Шурă акăш çулĕ :: Али паттăр


— Ăçтан çапла вăйланса кайнă вара эсир? — йĕплесе илчĕ Пулат-Керим.

— Пирĕн ханлăхра çар ĕçне тутарсемпе кăпчаксем туса пыраççĕ. Вĕсем ку тĕлĕшпе пиртен, пăлхар-чăвашсенчен, самай ирттереççĕ, — йĕпленине асăрхаманçи турĕ Юсуф.

— Ку вăл эсир пурте вĕсене пăхăнса пурăнасса пĕлтермест-и?

— Ну... пăхăнасси вăл... — хулпуççине сиктеркелесе илчĕ Юсуф. — Эпир пĕр патшалăх çыннисем, çавăнпа унашкал шухăш та çуралма пултараймасть. Чăн та, эпир юлашки вăхăтра тутарсемпе кăпчаксене хисеплеме тытăнтăмăр. Чăнах та хăюллă вĕсем. Халĕ пирĕн ханлăхра тутар чĕлхи те патшалăх чĕлхи шутланать. Сăмах май, шăллăм, сана та тутарла хăвăртрах вĕренме сĕнетĕп. Кирлĕ пулĕ.

— Мана тата мĕншĕн кирлĕ пулĕ?

— Ара, сан улусу та халĕ пирĕн ханлăха кĕрет. Эпир унăн хĕвеланăç чиккине Сăр шывĕ тăрăхĕпе тума йышăнтăмăр.

— Эсир... йышăнтăр? — тĕлĕнчĕ те, тарăхрĕ те Пулат-Керим. — Манпа пĕртте канашламасăрах пире те хăвăр ханлăха кĕртрĕр-и? Пирĕн тăрăхри чăвашсем мăсăльман тĕнне килĕштерменнине хăвах пĕлетĕн-çке. Тата тутарсене те эпир юратсах каймастпăр.

Çак самантра пиччĕшĕпе шăллĕ патне пĕр çын пычĕ те тутарла каларĕ:

— Эмир, сана хан чĕнет.

Юсуф шăллĕнчен каçару ыйтрĕ, каçпа хăнана пыма чĕнчĕ те çын хыççăн васкаса утрĕ. Унтан самантлăха таврăнчĕ те шăллене шăппăн каларĕ:

— Эс тӳртумран тухса кайма ан шутла тата. Кунта йĕри-тавра сăнавçăсем таратса тухнă. Кĕлту ыттисемпе пĕрле. Ĕненетĕн-и, ĕненместĕн-и ислама — паян кĕлтуни ăна мар, хамăр патшалăха ырланине пĕлтерет, çавна ан ман.

Вара Юсуф каялла вăрт çаврăнчĕ те кĕçех халăх хушшинчĕ çухалчĕ.

Тамаша-а! Хусан ханлăхĕ... Пăлхар патшалăхĕ вырăнне... Унăн вара, чăваш ханĕн, Хусан ханне пăхăнмалла. Пиччĕшĕ тата... Вăл халĕ эмир... Пĕр енчен, тĕрĕсех ĕнтĕ. Ханлăхра пĕр хан пулмалла. Апла тесен, Пулат-Керим та халĕ хан мар-ши ? Эппин кам вăл паян?

Шавлă тӳртумра сасартăк шăп пулса тăчĕ. Хан керменĕ вырнаçнă картишрен çынсен ушкăнĕ тухрĕ. Пулат-Керим пĕрне те палламасть, анчах вĕсем пурте санлă çынсем иккенни пĕрре пăхсах курăнать. Пуринчен малта имам пырать. Ун хыççăн самай çулсенчи ватă, кушшакне туртса çыхнă пулин те çăмарта пек чăмăррăн курăнаканскер, унпа юнашар вăтăрсене тинтерех çитнĕ хăватлă арçын, ваттинчен çур пуç чухлĕ çӳллĕрехскер, анчах унпа пĕр сăнлăскер стайлăн утаççĕ. Вĕсен тавра тата темиçе чаплă çын, çав шутра Юсуф та пур. Эппин, кусем эмирсем пулас. Аслипе ун çумĕнчи вара, ахăртне, чи аслисем.

Акă хан керменĕнчен тухнисем халăх умĕнче чарăнчĕç. Имам пурне те шăпланма ыйтса алă çĕклерĕ.

— Халăх! Хаклă мăсăльмансемпе ытти тĕне ĕненекенсем! — терĕ имам. — Аллах пулăшнипе тата пилленипе паян пирĕн пурнăçăмăрта нумай çул кĕтнĕ сăваплă ĕç пулса иртет — эпир хамăр ханлăха пурнăç паратпăр. Çак ĕçе тума пултараканĕ — пирĕн хисеппĕрен те хисеплĕ Улăк-Мăхаммат хан. Пин те виççĕр тăхăр вун тăххăрмĕш çулта вырăссем пирĕн хулана килсе аркатрĕç. Ун хыççăнхи пуçлăхсем хулана çĕклемелли мелсем тупаймарĕç. Юрать пире пурне те куракан Аллах Улăк-Мăхаммата ярса пачĕ. Вăл тăрăшнипе кăна Хусан çак шая çĕкленчĕ. Çапла вара паян эпир Хусан тавра Хусан ханлăхĕ чăмăртанчĕ тесе пĕтем тĕнчене хăюллăнах пĕлтерме пултаратпăр. Тепĕр тесен, мана, имама, кун пирки калаçни вырăнлах та мар. Çавăнпа эпĕ пирĕн мухтавлă ханăмăра Улăк-Мăхаммата сăмах паратăп.

Имам айккинелле пăрăнсан ватă хан васкамасăр унăн вырăнне йышăнчĕ, кăххăмлатса сассине уçсан тутарла калаçа пуçларĕ:

— Халăх! Хисеплĕ мăсăльмансем! Эпир çĕршер çул хушши пусмăрта пурăнтăмăр. Пирвай пирĕн Пăлхар патшалăхне монголсем килсе вăйлă аркатрĕç. Каярах вĕсем пирĕн, пăлхарсен, ăс-тăнĕсĕр, хĕçпе çеç пурне те касса-вакласа хăратнипе малалла каяймасса ăнланчĕç те пире аталанма ирĕк пачĕç. Анчах паянхи куна Ылтăн Урта пĕтĕмпех вăйсăрланчĕ, арканса пĕтрĕ. Тăхтамăш хăватлă патшалăха тытса тăраймарĕ, Уксах Тимĕр ăна пуçĕпех çапса аркатрĕ, çавна май Аслă Пăлхара та çунтарса ячĕ. Паянхи куна Ылтăн Урта пĕр пĕтĕм патшалăх мар ĕнтĕ. Тӳрех калăпăр, Аллах пулăшнипе пирĕн Хусана монголсем те, Уксах Тимĕр те килсе тустармарĕç. Анчах пире вырăссем кун кăтартмаççĕ. Кунта тăракансенчен вăтăр сакăр çул каяллахи инкеке астăвакансем те пур пулĕ. Çав çул вырăссем Патăй хан туса ларттарнă Кивĕ Хусана, çĕр çул ытла пурăннă хулана, пĕтĕмпех ватса-çĕмĕрсе-çунтарса пĕтернĕччĕ. Ун чухне пире никам та пулăшма пултараймарĕ. Ун пек вăй халĕ те çук. Пире вăл кирлĕ те мар. Паян эпир хамăр та вăй илнĕ, хамăра хамăр кирек мĕнле тăшманран хӳтĕлеме пултаратпăр. Хусанăмăр та пирĕн халĕ вĕр çĕнĕ, чăннипе вăл пач урăхла. Вырăссене вара эпир тавăрăпăр-ха. Питĕ вирлĕн тавăрăпăр, курăр акă. Çавăнпа пире хăюлăх кирлĕ. Шел пулин те, пирĕн хан Галибек пăлхар пире çапла хăюллăн ертсе пыма пултараймарĕ. Çавăнпа эпир ăна пăхăнма пăрахрăмăр. Эсир ирĕк парсан хальлĕхе Хусан ханлăхĕн пуçĕнче эпĕ хам пулăп. Тӳрех калатăп, эпĕ ĕнтĕ çамрăк мар, çавăнпа пурăна киле хам вырăна ывăлăма Махмута лартма шутлатăп.

Махмучĕ ку сăмахсене илтсен малалла пĕр-икĕ утăм туса хăйне халăха кăтартрĕ те каллех ашшĕ хыçне кайса тăчĕ.

— Эпир, тутарсем, никамран хăраман çынсем, — сăмахне малалла тăсрĕ Улăк-Мăхаммат. — Анчах ку вăл пирĕн патшалăхшăн усса пулĕ, çакна сире шантарсах калатăп. Çавăнпа ханлăхри пур халăх та — тутар, кăпчак, пăлхар, нухай, утмăрт, çармăс, пушкăрт — пирĕн влаçа йышăнасса шанатăп. Эпир сирĕнпе пĕрле Аслă Пăлхарăн чапне, мухтавне, хăватне çĕнĕрен çĕклĕпĕр, хамăра аслăран та аслă Аллах парнеленĕ çĕрĕмĕре таптама тек никама та ирĕк памăпăр. Ăна хӳтĕлеме, ун çинче çирĕп тăма пире вăл, çӳлти аттемĕр, пулăшнă. Эппин пирĕн хăватлăран та хăватлă Аллахăмăр хушнине пурнăçлас тĕлĕшпе мĕн пултарнине пĕтĕмлех тумалла. Çапла-и, халăх, е çапла мар-и?

— Çапла!

— Тĕрĕс!

— Эпир пĕтĕм тĕнчере пуç пулма тивĕç халăх!

— Аллах Акбар! — чылайччен илтĕнсе тăчĕç тутарла кăшкăрнисем. Çакăн хыççăн халăх умне каллех имам тухрĕ те:

— Халăх, пире çакăн пек хăватлă пуçлăх ярса панăшăн Аллаха тав тăвар! — терĕ.

— Тав! — илтĕнчĕ нумай çын сасси.

— Аллах Акбар! Аллах Акбар! Аллах Акбар! — янăраса кайрĕ çавăнтах мăсăльмансен сасси.

— Апла, хисеплĕ мăсăльмансем, халĕ çак чаплăран та чаплă, паллăран та паллă кун ячĕпе кĕлтума мечете кĕрер. Мăсăльман маррисем те пирĕнпе кĕл туччăр. Эй, — хушрĕ куçа курăнман такамсене, — халех тӳртума кавирсем сарса тухăр! Пĕр çын та чĕркуççипе çара çĕр çинче ан лартăр.

Çавăнтах таçтан вуншар çын тухрĕç. Пурте кавир çыххисем йăтнă, вĕсене тӳртумра юлакан кашни çынна валеçсе пачĕç. Мăсăльмансем вара аттисене хывса мечет картлашкисем çине лартса хăварчĕç те шала кĕчĕç. Кĕçех минаретсенчен муэдзинсем кĕлĕ юрлани илтĕнсе кайрĕ. Пурте, вăл шутра тутарла пĕлмен чăвашсем те, ыттисем майлă пуççапса кĕлĕ тума пуçларĕç. Çĕнĕ ханлăх пуçне мухтанине те, унăн ячĕпе чаплă кĕлĕ ирттернине те Пулат-Керим тĕлĕкри пек çеç астуса юлчĕ. Ыттисемпе пĕрле кĕлтăвам пек турĕ-ха вăл, анчах шухăшĕсем унăн çав вăхăтра пач аякра, тăван Чăваш улусĕнче пулчĕç. Мĕнле пурăнмалла унти халăхăн малашне? Мĕн тумалла Пулат-Керимăн — пăхăнмалла-и тутар ханне е унăн хăйĕн те чăваш патшалăхĕ туса хуни çинчен пĕлтермелле?

Çакăн çинчен калаçрĕç те çĕрĕпе пиччĕшĕпе иккĕшĕ. Кăçĕн Пулатпа Юсуф вара Юсуф эмир ывăлĕсемпе тĕплĕнрех паллашрĕç. Тем тесен те вĕсем — пĕр тăвансем, аслă Пулат хан тăхăмне тăсакансем. Чăн та, хальлĕхе вĕсен кăсăкĕ хан шайĕнчи мар. Вĕсен халĕ урăх шухăш — хĕр тупасси. Ку тĕлĕшпе йĕкĕтсене Юсуф-аслин хĕрĕсем пулăшма пултарĕччĕç-и, тен, анчах ку кил-йышра мăсăльмансен йăли-йĕркипе пурăнаççĕ, çавăнпа хĕрарăмсен арçынсен калаçăвне хутшăнма юрамасть.

— Пĕлетĕн-и, — терĕ ир енне Юсуф эмир шăллĕне Пулат хана, — хамăр халăхăмăр, хамăр çĕршывăмăр шăпи пирки эпĕ те нумай шухăшланă. Питĕ нумай. Çавна пула пач куç хупмасăр ирттернĕ çĕрсен шучĕ çук. Анчах юлашкинчен эпĕ çакна çивĕч ăнланса çитрĕм: пĕлетĕн-и, шăллăм, ĕмĕт вăл пĕр япала, анчах ăна пурнăçа кĕртме пуласси-пулмасси — тепĕр япала. Вĕсем чылай чухне пĕр килмеççĕ. Эпир, чăваш-пăлхарсем, хамăр тĕллĕн çеç паян вăйлă патшалăх туса хураймастпăр. Ытла хăрушшăн çĕмĕрсе тăкрĕç пирĕн çĕршывăмăра, ăна унчченхи хальлĕн тек ура çине тăратаймăн. Тутарсем вара... Тутарсем вăйлă, хастар халăх. Çавăнпа паян пирĕн вĕсемпе пулмалла. Кайран куç курĕ...

— Хăçан вăл — кайран? — пĕлесшĕн пулчĕ Пулат-Керим. — Чăваш-пăлхарсем пăлхар пулма пăрахса тутара тухсан-и? Ав эсĕ халĕ калаçасса та пăлхарла таса калаçма пăрахнă.

Юсуф шăллĕне нимĕн те хуравламарĕ.

— Юрĕ, атя, çывăрар, — терĕ çеç. — Ыран эпĕ сана Хусан хулине кăтартăп. Тен, шухăшна улăштарăн.

Тепĕр кун Юсуф, чăнах та, шăллĕпе унăн ывăлĕсене хула кăтартса çӳрерĕ. Чи пирвай кальгана пăхса çаврăнчĕç. Чăнах та хăватлă карман иккен вăл. Кальган хӳньне шурă чултан купаланă. Çӳльхӳтсем пĕринчен тепри хăватлăн курăнаççĕ. Пулат-Керима уйрăмах пилĕк енлипе çурçĕр-хĕвелтухăç енчи çаврака çӳльхӳтсем тĕлĕнтерчĕç. Вĕсем ахаль те çӳллĕ хӳньрен тата чылай çӳллĕрех, пĕлĕтелле мăнаçлăн кармашнăн туйăнаççĕ. Чи пахи вара, тапăнакан тăшмана çав çӳльхӳтсенчен пĕр шиксĕр ухăпа пеме те, вăрăм сăнăсемпе тирме те, кирлех тĕк вĕри шывпа е сăмалапа ăшалама та пулать. Çав çаврака çӳльхӳт çывăхĕнче Пулат-Керима тата тепĕр япала тĕлĕнтерчĕ. Юсуф ăна пĕр пысăк çурта ертсе кĕчĕ. Унта тем мăнăш кăмакасем вырнаçнă. Вĕсен вĕрилĕхĕ алăкран кĕрсенех çапать те шалалла иртнĕçемĕн чипер утнă çĕртех лачкам тара ӳкерет. Çав кăмакасем тавра çара пилĕклĕ арçынсем хĕвĕшеççĕ.

— Эй, эсир! — кăшкăрчĕ вĕсенчен пĕри Юсуфпа Пулат-Керима. — Халех тухса кайнă пултăр! Эпир кĕçех вĕри пăхăр юхтарса кăларатпăр, пиçсе кайăр тата.

Пăхăр шăратакан çуртран тухсан пиччĕшĕпе шăллĕ кальган хĕвел тухăç енчи хӳнĕ çумĕпе тăсăлакан урампа Елапук хапхи патнелле утрĕç. Кунта мĕнле кăна ăста ĕçлемест-ши: сăран тăвакансем, ювелирсем, тимĕрçĕсем, савăт-сапа туса хĕртекенсем. Унта та кунта çĕнĕ çуртсем хăпартнине кура хулара платниксемпе кирпĕч хуракансем нумай пулни те сисĕнет. Кальганăн кăнтăр хапхи çывăхĕнче вара Пулат-Керим Çĕрпӳ пасарĕнчен пĕртте кая мар пасар курчĕ. Анчах, Çĕрпӳннипе танлаштарсан, вăл кашни кунах ĕçлет-мĕн. Çинех тата кун пек пасарсем пĕр хуларах темиçе. Юсуф шăллĕне кальга тулашне те илсе тухса кăтартрĕ. Унта темиçе сала ӳссе ларнă. Бишбалт, Кураиш салисемпе пĕрлех Эрмен сали те пур. Кальга вырнаçнă тӳпемрен хĕвеланăç енче вара сип-симĕс улăх сарăлса выртать. Хан улăхĕ теççĕ иккен ăна.

— Пĕлетĕн-и, шăллăм, эпĕ пирвайхи хут çак хулана виçĕ теçетке çул каялла килсе курнăччĕ, — каласа кăтартрĕ Юсуф. — Ун чухне вăл пĕчĕккĕ кăначчĕ. Йĕри-тавра çунса-ишĕлсе пĕтнĕ çуртсемччĕ. Вырăссем тустарса кайнă хыççăнхи ишĕлчĕксем. Анчах ун чухнех кунта, кивĕ вырăн айккинче, çĕнĕ çурт-йĕр нумай лартатчĕç. Халĕ акă кĕске хушăрах Хусан мĕн тери ӳссе сарăлчĕ, хăватланчĕ. Итле-ха, эсĕ унта çĕнĕ хула туса лартнă тенине илтнĕ эпĕ. Мĕн чухлĕ халăх пурăнать халĕ сан хулунта? — кĕтмен çĕртен сăмаха урăх енне пăрса ыйтрĕ эмир.

— Паянхи куна пин çын ытла, — кăмăллăн пĕлтерчĕ Пулат-Керим.

— Хусанта вара паянхи куна çирĕм пин ытла пурăнать. Ну, куратăн-и ĕнтĕ пирĕн ханлăх хăватне? Халь кала: эпир, пăлхарсем, хамăр патшалăхпа пурăнас тăк пирĕн хамăра хӳтĕлемелĕх вăй-хăват пулĕччĕ-и?

— Эпĕ сана тинтерех çеç вырăссемпе çапăçни çинчен каласа панăччĕ-çке, — çĕрлехи калаçăвăн пĕр пайне асаилтерчĕ Пулат-Керим пиччĕшне. — Аптрамарăмăр-иç, хăваласа ятăмăр тăшмана.

— Ну, ку вăл... Эсир маттур, паллах. Анчах атте хулине Уксах Тимĕр мĕнле вăйпа килсе тапăннине асаил-ха. Сире çавнашкал вăйпа пырса çапсан? Е вырăссем сан патна виçĕ пинлĕ çарпа мар, Хусана аркатнă йышпа тапăнсан? Çинех тата тĕрлĕ патшалăх çарĕсем çулсерен вăйланса пыраççă. Паян унта та кунта пăшал çинчен калаçаççĕ. Эпир, пăлхарсем, тар хăватне, унпа тĕрлĕ япала сирпĕтме май килнине тахçанах пĕлнĕ-ха. Халĕ вара унта та кунта çав тар вăйĕпе чул е тăхлан татăккине таçта çити ывăтакан пăшал çинчен калаçаççĕ. Пищаль теççĕ ăна. Эс çавнашкал çара мĕнпе хирĕç тăрăн? Ухăпа-и? Анчах ухă вăл çапах та инçе перекен хатĕр мар. Урапа тапса пемелли те çĕмрене виççĕр хăлаçран ытла ывăтаймасть. Ывăтсан та тĕл тивертеймест.

— Пăшал... Ухă... Пирĕн халĕ вĕсем пирки калаçмалла-и, пичче? — хĕрсе кайрĕ Пулат-Керим. — Сăмах кунта халăхăмăр малашне пуласси-пулмасси çинчен пырать.

— Эпĕ те çавнах калатăп-иç, — хуравларĕ Юсуф. — Сан чăвашусем ку тĕлĕшпе хăй вăхăтĕнче тĕрĕс шухăшланă. Упранса юлас тесе вĕсем хаяр хирĕçӳсенчен айккине пăрăннă та пурăннă хăйсем пĕлнĕ пек. Анчах халă лару-тăру улшăннă. Сан халăху паян икĕ пысăк вăй хушшинче тăрса юлнă. Пĕр енче — вырăссем, тепĕр енче — тутарсем. Малашне те чăваш ячĕпе упранса пурăнас тесен вĕсен çак икĕ вăйран пĕрин çумне таянмах тивет. Унсăрăн халăху хĕскĕче лекнĕ мăйăр пек ванса-арканса тĕп пулĕ. Асту, шăллăм, кампа пĕрле пулассине санăн çывăх вăхăтрах татса пама тивĕ, унсăрăн кая юлăн.

Çапла вĕçленчĕ пиччĕшĕпе шăллĕн тавлашăвĕ. Тата ытти калаçăвĕ те. Ывăлĕсем валли хĕр шырасси çинчен Пулат хан тек аса та илмерĕ. Ара, кампа тăванлашмалла кун пек чухне? Ку ыйту халĕ кин-кĕрӳ шайĕпе мар, халăх пурнăçĕн шайĕпе тухса тăчĕ. Ăна çăмăллăн татса параймăн.

Кăнтăрлапа Юсуф Пулат-Керима хула таврашĕнчи йывăç хӳньрен кăларсах ăсатса ячĕ. Хапхаран тухсан самантлĕха тытса чарчĕ те:

—  Ывăлусене хĕр тупса пама вара эпĕ тăрăшăп. Тен, санăн пĕр-пĕр тутар эмирĕпе туслашмалла? — терĕ.

Пулат-Керим утне çавăрса пиччĕшне куçран шăтарасла пăхса илчĕ, тем каласшăн пулса çăвар та уçрĕ, анчах шарламарĕ, ним айăпсăр ăйăра нухайккапа тивертсе илчĕ те лешĕ, кӳреннĕскер, пирвай кайри урисем çине чĕвен тăрса тулхăрса илчĕ, вара вырăнтанах малалла сиккипе çил пек ыткăнчĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3