Шурă акăш çулĕ :: Ăмăрткайăк, акăш тата барс
— Тавах сана, чăвашсен ханĕ, — лăпкăн тав турĕ Виççĕмĕш Иван. — Яту мĕнлеччĕ-ха сан?
Çĕрпӳ-Пулат хăй ятне каларĕ.
— Эппин ирт, Çĕрпӳ-Пулат хан, лар ак çакăнта, — хăйĕнчен сылтăм енчи сак енне алă сулчĕ государь.
Трон çинче ларнăран Виççĕмĕш Иван кӳлепипе еплерех çын иккенне хаклама йывăр. Çапах унăн сарлака хул пуççине, кăвакара пуçланă çăра сухалĕ витĕр те палăракан хулăн мăйне пăхсан вăл, утмăлсене çывхарса пырать пулин те, самаях тĕреклĕ арçын иккенни сисĕнет. Аллинче унăн тĕлĕнмелле эрешлĕ туя. Пӳртре ăшă пулин те Виççĕмĕш Иван пуçне йăлтăр-ялтăр чулсемпе илемлетнĕ çав тери чаплă мулаххай тăхăннă. Трон хыçĕнче вара çӳлерехре ылтăн шывĕпе сăрласа çутатнă икĕ пуçлă ăмăрт кайăк курăнать... Çав туя патша влаçне палăртакан скипетр пулнинĕ, мулаххая вара Мономах çĕлĕкĕ тенине, икĕ пуçлă ăмăрт кайăк унччен Византи гербĕ пулнине, халĕ вара Мускав княжествинчен пулса тăнă Раççей патшалăхĕн гербĕ иккенне Çĕрпӳ-Пулат, паллах, пĕлмен-ха. Виççĕмĕш Иван, Византин юлашки императорĕн çывăх тăванĕн хĕрне Софья Палеолога качча илнĕскер, хăйĕн патшалăхне чăннипех те Хĕвелтухăç Рим империйĕн тĕпчĕкĕ тесе шутланă. Çавăнпа вăл Мускавран та «Виççĕмĕш Рим» туса хумашкăн ĕмĕтленнĕ, çак тĕллевпе хулана çĕнĕ сăн — Европа çĕршывĕн сăнне кĕртме тăрăшнă.
— Ну, итлетĕп сана, чăвашсен ханĕ, — тепре алă сулса калаçу пуçларĕ Виççĕмĕш Иван. — Мĕн çăмăлпа çитрĕн пирĕн пата? Хусан ханĕ Мăхаммат-Амин епле ирĕк пачĕ сана кунта килмешкĕн?
— Эпĕ унран ирĕк ыйтман, ыйтма та шутламан, — сӳрĕккĕн хуравларĕ Çĕрпӳ-Пулат. — Килессе вара эпĕ Мускав княжестви...
— Мускав княжестви мар, Россия патшалăхĕ! — асăрхаттарчĕ Виççĕмĕш Иван.
— Каçар, хăнăхнă йăлапа персе ятăм, — тӳрлетрĕ йăнăшне Çĕрпӳ-Пулат. — Çапла вара эпĕ санăн патшалăху еплерех аталанса пынине хам куçпа хам курса пĕлес терĕм.
— Хан, ку сана мĕн тума кирлĕ? — тӳррĕн ыйтрĕ патша.
— Тунмастăп, пирĕн курултай чăвашсен ӳлĕм кампа пулмалли пирки шутлать. Хамăр эпир сирĕнпе те, Хусан ханлăхĕпе те тупăшма пултараймастпăр ĕнтĕ, — хăй те тӳррĕн хуравларĕ Çĕрпӳ-Пулат.
Виççĕмĕш Иван пăртак тем шухăшласа ларчĕ-ларчĕ те каларĕ:
— Хисеплĕ Çĕрпӳ-Пулат хан, эпир санпа кун пирки васкаса пăк-пак çеç пуплешмĕпĕр, каярах тĕплĕнрех калаçăпăр. Халĕ манăн ют çĕршыв элчисене йышăнмалла. Кун пирки вĕсемпе тахçанах сăмах татнăскер эпĕ тĕлпулу вăхăтне улăштараймастăп. Эсĕ кунтах кĕтсе лар, ав çавăнта, — ирĕк сулахай аллипе кĕтесселле кăтартрĕ патша. — Ку ĕç нумая каймĕ. Пире тимлени сана, тен, усăллă пулĕ.
Çĕрпӳ-Пулатпа тăлмачĕ кĕтесе вырнаçса ларма та ĕлкĕреймерĕç, йĕкĕрлĕ алăк яри уçăлса кайрĕ те хулăн сасă илтĕнчĕ: «Польша королĕн Ян-Альбрехтăн элчи!» Унччен те пулмарĕ, палатăна чăвашра та, тутарта та, вырăсра та курман тĕлĕнмелле тумтир тăхăннă чанккама арçын тата ун хыççăнах чăмăркка пĕчĕк арçын вашлаттарса кĕрсе кайрĕç, кашни икĕ-вĕçĕ утăмран пилĕкре хуçлансах пуç тая-тая Виççĕмĕш Иван патне çывхарчĕç.
— Польша королĕ ячĕпе саламлатăп сана, пĕтĕм Русь государĕ, Владимирпа Мускав, Новгородпа Псков, тата Тверь, тата Югор, тата Пермь, тата Пăлхар, тата ытти çĕрсен аслă кнеçĕ! — юрланă евĕр каларĕ чанккама арçын.
Ку сăмахсене Çĕрпӳ-Пулат тăлмачă куçармасан та ăнланчĕ. «Мĕн чухлĕ çĕре пăхăнтарма ĕлкĕрнĕ вырăссем!» — тĕлĕнсе шухăшларĕ вăл.
Элчĕ вара хăй мĕн ĕçпе килни çинчен калаçа пуçларĕ. Польшăпа Литва унийĕн королĕ Сигизмунд вилнĕ хыççăн çак çĕршывсен уйрăм пурăнма тытăнмалла пулнă иккен те çавăнпа Польша королĕ кун пирки Раççей патшипе канашласа пăхасшăн иккен. Анчах малалла ку калаçу еплерех пынине Çĕрпӳ-Пулат ăнланаймарĕ, ма тесессĕн унăн тăлмачĕ элчĕ тăлмачĕн сăмахĕсене чăвашла куçарма тытăнчĕ кăна, ăна патша çыннисем чышкăпа юнасах чарăнма хушрĕç. Тепĕр тесен кунта чăвашсен ханĕпе тăлмачĕ мар, боярсем те ӳсĕрсе илме хăяймасăр лараççĕ. Çавăнпа Польша элчи те, каярах ытти элчĕсем те Виççĕмĕш Иванпа мĕн пирки калаçнине Çĕрпӳ-Пулат питех ăнланмарĕ. Анчах тĕппи пĕрех паллă: кун пек çĕрте сăмах автан яшки пĕçересси çинчен пымасть. «Кур-ха, Мускав патши пĕтĕм тĕнче пурнăçне татса парас шайри çын иккен», — шухăшларĕ хан.
Пĕр-икĕ сехетрен патша пушанчĕ те, унччен Çĕрпӳ-Пулат енне куç хĕррипе те пăхса илменскер, тӳрех ун патне пычĕ.
— Ну, хан, халĕ атя манпа, манăн Италирен килнĕ Аристотель Фированти архитекторпа Кремле тата ун таврашĕнче хăпартакан çуртсене пăхса çаврăнмалла. Вăл тĕнчери чи чаплă архитектор иккенне пĕлетĕн-и эсĕ? Вăт, çавăн проекчĕпе çĕнететпĕр эпир Российăн чи сăваплă Успени соборне. Тата килнĕ чухне асăрхарăн пулĕ, Неглинная юханшывĕпе Пожар тӳртумĕ енчи стенасене кирпĕчрен купалатпăр. Хм... — тем шухăшласа илчĕ те патша пуçне хăйĕн çыннисем енне пăрчĕ. — Ячĕ вара пирĕн тӳртумăн... Атьăр ăна Хĕрлĕ тӳртум ят парар. Красная площадь... Илемлĕ, чаплă площадь... Э, килĕшмелле-и?
— Килĕшмелле, государь!
— Мĕн тери тивĕçлĕ ят! — кашни хăйне илттерес тенĕрен хытăран хытă кăшкăрчĕç патшапа çӳрекен боярсемпе хут çыракансем.
— Хан, эпĕ сана тата... Тепĕр тесен, пурне те каярах хăвах курăн, — терĕ те Виççĕмĕш Иван сасартăк вăрт! пăрăнчĕ, сарлакан утăмласа алăк патнелле вашлаттарчĕ.
Собор умĕнче патшапа унăн свитине путишлерех тумланнă çын, пĕр пĕччен тăраканскер, кĕтсе илчĕ. Тумĕ путишле тенĕрен, вăл паçăрхи Польша королĕн элчинни евĕрлĕрех темелле, анчах ку арçын тата пуçне хурăмĕпе тимĕрçĕ вĕркĕчне асаилтерекен сарлака калпак тăхăннă. Çакă пулĕ-ха ĕнтĕ тĕнчипе паллă архитектор. Вăл мĕн каланисене Çĕрпӳ-Пулат ăнланмарĕ, мĕншĕн тесессĕн унăн сăмахĕсене тăлмачă та куçараймарĕ. Патша архитектора айăплăн хуравланинчен вара вăл çак çын умĕнче тем тĕлĕшпе тӳрре тухма тăрăшни сисĕнчĕ. Раççей патши темĕнле архитектор умĕнче хăйне айăплă туять мар-и?! Тĕлĕнмелле ку тĕнчере. Çĕрпӳ-Пулат шучĕпе пуçлăх — хан-и вăл, патша-и е король — яланах хуçа пулмалла, унăн сăмахне пурин те пĕр хирĕçлемесĕр итлемелле. Кунта вара аплах мар, хăй ĕçĕнче ăна лайăхрах пĕлекенни хуçа пек туйăнать, çавăнпах патша та Итали архитекторне тимлесех тăнлать. Лешĕ вара кирпĕч хуракансемпе кăмăлсăр иккен. Тикăс хураймаççĕ тет пулас. Çĕрпӳ-Пулат юриех собор стенине сăнаса пăхрĕ. Кирпĕчсене шак тикĕс, чĕрне хури чухлĕ те унталла-кунталла чалăштармасăр хурса тухнă пек курăнать. Тата якарах купалама та май пур-ши вара? Çапла пулĕ çав, унсăрăн патша хăйне айăплăн тыткалас çук.
Калаçсан-калаçсан архитектор сăранпа сăрса, йĕспе эрешлесе пĕтернĕ хуплă çуна çине ларчĕ те, Çĕрпӳ-Пулат ăнланнă тăрăх, çывăхрах хăпартакан Благовещенипе Архангел соборĕсем патне вĕçтерчĕ. Виççĕмĕш Иван вара çавăнтах кирпĕч хуракансен аслине чĕнтĕрсе илчĕ, самантрах хаярланса мĕскĕне чĕтрене ертиччен кăшкăра-кăшкăра тустарса илчĕ. «Хуть те чулпа хăйраса тикеслĕр, хуть те пăсса çĕнĕрен купалăр, анчах тепре килнĕ çĕре Фированти асăрхаттарнине тӳрлетеймесен сана çак собор тӳртумĕнчех тытса çакатăп!» — тет. Маçтăр текен ăста патшаран чĕркуçленсе каçару ыйтать, сехре хăпнипе тăнран каяс вĕçне çитнĕскер ура çине тăма хăяймасăр сăмах парать: «Каçар, государь, ăсталăх çитеймест пирĕн çынсен. Çĕр çывăрмасăр ĕçлĕпĕр те йăнăшăмăра тӳрлетĕпĕр». Авă мĕнлерех пулмалла иккен халăх пуçлăхĕн, ав еплерех пăхăнтармалла çынсене.
Патша ĕçлекенсемпе хăйĕн çыннисене тата тем-тем хушса тухрĕ, унтан, калаçăва тин çеç-ха татнă пек, Çĕрпӳ-Пулатран ыйтрĕ:
— Ну, хан, мĕн çăмăлпа çитрĕн эсĕ ман пата? Тӳрех кала, нимĕн шахвăртмасăр-пытармасăр. Ытла чее пулма тăрăшнине юратмастăп эпĕ.
— Иван патша, хăвах пĕлен, эпир, чăвашсвм, Хусан ханлăхĕнче пурăнатпăр. Анчах пирĕн енчи чăвашсем, Сĕвепе Сăр хушшинчисем, чăннипе Хусан ханне пăхăнасшăнах мар. Нумай пулмасть вара Мăхаммат-Амин мана тӳррĕнех хăйне пăхăнма вăхăт иккенни çинчен каларĕ, кун пирки хурав вăраха ямасăр пама ыйтрĕ. Пирĕн халăх вара сав-çавах уйрам, хăйне хăй хуçа пулса пурăнасшăн.
— Пултаратăр тăк пурăнăрах, ара, — нимĕн ăнланман пек турĕ патша.
Çĕрпӳ-Пулат хăюлăх çитерсе ăна куçран пăхса илчĕ.
— Пултараймастпăр пек туйăнать çав, — ассăн сывласа каларĕ вăл.
— Апла тесен Хусан ханне пăхăнмах тивет, — терĕ патша.
— Пĕлетĕн-и, пирĕн енчи чăвашсем темшĕн тутарсене юратсах каймаççĕ.
— Апла пирĕнпе пĕрлешĕр, — сăмах ыт ахаль япала çинчен пынă пек лăпкăн сĕнчĕ Виççĕмĕш Иван.
— Анчах вырăссем вĕсем... эсир ĕнтĕ... чĕлхепе те, йăла-йĕркепе те пиртен çав тери уйрăлса тăратăр.
— Халь ĕнтĕ, хан, эпĕ нимĕн те ăнланмастăп, — кăмăлсăррăн хуравларĕ патша. — Эс пирвай татăклă шут тыт... Ну, юрĕ. Манпа мĕн пирки калаçасшăнччĕ вара?
— Тĕрĕссипе эпĕ кунта курултай йышăнăвĕпе килтĕм. Мана вырăс патшалăхĕпе тĕплĕнрех паллашма хушса ячĕç. Чăннипе эпир Чулхулана çех кăштах пĕлетпĕр-çке. Вăт вара... çавăн хыççăн эпир тепре курултайпа пухăнăпăр та ку ыйтăва татса парăпăр, — тӳррĕн пĕлтерчĕ Çĕрпӳ-Пулат.
Патша чăваш ханне куçран тĕсесе-тĕсесе пăхрĕ те каларĕ:
— Юрать. Эпĕ сана пĕтĕм ĕçе пăрахсах кунĕпе Мускав кăтартса çӳрĕп. Паллах, Мускав вăл пĕтĕм Россия мар, анчах унăн тĕп хули. Каçхине вара эпир санпа тепре тĕплĕн калаçăпăр, юрать-и? — терĕ.
Çапла килĕшрĕç те Виççĕмĕш Иван хăйĕн çыннисемпе чăвашсене Мускав тăрăх илсе кайрĕ. Патша эскорчĕ пар лаша кӳлнĕ çирĕм ытла кибиткăран — вĕсене кунта карета теççĕ — тата хĕç-пăшаллă юланутçăсен çур çĕрпĕвĕнчен тăрать. Эскорт умĕнчисем вĕçĕмсĕр «По-берегись! Дорогу!» — тесе кăшкăрса пыраççĕ. Сехре хăпнă иртен-çӳренпе йытă-кушак эскорт хытă пынăран аран пăрăнса ĕлкĕреççĕ. Пĕр арçын, тайлăкрах утаканскер, пăрăнса ĕлкĕреймерĕ те ăна патша çуни çапса хăварчĕ.
— Вăт сысна, — тарăхса мăкăртатрĕ Виççĕмĕш Иван, — кăнтăрла тĕлнех кӳпсе тултарнă. — Унтан Çĕрпӳ-Пулатран ыйтрĕ: — Хан, чăвашсем те эрех ĕçсе супаççĕ-и?
— Çук, эпир эрех пачах ĕçместпĕр, — хуравларĕ Çĕрпӳ-Пулат. — Сăра е сим пып тесен — вĕсене тиркекен çук.
— Чим, вара мĕн, эсир те мăсăльмансем-им? — тĕлĕнчĕ Виççĕмĕш Иван.
— Мăсăльмансем мар. Пирĕн тĕп турă — Тĕнкре, урăхла каласан Аслă Пĕлĕт Хăвачĕ. Унсăр пуçне тата нумай турă е турă вырăнне хуракан япала пур, — ăнлантарчĕ Çĕрпӳ-Пулат.
— Православи тĕнне йышăнмалла сирĕн, — те сĕнчĕ, те хушрĕ патша.
Чăваш ханĕ хирĕç шарламарĕ.
Пысăк Мускав хули. Патша чăваш хăнисене е пасарсене, е ал ĕç ăстисен мастерскойĕсене, е тӳре-шара ĕçлекен çуртсене, е боярсен керменĕсене, е ют çĕршыв элчисем пурăнакан пӳртсене кăтартать. Чăвашсемшĕн пурте чаплă та хăтлă пек туйăнаççĕ. Ахаль çынсен çурт-йĕрĕ те кунта куç ытарайми, пурте аслă, кантăклă. Тата тепĕр тĕлĕнтермĕш — кашни урамра тенĕ пекех трактирсем пурри. Вĕсен умĕнче юрлаканнисем те, тайкаланса утаканнисем те, пĕр-пĕринпе çапăçакансем те тăтăшах курăнаççĕ. Пурăнаççĕ те вара вырăссем...
Акă ĕнтĕ хула хĕрринех, леш Неглинная текен юханшывăн тепĕр кукăрне çитрĕç. Кунта темĕнле ăнланмалла мар чул çуртсем лараççĕ. Çӳллĕ те тем калăпăшлăскерсем.
— Ку вырăна эпир Тупă картишĕ тетпĕр, — мухтанарах ăнлантарчĕ Виççĕмĕш Иван. — Кунта тĕрлĕ йышши тупăсем шăратса кăларатпăр. Ку чухне вăрçăра çĕнтерес тесен тупăсемпе пищальсем ытларах хатĕрлемелле.
Тупă мĕн иккенне Çĕрпӳ-Пулат аван пĕлет-ха. Хусан карманĕнче вĕсене хăй куçĕпе те курнă. Питтăпай вара вырăс патши каланине те, вăл хушнипе чăвашсем патне çийĕнчех чупса пынă ăстасем ăнлантарнине те çăвар карса тăнлать, пĕр сăмах сиктермесĕр астуса юлма тăрăшать. Акă ĕнтĕ пĕр çуртне кĕрсе те кайрĕç. Кунта мунчари пек пăчă, ĕçлекенĕсем хĕл варрине пăхмасăр кĕписене те хывса пăрахнă. Шаларахра темĕнле çӳллĕ кăмакасем хĕм кăларса çунса лараççĕ.
— Кунта эпир чукун шăрататпăр, — ăнлантарчĕ хăнасене патшана картишĕнче кĕтсе илнĕ ăста. — Кайран шĕвĕ метала ятарлă хурăмсене яратпăр та тупă кĕпçи хатĕрлетпĕр. Паллах, ăна каярах якатса кирлĕ шая çитермелле. Унтан кĕпçе кутне çăра вырнаçтаратпăр...
Ăста тата тем те каласа кăтартрĕ, ăна ăнланма йывăррипе чăвашсем ывăнчĕç те темелле. Пĕр Питтăпай çеç ăна çăварне кĕрсе каясла тăнлать.
Акă пĕр кăмакинче шăпах чукун шăранса çитнĕ пулас та ăна юхтарса кăларма хатĕрленчĕç. Чăвашсем ку ĕçе хăйсен куçĕпех курас терĕç те патша ирĕк пачĕ. Вара вĕсем пурте айккинерех кайса тăчĕç. Икĕ арçын вăрăм пакурсемпе танкка-танкка кăмака алăкне уçрĕç кăна — çавăнтах унтан çутă хĕрлĕ шĕвек чашласа та чашкăрса тухрĕ, валак тăрăх пысăк чана юхса ана пуçларĕ.
— Çакă... чукун-и? — шалт тĕлĕнчĕ Питтăпай.
Ăста нимĕн те хуравламарĕ, кăмăллăн кулса Питтăпая, унпа пĕрле ыттисене те малалла утма сĕнчĕ. Акă ĕнтĕ Раççей патшипе унăн чăваш хăнисем шĕвĕ метала хурăмсене янине, унтан тупă кĕпçи мĕнле пулса тăнине, ăна малалла еплерех ăсталанине курчĕç. Кĕпçисем тĕрлĕ, чăмăр кĕмеллисенчен пуçласа икĕ пăт пуканĕнчен те пысăкрах йĕтресем вырнаçмалли таранах. Кунашкал пысăк тупăсем Çĕрпӳ-Пулат Хусанта курман.
— Инженер, халĕ манăн хăнасене чи пысăк тупăран персе кăтарт, — хушрĕ Виççĕмĕш Иван. — Манăн хаклă хăнасем унăн хăватне хăйсен куçĕпе курччăр.
— Государь, тупă хăватне ахаль пенипе мар, пĕр-пĕр объекта персе аркатсан çеç курма пулать, — асаилтерчĕ ăста.
— Эппин персе аркат! — хыттăнрах хушрĕ патша.
— Апла пирĕн полигона кайма тивет, — ăнлантарчĕ ăста.
— Унта çӳремешкĕн манăн ерçӳ çук. Кунтах аркат мĕн те пулин. Калăпăр, ав çав кирпĕч стенана, — татса каларĕ патша.
— Государь, вăл пирĕн пулас цех. Хăвах пĕлен, унта эпир мортирăсем туса кăларма тытăнасшăн, — хирĕçлеме пăхрĕ ăста.
— Темех мар, каярах çĕнĕрен купаласа хăпартăр, — çине тăчĕ патша.
— Государь, çавăн мăнăш цеха купаласа хăпартмашкăн вăхăт нумай кирлĕ пулать, — ӳкĕтлеме тытăнчĕ ăста. — Пĕр-иккĕ персе кăтартассишĕнех тунă япалана аркатма кирлех-ши? Луччă эпĕ хăнасене сăмахпа ăнлантарса парăп.
— Инженер, эпĕ пĕр-пĕр ĕç хушиччен вăл мĕн тума кирлине пуç тавра темиçе те çавăрттарса шухăшлатăп. Персе аркатса кăтарт терĕм тĕк персе аркат! Ку вăл пирĕн патшалăхшăн сан цехун стенинчен вуншар, çĕршер хут кирлĕрех пулма пултарать, — татса каларĕ Виççĕмĕш Иван. — Исполнять!
Ăста тек тавлашса тăмарĕ, пуç сулса такамсене пĕрле пыма хушрĕ те хăнасене завод картишне ертсе кайрĕ. Унта мăшăр кустăрма хушшине вырнаçтарнă темиçе тупă. Ăста хăйĕн çыннисене вĕсенчен пĕрне картиш варринерех туртса кăларма хушрĕ. Унтан çавсемех туппа Питтăппай пуçĕ мăнăш йĕтрепе авăрларĕç те умри самай çӳллĕ кирпĕч хӳнь енне çавăрса тăратрĕç. Çав хушăрах пĕр рабочийĕ таçтан фитиль тивертсе килчĕ. Пурте хатĕрленсе çитсен ăста патша енне пăхрĕ. Лешĕ пеме чарасса шанчĕ-тĕр. Анчах Виççĕмĕш Иван хăнк та тумарĕ, чăтăмсăррăн пӳрнисене пĕр чармакласа, пĕр чăмăртаса тăчĕ. Вара ăста алă çĕклерĕ те хыттăн хушрĕ:
— Пали!
Фитиль тытса тăракан çын, хăй тупăран аяккарах тăма тăрăшса, фитильне çăра енне тăсрĕ. Унччен те пулмарĕ, тупă аслатирен те хăватлăрах кĕрслеттерсе ячĕ. Çавăнтах умри стенана тем пулчĕ, унăн пĕр пайĕ куç умĕнчех ишĕлсе анчĕ. Ку çеç мар, кирпĕч ванчăкĕсем таçта çити чăл-пар саланса вĕçрĕç, пĕр татăкĕ чутах патшана пырса çапаймарĕ.
— Каçар, государь, тарне нумайрах хунă, шеремет çынни. Пушкарь мар вĕт, пĕлмест мĕн чухлĕ кирлине, — хыпăнса каçару ыйтрĕ ăста.
— Нимех те мар, — лăплантарчĕ ăна патша. — Эсĕ çыннуна ан ятла, пачах урăхла, ĕç хыççăн пĕр пулăштухпа хăнала. Тепри ун вырăнĕнче, тен, лектерейместчĕ те... Ну, Çĕрпӳ-Пулат хан, эпир вара малалла кайăпăр. Курмалли татах нумай-ха Мускавра...
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...