĕлĕвĕ хальлĕхе кирлех те марччĕ, çапах вăл хăнăхнă йĕркепе малта пыратчĕ!
— Пур! — кăмăллăн пĕлтерчĕç ачасем. — Яшка пĕçермелĕх çитет пек.
«Яшка пĕçермелĕх» тенĕ шакăра çур витре ытла пухăннă. Ачасем хайхи пуçтарăнма та тытăнчĕç.
— Урăх тытмастăр-им тата? — ыйтрĕ йĕрлевçĕ.
— Ма ахалех тытас? Пĕрре пĕçермелĕх пухутлах çитет, ырана тепре килме пулать, — ĕçлĕн калаçрĕ ачасенчен аслăраххи.
Çул çӳревçĕсем юханшыв ятне ыйтса пĕлчĕç. Кĕçĕн Çавал ятлă-мĕн.
— Чим, — аса илчĕ Керим, — Шупашкара çӳренĕ чухне эпир Çавал урлă каçаттăмăр. Ку вара — Кĕçĕн Çавал. Вăл мĕн, Çавала юхса тухать-и?
— Ия, — терĕ аслăрах ача. — Кунтан темиçе çухрăмрах пĕрлешеççĕ вĕсем.
— Çитсе курасчĕ вĕсем пĕрлешнĕ тĕле, — терĕ Керим.
— Кăшт сылтăмарах илĕр те пăртакранах унта çитетĕр, — ăнлантарчĕ ача. — Эпир тĕрĕснех калатпăр. Шаритлеме пысăкрах пулă тытас тенĕ чухне эпир унта çӳретпĕр.
Çаплах турĕç те çулçӳревçĕсем. Кĕçех чăнах та икĕ юханшыв пĕрлешнĕ юппа тухрĕç. Мĕн тери илемлĕ вырăн иккен кунта! Икĕ юханшыв тăрăхĕпе те çуркуннесенче ейӳ самаях сарăлса каять пулмалла, халĕ кунта курăк кăкăр таран кăшăл кăна ӳсет. Курăкĕ çиелтен пăхма кăна пĕр евĕр, тимлесерех сăнасан унта пин тĕрлĕ ӳсентăран асăрхатăн. Вĕсен хушшинче тата мĕн тĕрлĕ кăна хурт-кăпшанкă кĕшĕлтетмест пулĕ. Акă тата лаша ури айĕнчен тăри пăрлатса вĕçсе хăпарчĕ те кĕçех тӳпене куçпа курайми хăпарса çухалчĕ. Юнашарах путене сирпĕнсе тухрĕ. Аран вĕçнĕ пек туса çĕр çийĕнех пырать. Хăйне хăвалаттарса çынсене йăвари чĕпписем патĕнчен айккинерех илсе каясшăн ĕнтĕ, шеремет. Пĕтĕм ӳсентăран, пĕтĕм чĕрĕ чун пурăнасшăн ăнтăлать. Çапла пулмасăр, пурăнăç хăй те пĕтĕмпех çак ăнтăлу çинче тытăнса тăрать.
Анчах Керимăн уни-куни шухăшламалăх вăхăт çук. Вăл кунти тавралăха пач урăх тĕллевпе тишкерчĕ. «Çакăнта хулаш тумалла пирĕн, — шухăшларĕ вăл. — Икĕ енчен ăна юханшывсем хӳтĕлĕç. Кĕçĕн Çавалĕ сарлаках мар та-ха, тарăнăшĕ пур, тăшман килсе тапăнас-тăвас шухăш тытсан ун урлă та хăпăл-хапăлах каçса каяймĕ. Пурăна киле хулашран хула туса çитерĕпĕр. Вырăнĕ суту-илӳ йĕркелес тĕлĕшпе те ăнăçлă. Çавал, паллах, Атăл мар, çапах унпа та Атăлтан çак юппа çити рашшивапа, тен, баркассемпех те хăпарма пулать. Кунтан Шупашкар та инçе мар пулас, унтан та пасара çӳреме тытăнĕç. Хулари тĕрлĕ ĕç ăстисен тунă япалисене сутмаллах. Ку таврара вара халăх самай йышлă пурăнать, тĕрлĕ япала кӳрсе кăна ĕлкĕр. Çапла хулаш аталанса пынăçемĕн хăех вăйлă хула пулса тăрĕ. Пăртак йĕркеллĕ, никампа вăрçăнмасăр пурăнасчĕ кăна. Лăпкă пурăнма вара пулать пек. Ку тăрăха хальлĕхе çичĕ ютран никамах та пысăк çарпа хăпăл-хапăл килсе кĕреес çук. Çапла, çакăнта тымар ярса ĕлкĕрсен пирĕн валли вăй илмелĕх вăхăт тупăнма та пултарать».
— Элтепер, ав, çур çухрăмра кĕпер пур. Ун урлă каçса çав тӳпем çине хăпарар та таврана пăхса илер мар-и? — сĕнчĕ йĕрлевçĕ. — Унтан инçет тавра курăнассăн туйăнать.
Чăнах та инçех те мар йывăç кĕпер пур иккен. Унăн икĕ енче самаях такăрланă çул тăсăлать. Эккей, кунта халăх пăлатна çӳрет-çке. Эппин, Керим тин кăна-ха шухăшлани пĕтĕмпех тӳрре тухма тивĕç.
Кĕпер урлă каçса сăрталла хăпарсан тавралăха, ката вăрманĕ хуплакан хушша шутламасан, чылай инçетрине курма май килчĕ. Мĕн курни вара Керима самаях рехетлентерчĕ. Ара, унта та кунта пĕчĕк те самаях пысăк ялсем лараççĕ, вĕсем пĕр-пĕринпе çулпа çыхăнни те аванах палăрать. Апла ку тăрăхра пăлхар-чăвашсем тĕпленсех пурăна пуçланă, вĕсене вăйлă хула тавра пĕрлештерсен Чăваш улусне сарасси çинчен кăна мар, Чăваш ханлăхĕ çинчен те шухăшлама юрать.
— Ну, туссем, хальлĕхе çӳресе çитет, — терĕ Керим ушкăнри çынсене. — Кĕçĕр çывăхри пĕр-пĕр ялта çĕр каçар та ыран киле таврăнăпăр. Хĕвелпе пăхсан, эпир халĕ хамăр Эпеçрен ытла инçех те мар пек туйăнать, анчах ун патне тепĕр енчен тухмалла пек. Тата ку тăрăха вăрмансенчен тĕллĕн-тĕллĕн палăрмаллах тасатса пĕтернĕ, эппин çулĕ те пирĕн ытла йывăр пулас çук. Апла Çавал урлă каялла каçар та çурçĕр — хĕвеланăçнелле ӳкер. Юрать-и?
Элтепер каланине кам хирĕçлетĕр? Керим йĕнер ĕсенкине пусса утне хускатрĕ кăна, ыттисем те ун хыççăн хытă юртăпа вĕçтерчĕç. Кĕçех Керим ушкăнĕ Çавалтан пĕр-икĕ çухрăмри юман вăрманне кĕрсе çухалчĕ.
3
Керим пынă чухне Юсуф ирхи намаз тăватчĕ. Вăл урайне пĕчĕк кавир сарса хунă та ун çине чĕркуçленсе ларнă, никама курман-илтмен пек, хăй тĕллĕн тем шухăша путса вăхăт-вăхăт ал лапписемпе пит çăмартипе янахне шăланçи тăвать те пуççапать, шăланçи тăвать те пуççапать. Ун пек чухне çынна кансĕрлеме юрамасть, çавăнпа Керим алăка шăппăн хупрĕ те каялла картишне тухрĕ, Юсуф пулăшуçине пӳрте никама та кĕртмелле маррине аса илтерчĕ. Лешĕ, паллах, кăна асăрхаттармасăрах пĕлет, Керима та вăл хан шăллĕ пулнăран çеç пӳрте кĕме чармарĕ.
Вăхăт вакласа Керим картишпе утса çаврăнчĕ. Кунта вăл тăтăшах килсе çӳрет-ха, анчах кулленлĕхе пула нимех те пит тимлемен. Халĕ акă пăхать те чылай улшăну асăрхать. Пуринчен малтан куçа сыпăласа шĕвĕртнĕ йывăç вуллисене тăратса картишне шăши кĕрейми тачă карса тухни курăнать. Хă, хăш вăхăтра ĕлкĕрнĕ-ши? Халĕ ку картише хăйне евĕр тĕркеç теме те пулать. Хапхана шалтан урлăш ярса хупсан кунта йăпăр-япăрах лекеймĕн. Картишĕ аслă, вăтăр-хĕрĕх çарăç ним мар вырнаçма пултарать. Унăн пĕр енче самай пысăк икĕ ампар ӳссе ларнă. Вĕсенче çăнăх-кĕрпе пулĕ-ха. Варринче тата пуçне тăрна пек çĕклесе пусă тараси тăрать. Кăна та ăнланмалла: хупăнса чылай пурăнма тивсен шыв — чи кирли. Кунсăр пуçне картишĕнче вăрăм лаша вити, лупас, вутă шаршанĕ, кулленхи пурнăçра кирлĕ ытти тем те пĕр пур. Уçă алăкран витери пӳлмексенче икĕ-виçĕ лаша тăни курăнать. Ыттисем ут кĕтĕвĕнче пулас. Маттур Юсуф, маттур, май килнĕ таран пурне те шута илме тăрăшать. Эппин Керим ăна улус хули лартма лайăх вырăн тупни çинчен пĕлтерсен вăл савăнмаллах.
Акă Юсуф та çенĕк картлашки çине тухса тăчĕ, сарă çемçе сухалне шăлкаласа пĕлĕтелле пăхрĕ, анчах куçĕ хĕвел çутипе шарнăран çавăнтах пуçне усрĕ те шăллĕне асăрхарĕ. Иккĕшĕ те пĕр-пĕрин патне пырса ыталашрĕç, сывлăх сунчĕç.
— Таврăнтăн-ха эппин, — терĕ Юсуф. — Ну, мĕнлерех пек пирĕн улус? Атя, лаçа кайсах калаçар. Тĕл пулнă ятпа чей ĕçĕпĕр. Эпир санпа курнăçманни эрне ытла ĕнтĕ, ами.
Хă, мăн çурт леш енче хăтлă лаç та пур иккен. Унта Юсуфăн иккĕмĕш пулăшуçи чей вĕретнĕ пулас, техĕмлĕ шăршă аякранах илĕртет.
Вĕсем лаç çумĕнчи сарлака, анчах лутра сĕтел хушшине ларсанах пулăшуçă иккĕшĕн умне тĕлĕнмелле илемлĕ чей чашăкĕсем пырса лартрĕ, вĕсене чей чашăкĕсем пекех эрешлĕ чейникрен ылтăн тĕслĕ вĕри шĕвек ярса пачĕ.
— Сан килӳнте кун пек савăта пĕрремĕш хут куратăп, — асăрхарĕ Керим. — Ăçтан тупнă эсĕ ăна?
— Хусан ханĕн парни, — пĕлтерчĕ Юсуф.
— Хусан ханĕн парни? — тĕлĕнчĕ Керим. — Епле лекнĕ вăл кунта?
— Эсĕ çул çӳренĕ хушăра кунта Хусан ханĕн элчи Киям бек килсе кайрĕ, — каласа кăтартрĕ Юсуф. — Çавă парса хăварчĕ.
Киям бек кунта унччен те пĕрре пулни çинчен вăл шăллĕне шарламарĕ. Маларах каламанскер, халĕ кирлех те мар ĕнтĕ, шухăшларĕ вăл. Çакăншăн кăштах аванмарланнăран Юсуф калаçăва ĕçлĕ сăмах енне куçарма васкарĕ:
— Ну, каласа кăтарт, ăçта çитсе куртăр, мĕн пĕлсе таврăнтăр?
Керим чей ĕçме мансах хăйсем мĕн курни-илтни çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Сĕве тăрăхĕнче Хусан кăпчакĕсем алхаснине те, Çавал енче вара тĕлĕнмелле ăстасем пурăннине те, çавăнтах улус хули валли питĕ меллĕ вырăн пуррине те — пĕтĕмпех, пĕтĕмпех аса илчĕ. Вăл çав хула вырăнĕ пиччĕшне, чăваш ханне, уйрăмах кăсăклантарасса кĕтнĕччĕ. Анчах Керим каланăçемĕн Юсуф сăнĕ тĕксĕмленсе-сӳрĕкленсе пынăн туйăнчĕ. Юлашкинчен вăл вуçех те итлеме пăрахрĕ пек.
— Пичче... Юсуф хан, эпир çук чухне кунта тем пулса иртмен-и? — юлашкинчен ыйтмасăр тӳсеймерĕ Керим.
— Çук, нимех те пулса иртмен, — терĕ Юсуф. — Ывăнтăм паян темскер, пуç япăх ĕçлет.
Ăнланмалла. Керим чейне ĕçсе пĕтермесĕрех чашăкне айккинерех шутарса лартрĕ, тăрса пиччĕшне пуç тайрĕ те килне тухса кайрĕ.
— Эс каçпа кил, — илтрĕ вăл хыçра пиччĕшĕн сассине. — Эпĕ унччен кăштах канса илĕп те пуç уçăрах чухне калаçма та меллĕрех пулĕ.
Чăннипе шăллĕ каласа кăтартнă хушăра Юсуф пуçĕ нихçанхинчен вăйлăрах ĕçлерĕ темелле. Вăл хăй сисмесĕрех Керим палăртакан малашлăха Киям бек сăнласа кăтартнă малашлăхпа танлаштарса ларчĕ. Шăпах çавăн пирки ĕнтĕ унăн кăмăлĕ сӳрĕкленнĕçемĕн сӳрĕкленсе пычĕ.
Акă шăллĕ тухса кайрĕ те Юсуф виçĕм кунхи тĕлпулăва тепре аса илчĕ. Кашни сăмах, кашни вак-тĕвек таран.
Хусан ханĕн элчи ку хутĕнче ун патне ятарласа килнĕччĕ. Çул çинче таçта çĕр каçнăран-ши вăл Эпеçе кăнтăрлачченех çитрĕ. Хальхинче уççăн, пурте курмалла пырса кĕчĕ чăваш-пăлхар ханĕн мăн çуртне. Пĕччен мар, икĕ пулăшуçипе тата хăйне сыхлакан вунă нукерпа.
Юсуф та ку хутĕнче хăнана иртнинчен лайăхрах, вырăнти шайпа пăхсан, чаплă темеллех кĕтсе илчĕ. Халĕ унăн çурчĕ те аслăрах, сĕтел хушши те сарлакарах, сĕтелли те туллирех. Улус лапкăшĕпе те, халăх йышĕпе те сарăлсах пырать. Çавна май хырçă-марçă та уйăхсерен ытларах та ытларах пухăнать. Юсуфпа унăн турханĕсем — пĕри унччен Аслă Пăлхарта ку тĕлĕшпе мĕнле ĕçленине аса илсе, теприсем кӳршĕри Хусанпа Чулхула тĕслĕхĕсене шута хурса — укçапа пурлăх пухмалли çĕнĕрен те çĕнĕ майсем шухăшласа кăлараççĕ. Пирвай кашни килтен тĕтĕм укçи текен хырçă кăна пухатчĕç, пурăна киле кашни ялтан тата сала тӳпи хушса тӳлемелле турĕç. Унтан çарăçсем валли салтак апачĕ, вĕсен учĕсене çитерме утăпа сĕлĕ пуха пуçларĕç. Турхансем вара çĕнĕ хырçă-марçă сĕнеççĕ те сĕнеççĕ, çĕр укçи, çул юсамалли укçа пухма тытăнмалла теççĕ. Хайхи Эпеçре Улус Хуралĕ туса хума, ун валли ятарласа хурал çурчĕ лартма тиврĕ. Хуралта ĕçлеме вара сахал мар тӳре тытмалла. Пухнă хырçă-марçа тата упрамалла та сыхламалла. Кукăр алăллă çынсем пăлхар-чăваш хушшинче çук пек те-ха, виçесĕр мула курсан, кам пĕлет, тен, чипер çыннăн та куçĕ-пуçĕ алчăраса кайĕ. Эппин хуралçă-çарăçсем кирлĕ. Çапла вара улусра тӳре-шара та йышланса пычĕ. Çавна май Юсуф та ĕнтĕ хăйне чăн-чăн хан тесех шутлама пуçларĕ.
Киям бек хăй те пушă алăпа килмен. Пирвай вăл чăваш ханне Хусан ханĕ Али бек ячĕпе Багдадранах кӳрсе çитернĕ чей хатĕрĕсем парнелерĕ. Çĕнĕ савăтран тутанса пăхма тесе пĕр пĕтре Инди чейĕ тыттарчĕ. Юсуф вара хăй çыннисене така пустарса шӳрпе пĕçерттерчĕ, нӳхрепрен сивĕ кăмăс илсе тухтарттарчĕ. Эпĕç сутуçисем нумаях пулмасть Чулхулана тепре кайсан Юсуф вĕсене Кавказ тăрăхĕнчен кӳрсе килнĕ иçĕм çырли эрехне темиçе пичке туянса килме каланăччĕ. Хусан элчи ячĕпе вăл çав пичкесенчен пĕрне уçтарчĕ. Çапла какăриччен ĕçсе çинĕ хыççăн калаçу уçăмлăрах та хăюллăрах явăнчĕ.
— Хисеплĕ Юсуф хан, ĕçӳсем еплерех пыраççĕ? — айккинчен пуçларĕ калаçăва элчĕ. — Куратăп, кунта кĕске хушăрах палăрмалла улшăнусем пулса иртнĕ, ами. Тĕлĕнтĕм, тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм санăн пултарулăхунтан. Чăваш улусне туса хурасах тетĕн-и?
— Ну... — элчĕ чеелĕхне асра тытса тӳррĕнех хуравласшăн пулмарĕ Юсуф. — Улус-и вăл пирĕн е тем урăххи-и, анчах халăх пурнăçĕн тытăмĕнче мĕнле те пулин йĕрке кирлех. Эпир ăна хальлĕхе Аслă Пăлхар меслечĕпе тытса пырас терĕмĕр.
— Улус вăл, паллах, кирлĕ япала. Унсăрăн халăху кĕтӳрен те тăрлавсăртарах пурăнĕ... Кăмăсу вара сан чаплă. Ку енĕпе пушкăрт-пăлхарсем питĕ ăста, анчах санăн вĕсеннинчен те техĕмлĕрех.
— Мана ăна пĕр çармăс туса парать, — терĕ Юсуф хăна мухтанине чăнласах йышăннă пек кăтартса. — Киям бек, эс тата кăнтăр эрехне сыпса пăх-ха. Чуна тĕлĕнмелле уçăлтарать.
— Ырă хуçа сĕнсен, мĕнех, çур курка ĕçсе пама та юрать, — килĕшрĕ хăна. Пĕр-ик çăвар чăнах та сыпсан ытахальтен тенĕ пек ыйтрĕ: — Сан вырăссен çутă эрехĕ çук-и тата? Эсир Чулхулапа суту-илӳ ăнтарса янă теççĕ, тен, ăна та туянса килнĕ?
Хусан элчи мĕн пирки шахвăртнине Юсуф тӳрех ăнланчĕ, çавăнпа сăмаха айккинелле пăрса чееленмерĕ.
— Çапла, пирĕн хальлĕхе çыхăну ытларах Чулхулапа тытма тивет, — терĕ вăл. — Урăх ăçта каяс-ха? Таçта аякка каравансемпе çӳремешкĕн пирĕн хевте çитеймест.
— Хусан та аякрах мар та-ха, — терĕ элчĕ. — Çинех, Чулхулапа танлаштарсан, вăл чылай çывăхрах.
— Хусан çĕкленсе çитсен унта та çул хывăпăр, — килĕшрĕ Юсуф.
— Вăл вара çĕкленсех пырать, — çавăнтах каласа хучĕ хăна, унтан сасартăк сĕнчĕ: — Юсуф хан, ма-ха сан пĕрре пирĕн хулана хăвăн пырса курас мар? Тем тесен те пирĕн, пăлхарсен, халĕ Хусан тавра пĕрлешсе чăмăртанмалла. Ытти хуласем те çĕкленейĕç ĕнтĕ, çĕкленсен те — хăçан пулĕ вăл? Халăхăмăрăн вара пурăнмалла, ура çине тăрса вăй пухмалла. Пирĕн хамăрăн патшалăх пулаймасан эпир хамăр та уйрăм халăх пулма пăрахатпăр.
— Эпир те шăллăмпа иксĕмĕр çавна ăнлансах тăрăшатпăр та-ха, — аса илтерчĕ Юсуф.
— Çапла, пĕлетĕп, — килĕшрĕ элчĕ. — Анчах тулĕ-ши сирĕн ĕмĕтĕр? Юсуф хан, эс мана тĕрĕс ăнлан. Сан пултарулăхна эпĕ куратăп, ĕненетĕп. Хисеплĕренте хисеплĕ Пулат хан сире, шăллупа иксĕре, паллах, лайăх вĕрентсе хăварнă... Сăмах май, шăллу ăçта сан? Ăна та чĕнмеллеччĕ калаçса ларма.
— Ăна эпĕ çывăхри чăваш тавралăхне тĕпчесе тухма кăларса ятăм-ха, — пытармарĕ Юсуф. — Пурăна киле улуса сарсах пырас тесен пирĕн çывăх тавралăха та пулин лайăхрах пĕлмелле. Ӳлĕм аяккарах та кайса çӳрĕпĕр. Хăш каран таран пурăнать пирĕн халăх, мĕнле йыш пирĕн, мĕн тума пултаракан çынсем пур — пурне те, пурне те тĕплĕн тĕпчес пулать. Хальлĕхе эпир ку тĕлĕшпе пуçламăш утăмсем çеç тăватпăр-ха.
— Аван, аван, пит якши, — ырларĕ хăна. — Паташалăх шайĕпе шухăшлани тӳрех курăнатъ... Итле-ха, Юсуф хан, хуçаланать ку тесе ан шутла та, атя-ха картишне тухса ларар. Пăчă кунта, пăртак уçă сывлăшпа сывлар-ха.
Юсуф хăнана кăмăлпах картишне илсе тухрĕ. Кунта Юсуф пулăшуçисем Киям бекпа килнĕ çынсене лаç умĕнче пикенсех хăналатчĕç. Ханпа бек вĕсене: «Апачĕ тутлă пултăр» — терĕç те самаях анлă картишпе малалла утрĕç. Юсуф хăнана хăйĕн хуçалăхĕпе кăмăлтанах паллаштарса çӳрерĕ, лаша витинчен çĕр айĕпе çывăхри çырмана хывакан çула кăна кăтартмарĕ. Ăна Юсуф чи шанчăклă çынсене çĕрлесенче чавтарать, тăприне лашапа аяккарах турттарса тухтарать, çĕрай çулне ишĕлесрен вĕсенех пĕренесемпе тĕкĕлеттерет.
— Аван, аван, пит якши, — картишне пăхса çаврăнсан татах ырларĕ хăна. — Ăнсăртран хурахсем килсе тапăнсан кунта упранса юлма пулать. Анчах пысăках мар çар ушкăнĕ çитсе тухсан та... Хм...
— Çапла, Киям бек, хальлĕхе ку хӳтлĕх чăнах та ним çукран нимĕр тенешкел çеç. Çавăнпа эпĕ Керима пулас хула валли меллĕ вырăн тупма та хушса ятăм, — хăна шухăшне ăнланса унпа килĕшрĕ хуçа.
— Çĕнĕ хула туса лартас тетĕн апла? — те хĕвел шартарнипе, те хуçана тĕсеме тăрăшнăран хĕсĕк куçне пушшех хĕсерех пăхрĕ элчĕ Юсуф çине. — Шупашкарпа мĕн, ĕç тухмарĕ-им?
— Эпĕ Шупашкар мăрсипе пĕрре курнăçса калаçнăччĕ. Анчах ун хыççăн вĕсен инкек пулнă унта, карманти пĕтĕм çурт-йĕр çунса кайнă. Çавăнпа хальлĕхе унпа урăх тĕл пулас темерĕм.
— Илтнĕ, илтнĕ унти пушар çинчен, — терĕ элчĕ. — Анчах вăл мăрсапа калаçса татăлма пĕрех май килес çук. Эпĕ те пуплешсе пăхнă унпа. Çынни пĕтĕмпех вырăссене сутăннă. Ку çеç мар, Шупашкарта пурăнакансене те нумайăшне вырăссемпе пĕрле пулни лайăхрах тесе ĕнентерсе çитернĕ.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...