Юманлăхра çапла пулнă :: 30-мĕш сыпăк
Кун хыççăн кун иртрĕ, Илюка тек ниçта та чĕнмерĕç. Тĕрĕссипе, урăх ăна допрос тумалла та пулман ĕнтĕ, мĕншĕн тесен вăл пĕтĕмпех каласа панă — хăй çинчен те, ыттисем пирки те. Илюк пĕртте суйманнине, нимĕн те пытарса хăварманнине следователь те лайăх пĕлсе тăнă.
Кунĕсем вĕçĕмсĕр вăрăм пулчĕç, иртен пуçласа каçчен эрне иртет тейĕн. Кунне пĕрре çур сехетлĕхе уçăлма кăлараççĕ — тулта çанталăкĕ тĕлĕнмелле ырă, тӳперен хĕвел пĕçертет, çӳллĕ хӳме урлă юнашар садри улмуççисем тăрринче пан улмисем хĕрелсе пиçме тытăнни курăнать, унта чĕвĕл-чĕвĕл кайăксем юрлаççĕ, анчах камерăна таврăнсан каллех кичем те çав тери салху.
«Сучĕ хăçан пулать-ши хуть? Суд пулнă хыççăн, тен, çакăн пекех хупса усрамĕç, ăçта та пулин ĕçлеме ярĕç...» — шухăшларĕ Илюк аптранă енне.
Анчах та сучĕ ытла хăвăртах пулмарĕ çав. Артист-Баринов питĕ хăрушă преступник пулнă, вăл хăйĕн тусĕпе — Матрос-Чашкинпа пĕрле таçта та çитнĕ, тем те хăтланнă, çавăнпа та ун пирки питĕ нумай тĕрĕслеме тивнĕ. Чăн малтанхи пысăк преступление вăл пĕр вунă çул каяллах куçса çурекен театрта ĕçленĕ чух тунă. (Пĕр хушă театрта ĕçленĕ пирки Артист тенĕ ăна вăрăсем хушшинче.) Администратор пулнă май билетсем сутса пухăннă укçа пĕтĕмпех ун аллине кĕнĕ, çав укçана унăн тăтăшах банка куçарса тăмалла пулнă, анчах та ку, усал шухăш тытнăскер, пĕррехинче уйăх ытла пĕр пус та яман, пĕтĕмпех хăй çумĕнче тытнă, унтан вара вун пилĕк пин тенке яхăн пухăнсан питĕ шутсăр ирсĕр ĕç туса хунă. Театрпа пĕр яла пырсан, вăл хваттере ял Совет секретарĕ патне кĕнĕ. Лешĕн, нумаях та пулмасть çартан таврăннă йĕкĕтĕн, мотоцикл пулнă.
— Артистсем спектакле хатĕрленсе çитиччен санăн «ăйăрупа» кăштах уялла тухса уçăлса кĕме юрамĕ-ши? — ыйтнă кил хуçинчен çав Баринов.
— Çӳреме пĕлетĕн пулсан, тархасшăн, кайса кил ара, — килĕшнĕ лешĕ.
— Ăна пĕлетĕп-ха, кун пек япала килте ман хамăн та пур! — ĕнентернĕ Баринов.
Мотоциклра бензин пĕтнĕпе пĕрех-мĕн, çавăнпа та уçă кăмăллă, çынсене яланах шанакан секретарь ăна йăпăр-япăрах бак тулли ярса панă.
— Нумай çӳреместĕп, пĕр вун пилĕк-çирĕм минутранах каялла килетĕп, — ал сулса хăварнă Баринов мотоцикла урама тĕксе тухса ун çине утланса ларсан.
Анчах вун пилĕк минут мар, пĕр сехет те иртнĕ, иккĕ те, виççĕ те, тĕттĕм те пулнă, спектакль пуçланнă — администратор çав-çавах таврăнман. Ирхине те пыман. Артистсем те, мотоцикл хуçи те хыпăнса ӳкнĕ: мĕн пулчĕ-ха капла? Ăçта кайса кĕчĕ ку çын?.. Ахăртнех, ăнсăртран ăçта та пулин çапăнса вилсе выртрĕ-ши? Каçхине пĕр-пĕр кĕпер айне пырса сикрĕ-ши?..
Администратор сасартăк çухални çинчен районти милицие пĕлтернĕ, лешсем пур ял Совечĕсене те шăнкăравланă — çулсем çинче ăçта та пулин ванса кайнă мотоцикл çук-и? Аманнă е вилнĕ çын выртмасть-и?
Çук, ун пекки ниçта та пулман.
Кăнтăрла иртсен администраторсăрах хăйсен базине, кӳршĕри район центрне, таврăннă. Баринов пирки ку районти милицие те кайса пĕлтернĕ, Шупашкара та шăнкăравланă. Ăна пур çĕрте те шырама тытăннă. Анчах та çав вăхăтра Баринов Мускав-Свердловск пуйăспа Çĕпĕрелле вĕçтерсе пынă...
Ял Совет секретарĕн мотоциклĕпе шоссе çине вăркăнса тухсанах вăл Етĕрне еннелле кĕрлеттернĕ, каялла çаврăнса та пăхман. Машини çĕнĕ, шанчăклăскер пулнă, унпа сехетре çĕр километр таранах кайма май килнĕ. Тепĕр сехет çурăранах Хĕрлĕ Чутая çитнĕ, анчах тăрук вăйлă çумăр çума тытăннипе çак тăрăхри пĕр ялта чарăнса хваттере кĕрсе выртма тивнĕ. Хваттер хуçин ывăлĕ шăпах тракторист пулнă-мĕн, вăл ĕнтĕ тахçанах мотоцикл туянасси çинчен ĕмĕтленсе пурăннă. Çав тери ăмсанса пăхнă вăл Баринов ларса килнĕ вĕр çĕнĕ те хитре машина çине.
— Ил, сутатăп! — тенĕ ăна Баринов. — Мана хама мотоцикл йăлăхтарчĕ ĕнтĕ, эпĕ «Москвич» туянатăп...
— Укçа çитеймест çав, — пуçне пăркаласа илнĕ лешĕ.
— А эпĕ пăртак кĕтме те пултаратăп! Хальлĕхе эс мана çуррине тупса пар, юлашки укçи пирки килĕшӳ çырса ял Советĕнче çиреплететпĕр. Кайран почтăпа ярса паратăн. Ярса памасан, паллах, суд урлă татăлмалла пулать, пошлинине те хăвах тӳлетĕн... — кулан пекки тунă Баринов. — Килĕшетĕн-и çапла? Мана халь шăпах укçа кирлĕ...
— Паспорчĕ пур-и?
— Пулмасăр, анчах та вăл çумра мар-ха, чиксе тухман эп ăна. Эпир çапла тăвăпăр: эпĕ командировкăран таврăнсанах сана машина паспортне ярса паратăп, эсĕ вара юлашки укçине куçаратăн. Çапла калаçса татăлăпăр-и?
— Юрать!
Çакăн пек тунă та вара вĕсем. Иккĕшĕ ларнă та хут çырнă, çав каçах пичет пустарнă, çур укçине — икĕ пин çурă — пĕри панă, тепри илнĕ, унтан лайăх кăна мăкарич тунă. Ирхине вара тракторист хăйне çав тери ăста улталанă Баринова мотоциклпах Çĕмĕрлене çити ăсатса янă.
— Чипер çӳре, асту, сăмсуна катса ан пăрах! — тракториста ал сулса кăшкăрнă та Баринов пуйăс хускалсан ахăлтатсах кулса янă. Вăл мĕншĕн çавăн пек кулнине лешĕ темиçе кунтан пит лайăх тавçăрса илнĕ: ун патне районти милицирен иккĕн пынă та мотоцикла илсе тухса кайнă.
— Ку япалан чăн-чăн хуçи пур. Вăрланăскер вăл...
Çур çултан Баринова Çĕпĕрти пĕр пĕчĕк хулара шыраса тупса тытнă та Шупашкара илсе килсе суд тунă, çичĕ çул панă, анчах вăл пĕр виçĕ çултанах ирĕкре пулнă. Тĕрмерен вăл Артист ятпа тухнă.
Çавăн хыççăн Артист пĕрре те тĕрĕс пурнăçпа пурăнса курман. Кăштах юрлама та ташлама, пăртак купăс калама пĕлнипе вăл малтанах Атăл леш енчи пĕр канмалли çуртра «культурник» пулнă та клубри вĕр çĕнĕ баянпа стена çинчи мăн сехете юри вăрлаттарса янă (укçи çурмалла), унтан складри утиялсемпе простыньсене ăсатма тăрсан ĕç тухман та каллех виçĕ çуллăха лекнĕ. Хальхинче вăл тĕрмерен Матроспа туслашса тухнă. Кăшт пурăнсан татах лекнĕ вăл, анчах, ун телейне, амнисти пулнă. Нихçан та çынсем пек тар тухиччен ĕçлесе курманскер, вăл çакăн хыççăн та ĕç çинчен шухăшламан, каллех преступлени хыççăн преступлени тунă. Халĕ вара çав преступленисем йĕп хыççăн туртăнса тухакан çип пек тăсăлса, пĕрин хыççăн тепри палăрса пынă. Çавăнпа следстви те вăрăма кайнă, çавăнпа суд та час пулайман...
Следователь патĕнче юлашкн хут пулнă хыççăн шăп пĕр эрнерен, ирхине, Илюка камерăран чĕнсе кăларчĕç те хальхинче çӳлти хута мар, аялти коридор вĕçĕнчи пӳлĕме илсе кайрĕç. Алăк уçăлсанах Илюк хăйĕн амăшне курчĕ. Анчах вăл пĕччен мар иккен, унпа пĕрле Илюксен класс руководителĕ пулнă ватăрах учительница Нина Васильевна, çӳллĕ те типшĕм хĕрарăм, килнĕ.
Ăна палласа илсен Илюк çухалсах кайрĕ. Алăкран кĕрсенех пат! чарăнса тăчĕ те ни малалла, ни каялла кайма пĕлмерĕ, каласса та ним те калаймарĕ.
«Мĕн тума... ма килнĕ-ха вăл? Ах, мĕн тери, тӳсме çук намăс!..» — шухăш çиçсе илчĕ ун пуçĕнче.
Нина Васильевна — Илюк шкулта пуринчен те ытларах хисепленĕ учительница, унăн предмечĕпе — литературăпа — Илюк яланах лайăх вĕреннĕ, вăл хушнисене пур чухне те тăрăшса туса пынă. Нина Васильевна хăй те юратнă ăна, уроксене лайăх хатĕрленнĕшĕн, нумай вуланăшăн ырласа ытти ачасене унран пример илме хушнă, анчах халĕ акă... халĕ вăл ăна çакăнта, милицире, курать!.. Мĕн тума килмелле пулнă-ха унăн кунта? Илюка ăс пама-и, ятлама-и? Е ăна хăй çав тери хĕр-хеннине калама килнĕ? Халь тин ку ним тума та кирлĕ мар ĕнтĕ, унтан пурĕ пĕр усси çук. Мĕн пулса иртнине Илюк хăй те лайăх ăнланать... Анчах та, тен, Нина Васильевна хăй тĕллĕн килме те шутламан, ăна Илюк амăшĕ хăйпе пĕрле юри илсе килнĕ?
— Здравствуй, Илюша... — аллине ун еннелле тăсрĕ учительница, — килсем ĕнтĕ пирĕн паталла! — Вăл çемçен кăна кулса илчĕ, анчах çав вăхăтрах унăн пысăк хура куçĕ хăй питĕ хурланнине палăртрĕ.
— Мĕнле пурăнкалатăн-ха, ачам? — ыйтрĕ амăшĕ хуллен. Унăн тӳрех куççуль шăпăртатса анчĕ.
— Пурăнатăп... чиперех, — терĕ Илюк тăрук çĕтсе ларнă саспа.
— Сучĕ... сучĕ хăçан пуласси паллă мар-и-ха? Каламаççĕ-и?
— Каламаççĕ.
— Лар-ха, лар ак çакăнта, пирĕн хушша, — ачана аллинчен тытса хуллен хăй патнелле туртрĕ Нина Васильевна. — Сывлăху мĕнлерех хуть, чирлеместĕн-и? Начарланнă эсĕ.
— Аптрамастăп-ха... Сывах.
— Эп сан валли çимеллисем илсе килтĕм, çи-ха, халех çи, — урайне лăртнă кушиле салтса уçма тăчĕ амăшĕ. Нина Васильевна та сарă сăран сумкине ярса тытрĕ.
— Манăн та кăштах пур-ха сан валли... Аннӳ ĕнер хăй кунта килесси çинчен пырса каларĕ те, сан ятпах вĕтĕ кукăльсем пĕçертĕм.
— Выçă мар эпĕ, çиес килмест манăн, — пуçне пăркаларĕ Илюк.
Калаçу тăруках ăнмарĕ. Хĕрарăмсем иккĕшĕ те Илюк çинчен куç илмерĕç, анчах темшĕн калаçма сăмах тупăнмарĕ. Илюк хăйне вăйпах тыттарнă кукăле ерипен чăмласа çĕрелле пăхса ларчĕ...
— Илюша, — терĕ унтан Нина Васильевна аллине ача хулпуççийĕ çине хурса, — эпĕ ятарласа санпа калаçма килтĕм... Сан пирки эпĕ адвокатпа канашласа пăхас тетĕп.
— Мĕн тума? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Илюк.
— Суд тунă чух сана хӳтĕлеме ара...
— Мана мĕн хӳтĕлемелли пур? Мĕн каламаллине эпĕ хамах каласа паратăп, ним те тунмастăп...
— Çук, ачам, вăл çителĕксĕр. Ху эсĕ пăлханни-мĕнĕпе çухалса кайма та пултаратăн. Тата йĕрки те çавăн пек тет: сан пек çамрăк ачасене суд тунă чухне вĕсене епле пулсан та адвокат тухса хӳтĕлемелле. Çавăнпа та эсĕ хирĕç ан пул, вăл сан патна ыйтса пĕлме килсен пĕтĕмпех, ним манса хăвармасăр, пытармасăр йĕркипе каласа пар. Ку вăл саншăн хăвăншăнах усăллă пулĕ. Эсĕ ăслă ача, хăвах ăнланма тивĕç...
Илюк учительница çине пăхрĕ те унăн куçĕ шывланнине курчĕ. Çакă вара ăна калама та çук пăлхатса ячĕ. Пĕр енчен, хăй çакăнта лекнĕшĕн учительница умĕнче намăс пулчĕ ăна, тепĕр енчен, вăл уншăн тăрăшни чĕренех пырса тиврĕ. Текех Илюк ун çине куçне çĕклесе те пăхаймарĕ вара.
— Ну, килĕшетĕн-и манпа? Адвокатпа чиперех калаçатăн пуль? — ыйтрĕ Нина Васильевна. — Юрать-и?
— Юрать... — пăшăлтатса илчĕ Илюк. Коридорта тăракан дежурнăй вĕсен тĕл пулса калаçмалли вăхăчĕ иртсе кайни çинчен пĕлтерчĕ. Уйрăлнă чух Илюк амăшĕ ĕсĕклесех макăрма тытăнчĕ, анчах Нина Васильевна кăмăлне хытарчĕ пулас, хăй пăлханнине те палăртмарĕ.
— Çирĕпрех пул, Илюша, ытлашши кулянса вăй-хална ан пĕтер. Хăрамалли нимех те çук, иртсе каять. Санăн пĕтĕм пурнăçу малта-ха, халăхшăн усăллă çын та пулăн, ыррине те сахал мар курăн, ӳлĕмрен йăнăшас пулмасть кăна, — терĕ вăл Илюка кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнехи пек çурăмĕнчен лăпка-лăпка. — Чипер юл, пуçна ан ус!
Кайран, камерăна таврăнсан, Илюк тахçанчченех лăпланаймасăр шухăшласа ларчĕ...
Тĕлĕнсех каймалла вĕт-ха! Нина Васильевна, вĕсен ялĕнче нумай çул хушши вĕрентсе пурăннă учительница, шкулта кăна мар, ял хушшинче те пурте хисеплекен çын, уншăн, Илюкшăн, пăшăрханса, уншăн тăрăшса çӳрет. Пулаççĕ те çавăн пек ылтăн чĕреллĕ çынсем! Нина Васильевнăшăн пулсан Илюк никам та мар, ун пек ачасем шкулта темĕн чухлех, анчах та вăл авă уншăн ятарласа Шупашкара килнĕ, кирлĕ çынсемпе тĕл пулса калаçасшăн, хурлăха лекнĕ Илюкăн шăпине епле те пулсан çăмăллатасшăн... Илюк амăшне те сахал мар йăпатса лăплантарнă ĕнтĕ вăл. Тавах ăна уншăн, тем тери пысăк тав! Ĕмĕрне те манас çук...
Тата икĕ кунтан Илюк патне адвокат пычĕ — хулăнрах сасăллă, сарăрах сăнлă хĕрарăм, Илюкпа вăл виçĕ сехет ытларах калаçса ларчĕ, анчах следователь пек çине-çинех ыйтусем парса мар, питĕ ăшă кăмăлпа, тăван ачипе калаçнă пек. Илюк каланисене вăл пĕтĕмпех хулăн тетрадь çине çырса пычĕ те вăхăчĕ-вăхăчĕпе шухăша кайнă пек пулчĕ, ун пек чух вара халь çеç каласа пани çинчен тата тепĕр хут тĕплĕрех ыйтса пĕлчĕ.
Вĕсем калаçса пĕтерсен Илюкăн çав хĕрарăм адвокатран: «Миçе çуллăха хупаççĕ-ши ĕнтĕ мана?» — тесе ыйтасси килсе кайрĕ, анчах ун пек ыйтма хăюлăх çитереймерĕ вăл, Нина Васильевна пекех, адвокат ун çине ăшшăн пăхса лăплантарса хăварчĕ:
— Ан пăлхан, тен, ытлашши нимех те пулмĕ-ха...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...