Шурă акăш çулĕ :: Пиччĕшĕпе шăллĕ
1
Çурхи кунсенче ăшăпа савăнтарнă çанталăк эрнерен эрне, уйăхран уйăх иртнĕçемĕн чăвашсене хытăрах та хытăрах пăшăрхантарчĕ. Ара, икĕ уйăх ĕнтĕ çумăр тумлам ӳкмен. Пирвай Çӳлти Турă Тĕнкре утă çулса кĕртме май панăшăн савăннă хресченсем куç умĕнчех типсе пыракан ырашпа сĕлĕ уйĕсене кашни кун туха-туха пăхаççĕ, пĕтĕм тырă хĕвел хытă хĕртнĕрен типсе каясран шикленеççĕ. Юлашкинчен Эпеç ял пуçĕ тӳсеймерĕ, халăха çумăр чӳкĕ ирттермешкĕн пухма шут тытрĕ. Ялĕ ахальли çеç пулас тăк вăл, паллах, ку ĕçе хăй тĕллĕнех йĕркелетчĕ. Анчах Эпеç Чăваш улусĕн тĕп ялĕ, çавăнпа ял пуçĕ чӳк ирĕкĕ илме Юсуф хан патне кайрĕ.
Мĕн Хусан элчипе калаçнăранпах шухăшлă çӳрекен Юсуф ял пуçĕпе пит пуплешсе тăмарĕ, эпĕ сирĕн йăлăр-йĕркĕрсене пĕлместĕп, аппаланăр хăвăр пĕлнĕ пек терĕ те алă сулчĕ. Кăшт кӳреннĕ ял пуçĕ вара Керим элтепер патне кайрĕ. Керим пиччĕшĕ пек мар, чăваш йăлипе чӳк тăвассине кăмăлпах йышăнчĕ, усси кăна пултăрччĕ терĕ.
Çумăр чӳкĕ ирттерме таврари чи хăватлă мăчавăра чĕнсе килчĕç.
Ирпе Пинеслупа темиçе хĕрарăм лаша урапи çине мăн хуранпа икĕ çĕклем юман пуленки хурса Киремет картине пăтă пĕçерме кайрĕç. Пăртакран унталла ял халăхĕ те туртăнчĕ. Чӳк пăтти вăл вăхăта хатĕрччĕ ĕнтĕ, паян кунта ирхи апатсăрах килнĕ çынсене техĕмĕпе илĕртетчĕ.
Акă хăйĕн уйрăм тумне тăхăннă мăчавăр Киремет юпи умне тухса тăчĕ, сулахай аллине çĕклерĕ. Халăх шăпăрт пулчĕ, çынсем вăрăм тунапа вис таврашĕ çыртсан та хускалмасăр тăма тăрăшрĕç. Мăчавăр хĕвелтухăçнелле çаврăнса тăчĕ те хыттăн каларĕ:
— Хаклă çынсем! Ырă халăх! Аслă турăсемпе ырăсене чӳк пăттипе ырă сунар, вĕсенчен пире асаилсе пирĕн уйсем çине çумăр яма тилмĕрсе ыйтар!
— Ыйтатпăр! Ыйтатпăр! Ыйтатпăр! — илтĕнчĕ халăхăн тилмĕрсе тухакан сасси. Вара мăчавăр турăсемпе калаçа пуçларĕ:
— Аслă Туррăмăр, аслă Пӳлĕх! Эпир сире чĕререн хисеплесе тав тăватпăр, çĕр çинчи хыпарсене пĕлтеретпĕр. Çĕр çинче вара пирĕн типĕ çанталăк тăрать, пĕтĕм тырă-пулă ĕнсе каяс вĕçне çитнĕ, эппин, выçлăх килес хăрушлăх пур. Пӳлĕхçĕм, йышăнсам пирĕн тилмĕрсе каланă сăмахăмăра. Хăвăн ырă кăмăлна çĕр çинчи халăхшăн хĕрхенсе ан тăр, эпир вăхăтра акнă пĕрчĕсене çĕкленсе хăпарма вăй пар.
Пӳлĕх! Хăвăн ырă кăмăлна уçса ярсам пирĕн анасем çине, улăхсем çине. Ислентĕр пирĕн тарпа кăпăшланнă хура çĕр, тырă-пулă капмарланса çĕклентĕр, ана-çаран пирĕн кăмăла савăнтартăр.
Пулăшсамăр халăха, Аслă Турă Тĕнкре, Пӳлĕхçĕ! Кашни килте пӳлме тулли тырă пултăр, кашни кил картинче выльăх-чĕрлĕх тулли пултăр! Ĕçлекен халăх çав сăвапа тивĕçлĕ. Пуянни пăхса тăрĕ, чухăнни куççулĕпе тархаслĕ. Сирĕн умра эпир пурсăмăр та танах. Ĕçĕмĕре кура тĕрĕс сăвап сирĕнте пулмалла. Илтĕр пирĕн сăмаха, çырлахăр. Эпир те çутçанталăк ыйтнине вăхăтра туса пыратпăр. Йăнăш тăвакан пулсан пире каçарăр, айвансене ăса кĕртме пулăшăр. Халăх кăмăлне хапăла илĕр. Йывăр чухне эсир пире пĕрле пулма, алран алă пулăшса пурăнма ыйтатăр. Курăр акă: кунта пĕтĕм халăх пухăннă. Вĕттисем пур, ваттисем пур, хĕрсем пур, йĕкĕтсем пур. Пурте ырра ĕмĕтленеççĕ, пурте тивĕçлине кĕтеççĕ. Ĕçлеме ӳркенмеççĕ, итлеме пăрахмаççĕ, выляма манмаççĕ. Вĕсен кăмăлне çырлахса йышăнăр. Тавах! Аминь сире!
— Тавах! Аминь сире! — кĕрлерĕ халăх мăчавар хыççăн.
Унтан мăчавăр хăй патне ачасен ушкăнне кăларчĕ. Вĕтĕрнĕксем хăшĕ çерçи, хăшĕ чĕкеç тытса килнĕ. Мăчавăр вара çав кайăксене сăмах каларĕ:
— Чипер кайăк чĕкеç! Çивĕч çӳрен çерçи! Çӳлти турăсен патшине, Аслати турра тата Камал кӳркĕçе каласамăрччĕ: ун çĕрĕ-шывĕ типсе кайнă! Çĕр çинче çитĕнекен япаласем пурте типсе çитнĕ, сăрт-тăвайкки ĕнсе ларнă, тусан йăсăрланать, çĕр çурăлать тесе калăр. Ырă çумăр парăр, пăрпа тăвăлран упрăр тесе калăр. Хăйсен халăхне манса кайнă-им? Пирĕн чӳкпе çырлахмасан çитессине чӳклемĕпĕр. Хĕрсен кантăрĕсем кăкăр таран ӳсмесен, каччăсен урхамахĕсем хырăм таран курăк çинче çӳремесен, хирти тыр-пул кашласа хăпармасан кам чыслĕ вĕсене, çӳлти ырăсене, тесе ыйтăр.
Унтан мăчавăр ачасене хушрĕ:
— Вĕçтерсе ярăр, ачасем, ирĕклĕ кайăксене çумăр пĕлĕчĕсем патне!
Ачасем кайăкĕсене хаваспах çӳлелле вĕçтерсе ячĕç. Анчах лешсем, темшĕн, пĕлĕтелле мар, ялалла вĕçсе кайрĕç.
— Ах! — çĕршер сасăпа пăшăрханчĕ халăх. — Çитересшĕн мар вĕсем пирĕн сăмаха турăсем патне!
Анчах чĕкеçсем хушшине лекнĕ пĕр вĕршĕн сасартăк ыттисенчен уйрăлчĕ те çаврăм хыççăн çаврăм тăва-тăва тӳпенелле хăпарчĕ, кĕçех курăнми те пулчĕ. Çакна асăрханă халăх лăштах сывласа ячĕ.
Çакăн хыççăн пăтă пĕçерекенсем хаваспах пысăк чашăксене тутлă апат тул-тарчĕç. Çынсем хăшĕ кил-йышпа, хăшĕ тус-пĕлĕшĕсемпе вĕсем тавра вырнаçрĕç, тем пек выçса çитнине пăхмасăр пăтта йывăç кашăксемпе васкамасăр ăса-ăса çиме пуçларĕç. Киремет юпи çумне уйрăм тулли чашăк лартрĕç, унтах пĕр кăкшăм сара валли те вырăн тупăнчĕ. Ытти сăрине çынсем ку шăрăхра киленсех сыпрĕç.
Кĕçех Киремет карти тулашĕнчи çерем çинче çамрăксем вăйă пуçласа ячĕç. Ку япала таçтан та пĕр килсе тухнă тĕрлĕ халăх пурăнакан Эпеçре хальлĕхе йăлана кĕреймен-ха, çавăнпа вăйă картине аслисем кĕмерĕç, çамрăксем еплерех савăннине кăна пăхса тăчĕç. Вăййине вара Пинеслу йĕркелесе пычĕ. Вăл унăн йĕркине Керим элтеперпе Чăваш улусĕнче çӳренĕ чухне питĕ тимлĕ астуса юлнă.
Керимĕ вара чунĕ тем пек туртрĕ пулин те вăййа кĕмерĕ. Ăна, элтепере, унашкалли килĕшмен пек туйăнчĕ. Ун вырăнне Керим хăйпе тантăш тата кăшт кĕçĕнрех каччăсемпе хĕрсем епле савăннине чылайччен киленсе пăхса тăчĕ. Вăл уйрăмах Пинеслуна куç илейми сăнарĕ. Хĕр çак çулсенче калама çук чиперленсе кайнă. Е вăл унччен те çапла пулнă, анчах хуйхине кура илемне пусарнă-ши? Тем тесен те халĕ Пинеслу Эпеçри ытти хĕрсенчен курăмлах палăрса тăрать пек. Çинçе пилĕклĕ те яштакаскер, çав хушăрах пĕçернĕ хулă пек çирĕпскер, вăл, шурă сахьян атăпа йĕтĕн пирĕнчен çĕленĕ аркăллă кĕпе тăхăннă пике, халĕ пăлхарсем уйрăмах хисеплекен чăн-чăн шурă барса аса илтерет. Хыçала янă тачка хура çивĕчĕ çак чунĕпе таса та çепĕç çын çирĕп кăмăллă пулма та пултарнине аса илтерет пек. Пуçĕнчи шĕвĕр тăрăллă тухья вара, кĕмĕл тенкĕсемпе тата тем тĕслĕ шăрçапа çиçсе-йăлтăраса тăраканскер, тĕрĕссипе çак пике илемне нимĕнле сăмахпа та уçса кăтартаяс çуккине систерет тейĕн. Ах çав та, мĕншĕн Турă çав инкеке лекме панă-ши ăна? Ахаль тесен-и?.. Ахаль тесен хăй мĕн тăвасса шухăшласа илнĕ Керим асамлă ыйхăран вăранса тăна кĕнĕ пек пулчĕ, вара вăрт! пăрăнса ĕнтĕ ялалла каякан аслăрах çынсем хыççăн утрĕ.
Ял урамĕсенче вара ача-пăча хĕвĕшет кăна. Вĕтĕрнĕксем пусăран ăсса кăларнă шывпа пĕр-пĕрне алтăрпа шăвараççĕ кăна, çăварпа та пĕрĕхтереççĕ, «çумăр, çу!», «çумăр, çу!» тесе вĕçĕмсĕр кăшкăраççĕ хăйсем.
...Леш вĕршĕнĕ, Киремет картинчен тӳпенелле вĕçсе хăпарнăскер, Эпеç халăхĕ ыйтнине чăнахах та турăсемпе ырăсем патне çитернĕ-ши вара, каçпа Атăл енчен пĕлĕт хуралса килчĕ. Тĕксĕмленнĕ тӳпене кĕçех çиçĕм кукăр-макăррăн чар! çурса ячĕ те çуллахи аслати кĕскен шартлаттарчĕ, унтан кăшт кăлтăртатса илчĕ. Хăвăрт куçать çав аслати урапи. Унччен те пулмарĕ, çумăр пирвай тулли те сулмаклă тумламсемпе пăт-пат ӳккелерĕ, унтан чĕреслетсех ячĕ. Çĕрĕпе шăварчĕ вăл Эпеç таврашĕнчи уйсемпе вăрмансене, ирхи шурăм пуç тухиччен вара тӳпене тасатса та хучĕ. Кĕçех хĕвел те куранчĕ. Çĕр каçа чĕрĕлнĕ тырă хăмăлĕсем, йывăç-курăк ăна çăмăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Нӳрĕпе витĕннĕ пĕтĕм тавралăх ырă пурнăçпа савăннăран юлашки чĕркĕм ахах-тумлам типиччен йăлтăраса тăчĕ.
Керим çĕрĕпех тĕлĕреймесĕр, енчен енне çаврăнкаласа выртрĕ. Те çумăр кассăн-кассăн чашласа, кассăн-кассăн вĕттĕн шĕпĕртеттерсе çуни кансĕрлерĕ ăна, те вăйăра курнă сăнсем куç умĕнчен туха пĕлменни чăрмантарчĕ. Ир енне кăна вăл сасартăк нимĕн туйми çывăрса кайрĕ те, ак тата, ирпе çур талăк ыйхăра каннăн çăп-çăмăллăн тăчĕ. Вара картишне тухса пирвай кире пуканĕсемпе вылякаларĕ, унтан кăмкана шыв тултарса лайăх кăна çăвăнчĕ, вара апат çырткаламасăрах пиччĕшĕ патне тухса утрĕ.
Юсуф шăпах ирхи намаз туса пĕтернĕ те çула пуçтарăнатчĕ. Шăллĕ картишне кĕнĕ чухне вăл урхамахне йĕнерленĕччĕ ĕнтĕ, йĕнерĕ хыçне ухă йĕппипе тулли йĕнĕ çыхса вырнаçтаратчĕ.
Пиччĕшĕпе шăллĕ пĕр-пĕрне ыталарĕç, пите-питĕн икĕ енчен сĕртĕнсе саламларĕç.
— Эс ма тата пит ир килтĕн? Ирхи намаз тума та ĕлкĕреймен пулĕ-ха, — терĕ Юсуф.
— Пĕлетĕн-и, эпĕ юлашки вăхăтра чăваш тĕнне ытларах килĕштеретĕп, — тунмарĕ Керим. — Ĕнерхи чӳк хыççăн турăсемпе ырсем пире çумăр ярса парсан вара унăн вăйне ĕненсех пăрахрăм. Шăпах çавăн пирки калаçасшăнччĕ санпа.
— Мĕн пирки вăл — çавăн пирки? — ăнланмарĕ Юсуф.
— Пĕлетĕн-и, пичче, енчен эпир хамăр патшалăха тăвас тесен, пире патшалăх тĕнĕ кирлĕ. Ман шутпа, çав тĕн вăл чăваш тĕнĕ пулма пултарать.
— Чăваш тĕнĕ — патшалăх тĕнĕ? Хм... — нимĕн калама аптрарĕ Юсуф. — Пĕлетĕн-и, атя-ха кун пирки каярах пуплешер. Халĕ эпĕ Хусана кайма пуçтарăннă. Хăв пĕлен, çулĕ çывăх мар, çавăнпа васкас пулать.
— Хусана? — тĕлĕнчĕ Керим. — Пĕчченех-и?
— Пĕччен мар, паллах, хампа пĕрле вунă нукер илетĕп.
— Эпĕ вĕсем пирки мар... Тен, манăн та санпа пымаллаччĕ мар-ши тесеттĕм.
— Санăн-и? — аптрарĕ Юсуф. — Çук, пĕчченех каятăп. Эсĕ кунтах юл. Ман вырăна.
Хан тек калаçмарĕ, айккинерех тăракан нукерĕсене хускалма хушса алă сулчĕ те вăшт кăна сиксе утне утланса ларчĕ, уçă хапхаран тухсанах малалла сиккипе вĕçтерчĕ. Керим картиш варринче пĕчченех нимĕн тума аптраса юлчĕ, вара хапха хуралçи картишне урлăшпа питĕрсе лартиччен хăй те килне тухса утрĕ.
2
Эпеçрен Хусана чипер утсемшĕн çул инçех те мар пек, анчах Атăл каçминче сулă кĕтсе вăхăт чылай ирттернĕрен Юсуфпа унăн çыннисем хулана тĕттĕмленес умĕн çеç çитрĕç. Хула хĕрринче, çул урла хунă карт умĕнче, вĕсене çарăç-хуралçăсем тытса чарчĕç. Хăйсем пăлхарла мfр, кăпчак-тутарла калаçаççĕ. Камсем эсир, ма хĕçсемпе те ухăсемпе, кам патне килнĕ? — тĕпчерĕç вĕсем. Юрать-ха Юсуф тутарла та аванах пуплешет, унăн çыннисем вара нимĕн ăнланманран сых енне хăйсене хан мĕн хушасса çеç кĕтрĕç. Хурал пуçĕ çапах та Юсуф хан çинчен илтнĕ курăнать, пăртакран унăн ушкăнне хулана кĕртрĕ çеç мар, хăех хăнасене Хусан ханĕ патне леçрĕ, унти хуралçăсене хăй кама ертсе килнине ăнлантарчĕ. Кунта та пурте кăпчак-тутарла калаçни Юсуф çыннисене самай тĕлĕнтерчĕ.
Хусан ханĕ çывăрма выртнă пулнă ĕнтĕ. Çавăнпа унăн хуралĕ те, хăнасем хăйсем те ăна вăратса чăрмантарас темерĕç. Хан тарçисем такам аслийĕ хушнипе чăвашсене така какайĕ çитерчĕç, чей ĕçтерчĕç, унтан Юсуф хана уйрăм пӳлĕме, ун çыннисене юнашара çĕр каçма вырнаçтарчĕç.
Ирпе Юсуф çывăхри минаретран илтĕнекен муэдзин сассипе вăранчĕ, вара мечĕте кайсах кĕлтума шут тытрĕ. Чăн-чăн мечĕтре нумайранпа пулманран вăл кунта хăйне ырлăха лекнĕнех туйрĕ, йĕркине хăй те аван пĕлет пулин те муллан кашни сăмахне итлесе кĕлтурĕ, уйрăмах тăрăшса пуççапрĕ. Çапла вăл мечĕтрен чунĕ лăш кайнипе çырлахса тухрĕ тесен те юрать.
Хан керменне таврăнсан хуçа ăна апата хăйпе пĕрле лартрĕ. Кунтах Киям бек та пурччĕ ĕнтĕ.
Хăна килнĕ ятпа-ши е хуçа — Али бек хан — ахаль чухне те тутлă апата юратнăран, хырăм карăниччен çитерчĕç. Малтан сухан сĕткенĕнче пĕçернĕ така какайĕ пачĕç. Унтан пурте кăштах канса илчĕç те тарçăсем илсе пынă кăкшăмсенчен шыв ярса алăсене чавса таранах супăньпе çурĕç, вара таз пысăкăш чашăкри плова алăпах чĕптĕмлесе çирĕç. Апачĕ лайăх антăр тесе хушăран нӳхрепрен тин кăларнă сивĕ кăмăс сыпкаларĕç. Юлашкинчен çăра симĕс чей ĕçрĕç, çавна май ывăс çинчи пыл чакчакне çырткаларĕç. Кун пек ытла нумай çинине Юсуф астумасть те темелле. Ашшĕ вĕсен апат тĕлĕшпе пит иртĕхмен, çавăнпах пуль ватăлсан та каччă пек яштака çӳретчĕ. Али бек вара хырăмне сĕлĕ миххи пек ӳстерсе янă. Ытти пăлхарсем евĕр сĕтел хушшинче мар, кавир тавра ура хуçлатса вырнаçнăран вăл хăй те урайне лартнă тем мăнăш тулли миххе аса илтерет.
Хуçа сĕннипе апат вăхăтĕнче ĕç пирки нимĕн те калаçмарĕç. Хыççăн та хан пирвай хăнана хула кăтартма кăмăл турĕ. Курмалли вара кунта чăнах та сахал мар-мĕн. Паллах, Хусана Юсуф астăвакан Аслă Пăлхарпа танлаштарма çук. Анчах, калăпăр, вăл Шупашкартан палăрмаллах ирттерни кĕретех. Унта та кунта çĕнĕ капмар çуртсем хăпартаççĕ. Вĕсен хуçисем пуян пулни çурчĕсен калăпăшĕнчен те палăрать. Хăш-пĕр тĕлте вара урамĕ-урамĕпе тĕрлĕ ăста вырнаçнă, вĕсем хăйсем ĕçлени çитмен, тарçăсем те нумай тытаççĕ. Ăстисем ытларахăшĕ пăлхарсемех. Капмар çуртсен хуçисем хушшинче вара пăлхарла калаçакансем сайрарах. Пурте кăпчак-тутарла пуплешеççĕ. Çитменнине, çак чĕлхепе калаçакансем хăйсене пурте тутарсем теççĕ. Анчах пуринчен ытларах Юсуфа пулас карман тĕлĕнтерчĕ. Ăна кунта чулран купалаççĕ. Лаптăкĕ те Аслă Пăлхар карманĕнчен пысăкрах пек туйăнать. Тутарсем ăна кальга шайĕпех туса лартасшăн-мĕн.
— Эпир сан аçу хулин шăпине манмастпăр, — ăнлантарчĕ Юсуфа Али бек. — Çавăнпа кальгана чулран тăватпăр, нимĕнле вутпа та илеймĕç ăна. Хула карне те çӳллĕрех пураласа хăпартăпăр, хӳтĕленме шанчăклăрах пултăр.
Ĕçлĕ калаçу кăнтăрлахи апат хушшинче пуçланчĕ. Ăна картиш варринче, тирек йывăççисен сулхăнĕнче турĕç. Сивĕнме ĕлкĕреймен хуранран антарса кашнин умнех пĕрер чашăк хашлама лартрĕç. Апат лайăхрах антăр тесе тинтерех тăварланă хаяр, пуçлă симĕс сухан кăмăл туличчен çимелĕх хурса панă. Хальхинче тата темиçе тĕрлĕ иçĕм çырли эрехĕ те пур. Хуçа каланă тăрăх, вĕсем Крым тутарĕсен кучченеçĕсем-мĕн.
Эрех кăмăсран чылай хăватлăрах, хайхи çинĕ-ĕçнĕçемĕн сĕтел хушшинчи çынсен кăмăл та уçăлчĕ, чĕлхисем те çăмăлланчĕç.
— Юсуф хан, хăвах куртăн, эпир Пăлхар патшалăхне çĕнĕрен чĕртсе тăратас тетпĕр, — терĕ Али бек. — Чăн та, унăн тĕп хули Хусан пулĕ. Тăшмансене кунта çитме те инçерех тата, хăвах куртăн, пирĕн хулан хӳтлĕхĕ те шанчăклăрах. Икĕ енчен юханшыв юхса иртет, уçă енчен çӳллĕ кар хăпартатпăр, каярах унăн хӳнĕ хулан тĕп пайне пĕтĕмпех явакласа илĕ.
— Пăлхар патшалăхĕ тенĕрен, темскер, эпĕ кунта пăлхарла калаçнине питĕ сайра илтрĕм, — аса илтерчĕ Юсуф. — Чаплăрах çынсем пурте тутарла сăмахлаççĕ.
— Ку тĕрĕс, — килĕшрĕ хуçа. — Кунта халĕ нумайăшĕ тутар-кăпчакла калаçать. Чăн та, хамăр эпир ку чĕлхене тутар чĕлхи тетпĕр. Ма тесессĕн унпа кăпчаксем çеç мар, нухайсем те, пушкăртсем те, Крым тутарĕсем те пуплешеççĕ. Эпĕ çакна пĕртте япăх пулăм вырăнне хумастăп.
Те ытла нумай çисе тултарнăран, Али бек йывăррăн уфлатсах сывласа илчĕ те малалла хăнана ăна-кăна ăнлантарса пама Киям бека хушрĕ.
— Пĕлетĕн-и, Юсуф хан, эпир санпа кун пирки пăртак унчченех сăмахланăччĕ, — унчченхи Пăлхар патшалăхĕн чи пысăк йăнăшĕ вăл — хăр пĕччен пурăнни, хамăр тавра туссене пухма пĕлменни, — тăрăшсах ăнлантарчĕ Киям. — Паллах, суту-илӳпе пирĕн Пăлхар патшалăхĕ такампа та çыхăннă пулнă. Анчах ку вăл тупăш туслăхĕ кăна. Усламшăн çунакан туссем юлташне йывăр чухне айккинче пăрахса хăварма тăрăшаççĕ. Пире вара нушара та пулăшма хатĕр туссем кирлĕ. Çавăнпа эпир кăпчаксемпе нухайсене, вĕсене çеç мар, Аçтăрхан тутарĕсене те хамăр йыша хутăштарма тăрăшатпăр. Çĕпĕр тутарĕсем тесен, эпĕ хам та вĕсенчен тухнă çын. Хăвах пĕлен, пирĕн асаттесем кунта монголсемпе пĕрле икĕ ĕмĕр каяллах килнĕ, нумайăшĕ ĕмĕрлĕхех пурăнма юлнă. Кăпчак-нухай тесен, вĕсем, паллах, чуп халăхсем, анчах хăюллă, çапăçма ухута. Нумайăшĕ тĕпленсе пурăнма хатĕр ĕнтĕ. Куçса çӳресси вăл, хăвах пĕлен, кут айĕнче йĕнерсĕр пуçне нимех те çук чухне аван. Пăртак мул пухăнма тытăнсан вара çыннăн кăмăлĕ улшăнать. Ахальтен-им халăхра çӳрен каска якалать, выртан каска мăкланать теççĕ. — Киям бек кăштлăха чарăнчĕ те Юсуфа куçран пăхса илчĕ. Те хăй каланине хăна еплерех йышăннине пĕлесшĕн пулчĕ, те вăл хирĕç мĕн каласса кĕтрĕ. Юсуф шарламарĕ. Вара Киям бек сăмахне малалла тăсрĕ. — Крым тутарĕсем тесен вара, вĕсем аякра пулин те пире вырăссем тапăнасран лайăхах пулăшма пултараççĕ. Кăна та сана ăнлантарнăччĕ. Ну... апла тесен пирĕн хамăрăн та вĕсене хисеплеме, вĕсен кăмăлне шута хумах тивет. Тутарланасси тесен, унран хăрама кирлĕ мар. Пирĕн кунта Хусанта та тутарла калаçакан пулсан пулĕ пилĕк-ултă пăлхар пуçне пĕр çын... Çапла, тусăм, эпир Пăлхар патшалăхне çĕклесе ярасах тетпĕр. Анчах ку вăл ансат ĕç мар. Чи кăткăсси — таврари тĕрлĕ халăха пĕр чăмăра пĕрлештересси. Хăвах пĕлен, кам кăна çук пирĕн çĕршывра: тутар, пушкăрт, чăваш, çармăс, утмăрт, ирçе, кăпчак, нухай... Пурин кăмăлне те шута хума тивет.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...