Шурă акăш çулĕ :: Вĕçленмен сăмах
1
Пулат-Керимшăн çак кун çав тери пăлхануллă иртрĕ. Ирпе ăна Эпеç ялĕнчен килнĕ çынсем савăнтарчĕç. Вĕсем каласа панă тăрăх, Эпеçпе ывăлĕсем тата кĕрӳшĕ пуçласа янă икĕ ял — Эпеçпе Асанкасси — чиперех аталанаççĕ. Вĕсене таçтан та вуншар кил-йыш куçса пынă ĕнтĕ. Шел, ватăлса çитнĕ Эпеç хăй вилнĕ иккен. Çапах унăн ĕçне ывăлĕсем тăсса пыраççĕ. Эпеçре икĕ тимĕрçĕ лаççи ĕçлет. Асанкассинче вара Асан ертсе пынипе пысăк ушкăн сĕтел-пукан, çуна-урапа, катка-пичке ăсталать. Çав хушăрах таврара тата темиçе ял çĕкленет. Çурçĕр енче таçта çити авкаланса выртнăран Вăрăм тесе ят панă юханшыв пуçĕнче Вăрăмпуç ялĕ йĕркеленнĕ. Ăна Асан тусĕсем Хачăм ятлă çармăспа унăн пиччĕшĕ пуçласа янă. Чăн та, хăйсем ытларах сунар ĕçĕпе тăранса пурăннă, вĕсене кунти вăрмансем тискер кайăкпа пуянни илĕртнĕ. Каярахпа вĕсен çумне тĕрлĕ çĕртен куçса килекен чăвашсем вырнаçнă, çапла майĕпен Вăрăмпуçран та пысăк ял пулса кайнă. Эпеçпе юнашар халĕ çав тери шеп ял — Хумри Ишек пур иккен. Унтан хĕвеланăçнерех тата тепĕр пысăк ял — Хурамал вăйлăн аталанса пырать. Унта пасар уçăлнă. Ялĕ те ку ытларах хулаша асаилтерет, ма тесессĕн ун тавра теркеç хӳнĕ туса лартнă. Çак яла пуçласа яраканĕ Юсуф хан ертсе пынă чăваш тăрăхĕнчен тарса килнĕ чăваш, унта çар хĕсметĕнче тăна пысăк çын пулнă тет. Хурамал çапла аталанни таврари нумай яла малалла туртнă. Эпеç тимĕрçисем, Асанкассинчи йывăç ăстисем хăйсем тăвакан япаласене унти пасарта сутаççĕ, кунта ютран килекен сутуçăсем урлă аяккарăхри ялсемпе те çыхăнаççĕ. Эпеç çыннисем каланă тăрăх, чăваш ялĕсем халĕ Эпеçрен чылай кăнтăртарах та пур тет. Камай хирĕнчи чăвашсем те çĕр хĕсĕкленнине пула тата кăнтăрарах куçа-куçа лараççĕ-мĕн. Çапла Хумпуç-Патăрьел хуçин ывăлĕ, ашшĕ пекех Патер ятлăскер, уйрăлса Пăла юханшывĕ хĕррине пурăнма кайнă. Эпеç ялĕнчен харăсах икĕ тăхăм — пĕри кăнтăр-хĕвеланăçнелле, тепри — кăнтăр-хĕвелтухăçнелле куçнă та — Эпеç ятлă çĕнĕ ялсем пуçарса янă.
— Илтетĕн-и, Пинеслу, сан шухăшу епле тĕл килчĕ! — хавхаланчĕ çак калава итлесе пĕтерсен Пулат-Керим хăйĕн мăшăрне. — А ну, халех нӳхрепрен сăра ăсса тухтар, хăналар ырă хыпарпа çӳрен çынсене! Эй, Пулат! — кăшкăрчĕ тата аслă ывăлне. — Эсĕ те пирĕнпе калаçса лар. Санăн халĕ хамăр чăвашсем ăçта-ăçта тата еплерех пурăннине пуринчен лайăхрах пĕлмелле.
Чылай сăмахласа ларчĕç ханпа унăн аслă ывăлĕ кăнтăр енчен килнĕ çынсемпе. Вĕсене ăсатса ĕлкĕрчĕç кăна, сасартăк Хусан хăни персе çитрĕ. Вăл палланă çынах — Киям бек пулчĕ. Чăн та, Киям халĕ бек мар-мĕн, эмир шутланать.
Юсуф патĕнче тĕл пулнăранпа Пулат-Керим бек-эмира тепре Хусанта ханлăх туса хуни çинчен пĕлтернĕ чухне аякран курнăччĕ. Ун чухнех Киям пĕкĕрĕлсе çӳренĕн туйăннăччĕ. Халĕ вара, пĕр сĕтел хушшине ларсан, Хусанханĕн элчи ватăлнă çеç мар, çав тери ватă пулни уççăнах палăрать. Тупата, вăл тăхăрвунна та çитсе пырать ĕнтĕ. Енчен ун вырăнне халĕ те урăх çын тупайман тăк, Хусан ханне пултаруллă элчĕсем çитменни кĕретех. Çынпа калаçса татăласси вăл хĕçпе вăшлаттарасси мар çав.
Киям пирвай Пулат-Керима Махмут ханран ăшă салам каларĕ. Унтан Хусан ханлăхĕн юлашки çулсенчи пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Тутарсем Ылтăн Урта шутĕнчен тухнă патшалăхсемпе тачăрах çыхăнассине пуринчен мала хураççĕ иккен. Вĕсем пуринпе те — Крым, Аçтăрхан, Çĕпĕр, Казах ханлăхĕсемпе, Нухай уртипе çыхăну элчĕ шайĕпе йĕркеленĕ, хăшĕн те пулин тулаш хăрушлăх пулас тăк вĕсем пурте пĕрне-пĕри пулăшма сăмах панă.
— Вырăссем тĕлĕшпе мĕнле тата? — кăсăкланчĕ Пулат-Керим. — Вĕсем те Хусан ханлăхĕпе юнашарах пурăнаççĕ...
— Вырăссем тĕлĕшпе-и? — ахаль те хĕсĕкрех куçне тата хĕсерех пăхса илчĕ эмир хуçа çине. — Вырăссем пирĕнпе туслă пурăнасшăн мар. Пачах урăхла, вĕсем пире пăхăнтарасшăн. Астумастăн-им Уксах Тимĕр Аслă Пăлхара тĕп тунă хыççăн вырăссем те Хусана тапăнса аркатнине. Анчах пире пăхăнтарма халĕ май çук ĕнтĕ. Эпир çав тапăнушăн юлашки ултă çул хушшинче Мускава икĕ хутчен кайса тустарса килтĕмĕр. Пирĕн ханлăх халĕ питĕ анлă. Халăх йышĕпе те эпир аптрамастпăр. Çинех тата аслă Улăк-Мăхаммат хыççăн ун вырăнне ывăлĕ Махмут ларсан эпир Урал тăрăхĕнчи пуянлăха та хамăр алла илме шут тытрăмăр, çав пуянлăхпа хамăр пĕлнĕ пек усă курма вĕренсе çитĕпĕр.
— Мĕнле-ши тата? — каллех кăсăкланчĕ Пулат-Керим.
— Ну, калăпăр, хурçă шăратма тытăнăпăр. Вара çарĕç хатĕрĕсене ют çĕршывсенчен турттарма пăрахăпăр, хамăрах пулат хурçăран хĕç те, сăнăпа çĕмрен вĕçĕсем те тума пуçлатпăр. Пăхăра, хăвах пĕлен, эпир Хусанта шăрататпăр. Анчах пăхăр вăл илемшĕн, хурçă вара — пурнăçшăн кирлĕ япала. Пирĕн ăстасем кантăк шăратма та вĕренсе çитрĕç. Малашне пирĕн хуласемпе аулсенче чӳречесем пурте кантăкран пулĕç. Сан улусунта вара, пăхатăп та, халĕ те вăкăр хăмпипе хупланă чӳречесем пур-ха.
— Çапла, кантăка çителĕклĕ турттарса килейместпĕр-ха, — килĕшрĕ Пулат-Керим. — Ытла йывăр япала, турттарма та меллĕ мар, кăшт асăрханмасăр тыткаласанах ванать. Анчах мана нумаях пулмасть пирĕн улусра та кăнтăр-хĕвеланăç енче кантăк шăратма юрăхлă хăйăр нумай терĕç. Чăн та, çав таврара талккишпех вăрман, çавăнпа ĕçе йĕркелесе яриччен нумай аппаланма тивет. Тата унта, Сăр çывăхнелле, хырлăх вăрманĕсем чылай иккен, сăмала юхтарма лайăх. Тикĕтпе суту тума тытăнăпăр акă.
— Эсир мĕн, кăнтăралла та, Сăр еннелле те талпăнатăр-им? — каллех куçне хĕсерех тинкерчĕ Киям эмир хуçана.
— Халăх йышланса пырать. Пурне те таса çĕр çитмест. Çавăнпа нумайăшĕ тĕрлĕ енне кайса вăрман хăртать, çерем уçать. Çапла майпа эпир те пултарнă таран сарăлса-аталанса пыратпăр, — сăпайлăн хуравларĕ Пулат-Керим.
Эмир илтнине хакласа кăштах шухăшларĕ те каласа хучĕ:
— Аван, питĕ аван. Эпир хамăр ханлăх чиккине Сăр таран тесе палăртнине эсĕ пĕлетĕн. Эсир çĕре унта çитиех йышăнса питĕ тĕрĕс тăватăр. Пирĕн май килнĕ чухне вырăссен çулне пӳлсе хумалла.
Пулат-Керим хăна çине калас-и — калас мар-и тенешкел пăхса ларчĕ-ларчĕ те шарламасăр тӳсеймерĕ:
— Хисеплĕ эмир, эпĕ сана итлетĕп те, эсĕ пирĕн çинчен эпир çут тĕнчере вуçех çук пек калаçнăн туйăнать. Анчах эпир пур-çке-ха. Эпĕ те, чăвашсен ханĕ, санпа пĕр сĕтел хушшинче ларатăп. Халăхăм та манăн питех аптрамасть, аталанать, вăй хушать хăй пултарнă таран.
Элчĕ сасартăк ярт! тӳрленсе ларчĕ. Самантрах сахалтан çирĕм çул çамрăкланчĕ тейĕн. Унăн типшĕм пичĕ çинчи йăл пулман та тейĕн, шĕвĕ сухалĕ те çăралнăн туйăнать.
— Чăвашсем сан халăху мар, вĕсем Хусан ханне пăхăнса пурăнаççĕ, çавна ан ман, — хыттăн асăрхаттарчĕ Киям. — Эсĕ те тек чăвашсен ханĕ мар. — Çавăнтах тата сассине çемçетрĕ те хушса хучĕ: — Тепĕр тесен, эпĕ сана савăнăçлă хыпар пĕлтерем: пирĕн ырă кăмăллă Махмут хан сана эмир ятне парса чыс турĕ. Тӳрех калам, эмирсем пирĕн ханлăхра сахал, çав чыслă ята тивĕçлисенчен тивĕçлисем кăна илеççĕ. Чăвашсенчен ăна пуринчен малтан сан пиччӳ Юсуф тивĕçнĕччĕ... Махмут хан сана малашне те кунти халăха çирĕп тытса тăма хушатъ. Тата акă мĕн. Хăвах каларăн, улусу санăн аталанса пырать терĕн. Эппин сирĕн те хан хыснине хырçă-марçăпа ясак тӳлеме тытăнмалла пулать. Эпĕ вĕсене çын пуçне еплерех шутламаллине вĕрентекен хут илсе килтĕм. Эсĕ ăна пирвай хăв вуласа тух, кайран тӳресемпе турхансене унта мĕн çырнине пурнăçа кĕртме вĕрент.
— Каçар, эмир, эпĕ арабла вулама пĕлместĕп, — суеçтерчĕ Пулат-Керим.
— Ма апла тата? — ĕненесшĕн пулмарĕ эмир-элчĕ. — Сан пиччӳ Юсуф питĕ чаплă вулатчĕ-çке. Эсир иксĕр те ĕмĕр хисепри Пулат хан ывăлĕсем, пĕри вулама пĕлни, тепри пĕлменни пулмалла мар пек.
Пӳлĕмре пĕр хушă кăмака хыçĕнчи шăрчăк сасси çеç илтĕнчĕ. Унтан хăна сасартăк сиксе тăчĕ те сĕтел çинчи чей чашăкĕсене вăшăл! шăлса сирпĕтрĕ. Фарфор савăт-сапа урайне ӳксе чăл-пар саланчĕ.
— Е эсĕ пире пăхăнма шутламастăн-и?! — хаяррăн кăшкăрса ячĕ Киям эмир. — Хăвна халĕ те хан тесе шутлатăн-и? Çук, пирĕн аслă ханлăхра икĕ пуç пулма пултараймасть. Енчен ăçта та пулин иккĕмĕш пуç ӳсме тытăнсан, эпир ăна самантрах касса тататпăр.
Пулат-Керим хăйне çапла кăшкăрса пăрахнине тӳссе параймарĕ.
— Сирĕн ханлăхра тем те пулĕ, — терĕ вăл ура çине çирĕппĕн тăрса. — Анчах чаваш улусĕ Хусан ханлăхне кĕмен-ха. Пирĕн Хурал канашĕ хальлĕхе сирĕнсĕрех пурăнма йышăннă. Пире Хусантан нимĕн те кирлĕ мар, эсир те пиртен нимĕн ан ыйтăр. Пĕр-пĕрне парас-илессине суту-илӳ йĕркипе туса пырар та çавăнпа çырлахар. Унран лайăххи эпĕ курмастăп.
Элчĕ хуçана тарăхнипе хĕрелсе кайнă куçĕпе шăтарасла пăхса тăчĕ-тăчĕ те, кăштах лăпланса, каллех ларчĕ.
— Ав еплерех пуплешетĕн эсĕ, ами. Ну, юрать... Савăтна ватнăшăн каçар, — терĕ нимĕн калама аптраса.
— Темех мар, — лăплантарчĕ ăна хуçа хăй те ларса. — Ку чашăксем пирĕн мар, санăн. Тахçан эсĕ вĕсене Юсуфа парнеленĕччĕ. Ванма вăхăчĕ çитрĕ пулас.
Киям вуншар çул ĕнтĕ элчĕре. Ку ĕçе вăл Хусан ханĕ Ичкиле Хасан-оглы пулнă чухнех пуçăннă, унăн ывăлĕ Улăк-Мăхаммат Хусан ханлăхĕ туса хунăранпа вара çак ĕçпе çеç пурăннă. Ăна, ват кашкăра, ытарлă калани мĕне пĕлтернине ăнлантарма кирлĕ мар. Çавăнпа Киям тек пуплешсе лармарĕ, тăчĕ те пурçăн кушшакĕпе чалмине тӳрлетсе илчĕ, вара унчченхи пекех курпунланса тулалла лăкăштатса утрĕ. Алăка уçсан самантлăха чарăнса тăчĕ.
— Эпĕ эсĕ те пулин пирĕн, ĕлĕк Пăлхар патшалăхĕнче пĕрле пурăннă халăхсен, ӳлĕм те пĕрлех пулмаллине ăнланан тесеччĕ, — терĕ хăрах урине алăк урати урлă куçарса. — Хальлĕхе манпа килĕшмерĕн пулин те çак шухăш патнех çитессе шанатăп. Çавăнпа сана шухăшламалăх тата вунă кун паратăп. Енчен те çав вунă кун хушшинче Махмут хана санран ырă хыпар çитмесен, эсĕ пирĕнпе килĕшмен тесе шутлăпăр. Асту вара, кайран-малтан ан ӳпкелеш.
Пулат-Керим хирĕç шарламарĕ, кĕтмен хăнана пĕр чĕнмесĕр хапхаран кăларса ăсатса ячĕ.
Темиçе кунран вăл Хурал канашĕ пухрĕ. Канаш çыннисем иртен пуçласа мĕн каç пуличчен хĕрӳллĕн калаçрĕç.
Киям эмир Çĕрпĕве килсе кайнăранпа эрне иртрĕ, икĕ эрне, анчах Пулат-Керим Хусана хăй те каймарĕ, хыпарçă та ямарĕ.
2
Хурал канашĕн сĕнĕвне шута хурса Пулат-Керим ывăлне Алие сых енне çарăçсен ушкăнне хатĕр тăратма, унта Çĕрпӳ çывăхĕнчи арçынсемсĕр пуçне улусăн кăнтăр енче пурăнаканнисене те явăçтарма хушрĕ. Тутарсем килме пултарас енсене сăнавçăсемпе хыпарçăсем вырнаçтарса тухрĕ. Хусан çырăçĕсем 1444-45-мĕш çулсенче Мускава иккĕмĕш хут вирлĕн аркатса килнине вăл, паллах, лайăх пĕлет. Çавăн хыççăн Улăк-Мăхаммат влаçа ывăлĕн аллине панине, ывăлĕ вара хаяр та çирĕп кăмăллă çын пулнине те пĕлет. Енчен Махмут хан Пулат-Керим улусне пăхăнтарма шут тытнах-тăк вăл, паллах, хăйне итлеменшĕн улус пуçне тавăрас теме те пултарать. Чăн та, Пулат-Керим чăвашĕсем вырăссем мар, вĕсем Хусана хирĕç тăмаççĕ, хăйсем пĕлнĕ пек çеç пурăнасшăн. Ку енчен илсен тутарсен чăвашсене тавăрма сăлтав та çук темелле. Çинех чăвашсен тепĕр пысăк пайĕ йышĕпе Хусан ханлăхĕнче халĕ те тĕп халăх шутĕнче, вĕсем хăйсен тăванĕсемпе çапăçас тейĕç-ши? Çапах, Хурал канашĕнче ваттисем каланă пек, ку чухне сыхă тăни пăсмасть.
Киям эмир вара чăнласах асăрхаттарнă пулас. Пĕр ирхине Пулат-Керим патне хыпарçă вĕçтерсе çитрĕ.
— Пулат хан, унта тутарсен çарĕ килет, — хыпăнса пĕлтерчĕ вăл сывлăш çавăрса янă-яман.
— Ăçта — унта? — тĕплĕнрех пĕлесшĕн пулчĕ хан.
— Унта, — терĕ каллех хыпарçă хĕвеланăçнелле алă сулса. — Тутарсем Сĕве урлă каçнă ĕнтĕ, Вăрмар çулĕпе килеççĕ. Çур тӳмен терĕç.
— Çур тӳмен? Пилĕк пин çын?! — тĕлĕнчĕ Пулат-Керим. — Пире хирĕçех килеççĕ-и вара?
— Урăх ку еннелле мĕн тума килччĕр тата? — аптрарĕ хыпарçă.
Ку та тĕрĕс. Урăхран ку енче нимĕнле хула та çук. Шупашкарсăр пуçне. Анчах халь хаççăн Хусан Шупашкарпа хирĕçнине илтменччĕ. Çапах та пилĕк пин! Пулат-Керимăн сыхă тăракан çарăçĕсем пурĕ те пилĕк çĕр. Анчах шухăшласа тăма вăхăт çук. Пулат-Керим пĕр пулăшуçине тӳрех çарăç картине Али патне чуптарчĕ, элтепере халех çарĕпе Çĕрпĕве тухса килмелли çинчен пĕлтерме хушрĕ. Ытти пулăшуçисене хулари тата çывăхри ялсенчи арçынсене пуçтарма ячĕ, кашнинех пуртă е пăчкă илсе тухма хушрĕ. Çур сехетрен хан керменĕ умне çĕр юланутçăпа тăватçĕр çуран çарăç килсе çитрĕç. Кĕçех пуртă-пăчкă йăтнă арçынсем те пухăна пуçларĕç. Пулат-Керим, чĕрĕлĕхне пула вырăнта тĕк тăрайман шурĕ урхамаха утланнăскер, пурне те кĕскен лару-тăрупа паллаштарчĕ.
— Акă мĕн, халăх, — терĕ вăл пăлханнине пытарма тăрăшса, — пирĕн пата тутарсем тапăнса килеççĕ. Пилĕк пинлĕ çарпа.
— Тутарсем?
— Пилĕк пинлĕ çарпа? — тĕлĕнчĕç хăшĕсем, теприсем, çарăç маррисем, тата сехĕрленчĕç те пек.
— Халăх, шăпланăр! Хан хушăвне итлесе пĕтерме парăр, ахаль те вăхăт çук, — хăватлă сасăпа кăшкăрса чарчĕ вĕсене Али паттăр.
Пулат-Керим сăмахне малалла тăсрĕ:
— Вĕсен йышĕнчен хăрама кирлĕ мар. Тутарсем хăш çулпа килессе эпир пĕлетпĕр. Вĕсен кирек мĕнле пулсан та Кĕçĕн Çавал леш енчи тӳпемпе иртмелле пулать. Унта талккишпех вăрман, çул хĕсĕк. Пирĕн халь пĕртен-пĕр тĕллев — çав çула тутарсем килсе çитиччен хамăра кирлĕ пек хатĕрлесе çитересси. Атьăр, халех çула тухар. Ыттине çул çинче тата вырăна çитсен ăнлантарăп.
Тӳпеме хăпарса вăрмана кĕрсен Пулат-Керим пуртăллă-пăчкăллă арçынсене çухрăм ытларах тăршшĕне тăратса тухрĕ, çул икĕ айккипе тĕреклĕрех кĕрешсене кирлĕ самантра тӳнтермелĕх пăчкăпа касма хушрĕ. Али вара çулăн çав сыпăкĕн икĕ енĕпе хăйĕн çуран çарăçĕсене пытарса тăратрĕ, юланутлă нукерĕсене икке пайласа çуррине çул сыпăкĕн пĕр пуçне, тепĕр пайне — тепĕр пуçне çуран çарăçсенчен кăшт айккинерехре пытантарчĕ.
Анчах чăвашсен вăхăт çителĕксĕртерех пулчĕ çав. Вĕсем пит нумай кĕрешех тӳнтерес шая çити касса хатĕрлеймерĕç, аякри сăнавçăсенчен хыпар çитрĕ: тутарсем çывăхрах. Эппин, вĕсен умĕнчех йывăç касма юрамасть, унсăрăн тунă ĕç те харама кайĕ. Çул сыпăкĕн Вăрмар еннерехри вĕçĕнче ĕçлекен арçынсен кĕçех пытанма тиврĕ, ку енчисем кăна тăшмана кĕтсе илмешкĕн аванах хатĕрленсе çитрĕç.
Ака тутар çарĕ курăнчĕ. Малта — сăнавçă нукерсен пысăках мар ушкăнĕ юрттарса килет. Чăвашсем ăна чиперех ирттерсе ячĕç. Сăнавçăсем хыççăн юланутçăсем пыраççĕ. Ытла нумаях мар, икĕ çĕрсем. Çуран çарăçсен вара шучĕ çук. Ку ĕнтĕ Атăл урлă каçма тивнĕрен. Ара, инçе çул мар, чăвашĕсем те вăйсăр, мĕн нушаланмалли лавсем-мĕнсемпе аппаланса терĕç пулĕ тутар элтеперĕсем. Кĕçех тăшманăн тĕп вăйĕ Пулат-Керим палăртна çул сыпăкĕнче вырнаçрĕ.
Хан чукмарĕпе çывăхри юман вуллине виçĕ хутчен тӳнлеттерсе илчĕ. Çавăнтах малта пыракан тутар çарăçĕсем çине юман кĕрешсем пере-пере ана пуçларĕç, хăшĕсене хăйсем айне турĕç, теприсенне çулне пӳлсе хучĕç. Анчах кунашкал ăнăçлăх çулăн ку енче çеç пулчĕ, тăшманăн хыçалахри çарĕ çине икĕ-виçĕ кĕреш çеç ӳкрĕ, ыттисене, касса çитерейменнисене, арçынсем тĕкĕсемпе тем пек тĕртсен те хускатаймарĕç. Йывăç тӳнтерме хăтланакансене асăрханă тутарсем вара вĕсене тапăнма хатĕрленчĕç.
Çак самантра таçтан çӳлтен сасартăк шурă акăш вĕçсе анчĕ те çул çийĕн хăюллăн вĕçрĕ. Çунаттисемпе хăватлăн авăсса вăл ним çук çĕртех асар-писер çавра çил кĕрлеттерсе ячĕ. Хайхи кăшт каснă йывăçсем шăрт-шарт кăна тӳне-тӳне кайрĕç, тăшман çарăçĕсене хăйсен айне туса хучĕç. Кĕрешсен айне лекмен тутар нукерĕсем ним тума аптраса каллĕ-маллĕ кускалаççĕ. Халĕ ĕнтĕ Али çарăçĕсен вăхăчĕ çитрĕ. Хаяррăн кăшкăрашса вĕсем анранă тăшман çине ыткăнчĕç, нимĕн тума пĕлмен тутарсене хĕçпе те сăнăпа урлă та пирлĕ илтере пуçларĕç. Анчах тăшман çав тери йышлă, пĕр чăваш пуçне вунă тутар тивет. Хайхи Али çарăçĕсем те çухату тӳсме тытăнчĕç. Çакна курса Али паттăр учĕ çинчен сиксе анчĕ те пĕр тӳннĕ юмана тăрринчен ярса тытрĕ, «чăвашсем, сыхланăр!» тесе асăрхаттарчĕ те кĕреше унталла та кунталла ахаль чукмара вылянтарнă пек суллама тытăнчĕ. Юман кĕрешрен пăрăнса ĕлкĕреймен тутарсем Али паттăр пĕрре сулмассерен вуншарăн таçта çити вĕçе-вĕçе ыткăнчĕç, çĕре ӳкичченех леш тĕнчене ăсанса пычĕç. Хайхи сехре хăпнă тăшман çарăçĕсем каялла пултарнă таран тара пачĕç. Кӳпе тăхăннăскерсем хăйсем урлă-пирлĕ выртакан кĕрешсем урлă час каçаймаççĕ, çапла мăшаланнине пула нумайăшĕ татах чăвашсен хĕçĕ-сăнни тĕлне лекрĕç. Уçăрах çул çине тухсан та вĕсемшĕн çăлăнăç тупăнмарĕ, хайхискерсене чăваш юланутçисем хăваласа çитрĕç, хĕçпе те чукмарпа çапа-çапа антарчĕç. Тутар нукерĕсем вара хăйсен çуран çарăçĕсене нимĕнпе те пулăшаймарĕç. Каккуй пулăшма халĕ, вĕсен хăйсен те çăлăнмалла-иç. Хайхисем учĕсене те, хĕçĕ-сăннисене те пăрахса юлташĕсем хыççăн вĕçтерчĕç.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...